Атăл. Ку айкки сăрт, леш айкки тӳрем.
Атăл сарăлса юхать. Кашински пăрахут Куславккаран Хусаналла анать.
Пăрахут çинче аялти хутра пĕр сăхманлă чăваш çăмарта ещĕкĕсем çине таянса тăрать. Шурă хутаç çакнă вăл. Хутаççи çумне пĕр мăшăр çĕнĕ çăпата çыхнă. Урине шурă чăлха тăхăннă, кивĕрех çăпата сырнă. Чăвашăн хăрах куçĕ пăсăк, хĕрелсе кайнă. Те Хусана, те Самара ĕç шырама каяканскер вăл.
Çак чăваш патĕнчех таса тумланнă вырăссем сĕтел хушшинче чей ĕçсе лараççĕ.
* * *
Пĕри, хуçа-прикащăк майлăскер, чăваша:
— Ваççиль Иванч, лапти протавать Касань пошел, хитрый чулавек ты, касански купца хочешь опмануть, Ковалински пасар лапти не хочешь протавать. Ваççиль Иванч, почем лапти? — тесе темтепĕр каласа тек тăрăхлать çак чăваша.
Чăвашĕ итлесе тăчĕ-тăчĕ те ним чĕнмесĕр вырăссем патĕнчен кайса аяккарах, пăрахут машинĕ патне, пулă пички çине, кайса ларчĕ.
Ĕлĕк пăрахутсемпе е чугун çулпа çӳренĕ чух чăваша йĕкĕлтесе хурлантарнине кам курман пуль?
«Российский гражданин, Чуксарский дворянин, лыко да мочало, начинай сначала; Чуксар корот — всем коротам корот», — тесе кулатчĕç чăвашран патша, дворянсен, пуянсен, пупсен саманинче.
* * *
Атăл. Ку айкки сăрт, леш айкки тӳрем. Атăл сарăлса каять.
Çӳллĕ ту, ту çинче хула — Чулхула. Атăла Ока шывĕ юхса кĕрет. Атăлпа Ока шывĕ, алла-аллăн çавтăнса, анаталла юхаççĕ; аслă шыв Хусантан, Самартан, Саратовран, Аçтăрхантан юхса иртет; Атăл тинĕсе кĕрет, тĕнчепе пĕрлешет.
Чулхуларан инçе мар — Сормово завочĕ. Пысăк завод. Завод хашлать, трубисенчен кăвак тĕтĕм тухса кăвак пĕлĕтпе хутшăнать. Завод тĕтĕмĕ кăвак пĕлĕтпе тĕнчене сарăлать.
Халĕ Сормово заводĕнче вырăс рабочисемпе юнашар тăрса пилĕкçĕр çын ытла чăваш рабочи ĕçлет; вырăс хресченĕ — вырăс рабочи, чăваш рабочи — чăваш хресченĕ алла-аллăн çавтăннă — Сормово заводĕнче вĕсем, пурте тăван пек, юнашар тăрса ĕçлеççĕ.
Вырăс, тутар, чăваш, мари, мăкшă, Союзри тата ытта ĕçлекен халăх халĕ пĕр тăван, пĕр хисепре.
* * *
Атăл. Пĕр енĕ сăрт, тепĕр енĕ тӳрем. Атăл шывĕ хумханса юхать, çĕнĕ пурнăç хумĕсем шавлаççĕ. Атăл хумĕ çырана пырса çапать, кивĕ, хăрнă тымарсене çĕнĕ хум çапса çĕрĕ-мĕнĕпех ише-ише антарать.
Атăл. Пăрахут хашкаса тăвалла пырать. Хĕвел пăхать. Атăл шывĕ хĕвел çутипе йăлтăртатать. Пăрахут сăмси шыва касса кăпăклантарать, пăрахут ик айккипе çĕнĕ пурнăç хумĕ хумханать, шавлать.
Пăрахут çинче виçĕ ача, çамрăксем.
— Ăçта каян эс?
— Чулхулана.
— Мĕн ятлă эс?
— Ваньккă.
— Чăваш-и?
— Вырăс.
— Эс ăçта каян?
— Чулхулана.
— Мĕн ятлă?
— Ваçкă.
— Эс çармăс-и?
— Çармăс мар, чăваш.
— Эс ăçта каян тата?
— Нижнăях каятăп.
— Мĕн ятлă?
— Ахмет ятлă.
— Шăллăмсем, ма каятăр эсир унта?
— Эсир унта заводра ĕçлетпĕр, — теççĕ.
Вырăс — Ваня, чăваш — Ваçкă, тутар — Ахмет прахут çинче юнашар ларса пĕрле каяççĕ. Чулхулана ĕçлеме. Хальхи саманара çапла, ĕç халăхĕ пĕтĕм Союзра пĕрлешнĕ: тутар, вырăс, çармăс, чăваш, украинец, белорус, эрмен т. ыт. те пĕр пек пулнă. Нумай иртмĕ, акă пĕтĕм тĕнчери ĕç халĕхĕсем те пĕр танах пулĕç.
* * *
Атăл. Ку айкки сăрт, леш айкки тӳрем. Пăрахут ишет, çĕнĕ хумсем шавлаççĕ, çĕнĕ хумсен сассипе Ваçкă, Ваньккă, Ахмет — пĕр тăван...