Шурăмпуç шуралса хăпарсан,
Ылтăн тĕс сăрласан тӳпене,
Тăрă сывлăм çине çаруран
Сар пике хăварать хай йĕрне.
Именет-мĕн пике, именет
Куççульрен те таса сывлăмран,
Вăранан çĕр ачаш кăкрине
Пушмакпах йĕр туса таптасран.
Çутă ир — хĕр чĕри пек таса,
Ир — çĕн ĕç вăл, çĕн ĕмĕт иккен!
Хăй ĕçне, телейне юратса,
Хĕр васкать халь çапла ирсерен.