Хăмăрланса хуралчĕ халь анчах
Вуншар тĕспе хĕмленнĕ хĕвеланăç.
Кĕрен хăю çунатчĕ-ха çапах —
Теме кĕтсе сӳнмесĕр юлнă шанăç.
Килмерĕ каялла çухалнă канăç,
Çӳрерĕ çулсăр, вăрттăн сукмакпах.
Яш чунăма хускатнă хĕр-асамăç,
Сана шырарĕ вал тахçантанпах.