Ятне илтме тахçан илтсен те,
Пулса курманччĕ ку тĕлте.
Çапах та инçетри килте
Памарĕ канăç аслă витĕм.
Сăртсем кармашнă пĕлĕте,
Кӳл тĕкĕрне курмашкăн килтĕм.
Шута кайса лараççĕ ретĕн
Сăртсен шап-шурă çамкисем.
«Мĕскер аса илеççĕ?» — тетĕн, —
Курни-илтни нумай, пĕлетĕн, —
Чи ăслă ватă пек вĕсем.
Пуç тӳпинчи кăтри те паллă:
Ем-ешĕл ешерет вăрман.
Вăл, халăх калашле, хăлхаллă,
Кайса курмасăр, кам курман!
Ку тăрăхра çӳренĕ Пушкин,
Çапла чап кӳнĕ çак яла.
Çав витĕме хуплаймĕ юшкăн,
Шусан та вăхăт малалла.
Кур: Вăхăт пурттипе тĕпретнĕ
Паркри шап-шурă кермене.
Этем ăс-тăнĕ пур. Вăл çитнĕ,
Шăварнă пурнăç калчине.
Çапла, йăлт пулнă... Пуç таятăн
Чи хаклă ишĕк никĕсне.
Халь урăх вăй кунта, туятăн,
Кивви, ав, ларнă чикĕнсе.
Каç-каç кĕрсе çӳрет яш-кĕрĕм,
Вылять-кулать çак шăплăхра.
Мĕн чухлĕ тĕс те ешĕл тĕрĕ
Куратăн авалхи паркра!