Эп куратăп:
Типнĕ армути;
Çунат сарнă кайăксен карти
Çурçĕртен кăнтăралла вĕçет.
Шухăшлатăп:
Ку вăл кĕркунне
Канăçсăр, вĕри чунлисене
Пурăнма, çĕнмешкĕн вĕрентет.
Эп куратăп:
Пӳлмесем тулли
Çулсерен кĕрет тырри-пулли,
Сахал мар пиçет çырла-улма.
Шухăшлатăп:
Ку вăл кĕркунне
Вĕрентет ĕçченçĕ çынсене
Хăй пекех ыр кăмăллă пулма.
Эп куратăп:
Улмуççи çинчен
Татăлса ӳкеççĕ ерипен
Пиçсе çитнĕ йывăр улмасем.
Шухăшлатăп:
Ку вăл кĕркунне
Сăвăсем çырма поэтсене
Пăрахса парать çĕн йĕркесем.