I
Эп йĕркесĕр кирпĕч купинче
çĕнĕ çурт хăпарнине куратăп.
Халь йăлтах вăл схемăсем çинче,
çук кунта халь
никĕсĕ те,
кран та.
Килĕç те фуфайкăллă хĕрсем,
кирпĕч сассипе пĕрлешĕ кулă,
юрă юлĕ никĕсе кĕрсе, никĕс
гранитран та çирĕп пулĕ.
Çăтĕç кантăксем сар хĕвеле,
стенасем хĕвелпеле сăрланĕç,
пулĕ ку,
шанатăп эп,
пĕлеп,
кирпĕч купинчен илем çуралĕ.
II
Шур çеçке çилпе вылянинче
эпĕ çимĕç ӳснине илтетĕп.
Çеçкесен шăрши улмасенче
сивĕре те пурăнĕ —
хĕлле те.
Çын тытмасăр тăрĕ, вăтанса,
умĕнчи улмапала киленĕ,
тăпраран вăл çитĕннĕ — таса,
тăпраран вăл пулнă пек — илемлĕ.
III
Пылчăкланнă хирсенче ыран
хăмăш пек çĕкленĕ тулă —
тутă.
IV
Чи хĕрӳ,
хаяр тавлашуран
туслăх та çуралĕ, юрату та.