I
Пăрахут хăйпе хăй кăлтăртатса, чĕтĕресе, хуллен таçталла шăвать, — каçа сулăннă, пайракаллă шурă пĕлĕтсемпе тăмаланнă хĕвелрен тарас пек хăтланать. Куçа хупсан, вăл, сăпка пек, унта-кунта силленкеленĕн, пĕр вырăнта тăрса аялтан çӳлелле хăпарма хăтланнăн туйăнать. Ултавлă сĕмленӳ-çке. Чӳрече витĕр кăна пăхса ил — ултав куç умĕнче: тĕксĕм çырма-çармасем, чул купаланчăкĕсем, ешĕл лапсăркка чăрăшсем чупаççĕ. Шыв çинче ташлакан тухья евĕрлĕ бакенсем ялан умлă-хыçлă каялла тараççĕ, Шурă Атăл хĕррисем эшеркеленсе аялалла иртеççĕ. Пăрахут, анлă шыва çурса, вирелле — анатран тăвалла кăпарать.
— Эй, — тăвăр та-çке каюта тенинче! Аннĕ каларĕш, çын пурăнмалли пӳлĕм мар ĕнтĕ. Кăмака çăварĕ, тĕнĕ шăтăкĕ тесен те юрать. Асатте, сывă пулас пулсан, тупăкри пек, тейĕччĕ... Манăн асаттен тупăк пурччĕ, вăл ăна хăй тунăччĕ, — терĕ те шакла пуçлă йĕкĕт çӳçенӳллĕн туртăнкаларĕ, аяк çине çаврăнса выртрĕ, урисене айĕнче лӳчĕркенсе выртакан сăрă шинель аркипе витрĕ, юнашар вырăн çинче кĕнеке вуласа ларакан этем çине пăхрĕ.
Кĕнеке вуласа ларакан этем йĕкĕт сăмахĕсене илтмен пекех пулчĕ, куçлăхне тӳрлеткелерĕ те тата тимлĕ вулама пикенчĕ. Йĕкĕт вулаканăн салхулăхне асăрхайман пек пулчĕ пулас — чĕлхине ĕлĕкхин пекех сӳпĕлтетме чармарĕ.
— Эпĕ сӳре ачи пӳне çитнĕ хутран куртăм çакна: асатте ялан хуп-хăма таврашĕпе муталанать, çĕклем хăмасене мунча кĕнĕ хыççăн ăшă мунча чулĕ çинче типĕтет. Яр хĕвел кунсенче вĕсене уçă сывлăшра куштарать. Мĕн хăна ху чăрмав туса асапланатăн тесен, пике арчи тума пикенетĕп, ĕмĕр çĕрми мул çӳпçи тăвасшăн-çке, ачам, тесе йăпатать.
Асатте хăйĕн йăлипе сăмах вылятать. Вăл ĕнте е чуста чĕресĕ, е лаххан-лакăм тăвасшăн, тесе шухăшлатăп эпĕ. Пĕрре, тĕттĕмленерехпе, хĕрсем патне вăййа кайнă чух, кĕсъене пăрçа тултарса тухам терĕм те шăхăркаласа-юрлакаласа кĕлете вăркăнса кĕтĕм. Кĕтĕм те, каялла епле сиксе ыткăннине те чухласа ĕлкереймерĕм. Пӳлме çинче тупăк ларать, каласа шанмăн, — чăн та чăн этем тупăкĕ. Эпĕ вилес пек хăраса ӳкрĕм... Пилĕк-ултă çул, асатте виличченех, пĕр вырăнта ларчĕ вăл.
— Выртса пăх-ха, асатте, тăвăр мар-и вырăну, тесе виртлешеттĕм.
Асатте вара: выртса ывăнăп-ха, ачам, ирĕкпе улах хĕрĕ улăм çине ӳпĕнмен, этем тени эсрелĕ ĕмĕрне ĕмĕтленмен, тенĕ ваттисем, тетчĕ. Çапла кулăшла калаçатчĕ, шӳтле айкашатчĕ ватă кăркка! Ун тупăкĕ пилĕк-ултă çул тăршшĕпе шкатулкăран та тирпейлĕ ларчĕ. Ниçтан чĕркеленмерĕ, аврăçмарĕ, хăмпăланмарĕ.
Вăрман йывăçĕн хал-хавалне чухлакаланă çав вăл. Вĕренмен пулсан та, материалсен технологипе хирĕçленĕвĕ çинчен калакан теорие тишкĕрмен пулсан та, хăйне кура пĕлкеленĕ пулĕ çав вăл. Да, да, пĕлнĕ-тĕр çав. А, эсĕ мĕнле шутлатăн, Якур Иванчă? Манăн лайăх тупăк тăвакан асатте çавна пĕлнĕ-ши е çук-ши? — тесе йĕкĕлтилле пĕтерчĕ йĕкĕт хăйĕн вăрăм такмакне.
Якур Иванчă, тĕс-питпе вырăс евĕрлĕскер, ум-тумпа нумай вĕреннĕ, пĕчĕк мар вырăнта тăракан этем пек каллех йĕкĕт сăмахĕсене илтмĕш пулчĕ, кĕнекине тата пĕшкĕнерех вулама пуçларĕ.
Йĕкĕт, Якур Ивăнчă ăна итлеме кăмăл туманнине кура пулас, шăлне кăшт йĕрсе илчĕ, сарлака хура пит-куçне сапаланчăк выляткаларĕ, унтан урисемпе вырăн çинче тăпăртăткаларĕ те ачалла сӳпĕлтетме пуçларĕ.
Пăрахут, сулăнкăсăр çулпа пыракан çуна пек, унта-кунта кăшт тайăлкаласа малалла шăвать, урай таçта аялта кăлтăртатакан шăтăрнаксемпе кусатăрансен сиккеленĕвĕпе, шăв-шавĕпе чĕтрет, кĕçĕн каютăра йĕкĕт пӳрте аташса кĕнĕ тĕкĕлтура пек сăрăлтатать.
— Вырăс каларĕш, эх-эх-эх, эрмен каларĕш, — ай-вай-вай, чăваш каларĕш — эй-эй-эй. Вĕçет вара кăмăл çак Атăл çинче чухне. «Атăлăн ахах шывне сисмен — илем курман. Атăл авăрĕсем урлă каçман — тĕнче курман», тесе ахалех каламаççĕ ĕнтĕ. Пирĕн Атăл çыннисем: «Атăл ашман — атă тăхăнман», теççĕ. Теприсем: «Мăн Атăлта пулман — мул тытайман, Чулман шывне чăмман — чап курайман, Шур Атăлпа шуман — шурă пулайман», теççĕ. Çав сăмахсем Энтри бурлакран тухнă, тет. Вăл ĕмĕрне Атăл çинче ĕçлесе ирттернĕ пулать. Мулаххай çинче кашăк çакса çӳретчĕ, тет, яла таврăнсан, ялан эрех ĕçсе хăйĕн çийĕ-пуçне сутса яратчĕ иккен те, çаруран халпа: «Атăл ашман — атă тăхăнман», тесе ташлатчĕ, тет.
Чăн-чăн этем пулнă пулĕ çав бурлак! Ахалех вăл каторга кайса вилмен пуль ентĕ. Майтамал пуяна кĕрĕшсе, вăл пĕрре Ветлуга шывĕнчен сулă антарнă иккен. Сулăçăсен пуçлăхĕ пулнă вăл. Майтамал хуçа та темĕн кăмăл тытса сулă çинчех ларса аннă имĕш. Пĕрре вĕсем сулă çинче ĕçсе ӳсĕрĕлеççĕ те тавлашу тапратаççĕ. Хăшĕсем: кам пуян та кам телейлĕ тесе тавлашнă вĕсем, теççĕ.
Теприсем тата: Майтамал сулă çинче яшка пĕçерсе ларакан тăлăх хĕре тапăннă, çавăншăн тавлашу тухнă, теççĕ. Кирек мĕншĕн пултăр та, тавлашу вĕçĕ çапла пулнă: Энтри бурлак Майтамалă ыталаса чăмăртать те шыва перет, хăй пĕсмĕллесе шыва сикет те, пуçиле, таçта тарать. Майтамал путса вилет. Бурлак Энтри таркăн пулса çӳрет. Юлашки кунне каторгăра ирттернĕ, унтах чирлесе вилнĕ. Эх-эх-эх çав, чăваш каларĕш, бурлак Энтри, саманине кура, этем пулнă ĕнтĕ, вăл, ачам, арăслан чĕреллĕ çын пулнă, тетчĕ асатте. Ăна каторгăран тарнăшăн патакпа ӳт-пĕвĕ ашланиччен, шăмшакки ваниччен хĕненĕ, тет; вăл çаплах пурпĕр таратăп тесе хăтăрнă, тет, пур-пĕр чăваш çĕршывне тарса ӳкетĕп, тесе каласах вилсе кайнă, тет.
Бурлаксем чăвашсенчен йышлă пулнă-ши вара? Авал бурлак халапĕсем, юррисем пулнă тет, çавсене илтесчĕ, Якур Иванчă. А, Якур Иванчă? Эсĕ мĕн шухăшлатăн, илтнĕ-и эсĕ чăвашсен хушшинчи бурлак юмахне? — тесе тĕкĕлтура пек çиллемес сĕрлесе илчĕ те йĕкĕт пĕр саманта шăп пулчĕ, хура мерчен йăлтăркка куçĕсемпе Якур Иванчă çине тăрăнса пăхрĕ, унтан çавăнтах, Якур Иванчă пурпĕр хирĕç нимĕн те чĕнес çуккине пĕлсе пулас, хăйпе хăй такмакласа йăпанассине пăрахмарĕ.
— Эх, таса та-çке пăрахучĕ. Атте пулсан: кунта ниçта сурма çук, тейĕччĕ. Кĕленче алăк, йĕс тăпса, çӳлĕ кĕлет, сар пике, эпĕ епле юрăхлă пулăп-ши (çак сăмахсене йĕкĕт юрă халлĕнрех кĕвĕлесе тăсса каларĕ). Пирĕн баракра та, колхозник пӳртĕнче те çапла пулсан, пирĕн пурнăç чечек пек илемленĕччĕ...
Йĕкĕт çапла каларĕ те ялт сиксе тăчĕ. Каюта тăрăх каллĕ-маллĕ уткаларĕ, унтан Якур Иванчă патне пырса тăчĕ те аллисемпе бокс кĕрешме хатĕрленнĕ пек туса илчĕ.
— Эпĕ акатуйĕнче кĕрешме юрататăп, тутарсен сабантуйĕнче те кĕрешкелесе пăхнă. Ак чухла-ха, Якур Иванчă, манăн чăмăрсем епле шеплĕ? Тытса пăх-ха, ал туни шăшийĕсем мĕнле тĕреклĕ? — терĕ те, сылтăм чăмăрне Якур Иванчăн сăмси веçнех тĕкĕнтерчĕ, ăна кĕнеке вулама чарчĕ.
— Ну, барабана перетĕн те эс, Ахванеç. Сан пеккине: çав вутăшпа хутăш, теççĕ, — терĕ те йăл кулса Якур Иванчă Ахванеçĕн ватă çарăк пек ĕç хăмписемпе витĕннĕ чăмăрне сăмси патĕнчен тĕртсе сирчĕ, кĕнекине хупрĕ те çумри пĕчĕкçĕ сĕтел çине пăрахрĕ.
— Ахаль тăриччен кĕрĕк аркине йăвалама хушнă, нимĕн тума аптрарăмăр-çке, Якур Иванчă! Çавăнпа çăвара та пулин вылятса йăпанатăп. Часрах çитесчĕ те ĕçе кӳлĕнесчĕ. Йăлăхтарчĕ çул тăрăх сулланса çӳресси. Кузбасра тутар çамрăкĕ Хайрулин бетон хурса рекорд илнĕ, тет. 230 бетон юр-варне панă, тет. Мĕнле пысăк çитĕнӳ! Хастарлă ĕçлет пулмалла, механизмсем те унта пирĕнни пек мар пулĕ. Эпĕ те, малашне 180 куб бетон шĕввине памасан, тĕнчере пурăнмастăп. Малашне анчах капла вербовщик вырăнĕнче ан çӳреттерччĕр... Ĕçĕ те вăл ман алăра ăнмасть, 10 çын вырăнне 8 çын илсе пыратăп, — тесе хыттăн каларĕ те сунарçăсен шăтăкне лекнĕ кайăк пек куçĕсене вылятса çаврăнкаларĕ.
Якур Иванчă тăчĕ те кантраран тунă пĕчĕкçĕ шӳрлĕк çинчен портфельне илчĕ, ăна уçрĕ те пĕр пачка хут кăларса сĕтел çине пăрахрĕ.
Каçхи хĕвел вĕçĕмсĕр аякри çеçенхиртен чӳрече витĕр ӳркенчĕклĕ пăхрĕ, симĕс-кăвак пĕлĕтсем шерепеленсе пĕлĕт тăрринелле туртăнчĕç. Хĕвел урисем шыв çинче выляççĕ. Каютăра хĕвел ачисем стена çинче мулкачланса сиккелерĕç. Чăнкă çыран тӳпинче трактор мĕкĕлтетсе курăнса иртрĕ. Каçхи çил чӳрече витĕр пĕрре ăшă, тепре сулхăн вĕрсе питçăмартисене кăтăкларĕ, çанçурăма уçăлтарчĕ. Аякра ешерекен çурхи тĕнче шăрши сăмсана кĕçĕттерчĕ, пыра хĕртрĕ. Пăрахутпа пĕрле чарлансем кĕтӳленсе йĕрсе вĕçрĕç. Таçта аякра этемсем: «Эй, ухнем», тесе такмакласа тăсни хăлхасенче шавларĕ.
— Ну, Ахванеç, çитĕ сана, ватă çын пек, пӳртре юмах ярса йăпанма. Палубăра хĕрсем йышлă. Ав, кӳршĕ пӳлĕмре те пĕр чечен кулюкка пырать пулас, кулни илтĕнет. Вĕсемпе паллашма хăяймасан (эсĕ вĕт хĕрупраçран хăратăн, пĕлетĕп эпĕ), аяла ан. Хăвăн çыннусемпе калаç, вĕсене вĕрент. Ĕçе çитсен вĕсен бригадирĕ эсех пулан, эсĕ пуçтарнă çак ушкăнран та кам та пулин урăх тĕлелле шума пултарать, çавна ан ман. Эпĕ хамăн ĕçĕмпе муталанас тетĕп, — терĕ те Якур Иванчă сĕтел çумне пĕшкĕнсе ларчĕ, портфелĕнчен кăларнă хутсене сĕтел çине саркаласа хучĕ.
— Хĕрсемпе эпĕ, чăн та, выляса курман-ха. Ăна ăçтан кăна пĕлетĕн эс, Якур Иванчă?.. Ну, хĕрсем вĕсем мĕн-ха, тăхтĕç кăштах, мана эс тимĕр-бетонăн çĕнĕ теорине каласа парсам, çавна эпĕ тишкерейместĕп, — терĕ те Ахванеç Якур Иванчă çумне пырса тăчĕ.
— Ну, ну, тухса кай, йĕкĕт. Нивушлĕ эсĕ мана кансĕрленине чухлаймастăн? — тесе çиллемесех хăтăрчĕ те Якур Иванчă хăрах хулпуççипе Ахванеçе каялла тĕртсе чакарчĕ.
— Э, кансĕрлеп тетĕн? Е эпĕ те çынна кансĕрлеме пултаратăп? Çывăх пристаньре хăшĕ-пĕри анса юлсан? Эх-эх-эх те çав. Тăмпуç эпĕ. Апла пулсан, нимĕçле каласан: ауфвидĕрзейн, французла пуплесен — адьĕ, акăлчанла сăмахласан — гуд бай, пирĕнле каласан — сывă пул, — тесе вĕçкĕнле ывăтрĕ те Ахванеç каютăран вирхĕнсе тухса кайрĕ.
Пĕччен юлнă Якур Иванчă тĕрлĕ таблицăсене, çырусене, тетрадьсене васкаварлă çавăркаласа вуларĕ, вăхăчĕпе нумай шухăша кайса ларчĕ, хут таткисем çине çĕнĕрен темĕнле хисепсем туса çыркаларĕ.
Якур Иванчă — инженер-строитель. Вăл тăмпа, хăйăрпа, чулпа, йывăç таврашĕпе кĕрмешсе пурăнать. Этемсен шухăшĕпе, унăн ĕçĕнчен çăмăл ĕç те çук. Вăл тыткалакан япаласем чунсăр, вĕсене çапла та, капла та касма, çурма, нăчăртама пулать, çапла та, капла та купалама, хума, çыпăçтарма пулать. Этемсем çав япаласене тӳрех вилнĕ çутçанталăк япалисем, теççĕ. Анчах çапла шухăшлани пĕлменлĕхрен килет иккен.
Акă чӳрече умĕнчен пĕр çамрăк иртсе кайрĕ. Пит-куçĕпе Ахванеçе тантăш пулмалла, анчах пĕкĕрĕлсе, авăнса ӳснипе вуникĕ çулхи ача евĕрлĕ çеç. Чăвашсем ун пек çынна асат хуçнă, теççĕ. Ав Атăл хĕрринче ватăлса супнă йывăç кукăрăлса ларать: аçа çапса амантнă-и ăна, çил-тăвăл çĕмĕрнĕ-и? — кам пĕлет. Чĕрĕ япала та тикĕс ӳсмест. Вăл та часах тĕрлĕ деформацисемпе аптраса аталанать. Ав тата чăнкă çыран çамки ишĕлсе аннă. Атăл хĕрринчи тусем хăш чухне тăтăшшăн шывалла шуса анаççĕ. Чĕрĕ мар тĕнче те пĕртте канлĕ выртмасть. Вăл ялан улшăнать. Паллă ĕнтĕ, чĕрĕ тĕнчере, пуринчен ытла этем пурнăçĕнче çав улшăнусем хăвăртрах пулаççĕ, хăвăртрах та, йышлăрах та пулаççĕ.
Якур Иванчă тăм-хăйăрпа кĕрмешнĕ хушăра çут тĕнчене те манмасть. Вăл этем пурнăçне, историне чипер чухлать. Вĕсем мĕнле социаллă çил-тăвăлсемпе кисреннине, мĕнле класлă кĕрешӳсемпе аталаннине тишкĕрет. Вăл, пĕр евĕрлĕ ĕçсемпе çеç тăрмашсан та, техникăран пуçне нимĕн те пĕлмесĕр пурăнасшăн мар. Анчах çавăн пек ытти интереслĕ ыйтусемпе кĕрешме унăн вăхăт сахалтарах. Материе этем уссишĕн кӳлес тесен, ăна чăнтан алла илес тесен, унăн ăш-чикне, вăрттăнлăхри халне-хавалне витĕр пĕлме кирлĕ. Тăм, тимĕр, чул, кăмрăк — пур япала та улшăнми курăнать, анчах çавă — ултав. Вĕсем те вилнĕ, чĕрĕ мар япаласен ятне йышăннăскерсем те тĕк лармаççĕ, ӳсеççĕ, тĕрекленеççĕ, саланаççĕ...
Якур Иванчă цементпа ватнă чул çăрса чуста тутарать те çав чустаран ĕмĕр саланми, кисренми çурт никĕсĕсем, машина урайĕсем, юпасем, стенасем хывтарать. Тимĕртен хытă бетон та тăнă çĕртех ларать, ăслăлăх чĕлхипе каласан — тĕрлĕ енĕпе деформациленет, улшăнать. Якур Иванчă бетон епле ларнине, çьшçăнса хытнине, улшăннине пĕлесшĕн. Çавна пĕлни социализм строительствинче питĕ кирлĕ ĕç. Акă мĕншĕн вăл юлашки вăхăтра ялан бетона тĕпчекен çĕнĕ теорипе пуçне çавăрать, бетон улшăнăвĕн законĕсемпе паллаштаракан формулăсем çинче тирĕнсе ларать.
II
Ахванеç каютăран вăркăнса тухрĕ, йĕс цифрăсемпе «24» тесе паллă тунă алăка хыçĕнчен шатлаттарса хупрĕ, иккĕмĕш класăн залĕ еннелле утрĕ. Тăмпа известь çăрса сарăхайнă пушмакĕсемпе хăравçăрах пускаларĕ. Сап-сарă, çап-çутă урай пушмак йĕрĕсемпе вараланассăн туйăнчĕ. Зала кĕрсен куçĕ-пуçĕ алчăрарĕ. Умра — куçкĕски пек çуталса ларакан чӳречесем, çӳлте-маччара çакăнса ахах хĕлхемĕпе выляса тăракан канделябр, урайĕнче — ылтăнпа укаланă, хĕрлĕ бархатпа витĕннĕ дивансем, тенкелсем.
Кĕтесре кăлкан çӳçлĕ, яштака пӳллĕ хула хĕрĕ кĕнеке вуласа ларать. Хайхи кӳршĕ каютăра пыракан хĕрех çывăхран чиперех курма тиврĕ. Ахванеç хирĕç кĕтессе пырса хĕсĕнчĕ. Елккен дивана çĕмĕресрен, унăн пружинисене пăсасран хăранă пек пулса, ерипен диван çине ларчĕ, хĕр çине вăтануллăн пăхма пуçларĕ. Куçĕпе хĕр çине пăхрĕ, аллисемпе салтак гимнастеркине, кивĕ, саплакаласа юсанă шăлаварне тӳрлеткелерĕ. Кăлкан çӳçлĕ хĕр сенкер куçĕсемпе выляса илчĕ, йăл кулса пăхнă пек пулчĕ те диван çурăмĕ çине каялла тĕшĕрĕлчĕ, пĕр урине тепĕр ури çине ыткăнтарчĕ те кĕнекине вуланă пек турĕ.
Ăçтан кăна çуралаççĕ, епле кăна ӳсеççĕ çакăн пек маттур хĕрсем? Ахванеç алчăраса кайнă куçĕсемпе хĕрĕн симĕс кофтăпа витĕннĕ, минтер пек кăпăш çаврака хулпуççисене çупăрларĕ, симĕс юбка айĕнчен вирĕнсе тухакан ура тунисене ачашласшăн кăмăлларĕ. Алă тĕслĕ пурçăн чăлхасем çине тирĕннĕ кĕмĕл çĕмрен сăннисем çине ăмсануллă пăхрĕ. Чĕри сиксе тухасла тапрĕ, пуç тымарĕсем хĕрсе пĕçернĕ пек туйăнчĕç, хăлхи тăррисем чĕпĕтсе кĕçĕтрĕç. Çак самантра темшĕн тăн-пуçне асăх туйăмсем вĕлле хурчĕ пек сырса илчĕç.
...Ахванеç выçлăх çул тăр-пĕччен юлнă. Вара ирĕксĕрех ача çуртĕнче пурăнса ирттерме тĕл килнĕ. Малалла Хусанти строительство материалĕсен хапрăк-савăт шкулне кĕме телей тивнĕ. Ахванеç çапла васкаварлă тĕлĕрчĕ те, ăшра хăйпе хăй калаçса, асăннăран пулас, антăхса ӳсĕрсе ячĕ. Кăлкан çӳçлĕ хĕр шарт сикнĕ пек пулчĕ, кĕнекине сирсе ялт пăхрĕ те каллех унпа хупланчĕ. Ахванеç ӳслĕке пусарчĕ, пĕр хушă каллех асаилӳсемпе сĕмленсе ларчĕ. Куç умĕнче — кирпĕч завочĕ. Ахванеç кирпĕч типĕтекен цехра ĕçлет. Ĕç йывăр. Пĕлӳлĕх çитменнипе, хăнăху çуккипе ăна пушшех йывăр пек туйăнать. Пĕр çултан вăл ударник ятне илчĕ, ăна бригадира суйларĕç. Ун çинчен вырăс хаçачĕсенче те, чăваш хаçачĕсенче те, Мускавра тухакан чăваш рабочисен «Коммунар» хаçатĕнче те çырчĕç, кĕлеткине хаçатсенче пичетлерĕç. Ахванеç, хăй çинчен çырнине вуласан, хăйĕн сăнне хаçатра курсан, темскертен вăтанчĕ. Темшĕн хăранă пек пулчĕ, кĕтмен çĕртен ăна, пĕчĕкçĕ кирпĕч заводĕнче ĕçлекенскере, пысăк строительствăна мобилизацилеççĕ. Пушкăрт çеçенхирĕнче шĕвĕ ылттăн тупнă-мĕн. Нефть чаваласа кăларма тытăннă. Çакăнта вăйлă нефть промыслисем пулмалла, пысăк рабочи хули çуралса аталанмалла. Çав чаплă стройкăра Ахванеçе те ĕçлеме тӳр килчĕ.
Ахванеç нефть ĕçне пĕлсе çитеймен, çĕре пăраланă çĕрте, скважинăсем чаваланă ĕçре, вăл хăйне айван вырăнне хурать. Анчах çуртсем тунă, цемент никĕсĕсем, хуранĕсем хывнă çĕрте вăл хайне чăнтан ăста вырăнне хисеплет. Ахванеçĕн нимĕн енĕпе те кулянмалли çук. Унăн сывлăх пур, алра çителĕклĕ ăсталăх пур. Вăл вĕт хăçан та пулин Якур Иванчă пек инженер пулма ĕмĕтленет, анчах çапах та темĕн çитмен пек, чунĕ темшĕн лăпкă мар.
Ахванеç аслашшĕне аса илчĕ. Вăл çапла калатчĕ: пуçпа пуç пĕр минтер çинче мăшăрланса выртман этем пурнăç пылакне тутанман, телей хӳрине тытман, тетчĕ.
Кăлкан çӳçлĕ хĕр кĕтмен çĕртен кĕнекине шалт хупрĕ, панулми пек хĕрлĕ питçăмартисемпе туртăнкаласа илнĕ пек пулчĕ те сиксе тăчĕ, залран тухса кайрĕ. Çӳллĕ кĕлеллĕ сарă пушмăксем çине вĕçкĕннĕн пускаласа, хăмпă пек тăртаннă кăкăрсене ыткăнтарса, яштака ӳтне-пӳне авкаласа тухса кайрĕ.
Кăлкан çӳçлĕ хĕр чӳречерен çухалсан, Ахванеç те сиксе тăчĕ, лăппи-лаппи пускаласа палуба çине тухрĕ. Анатра хĕвел хĕрнĕ шăвăç çаврашки пек хĕрелсе горизонта ларма хатĕрленет. Тусен, вăрмансен тăррисем çунан хĕлхем пек хĕмленеççĕ. Лапсенче, çырма-çарма çăварĕсенче каç пĕлĕчĕсем, сулхăн сывлăм шывĕн тĕтрисем купаланаççĕ. Тĕттĕм сăмсаллă, хура ураллă, шурă çунатлă чарлансем каç сулхăнне сиссе пушшех хытă йĕреççĕ. Палуба çинче — тĕрлĕ этемсем: аван тумланнă специалистсем, сăран тумлă завод рабочийĕсем, хула майрисемпе хĕрупраçсем. Унта-кунта тутарсем е пушкăртсем каллĕ-маллĕ уткаласа çӳреççĕ. Хăшĕ тата, палуба хĕрринчи решетке [[I,202]]* çине таянса, горизонт хĕрринче вылякан хĕвеле тилмĕрсе пăхаççĕ.
Аякра, сăран карттуссем, пушкăрт мулаххайĕсем, майра шĕлепкисем, чечек пек тĕрлĕ тĕслĕ тутăрсем хушшинче кăлкан çӳç [[I,203]] мăкăнь пуçĕ пек куçа çурать. Ахванеç: утас-и, утас мар-и, текелесе тытăнкаласа тăчĕ те вашт малалла утса кайрĕ, çирĕм тăваттăмĕш каюта умĕнчен, чӳрече витĕр пăхса ларакан Якур Иванча курман пек пулса, чĕрне вĕççĕн пускаласа иртрĕ. Хирĕç пулан этемсене перĕнкелерĕ, тĕртĕнкелерĕ. Мĕн пулсан та пулĕ — пырса çитетĕп те хула йăлипе каçару ыйтатăп. «Паллашма сунатăп», тейĕп. Утрĕ-утрĕ те каллех чарăнчĕ, хытса тăчĕ. Эпĕ çапла калăп та, вăл сапăр тумасан, намăс пулĕ: пĕрре çапла Хусанти «Вырăс Швейцарийĕнче» паллашма тăтăм та, пĕр чечен хĕр епле вăтантарчĕ: «Эсир, азиатсем, сĕмсĕр, хĕрарăма хулăм парса та, кăчăк туртса та алла илме хăнăхнăскерсем», терĕ те варт çаврăнса пăрахса тарчĕ, эпĕ шăнса яка пăр çине çарамас ларса юлтăм», тесе, вăл иккĕленсе тăчĕ. Унтан, «Эй, кирек мĕн пултăр, тапăннипе такăнни пĕр урапа çинче», терĕ те Ахванеç аллисене сĕлтсех шурхай мăкăнь чечекĕ пек пуçа тĕллесе утрĕ.
Вăл ун патне çывхарса пыратчĕ — пĕрремĕш класс залĕнчен пĕр çутă тӳмеллĕ çамрăк этем вăркăнса тӳхрĕ те ун умĕнчен иртсе малтан утрĕ. Ахванеç: «Ку капитан памушникĕ пулас», тесе кăна сĕмленсе ĕлкĕрчĕ — çутă тӳмелли çамрăк кăлкан çӳçлĕ хĕре хыçалтан çитсе ыталарĕ те малалла çавăтса кайрĕ. Каччăпа хĕр, мăшăр кăвакарчăнсем пек пĕр-пĕрин çумне йăпшăнса, пĕр-пĕринпе ерипен ачашшăн калаçса, малалла хăвăрт çăрхаларĕç.
Ахванеç чарăнчĕ те пайтахчен шарт хытса тăчĕ, шакла пуçне анăранă сурăх пек унта-кунта пăркаларĕ, сапаланнă куçĕсемпе пĕрре пĕлĕт çине, тепре шыв çине пăхкаларĕ. Вăл хăйĕнчен хăй тем усал ĕç туса вăтаннă пек пулчĕ, сивĕ чĕтрипе чĕтресе илчĕ. Унтан, салтак вăййинчи пек, сасартăк пĕр кĕле çинче çаврăнчĕ те малалла уртăнса утрĕ. Вăл çынсене тĕрткелесе, никама кури пулса палуба тăрăх иртрĕ, иккĕмĕш класа кĕчĕ, аслăк чикмекĕ пек чăнкă трап патне пырса вăркăнчĕ, йăкăлт-якăлт сиксе пусса, аялалла анса кайрĕ. Аялта машинăсем трактортан та, экскаватортан та хытă кĕрлеççĕ, шăтăрнаксем ташлаççĕ, вăр-вар çаврăнаççĕ, пĕр илес-милес хурçă çутипе куçа касакан шатун пĕрре таçталла çухалать, тепре сиксе хăпарать те сан çине вăркăнса ӳкес пек туйăнать. Ача чухне Ахванеç хултăрчăран та шикленетчĕ. Арман шăтăрнакĕ ăна тӳрех тискер тăшман япала пек курăнатчĕ. Халĕ вăл машинăсене хăнăхса çитнĕ те вĕсенчен тĕлĕнмест, часах вĕсем пурне-çукне те асăрхамасть. Çавăнпа вăл машинăсем çумĕнчен вĕсене курман пекех чарăнмасар иртсе кайрĕ.
Виççĕмĕш класа пырса кĕчĕ. Унта лăк тулли этем. Икĕ этажлă вырăнсем çинче арçынсем, хĕрарăмсем, ача-пăча. Йĕри-тавра шăв-шав. Хăшĕ пĕр-пĕринпе калаçса кулаççĕ, хăшĕ пĕр-пĕринпе вырăншăн мăкăртатса тавлашаççĕ. Унта-кунта ачасем ĕсĕклесе йĕрмешеççĕ. Вырăнсем хушшине арча, михĕ, ытти тĕрлĕ япала хурса тултарнă. Ниçта тăма, çаврăнма та пушă вырăн çук. Тулта сулхăн пулсан та, кунта мунчари пек пăчă. Пӳлĕм варринче пĕр кĕтесре Ахванеç этеммисем; хăшĕ вырăн çинче çывăраççĕ, хăшĕ ура çинче калаçса тăраççĕ.
— Ĕçсем мĕнле, тăванăмсем? Мĕн кĕрлетĕр? Пынăçем хамăр çитес вырăна çывхаратпăр вĕт, — терĕ Ахванеç кĕрлекен чăвашсене.
— Мĕн кĕрлесси? Ăçта аванрах: колхозра, ялта ĕçлесе пурăнма-и, е завод ĕçĕнче, стройка таврашĕнче пурăнма меллĕрех-и, тесе тавлашатпăр-çке, — терĕ ăна хирĕç хĕрлĕ сухаллă кутамас чăваш.
— Чăнах, мĕнле шухăшлатăр-ши эсир? — терĕ те Ахванеç кĕсйинчен пирус кăларчĕ, хĕрлĕ чăвашпа ун çумĕнче тăракан, урисене шурă тăла сырнă качча тата ыттисене пĕрер пирус пачĕ.
— Кайăр, кайăр кунтан, табаксăр та кунта сывлама çук, тула тухса туртăр, — тесе илчĕç пĕр харăс çывăхра тăракан икĕ хĕрарăм. Пĕри, чĕрес пек хулăн лутра чăваш хĕрарăмĕ, вăл — хĕрлĕ сухаллă арçын матки; тепри, имшеркке хура хĕр, шап-шурă кĕпе тăхăннă, урисене шурă тăла чăлха сырнă.
— Хĕрарăмсем хирĕçеççĕ пулсан, тухар-и, тен? — терĕ те Ахванеç пирус пачкине кĕсйине чикрĕ, çăварĕнчи пирусне тивертес-и, тивертес мар-и, тесе иккĕленсе тăчĕ.
— Хĕрарăм хыççăн кайсан, чĕлĕм çухатнă, тет, вĕсен сăмахне пăхсан, — терĕ те хĕрлĕ кутамас чăваш пирусне тивертсе те ячĕ, вара Ахванеçпе каччă та пирусĕсене чĕртрĕç.
— Каллех ыйтам-ха, ăçта авантарах: ялта-и, стройкăра-и? — тесе хучĕ Ахванеç тĕтĕме ункăласа сăвăрнă майпа.
Хĕрлĕ чăваш чее куçĕсемпе выляса унта-кунта пăхкаларĕ те ак çапла шапăлтатрĕ:
— Мĕн каласан та, ялта кансĕртерех. Ав, эпир арăмпа Мускав таврашĕнче, Шатура электростанцийĕ таврашĕнче ĕçлесе пурăнтăмăр. Ĕçĕ йывăрччĕ; ялан лачака таврашĕнче торф кăларса муталанмаллаччĕ. Çапах та унти пурнăçа ялан асăнатпăр. Ĕçлетĕн те, укçа та тăватăн, хваттер лайăх, пурте хатĕр, апат-çимĕç çителĕклĕ. Мунча хăть куллен кĕр. Çумрах клуб, театр, кино. Праçник тăвас тесен, çумра эрех те, сăра та сутаççĕ. А колхозра мĕн? Ял вăл ĕнтĕ ялах пулать. Заводра вĕт тата пур япала та вырăнта, пур ĕç те йĕркепе пырать, а пирĕн ял колхозĕнче пурте анăш та тăнăш çаврăнать. Халĕ колхоз йĕркене кĕнĕ пек те, часах чăнтан ĕрет пулĕ-ши вара? Çавăнпа та эпир маткапа яла таврăнтăмăр та каллех пăрахса каяс ăс тытрăмăр, — тесе шавларĕ хĕрлĕ чăваш.
— Эсĕ апла калан, эпĕ ак урăхла шухăшлатăп. Ялта — çуралнă çĕршыв, уçă сывлăш, йĕри-тавра вĕçĕмсĕр çеçенхир, колхозри ирĕк пурнăçа мĕн çиттĕр? Эпир, ак, Элексанапа Хусан патĕнче ĕçлесе пăхрăмар та пăрахса таврăнтăмăр. Ĕçĕ çăмăл мар, апат-çимĕç хĕсĕкрех, йĕри-тавра ют этемсем. Пăчă пек туйăнчĕ пире, ялах таврăнтăмăр, — терĕ хĕрлĕ чăваша хирĕç тăракан шурă тăла сырнă каччă.
— Апла пулсан, мĕнле Элексанапа иксĕр те каллех стройкăна кайма хастар тытрăр? — тесе кулса ыйтрĕ унран Ахванеç.
— Епле кайма хастар тытрăр тен, хăвах ӳкĕтлерĕн-çке. Унтан, эсĕ хистенипе пулас, председатель те çине тăрсах санпа кайма хушрĕ, — тесе чĕвĕлтетрĕ пуçне чиксе тăракан Элексана.
— Ĕçлесен, кирек ăçта та аван, вăрра та наяна кăна ниçта та кун çук, — тесе хучĕ çӳлти сентре çинче куçа курăнмасăр выртакан чăваш.
Çакăн хыççăн сăмах вĕçне çитрĕ пулас, пурте шăпăрт пулчĕç. Арçынсем пирусĕсене пикенсех ĕмрĕç. Табак тĕтĕмĕ мунча пăсĕ пек купаланса хумханса сарăлчĕ. Кутамас чăваш каллех хăйĕн юррине юрларĕ.
— Эпĕ, май пулсан, аякри стройкăсене вĕçтерĕттĕм, пирĕн ялсем Челябăра, Кузбасра, Алданра ĕçлеççĕ те пурнăçа мухтаса пĕтереймеççĕ. Сахалинра та аван тет пурăнма. Аякка кайма терт тытсан, чарсах тăмăр вĕт, Ахванеç шăллăм? — тесе сăмахларĕ вăл.
— Апла-капла ан шухăшласам, Элекçей пичче. Ак пĕр çыхăннă ĕçе тирпейлĕ туса пĕтерĕпĕр те, пĕрех хуть, совет чиккин хĕрринелле шăвăпăр, — терĕ Ахванеç кулнă пек пулса. Анчах темшĕн вăрттăн пăшăрханса илчĕ.
— Кала-ха, Ахванеç, Епхӳре вокзал пристаньрен инçе-и, çывăх-и? — тесе ыйтрĕ çакăнтан кĕтмен çĕртен халиччен чĕнмесĕр тăракан чĕрес пек хулăн лутра арăм.
— Вара эсир чăнахах та таçта тарма шухăшламастăр-и? — тесе кăна хăравçăлла калама ĕлкĕреймерĕ Ахванеç, — пăрахут труби мĕкĕрсе ячĕ. Завод сасси пек тăкăскă хулăн сасă хаяррăн уларĕ, пăрахута чĕтретрĕ, пӳлĕмри пăчă сывлăша çурса салатрĕ, этемсен кăмăлне канăçсăрлантарса хăпартрĕ.
— Пристань... Пристане çывхаратпăр! — тесе кĕрлесе этемсем пӳлĕмрен тухма пуçларĕç. Ахванеç те вĕсем хыççăн утрĕ.
Пушар лупасĕ пек лутра хуралтăра этемсем пăрахут кĕтсе тăраççĕ. Пĕрне-пĕри чышкаласа хумханаççĕ, шавлаççĕ. Тĕс-питсене сăнасан, кăшкăрашусене тăнласа итлесен, этемсен хушшинче тĕрлĕ халăх çыннисем — вырăссем, украинсем, пушкăртсем, сайра пĕрре чăвашсем пурри палăрать. Пăрахут пристань патне ерипен шуса çитрĕ. [[I,204]] çумне пырса чарăнчĕ.
— Чалка ывăт! Мĕн çывăран, чалка пăрах! — тесе кăшкăрчĕ кантур çинче тăракан матрос.
— Эй, ме эппин, тыт! — тесе çухăрчĕ ăна хирĕç тахăшĕ. Пăрахут çинчен муклашка вĕçлĕ вĕрен матрос умне шатлатса ӳкрĕ. Матрос чалка тытрĕ те пукан йĕри-тавра çавăрса туртса çыхрĕ, унтан çынсене тĕрте-тĕрте ярса кантур варрине пычĕ. Вăл хапха алăкĕ пек япала çĕклерĕ те пĕр пуçне кантур çине, тепĕр пуçне пăрахут çине пăрахрĕ, пăрахут çине кĕмелли кĕпер хыврĕ, унăн икĕ енне решеткесем тĕкĕлентерчĕ.
Япаласем йăтнă этемсем, билечĕсене кăтартса, пĕрне-пĕри таптаса, пăрахут çине кĕчĕç. Васкаса пӳлĕмсене саланчĕç. Ахванеç курах кайрĕ: этемсем кĕрсе пĕтнĕ хыççăн кĕпер çинче виçĕ тĕлĕнмелле этем курăнчĕ. Малтан куçĕсене пăчах хупнă сĕм-суккăр чăваш старикĕ кĕсле йăтса утать, ăна хыçалтан сăхманĕнчен тытса тĕсĕпе чикан евĕрлĕ çын тĕртсе пырать, çав çыннăн галифинчен тытса хыçалтан çурма майралла тумланнă чăваш хĕрарăмĕ такăнкаласа утать. Ахванеç çынсем урлă чĕвен тăрса пăхрĕ. Ватă чăваш типшĕм, шуранка, унăн кивĕ сăхманĕ те хăйĕн сухалĕ пек кăвакарнă. Вăйпитти арçын капкас калпакне, сăхманне, аттине тăхăннă. Вăл хурчка пит-куçлă, хура куçĕсене шакмакласа пăхкаласа утать, унталла-кунталла куç шăрçисене çавăркаласа ывăткалать, тĕнче çине пилсĕртерех, сивĕрех пăхнине е истерет. Хыçалтан пыракан хĕрарăм вăтам пӳллĕ, пĕчĕкçĕ пит-куçлă, ун çинче тутар хĕрарăмĕн камсулĕ, пуçĕнче майралла çыхнă хĕрлĕ тутăр. Ахванеç [[I,205]] тăсăлсах пăхрĕ: хĕрарăм çынсем çине пăхмасăр такăнкаласа утать, сăрă куçĕсене пĕртте сиктермесĕр малалла таçта пĕр тĕле пăхать. Ахванеç, ăна курсан, балаганра вылякан пуканесене аса илчĕ. Виçĕ тĕлĕнмелле чăваш пĕрне-пĕри [[I,206]] тытсах умлă-хыçлă виççĕмĕш класс пӳлĕмне кĕрсе кайрĕç. Ахванеç те çынсем хыççăн çав пӳлĕмелле утрĕ. Виçĕ çын ниçта вырнаçаймасăр аптрарĕç: унта пырса хыпашлаççĕ — выртакан этемсем хăтăрса хăвалаççĕ, кунта япаласене хураççĕ — çывăх вырăнсенче ларакан этемсем вăрçаççĕ. Ахванеç вĕсем çапла вырăн тупаймасăр аптранине пăхса тăчĕ-тăчĕ те чăтаймарĕ. Хăвăрт пычĕ те вĕсене паçăрхи чăвашсем патне илсе пычĕ.
— Хăвăра та тăвăр та, лартăр ĕнтĕ епле те пулин çак чăвашсене, — терĕ вăл çăмăллăн.
— Ăçта шăнăçтарăпăр-ши вара? Хамăра та тăвăр, ав, епле варкăшаççĕ, вăрлама та пултараççĕ вĕт кунта, — тесе кĕрлесе сĕрлерĕç лешсем ăна хирĕç.
— Э-э, хĕсĕнĕр! Епле те пулин вырнаçăр, ахăр, эсир улпутсем мар-çке, — тесе хучĕ те Ахванеç çавăнтах çапла каланăшăн ӳкĕнсе илчĕ.
Вăл ертсе килекен эртел çынниех кăтра пуçне çĕклерĕ те çиллемес сăмахсем каласа хăртрĕ.
— Кунта пĕр-пĕрин çине йăванма хушатни элле? Ахаль те пĕр канăçсăр килетпĕр. Эпир ĕç çыннисем-çке, çул çинче канмасан, хăçан канăпăр? Вырăна пырса çитĕпĕр, кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек кирпĕч туртăпăр, пĕрене çĕклĕпĕр, чул ватăпăр. Хăвах васкатăн, хистĕн. Пĕлетĕп эпĕ сирĕн, бригадирсен, йăлине! Улпутсем мар тен, каларăн та... Эсĕ улпута тухнă, çӳлте уйрăм пӳлĕмре киленсе пыратăн. Санăн пӳлĕмӳнте туй тума та вырăн пур. Ак илсе кай та кăсене туй ту: старик кĕсле калĕ, акă ку арçын алă çупĕ, ав леш майра санпа явăçса ташă ташлĕ, — тесе хыттăн-хыттăн хăтăрса илчĕ те вăл вырăн çине йăванчĕ.
Виçĕ çын, кĕслеçĕсем тесен юрать вĕсене, ним тума пĕлмесĕр пуçĕсене пĕшкĕртсе тăчĕç. Ахванеç те нимĕн хирĕç калама пĕлмесĕр аптраса туртăнкаларĕ. Унтан вăл çавăнтах пĕр кĕтессе тирĕнсе пăхса илчĕ те унталла васкаса утрĕ. Пĕр вырăна самăр, яка мещен пĕччен йышăннă. Вăл пĕр вĕçĕнче тĕшĕрĕлсе ларать, тепĕр вĕçĕнче — япалисем. Паллă, ку пирĕн çынах мар: суту-илӳçĕ — çăнăх, аш-какай, çу усламçи. Ахванеç ун патне хăвăрт пырса çитрĕ те хăтăрса каларĕ:
— Япалусене пуçтар, сана çур вырăн та çитĕ! Ав этемсене ниçта ларма çук, — терĕ те вăл леш мĕн калассине кĕтмесĕрех япалисене тĕрткелеме пуçларĕ. Мăнтăр мещен чăнах та спекулянт тавраш пулчĕ-и, тен, хăюсăр кăна тавлашкаларĕ те: «Эсĕ е пушкăрт е чăваш комиссарĕ пулас», тесе мăкăртатса, япалисене кĕмĕл çĕрĕсемпе тултарнă, мăнтăрлăхпа шыçăннă аллисемпе хыпашласа пуçтарма тытăнчĕ. Ахванеç аллине сĕлтрĕ те, виçĕ чăвăш пушă çурма вырăна пырса йышăнчĕç, ун çине кĕслине, унтан икĕ пĕчĕкçĕ кушилне хучĕç.
— Ăçта каятăн çак эсĕ, асатте? Мĕн халпа кĕсле йăтса çӳретĕн? — тесе ыйтрĕ куçĕсене пăчах хупнă сĕм-суккăр старикрен Ахванеç.
— Курмастăп çав эпĕ. Нимĕн те пĕлместĕп. Çавăтса çӳрекенсем калĕç, — терĕ те ватă çын, кăвакарнă сухалне качакалла чĕтретсе, япалисем çумне хĕсĕнсе ларчĕ.
— Апла пулсан эсĕ кала эппин, аппа-и е инке-и: мĕн сăлтавпа Шурă Атăл çине тухнă эсир? — ыйтрĕ Ахванеç. Хĕрарăм, илтмен çын пек, кĕленче куçĕсене хупса та илмерĕ, пĕр тăнă вырăнта тӳрĕ хытса тăчĕ. Ахванеç капкас тумлă çын çине [[I,207]] пăхрĕ, ку хаяр тĕслĕ пулсан та, мĕншĕн пĕртте чĕнмест-ха, шавламасть-ха, тесе шухăшласа илчĕ. Капкас тумлă çын çăкăр çĕççи пек кинжал йĕннине хыпалакаларĕ, шурă куçне тавăрса унта-кунта тăшманла вылятрĕ те ирĕксĕрленсе кăна каласа хучĕ.
— Эпир, йĕкĕт юлташ, аякран, Самар таврашĕнчи чăвашсем. Ĕçе каятпăр, аяккалла туртăнатпăр. Çĕпĕре çитсе пулми, тетпĕр, — терĕ.
— Апла пулсан, пирĕн пĕр çул, килĕшсе алă çапма та пултарăпăр-и, тен? Эпĕ ĕçлекенсене пуçтаратăп, инçе те мар пысăк ĕç пур. Стерлитамак таврашĕнче, — тесе хаваслăн калаçса илчĕ Ахванеç, çав сăмахсене илтсен.
— Çук, çук, пулмĕ, юлташ. Ан та калаç ун çинчен. Пирĕн хамăрăн ĕç. Хамăрăн çул пур, — тесе сулхăн, шăл витĕр каларĕ те тискер этем, Ахванеç çунатланнă кăмăлне çавăнтах хуçрĕ. Лешĕ шакла пуçне якаткаласа иккĕленсе тăчĕ те:
— Паллă, сирĕн ирĕк. Çапах шухăшласа пăхăр, хаклă тӳлеççĕ эпĕ чĕннĕ çĕрте. Эпĕ тата та анса калаçăп-ха сирĕнпе, — тесе виçĕ çынна пăрахса кайрĕ.
Тĕттĕм пулса çитрĕ. Этемсем хăшĕ вырăн сарса выртма, хăшĕ ĕçме-çиме тытăнчĕç. Ахванеçĕн те çиесси килнĕ пек пулчĕ те, вăл васкаса хăйĕн пӳлĕмне улăхрĕ.
III
Якур Иванчăпа Ахванеç апат çирĕç те уçăлма тухрĕç. Пăрахут электрицă çутипе çунас пек йăлкăшать. Ĕлĕкрех мункун каçĕ чиркӳ çапла ĕлккен çуталатчĕ, теетчĕç авалхи ватăсем. Çăмарта евĕрлĕ тăрăхла çаврака лампăсем куçа ыраттарса йăлтăртатаççĕ. Çунаççĕ те Ильич лампочкисем! Авалхи хăйă çутисем, чăваш пӳртĕнчи лампăсем мар вĕсем. Алла илнĕ çиçĕм хĕлхемĕсем, пĕлĕтрен антарса çакнă çăлтăрсем вĕт çавсем. Каютăсем, коридорсем, залсем хĕрлĕ-шуррăн, симĕсĕн-кăвакăн вĕлтĕртетеççĕ, юхаççĕ, асамат кĕперне аса илтереççĕ.
— Эх, кăмăллă та каçпа электрицă çутипе çуталакан хуралтă! Юрлас килет, ташлас килет çакăн пек ĕлккен çутăра, — çиçсе илчĕ Ахванеç коридорпа Якур Иванчăпа [[I,208]] пынă хутран.
— Илемлĕ çав! Техника, прогресс, культура мĕн тăвать! Авалхи чăвашсем вилĕсен ячĕпе хĕрĕх çурта çутса та çакăн пек çутă курайман. Кунта вĕт тула тухмалли вырăнсем те ĕлккен, çеçтенке çинчи хурткуççисем пек çап-çутă та яп-яка. Вуланă-и, Норвегире ял çыннисем краççын çутассине тахçанах маннă. Вăхăт çитрĕ — эпир те хăваласа çитĕпĕр, иртсе те кайăпăр, текелесе, Якур Иванчă хăйĕн аяккалла курма пултарайман куçĕсене уçса хупрĕ.
— Шахматла пĕр вăйă выляса илер мар-и? Пĕрре те пулин сана, Якур Иванчă, шахлатасчĕ те мат тăвасчĕ. Вăт пулĕччĕ кулăш, э, Якур Иванчă? Чăнах, культкĕтесрен шахмат илсе килем мар-и? — тесе хучĕ Ахванеç, зал патне çывхарсан.
— Çук, кирлĕ мар. Куратăн епле пăчă кунта. Атя тулалла, çурхи каç сывлăшĕпе чӳхенер луччĕ, — терĕ те Якур Иванчă вăртах çаврăнчĕ, Ахванеçе каялла туртса кайрĕ.
Палуба çине тухрĕç. Нӳрлĕ сулхăн пит-куçа çапрĕ, çан-çурăма [[I,209]]. Пăрахут пĕр чарăнми кĕрлесе ялан малалла шăвать, шыв кĕлтисене ывăтса хăварать. Шăтăрнак кĕреçисем шыва пăлхатса хăлтăртатса çаврăнаççĕ. Халĕ хăмпăсем курăнмаççĕпе пĕрех, хумсем кăна пăрахут çинчен çутă урисем тăрăх мĕкĕлтетсе йăваланаççĕ. Аяккарах, хĕрлĕ пăнчăсем пек курăнса, бакенсем мăчлатса сиккелеççĕ тата аяккарах шыв çыранĕн мĕлкисем, лапсăркка чăрăшсем, кукша тусен пуçĕсем анаталла шуса куçаççĕ. Пуçа тăратса пăхсан — вĕçĕмсĕр йышлă çăлтăрпа тирĕннĕ пĕлĕт, ахахлă-мерченлĕ чаршав пек, ерипен шунă пек те, сиккеленĕ пек те туйăнать. Пĕлĕт мар, пăрахут силленет-çке: ак нумай та пулмасть тепĕр пăрахут хирĕç иртсе кайрĕ те, икĕ хум, хире-хирĕç пулса, Атăла хумхантарса ячĕç. Çав хумсем пенипе пирĕн пăрахут ĕнтĕ унталла та кунталла сулланать. Сулланăва пула виçĕмкун кăна çуралнă уйăх та тусен хыçĕнче горизонтра мăйракисемпе пăркаланнă пек. Эх, аван та-çке Шурă Атăл çинче çурхи каçсенче йăпанма, вăлта пăрахса шыв хĕрринче чул çинче тĕлĕрсе ларма! Пулăсем выляççĕ, варăмтунасем нăйăлтатаççĕ, çара çерçисем шаклатса унта-кунта вĕçкелеççĕ. Вăрманта таçта услан кайăк ахлатать, аякра шăпчăк антахса авăтать. Кăнтăрла йĕрсе анăратакан чарлансем чĕлхесĕрленнĕ, çавăнпа-и, тен, кăмăла ытларах та канлĕ. Ӳпресем кăна сăмсана тулса аптăратаççĕ, вĕсем те пулмасан, ытарма çук лайăх ĕнтĕ. Тата авантарах кунта каçпа эртеллешсе пулă тытма. Атма атса, сĕреке сĕрсе е шак ярса, [[I,210]] туртса ывăнатăн та чĕрĕ тăм-хăйăр çинех йăванатăн. Умра шыв тĕпĕнче çăлтăрсем ташлаççĕ. Çумра хăрăк турат йăлкăшса çунать, хуранра халь кăна тытнă пулă яшки сиксе вĕрет. Хыçра лаша çитерме килнĕ колхоз ачи-пăчи шавлать, утсем тулхăраççĕ. Выртатăн та вара çапла, исленсех каятăн. Айри хытă çĕре ыталас килет, пĕлĕтелле пуçа каçăртса ытарайми сăмахсем каласа кăшкăрас килет-çке çав вара.
Якур Иванчăпа Ахванеç çапла каçхине Атăл тĕлĕкĕсемпе тĕлĕрсе пĕр чĕнмесĕр палуба тăрăх каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕç, унтан ырнă пек пулчĕç те чарăнчĕç, решетке çине тайăнса, аялта сасăсăр явăнса юхакан шыв çине тирĕнсе пăха пуçларĕç.
— Çак шыв çине пăхсан, кирек хăçан та вара унта сикес килет. Пĕлтĕр мана ирĕксĕрлесех канма Хура тинĕс çине ячĕç те, ялан тинĕс хĕрринче çӳлĕ ту сăмси çинче ларса ирттертĕм. Тĕнчере нимле илем те тинĕс хумханнипе танлашаймасть. Шыв сыснисем, дельфинсем, кĕтӳленсе выляма пуçласан, вĕсем хыççăн тӳрех шыва ашса чупас килет. Ак тата тăвăл та пулас пулсан — вилме кирлĕ мар. Хумсем чун кĕнĕ тусем пек сан çинĕ йăваланса килеççĕ. Ак сана çитсе перĕнес пек, унччен те пулмасть, чул сăмсине пырса перĕнеççĕ те саланаççĕ. Епле саланаççĕ тата: пырса перĕнеççĕ те ахăрса яраççĕ, хăмпăланса арманран çӳлĕ сикеççĕ. Чикĕсĕр çав тинĕс пурнăçĕ, хисепсĕр çав унăн вăйĕ-хăвачĕ. Пирĕн чăвашсенчен ĕлĕк нумайăшĕ тинĕс курмасăрах вилнĕ, халĕ, тинĕспе пыратăн-и е курортра канатăн-и, чăвашсене тĕл пулатăнах, чăвашсен юрринче час-часах тинĕсе асăнни курăнать.
— Кам пĕлет ăна? Авал, тен, чăвашсем те тинĕс таврашĕнче çӳренĕ-тĕр, çавăнпа пулĕ, чăваш историкĕсен кĕнекисенче чăвашсем тĕп авал тинĕс таврашĕнче пулкаланă тесе кăтартнă... Эпĕ хам та тинĕсе курман, ялан вăхăт çук, çамрăк чухне, вĕреннĕ çулсенче, каяс килетчĕ те укçа çукчĕ, — тесе сĕлкĕшлерех каласа хучĕ Якур Иванчă.
Вăл çапла кăна калама ĕлкĕрейрĕ — пĕрремĕш класăн залĕнче музыка тапраннă пек туйăнчĕ. Малтан бутылкăсенче йӳçĕхнĕ сăра пăккисем пăклатнăн, кăшт тăрсан пĕкĕ шăнкăравĕ шăнкăртатнăн, хурал чанĕ ерипен чанлатнăн туйăнкаларĕ, унтан тахăшĕ рояль калани палăрчĕ. Кăлтăртатса чĕтресе пыракан пăрахут ăшĕнче музыка пĕр вăхăтра чуна тивекен çинçе сасăпа ĕсĕклерĕ, сывлăша чĕтретекен хулăн кĕрлӳпе уларĕ, пăрахут ăшĕнчен вăркăнса тухса сывлăша çавăрма пуçларĕ, палуба çинче çӳрекен этемсене ирĕксĕрех пуçĕсене çӳлелле ыткăнтарса итлеттерчĕ. Роялĕн пĕрре шăппăн, тепре аслатилле, пĕрре ачашшăн, тепре хаяррăн арпашăнса вăркăнса тухакан сассисем — пăрахут кĕрленине çĕнтерсе, каçхи канлĕ сывлăша çурса, шыв тĕтрипе явăçса, таçта кайса çухалчĕç. Атăл хумĕсем те çепĕç кĕвĕ çемĕн ташласшăн авкаланса юхаççĕ пек туйанать.
— Хĕлĕх купăсĕ каланине итлесен, купăса Мускав театрĕнче тĕнчери чи маттур купăсçă каласан та, мана яланах хамăр ялти пурнăç аса килет. Итлесе тĕнчене манса каятăн та, сăрнай макăрнă пек, шăхличĕ шилесе йĕнĕ пек, хамăн ача чухнехи самана куç умĕнче пек, килйыш вак-тĕвекĕ сан çумăнта пек вара. Мĕн-ши çав? Хут купăс янратни некрутсен ахăравлă юррисене, вăййисене аса илтерет. Пианино, рояль, фисгармони тавраш кирек хăçан та урăхларах илем-силем, ĕлĕк ĕçхалăхĕ çак музыкăпа усă курма пултарайманни çинчен асăнтараççĕ вара. Музыка чĕлхесĕр, а пĕтĕм чуна тĕпĕ-йĕрĕпе хускатать. Кайса итлер. Çыврас умĕн музыкăпа чӳхенсен, ыйхă çăмăлрах пулать, — терĕ те Якур Иванчă, рояль вăййине пайтахчен итлесе тăрсан, Ахванеçе çавăтса палуба тăрăх пĕрремĕш класс залнелле утрĕ.
Вĕсем çав зала кĕмелли алăк патне кăна çывхарсаччĕç, — хыçалтан тахăшĕ шăл витĕр куштанла: «Ах, баядерка, эсĕ мана куç пăватăн», текелесе юрласа пычĕ, иртрĕ те алăка яр уçса вăльт кĕрсе кайрĕ. Ахванеç вăл кĕрсе кайсан кăна ку паçăрхи капитан помощникĕ иккенне чухласа ĕлкĕрейрĕ те темшĕн сĕлтĕленсе кайрĕ. Вăл Якур Иванча ыталаса чарчĕ те хистесех çыпçăнчĕ. — Мĕн вара çав баядерка? Илтнĕ пек те, илтмен пек те, а пăрахут çинче паçăр та асăннине астурăм, пĕр çамрăк вырăс тек çапла юрлама хăтланчĕ, — терĕ вăл хуллен.
Якур Иванчă — чарнăшăн-и е музыка итлеме хатĕрленнĕ пысăк кăмăла чăрмантарнăшăн-и — салхуллăрах пулса тăчĕ, унтан, çамрăк ачана кӳрентерес мар сăлтавпа-тăр, çапла каласа ăнлантарчĕ.
— Кайăк эсĕ, шăллăм. Хусанта шет театра та çӳремен, çӳренĕ пулсан, баядеркăна курма пултармаллаччĕ. Нумай поэт, музыкант асăнкалать ăна, вĕсем çинчен Мопассан та калав çырнă. Çăмăл кăмăлпа кăна çыркалаççĕ те вĕсем çинчен, çапах çыраççĕ çав. Баядеркăсем — хĕрарăм чурасем, Индире вĕсем, индуссем хушшинче пурăнаççĕ, тет. Вĕсем кĕлĕ çурчĕсенче юрласа-ташласа пурăнаççĕ-мĕн. Вĕсем тăлăх хĕрсем, ачаллах вĕсене çур хакпа укçапа сутăн илеççĕ те, турă çурчĕсенче ĕçлеттерсе, юрлаттарса, ташлаттарса, ӳт-тирпе сут тутарса пурăнтараççĕ. Вĕсем пĕтĕмпех кĕлĕ çурчĕсен выльăхĕ вырăнĕнче шутланаççĕ. Мĕн юрласа-ташласа, ĕçлесе, ӳт-пӳпе сутă туса тупăннă укçана брахмансем илсе усă курса пурăнаççĕ. Унтан Индире çавăн пек ремесла пур: хăш та хăш этемсем тăлăх хĕрсене илсе ӳстереççĕ те вĕсене пасарсенче, ярмăркасенче, пуянсен туйĕсенче, вилĕсене асăнмалли праçниксенче юрлаттарса-ташлаттарса усă кураççĕ. Вĕсен хăйсен уйрăм юррисем, ташшисем, турра е пуян хуçана мухтамалли такмаксем пур. Ав, пулнă вет чăвашсен те юрă: хĕрсем пупсене, тиексене, пуянсене мухтанă та «эпир ăçтан юрасси пур» тесе йĕрмешнĕ юлашкинчен. Баядеркăсен юррисем те çавăн пекех чура такмакĕсем. Пĕлетĕн-и ĕнтĕ, каччăмçăм, баядеркăсем камсем иккенне? — терĕ те Якур Иванчă Ахванеçе туртса алăкран кĕрсе кайрĕ. Музыка каланă çĕре васкарĕ вăл.
Зала пырса кĕчĕç вĕсем — музыка чарăнчĕ. Вырăн тулли этемсем ахăлтатаççĕ, кĕрлеççĕ, хăшĕ кăшкăрашса тавлашкаланă пек шавлаççĕ. Якур Иванчăпа Ахванеç этемсем хушшине кĕрсе варшăнчĕç, йĕри-тавра пăхкаларĕç, мĕн шăв-шавĕ тесе тăнлама тăрăшреç. Рояль калаканни кăлкан çӳçлĕ хĕр иккен. Вăл халĕ те рояль умĕнчех çаврака тенкел çинче ларать, хĕп-хĕрлĕ хĕрелнĕ пит-куçĕпе каялла çаврăнкаласа, шавлакан этемсем çине вĕлт-велт пăхкаласа илет.
— Бетховен сонатине калама йăлăнатпăр! Шубертран мĕн те пулин выляса памăр-ши? Мусоргскине парăр! Эпĕ уншăн сасăлатăп! — тесе тĕрлĕ сасăпа кĕрлеççĕ çынсем.
— Çук, çук! Çăмăл музыка кирлĕ! Романссем юрлăрсам тата, е ташă кĕввисене калама ыйтатпăр! — тесе кăшкăраççĕ вĕсене хирĕç теприсем.
— Граждансем, мĕн митинглетĕр çукшăн? Классикăллă музыка итлер!
— Музыкантша хăй те çавăн пек музыкăна юратать пулĕ, епле вăл ав паçăр каларĕ, — тесе кăшкăрас пек каласа хучĕ Якур Иванчă йĕркесĕр шăв-шава чăтайман халпа.
Якур Иванчă тата темĕн калас пек пулчĕ те каламарĕ — виçĕ каччă рояль çумне пырса тăчĕç, пĕшкĕнсе кăлкан çӳçлĕ хĕре кулкаласа темĕн каларĕç; вĕсенчен пĕри, çутă тӳмелли, капитан помощникĕ пулма кирлĕ, çапла пĕшкĕннĕ хутран кăлкан çӳçлĕ хĕре ăнсăртран пек хулпуççинчен çупăрласа та илчĕ. Унччен те цулмарĕ — рояль çывăхĕнче тăракан этемсем кăшт сирĕлсе чакрĕç, çутă тӳмеллĕ йĕкĕт музыкантша хыçне пырса тăчĕ, юрлама хатĕрленсе питне-куçне сăмса тутрипе шăлкаласа илчĕ, карланкă икелне пӳрнисемпе чăмăртакаларĕ. Кăлкан çӳçлĕ хĕр, тенкел çинче кутăн ларнă çĕрте, вашт çаврăнса пăхрĕ, сенкер куçĕсене вылятрĕ те каллех рояль енне çаврăнса калама пуçларĕ. Çинçе е хулăн сасăсем çăмăл сиксе чупрĕç, ташласа ӳт-тире кăтăкласа çаврăнчĕç.
— «Сильва, Сильва! Эсĕ мана савмастăн, эсĕ ман пуçа çиетĕн», — тесе, çутă тӳмеллĕ йĕкĕт юрлама пуçларĕ.
Этемсем шăпăрт пулчĕç, зал музыкăпа та юрăпа тулса янрарĕ. Якур Иванчă темшĕн сапăр пулмарĕ. Вăл йĕкĕт юрласа ярсанах аллине Ахванеç хулĕнчен туртса вĕçерчĕ те:
— Э-эх, шăхличĕсем... юратмастăп эпĕ оперетта таврашне, — тесе каялла çаврăнса тухса кайрĕ.
— Мĕн пулчĕ сана, Якур Иванчă? Итлер, рояль епле аван янăрать, — тесе калама елкĕреймерĕ Ахванеç — Якур Иванчă коридор тăрăх утса çухалчĕ.
Якур Иванчă хăй каюти патне пырса çитсе алак хăлăпне кăна тытрĕ — таçта аялта кĕсле ченкелтетнĕ пек, такам чăваш юррине ĕнерешне пек туйăнчĕ. Вăл хăлăпа вĕçерчĕ те иккĕмĕш класс залнелле утрĕ, пырса кĕчĕ — никам та çук. Вăл чӳрече витĕр пахрĕ те пур унта пулнă çынсем те парахут вĕçĕнче кĕшĕлтетнине курчĕ. Вăл çав этемсем патнелле утрĕ.
Уçă сывлăшра янк паллă: аялта, пăрахут пуçĕнче, виççĕмĕш класс залĕн пуçĕнче пулас, тахăшĕ кĕсле калать, кĕсле каланăçемĕн тахăше çинçе хĕрарăм сассипе чăвашла юрлать. «Кĕсле туй ташшине кĕвĕлет никак, пĕр хĕр туй юррине сăвăласа юрлать, ахăр», текелесе, вăл этемсем патне пырса çитрĕ, вĕсене тĕрткелесе маларах иртрĕ, тимĕр решетке урлă уртăнса аялалла пăхрĕ. Пăхрĕ те, тĕлĕнсе кайрĕ: чăнахах та пĕр ватă чăваш куçĕсене шăп хупнă, сĕм-суккăрскер, пукан çине ларнă та кĕсле калать, тепĕр çамрăк чăваш, качча кайман хĕр евĕрлĕскер, ун хыçĕнче юрлама хатĕрленсе тăрать.
«Ак тамаша, чăн та ĕлĕкхи шарманщиксем пек, тĕнче тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳрекен юрăçăсем пек, айкашаççĕ вĕт инкексем... Пăхам лайăхрах мăнтарăн хĕрне... Миньона пулмалла, хăйне епле хăюсăр тыткалать», тесе шухăшласа илейрĕ Якур Иванчă. Старик чĕркуççи çинчи кĕслине тӳрлеткелерĕ те икĕ аллинчи пӳрнисене кĕсле çинче ташлатма пуçларĕ, темĕнле чăваш кĕвви кĕвĕлеме тытăнчĕ. Нумай чĕлхеллĕ кĕсле пĕрре хаяррăн чĕпĕтсе, тепре ачашшăн кăтăкласа ĕсĕклерĕ, кĕсле патĕнче тăракан хĕр юпа пек пĕр вырăнта. хытса тăракан ӳт-пĕвĕпе авăнкаласа силленсе илчĕ те юрлама пуçларĕ.
Юхрĕç пĕлĕтсем, юхрĕç,
Шерпет çуса,
Юртрĕç кунсем, юртрĕç,
Ахах тăкса, —
Эпех кăна ĕçеймерĕм
Çав шерпете,
Эпех кăна çакаймарăм
Çав ахаха, — тесе юрласа илчĕ те вăл пĕр сыпăкне чарăнчĕ. Имшеркке кăкăрне тарăхарах хăпартса сывларĕ, электрицă çутипе шăрçасем пек йăлтăртатакан куçĕсене унта-кунта çавăркаласа ывăтса илчĕ. Аялта, пăрахут хӳринче, кĕпĕрленнĕ этемсем юрлакан хĕре мухтаса шавларĕç, малалла юрлама хистерĕç. Хĕр пуçне пăркаласа каçăртрĕ те татах сăвăласа юрлама пуçларĕ:
Вĕçрĕç кайăксем, вĕçрĕç,
Юр юрласа,
Чупрĕç утсем, чупрĕç,
Таш ташласа, —
Эпех кăна юрлаймарăм
Çавах юрра,
Эпех кăна ташлаймарăм
Çавах ташша, — тесе ĕсĕклерĕ те хĕр сывлăшне çавăраймасăр чарăнчĕ, ӳсĕркелесе аптăрарĕ. Унтан вăл каллех куçне-пуçне çӳлелле ывăтрĕ те малалла юрларĕ.
Кайрĕç тантăшсем, кайрĕç,
Алă сĕлтсе.
Тарчĕç телейсем, тарчĕç,
Çунат хывса, —
Эпех каяймарăм.
Хам савнипе,
Эпех тараймарăм
Хам телейпе, — тесе пĕтерчĕ те хĕр юррине тăп чарăнчĕ.
— Маттур чăваш матки, лайăх юрлать, — тесе кĕр кĕрлерĕç итлекен этемсем.
— Браво, браво... Сасси начартарах, культура çук та, çапах итлеме кăмăллă, — терĕç кулкаласа çӳлти пӳлĕмсенче пыракан çынсем. Якур Иванчă, аякран витĕр курма пултарайманскер, куçлăх шырама тытăнчĕ, пиншак кĕсйисене хыпаласа муталанчĕ. Çав вăхăтра таçтан шалтан капкас калпакĕ тăхăннă çын сиксе тухрĕ, старикпе юрлакан хĕр хушшине пырса тăчĕ, пуçĕнчи калпакне хывса месерле тытрĕ те çӳлелле йĕри-тавралла шурă куçĕсемпе ыткăнтаркалама пуçларĕ.
— Граждансем! Пăрахăр укçа — кам шеллемест, пулăшăр — кам тăлăх хĕре шеллет, — тесе вăл автан хăй ертсе çӳрекен чăххисем йĕри-тавра çаврăннă пек кĕслеçĕпе юрăçă йĕри-тавра çаврăнкаларĕ.
Калпак çине пăхăр, кĕмĕл укçасем чăнкăртатса ӳккелерĕç те часах ӳкми пулчĕç. Капкас тумтирлĕ çын тилмĕрсе çӳлелле пăхрĕ, тискер куçĕсемпе хăтăрса татах укçа пăрахма хушрĕ. Якур Иванчă та кĕсйине хыпаларĕ, вак укçа шырарĕ, вак укçа тупаймарĕ те пĕр хут укçа туртса кăларчĕ. Ăна вăл çутта кăларса пăхрĕ — пилĕк тенкĕлĕх пулчĕ. Вăл пăрахас-и, пăрахас мар-и текелесе тытăнса тăркаларĕ те пилĕк тенкĕлĕх хута кĕсйине каялла чикрĕ. Çак самантра аялтах хыçалтан пĕр мăн хырăм мещен малалла сиксе тухрĕ, кĕмĕл çĕрĕсемлĕ шампа пӳрнисемпе юрлакан хĕре кăкăрĕнчен пырса тĕртрĕ, аллине виç тенкĕлĕх укçа тыттарчĕ.
— Ме укçа, хĕрĕм, чăваш майри юрланине илтменччĕ, — тесе ĕхĕлтетрĕ те вăл каялла чакрĕ. Якур Иванчă хăй те сиссе çитереймерĕ — аллине каллех кĕсйине чикрĕ, пилĕк тенкĕлĕх хута кăларчĕ те решетке урлă уртăнса, капкас тумлă этеме тĕллесе хытă каларĕ:
— Эй, гражданин! Тыт лайăхрах калпакна, пилĕк тенкĕлĕх пăрахатăп, тыт! — терĕ. Çапла каларĕ те аялти этемсен хушшинче Ахванеç те хĕсĕнсе тăнине курчĕ, темшĕн вăтаннă пек пулчĕ.
Капкас тумлă çын Якур Иванчă çине тинкерсе пăхрĕ, калпакне сарса çӳлтен пăрахнă хут укçана тытрĕ, Якур Иванча тайăлса чыс турĕ. Унтан вăл савăнăçлăн кулкаласа илчĕ те йĕри-тавра çаврăнкаласа çапла каларĕ:
— Эсир ĕнтĕ, граждансем, чăвашсен ĕлĕкхи хурлăхлă юррине итлерĕр. Малашне тата шӳтлĕ юрăсем юрлăпăр. Юрласа пĕтерсен, эпĕ сире вырăсла куçарса каласа парăп. Хăшпĕр юрăсенче намăс сăмахсем те пур та, çапах та епле те пулин ăнлантарăп сире, — тесе ывăтрĕ вăл пуçне унталла та кунталла.
— Айта, айта! Юрлăр савăнăçлă юрра, намăс сăмахсене эсĕ тӳрех вырăсла кала, — тесе йĕкĕлтерĕç ăна итлекенсем.
Якур Иванчă шуралса кайрĕ, ӳкĕнĕçлĕ турткаланса та илчĕ, малалла итлес-и, итлес мар-и тесе иккĕленме пуçларĕ.
Кĕслеллĕ старик урисемпе тапăртатса çĕнĕ кĕвĕ калама тытăнчĕ, юрлакан хĕр юрласа ячĕ:
— Эх, Натали, Натали, пилĕк пуслăх япали... — тесе кăна илчĕ — Якур Иванчă вăрт çаврăнчĕ те аллисене сĕлтсе палуба тăрăх хăй каюти еннелле васкаса утрĕ. Çурçĕр сывлăшĕ питсене чĕпĕтсе шăнтрĕ, йĕри-тавра пăрахут çутипе шыв тĕтри арпашăнса юхрĕç, хыçалта чăваш кĕсли нăйлатни, чăваш хĕрĕ юрлани хăй каюти патне çитичченех хăлхаран çухалмарĕç. Якур Иванчă каютине кĕчĕ те хăйĕн ĕçне тума ларчĕ.
IV
Ахванеç мĕн кĕсле калама чарăничченех çавăнта пулчĕ. Якур Иванчă пăрахса кайсан, шăв-шав та вăраха пымарĕ. Этемсене часах йăлăхтарчĕ-и çав вăйă е тата çурçĕр ыйхи те пусса çитрĕ-и, вĕсем пĕрерĕн-пĕрерĕн салана пуçларĕç. Вылякансене вăрах выляма та май килмерĕ: куракансем, итлекенсем укçа сайра пĕрре кăна пăрахкаларĕç. Унтан тата этемсем хăшĕ пырса хăр та хар кăшкăрашрĕç, çывăрма кансĕрлетĕр тесе кӳренчĕç. Çакна пула пулĕ, капкас тумлă çын тăватă-пилĕк юрă юрласанах сасартăк аллисемпе хăлаçланса сĕлтрĕ те:
— Ну, пĕтрĕ вăйă, атьăр, — тесе кĕслеçĕпе юрăçа хăйпе пĕрле илсе кайрĕ. Ахванеç те тăмаланнă пуçне пăркаласа вĕсен хыçĕнчен танккарĕ.
— Ну, пултаратăр та... Эй, пирĕн клубра та сире чăваш cезонникĕсем юратса итлĕтчĕç, — тесе пычĕ вăл хыçалтан.
Кĕслеçĕсем нимĕн чĕнмесĕр виççĕмĕш класс залне пырса кĕчĕç... хăйсен вырăнне пырса хĕсĕнчĕç.
Ахванеç, кăмăл вĕçнине кура ĕçлекен Якур Иванча кансĕрлес мар тесе, аялтах вăхăта ирттересшĕн пулчĕ. Пăрахут та çутăлнăпа çитмелли çĕре çитмелле, çавăнпа та каçа çывăрмасăр ирттерсен те юрĕ тесе сĕмленчĕ. Вăл кĕслеçĕсемпе калаçас, вĕсен интереслĕ пурнăçне тĕпчесе пĕлес салтавпа кунта килсе кĕчĕ те, анчах вĕсем патне пырса явăçма кăмăллаймарĕ. Ыйтсан чĕнменрен йĕри-тавра ютшăнса сиввĕн кăна пăхнăран вĕсем патне пыма кăмăл çĕкленеймерĕ. Вăл хăй ĕçе илсе каякан этемсем патне пырса тăчĕ, вĕсемпе юмахласа вăхăта ирттерме шухăшларĕ. Анчах этемсем пурте çывăрма хатĕрленнĕ, музыка итлеме тухнисем те пĕр-пĕрин хушшинче хĕсĕнкелесе йăваннă та куçĕсене хупса ыйха каяс пек выртаççĕ. Пĕр хĕрлĕ чăваш кăна, куçне-пуçне чалхăртса, аялти сентре çинче выртакан арăмĕ çумне тĕршĕннĕ те, пӳрнисене авкаласа, темĕн шутлать. Ахванеç, ун патне пырса, юнашар арча çине лăрчĕ, пирус кăларса тивертрĕ, хĕрлĕ чăваша та пирус пачĕ. Пĕр-иккĕ сăвăркаларĕ те вăл тăрса кĕслеçĕсем мĕнле вырнаçнине пăхрĕ. Старик япаласем хушшинче çывăрать пулас, сăхманĕне витĕннĕ юрлакан хĕр-и, матка-и ун çумне çыпçăннă, чунсăр пахча мĕлки пек тĕлĕнсе хытса тăрать. Капкас тумлă этем çеç çук. Ахванеç вырăнсăр юлнă хĕрарăма шеллесе илчĕ те каллех арча çине ларчĕ.
— Ну, пултараççĕ иккен чăвашсем те илемлĕ кăсăк тума. Çынсем каласан, шанмăттăм, суеççĕ тийĕттĕм, — тесе пăрахрĕ вăл хĕрлĕ чăваш çине пăхса.
— Çул çӳресен, темĕн те куран. Эпĕ ача чухнех Ирбит ярмăнккинче пĕр чăваш балаганщика курнăччĕ. Пĕлтĕр тата Мускав таврашĕнче шарманка калаттаракан чăвашпа тĕл пулнăччĕ, кăкăрĕ çине шарманка ещĕкĕ çакнă та хулпуççи çине попугай лартнă, килсем тăрăх тек выляса такмакласа çӳрет. Пулать ĕнтĕ вăл чăвашран та тĕрлĕ çын. Авал вĕт чаплă чăваш юмăçĕсем пулнă та, вĕсем патне Мускавран та паллă этемсем çӳренĕ, тет. Ун чухне упа ташлаттаракан чăвашсем те пулкаланă, тет, — тесе ерипен юмахларĕ хĕрлĕ чăваш.
— Темĕн те куран çав çул çинче, тĕрĕс. Пĕлтĕр çапла пирĕн завода кино валли ӳкерме пычĕç. Артистсем те артисткăсем пурте. Пĕр эреветлĕ-теветлĕ тумланнă, картина пек илемлĕ хĕр мана тĕлĕнтерчĕ. Мана та, картина ӳкерме тесе, аппарат умне тăратрĕç: эсĕ ударник, теççĕ. Çав чечек пек няньăпа юнашарах тĕсе ӳкерттерме тӳрĕ килчĕ. Тĕсе ӳкерсен, хĕр ман енне çаврăнчĕ те мана шалт тĕлĕнтерсе хытарчĕ.
— Эсĕ чăваш вĕт, каччăмçăм. Чăвашла юрă юрласа пар-ха! — тесе кĕтмен çĕртен чăвашлах каларĕ хучĕ. Тĕлĕнмелле япаласем куратăн çав пурнăçра, эсĕ тĕрĕс калатăн, — тесе пуплешкелерĕ те Ахванеç хĕрлĕ чăваш пуçланă сăмаха тăсрĕ.
— Ну, ку юрĕ-ха юрлакансемпе те ташлакансем çинчен калаçни. Мĕнле мелпе торфа кăлараççĕ? Мĕнле майпа унта бригадăсем йĕркелесе ĕçлеççĕ? — тесе тирĕнсех вăл ыйтса хучĕ. Ăш вĕçнипе аптранă хĕрлĕ чăваш турткаланса тăмарĕ, тен, хавас та пулчĕ, тĕплĕн ăнлантарса калама тытăнчĕ.
Виççĕмĕш класс уйрăмĕнче шăпăрт пулчĕ. Пурте харлаттарса çывăраççĕ. Ахванеç янăххине икĕ аллипе хĕстерсе итлесе ларчĕ, хĕрлĕ чăваш нăрă пек сăрăлтатса торф ĕçĕн юмахне юмахларĕ. Çапла пайтахчен юмахласан, вăл ывăнчĕ пулас та калаçма чарăнчĕ. Ахванеç ыйтнине хирĕç те ирĕксĕртерех кăна тавăрма тапратрĕ.
— Аяккаллах туртать çав манăн чунăм, аяккаллах. Вĕçсе ӳкĕттĕм çавăнта. Çаврăнăç кайнă çу хыпнă, пӳкле кайнă — пуш тытнă тенине итлесе кăна пыратăп та çав сирĕнпе... — терĕ те вал хăрлаттарма тытăнчĕ.
— Ыртăн-им калаçма, çитетпĕр те пулĕ ĕнтĕ çитес çĕре, çӳле хăпарас пулĕ, — тесе иккĕленче Ахванеç çакна сиссе.
— Ыртăм çав, а çитме çутăлнă çĕре кăна çитĕпĕр, тен, пĕрер ыйхă çавăрса илем мар-и, — терĕ те хĕрлĕ чăваш арăмĕ енне çаврăнса выртрĕ.
— Çывăр эппин, ырă каç пултăр, — тесе Ахванеç алăк патнелле утрĕ. Алăк патне çывхарсан, кĕслеçĕсем еннелле çаврăнса пăхрĕ, старик ури вĕçĕнче капкас тумлă этĕм сăхманĕпе чĕркенсе ларнине, юрлакан хĕрарăм унта çуккине асăрхарĕ. «Мĕнле-ха эпĕ вĕсем кĕнине-тухнине сисеймерĕм?» тесе сĕмленчĕ те вăл алăкран тухса кайрĕ, часах çӳле улăхмалли пусма патне пырса çитрĕ, йăкăлт-якăлт сиккелесе, шăл витĕр чăваш кĕвви шăхăркаласа çӳле улăхса кайрĕ.
Вăл хуллен каюта алăкне шăк-шăк шаклаттарчĕ. Хирĕç пĕр сасă та илтĕнмерĕ. Вăл тата хытăрах шаклаттарчĕ. Урасем кăштăртатни, иккĕн пăшăлтатса калаçни илтĕннĕ пек пулчĕ. Мĕн ку, хăямат? Элле, йăнăшпа урăх каютăна шаккатăп-ши тесе шухăшларĕ те Ахванеç часах алăк çинчи йĕс татăкĕ çине пăхрĕ. Çук, йăнăш мар, йĕс хăма хăй вырăнĕнчех, унăн варринче «24» тесе çырнă цифрăсем куçа кассах йăлтăртатаççĕ. Ахванеç пайтахчен, тата шаккас-и, çук-и тесе, иккĕленсе тăчĕ. Унтан пикенсех алăка шăлтăртаттарма пуçларĕ. Якур Иванчă вырăн çинчен тăрса акăлчан пушмакĕсемпе кĕрĕслеттерсе алăк патне пыни сисĕнчĕ.
— Ахвăнеç, эсĕ-и? Пĕр вăхăта çӳре-ха, кунта кĕме юрамасть, — терĕ вăл алăк витĕр хуллен йăваш сасăпа.
— Мĕнле кĕме юрамасть? Ак тупрăн тата, — тесе шăрпăкланчĕ те Ахванеç каллех алăка хытă шаккама тапратрĕ.
— Ахванеç! Ан айкаш апла, çилленеп. Кăшт тăрсан хамах тухса чĕнĕп, — тесе хăтăрчĕ çиллемес сасăпа Якур Иванчă.
— Ан айкаш, тет. Тупнă вăйă, мана ача вырăнне хурать, — тесе ӳпкелешрĕ те Ахванеç коридор тăрăх çатлаттарса утрĕ, палуба çине тухрĕ те хăйĕн каюта чӳречи патне пырса вăркăнчĕ.
Чӳречене шалтан юман [[I,211]] хупланă та, нимĕн те курăнмасть, уйрăм тăвăр çурăксем витĕр кăна электрица çути палăрать. Ахванеç унталла-кунталла карăнкаласа сăнарĕ, каюта ăшнелле пăхмалли жалюзи çурăкне шырарĕ. Çапла кăшт муталансан, вăл пĕр тĕле пичĕпе çыпçăнчĕ те чĕрне вĕççĕн тăрса пӳрне кĕмелли çурăк витĕр пăхма хăтланчĕ. Вăл кĕленче çумне пĕр питçăмартипе те, тепĕр питçăмартипе те çыпçăнса пăхрĕ, çӳлерех хăпарса та, аяларах анса та сăнама тăчĕ — нумайччен йĕркине тупаймарĕ. Унтан, кĕтмен çĕртенех, пĕр килĕшӳллĕ çурăк тупрĕ те ун тĕлне çыпçăнчĕ.
Ахванеç витĕрех курчĕ: Якур Иванчă хăй вырăнĕнчех-мĕн, ăна хирĕç, хăюсăр пăхкаласа, хайхи юрлакан чăваш хĕрарăмĕ ларать. Вăл кĕленче çумĕнчен епле ыткăнса сиксе палуба тăрăх чупса кайнине хăй те чухлаймарĕ. Юрлакан хĕрарăма каютăра курсанах аптăраса тĕлĕннипе унăн чĕркуççи тымарĕсем лăсканса сӳлерĕç, аялалла туртрĕç, тăн-пуçра ăнланса çитереймен тĕлленӳсем кĕпĕрленсе пуç чашкине тапкаларĕç. Вăл ак ĕнтĕ тăнă çĕртех тĕшĕрĕлсе анатăп тесе сĕмленчĕ те ялт сикрĕ, Якур Иванчă паçăр юрланăшăн пилĕк тенкĕлĕх хут ывăтнине аса илсен, вăл тăранк сикрĕ, чӳрече патĕнчен вăркăнса тайăлчĕ те палуба хĕрринчи тимĕр решеткене пырса вăйкăнчĕ. Çил-тăвăлла пăтранакан кăмăлне тӳсеймесĕр, ирĕксĕрех палуба тăрăх чупрĕ.
Хĕвелтухăçĕ хăпаракан шурăмпуç çутипе сăрăланнă. Каялла шăвакан сăртсем, айлăмсем, вăрмансем куçсене витĕр тĕрĕлесе иртеçсĕ. Тулли Атăл шывĕ ирхи тĕтрепе шуралса юхать. Шыв хĕрринче шăпчăксем юрлаççĕ. Ахванеçĕн куçне кăна çутçанталăк илемĕ курăнмасть, хăлхине тĕнче сасси илтĕнмест. Вăл, хаяр кайăк пек шăмарса, палуба йĕри-тавра чупнă халлĕн утса çаврăнчĕ. Çавăн чухне вăл ялан: «Пулаççĕ-çке тĕнчере икĕ питлĕ этемсем, баядеркăсене шеллесе калаçать, оперетта юратмастăп тет, вăрттăн хăй мĕн айкашать?» — тесе шухăшласа утрĕ. Палуба йĕри-тавра иккĕмĕш хут çаврăннă чух вăл «Çемйи пур, арăмĕ лайăх çын, ачисем маттур, çапах ют хĕрарăмпа çыхланать, укçа тӳлесе телей тупасшăн хăтланать», тесе тулашрĕ. Виççĕмĕш хут палуба тăрăх хăлаçланнă хутран вăл тата темиçе тĕслĕ те кӳлешрĕ, йӳçĕнкелесе çунчĕ. Виçĕ хут палуба йĕри-тавра çаврăнсан, вăл: «пурпĕр иртĕнме памастăп, кансĕрлетĕп» тесе шухăш тытрĕ те иккĕмĕш класс коридорне каялла кĕрсе кайрĕ, каюта алăкне пырса тата хытă шаккарĕ:
— Уç, Якур Иванчă! Пăрах ашкăнма! — çухăрчĕ вăл.
Якур Иванчă каллех акăлчан пушмакĕсемпе кĕрслетсе алăк патне утса пычĕ те, кулкаласа, виртленĕ пек туйăнтарса, алăк витĕр çапла каларĕ:
— Ан ухмахланса çӳре, аяла ан та хăвăн çыннусем патĕнче лар пĕр вăхăта, — терĕ.
— Уç та хăть шинеле кăна пар, эппин! — тесе çине тăчĕ Ахванеç, шаккама чарăнмасăр.
— Калап сана ан ухмахлан тесе, шинельне никам та тивмĕ, вăл выртнă çĕртех выртĕ! — тесе çиллемеслех явапларĕ Якур Иванчă.
Ахванеç аптракаласа тăнă пек пулчĕ те коридорпа каллĕ-маллĕ хытă таплаттарса утма пуçларĕ. Виçĕ-тăватă хут коридора хутларĕ, тата каюта патне пырса вăрăнчĕ, алăка шаккарĕ, хăтăрса калаçрĕ:
— Пăрах иртĕнме, Якур Иванчă, пурĕпĕр ирĕк памастăп... ак тата упăшкине те чĕнĕп, скăндал тăвăп, — терĕ вăл шакканăçем.
Якур Иванчă нимĕн те чĕнмерĕ. Каютăран пĕр сас-чĕвĕ те илтĕнмерĕ.
«Ав, шăп пулчĕç, улахланаççĕ, хĕве хупнин йăлине тăваççĕ, йытăсем», — тесе сĕмленчĕ те Ахванеç алăка тĕртсе туртса кăлтăртаттарма пуçларĕ.
Сисмен çĕртен юнашар каюта алакĕ шалтлатса уçăлчĕ. Кăлкан çӳçлĕ çурма çарамас хĕр аялти кĕпипе кăна пĕркенкелесе пуçне кăларса пăхрĕ те пытанчĕ. Çавăнтах кĕпе çинчен тăхăннă шăлаварне турлеткелесе капитан помощникĕ евĕрлĕскер сиксе тухрĕ те Ахванеçе пачах вăрçса тăкрĕ.
— Мĕн ирсĕрленетĕр эсир? Элле ӳсĕр-и? Ăçтан тивĕç тупрăр эсир çывăрмалли сехетре шăв-шав тапратма?
Ахванеç кăлкан çӳçе курсанах çунса вăтанчĕ. Юнашар каютăран, кăлкан çӳçлĕ хĕр патĕнчен, каччă тирпейсĕртерехех тухнине курсан, вăл вăтаннипе кăна мар, тӳсме çук хурлăхпа хĕмленсе пĕтрĕ. Вăл, анăраса, нимĕн калама, нимĕн тума пĕлмерĕ.
— Эпĕ юлташ патне шаккатăп... ман каюта вăл, — текелерĕ вăл селĕплĕ чĕлхипе.
Ахванеç тата кăшт тăчĕ те коридорпа утрĕ, аялалла анмалли чикмек патне сулăнчĕ.
«Çĕрĕк интеллигент, хăравçă чун, çапах епле айкашать. Киле таврăнсан, каласа кăтартатăп, пухусенче те каласа паратăп. Ак упăшкине пĕлтереп те, вăл алăка çĕмĕрсе кĕрĕ, чăнтан скандал тăвĕ», — тесе, вăл трап тăрăх чикеленес пек вăркăнса анчĕ. Виççĕмĕш класс залне пырса кĕчĕ, çынсем, япаласем урлă пускаласа, тĕлĕрсе ларакан капкас тумлă çын патне пырса перĕнчĕ.
— Хĕрарăму ăçта санăн? Ху кунта ларан, вăл таçта çӳрет е кĕртлешет, — терĕ вăл çав çынна хулпуççийĕнчен тĕрткелесе, шăл витĕр шăхăруллă пăшăлтатса.
— Мĕн? Мĕн калатăн çав эсĕ? — терĕ леш куç-пуçне ӳркенчĕклĕ çавăркаласа.
— Хĕрарăму ăçта санăн тетĕп? Вăл ху çывăрнă хутран тăрса кайман-ши е ăна вăрласа кайман-ши, тетĕп, — тесе, каллех сывлăшне çавăрайми васкаса каларĕ Ахванеç.
— Э-э, эсĕ ун çинчен. А мĕн ĕç пур санăн пирĕн хушшăмăрта, сыщик мар-тăр вĕт эсĕ, çавă пулсан та, пирĕн тавраш яп-яка: нимĕн йĕрлеме сăлтав çук, — терĕ те капкас тумлă çын кинжалне тытса юнанă пек пулчĕ, пуçне пĕшкĕртрĕ, куçне хупса тĕлĕрнĕ пек турĕ.
Ахванеç шакла пуçне якатса, хăлхисене чĕпĕткелесе тăчĕ те хăй этеммисем патне уртăнчĕ, пырса çитсе хĕрлĕ чăваш çумĕнчи арча çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Арча çинче нумай та лармарĕ — пуçне хăрах хулпуççи çине тайса çывăрса кайрĕ. Вăл ларнă халлĕнех çывăрчĕ.
V
Якур Иванчă каютăра бетон деформацине кăтартакан формулăсемпех пуçне çавăрса ларчĕ. Çав формулăсене тĕрĕслекен е вĕсен тĕрĕслĕхне палăртакан тĕслĕх шыраса аптăрарĕ. Çавăн пек тĕслĕхсене, япаласене вăл хăйĕн практикинче курман е сисмен пек пулчĕ, хурланчĕ. «Пĕлни çитмест, вĕренни çитмест, хамăрăн ĕçе хамăр та чикĕ таран ăнланса çитерейместпĕр», тесе кулянкаласа ларчĕ вăл.
— Эпĕ те, инженер пуççăн, пурне тс тĕплĕ пĕлмесен, рабочисем çинчен мĕн каламалла? Социализма вĕт рабочи класс, коммунистсен партийĕ ертсе пынипе эпир чи малтан техника урлă тăватпăр. Кашни инженер, рабочи, колхозник, агроном техникăиа чипер вĕренсен кăна, ăна пачах алла илсен çеç ĕç мала кайĕ. Ĕçе пĕлнĕ-пĕлмен тусассăн, пăсма кăна пултаратпăр. йăнăшса-аташса кайса, сăтăрçă тăшмансен çулĕ çине ирĕксĕрех ӳкме пултаратпăр. Ахванеç ача пуçĕпе пурне те пĕлесшĕн çунать, çĕнĕ теорисем çинчен ыйтса аптратать. Эпĕ хам та çук япаласĕмпех аташса ларатăп, — тесе шухăшласа, çав хăй шухăшĕсене хăйне хăй сăмахпа та каласа, вăл пайтахчен çапла ларчĕ.
Музыка таврашĕ чарăнсан, пăрахут çинчи этемсен шăв-шавĕ лăплансан, унăн пуçĕ ыратнă пек хĕсрĕ, ăна пăчă пек туйăнчĕ. Вăл чир-чĕрпе аптранă пек йынăшса ахлатса илчĕ, сĕтел çинчи цифрăсемпе чĕркелесе пĕтернĕ хутсене пуçтарса портфельне чикрĕ те каюта чӳречине çурма таран уçрĕ.
Тултан чĕрĕ сулхăн сывлăш хуллен вĕрсе кĕчĕ. Якур Иванчă вырăн çине тайăнса выртрĕ те уçă сывлăша тимлĕрех сывларĕ. Пуçра кĕвĕлсе тулнă йывăр шухăшсем сирĕлме пуçларĕç. Вĕсем сирĕлнĕçем урăх шухăшсем, хăй каларĕш, вак-тĕвек аптратусем: килти çемье, ялти ватăлса çитнĕ амăшĕ, тантăшсем-пĕлĕшсем асра çаврăнчĕç. Çавăн пек шухăшсем Якур Иванча ĕçрен пушă чухне ытларах аптăратаççĕ. «Вак-тĕвек тĕлĕрӳсен авăрне чăмсаттăм, кирлĕ-кирлĕмарпа аташса ларатăп-çке», тет Якур Иванчă, çапла тĕлĕрнĕ хутран: «Мĕн чĕнмесĕр йыварланса ларатăн?» тесен.
Завод вĕлле хурчĕ пек çаврăнать. Шахтăсен хуралтисем капланса лараççĕ, йывăр туртакан автомобильсем хĕрлĕ, симĕс, кăвак, хура тăм, пылчăк, хăйăр, чул тиесе каяççĕ. Этемсем канавсем алтаççĕ, рельсăллă çулсем хываççĕ, тачкăсемпе çĕр туртаççĕ. Хӳмеленĕ картишсенче ĕçлекенсем хĕвĕшеççĕ: унта пулас заводсен, пысăк цехсен никĕсĕсене хываççĕ. Çывăхри электростанци кĕрлет, аяккарах пĕр енче вăрман завочĕ шаккать. Унта çаврака мĕриккан пăчки çӳçе вирелле тăратса шăхăрса, чĕри-чари çухăрса, пысăк кĕрешсене самантра чĕле-чĕле тăкать. Тата аяккарах чул ватакан завод акăш-макăш кĕрлесе ларать, ак хăй те çĕмĕрĕлсе пăр! саланасеăн туйăнтарать. Катара унта-кунта пысăк тăрнасем пуçĕсене тăратса лараççĕ. Çав çĕре пăраламалли тăрнаккайсем тавра этемсем хурт-кăпшанка пек мĕкĕлтетеççĕ.
Акăш шывĕн ейĕвĕ [[I,212]] тĕрленĕ хĕр тĕрри пек хăйпе хăй хумханса юхса выртать. Шурă кăлкан, ешĕл шурути, симĕссĕн курăнакан хăяхсем авăнса çĕре пуççапса силленеççĕ. Çӳлте тăрисем хавасланса чарăна пĕлми юрлаççĕ. Аялти ешĕл курăк тинĕсĕнче пĕтпĕлтĕксем виртлешсе шавлаççĕ, карăшсем пырĕсене шеллемесĕр карса тек вĕçĕмсĕр карлатаççĕ. Якур Иванчăн амăшĕ кунтă тытнă та çерем çинче упаленет, кăмпа тупайăп-и-ха тесе асапланать. Йăптăх тăкакан кĕрен лаша пек кăвакарнă старик туя çине тайăнса, тĕве пек курпунланса, унта-кунта пăхкалать, апла-капла çавранать, туйипе çĕре шаккать. «Лайăх çĕр, мăнтăр çĕр. Çереме пăсса вир аксан, хăмăш пек пулĕ. Вир хыççăн тулă аксан, пуçĕ чакан пек пулĕ; икĕ юплĕ пучахсем йышлăн пулĕç», тесе, вăл çĕре юман патакпа так-так таклаттарать. «Якур, эсĕ, ачам, пĕрттех асăрхасшăн мар ама çĕрĕн тирпейне. Ялан ăна чаваласшăн, пăсасшăн, сана тăм, хăйăр, кăмрăк пултăр, чечексене, тырă-пулă хунавĕсене эсĕ пĕрттех шеллеместĕн», тесе ӳпкелешет старик.
Пăхма çук янкăр хĕвел вĕçĕмсĕр ешĕл ейӳ çине ытарайми тинкерет, хисепсĕр вăрăм та нумай урисемпе хыпашлать, çăткăн ăмсануллă кăмăлĕпе тĕнче илемне ачашласа хĕмлентерет. Ейӳ тĕссĕрленсе чакрĕ, ешĕл тинĕс сывалса типрĕ. Хĕвел илчĕ вĕсене, вĕсем çине хĕвел куçĕ ӳкрĕ, теççĕ ватăсем.
Ейӳ мар — пуçсăр-вĕçсĕр çеçенхир, кăлкан çаранĕ мар — тырă-пулă уйĕ. Калчасем шăрт пек пуçĕсене тăратнă. Этемсем эрттеллешсе çум çумлаççĕ, юрла-юрла курăк татаççĕ, татнă пек курăка çул çине кăларса сараççĕ. Ăякра хура пусăра трактор кĕрлет, уярпа кирпĕч пек хытнă тăпрана месерле çавăрса пăрахса ваклатса çӳреççĕ. Якур Иванчă пырса çитрĕ, Якур Ваçилча курчĕ. Аташ та, тантăш та, юлташ та, хурăнташ та-çке çав Якур Ваçилчă. Вăл çĕр çине ӳпне выртнă та хут сарнă, хут çинче кăранташпа темĕн хисепĕ тăвать. «Сывă-и-ха, иптеш, пушкăрт çеçенхирĕн инженерĕ?» — тесе чĕнчĕ Якур Иванчă. «Сывă-çке те, ĕçĕн планне йĕркелесе çитереймесĕр аптрарăм, бригадăсене кирлĕ вырăна шăнăçтарма ĕлкĕреймерĕм... Эпĕ, Якур Иванчă, инженер мар, эпĕ агроном, çĕр ăсти, çĕр хурчĕсен маçтăрĕ», терĕ те Якур Ваçилчă сиксе тăчĕ, Якур Иванча пырса ыталарĕ... «Эх, Якур тăванăм, заводпа ялан мухтанатăн, пирĕн ял ĕçне тиркешетĕн, пĕлместĕн эсĕ нимĕн те... акă мĕн. Вырăс йăлипе ытлашши сăмахланăшăн каçару ыйтма та кăмăлăм пур та, — ав пăх: тырăсем сĕм вăрман пек хăпараççĕ, тракторсем йăваланса чупаççĕ. Этем вара, этеммисем, мăнтарăн ял çыннисем, алтивĕçĕн пĕрлешсе ĕçлеççĕ. Ав, пăх: хуралтăсем мĕнле ӳсеççĕ. Ав, леш, симĕс тăрăлли, вăл шкул: леш, сăрă çийли, черепица витни — машинăсен лупасĕ. Лешсем, ĕретпе çутă хураланса ларакан хуралтăсем, — мĕнсем тесе пĕлетĕн вĕсем? Ача çурчĕпе [[I,213]] мунча вĕсем — çавсене те пĕлместĕн-и вара эсĕ? Çук, тусăм, заводпа кăна пулмасть, колхоз та завод йĕрнех ӳксе пырать», — тесе шапăлтатрĕ, Якур Иванча аллисемпе лучĕркесе ыталарĕ Якур Ваçилчă.
Якур Иванчă куçне вĕлтлетсе хупса илеймерĕ — ăна Якур Ваçилчă ыталамасть, Хĕветуç, арăм, çупăрлать, алăран тытса танкăлтаттарса сĕтĕрсе чупать. «Атя-ха, атя-ха, пирĕн ĕçе те пырса кур, ялан тимĕр-бетонпа калаçатăн», тесе чăвашла калаçса, Хветуç, заводри ачасен тухтăрĕ, ăçта сĕтĕрнине Якур Иванчă пĕлсех тăрать. Ача площадкине пырса çитеççĕ, ачасем хĕрсен уяври вăййинчи пек шăрçаланса çаврăнаççĕ. Хветуçа пыра-пыра çакăнаççĕ. Ачасем хушшинчи савăнакан кăтра çӳçлĕ Микула Якур Иванча курчĕ те чупса пырса икĕ ура хушшине хĕсĕнчĕ. «Атте, атте, эпĕ сана тунсăхларăм, ялан эсĕ ĕçре те командировкăра», тесе ачашланать пĕртен-пĕр ывăлĕ.
Çапла тĕлĕрсе ларнă хушăра Якур Иванча пĕр этем чӳрече умĕнчен иртсе кайса каялла çаврăннă пек туйăнчĕ. Якур Иванчă ыйхине сирсе итлесе пăхрĕ. Тĕрĕсех-мĕн: такам чӳрече умĕнче явăнать, пырса чарăнать те пĕр саманта хытса тăрать. Якур Иванчă сĕтел çинчен портфельне илчĕ те хăй çумне вырăн çине хучĕ.
Пăрахут çинче вăрăсем япаласене йăкăрткалаççĕ тенине илтнĕ-ха вăл. Хальхинче, тен, кукăр алă мар, Ахванеç çӳрет? Вăл кăлкан çӳçлĕ хĕре курасшăн хĕмленетчĕ. Лешĕн каюти юнашарах-çке, тен, ун чӳречи витĕр пăхасшăн айкашать? Анчах ăрас паллă: [[I,214]] те Ахванеçĕн мар, пушмак сасси те унăн мар, çепĕç пускалакан атă сасси. Якур Иванчă вара вырăсла: «Кам çӳрет, эсĕ кам?» тесе ыйтмах хăтланнăччĕ те чарăнчĕ. «Сан мĕн ĕç пур, вырт выртнă çĕрте, пĕччене пĕр каюта çитмен сана, элле палубăна та хăвăн аллуна çавăрса илесшĕн-и тесен, мĕн калăп вара?» — тесе, вăл хăйĕнчен хăй вăтанчĕ те чĕнес мар терĕ.
Тахăшĕ каллех канăç памарĕ, чӳрече умне пырса чарăнчĕ те ӳсĕркелесе_илчĕ.
— Кам унта? — тесе вырăсла ыйтрĕ те Якур Иванчă сиксе тăчĕ, чӳречерен пăхрĕ.
Паçăрхи кĕслеçĕсен пуçлăхĕ тăра парать, капкас сăхманĕпе витĕннĕ те хура-шурă куçĕсемпе сиввĕн те çав вăхăтрах хăюсăр та пăхкалать.
— Эпĕ, эпĕ çӳретĕп... Ырă каç сире, ырă çыннăм, — терĕ те вырăсла çав çын пуçне чикрĕ.
— Мĕн кирлĕ сире? — тесе йăвашшăн хирĕç чĕнчĕ Якур Иванчă.
— Эпĕ сисрĕм — эсир илемĕше хавас, искусствăна юрататăр. Аван та юрлать вĕт чăваш хĕрĕ? — терĕ те çав этем пуçне çĕклерĕ.
— Юрататăп çав, хитре хĕр начартарах юрлать те, вĕрентес пулать ăна, культура çук унăн, — терĕ Якур Иванчă, вырăн çинче çаврăнкаласа.
— Ăçтан культура пултăр? Пушкăрт çеçенхирĕн тин çитĕннĕ кĕсри вăл. Дикарка. Нимĕçле каласан, вундеркинд... Вĕреннĕ çынсемпе явăçасшăн хăй, ахаль çынсене яхăна та ямасть. Сире ăмсанса калаçать... пилĕк тенкĕ ывăтрăр-çке паçăр, — текелерĕ лешĕ пĕр ури çинчен тепĕр ури çине пускаласа.
— Ăнланаймастăп — мĕн калаçатăр эсир? Пилĕк тенкĕ пăрахнă-тăк, мĕн пулчĕ вара? — тесе вĕчĕрхенерех ыйтрĕ Якур Иванчă чӳрече витĕр.
— Çук, çук, нимĕн те пулман. Ырă ĕçрен мĕн пултăр. Хĕр хăй хушрĕ те мана, килтĕм эпĕ. Çав çынпа паллашасчĕ, тет-çке кĕсле шăпчăкĕн ами, — тесе çине тăрарах мăкăртатрĕ ăна хирĕç капкас тумлă çын.
— Калăр тӳрех: мĕн кирлĕ сире? Сăмахпа мĕншĕн вылятатăр эсир? — тесе ывăтрĕ Якур Иванчă вĕчĕрхенмеллипех вĕчĕрхенсе.
— Каларăм-çке, мана нимĕн те кирлĕ мар, хăвăра темĕн çитмест-тĕр, ахăр. Хĕрĕ вăл хăй мана хăваласа ячĕ. «Кайса кала, кăмăлĕ пулсан, эп ун патне çĕр каçма та пырăттăм», терĕ. Капкас тумлă çын чӳрече çинелле пĕкĕрĕлчĕ те каюта ăшне йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ.
Якур Иванчă чӳрече патне сиксе ӳкрĕ.
— Мĕн терĕн? Эсĕ мана аскăнланма хĕр сĕнетĕн мар-и?
— Эпĕ мар ăна, ăнлан эсĕ, хĕр хăй сĕнет, хĕр ирĕкĕ, — терĕ те леш кăшт каялла чакрĕ.
— Кай кунтан, усал, — тарăхрĕ Якур Иванчă; чӳречине хупма хăтланчĕ — хупаймарĕ.
Капкас тумлă этем аяккалла утнине пăхса, Якур Иванчă чӳречине тепре хупма тăчĕ, лешĕ вырăнтан та хускалмарĕ. Каюта хуçи вăр-вар каллĕ-маллĕ утса çаврăнчĕ, çамкине сăмса тутрипе шăлса илчĕ. Вара чӳрече янаххи çине выртрĕ те утса кайнă çын еннелле тилмĕрсе пăхрĕ. Решетке çине таянса тăракан паçăрхи этем мĕлкине палларĕ вăл.
— Эй, гражданин, килĕр-ха кунта! — терĕ. Тăсса, пĕр сăмаха тепĕр сăмахран касса уйăрнă пек каларĕ.
Лешĕ часах пырса çитрĕ, чӳрече патне чарăнчĕ, хăй нимĕн те чĕнмерĕ-ха.
— Кала эппин, килтĕр, çирĕм тăваттăмĕш каюта, ан аташтăр, — пĕлтерчĕ Якур Иванчă.
— Аташмĕ, хам кӳрĕп, [[I,215]] килĕпĕр, — терĕ те çав этем утса кайрĕ, тĕттĕмре çухалчĕ.
Якур Иванчă чӳречен икĕ пĕрешкисене туртрĕ те чӳречене шартлаттарса хупрĕ, жалюзи кантрине антарчĕ те каллĕ-маллĕ уткалама тытăнчĕ. Вăл хăйне хăй лăплантарма тăрăшрĕ, анчах пултараймарĕ. Кăмăлĕ çĕкленнипе çӳç-пуçĕ сӳлерĕ ун, çан-çурăмĕ сăрăлтатрĕ. Вăл производствăра кĕтмен çĕртен пулакан авари пек пуç çине килсе тирĕннĕ историе ăнланма тăрăшрĕ.
Пăрахут çинче ăнсăртран чăваш кеслеçисене тĕл пулни, вĕсем ĕлĕкхи сĕтĕрĕнчĕк артистсем пек тĕнче тăрăх кĕсле каласа юрласа çӳрени, юрлакан хĕр ун патне евчĕ яни — пурте çак тĕлĕклĕ суйлану, пурнăçра пулма та тивĕçлĕ мар хайла пек. Якур Иванча пуринчен ытла ун патне килес хĕр тĕлĕнтерет, аптратать. Хĕре вăл хĕрӳленсе кĕтрĕ, килсен мĕн тăвасса, мĕн калаçасса хăй те пĕлмерĕ вăл. Ытла та ĕненмелле мар япала-çке ку. Арçынĕ суйса айкашнă пулсан çеç... Вăл мана провокацилет тесен кăна. Пулма пултараймасть пек. Мĕне кирлĕ ăна манпа çыхланма? Тĕк-тăмалăх мана, каютăра ларакан çынна, çыхланма мĕн нуши унăн. Паллах, шӳт мар ку. Апла пулсан, хĕрĕ кам, мĕнле çын? Ăçтан унăн хăюлăх çитет çапла айкашма? Нивушлĕ аскăн сĕтĕрĕнчĕк, проститутка, юхха вăл? Апла мĕнле майпа вăл çав ирсĕр çул çине пуснă-ши? Кĕсле калакан старик ăçтисем, кам-ши вăл? Тискер евчĕ мĕнле çын-ши? Мĕншĕн вăл капкас тумтирне тăхăннă? Юриех çапла Атăл касса çӳреççĕ-ши е ăçта та пулин ĕçе каяççĕ?
Якур Иванчă çапла тĕрлĕ енчен шухăшлама тăрăшрĕ. Анчах пуçне тĕпĕ-йĕрĕпе пăтратакан тупсăма тупаймарĕ, çыхланса тĕвĕленнĕ шухăша нихăш енчен те майлаймарĕ. Вара вăл хĕр часрах килессе тӳсĕмне çухатсах кĕтрĕ, çавăнпа пулас, анасласа чĕтресе те илчĕ, утнă çĕртен чарăнса, карăнкаласа та пăхрĕ. Ялан куçĕ умĕнче çаврăнакан формулăсене те манса кайрĕ.
Коридорпа икĕ этем ерипен утса çывхарни, пырса çитни, темĕн çинчен пăшăлтатса тăни сисĕнчĕ.
— Кĕрĕр, кĕрĕр! — терĕ те Якур Иванчă тĕпеле сулăнчĕ, чӳрече çумнех хĕсĕнсе, сĕтел çине хăрах аллипе таянчĕ, алăк еннелле çаврăнса тăчĕ.
Алăк уçăлчĕ, капкас тумлă çын кĕчĕ те куçĕсемпе каютăна йĕри-тавра хыпаларĕ.
— Юрать-и? Юрать пулсан, хатĕр — терĕ те вăл каялла чакрĕ, алăка çурăмĕпе тĕртсе çурма уçрĕ, коридорта тăракан хĕре [[I,216]] пек кăтартрĕ.
— Юрать, кĕрĕр, — Якур Иванчă алăк шăтăкĕ витĕр хĕрĕн камсул çакнă хăрах хулпуççине, хĕрлĕ тутăрĕн вĕçне кăшт курчĕ.
Ăна ертсе килнĕ арçын каялла чакса алăка яр уçрĕ, хăвăрт çаврăнса коридорпа утса кайрĕ. Хĕр тӳрĕ пăхма вăтанса каютăна ярса пусрĕ те чарăнчĕ, пуçне чикрĕ, çĕр тĕпне анса кайма хатĕрленнĕ пек хытса кайса тăчĕ.
Якур Иванчă та нимĕн чĕнмерĕ. Хĕрлĕ тутăрне хĕр чăвашла тирпейлĕ çавăрса, пит-куçне икĕ енчен те çуррине ытла пытарса çыхнă. Çамки çинче тутăр айĕнчен тухнă çӳç пайăрки çӳрен лаша çилхи пек палăрать. Майралла çĕленĕ, хура йӳн материрен тунă, чĕркуççи таран анакан тум ластанки хĕр çинче килĕшуллĕн курăнать. Çиелти тум айĕнче те сарахван, те майралла çĕлене кăвак кĕпе арки палăрать. Хĕр урисене хура хапрăк чăлхи, резинкăллă пушмак тăхăнна. Вăл вăтам пӳллĕскер, тӳрĕ станлă. Хулпуççисене персе тытса, пĕчĕкçĕ, кăшт кăна палăракан кăкăрĕсене вăтанăçлă хăпартса, урисене икĕ еннелле [[I,217]] пусса тăрать. Хĕрĕн пĕчĕкçĕ пит-куçĕ — шĕвĕр сăмси, типшĕм янах, шăрçа пек сăрă куçĕсем — тутăр айне пытаннипе тата пĕчĕкçĕн курăнать. Якур Иванчă хĕр куçĕнчен пăхасшăн пулчĕ, анчах хĕр пăхтармарĕ. Вăл куçне ялан аяккалла тартать.
«Ăçтан çав тери пысăк аскăнлăхĕ, мĕнле йĕркепе вăл чарусăр иртĕхме пултарать?» тесе шухăшласа илчĕ, сĕтеле пӳрнисемпе шаккакаларĕ Якур Иванчă. Унтан вăл сăмах пуçлама хăтланчĕ, чăваш иккенне малтанах пĕлтерес мар тесе, сăмаха вырăсла пуçларĕ.
— Ну, лар, хĕрĕм, хăна пул, мĕн ура çинче тăратăн? — терĕ вăл йăвашшăн.
— Юрĕ-ха... ларма ларăп та, малтан услови çапла пулмалла... — тесе хучĕ хĕр вырăсла, çурта пек тӳрленсе тăрса.
— Ак тата тупрăн... мĕнле услови? — чăннипех тĕлĕнчĕ Якур Иванчă.
— Вăтăр тенкĕ, вăтăр тенкĕсĕр юлмастăп, укçана малтанах памалла, манăн хуçа çапла хушрĕ... — текелерĕ те хĕр пуçне пĕшкĕртрĕ.
— Мĕнле хуçа? Вара эсĕ, тусăм, ху килесшĕн пулнă-çке, ху евчĕ янă вĕт? — тесе шарт сиксе, хыттăнах каларĕ Якур Иванчă.
Хĕр, Якур Иванчă çилленерех калаçма тытăннипе пулас, пуçне тата ытларах пĕшкĕртрĕ, тата темĕн калас пек тута-çăварне пĕркелесе илчĕ те урайнелле тĕллесе çапла каларĕ:
— Эпĕ хĕр мар та, таса. Чирлĕ мар... Нумай аскăнланса çӳремен. Старик пекки те пур манăн, мăшăр хăй каласа пачĕ пулĕ килĕшнĕ чух? — шăрçасене пĕррĕн-пĕррĕн кăларса пăрахнă пек сăмахсене çĕре тăкрĕ вăл. Хĕр вырăслах калаçрĕ-ха, такăнкаларĕ пулсан та, чиперех ăнланма пулать ăна.
— Старик тетĕн, мăшăру тетен, паçăр хăвах хуçа терĕн-çке? — Якур Иванчă тарăхса ура çине сиксе тăчĕ, хĕр çине çилĕллĕн пăхрĕ.
Хĕр шикленсе пĕр пусăм каялла чакрĕ.
— Салтăнма, çарамасланма хушатна... е тумланнă халлĕн те юрать-и?
— Ав лар çавăнта, ан салтăн! — терĕ Якур Иванчă, Ахванеç вырăнĕ çине кăтартса.
Хĕр вырăн енне çаврăнчĕ те Ахванеç шинелĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ, хăравçăлла-кăмăлсăрла йĕрмешрĕ.
— Вара эсир иккĕн-и? Пĕччен, терĕ-çке хуçам Юлташпа пулсан, эпĕ килĕшместĕп.
— Ну-ну, лар, ан хăра! — тесе каларĕ кăна Якур Иванча — çав вăхăтрах алăка Ахванес пырса шаккарĕ.
Хĕр чĕтресе ӳкрĕ, алăк патнелле туртăнчĕ.
— Каятăп, иккĕн тапăнатар пулсан, килĕшместĕп, юлмастăп, — тесе хăравçăллăн пăшăлтатса вăл алăк патне пычĕ. Якур Иванчă хĕре хулпуççинчен тытса каялла туртрĕ, ăна Ахванеç вырăнĕ çине ларма хушрĕ. Хĕр Якур Иванчă хыçне юлчĕ, каялла чакрĕ, куçне-пуçне ним тума пĕлмен пек тăмалантарса тăчĕ. Ахванеç пăрахса кайнине туйсан, Якур Иванчă каллех тĕпеле, сĕтел патне иртсе ларчĕ, хĕр çумĕнчен иртнĕ чух, ăна ик аллипе те хулĕсенчен тытса тĕртсе, Ахванеç вырăнĕ çине лартса хăварчĕ.
Ахванеç алăка тепĕр хут шаккама пикенсен, вăл ăна чăвашла ятласа тăкрĕ:
— Мĕн вĕтеленсе çӳрен. Кăштах тăхтама пултараймастăн-и? — терĕ.
Якур Иванчă чăвашла каласанах, хĕр питне-куçне аллисемпе хупларĕ те йĕрсе ячĕ.
— Чăваш пулчĕ иккен, тĕнче мăшкăлĕ... Кăна пĕлнĕ пулсан, вĕлерсен те килес çукчĕ.
Якур Иванчă ун патне пырса тăчĕ, ачаш сăмахсемпе хĕре йăпатма хăтланчĕ.
— Эпĕ чăвашшипе хурланатăн-и эс? Хамăр çын тесе савăнас вырăнне çукшăн макăрса айкашатăн, — текелерĕ вăл мĕн калассине, мĕн каламаллине хăй те чухласа пĕтереймен хавалпа.
— Намăс çав... Вырăс е мишер пулсан та, намăс та, чăваш пулсан, тӳсме çук, чун хуçăлать, — тесе ĕсĕклерĕ вăл, хулпуççийĕсемпе чĕтретсе, хытă туртăнса вырăн çинче йăваланчĕ.
— Ну, çитет сана çукшăн улашма, чарăн та иксĕмĕр чипер калаçăпăр, — тесе хĕре лăплантарма хăтланчĕ Якур Иванчă, анчах лешĕ чарăнми ĕсĕклерĕ.
— Йĕр, эппин, йĕрессӳ килсен... йĕрсе пĕтерĕн те канăн, чунна çăмăл пулĕ. Манран ан хăрă, эпĕ усал тумăп, — терĕ те Якур Иванчă вырăн çинче выртакан портфельне уçрĕ, блокнот кăларчĕ те ăна сĕтел çине хучĕ, ун çине кăранташ татăкĕ пăрахрĕ. Вăл, хурлăхлăн пăхкаласа, хĕр йĕме чарăнасса кĕтрĕ. Хĕр юлашкинчен макăрма чарăнчĕ, вырăн çинчен тăчĕ, тумне тӳрлет-рĕ, урисене урайнелле усрĕ.
— Мĕн ятлă эсĕ? Мĕншĕн чăвашпа тĕл пулнишĕн йĕретĕн? Мĕншĕн тарăхтарнă сана чăвашсем? — йăвашшăн ыйтрĕ Якур Иванчă.
— Марье ятлă эп... Чăвашран намăс çав. Чăвашсем тата усал та вĕсем. Пĕркун Чистайра пристань çинче çĕрле улталарĕç те, вĕлеретчĕç. Тырă миххисем хушшинче пĕр çын патне чĕнчĕç — виççĕн пулчĕç. Халĕ те урăлаймастăп. Тирпейлĕ çынсем пекех хăйсем, пуян тумланнăскерсемех, — тесе тавăрчĕ ăна хирĕç хĕр алчăраса пахкаласа.
Якур Иванчă сăмаха мĕнле пуçлас та мĕнле калаçса хĕр кăмăлне тунас, мĕн ыйтмаллине ыйтса тепчес тесе шухăшласа ларчĕ. Вăл: «Ку пачах пăсăлнă çын-ши е ирсĕр çул çине нушапа, [[I,218]] ӳкнĕ макăнь-ши?» тесе пуçне çăвăрчĕ.
Хĕр нимĕн те чĕнмесĕр ларчĕ-ларчĕ те канăçсăрланма пуçларĕ.
— Мĕн ларатăн? Мĕн тăвассине ту, çутăлать пулĕ, шурăмпуç палăрсан, Епхĕве çитсенех хуçа таврăнма хушрĕ, — тесе хучĕ вăл, сăмахсене ыратакан пырпа асапланса çăтнă пек çăткаласа.
«Ку, чăнах та, проститутка пек калаçкалать», тесе хучĕ Якур Иванчă хăй ăшĕнче. Çавăнтах иккĕленсе те илчĕ, блокнот çинчи кăранташне чĕтрекен аллипе тытрĕ, унпа хут çине чĕркелесе пăхрĕ.
Çав вăхăтра юнашар каютăра шăк-шак тунисем, этемсем Ахванеç шакканипе канăçсăрланса мăкăртатнисем илтĕнчĕç.
Якур Иванчă çав каютăри шăв-шава тăнласа тăчĕ-тăчĕ те сĕтел патне кайса ларчĕ.
— Ак тилĕ, чăнах скандал тăвать, ют çынсене канăç памасăр айкашать, шăхличĕ, — терĕ те чĕнми пулчĕ. Унăн пуçне: «Ку чăнтан проститутка е нехекрен нушапа ирсĕр çул çине ӳкнĕ мĕскĕн арăм?» — тенĕ шухăш вĕри пăшатан пек ăшаларĕ. Ахванеç шавласа ирттерсен, Якур Иванчă хĕре васкаварлă ыйтусемпе хупласа хучĕ. Хăйĕнчен мĕн ыйтнисене хĕр тĕплĕ шухăшлама ĕлкереймерĕ, пуçне мĕн килнине çеç хирĕç тавăрса каларĕ.
— Марье йăмăкăм, кала-ха тĕрĕссипе, ăçтисем эсĕ, хăш ялсем? — тесе ыйтрĕ Якур Иванчă, тăван çынпа калаçнă пек калаçса.
— Мĕн тăван ман ялпа — калаймăп. Ятăма та ăнсăртран çеç вĕçертĕм, — терĕ Марье.
Малалла калаçу çапла пулчĕ:
— Миçере ĕнтĕ эсĕ? Çирĕм тăватта пуснах тетĕн-и çав?
— Пĕлместĕп, маннă, хам миçерине хам та астумастăп. Ав, ватă кĕслеçĕ те хăй миçене çитнине пĕлмест.
— Вăл сан тăван мар, туртăм мар-çке, çапла-и? Мĕнле паллашрăн унпа?
— Çул çинче кăна паллашрăм çав. Эсĕ ăна ăçтан пĕлетĕн?
— Пĕлкелетĕп... Эпĕ эс пытарнисене те хăшне-пĕрне чухлатăп пулас. Эпир пĕр енчисемех мар-и-ха.
— Мĕн пĕлетĕн вара? Мĕн пĕлмелли пур вара пирĕн пек мĕскĕнсем çинчен?
— Эсĕ мĕнле те, çав мăшăру тени мĕскĕнех мар вара. Вăл хулара вĕренетчĕ. Эпĕ ăна витĕр пĕлетĕп.
— Пĕлетĕр те пулĕ çав. Вĕреннĕ те пулĕ çав. Эпĕ кăна, айванскер, çыру пĕлместĕп, çавăнпа çапла асапланса çӳреп ĕнтĕ.
— Çарăмсан таврашĕнче пулас вĕсен ялĕ. Мĕнлеччĕ-ха çав ял, аса илейместĕп?
— Кĕперпуç ятлă. Çарăмсан шывĕ çинче вăл. Аван та вĕт шывĕ, куççуль пек тăрă, тĕпĕ витĕр курăнать.
— Ĕлĕк тĕреклĕ пурăнатчĕç вĕсем... Арман тытатчĕç.
— Тĕреклĕ пулнă çав, тытнă çав... Эй, эпĕ мĕн пĕлетĕп? Ларатăп çука лĕпĕртетсе, тăмана.
— Хушамачĕ çавсен Питпав е Тупик пекчĕ пулас. Манăн, ав, çав сăран хутаçра кĕнеке пур, — ĕлĕкрех вĕсен хушаматне çырса хунăччĕ... Кĕнекене кăларса чăрманас килмест анчах...
— Çырнă-тăр çав, çырăр эсир, вĕреннĕ çынсем. Тен, Хусанта эсир пĕрле те вĕреннĕ пулĕ? Уртемей виç-тăватă çул кăна вĕреннĕ те, ĕçĕ тухаймарĕ ун, санран кĕçĕнрех пулмалла вăл, анчах йăнăшатăн эсĕ: вĕсем Питпав та мар, Тупик те мар. Вĕсен ăруне-несĕлне Питтимĕр теççĕ. Татă ватă асламăшĕн ячĕпе вĕсене Ухвинеç йăхĕ теççĕ.
— Кĕперпуçĕнче чаплă çынччĕ çав Питтимĕр Уртемейĕ. Юхăнчĕ иккен вăл та. Ăна та уратаран кăларса пăрахрĕç пулĕ. Самани çапла-çке, Марье йăмăкăм. Тĕнчипех халь çапла йĕрке пырать.
— Эпир маларахах каçрăмăр. Уртемей тахçан сиснĕ мĕн пуласса. Ак ĕнтĕ çӳретпĕр, йăвине çухатнă кайăк пек.
— Санăн мĕн çӳресси пур, Марье йăмăкăм? Вара вĕт сана Уртемей çумне сăнчăрпа кăкарман?
— Сăнчăрпа çыхман та çав, нуша кăкарать. Ăçта кайса кĕрĕп эпĕ, тăлăх-турат, çырăва та, нимĕнле ăсталăха та пĕлмен халăмпа?
— Эсĕ тăлăх çав. Санăн аçу-аннӳсем те выçлăх çулĕнче выçах вилмерĕç-и çав?
— Выçă вилчĕç çав, выçă. Эпĕ кăна вилеймерĕм, тĕнчере сĕрĕм кăларса çапкаланса çӳретĕп.
— Эсĕ Питтимĕр килĕнче ачаран тарçăра пурăнсаттăн. Çапах ху Уртемее мăшăр, старик тесе юптаратăн. Темĕн çукла хăтланатăн çав, Марьеçĕм?
— Кай, кай, ăçтан пĕлен эсĕ пурне те? Вĕреннĕ çынсем пĕлеççĕ çав вĕсем? Çапах та эпир тата нумай пуплешĕпĕр-ши? Ĕнтĕ шурăмпуç та улăхрĕ пулĕ.
— Вăхăт кĕскелет-тĕр çав. Шурăмпуçĕ хăпартăрах вăл. Тумалли ĕçĕмĕре тăвăпăр, — терĕ те Якур Иванчă сĕтел кутне пырса ларчĕ, кăранташĕпе вылякаларĕ, савăнăçлăн йăл та йăл кулчĕ. Хĕр те калаçнипе лăпланнă пек курăнчĕ. Унăн куçĕсем тĕксĕмленчĕç. Вăл йăл-йăл кулам пек те тукаласа илчĕ. Анчах унăн каллех тепĕр хут йĕрсе илмелле пулчĕ.
Якур Иванчă хĕре ялан сăмах вăлтас сăлтавпа, сăмах вăлтса çак пуçа çавăракан япалана ăнланас сăлтавпа калаçтарчĕ. Хĕртен вăл тĕрлĕ енчен ыйтса тĕпчеме тăрăшрĕ. Вара кĕслеçĕсем камсем иккенне те çителĕклĕ пĕлчĕ. Якур Иванчă çавна пĕлсен хăйĕн паçăр вирелле чĕрĕпленнĕ кăмăлне лăшт пусарчĕ, производствăри авари пек пуç çине нехекрен йăтăнса аннă историпе малашне аппаланса та ларас мар пек пулчĕ. Вăл пĕр енчен ытла савăннипе, тепĕр енчен Ахванеçе часрах тухса чĕнес, ăна çак ăнтан каймалли ĕç çинчен пĕлтерес сăлтавпа: малалла Епхĕве çитичченех формулăсемпе те пуçа çавăрас мар терĕ, илчĕ те блокнотпа кăранташне сĕтел çинчен пуçтарса портфельне каялла чикме хăтланчĕ, хĕре вăтăр тенкĕ парас та кăларса ярас тесе шухăшлама пуçларĕ. Вăл кĕсйине хыпаларĕ те виçĕ червонец кăларчĕ, сĕтел çине пăрахрĕ, хăй сăнавлăн хĕр çине пăхса илчĕ.
Хĕр укçана курман пекех ларчĕ-ха.
Якур Иванчă тăнă çĕртех икке пайланчĕ тейĕн. Вăл пĕрре сивĕ тарпа çӳçенчĕ, тепре вĕрипе пиçрĕ, пĕрре хăйĕнчен хăй вăтанса хуçăлчĕ, тепре, çиленсе, хăйне хăй те манчĕ. Каютара пĕр Якур Иванчă мар, икĕ Якур Иванчă тăраççĕ пек, пĕрне-пĕри çиес пек тавлашаççĕ.
— Э-эх Якур Иванчă, улпутлах айкашатăн. Хĕртен кирлĕ сăмах вăрласа чунна пусартăн та, вăтăр тенкĕ укçа парса пăрăнса юласшан-и? Эсĕ таса, тӳрĕ çын, мĕскĕнсене шеллетĕн, анчах çак канлĕхе, телейлĕхе укçа парса илетĕн-çке, — тесе ӳпкелешет пĕр Якур Иванчă.
— Мĕн тумалла вара манăн? Элле çак мĕскĕне тӳрĕ çул çине кăларас тесе хăтланмалла-и? Эпĕ Толстой геройĕ мар-çке, куççуль тăкакан народник те мар, эпĕ инженер, çуртсем тăватăп, никĕссем хыватăп, — тесе тарăхать тепĕр Якур Иванчă.
— Э-э-эх, Якур Иванчă, улпутлах айкашатăн çав. Эсĕ хăвна Толстой геройĕн ĕçĕнчен асла хуратăн. Хĕре эсĕ пăсман вĕт, санăн мĕн ӳкĕнмелли пур? Сан умăнта пĕр çын тепĕр çынна пусма тытăнсан та, эсĕ çыхланмăн, вăхăт çук, тийĕн, — тесе тавлашать пирвайхи Якур Иванчă...
— Мĕн тумалла вара манăн? Е çак хĕре: пăрах ун пек усал ĕçе тесе ӳкĕтлесе лармалла-и? Е, кĕслеçĕсемпе паллашса, вĕсене çĕнĕ йĕркепе пурăнма пулăшмалла-и? Вăхăтăм çук-çке, унтан тата мĕн усси пулĕ çапла айкашнинчен? — тесе тата ытларах çĕтĕлет иккĕмĕш Якур Иванчă.
— Э-э-эх, Якур Иванчă, интеллигентлах айкашатăн çав. Тĕнче усалĕ Уртемей чура тупнă, ăна улталанă та киленсе пурăнать. Эсĕ, таса алăллă-ураллăскер, паллах, çавăнта хутшăнма пултарайман. Эсĕ пысăк çын, мĕн аялта аппаланакансемпе çыхланмалли пур, — тесе хăртнăçем хăртать малтанхи Якур Иванчă.
— Мĕн тумалла вара манăн? Элле эсĕ мана йĕрлӳçĕ пулма, Уртемей хыççăн йĕрлеме, ăна та тӳрĕ çул çине кăларма тесе тăрăшса пăхма сунатăн-и? Эпĕ çаплах ухмахлансан, тата çынсем мĕн калĕç? — тесе юншăхланăçем юншăхлать тепĕр Якур Иванчă.
— Э-э-эх, Якур Иванчă, икĕ питлĕ çын пуль эсĕ. Хăвна совет инженерĕ тетĕн, парти çул-йĕрĕпе пыратăп тетĕн. Уртемее тыттарма пултараймастăн. Сан пеккисене çав ĕнтĕ тăватă алăллă теççĕ: икĕ аллу тусна ачашлать, икĕ аллу тăшмана çупăрлать, — тесе хучĕ леш Якур Иванчă.
— Мен тумалла вара манăн? Элле эсĕ мана Уртемей çинчен тĕпчесе çыру çырса пама хушатăн? — тесе йăнăшса ячĕ ку Якур Иванчă.
— Ара çав, ара. Васка вăхăту пур чухне. Ахванеç килсен, ун куçĕнчен мĕнле пăхăн? Эсĕ партире тăмасан та, хăвна активист тетĕн, — керлерĕ леш Якур Иванчă. Вăл вара портфельтен вăр-вар блокнотпа кăранташ туртса кăларчĕ, вĕсене сĕтел çине хучĕ, блокнотран пĕр листа татса илчĕ те çырма хатĕрленчĕ, Марьене малалла калаçтарма тытăнчĕ.
— Кĕперпуçне вырăсла мĕнле калатчĕç çав? Çармăсан районне кĕретчĕ-и-ха вăл.
— Мостовка, теççĕ. Çармăсан районне кĕрет, — терĕ Марье, пытаннă пек, тутăрпа пĕркенсе.
— Вырăсла сана мĕнле чĕнеççĕ?
— Мария Ивановна теççĕ. Мĕншĕн çыратăн эсĕ эп каланисене? — хăраса сиксе тăчĕ хĕр, Якур Иванчă кăранташпа çырма пуçланине курсан.
— Мĕн хăратăн? Эпĕ ахаль çыркалатăп, ялан çыратăп çапла. Манса каясран çеç вăл. Уртемее вырăсла Артемий тесе чĕнеççĕ пулĕ, ашшĕ ячĕ, хушамачĕ мĕнле-ши унăн? — тесе малалла çыпçăнчĕ Якур Иванчă.
— Артемий Ваçилчă, теççĕ. Хушаматне хут çине Питтимĕр тесе ӳкереççĕ. Аслашшĕ ячĕпе Андреев пулать вăл, — тесе каласа пачĕ Марье.
— Ну, вăт-вăт, сӳтĕлчĕ те ĕç. Уртемее пĕлтĕмĕр, санпа та паллашрăмăр. А вырăссем: мĕн çырнине пуртăпа та касма çук, теççĕ, — терĕ те Якур Иванчă йĕкĕлтесерех, хут çине тирĕнсе кăранташне хытă пусса темĕн çыркаласа хучĕ.
— Мĕн çыратăн эсĕ? Тархасшăн, ан çыр. Эпĕ сӳпĕлтетнине вырăна ан хур эс, — тесе сиксе тăчĕ Марье.
Якур Иванчă Марье çине тăрăхласарах пăхса илчĕ те çапла тĕртсе хучĕ:
— Çырăпăр, йăмăкăм, пурне те çырăпăр. Хуçу йĕркеллĕ çын мар сан, таркăн вăл. Эсĕ, çитменнине, хăвна унăн мăшăрĕ тетĕн. Çакна та çырăпăр, — терĕ те кăранташ тытнă аллипе хĕре кăшт юнаса та илчĕ.
— Аптранă енне старик тетĕп. Вăл манпа кăна пурăнмасть-çке, майрасем хыççăн сĕтĕрĕнме юратать. Каллех унпа кăна та мар эпĕ. Унăн ашшĕ малтан манпа пурăнсаччĕ, вăл, карчăкĕ вилсен, мана ачаллах пăсса ячĕ, — терĕ те Марье вырăн çине тĕшĕрĕлсе анчĕ.
— Ашшĕпе те, ывăлĕпе те... Мĕнле намăссăрсем! Мĕнле мăшкăл! — кăшкăрнă пек каласа хучĕ Якур Иванчă, хăй хĕрӳленнине хăй те сиссе илеймесĕр.
— Мăшкăл çав... тĕнче мăшкăлĕ, çĕрчĕ ман пуçăм çитĕнсе çитичченех.
Марье каллех ĕсĕклеме тытăнчĕ.
Якур Иванчă ĕнтĕ вăл йĕнине те пăхмарĕ, мĕн ыйтассине ыйтрĕ. Çапла тĕпченĕ май вăл йĕрекен Марьерен тата виç-тăватă япала пĕлчĕ. «Уртемей ашшĕ халĕ ăçта?» — тесе ыйтрĕ. «Пĕлместĕп. Хусана тытса кайнă, теççĕ. Эпир Уртемейпе маларах тартăмăр, мана вăл йăпатса илсе тухрĕ» тесе ответ пачĕ Марье. «Суккăр старик кам вăл? Ăçтан вăл сире çакланчĕ?» «Вăл ĕлĕкрех кĕсле каласа çӳрекен этем пулнă. Самар таврашĕсем. Уртемей ăна Çĕнкилейре тĕл пулчĕ, вара хăйпе пĕрле çӳреме хушрĕ», терĕ хĕр. «Малашне мĕн тăвас тесе йăпатать сана Уртемей? Ют хутпа кăна, ют çын ятне кăна йышăнса çӳрет пулĕ вăл?» — терĕ Якур Иванчă. «Урал тăвĕ урлă каçăпăр, Мияс теççĕ-и çав... çавăнта ӳкĕпĕр, укçа кăна тăвар — лаша илĕпĕр те старатель пулăпăр, ылтăн тăпри чавалăпăр, турттарăпăр», тесе йăпатать. Хальхи ячĕ унăн Униçĕм, çĕнĕ хушаматне пĕлместĕп», тесе каласа пачĕ Марье. Вăл ирĕксĕр пек çеç калаçрĕ.
Якур Иванчă çырма чарăнчĕ те Марьене виçĕ червонец тыттарчĕ, çурăмĕнчен лăп-лăп çупăрларĕ.
— Тăкаклăх ку сана. Уртемее ан пар. Çӳресен-çӳресен, хăш чухне çул пӳлĕнсе те ларать, Марье йăмăкăм. Пĕлсе çӳрес пулать. Куртăн-и эс: пĕр эртел чăваш ĕçе каять. Вĕсемпе пĕрлешсе ĕçлес кăмăлу пӳлсан, атя вĕсемпе, — тесе Якур Иванчă Марьене кăларса ячĕ.
— Ах, турă, мĕн пулĕ-ши? Тĕрмене хупмĕç-ши мана та? Ĕçрен эпĕ нихçан та тарман та, тиркемен те. Ĕçлекенсем хăйсем манран тарĕç. Ĕç хăй тиркĕ мана... Мĕн кăна курса вилмелле-ши? Пурăнатпăр çав, юхан-суран пек, тĕнчене йĕрĕнтерсе, — тесе такмакласа тухса кайрĕ Марье.
— Ĕçлекенсем никамран та тармĕç, ĕçĕ те никама та тиркемĕ, Марье тăванăм, — тесе Якур Иванчă алăка хупрĕ, йывăррăн сывласа, алăк патне Ахванеç вырăнĕ çине ларчĕ.
Хулпуççийĕсем çинчен патман йывăрăш япала илсе пăрахрĕç тейĕн. Тăн-пуçĕ тинех хăрушă пăтранчăк тĕлĕкрен хăтăлчĕ пулмалла.
Çапла пултăр ĕнтĕ. Пусмăрлă чура йăнăш çул-йĕр çине ирĕксĕр ӳкнĕ пултăр. Хăйĕнче айăп пулсан? Вăл хăй те аскăнлăхпа, наянлăхпа пиçнĕ пулсан? Ăна деформаци асачĕ хуçнă пулсан?» — тесе сĕмленме тытăннăччĕ кăна — алăк уçăлчĕ, Марье кĕчĕ, ерипен тĕпеле иртсе, червонецсене сĕтел çине пăрахрĕ:
— Айван эпĕ, намăса пĕлмесĕрех укçа илсе тухнă. Каçар ĕнтĕ тархасшăн мана, анкă-минкĕ тăманана, — тесе каялла çаврăнса тухса кайрĕ.
Якур Иванчă куçĕсем умĕнчен тĕтреллĕ пăнчăсем ирĕлсе пĕтрĕç. Вăл тăчĕ те йăл-йăл кулкаласа каллĕ-маллĕ уткалама пуçларĕ.
VI
Пăрахут, хăйпе хăй силленсе, ăмăрне мăнкăмăллăн малалла ывăтса, пристанъ патне çывхарчĕ. Тин кăна тухнă хĕвел шыв çине ӳркенчĕклĕн пăхкаласа, йăлтăркка урисемпе çĕр çине пусать, ту кукшисене, ешерсе çитнĕ-çитмен çăка вăрманĕсене ылтăн çутине пĕрĕхет, хула çурчĕсен симес-кăвак тăррисене, чиркӳсен-меçĕтсен шăвăç тăррисене куçа йăмăхтармалла вылятать.
Палуба çинче, решетке çумне таянса, симĕс ,шел пĕркеннĕ кăлкан çӳçлĕ хĕрпе çутă тӳмеллĕ этем тăраççĕ. Вĕсем ирхи пилпе куç умĕнчи иле-ме ытараймасăр пăхаççĕ. Вĕсен çывăхĕнче чечен тумланнă виçĕ йĕкĕт. Ехĕлтетсе кулса, ачасем ытти халăха хăйсем çине пăхтараççĕ. Кăмăллă вырăнта ларать-çке Ĕпхӳ хули, çав тĕлĕшпе сайра хула унпа танлашма пултарать.
Аялтан, инçе те мар, пристань таврашĕнче, вĕçĕмсĕр хăлăх пасарланать, унта-кунта чупкалать. Пăрахут ӳхĕрсе ячĕ, пĕрре такама ылхавлăн юнаса, тепре тарăхса йыхăрса уларĕ, пур уратăрана чĕтретрĕ. Кантур варринне этем йĕп чикме те вырăн хăвармасăр чăтлăхланнă. Пăрахут пырса çитрĕ — нимĕн ăнкарса илме çук шăв-шав пуçланчĕ.
— Эй, эсĕ, чалкăна меллерех ывăтса пар, каллех тивертсен, пуçна пăрăп, — тесе кăшкăрни илтĕнет пĕр тĕлте.
— Эсĕ ăçталла çул тытатăн? Стерлитамака тетĕн-и? Вара вĕт шыв чакма пуçларĕ, çурма çултан каялла таврăнмалла ан пултăр. Анса юлмалла пĕреххут, типĕ çулпа кайăн, — тесе ӳкĕтлесе çĕмĕрĕлни ян çурать тепĕр тĕлте.
— Эй, Иван! Хутаç, кĕпе-йĕм чикни, санпа-и? Эпĕ тупаймарăм, вăрламарĕç-и ăна? — тесе кăшкăрать пĕри тата тепĕр тĕлте.
Тухмалли-кĕмелли пăрахма ĕлкĕреймерĕç — пăрахут хĕрринче чăри-чари кăшкăрашни ян çурчĕ. Çывăхрах тăракан этемсем çаврăнса пăхма та ĕлкĕреймерĕç — пĕр арçын пăрахутăн нăрăс пек тăвăр хĕрринчен кантурăн вĕçĕнчи хĕррине ялт сикрĕ те, михĕ куписемпе пичкесем хушшинчен упаленкелесе, кантурăн тепĕр хĕрринелле тарса çухалчĕ.
— Тыт ăна, тыт! Вăрларĕ те, тарать вăл! — имшеркке ватă сасăпа çухăрса ячĕ çавăнтах пĕр этем. Унччен те пулмарĕ, çав пăрахутăн иăрăс пек тăвăр хĕрринченех пĕр хĕрарăм кантур еннелле ялт сикрĕ те кантур çине лекеймерĕ, шыва шаплатса ӳкрĕ.
— Путать вĕт, путать! Вĕрен ывтăр, шерте пăрахăр часрах! — тесе çухăрашма пуçларĕç кантур пуçне пырса çитнĕ этемсем.
— Сурăх кĕтĕвĕ пек айкашаççĕ, кĕпер пăрахасса та кĕтесшĕн мар, — текелесе тăчĕç малта Якур Иванчăпа Ахванеç. Вĕсене икĕ енчен çапса хĕссе хупланă та, вĕсем пуçĕсене те ниçталла пăркалаймаççĕ.
Кĕпере хыврĕç, этемсем кĕрлесе кĕпер урлă ыткăнчĕç. Ахванеç билетне те кăтартса чăрманмасăр, кантур патĕнчи çынсем хушшине чикĕнчĕ. Якур Иванчă ун хыççăн чăмрĕ. Ахванеçе вăл кантур пулĕмĕн кантăкĕ умĕнче хăваласа çитрĕ.
— Эх, Ахванеç, тарчĕ пулать леш усал. Каларăм сана унпа пĕрлерех тух тесе. Эсĕ ав: «Малтан тухса çулне пӳлетĕп», терĕн. Пӳлтĕн. Шыва чăмаканни Марье пулнă, хам куçна хам куртăм, — терĕ Якур Иванчă, куçĕпе хăйне кĕтсе илмелли çынсене шыраса.
— Мĕнле вара? Эхер те леш хурахĕ тарса ӳкрĕ пулсан, хама хам нихçан та каçармастăп, — терĕ Ахванеç тарăхса ним тăва пĕлмесĕр йĕри-тавра пăхкаласа.
— Ну, нумай ан чăрман. Ав мана кĕтсе тăраканнисем. Сан машину та курăнать ав, — терĕ те Якур Иванчă малалла сулăнчĕ.
— Билечĕсем, докуменчĕсем йĕркеллĕ пулĕ санăн? Вĕсене кăтарт. Манăн блокнот çыруне пар, хăй кайрĕ, те. Кирлех пулсан, службăран тата çырса ярăп, халĕ унпа çалланма вăхăтăм çук.
Якур Иванчă çынсем хушшинче çухалчĕ. Чăвашсем пăрахут çинчен кĕшĕлтетсе тухрĕç. Ахванеçе пырса сырчĕç.
— Эсир ав çав çулпа пырар. Куратăр-и, ав, Якур Иванчă карттусĕ палăрать? Ак леш яка сукмакпа улăхăр та чуллă çул çине тухăр. Ав леш мăкăльтетсе курăнакан машинăсем патне çитĕр, унта мана кĕтсе тăрăр, эпĕ час çитĕп, — терĕ те вăл чăвашсене ăсатса кантуртан кăларчĕ.
— Атя, матка, уттарар-ха ĕнтĕ çавăнталла. Çаврăнăç кайнă — çу хыпнă, пӳкле кайнă — пушă тытнă, теççĕ те, те тĕрĕс çав, те суя, — тесе, малтан хĕрлĕ чăваш утрĕ, ун хыçĕнчен ыттисем сулăнчĕç.
Ахванеç хурсем пек пĕр йĕрпе умлă-хыçла утакан чăвашсене «пĕрре, иккĕ, виççĕ... саккăр...», тесе суса илчĕ те кантур пуçне, Марье шыва ӳкнĕ çĕре, çитме пулчĕ. Çав вăхăтра курах кайрĕ: çӳлте, ту хĕрринче, виç-тăватă çын пĕр этеме тытнă та, танкăлтаттарса сĕтĕрсе, аялалла кантур патнелле илсе килеççĕ. Ахванеç тирĕнерех пăхрĕ: капкас тумлă этеме тытнă-мĕн. Ахванеçĕн тулашакан ăшчикĕ лăшт пулчĕ. Вăл хăй тĕллĕн кулса ячĕ. «Эх, ăçта кăна çуралаççĕ-ши çавăн пек усалсем?» — тесе илчĕ те аслисем ларакан пӳлĕм кантăкĕ патнелле сĕкĕнчĕ. Пĕр самантра капкас тумлă сĕмсĕре те унта илсе пычĕç, çав вăхăтрах шывра шӳнĕ, шăнса чĕтрекен Марьене те, хул хушшине кĕсле хĕстернĕ, икĕ аллине икĕ кушил тытнă кĕсле калакан ваттине те çавăтса пычĕç.
— Тараймарăнам? Намăссăр, ĕмĕр çумра çӳренĕ еткер енчĕкне кăкăр çинчен çăлса илтĕн. Вăрă-хурах та çапла айкашмасть. Манăнне кăна мар, арăм тесе хавхаланакан Марьен пĕрле хунă укçине те енчĕкĕпе пĕрле вăрласа тарма хăтланнă, — тесе çĕтĕлчĕ старик, капкас тумлă этем еннелле юнаса.
— Пĕр пус укçасăр кăна мар, хутсемсĕр, паспăртсемсĕр те хăваратчĕ, укçапа пĕрле вĕсене те илсех кайнă вĕт-ха вăл, — тесе йĕрмешрĕ шăнса кӳтнĕ Марье.
Капкас тумлă çын аялалла тирĕнсе тăчĕ, нимĕн чĕнмерĕ, çынсем çине те пăхмарĕ. Йĕри-тавра тăракан этемсем патне милиционер тухрĕ те капкас тумлă çынна пӳлĕме илсе кĕчĕ.
— Лекрĕ кашкăр, тараймĕ ĕнтĕ, — текелесе, пухăннă этемсем саланма пуçларĕç.
Ахванеç тӳсеймесĕр вăр-вар шала кĕрсе кайрĕ, нумаях та тăмарĕ, кулкаласа каялла сиксе тухрĕ.
— Мĕн кирлине хăех каласа кăтартĕ. Пăрăнма çук. Эпĕ Якур Иванчă хутне те тыттартăм, вăл та свидетель, — тесе шăпăлтатрĕ вăл тухсан.
Часах Марьепе кĕсле ваттине чĕнсе кĕртрĕç те вăрах та тытмарĕç — каялла кăларчĕç.
— Ну, асатте, аппа, хăтăлтăр ĕнтĕ Уртемей куштанран, халĕ атьăр манпа пĕрле. Марье аппа ĕç ĕçлĕ, асатте кĕсле калĕ, пултарайсан, вут хутĕ. Кăмăлна килмесен, асатте, эпĕ сана çакăнта каялла та кӳрĕп, автомобильпех леçтерĕп, — текелерĕ çине тăрарах сасăпа Ахванеç.
— Çынсемпе пĕр чĕлхе тупаймасан, вара пире кам çăкăр парĕ? — тесе хирĕçлерĕç кĕсле ваттипе Марье, пĕр-пĕрин самахĕсене пӳлкелесе.
— Атьăр, атьăр. Эпĕ сирĕн умра ответла пулăп, — тесе хистенипех хистерĕ Ахванеç.
— Атя тетĕн-ха. Вĕт енчĕк те çук пирĕн, укçа, паспорт та çук, — тесе хăйăлтатса пăшăрханса илчĕ ватă кĕслеçĕ.
— Э, эпĕ астуман та. Енчĕке тавăрмарĕç-им çав сире? — терĕ те Ахванеç вăльт-вальт пӳлĕме кĕрсе кайрĕ, часах унтан енчĕк илсе тухрĕ.
— Ак енчĕкĕр. Çĕр аллă тăватă тенкĕ те вăтăр икĕ пус укçа унта. Çавăн чухлĕ пулнă пулĕ сирĕн? Ак хутăрсем, паспăртăрсем, пăрахут билечĕсем, — тесе Ахванеç енчĕке Марьене кăтартрĕ те кĕслеçĕ аллине тыттарчĕ.
— Ме, асатте, тыт хытăрах еткер енчĕкне. Кăкăру çумне çак та ан вĕçер ӳлĕмрен. Енчĕкре пурте тĕп-тĕрĕс, сирĕншĕн, çыру пĕлменсемшĕн, хам алă пусрăм. Малашне кĕслеçĕсене Уртемей мар, хам çавăтса çӳретĕп, тесе алă пусрăм, — тесе виртлесе те илеймерĕ Ахванеç — пăрахут ӳхĕрсе ячĕ, кантур çумĕнчен хăпса тăвалла сулăнчĕ.
— Ав, пăрахут та кайрĕ, билетăрсем те сая пулчĕç. Атьăр, утăр ман хыçăмранах, çитĕ шăнса тăма, пӳлĕннĕ çулăр уçăлчĕ сирĕн, — тесе вăл каякан пăрахут çине пăхса илчĕ, палуба çинчен пристань еннелле аллине сĕлтекен кăлкан çӳçлĕ хĕре юлашки хут курса юсанкаларĕ, унтан ерипен кантуртан тухса каяс пек, малалла ярса пусрĕ. Кĕслеçĕпе Марье вырăнтан хăпмасăр тăнине курса, вăл сасартăк кăшкăрсах илчĕ.
— Эй, мĕн шăнса тăратăр? Элле каллех пӳлĕме илсе кĕрессе кĕтетер-и? Илсе кĕрĕç те хупса лартĕç, тупата, хупса лартĕç, Уртемейрен уйрăлма пĕлмесен, — тесе вăл юри шавларĕ те малалла хуллен утрĕ. Кантуртан тухрĕ кăна — ăна хыçалтан лешсем хăваласа çитрĕç, ун хыçĕнчен хыçалтан ун сукмакĕпе утрĕç.
— Эсĕ мана вутă хутăн, терĕн. Вĕт манăн куç-пуç тĕреклех мар, эпĕ начартарах куратăп-çке, — тесе хучĕ кĕтмен çĕртен хыçра пыракан ватă старик.
— Мĕнле-ха начар куратăп тетĕн, эсĕ сĕм-суккăр пуль? — тесе тĕлĕнсе пăхрĕ те Ахванеç чарăнчĕ, çаврăнса старик çине тинкерсе пăхрĕ.
Старик пĕр шурă илнĕ, тепĕр тасарах куçĕпе пăхмаллипех пăхать.
— Вара эсĕ пăрахут çинче нимĕн курман пекчĕ-çке? Халĕ мĕнле тата куракан пултăн? — тесе сиксе çыпçăнчĕ ăна Ахванеç.
— Атăл çинче эпĕ, ачам, ĕлĕкрен суккăр, типĕ çĕр çинче кирек хăçан та кăшт куркалатăп. Нуша куçа уçтарать, шăллăм, нуша, — тесе йĕкĕлтешлĕн тĕксе илчĕ старик Ахванеçе.
Ахванеç тăнă çĕртех çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ те ахăлтатса кулса ячĕ.
— Ну-и мурсĕм эсир пурте, кĕслеçĕсем! Ах-ах-ах! Ах-ах-ахаах! Ăçта кăна çуралаççĕ-ши çавăн пек этемсем? — тесе вăл каçса кайсах кулчĕ.
Вара вĕсем Атăл çывăхне анакан чул çул çине утса тухрĕç, пĕр пысăк хуран пек вырăнта кĕпĕрленнĕ çынсемпе машинăсем патне пырса çитрĕç. Ахванеç Элексанăна Марьене çывăхри çырмана илсе кайса типĕ кĕпе-йĕм тăхăнтарма хушрĕ, хăй машинăсем хушшинче пĕр-пĕринпе калаçса тăракан Якур Иванчăпа пĕлĕш техник патне пычĕ те кантурта мĕн пулнине кĕскен каласа кăтартрĕ. Якур Иванчăпа лимузин кӳми ăшне кĕчĕç, шофер автомобиле çул тăрăх тусан тустарса хăваларĕ. Çăмăл автомобиль тапранса кайсанах Ахванеç йывăр турттаракан автомобиль кĕперĕ çине сиксе улăхрĕ, пурне те часрах лармă хушрĕ. Этемсем япалисене ывăтрĕç, майласа хучĕç хăйсем васкаса улăхрĕç. Пурте вырнаçрĕç. Старик япаласем хушшине кĕсле тытса ларчĕ. Марье Элексана çумне пĕр кĕтессе хăюсăррăн хĕсĕнсе çыпçăнчĕ.
Пурте çапла вырнаçсан, Ахванеç чĕвен тăчĕ, йĕри-тавра çаврăнкаласа пăхрĕ те çухăрса пăрахрĕ:
— Хĕрлĕ чăваш ăçта сирĕн? Ăçта унăн матки?
— Вĕсем кайрĕç. Çĕпĕрелле сулăнатпăр, вокзалалла утатпăр, текелесе кайрĕç, — тесе сĕрĕлтетсе илчĕç этемсем.
— Ах, хĕрлĕ эсрелĕ. Ахалех мар унăн арăмĕ те сăра чĕресĕ пек, — тесе эрленчĕ те Ахванеç машини çинче ларакан этемсене шутлама пуçларĕ.
— Пĕрре, иккĕ, виççĕ... А сана, асатте, çур çын виçине шутлас... улттă, çиччĕ, çиччĕ çурă. Хама шутламасан, çавăн чухлĕ. Мĕн кирлĕ тата пире? Хăвала машинăна, Абдул иптеш, — терĕ те вăл машина пуçĕнче ларакан пушкăрт каччине — шинельне хывса айне хучĕ. йывăр туртакан машина шăхăрса-ахăрса илчĕ те йынăшса-лăчăртатса тапранчĕ, чул çулпа хула тăрăх йĕри-тавра çил-тăвăл хускатса чупрĕ. Хуларан тухсан та вăл лимузин йĕрĕпех, Ишимпай таврашне илсе каякан çулпах çеçенхире тустарса чупрĕ.