Ай-ай, пурнăçăм, мана
Эс ытла тĕлĕнтерен:
Килсе кĕчĕç хăнана
Икĕ çын леш тĕнчерен.
Пăхрăм та вĕсем çине
Кăшт сăмах вакланă май
Пĕлтĕм эп кукаçине.
Ну, тепри — ман кукамай.
«Манăн çук нимле парне,
Пысăк ĕмĕт çеç пур ман, —
Тет старик шăлса тарне, —
Аллă çул хĕвел курман».
Кукамай сăмах илет:
«Шел, тĕнчи ытла инçе.
Тахçанах килес килет...
Мĕн çĕнни пур çĕр çинче?»
«Пурăнатăр мĕнлерех? —
Кукаçи пуçлать ыйтма. —
Ваттисемсĕр хĕнтерех
Мар-и пурнăçа тытма?
Эп пилленĕ пурлăха
Еплерех тытса усран?
Тен, путартăн шурлăха
Ман чыса? Кала куçран».
«Эп салатрăм пĕтĕмпех
Сан мулна, — калап тӳртен. —
Çил вĕçтерчĕ тĕтĕмпе
Чыхăннă хура пӳрте.
Парса ятăм кĕсрене
Халăха. Унсăр пуçне
Илсе кайрĕç ĕçренех
Музее суха пуçне».
Юхан шывăн хăй сикки,
Кукаçин те хăй юрри:
«Манран юлнă хăй чикки,
Шĕшлĕ-калăпăм пур-и?»
Хыпса çунчĕ кукамай:
«Ах, ăçта-ши турчăка?»
Газ кăварĕ пăтратма
Кирлĕ-шим вăл карчăка?
«Ăçта манăн мăлатук?
Час туп!» — терĕ кукаçи.
«Манăн çурлана та туп!» —
Карчăк пулчĕ вăрçанçи.
«Вĕсене, тăванăмсем,
Эп ăçтан тупса килем?
Уйăх кăкăрне вĕсем
Халь кӳреççĕ-çке илем.
Ĕлĕкхи саманаран
Хальхи пурнăç пит инçе.
Тĕлĕнтермĕш мăй таран —
Юмахри пек халь тĕнче.
Çичĕ тинĕс леш енчи
Сасăна илтет этем,
Çичĕ тинĕс леш енчи
Этеме курать этем.
Пĕр çемьепеле лăках
Тулнă пĕчĕк пӳрт авал.
Халĕ пĕр çурта лапах
Шăнăçать пĕр пысăк ял.
Этем вилнĕччĕ тин çеç:
Куç хупса илнĕ çĕре,
Авă, тухтăр аллинче
Çĕнĕрен тапать чĕре.
Хĕвелпе тыр-пул ĕнет —
Этем çумăр çутарать.
Хăй сĕтне мăкла ĕне
«Чăрăша» халь сутарать.
Халь халап куçать чăна,
Чăнлăх халапа куçать.
Пĕлĕтре те халь, чăнах,
Этем çĕртри пек хуçа.
Андриян, чăваш каччи,
Хурçă урхамах çинче
Чупса килчĕ катаччи
Шурă пĕлĕт тăрринче.
Сирĕн ĕмĕтри телей
Пирĕн алăра паян.
Çав ятпа эртелпеле
Юр юрлар-и ян та ян».