Каччă сар хĕре тĕл пулчĕ
Капăр ĕшнере,
Именсе пăхса, йăл кулчĕ,
Сикрĕ «кăлт» чĕре.
Пăшăлтатрĕ çамрăк хурăн,
Хумханса илсе:
«Юратсассăн, çумма-çуммăн
Пулăрах» — тесе.
Ыратмасть-ши пĕшкĕнсессĕн
Пилĕкĕ пикен?
Сар хăва хунавĕ, тейĕн,
Хĕр пĕвĕ, — черчен.
Хĕрĕмĕр-çке — оператор,
Ĕшнере ирех.
Çинçе пилĕкĕ, куратăр,
Авăнать ĕçре.
Хĕвелпе çиçет шур будкă —
Пĕчĕк шурă çурт.
Чечеке ĕшнемĕр путнă,
Калăн: çунă юр...
Сулхăнне сарать шур хурăн,
Будкăмăр çине.
Çакăнта эс пĕлĕн, курăн,
Илтĕн нефть шавне...
Пăрăх çулĕпе каç-ирĕн
Пин-пин çухрăма
Ăсатать пикемĕр пирĕн
Шĕвĕ ылтăна.
Пăрăхра чăта пĕлмесĕр,
Нефть ырми кĕрлет,
Çав кĕввех-и, тен, чипер хĕр
Пĕшкĕнсех итлет?..
Йĕкĕтпе пике тĕл пулчĕç
Капăр ĕшнере.
Хĕр качча пăхсе йăл кулчĕ,
Сикрĕ кăлт чĕре.
Юхнан туйăнчĕ çĕр юнĕ,
Чĕр хăват парса.
Чĕресем, тен, çуммăн çунĕç,
Пĕр танах тапса.