Кунпа çĕр хăвăрт улшăнаççĕ,
Иртет эрне хыççăн эрне.
Вĕсем яланлăхах чăмаççĕ,
Путаççĕ ĕмĕр авăрне.
Чăнах та, вăхăт шелсĕр питĕ:
Вăл çын ӳтне те пĕркелет.
Мăнаçлă сăрт е ту тӳпи те
Вăл иртнĕçемĕн ишĕлет.
Анчах чĕре çинче суранлă
Е ăраскаллă çĕвĕсем
Ялан-çке вăхăтпа тăванлă,
Ун евĕр вилĕмсĕр вĕсем.