1
Апрель пуçламăшĕ. Хирте юр талккишпех выртать-ха. Вăл, каçхине пăрланса хытнăскер, çурхи хĕвел çутинче куçа йăмăхтарать. Ав ачасем юр çийĕнчех выляса чупса çӳреççĕ. Вĕсен ури вуçех путмасть, йĕрĕ те юлмасть. Вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть уй-хирĕн. Тĕнчере халь кирек мĕн те уйрăмах уçăмлăн палăрса тăрать. Инçетри катасем, йывăçлă ялсем хуп-хуран курăнаççĕ. Шоссе çулĕ хĕрринчи телефон юписем те, вĕсем çине карнă йышлă пралуксем те тĕп-тĕрĕс палăраççĕ. Шоссепе унталла-кунталла чупакан машинăсем тата... Инçетре-инçетре пулин те ывăç тупанĕ çинчи кăпшанкăсем пекех туйăнаççĕ. Тĕнче, пĕтĕм тавралăх хĕвелĕн çап-çутă, ылтăн-кĕмĕл шевлипе тулнă. Çав шевле чунлă пекех чĕтренсе, хускалса тăрать. Çуллахи пек ачашшăн, çепĕççĕн мар, сиввĕн, мăнаçлăн илĕртет хăй патне. Нина Сатлайкина хурала пуçланă çул тăрăх ял хĕррипе утать. Тĕреклĕ хул-çурăмлă, сарлакарах та илемлĕ питлĕ, пысăк хăмăр куçлă хĕр вăл. Кивĕрех кăвак çăм тутăрпа. Ана вăл çӳçне йăлтах хупласа çыхман. Лайăх тураса тирпейленĕ çӳçĕ мал енчен самай уçăмлăн курăнса пырать. Çӳçне икке уйăрнă тĕлте тӳп-тӳрĕ таса шурă йĕр выртать. Нина Сатлайкинăна ялти чи хитре хĕр теме çук. Юртукассинче ун пеккисем пур. Апла пулин те Сатлайкина çине çамрăксем пурте юратса, савса тинкереççĕ. Ваттисем те ун еннелле çаврăна-çаврăна пăхаççĕ. Мĕн илĕртет-ши вĕсене? Çакна, тен, хăйсем те ăнлансах çитеймеççĕ пуль. Çапах та кураççĕ, пĕлеççĕ: Нина Сатлайкинăн çынсене хăй енне туртакан асамлă, тĕлĕнмелле вăй пур. Халĕ Нина вĕçĕ-хĕррисĕр анлă уй-хире сăнаса, тинкерсе пычĕ. Çур аки пуçланасси пит инçех мар ĕнтĕ, çывхарнăçем çывхарать. Апла пулин те Нинăна вăхăт çав тери вăраххăн иртнĕ пек туйăнать. Унăн паянах, халех хире тухас килет. Тракторпа хăватлăн кĕрлеттерсе пырас килет. Акă унăн умĕнченех тăри вĕçсе çĕкленчĕ. Çуначĕсемпе çăмăллăн авăса-авăса çӳлерех те çӳлерех хăпарчĕ. Хăй çĕртен хăпнă-хăпман юрлама тытăнчĕ. Тин вĕçсе çитнĕ тăрисен юрри уйрăмах хаваслă, итленĕçем итлес килет.
Сатлайкина тракторсен паркĕ патне çывхарчĕ. Мастерскойĕнче тимĕр чанклатни, юсавçăсем пĕр-пĕрне кăшкăрса чĕнни илтĕнет. Нина хăйĕн тракторне юсаса пĕтерни чылай пулать ĕнтĕ. Хăй çавах мастерскойне кашни кун çӳрет. Ара, чунĕ чăтаймасть-çке. Килсен вара юлташĕсене пулăшма васкать. Тепĕр чухне сĕм тĕттĕм пулсан çеç килне таврăнать. Акă паян та ирех мастерскойне çитсе кĕчĕ вăл. Çуннă, ĕннĕ тимĕр шăрши сăмсана кӳ! килсе перĕнчĕ. Тахăшĕ тин çеç электрогазосваркăпа аппаланнă пулас. Авă сварщик Микулай хăй те курăнчĕ. Трактор айнех кĕрсе ларнă вăл. Кĕçех питне хӳтĕлекен питлĕхне хăпартрĕ. Ун çывăхĕнче симĕссĕн-кăваккăн çулăм ялкăшма тытăнчĕ, таврана хĕп-хĕрлĕ хĕлхемсем ыткăнчĕç. Тем пысăкăш пӳлĕм чăрлатса, шавласа тăчĕ. Нина сварщиксен ĕçне килĕштерет. Темле хавхалану, хĕрӳлĕх сисĕнет вĕсенче. Ĕçĕн чăн-чăн илемĕ курăннă пек туйăнать. Микулай тавраналла хĕлхем тăкрĕ-тăкрĕ те рычагне тепĕр еннелле пăрчĕ, тинех шăв-шав лăпланчĕ. Каччă пит çинчи питлĕхне туртса антарчĕ. Нина Сатлайкина еннелле тĕлĕннĕ пек тинкерчĕ.
— Эсĕ мĕн туса çӳретĕн каллех? — терĕ вăл.
— Çӳрес-ха. Килте епле ларăн? Çуркунне çитрĕ, — хуравларĕ Нина, вара йăл-йăл кулкаласа илчĕ. Кулнă чухне çĕнĕ юр пек шап-шурă та тикĕс шăлĕсем шакăрах курăнаççĕ.
Микулай сăмахне çăтрĕ. Çамрăк-ха вăл. Кăçал кĕркунне салтака каймалла. Хуп-хура кăтра сӳçлĕскер, Пуç тӳпинче — ула-чăла карттус. Çав пĕчĕкçĕ карттус ытла та кулăшла ларать. Утă капанĕ тăррине пăрахнă пĕр-ик сенĕк ыраш улăмĕ пекех. Ăна халь тесен халь çил вĕçтерсе ывăтассăн туйăнать. Çавăнпа Микулай урампа иртсе пынă чух карчăксем-мĕнсем, мучисем кăн! пăхаççĕ ун çине. «Карттусĕ вĕçсе каять ĕнтĕ çакăн. Вĕçсе каять», — теççĕ. Микулая лайăх чăмартанса, çирĕпленсе çитнĕ теме çук-ха. Хулпуççийĕсем хĕсĕкрех. Пичĕ типшĕм. Куçĕ вара... утмăл турат чечекĕ пек кăвак куçĕ пысăк та тунсăхлă. Уйрăмах Нина Сатлайкина çине тунсăхлăн тинкерет вăл. Паллах ĕнтĕ, нихăш хĕрпе те йĕркеллĕн, чун-чĕререн пуплешсе курман Микулай. Ахăртнех, нихăш хĕре те чуптуман. Хăй юратакан хĕрсене тĕл пулма та вăтанать, вĕсенчен аяккарах тарма, пăрăнма тăрăшать. Акă халĕ те Нина Сатлайкинăна курсан пĕр-ик сăмах каларĕ те урăх калаçма вăй-хал çитмерĕ унăн. Микулай каллех питне сварка питлĕхĕпе хупларĕ, ун тавра, малтанхи пекех, хĕлхемсем сирпĕне пуçларĕç. Нина унăн айванрах шухăш-туйăмне, чун-чĕрине ăнланать. Ăшра татах кулса илчĕ те малалла иртрĕ. Паллă ĕнтĕ: Микулайăн ачалăхĕ иртмен-ха. Ун çулĕнче такама та юратса пăрахма пулать. Хĕрпе юрату пирки пĕр сăмах та калаçмасан та çав хĕршĕн çĕрĕн-кунĕн çунма, асапланма пултарать ун çулĕнчи каччă. Каярахпа, çирĕмсенчен иртсен, вăтăр еннелле сулăнсан, хăех ăнланса илет вăл. «Ну, айван пулнă иккен эпĕ ун чухне», — тесе хурать. Çавăнпа Нина Сатлайкина Микулайпа ялти ытти çынсемпе калаçнă пек çеç калаçать, ун çине ытти çынсем çине пăхнă пек çеç пăхать. Нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл уншăн.
Сатлайкина слесарьсем патне çитсе чарăнчĕ. Вĕсем юлашки тракторăн двигательне вырнаçтараçсĕ. Болтсене-мĕнсене хытараççĕ. Нина та уçă ярса тытрĕ, слесарьсене пулăшма тытăнчĕ. Лешсем ăна ӳкĕтле пуçларĕç.
— Ан чăрман, Нина. Хамăрах, — терĕç вĕсем.
— Кунта тумалли нумай мар. Кĕçех пурте хатĕр пулать. Пĕтĕм трактора линейкăна тăрататпăр та пуçлăхсене рапорт паратпăр, — Нина çумнех пырса тăчĕ лутра та яланах тĕлĕрнĕ пек çӳрекен çамрăк. Чăннипе каласан, нихçан та тĕлĕрсе çӳремест вăл. Анчах пулать-çке, тем пирки çавăн пек курăнать. Мирун вăл. Мастерскойри пĕртен-пĕр токарь. Трактор пайĕсене, вĕсем темле кăткăс пулсан та, тума пултарать. Сатин спецовкăпа хăй. Халатăн кăкăр тĕлĕнчи пысăк кĕсйинче тахçанах çуталса якалнă штангенциркуль унăн. Çак ĕç хатĕрне нихçан та хăйĕнчен хăвармасть Мирун. Кирек ăçта кайсан та пĕрлех илсе çӳрет. Унсăр çывăрма та выртмасть тейĕн. Сатлайкина ун çине тинкерчĕ те каллех йăл кулса илчĕ. Мирун çакна асăрхарĕ.
— Мĕн йĕршетĕн эсĕ? — терĕ вăл.
— Ара, тем аса илтĕм-ха, — татах кулчĕ Нина.
— Э-эй! Хĕрсен, хĕрарăмсен темле шухăш та пулĕ, — пӳрнипе юнарĕ Мирун. Ун хыççăн каллех тĕлĕрнĕ пекпулса тăчĕ.
— Эсĕ, Мирун Мирончă, çав кĕсьери циркульсĕр пурăнма та пултараймастăн пуль. Ăна чиксе çӳремесен паллас та çук сана, хамăр çын тесе йышăнас та çук, — тутăрне тӳрлетрĕ Нина.
— Э-эй! Тем те калăн эс, — алне сулчĕ Мирун. Унччен те пулмарĕ — тĕрлĕ машинăсем, тракторсем хушшинчен çӳллĕ те яштака пӳ-силлĕ, сап-сарă кăтра бакенбарда ӳстернĕ, тăрăхла питлĕ, авăнчăк сăмсаллă Григорий Каюков килсе тухрĕ.
— Ну, мĕнлерех, тус-тăвансем? — аякранах ыйтрĕ вăл.
— Пурте йĕркеллĕ, шиттă-крыттă, — терĕç слесарьсем.
— Васкас пулать. Ĕнер правленире хытах лекрĕ мана, — терĕ Каюков.
— Мĕн теççĕ вара? Мĕн çитмест вĕсене? — трактор бригадин бригадирĕ еннелле кăн! пăхрĕ Мирун.
— Тупаççĕ вĕсем. Графика пăсрăр, юлса пыратăр теççĕ.
— Хе-е! Юлса пыратпăр апла. Запчаçсем тупса пачĕç-и вĕсем? Мĕн чухлĕ кĕтрĕмĕр. Çакăн çинчен каламаллаччĕ сан.
— Ăна хăйсемех пĕлеççĕ вĕсем. Каланин усси çук.
— Юрать-ха хам пулăшрăм. Пĕр-ик уйăх йĕркеллĕ çывăрса та курман эп. Унсăрăн... Халĕ хăрушлăх иртрĕ ĕнтĕ... Пурте чин-чином...
— Паян йăлтах пĕтеретпĕр-и? — пĕлесшĕн пулчĕ Каюков.
— Каç пулнă тĕле... Йăлтах, — терĕç слесарьсем.
Çак самантра Григорий Каюков трактор леш енче тăракан хĕре асăрхарĕ. Чим-ха, Нина Сатлайкина мар-и çав? Кĕркури тем пирки сасартăк именнĕ пек пулчĕ, пичĕ пĕçерсе кайрĕ. Слесарьсене татах тем каласшăнччĕ вăл, шарламарĕ. Мăк-мак тукаласа илчĕ те шăпланчĕ. Хăй именнине кам та пулин сисмерĕ-ши тесе унталла-кунталла пăхкаларĕ. Çук, сисни-мĕнĕ палăрмарĕ. Кĕркури кăштах лăпланчĕ. Вара çирĕппĕн, ним пулман пекех:
— Сатлайкина! — чĕнчĕ вăл. — Ман пӳлĕме кĕрсе тухха. Калаçмалли пур.
Çапла каларĕ те Григорий Каюков тӳрех хăй пӳлĕмĕ еннелле утрĕ. Ун пӳлĕмĕ пĕчĕкçĕ кăна. Пĕр тăйлăк-тайлăк сĕтел, икĕ пукан. Сĕтелĕ çинче ик-виçĕ хаçат, пĕлтĕрхи «Огонек» журнал тата пĕр папка. Папкине мазутлă-мĕнлĕ алăпах тыткаланă курăнать. Унта пӳрне йĕрĕсем, хура пăнчăсем-мĕнсем. Ку папкăра — трактор бригадин бригадирĕн пĕтĕм пурлăхĕ, пĕтĕм ĕçлĕ хучĕсем, кăтартусем-хушусем. Каюков пӳлĕме кĕнĕ-кĕменех сĕтел çинчи çӳп-çапа çĕлĕкĕпе сăтăрса ывăтрĕ. Вĕçĕ хуçăлса-татăлса пĕтнĕ шăпăрпа урайне шăлкаларĕ. Вара хуралса пĕтнĕ пукан çине, сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕ, тасараххине Нина валли хăварчĕ. Çак самантрах алăка шаккани илтĕнчĕ.
— Мĕн шаккаса тăмалли унта? Кĕрĕр, кĕрĕр, — терĕ Каюков хăйне мăнаçлăрах тытма тăрăшса.
Сатлайкина кĕчĕ. Пысăк хăмăр куçĕпе Кĕркури çине тинкерсе пăхрĕ. «Ĕçпех чĕнчĕ-ши ку е пустуй сӳпĕлтетсе ларма çеç кирлĕ пултăм-ши?» — вĕлтлетсе иртрĕ Нина пуçĕнче шухăш. Ара, тепĕр чухне ахаль кăна чĕнни те пулкаланă-çке. Тем пăлханатчĕ хăй, тем ăшталанатчĕ, анчах калаçни-мĕнĕ нимех те çукчĕ. Ун çинчен, кун çинчен тĕлли-паллисĕр пуплешетчĕ. Çавăн пек хăтланнăран-ши, Каюков малтан Нинăна ăнланма çук, çăтăр-çатăр çын пек çеç туйăна пуçланăччĕ. Каярахпа Сатлайкина хуллен-хуллен тавçăрса илчĕ. Ку апла-капла çăтăр-çатăр пулнинчен мар иккен, йăлтах урăххинчен... Çакна сиссе илсен Нина савăннă пек пулчĕ. Чун-чĕрере ăшă туйăмсем çĕкленчĕç унăн. Анчах çав вăхăтрах хăраса ӳкрĕ вăл. Ара, Кĕркури çемьеллĕ çын-çке. Икĕ ача унăн. Мăшăрĕ — Зоя Виссарова — ялти магазинрах ĕçлет. Сутуçă. Çутă сарă çӳçлĕскер. Таса шура питлĕскер. Мăнтăрлана пуçланă пулин те пĕвĕ-сийĕ чиперех. «Мĕн çитмест-ши Кĕркурие? Мĕншĕн хăйне урăхларах тыткалать вăл?» — час-часах Шухăшларĕ Сатлайкина.
— Ма ура çинче тăратăн эс? Лар, лар, — пуканне тĕксе пачĕ Кĕркури.
— Аптрамасть. Эпĕ ывăнман-ха...
Каюков вăш-ваш сиксе тăчĕ те Нинăна çурăмĕнчен тытса пукан çине тараватлăн, сăпайлăн лартрĕ. Хăй каллех малтанхи вырăна вырнаçрĕ. Вара икĕ аллине те сĕтел çине хучĕ. Аллисем вут тукмакки пекех пысăк. Шултра шăнăрĕсем, хулăн юн тымарĕсем уçăмлăн палăрса тăраççĕ. Паллах, ачаранпа ĕçпе пиçĕхнĕ çыннăн алли кăна çакăн пек патвар, тĕреклĕ пулма пултарать. Тăлăххăн çитĕннĕ Кĕркури. Вĕсем пĕр кӳршĕрех, пĕр урамрах ӳснĕ-çке. Çавăнпа Нина ун пурнăçне хăй пурнăçне пĕлнĕ пекех пĕлет. Кĕркури аллисене хускаткаласа илчĕ, пĕр-пĕринпе сăтăркаларĕ. Апла пулин те ним те шарламарĕ-ха. «Ниушлĕ каллех пустуй вăхăта ирттермелле унпа?» — тарăхма тытăнчĕ Сатлайкина. Вăл халех пукан çинчен хăпăл-хапăл сиксе тăрса çак тăвăр, тусанлă пӳлĕмрен тухса ыткăнма та хатĕрччĕ ĕнтĕ. Çук, тухса ыткăнмарĕ-ха. Кăшт кĕтсе пăхас терĕ. Тен, кирлĕ ĕçпех чĕнчĕ? Сăмах пуçлама çеç мел тупаймасăр тăрать пулĕ-ха халĕ вăл.
— Мĕн турткаланса ларатăн? Кала, — терĕ Сатлайкина.
— Калатăп, — тинех чĕлхи уçăлчĕ Кĕркурин. — Пĕлетĕн-и, мĕн пирки чĕнтĕм сана? Çук, пĕлейместĕн. Малтан санпа канашласа пăхам-ха терĕм. Нарядсăр тӳлевпе ĕçлени çинчен илтнĕ-и эсĕ? Сделыцинăпа-мĕнпе мар, ахалех... Нимсĕр...
— Мĕнле «нимсĕр»? — тĕлĕнчĕ Нина.
— Вăт, çăвĕпех çапла нимсĕрех аванс илсе пыратпăр та кĕркунне йăлт шутласа пăхатпăр. Еплерех тыр-пул ӳстерне, мĕн хака ларнă пирĕн ĕç? Вăйлă тыр-пул ӳстернĕ пулсан ĕç укçи те, преми те ытларах лекет...
— Таçта, тахăш хаçатра вуланăччĕ ун çинчен...
— Кунта кăткăслăх ним те çук. Хамăр колхоза мĕн чухлĕ усă кӳнĕ, çавна кура тӳлеççĕ пире ĕç укçи. Çавăçес. Унсăрăн тепĕр чухне мĕнле пулса тухать-ха? Кам нормăна ытларах тултарать, укçине те çав ытларах илет. Хăвах чухлатăн, кун пек чухне нормăшăн çеç хыпса çунасси те пулкалать. Нумайрах сотăй тăвас тесе кĕрлеттеретпĕр кăна. Çил-тăман кăларатпăр. Ара, норма укçа-çке. Тыр-пул епле çитĕнесси çинчен, вăл пӳлмене еплерех кĕресси çинчен теприсем аса та илмеççĕ. Эй-эй, тепĕр тесен, хамăр та çавăн пек шутланă-çке. Тĕрĕс тетĕн-и эс сакна? Мĕнле, сан шутупа?
Сатлайкина малтан ав пустуй сăмах сеç пуласран шикленнĕччĕ. Халĕ ак тĕлĕнсех кайрĕ Григорий Каюковран. Ăстан килсе кĕнĕ ун пуçне çак шухăш? Правленире каланă-ши? Тен, хăех çакăн пирки çирĕп тĕллев тытнă? Нина ăна-кăна хальлĕхе ăнкарсах та çитеймерĕ. Çапах та çак шухăш илĕртрĕ ăна. Мĕн каласси пур. Тепĕр чухне урра-паттăрла тăрăшатпăр-çке эпир. Кайран мĕнле тыр-пул пухса кĕртесси çинчен шухăшласах та каймастпăр. Çĕнĕ меслет, паллах, чăлах чунлă çынсене çирĕп ярса тытать. Укçашăн кăна хыпса çунакан йĕксĕксене хытах пырса çапать. Çапах та Нинăна хăратаканни те пулчĕ ку шухăшра. Ăçтан пĕлĕн-ха? Тем тусан тем килсе тухĕ? Çăвĕпе тăрăшăн-тăрăшăн та, тырри аран-аран, каюллă-мĕнлĕ ӳскелесе ларĕ. Мĕнле калас, çанталăка çĕнтерме вăй-хăват çитейĕ-ши хальлĕхе? Е уяр, вĕри çанталăк тыр-пула ĕнтсе ярсан, е вĕçĕ-хĕррисĕр çумăр лӳшкеме тытăнсан... Вара мĕн тумалла-ха? Ларса йĕмелле-и? Укçасăр-нимсĕр тăрса юлмалла-и? Паллах, аккордлă тӳлесе тăрĕç-ха малтан. Анчах мĕн-çке... Паллă... Ку укçа халиччен уйăхсерен илнине çитес çук. Юрĕ. Ку çаплине çаплах тейĕпĕр. Пурпĕр урăххи кирлех пек. Тем чăрмалать чуна. Ара, çакă та асаплантарать-çке. «Сдельщина» текенскерпе укçине парасса парасçĕ-ха. Тыррине вара... тыррине йĕркеллĕ ӳстереймесен намăс мар-и? Шухăшлаттармасть-и? Патшалăх укçине ахалех илнĕ пек килсе тухмасть-и ку? Паллах, çавăн пек килсе тухать. Нина Сатлайкинăн пуçĕ пăтрашăнсах кайрĕ темелле.
— Çук, тӳрех татса калама пултараймастăп, — сулкаларĕ вăл пуçне.
— Тĕрĕс. Тӳрех татса калама кирлĕ те мар. Шухăшласа пăх. Юрать-и?
— Аха, юрать.
— Апла эпĕ хальлĕхе бригадăри çынсемпе пуринпе те уйрăммăн-уйрăммăн калаçса пăхам-ха. Унтан пĕрле пухăнăпăр.
Çакăн пек калаçу пулчĕ бригадирпа трактористка хушшинче. Сатлайкина пӳлĕмрен тухрĕ. Мастерскойĕнче каллех слесарьсемпе, токарьпе калаçкаласа илчĕ, вара килнелле тухса утрĕ. Малтан каллех ял çуммипе каймалла пулчĕ. Аслă çул хĕрринчи магазин патĕнчен иртрĕ. Тем пирки магазина кĕрсе Каюков арăмне курас килчĕ унăн. Пур енчен те лайăх пек-çке вăл. Кĕркури мĕншĕн аяккалла туртăнать-ха унран? Мĕн çитмест ăна? Çакна пĕлес, ăнланса илес килчĕ. Магазин еннелле пĕр-икĕ утăм ярса та пуснăччĕ вăл — чарăнса тăчĕ, каялла çаврăнчĕ. «Мĕн тума кирлĕ-ха мана вĕсен хушшине кĕни? Эпĕ кирек мĕнле пулсан та вĕсен çемйине аркатас çук. Мана вĕсем кирлĕ мар», — шухăшласа илчĕ Нина. Вара тем пирки ассăн сывларĕ те малалла вĕçтерчĕ. Уй-хир халĕ те çурхи хĕвел çутипе йăлтăртатса, çиçсе тăрать-ха. Тӳпе çӳллĕ те сенкер. Çӳл тӳпере тăрисем калама çук хавассăн юрлаççĕ.
2
Сатлайкинсем йăмраллă урамра, Анчăк çырми хĕрринче, пурăнаççĕ. Уй хĕрринчен тăваттăмĕш кил — вĕсен килĕ. Урамалла виçĕ чӳречеллĕ çӳллĕ чул çурт. Ку çурта Нина ашшĕ Горький облаçĕнчи вырăс ялĕсенчи çуртсем пек тунă. Ара, кирек кам та асăрханă пуль ĕнтĕ: унти чылай ялсенче ирĕк, çӳллĕ çуртсем лартаççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ кирпĕчпе питĕ хитре купалаççĕ. Урамалла çӳллĕ крыльцасем кăлараççĕ. Пӳрт карнисĕсене, чӳрече хашакĕсене, крыльца тăррисене тĕрлĕрен эрешсемпе илемлетеççĕ. Нина ашшĕ, паллах ĕнтĕ, çуртне, крыльцине чăваш тĕрри-эрешĕпе илемлетнĕ. Çуталса, çынсене хăй патне чĕнсе ларать çак çурт. Ун çине иртен-çӳрен киленсе пăха-пăха илет.
Нина ашшĕ вилни нумай пулмасть-ха. Икĕ çул кăна иртрĕ унтанпа. Вăрçă суранĕсем тӳнтерчĕç ăна. Çынни тĕреклĕччĕ, чăваш юманне асилтеретчĕ пĕвĕ-кĕлетки. Хуйхи-суйхине те, савăнăçне те пайтах курнă пуль. Астăвать-ха Нина: пĕрремĕш хут хăй тĕллĕн тракторпа çӳреме тытăнсан ашшĕ мĕн тери савăнчĕ уншăн. Куçĕнче çап-çутă тумламсем йăлтăртатса çуталчĕç. Вăл вĕсене, савăнăç тумламĕсем пулин те, кăтартасшăн пулмарĕ. Тепĕр еннелле çавăрăнса тăчĕ те: «Куçа çӳп кĕчĕ-ши манне...» -— текелесе шап-шурă тутăрпа чылайччен сăтăркаларĕ. Çакна Нина, паллах, нихăçан та манас çук.
Нарядсăр ĕçлес пирки Сатлайкина халь кашни кунах шухăшларĕ. Апла та капла виçсе пăхрĕ çак меслете. Тĕрлĕ енчен курма тăрăшрĕ ăна. Чăнах, сдельщинăпа ĕçлеме хăнăхса ӳснĕ-çке пирĕн çынсем. Колхоз пуçланнăранпах... Пирĕн чун-чĕрене, юна кĕрсе вырнаçнă çак меслет. Çавăнпа унран хăпма ансат мар. Унпа уйрăлни чун-чĕререн темĕскер, питĕ кирлĕ япала, ватăрса пăрахнă пекех туйăнать. Нормăсăр-мĕнсĕр мĕнле укçа илме май килтĕр-ха тесе калас килет. Аккордлă-премиллĕ теççĕ-ха ĕнтĕ... Мĕнлерех япала вăл аккордлă-премиллĕ тени?.. Паллах, çынсене, колхоза ырă тума шухăшласа кăларнă-ха ăна. Анчах пурпĕрех хăратать-çке, шиклентерет. Тен, вăл уй-хир çыннисемшĕн ниме тăман ют япала кăна. Тĕнчере пурне те пĕр калăппа виçме çук çав. Пĕрисене юрать çав калăп, теприсене юрамасть. Тĕллевĕ лайăх унăн. Питех те лайăх. Апла пулсан хăтланса пăхас... Тен, вырăнлă килсе тухмĕ-и? Вырăнлă пулмасан — кам чарать пире? — халичченхиллех, хамăрлах шатăртаттарма тытăнар. Çапла, Нина Сатлайкина пуçне тем тĕрлĕ шухăшсем те киле-киле капланчĕç.
Хĕрĕ тем пирки шухăша кайса çӳренине Марук кинемей сисрĕ-ха. Апла пулин те ун пек-кун пек ним те шарламарĕ. «Ӳссе çитнĕ хĕрĕн тем те пулма пултарĕ. Сĕкĕнес мар ун хуйхи-суйхи патне», — тесе шутларĕ вăл.
Тепĕр эрнерен бригадăри механизаторсем пурте колхоз председателĕн пӳлĕмне пухăнчĕç. Кунта çап-çутă та хăтлă. Урайĕнче кавирсем. Пӳлĕм йĕри-тавра та, пысăк сĕтел çуммипе те çемçе пукансем лартса тухнă. Трактористсем сĕтел çумĕнчисем çине вырнаçрĕç. Кунта пурте лайăх тирпейленсе, тумланса килнĕ. Вĕр çĕнĕ костюмсемпе, галстуксемпе-мĕнсемпе. Те учительсем кусем, те инженерсем — малтанах чухласа илме те çук. Колхоз председателĕ Тихон Иванович Кайсаров тӳрех сăмах хускатрĕ. Аккордлă-премиллĕ меслетпе ĕçленин ырă енĕсем çинчен каласа пачĕ, трактористсене çав меслетпе ĕçлеме сĕнчĕ. Председатель ĕç-пуç тикĕссĕн, шăв-шавсăр пырасса шаннăччĕ пулас. Хăйне самай лăпкăн та мăнаç тыткаларĕ. Кукша пуçне, яланхи йăлипе, умлăн-хыçлăн ал лаппипе тӳлеккĕн сăтăра-сăтăра илчĕ. Ӳсĕрес килмен çĕртенех хыттăн, сывлăхлăн ӳсĕрчĕ. Ун хыççăн:
— Калаçăр. Сире сăмах паратăп, — терĕ. Сасартăк вăйлă шăв-шав çĕкленчĕ:
— Мĕнле-ха капла? Ним те ăнланмастпăр...
— Уйăхсерен, укçа еплерех парас тетĕр?
— Шăхăртса хăварни çес пулмасть-и ку?
— Кĕркунне мĕн чухлĕ тыр-пул пухса кĕртнипе хакласшăн-ха ĕçе. Вăкăр çăмарти татăлса ӳкессе кĕтнĕ пекçеç килсе тухмĕ-ши çак меслет?
— Хăш-пĕр çулсенче гектартан вăтăр пилĕкшер-хĕрĕхшер центнер тухать. Хăш-пĕр çул кушак матти кăна. Вара мĕскер?
— Уяр çанталăк килсе çапсан? Мĕн, катăк пĕр пуспа тăрса юлмалла пулать-и?
— Хăшĕ лайăх ĕçлет, хăшĕ начартарах. Çакна кам хаклать-ха? Пурне те пĕр виçепе картас тетĕр-и?
— Май килмест пуль капла. Шăхăрса юлатпăр эпир.
— Тен, май та килĕ, мекĕрленсе пăхар-ха.
— Чăваш тытса пăхмасăр ĕненмест теççĕ. Тытса пăхар-ха ăна...
— Ха! Тытса пăхасшăн тата. Калăр-ха, мĕн пур унăн тĕкĕнсе пăхмалли? Нарячĕ-мĕнĕ те çук та.
— Кайран пулать, кайран... Тыр-пулне ӳстерсен.
— Да-а, тĕрĕсех пуль ку шеремет меслечĕ... Нумайччен тавлашрĕç трактористсем. Сăрмулат Павăлĕпе Еккĕм Иванĕ пĕр-пĕринпе хирĕçсех кайрĕç. Пĕри çĕнĕ меслетшĕн, тепри — ăна хирĕç. Пĕри — ĕçлетпĕр тет унпа, тепри — çук, кирлĕ мар тет. Пĕри теприне ăнланмастăн эс тет, тепри — эс ытлашши лайăх ăнланатăн тет.
Юлашкинчен çапах та çĕнĕ меслетпе ĕçлесе пăхма шут тытрĕç. Май килет-и, май килмест-и, тĕрĕслесе пăхар терĕç. Çакăн хыççăн пуху саланчĕ.
Нина Сатлайкина урама тухса килĕ еннелле утма хатĕрленнĕччĕ, ун çывăхĕнчех Кĕркури сасси илтĕнчĕ:
— Каяр-и эппин. Пирĕн иксĕмĕрĕн çулсем пĕр еннелле вĕт, атя, — терĕ вăл.
Нина тем пирки шартах сикрĕ. «Мĕн тума маларах тухмарăм-ши? Вара Кĕркури курса та юлаймастчĕ мана», — шухăшларĕ вăл. Халĕ ĕнтĕ ним тума та çук. Нинăн Кĕркурипе юншарах утмалла пулчĕ. Йывăр та килĕшӳсĕр пек туйăнчĕ ăна Каюковпа юнашар пыма. Çынсем тем шухăшласран именчĕ. Тепĕр чухне çапла-çке. Пĕр-пĕр çынпа кăштах юнашар утса пырсан та хăш-пĕр этемсем тем те сӳпĕлтетме тытăнаççĕ. Чĕлхи кĕçетет вĕсен. Кама та пулин чăмламаллах чун каниччен. Уйрăмах ялта çакăн пек сăмах-юмах сараççĕ. Çынпа, паллах, çăвара шыв сыпнă пек, ним чĕнмесĕр пыма сук. Кĕркурипе Нина та пĕр-пĕринпе чиперех шăкăл-шăкăл калаçрĕç.
Тӳпене пин-пин çăлтăр тухса тулнă. Мĕл-мĕл çунса, чĕтренсе тăраççĕ, çĕнĕ уйăх тунă иккен. Кĕмĕл çурла пек тап-таса та питĕ усçăн курăнать. Урамри çӳллĕ йăмрасем лăпкăн тĕлĕреççĕ. Хутран-ситрен ыткăнса килекен çил кăна вĕсен вĕтĕ турачĕсемпе тем калаçса, чашкăра-чашкăра иртсе каять.
— Сирĕн пата кĕрсе тухманни чылай пулать ĕнтĕ. Аннӳ чиперех çӳрет-и? — ыйтрĕ Кĕркури.
— Çӳрекелет-ха. Атте вилни хытă хуçса хăварчĕ ăна.
— Çапла пуль çав. Вăхăтсăр çĕре кĕмелле пулчĕ аçун. Ырă çынччĕ...
— Вăрçă пĕтерчĕ ăна...
— Тĕрĕс. Чарăннăранпа нумай çул иртрĕ пулин те вăрçă çаплах çынсене иле-иле каять.
Вĕсем пĕр кăна каллех ним те шарламарĕç. Йăмрасен вĕтĕ турачĕсем çийĕн тепĕр ăстрăм вичкĕн çил вирхĕнсе иртрĕ. Чашă-ăл! чашă-ăл! турĕç туратсем. Вĕсем витĕр курăнакан çурла-уйăх чĕтренчĕ, хускалчĕ, йăлт-ялт сиккелесе илчĕ.
— Часах çур аки, — каласа хучĕ Кĕркури.
— Чун-чĕре уй-хире васкать, — тунсăхлăн пуплешрĕ Нина.
— Каччăсем пур-и санăн? Мĕн, каччăпа çӳренине курмастăп эп сана, — кĕтмен çĕртен персе ячĕ Каюков.
— Те пур вĕсем, те çук, — çаплах тунсăхлăн калаçрĕ Сатлайкина.
— Тупас пулать.
— Çĕрте выртмаççĕ-çке вĕсем.
— Сан пек хĕршĕн такам та пур.
— Теплерех çав.
— Пăшăрханма кирлĕ мар.
— Эпĕ нимĕн чухлĕ те пăшăрханмастăп. Тупăнсан — тупăнаççĕ, тупăнмасан — çук. Ик айкки те тăвайкки, — кулса ячĕ Нина.
Вĕсем хăйсен тăкăрлăкне çитрĕç. Кунта çуртсем пĕр енче кăна. Сатлайкинсен çурчĕ уй хĕрринчен тăваттăмĕшĕ, Каюковсен — çиччĕмĕшĕ. Çавăнпа Кĕркурин Нинăсен тĕлĕнченех иртсе çӳреме тивет. Акă вĕсем çӳллĕ чул çурт патне çывхарнăçем çывхарчĕç. Анчăк çырминче çурхи шыв шавласа юхать. Çуркунне чăннипех хăватлăн килсе çитнине пĕлтерет. Çырма хĕрринчи йăмрасен тăрринче тăршшипех курак йăвисем. Каçхине пулин те туратсем çинче чăштăр-чăштăр тутарни, хуллен, ыйхă тĕлĕшпе-ши, краклатса илни илтĕнчĕ. Çурхи шыв вара кĕрлет, кĕрлет.
— Ман кĕрес пулать. Чипер кай, — терĕ Нина, вара хапха патнелле ыткăнчĕ.
— Чим-ха, кăшт тăхта, — чĕнчĕ ăна Кĕркури.
— Çук, юрамасть. Çынсем тем калĕç.
— Темĕскер мар. Пĕр-ик сăмах каламалли пурччĕ сана. Нина чарăнса тăчĕ. Кĕркури ун умне çывхарчĕ. Каçĕ самаях çутăран Каюков пĕвĕ-сийĕ, сăнĕ-пичĕ чиперех палăрать. Çӳллĕ те яштака пӳ-силлĕ вăл. Тăрăхла пичĕпе авăнчăк сăмси те аванах курăнаççĕ. Мĕн пирки сăнаса, тинкерсе пăхрĕ-ха ун çине Нина — çакна вăл хăй те ăнлансах çитереймерĕ. Вара сасартăк пуçне урăх еннелле пăрчĕ. Иккĕшĕ те шăп тăнăран ĕнтĕ çырмара çурхи шыв шавласа, кĕрлесе юхни питĕ уçăмлă илтĕнчĕ халь. Кураксем каллех туратсене чăштăр-чăштăр тутарчĕç. Тĕнче темле çĕнĕ хавхаланупа, çĕнĕ вăй-хăватпа тулнă пек туйăнчĕ. Çуркунне çапла-çке, чун-чĕрере хаваслăх çĕкленет, пурнăç хастарлăхĕ ӳсет. Пĕрремĕш чечексем тухасса, курăк ешерессе кĕтетĕн. Куккук авăтнине, Анчăк çырми леш енчи хăвалăхра шăпчăксем туй тунине итлес килет. Нина пуçне Кĕркури еннелле пăрмасăрах:
— Эсĕ тем калама пултăн-çке. Ма шарламастăн? — терĕ.
— Мĕн-ха... Калатăп... Мĕн... — мăкăртатрĕ Кĕркури.
— Ман ура шăнчĕ. Часрах, — пушмакĕсене пĕр-пĕрин çумне шаккаса илчĕ Нина.
— Сăмахĕ... мĕн... çапла... — каллех пӳлĕнсе ларчĕ Кĕркури.
— Юрĕ. Тепĕр чухне... — хапхана чăнкăр-чанкăр тутарса уçрĕ те килне кĕчĕ Нина.
Григорий Каюков пĕчченех тăрса юлчĕ. Чылайччен йăшăл та хускалмарĕ. Çырма малтанхи пекех шавларĕ, кĕрлерĕ. Кураксем те туратсене паçăрхи пекех чăштăр-чăштăр тутарчĕс. Çĕнĕ уйăх анма хатĕрленнĕ. Çурла вĕсĕ халь-халь хире тăрăнас пек тăрать. Пин-пин çăлтăр ăна ăсатма пухăннă. Кĕркури сасартăк ыйхăран вăраннă пек пулчĕ. «Çынсен хапхи умĕнче мĕн туса тăратăп-ха эп? Ухмаха ертĕм-и?» — шухăшласа илчĕ вăл. Вара кирза аттипе кӳлленчĕксенчи шыва чăлт-чалт! сирпĕте-сирпĕте, вăрăммăн яра-яра пусса килнелле утрĕ. Килне çитсен пӳрте хуллен, васкамасăр кĕчĕ. Арăмĕ те, ачисем те çывăраççĕ. Вăл ачисем еплерех çывăрнине пырса итлерĕ. Тикĕссĕн сывлаççĕ. Кĕркури вĕсене саврĕ те лайăхрах витсе хучĕ.
Хăй вара майĕпен салтăнчĕ, диван çине тăсăлса выртрĕ. Ыйхă килмерĕ унăн. «Мĕнлерех çавăрăнса пырать-ши манăн пурнăç? — асаплăн шухăшларĕ вăл. — Пурте лайăх пулмалла ĕнтĕ. Пур енчен те çителĕклĕ темелле. Çапах та тем кӳрентерет, асаплантарать. Ачасене юрататăп. Арăма та хурламалла мар. Сăнĕ-пичĕ те пур. Чĕлхи-çăварĕ те çыпăçуллă. Апла пулин те чун-чĕре вырăнта мар. Мĕскер пулса иртет-ха ăш-чикре? »
3
Паян трактористсем хире васкарĕç. Нина Сатлайкина чун-чĕри тинех вырăна ларчĕ темелле. Кăмăлĕ лайăх. Питĕнче ăшă кулă выляса тăрать. Чăн-чăн уяв уншăн паян. Трактор рульне çирĕппĕн тытса пырать вăл. Тимĕр учĕ тикĕссĕн, лайăх ĕçлет. Нина вĕçĕ-хĕррисĕр анлă уй-хире хĕпĕртесе тинкерет. Халĕ вĕсем сĕлĕ хирне культиваци тăваççĕ. Сĕлĕ — ир акмалли тыр-пул. Çавăнпа унăн хирне те çĕр пиçнĕ-пиçменех хатĕрлес пулать. Бригадăри тракторсем пурте пĕрле ĕçлеççĕ. Пĕрин хыççăн тепри карталанса пыраççĕ. Капла пĕрле ĕçленин усси пур çав. Горючи таврашне вăхăтра илсе килме те меллĕрех. Трактор чарăнса ларас-мĕн пулсан ăна хăвăрт майлаштарса яма та лайăхрах. Ара, ху ăна-кăна тавçăрса илеймесен юлташсем юнашар-çке.
Нина Сатлайкина час-часах каялла çаврăна-çаврăна пăхрĕ. «Культиваторсем чиперех-и? Шăйрăксем-мĕнсем ан юлччăр, — шухăшларĕ вăл. — Ара, çĕнĕ меслетпе ĕçлеме тытăнтăмăр-çке. Халĕ пĕтĕм чыс-хисеп, телей тыр-пул еплерех ӳснинчен килет. Тĕп кăтарту — йĕтем. Çавăнпа норми-мĕнĕ те çăва патне... Ним тума та кирлĕ мар. Мĕнпурĕ те пахалăх... Пахалăх вăл — тырă амăшĕ, тырă патши... Апла пулин те хăвăртлăха та манма юрамасть. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ».
Нина тракторĕ малаллах ыткăнать. Бригадăри ытти юлташсен тракторĕсем те малалла тикĕссĕн шăваççĕ. Танксем пекех хăватлăн пыраççĕ вĕсем. Чи малта Григорий Каюков тракторĕ. Ун çинче хĕрлĕ ялав вĕлкĕшет. Мухтавлăн, чыслăн вĕлкĕшет вăл. Ялав çине «Нарядсăр ĕçлекен пĕрремĕш бригада» тесе çырса хунă. Ку сăмахсенче — çĕнĕлĕх, пуçарулăх, вĕсем трактористсене сыхлануллă, тимлĕ пулма чĕнеççĕ. Хыçалта пыраканнисем çав ялава пурте лайăх кураççĕ. Вĕçет, вĕлкĕшет хĕрлĕ ялав. Хыçри трактористсене пурне те кăчăк туртать, васкатать.
Сăрмулат Павăлĕ çак меслете хăй çĕнтерсе илнĕ меслет пек туять. Ара, председатель пӳлĕмĕнче Еккĕм Иванĕпе еплерех тытăçрĕç-ха вĕсем. «Ну, тĕкне çăлтăм та Иванăнне!» — халĕ те хĕпĕртесе шухăшлать вăл ун пирки. Паян, хире тухсан, Сăрмулат Павăлĕ хăйĕн тракторне юриех Еккĕм Иванĕн тракторĕ хыççăн тапратса ячĕ. «Сăнаса пырас-ха ку инкек ачине. Тен, юриех намăс кăтартма шухăш тытмасть-ши вăл», — терĕ Сăрмулат. Халĕ аванах тӳрĕ çӳретет. «Ăçтан пĕлен, манпа тытăçни тăн-пуçне усса ячĕ-ши унне, — йăл кулса илчĕ Павăл. — Пулма та пултарать. Ачи ухмах пек туйăнмасть-çке. Малтанлăха пурте çапла-çке эпир: çĕннине васкасах йышăнмастпăр, иккĕленсе тăратпăр. Ку пĕр енчен тĕрĕс те ĕнтĕ, мĕншĕн тесен çĕр ĕçĕнче ниме тăман, кайран тĕлли-паллисĕр çухалнă çĕнĕлĕхсем пулман мар. Пайтах пулнă. Пурнăç-çке вăл. Яланах мĕн те пулин лайăххине тупма тăрăшатпăр. Анчах кашни тупнă япалах лайăх пулмасть. Ылтăн мар-ши ку тесе тепĕр чухне йăл-йăл çуталса выртакан чула та тытса пăхатăн. Укçа мар-ши ку тесе çул çинчи çап-сутă кĕленче пăкки патĕнче те чарăнса тăратăн. Ман атте çапла калатчĕ тата. Ленинград патĕнче, вăрçă вăхăтĕнче, çăкăр мар-ши тесе тăпра муклашки патĕнче те чарăнса тăраттăм тетчĕ. Меслет пирки те çавах. Ниме тăман меслетех тепĕр чухне чи чаплă меслет вырăнне хуратăн. Çавăнпа Еккĕм Иванне айăплама сăлтав çук. Еккĕм Еккĕмех вăл. Кирек мĕне те ĕненме васкамасть. Хăй еккиллĕ этем».
Паян çиллĕ те пĕлĕтлĕрех кун. Хальлĕхе хура, тĕксĕм пĕлĕтсем çук-ха. Шап-шурă катрам-катрам пĕлĕтсем кăна купаланса тăраççĕ. Вĕсем пĕтĕм тӳпене тулнă темелле. Хуллен, васкамасăр шăваççĕ. Пĕрисем таçта кайса çухалаççĕ те, теприсем килсе тухаççĕ. Кашниех хăйне евĕрлĕ. Пĕр пек пĕлĕтсем вуçех çук. Сăрмулат Павăлĕ вĕсем çине тинкерчĕ-тинкерчĕ те шухăша кайрĕ. Унăн сасартăк художник пулас килчĕ. Пĕлĕтсене кăна ӳкересчĕ. Ун шучĕпе, пĕлĕтсене ӳкерсе çын чун-чĕрин пĕтĕм хусканăвне кăтартса пама май пур. Вăл Левитанăн «Вечный покой» картинине аса илчĕ. Унта пĕлĕтсем мĕн тери кичем те хурлăхлă. Çапла, пĕлĕтсем хаваслă та, хурлăхлă та, телейлĕ те, телейсĕр те, вăйлă та, вăйсăр та... Сăрмулат Павăлĕ шкулта вĕреннĕ чухне тĕрлĕ ӳкерчĕксем тума юрататчĕ-ха. Халĕ çав туйăм каллех çĕкленчĕ...
Çил тапхăр-тапхăр самай хăватлăн вĕрет, шăхăрса, уласа иртет. Сăрмулат Павăлĕ хирте вĕрнине килĕштерет. Темле тунсăх, кичемлĕх сисĕнет çил кĕвви-юрринче. Тахçанах çĕре кĕнĕ тăван-хурăнташсен, атте-аннесен, асатте-асаннесен сасси илтĕннĕ пек çав кĕвĕре. Тахçанхине асилтерсе шăхăрнă пек туйăнать. Сăрмулат малалла çивĕччĕн тинкерет, трактор еплерех кĕрленине итлет. Малта, Григорий Каюков тракторĕ çинче, хĕрлĕ ялав çаплах вăр-вăр-вăр! вăркăшать. Тавралăх калама çук уçă та ирĕк. «Çакă ĕнтĕ эпир пурăнакан çут тĕнче!» — шухăшларĕ Сăрмулат.
Еккĕм Иванĕ иртнĕ çулсенче кулленхи нормăна çавăрттаратчĕ кăна. Кун каçа икĕ норма патне хăвалатчĕ. Пахалăх пирки пит шухăшласах каймастчĕ. Уншăн ăна бригадир та, тус-юлташĕсем те час-часах тĕтĕрсе илетчĕç. Вăл вара, кашкăра тем çитерсен те вăрманаллах пăхать тенĕ пек, çаплах нормăшăн хыпса çунатчĕ. Ара, ун пек хăтлансан укçа ытларах тăпăлтарса илме пулатчĕ-çке. Чăнах, тăпăлтарса, хайăрса илетчĕ вăл колхоз укçине. Кăçал акă çĕнĕ меслет. Халĕ ун укçана иртнĕ çулсенчи пек çăмăллăн пĕтĕрсе чикме май çук. Çакна Еккĕм Иванĕ ăнланать. Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ теççĕ-çке. Вĕсен ĕçне те халь чăннипе кĕркунне хак параççĕ. Укçи, тен, ăçтан пĕлĕн-ха, хальчченхинчен ытларах та пулма пултарать. Анчах ăна халех, тыррине туса иличченех, шăкăрттин тыттармаççĕ. Хальччен, тен, суя ĕçшĕн те леккеленĕ пуль нухрат. Малашне, шалиш, ун пек тыттармаççĕ. Ку тĕрĕс-ха. Апла пулин те Еккĕм Иванне самаях тарăхтарать вăл. Темле уçăмсăрлăх пур пек туйăнать ăна çав меслетре. Ара, кĕркуннеччен кĕт-ха. Мĕн чухлĕ тивĕçлине халех илес килет унăн. Анчах чăннипе мĕн чухлĕ илме тивĕçлĕ вăл? Çĕнĕ меслетпе вăл хальлĕхе паллă мар.
Еккĕм Иванĕ çапах та халăхпа пĕрле пулма шут тытрĕ. «Халăх мĕнле, эпĕ те çапла», — терĕ вăл. Апла пулин те иртнĕ çулсенче хăнăхнă йăла-йĕркерен уйрăлма йывăр пулчĕ ăна. Акă паян та хир кĕтесне çитсен тракторне васкавлăн, ăна-кăна тĕплĕн асăрхамасăр-тумасăр пăрчĕ вăл. Çапла самаях шăйрăк хăварчĕ. Сăрмулат Павăлĕ çакна çийĕнчех асăрхарĕ. Тракторне чарчĕ те кабинăран сиксе тухрĕ. Еккĕм Иванĕ еннелле çĕлĕкне сула-сула кăшкăрчĕ:
— Чар-ха тракторна. Чар!Лешĕн чармаллах пулчĕ.
— Мĕскер эсĕ? — Павăл патнелле çывхарчĕ Иван.
— Пăх-ха, мĕн япала çак? — шăйрăк тăрăх атă кĕллипе утрĕ Сăрмулат.
Иван ним те чĕнмерĕ, пичĕ хĕрелсе кайрĕ. Тарăхнипе хыттăн сурчĕ вăл.
— Пĕтерес пулать ку шăйрăка, — терĕ Павăл.
— Да-а, пĕтермелле, — килĕшрĕ унпа Иван. Вăл тракторне каялла çавăрса килес тесе утма пуçланăччĕ. Сăрмулат каллех кăшкăрса чĕнчĕ:
— Эсĕ, Еккĕм тусăм, малаллах кай. Çынсене чарса ан тăр. Шăйрăка хам пĕтеретĕп, — терĕ вăл.
Тракторсем каллех малалла хускалчĕç. Хĕвел çӳлелле хăпарнăçем хăпарчĕ, хытах пĕçертме тытăнчĕ. Катрам-катрам шап-шурă пĕлĕтсем тӳпере çаплах купаланса тăраççĕ-ха. Хăшĕсем кăштах шунă пек туйăнаççĕ, хăшĕсен шуни-мĕнĕ те палăрмасть. Трактор ĕшне хĕррипе пынă чух Нина Сатлайкина çеçпĕлсем, йӳçĕ паранкă чечекĕсем чӳхенсе ларнине асăрхарĕ. Ăшăтнăçем ăшăтать, тĕнче илемленет. Трактор кĕрлет пулин те кĕтмен çĕртен шăпчăк пĕр-ик сыпăк шăхăрса, чаплаттарса илнине илтрĕ Нина. Чун-чĕрине тӳлек ăшă çил сĕртĕннĕ пекех туйăнчĕ. Тракторне чарса шăпчăк юрланине кăшт та пулин итлес шухăш та пырса кĕнĕччĕ ун пуçне. Çук, апла хăтланмарĕ. Хыçри трактор çывхарса çитнине асăрхарĕ. Сатлайкина ассăн сывларĕ те трактор рульне тата çирĕпреххĕн чăмăртарĕ. Сур акинче кашни минут хаклă-çке. Çакна астурĕ вăл. Епле те пулин нӳрĕке сыхласа хăвармалла. Нӳрĕк вăл — пĕрчĕн, вăрлăхăн телейĕ, унăн пурнăçĕ. Нӳрĕк вăл — кашласа ларакан тыр-пул хирĕ, тыр-пулра вĕçĕ-хĕррисĕр хумханса выртакан анлă тавралăх. Кунта пурте пĕринчен тепри тухса пырать.
Унччен те пулмарĕ — каллех Сăрмулат Павăлĕ хыттăн кăшкăрни, çухрашни илтĕнчĕ:
— Еккĕм! Еккĕм, тетĕп! Еккĕм Иванĕ!
— Мĕн? Тĕнче пĕтрĕ-им? — кабинăран пуçне кăларчĕИван.
— Кур-ха! Каллех шăйрăк санăн! Мĕн хăтланатăн эс?! — çĕлĕкне сулкала-сулкала кăшкăрашрĕ Сăрмулат.
— Тек пулмасть! Каçар! Сухаласа иртсе кай эсĕ ăна! — терĕ Иван, вара тракторне чарса тăратмарĕ, малаллах кайрĕ.
Сăрмулат Павăлĕ вăл хăварнă шăйрăка ятлаçа-ятлаçа сухаларĕ.
— Вăт этем! Ничево! Çĕнĕ меслетпе çăварлăх хыптаратпăр сана! Ха! Вĕреннĕ вăл иртĕхме! Çĕр-анне тетпĕр-çке. Чăнахах та пирĕн анне вăл. Ăна капла кӳрентерме юрамасть, — кабинăран чышкине кăларса юнарĕ Сăрмулат Павăлĕ.
Хирти пĕрремĕш кун. Мĕн тери хаваслă, ырă вăл. Ун пек-кун пек тарăхмалли килсе тухать пулин те çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăм пурпĕрех пăсăлмасть. Сатлайкина хăйĕн ашшĕне аса илчĕ. Кăштах уксахласа, тайăларах утатчĕ вăл. Хăш хире мĕнлерех сухаламаллине, мĕнле тырă аксан лайăхраххине тĕп-тĕрĕс пĕлсе тăратчĕ. Çанталăк мĕнлерех пуласса та чухлатчĕ. Ирхине хĕвел тухăçĕнчи пĕлĕт хĕп-хĕрлĕ пулсан çумăр çăвать тетчĕ. Лаша хартлатсан çанталăк пăсăлать, тулхăрсан ăшăтать тетчĕ. Ула курак краклатсан юр çăвать, сысна нăриклете-нăриклете улăм пухать пулсан çанталăк сивĕтет тетчĕ. Çавăн пек нумай-нумай паллăсем çинчен каласа паратчĕ вăл. Ун сăмахĕ ялан тенĕ пекех тĕрĕс пулса тухатчĕ.
Çак самантра татах Сăрмулат Павăлĕн сасси янăраса кайрĕ:
— Мĕскер эсĕ! Юри мăшкăллатăн-и? Виççĕмĕш хут шăйрăк! Виççĕшĕ те çак кĕтесре! Тек санăн шăйрăкна тӳрлетместĕп эп. Ху вараланине ху тасат!
Сăрмулат тракторне хыттăн кĕрлеттерсе Еккĕм Иванĕнчен иртсе кайрĕ. Лешĕн хальхинче каялла таврăнса кĕтесе тепĕр хут сухаламалла пулчĕ.
4
Бригада сĕлĕ акса пĕтерчĕ ĕнтĕ. Халь тулă акма тытăнчĕç. Виçĕ агрегатпа акма шутларĕç ăна. Пĕр тракторĕпе Каюков хăй, иккĕмĕш тракторпа Сармулатов ĕçлет. Виççĕмĕш тракторпа камăн акмалли çинчен малтан пит татсах, çирĕп палăртса хуманччĕ бригадир. Анчах хăвăрт тавçăрса илчĕ. Виççĕмĕш агрегатпа никама та мар, Нина Сатлайкина трактористкăна ĕçлеттерес пулать. Хĕрарăмсем, паллă-çке, ĕçре-мĕнре тирпейлĕрех, сыхлануллăрах. Чун-чĕри çепĕç вĕсен. Çавăнпа çĕре те çепĕçреххĕн юратма, хисеплеме пултараççĕ. Çакна асра тытрĕ Каюков. Нина Сатлайкина пĕлтĕр те акма хутшăннăччĕ. Вăл акнă хирти çуртри тип-тикĕс шăтса тухнăччĕ.
Акă халь анлă хир тăрăх виçĕ агрегат умлăн-хыçлăн тӳп-тӳрĕ шуса пырать. Вĕсем хыççăн сеялка дискĕсен йĕрĕсем тĕп-тĕрĕс йăрăмсем пулса тăсăлаççĕ. Уй-хир сăн-питне хитрелетсе, илемлетсе хăвараççĕ вĕсем. Çав йĕрсем çине ытараймасăр пăхас килет. Сеялкăсем хыçне тăнă акакансем вăрлăх диск патне еплерех аннине куç илмесĕр тенĕ пек сăнаççĕ. Пичĕсем хĕвел çути лекнипе йăл-йăл çуталса илеççĕ.
Çапла, Нина Сатлайкина кашни кунах акма тухрĕ халь. Ир-ирех килсе сĕм каçченех тăрăшрĕç вĕсем. Ансат пулмарĕ хĕре. Киле таврăнсан чул çĕклесе ывăннă çын пекех туйрĕ вăл хăйне. Аллисем те, урисем те сурчĕç. Çывăрасса вара выртнă-выртман, çав минутрах, çывăрса кайрĕ. Вилнĕ пек çывăрчĕ вăл кашнинчех. Апла пулин те ирхине амăшĕ кăшт тĕкнĕ-тĕкменех салтак пек сиксе тăчĕ. Хăпăл-хапăл тумланса апат çырткаларĕ те каллех хире тухса чупрĕ. Амăшĕ — Марук кинемей — ун пирки пăшăрханса шухăшларĕ. «Хĕре начарлатса ямастăп-и эп капла? — пăшăлтатрĕ вăл. — Ара, тракторпа çӳресси ансат мар çав. Арçынсем те кашниех тӳссе тăраймаççĕ унта. Ашшĕ тракторпа çӳретесшĕн пулчĕ-çке. Çавăн сăмахне ытараймарăмăр пулас. Чарасса чармăп та-ха, ан ĕçле унта тесе каламăп. Çапах та хĕрхенес килет-çке. Кирек мĕнле пулсан та хамăн тĕпренчĕк. Качча тухсан, ача-пăчаллă пулсан текех унпа çӳреймĕ те-ха. Тен, упăшки те унта ярасшăн пулмĕ. Ĕмĕр ирттерме темле мăшăр тупăнать-ха тата. Ăна та пĕлме йывăр. Хăш-пĕр çамрăксем халь ӳссе çитнĕ-çитменех эрех-сăра еннелле туртăнаççĕ. Кирек мĕнле пулсан та ĕçкĕллĕ çын тĕлне ан пултăрах. Аппăшĕсем ав хулана, Шупашкара, кайрĕç те унта çемьеллĕ пулчĕç. Ĕçлекен çын, паллах, унта та кирлĕ ĕнтĕ. Ахаль лармаççĕ-ха вĕсем. Халĕ сайра хутра çеç килкелесе каяççĕ. Яшт килсе кĕреççĕ те яшт тухса каяççĕ. Юрать-ха, ку вĕсем пек аяккалла каймарĕ. Каясси çинчен сăмах-юмах тунине те илтмен. Куншăн савăнатăп. Çапах та куç умĕнче. Шăкăл-шăкăл калаçма кам та пулин пур. Кил-çурта хупса лартас килмест-çке. Эп хуть вилĕп выртăп. Пурпĕрех çак паçмара кам та пулин — хамăр несĕл пурăнасса пĕлни чун-чĕрене ăшăтать-çке. Çак вырăнта пурнăç малалла тăсăлнишĕн хĕпĕртетĕн». Час-часах çакăн пек шухăш пырса кĕрет Марук кинемей пуçне...
Паян Каюков бригади тăрăшакан хире колхоз председателĕпе райком секретарĕ Николай Семенович Романов пычĕç. Автомашинăна çул хĕррине чарчĕç те кăпăшка тăпра тăрăх чылай аякках çуран кĕчĕç вĕсем. Ара, мĕнлерех сухаласа акнине хăйсен куçĕпе курас, тĕрĕслесе пĕлес терĕç ĕнтĕ. Вĕсем çитнĕ чух, тĕлнех, агрегатсене чарса тăратмалла пулчĕ. Апат вăхăчĕ çитнĕччĕ. Пĕлсе, вăхăтлă килчĕç пуçлăхсем.
Райком секретарĕпе председатель вăрлăх мĕнлерех варăнса пынине, сеялка йĕрĕсем еплерех выртнине пурне те вак-тĕвек таранах тишкерчĕç. Тем пек шырасан та хальлĕхе хурламалли тупăнмарĕ-ха вĕсен. Ун хыççăн тӳрех Сатлайкина тракторĕ патне пычĕç. Нина вĕсене алă пама именчĕ. «Манăн алли те таса мар, тусанлă-мĕнлĕ, намăс капла», — терĕ вăл. Райком секретарĕ вăтам пӳллĕ, кăмăллăскер. Костюмĕ вĕр çĕнĕ. Кĕпи шап-шурă пĕлĕт пекех таса. Сатлайкина ăна вăтана-вăтанах алă пачĕ. «Ĕçлекен çыннăн алли нихçан та вараланчăк мар», — терĕ Романов. Сатлайкина аллине чылайччен чăмăртаса тăчĕ вăл.
— Маттур эсĕ, хĕрĕм. Маттур, — терĕ.
Нина пичĕ таса хĕвел тухăç пек хĕрелсе кайрĕ. Райком секретарьне нимех те хуравлама пултараймарĕ вăл.
— Ну, йывăр мар-и тракторпа ĕçлеме? — ыйтрĕ Николай Семенович.
— Хăнăхнă. Йывăрне-мĕнне сисместĕп.
— Сирĕн колхозра хĕр трактористкăсем татах пур-и?
— Хальлĕхе çук. Пĕчченех...
— Да-а, кирлех сана хĕр тантăшсем... Кирлех.
— Пулаççĕ, Николай Семенович, — сăмах хушрĕ колхоз председателĕ. — Виçĕ хĕр ПТУра вĕренеççĕ. Çитес çуркунне килсе çитмелле.
— Эппин, апла-ха. Аван, аван. Çитес çул тăватă хĕр трактористка тухать хире. Тăватă паттăр, тăватă чечек.
— Тен, малашне хĕрарăмсен трактор бригадине тума çук-и сирĕн колхозра? Чăнах... Ман шутпа, тума пулатех. Илтетĕн-и, Сатлайкина юлташ? — хĕр трактористка çине ăшшăн тинкерчĕ райком секретарĕ.
— Илтетĕп-ха, — терĕ Нина. Вара самантлăха шăпăрт пулчĕ те çапла хушса хучĕ: — Май килĕ-ши? Темле çав.
— Мĕншĕн май килмĕ-ха? Ун пек бригадăсем пур.
— Хамăр районтах-и?
— Хамăр районта çук-ха çав. Çавăн пек бригадăна ку таврара чи малтанах сирĕн патăрта курасшăн эп. Вăт мĕнлерех ĕмĕт ман...
— Республикăра пур-и ун пекки? Кайса паллашма, вĕренме...
— Республикăра та çук пулмалла. Илтмен. Кăнтăра канма кайсан экскурсире пултăмăр эпир. Социализмла Ĕç Геройĕ Тихомирова патĕнче. Хĕрарăм трактористсен бригадине ертсе пырать вăл. Вăт пулать-çке ун пекки те... Вир тухăçлăхне темиçе хут ӳстернĕ вĕсем. Кашни гектартан ик çĕр çирĕм тенкĕ услам илеççĕ. Хĕрарăм паттăрсен ячĕ кĕрлесе тăрать унта. Пĕр районтах вăтăр икĕ бригада тет вĕсен. Совхоз директорĕ мĕн каларĕ-ха тата... Уй-хир пикисене питĕ мухтарĕ вăл. Тирпейлĕх пысăк вĕсен, каланине итлерех параççĕ терĕ. Çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртес енĕпе те ытларах шанма пулать иккен вĕсене. Кунсăр пуçне... Кунсăр пуçне акă мĕскер. Хĕрарăмсем арçынсен бригадипе танлаштарсан кашни гектартан ик-виçĕ центнер ытларах тĕштырă илнĕ тет...
Сатлайкина райком секретарĕ каланине чун-чĕререн итлерĕ. Хĕрӳлĕх, хавхалану çĕкленчĕ унра. Пĕтĕм уй-хир, тавралăх тата çуттăнрах, илемлĕнрех курăнчĕ ăна. Хĕвел те савăнăçлăрах кулнă пек, катрам-катрам шурă пĕлĕтсем те мăнаçлăрах шуса иртнĕ пек туйăнчĕ.
— Вăт çапла, Кайсаров юлташ, — колхоз председателĕ еннелле çаврăнчĕ райком секретарĕ. — Тăрăшсан пулать. Хĕрарăмсен трактор бригади кирлех пире. Пурнăç ыйтать. Мĕнле калас, ку вăл пирĕншĕн резерв. Илтрĕн-и, Тихон Иванович? Анчах асту. Сăмах авăртнипех тума çук çакна. Пуçарулăх, çирĕплĕх кирлĕ. Пулăшас пулать хĕрсене. Яланлăх хир уйăрса памалла. Хăйсен пултăр çав хир. Унти пĕтĕм ланкашка-тĕмĕсене хăнăхса çитчĕр вĕсем. Кунсăр пуçне акă мĕн... Ача сачĕ, ясли пирки те шухăшламалла. Халĕ пĕчĕкрех-ха вĕсем сирĕн. Çапла-и, Тихон Иванович? — Председатель çак сăмаха çирĕплетсе пуçне сулчĕ. Райком секретарĕ малаллах калаçрĕ: — Çакăншăн сана хытах пĕçерккĕ парасшăнччĕ-ха эп. Малашлăха пăхма ӳркенетĕн. Пурнăç куллен-кун ӳссе пынине манатăн. Хĕрарăмсем хире ытларах тухчăр тесе вут-хĕм сапса çӳретĕн пуль-ха. Ху вара яслине те, ача садне те ячĕшĕн кăна туса лартнă. Пысăклатас пулать вĕсене. Акă пирĕн умра Сатлайкина. Çамрăк хĕр вăл. Кăмăллăскер. Мĕн, ĕмĕр тăршшĕпех çапла пĕччен пурăнать тетĕн-им эс ăна?
— Çук, ун пек каламастăп-ха. Часрах туйне çитсе курасчĕ. Çавăн пирки ĕмĕтленетĕп, — куларах каласа хучĕ колхоз председателĕ.
— Çапла, туй пирки ĕмĕтленетĕн эсĕ. Ытти пирки вара... ытти пирки...
— Туйра ура хуçса ташлатăн-çке. Чипер инкесене куратăн. Председателе хисеплеççĕ пирĕн. Тарават уншăн ял çынни, — калаçăва хутшăнчĕ Кĕркури.
Пурте кулса илчĕç. Райком секретарĕ те ăшшăн кулчĕ. Вара тăхтасан каллех калаçма тытăнчĕ:
— Пуриншĕн те паллă, — терĕ вăл. — Çемьеллĕ пулсан ачи-пăчи те пулать. Вĕсемсĕр мĕнле-ха? Вĕсемсĕр кил-çурт илемĕ çук... Хĕрарăмсен трактор бригади тăвас тесен пурне те шута илмелле. Пирĕн хĕрсене, арăмсене тăллантарса тăраканни ним те ан пултăр. Çапла-и, Сатлайкина юлташ?
— Çапла ĕнтĕ. Унсăрăн епле-ха?
— Вăт, хĕрĕм, пикеçĕм, эсĕ те тăрăш. Хĕрарăмсен трактор бригади пулатех. Манмăпăр сире. Юрĕ... Текех тытса тăрас мар. Вăхăчĕ çавăн пек халь. Кашни минут хаклă...
— Апат вăхăчĕ иртмен-ха. Тата çирĕм минут, — терĕ Каюков.
— Пурпĕрех. Çитет. Ăнăçу сунатăп сире. Лайăх акатăр. Тавтапуç, — çул хĕрринчи машина еннелле васкасах утрĕ райком секретарĕ. Машина кабинине кĕрес умĕн ал сулчĕ. Трактористсем те хаваспах алă сĕлтсе ăсатрĕç. Колхоз председателĕ Кайсаров та унпа пĕрлех ларса кайрĕ. Ахăртнех, вĕсем урăх бригадăсене те çитсе килме шутлаççĕ пуль. Пуçлăхсен те, паллă ĕнтĕ, канăç çук çур аки вăхăтăнче. Вĕсем те, уй-хир ĕçченĕсем пекех, ирхине илĕм-тилĕм вăранаççĕ, тул çутăлас енне кайсан çеç тĕлĕрсе илеççĕ. Çур аки вăл пурне те хăй аллипе тыткалать.
Трактористсем васкасах Макаркка çырми хĕрринчи çерем çине пырса ларчĕç. Колхоз поварĕ Çинук, автомашинăпа вĕри апат илсе килнĕскер, пурне те тутлă яшка антарса пачĕ. Хăй машина кузовĕ çинче тăчĕ-ха. Кам еплерех çинине асăрхарĕ. Пурте юратса çирĕç купăста яшкине. Çинук, чăп-чăмăр питлĕ çамрăк арăм, тараватлăн хыпар тума манмарĕ: «Кăмăлăр пулсан татах ярса паратăп. Яшка çитет», — терĕ. Хирте, паллах ĕнтĕ, апат лайăх анать. Паччăр кăна. Трактористсем тепрер çăпала яртарчĕç. Нина та çак яшкана питĕ юратса çирĕ. Кăштах яртарма кăмăл пурччĕ унăн. Анчах хăяймарĕ. Каччăсем, çамрăк арçынсем умĕнче ун пек хăтланни килĕшмĕ терĕ вăл. Çинук çакна самантрах сисрĕ. «Кил, кил, Нина! Сана та ярса парам», — терĕ. «Çитет! Тек памасан та юрать», — пуçне сулкаларĕ Нина. «Мĕнле-ха апла. Апата тăраниччен çиес пулать ăна. Ĕç çăмăл мар сирĕн», — терĕ те Çинук çăпалапа тăп-тулли яшка йăтса Нина патне хăй пычĕ. Çăпалана самаях пысăк аш татăкĕ те кĕнĕ иккен. «Ай-уй, çисе ярайрăп-ши эп кăна!» — хăранă пек пулчĕ трактористка. «Çисе яратăн», — ăшшăн каларĕ Çинук. Кайран иккĕмĕшĕ те пулчĕ. Котлет. Вĕрискер.
Трактористсем апат хыççăн пăртак шăкăлтатса ларчĕç те каллех тракторĕсем патне утрĕç. Тĕттĕм пуличченех тăрăшрĕç вĕсем. Сатлайкина чĕри кăлт-кăлт тапрĕ. Илемлĕ, ырă туйăм çĕклентерчĕ чуна. Кăмăлĕ çунатланнăçемĕн çунатланчĕ. Райком секретарĕн сăмахĕсем пĕлĕтех çĕклерĕç иккен. Тăван уй-хире тата хытăрах юратас килчĕ унăн. Пĕтĕм тавралăх — тем анлăш уй-хир те, ĕшнесем-катасем те, çутă пĕлĕтсем те, Макаркка çырми хĕрринчи сарă, кăвак чечексем те, вĕсем кăна мар, авă мише юпи çумĕнчи пĕлтĕрхи хыт хура та — саламланă пек, ырă суннă пек туйăнчĕ. Çут çанталăкра, тĕнчере пурте савăнтарчĕ, килĕшрĕ.
Килне утнă чух ури çĕре лекнине те туймарĕ Сатлайкина. Каюков кăшкăрчĕ ăна:
— Кăшт тăхта-ха, Нина! Пĕрле каятпăр, — терĕ вăл.
Нина ерипенрех утма тытăнчĕ пулин те чарăнса тăмарĕ. «Пурнăçра, ĕçре мĕншĕн чарăнса тăмалла-ха? Манăн чарăнса тăрас килмест, — шухăшларĕ Сатлайкина. — Кĕркури мана яланах: «Кăшт тăхта-ха», «Кăшт кĕтсе тăр», — тет. Мĕншĕн кĕтес ман? Хăваласа çитес тесен хăех, эп кĕтмĕсĕрех, хăваласа çиттĕр. Пурнăçра, ман шутпа, кĕтсе тăни мар, хăваласа çитни лайăх, — Нина йăл-йăл кулса илчĕ. — Чим-ха, «кăшт тăхта» тенин темĕнле пĕлтерĕшĕ те пур пулас. Ара, час-часах çав сăмах çитет-çке ун чĕлхи вĕçне. Тен, чун-чĕре туйăмĕ пирки те, юрату, телей пирки те тăхтаса тăма хушмасть вăл мана? Шанма çук, пулма та пултарать, — Нина каллех йăл-йăл кулса илчĕ. — Çынни начар мар-ха вăл. Кăмăлĕ те, чун-чĕри те чиперех пек. Çапах та... — Нина сăн-пичĕ сасартăк тĕксĕмленчĕ. — Эпĕ авланнă, ача-пăчаллă арçынсем унталла-кунталла сулăннине тӳсме пултараймастăп. Этем мар вăл ун пек çын...»
Нина каллех васкавлăн утма тытăнчĕ. Мĕн тума кирлĕ-ха унпа калаçса, сӳпĕлтетсе пыни? Яла култарма-и? Арăмне, çемйине суран тума-и? Çук, Сатлайкина ун пек хăтланма пултараймасть. Акă йăмраллă тĕттĕм урама çитсе кĕчĕ вăл. Хыçалта такам йăмра тымарĕсене урипе тăк-тăк перĕне-перĕне чупса килни илтĕнчĕ. Каюков ĕнтĕ ку. Урăх никам та мар. Акă чупса çитрĕ вăл. Çурăм хыçĕнчех хашлатса сывлать. Тем каласшăн пулас. Калаймасть-ха. Сывлăшне çавăрса яраймасть пулмалла. Акă тинех калаçма пултарчĕ вăл:
— Ну, кӳршĕ темерĕн... Макаркка çырми патĕнченех чупса килтĕм. Ниепле те хăваласа çитме çук сана, — терĕ вăл.
— Мĕншĕн аплах хăваласа çитмелле-ха? Пĕччен те çул пĕлетĕн-çке. Аташсах каймăн.
— Аташасса, çук, аташмастăп. Пĕрле çапах та лайăхрах. Тем пулчĕ мана. Пăтрашăнма пуçламарăм-ши эп? Йăнăшатăп-ши?
— Мĕн килсе тухрĕ вара? — пĕлес килчĕ Сатлайкинăн.
— Мĕн пулни-мĕнни... килсе тухать вăл пурнăçра, — йывăррăн сывларĕ Кĕркури. — Сана курсан чун савăнать. Хирте эп вăхăт иртнине те туймастăп. Сисĕнмесĕр тенĕ пекех иртсе каять кун. Санпа чухне ырă-ырă ĕçсем тăвас килет, юрлас килет. Киле вара тем пирки йывăррăн, асаплăн пырса кĕретĕп. Тăвăр пек мана унта, пăчă пек. Чĕрене темĕскер хĕстерет. Тем çитмест.
— Мĕнле ун пек пултăр-ха? Ĕненместĕп, — терĕ Нина.
— Чăнах та, тĕрĕссине калатăп.
— Ачусем вара... Ачусене те курас килмест-и?
— Ачасем пирки урăх шут. Вĕсене умрах тытас килет. Иккĕшне те юрататăп. Ача-пăчана ма кӳрентерес? Вĕсем ăна-кăна нимĕн те пĕлмеççĕ. Вĕсем ман пурнăçшăн айăплă мар.
— Ку тĕрĕс ĕнтĕ.
— Вăт, çапла ман пурнăç, — каллех йывăррăн сывларĕ Каюков.
Сатлайкина: «Чăннипе мĕнле вара? Этем ăнланмалла каласа пар-ха эс?» — тесе ыйтасшăнччĕ. Çук, ыйтмарĕ. Хăйĕн ирĕк. Мĕншĕн пусахлас-ха ăна? Хăçан та пулин пурте паллă пулĕ. Пăрпа витĕннĕ юхан шыв, çĕкленнĕçем çĕкленсен, пăрĕ тем пекех хулăн пулин те ăна таткаласа, вакласа пĕтеретех. Пурнăçра та çавăн пек килсе тухать. Пĕр-пĕр хуйхă-суйха, инкеке, асапа малтан никама пĕлтермесĕр пурăнатăн-пурăнатăн та кайран ниепле те чăтса тăраймастăн, ун çинчен тĕп-тĕрĕс, ним пытармасăр каласа паратăн. Пурте пĕлччĕр тетĕн. Кĕркурин те çавăн пек килсе тухма пултарать.
Акă яланхи пекех çӳллĕ чул çурт патне çывхарчĕç вĕсем. Нина:
— Чипер кай, — терĕ те хапха патнелле ыткăнчĕ.
— Кăшт тăхта-ха.
— Ывăннă эп. Канас пулать, — хапхаран вăш-ваш кĕрсе кайрĕ Сатлайкина.
Каюков чылайччен ним хускалмасăр тăчĕ. Кĕçĕр çăлтăрсем сахал. Ик-виçĕ тĕлте çеç пăч-пач курăнкалаççĕ. Вĕсем те çутăскерсем мар, аран-аран палăраççĕ. Тӳпене тĕксĕм чаршав хупланă. «Çумăр пухăнать пулас!» — шухăшларĕ Кĕркури. Вара килнелле васкарĕ. Вăрăммăн яра-яра пусса утрĕ вăл. Чун-чĕри çак кичем каç пекех кичемленчĕ. Унăн пĕр-пĕр йăмра çумне таянса çĕрĕпех пĕр-пĕччен тăрас килчĕ. Ним çинчен те шухăшламасăр, никама та курăнмасăр... Хăйĕн Улай ятлă йыттине шăхăрса чĕнес шухăш та пурччĕ. Вăл наччасрах килсе çитетчĕ ĕнтĕ. Кĕркури ăна ним шарламасăр пуçĕнчен савасшăн пулчĕ. Анчах çавăнтах аса илчĕ: Улай пĕлтĕрех ватăлса вилнĕ-çке. Çакна аса илни çӳçентерчĕ ăна. Малашне те çак тĕксĕм каç пекех тĕксĕмленсе юлĕ-ши вара Каюков пурнăçĕ? Çак самантрах ачисен сасси илтĕнчĕ. Таврара ним сас-чӳ те пулман пулин те, ачисем кунта çук пулин те чип-чипер илтĕннĕ пек туйăнчĕ. Сĕм каçхинехи чи тарăн шăплăх та çакăн пек янăравлă сас кăларма пултарать иккен. «Атте!» — тесех чĕнчĕ ăна тăваттăри ывăлĕ. Ун хыççăн икĕ çулхи ывăлĕ те сас пачĕ: «Атте!» — терĕ. Кĕркури чарăнса тăмарĕ, килĕ еннелле тата хыттăнрах яртлаттарчĕ. Картишĕнче каткари шывпа çăвăнчĕ вăл. Аттине алкум вĕçне хывса лартрĕ. Халатне те кунтах çакса хучĕ. Пӳрте кĕрсенех ывăлĕсем çывăракан кравать патне пычĕ. Вĕсем тикĕссĕн мăшлатса сывлаççĕ. Кĕркури вĕсене пуçĕсенчен саврĕ. Иккĕшин те çӳçĕ çеп-çемçе, мамăк пекех. Амăшĕн çавăн пек çемçе-çке. Амăшне пăхнă пуль вĕсем.
Арăмĕ халь те çывăрман иккен-ха. Кухньăра тем аппаланать. Упăшки таврăннине курчĕ вăл. Апла пулин те ырă та, хаяр та шарламарĕ. Кĕркури çĕнĕ хаçатсем пăхкалама тытăнчĕ. Арăмĕ çаплах кăштăртатрĕ-ха. Мĕн тăвать вăл унта? Мĕн туса чаваланать? Акă тинех тухрĕ. Чечеклĕ хитре халатпа. Çутă сарă çӳçĕ хулпуççийĕсем çине усăнса аннă. Тутине хĕп-хĕрлĕ хĕретнĕ. Куç харшийĕсене хуратнă. Апла çеç-и? Куç хăрпăкĕсене те хура сăрпа сăрланă вăл. Ним те калаймăн, хитрелĕхĕ пур. Акă Кĕркури çумне пырса ларчĕ. Юриех тăчă çыпçăнчĕ. Халĕ сывланă май унăн кăкăрĕ хăпара-хăпара илни те, хăйĕнчен ăшă çапса тăни те аванах сисĕнет. Çапла ларчĕ-ларчĕ те Зоя упăшки аллинчи хаçата чăштăр-чăштăр туртса илчĕ.
— Мĕн эсĕ! Арăму юнашар чухне те хаçат вуланă пек хăтланса ларатăн? — терĕ вăл. — Эпĕ кунĕпе пĕччен. Сана тунсăхласа çитрĕм. Эсĕ пур — киле килсен те арăму пуррипе-çуккине асăрхамастăн. Ну, хальхи упăшкасемпе! Мучени кăна...
Зоя акă хулăн, самăр, вăйлă аллисемпе упăшкине хыттăн чăмăртаса илчĕ те чуптума тытăнчĕ. Пĕр хутчен, икĕ хутчен... шучĕ те çук.
— Сана-и? Чуптуса вĕлеретĕп, — пăшăлтатрĕ вăл.
— Çитет ĕнтĕ. Кай-ха кунтан. Пар хаçата.
— Çук, çук... — хаçата çăтăр-çатăр чăмăртаса алăк патнелле ывăтрĕ арăмĕ.
— Ну, этем... — сиввĕн пăхрĕ ун çине упăшки.
— Шурă куçпа ан пăх ман çине! Татах пăхатăн-и çакăн пек? — Кĕркурие каллех хăватлăн ыталаса илчĕ арăмĕ.
— Апат пур-и санăн? Апат çиесчĕ, — арăмĕнчен хăпрĕ Кĕркури.
— Ма çук пултăр? Сана халиччен выçăллă усранă-и эпĕ? Айта кухньăна, — упăшкине çаннинчен туртрĕ Зоя.
Вĕсем кухньăна кĕчĕç. Зоя сĕтел çине тĕрлĕ апат-çимĕç, пĕчĕк графинпа эрех кăларса лартрĕ. Вара черккесене эрех ячĕ. Пĕр черккине упăшкине тыттарчĕ, теприне хăй тытрĕ.
— Ачасем çывăраççĕ халь. Айта улах тăвар-ха, — терĕ вăл. — Эсĕ ывăнса килнĕ. Кăшт ĕçме юрать санăн. Кайрăмăр.
— Капла çывăрса юлмăп-ши эп ĕçрен? — сăлтав тупасшăн пулчĕ Кĕркури. — Тӳсейместĕп эп эрехе. Ку черккене пушатсан урайне пăлтăр-палтăр персе анăп.
— Аптрамасть. Килте-çке. Урамра мар. Вĕсем черккисене шаккарĕç те тĕппипех ĕçрĕç.
— Вăт çавăн пек кирлĕ, — упăшкине татах чуптуса илчĕ арăмĕ. — Атту тутуна тăсса ларатăн. Темшĕн çилленнĕ пек.
Унччен те пулмарĕ — çиçĕм йăлт-ялт çиçсе илчĕ те пӳрт тăрринчех хыттăн кĕмсĕр-кĕмсĕр! турĕ. Унтан чӳрече умĕнчи тин çулçă сарнă çĕмĕртсемпе палансем вирлĕн чашкăрма тытăнчĕç. Çумăр пуçланчĕ пулас. Кăçалхи пĕрремĕш аслатиллĕ çумăр. Зоя сиксе тăчĕ те юшкăна тачăрах хупса хучĕ. Вара каллех упăшкине хирĕç пырса ларчĕ, черккесене тултарчĕ.
— Тепре тутанса пăхар-и? — терĕ вăл.
— Тăхта-ха. Апат çикелем.
— Апатне кайран çиеççĕ ăна. — Зоя хăй черккине упăшки черккипе чăнк-чанк! сĕкĕштерчĕ.
— Çĕмĕретĕн. Ерипенрех! — аяккарах пăрăнса ларчĕ Кĕркури.
Зоя эрехне шалт ĕçрĕ те пуçхĕрлĕ силлесе кăтартрĕ:
— Çакăн пек.
— Манран пулмасть, — аллинчи черккине сĕтел çине лартрĕ Кĕркури.
— Мĕн, арăмупа ĕçес килмест-и санăн? Йĕрĕнетĕн-и унран? — тарăхса кайрĕ Зоя.
Кĕркури пăртак яшка сыпкаларĕ те вырăн çине кайса выртрĕ. Çав тери çывăрас килчĕ унăн. Куç хупанкисем чăтма çук йывăрланчĕç. Тулта çумăр ташлать, сикет. Çиçĕм йăлтăр-ялтăр, йăлтăр-ялтăр туса илет. Аслати хаяррăн кĕмсĕртетрĕ. Ниçта та мар, халех çак тĕле, çак çурта çунтарса ярассăн туйăнать. Зоя çутта сӳнтерчĕ те çара уран талт-талт! пусса кравать патне пычĕ. «Шу-ха кăшт леререх!» — тесе упăшкине хыттăн тĕкрĕ те ун çумне лаштăрт кĕрсе выртрĕ. Лупас юпи хăй çине лаплатса ӳкнĕ пекех туйăнчĕ Кĕркурие. «Йĕркеллĕ çывăрасси пĕтрĕ ĕнтĕ», — шухăшласа илчĕ вăл.
— Ку еннелле савăрăн. Мĕншĕн леш еннелле пăхса выртатăн эс? Эп сана кун пек урăх еннелле пăхса выртма качча тухман, — терĕ Зоя.
5
Кĕркури тул çутăла пуçланă чухнех вăранса тула тухса пăхрĕ. Çанталăк йăлтах шапарса кайнă. Тӳпене талккишпех тĕксĕм пĕлĕт карса илнĕ. Çумăр тикĕссĕн, лăпкăн, васкамасăр çăвать. Тӳлекскер, ăшăскер. Чăннипех те тырă çумăрĕ ку. Çакна Кĕркури лайăх пĕлет. Кун пек çумăрсем çур аки вăхăтĕнче кирлех. Çумăр хыççăн хĕвеллĕ ăшă кунсем тăрсан, вăйлă çил вĕрмесен акнă тыр-пул чăшăлах шăтса тухать, хăвăрт çĕкленет. Çакă Кĕркурие савăнтарчĕ. Çапах та кăшт пăшăрханмалли те пулчĕ. Вăраха ан пытăрччĕ çумăр. Вăрăма кайсан тăпрана пусăрăнтарса хытарма пултарать. Кунсăр пуçне çур аки пĕтмен-çке. Акмаллисем татах пур. Кĕркури, çумăр çăвать пулин те, çара пуçăнах çăлтан шыв ăсса килчĕ, кĕпине хыврĕ те ĕхлете-ĕхлете сивĕ шывпа чылайччен çăвăнчĕ, вара ы-ых! тесе пӳрте чупса кĕчĕ.
— Зоя, таса пит шăлли пур-и унта? Пар-ха, — терĕ. Арăмĕ çуса утюгланă тап-таса, çемçе ал шăлли пачĕ. Кĕркури вăрахчен çав тери киленсе шăлăнчĕ.
— Паян хире тухасси пулмасть. Çумăр, — пĕлтерчĕ вăл арăмне.
— Эппин, мунча хутса кĕмелле мар-и? Мунча кĕменни пĕр эрне çитрĕ пулас, — упăшки еннелле тинкерчĕ Зоя.
— Хутма юрать, — килĕшрĕ унпа Кĕркури. — Санăн вăхăт пур-и-ха? Магазина хупса тăратма çук-çке.
— Паян — вырсарни кун, — хуравларĕ арăмĕ.
— Ну-у, эпĕ кун шутне те маннă, — пуçне сулкаласа илчĕ упăшки.
— Эсĕ кун шутне кăна мар, килте арăмупа ачусем пуррине те тахçанах маннă, — кĕтмен çĕртен каласа хучĕ арăмĕ. Вара упăшки çине асăрхануллăн, тем кĕтсе, тем курас тесе çивĕччĕн тинкерчĕ.
Кĕркури, ăнланма çук, мĕн пирки-ши, хĕрелсе кайрĕ. Чĕри кăрт сикрĕ. Çан-çурăмĕ тăрăх сивĕ хумсем сăрăлтатса иртрĕç. «Мĕскершĕн ялан йĕплесе тăрать-ха çак хĕрарăм? Мĕн çитмест ăна? — шухăшларĕ вăл. — Ниушлĕ ман ĕçе тиркешет? Пĕлет-çке вăл: хирте тăрăшакан çыннăн ир пуçласа каçченех пĕр канăç та çук. Тепĕр чухне тата, яла таврăнсан та, правление-мĕне чĕнсе кĕртеççĕ. Унта вара чылай лармалли те пулкалать. Сăмах çине сăмах... Ун çинчен-кун çинчен калаçса каятăн. Çынсемпе хутшăнмасăр пурăнма çук-çке. Ун шучĕпе вара, килтен ĕçе чупса кай та ĕç пĕтнĕ хыççăн чупсах киле таврăн. Анчах ку чăннипе тĕп сăлтав пулас çук-ха. Кунта тата урăххи пур... Тарăнраххи... Зоя, ахăртнех, хăйне упăшкинчен чылай пысăка хурать. Тепĕр чухне пулкаланă-çке унăн. «Эй, кунĕ-кунĕпе пылчăк ашса, тусан çăтса çӳресен те укçи-тенки манне çитмест санăн», — текеленĕ вăл. «Сан пек вăхăтне-мĕнне пăхмасăр сӳлтен кайни мĕне пĕлтерет-ха? Ху ухмаххине кăна пĕлтерет. Хулара ав сакăр сехет ĕçлетĕн те — хăвна ирĕк... Кирек мĕн хăтлан. Кунсăр пуçне тата — канмалли икĕ кун. Тупмалла та тухăçлăрах вырăн...» — çакăн пек те пуплешнĕ. «Сывлăхна сыхла. Сывлăху пĕтсен кама кирлĕ эс», — тени те пулнă. Чăнах та, эпĕ чире каяс пулсан Зоя мана çын вырăнне шутлас çук. Кашкăр пекех сиксе ӳкме хатĕр. Халĕ юратать-ха вăл мана, ыталать, чуптăвать. Анчах чĕререн хăтланать-ши çавăн пек? Пĕлме çук. Тен, чĕреренех пуль. Тен, ахаль кăна...»
Кĕркури салтакран парса янă курткине тăхăнчĕ те алăк патнелле утрĕ.
— Ăçта каятăн тата? Апат çимесĕрех-и? — чупса пырса алăка çурăмĕпе тĕкĕлерĕ Зоя. — Кĕске турталлă иккен эс...
— Мунча хутма вутă хатĕрлес тетĕп-ха. Апатне каярахпа çийĕп. Лупас айĕнче çурăлман типĕ вут сыпписем выртатчĕç. Çавсемпе кĕрмешсе пăхас, — лăпкăн калаçрĕ Кĕркури.
-- Юрĕ эппин. Пулăшма манăн та тухас пуль, — хăй çине кивĕ фуфайка вăрт-варт уртса ячĕ Зоя.
Вĕсем картишне пĕрлех тухрĕç. Лупас айĕнче ампăс-тĕмпĕс вут сыпписене çурма тытăнчĕç. Зоя пуртă аврине тытса тăрать, упăшки пуртă тăршшине йывăр, капмар тукмакпа кӳплеттерет. Хыттăн эхлетсе çапать вăл тукмакне. Пĕтĕм вăйпа çӳлех çĕклет те ăна тутине чалăштарса, шăлне çыртса хăватлăн кĕрĕслеттерет. Пуртă вут сыппи ăшне аран-аран, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çеç кĕрет. Кĕркури татах, татах тăрăслаттарать.
— Пуртă аврине аяккараххăн тыт, — вĕрентет вăл арăмне. — Хыттăн мар, пушăраххăн. Унсăрăн аллуна ыраттарма пултарать.
Армак-чармак вут сыппи тинех парăна пуçларĕ. Пуртă шаларах та шаларах кĕчĕ. Акă ун тăршши вут сыппи пуçĕпе танлашрĕ. Кĕркури тукмакне пăрахрĕ. Вара арăмĕ аллинчи пуртта хăй ярса тытрĕ. Çурăлсах тухайман вут сыппине çĕре вырттарчĕ те пурттине аран-аран туртса кăларчĕ. Халĕ ăна эхлетсе çапма тытăнчĕ. Вут сыппи тинех чĕлĕне-чĕлĕне çурăлса тухрĕ. Малалла ĕç хăвăртрах кайрĕ. Вакласа пĕтерчĕ ăна Кĕркури.
— Вăт çакăн пек аркатаççĕ армак-чармаксене, — терĕ вăл çамки çине пăчăр-пăчăр тухнă тар тумламĕсене шап-шурă тутăрпа шăлса.
Арăмĕ ун çине, тем пирки, сăнаса тинкерчĕ. Каллех чăркăшмалли мĕнле те пулин сăлтав шырарĕ-ши вăл? Кĕркури ăна-кăна ăнлансах çитеймерĕ. Лупас ай кĕтессинчи купаран тепĕр кĕрĕс-мерĕс вут сыппи туртса кăларчĕ. Ăна меллĕ вырнаçтарчĕ те пурттине ун тăррине, чи варрине, лартрĕ. Арăмне каллех пуртă аврине тытса тăма хушрĕ. Хальхинче тем пирки тукмакĕпе урнă пекех кĕрĕслеттерчĕ Кĕркури. Умлăн-хыçлăн. Пĕр чарăнмасăр. Вут çыппи çатăртатать, кутăнлашать, пуртта каялла кăларса ывăтма хăтланать. «Парăнмастăп эп сире», — тенĕ пекех туйăнать. Сасартăк Кĕркурие çак вут сыппи хăй арăмĕн чăркăшлăхĕ, сивлеклĕхĕ пекех туйăнчĕ. Çав чăркăшлăха, хăйне çеç пĕлĕте çĕкленине, ытти çынсене çиелтен, ахальтен çеç хисепленине, шалтан вара хăйшĕн кăна çунса, çĕлен пек чашкăрса тăнине арçыннăн çак йывăр капмар тукмакпа халех, çак самантрах çапса лапчăтас, аркатса тăкас килчĕ. «Пуртта хальхинче çирĕпрех тыт. Аяккалла
ывтăнса кайма пултарать», — каллех асăрхаттарчĕ вăл арăмне. Ун хыççăн тукмакĕпе хаяррăн тăрăслаттарма тапратрĕ. Чĕвенсе, çӳлелле сиксе çапрĕ. «Пĕт! Тасал! Çухал! Аркан! Тĕп пул!» — тесе кĕрĕслеттерчĕ. Пуртă тек кĕмест те кĕмест. Турат патне пырса тăрăннă иккен. Çав чарса тăрать ăна. Кĕркури пурттине аран-аран кăларчĕ те вут сыппине тепĕр майлă çавăрчĕ. Тепĕр пуçĕнчен çурса пăхма шутларĕ. Тукмакĕпе татах вăй çитĕшне хаплаттарчĕ. Кашни çапмассерен мĕн те пулин каларĕ вăл: «Пĕтмелле санăн!», «Çухалмалла!», «Куç умĕнчен тасал!». Унтан, хĕрсе кайнипе, çав тери хытă кĕрĕслеттерчĕ те: «Курас килмест сана!» — терĕ. Туратлă-мĕнлĕ, тем хулăнăш вут сыппи тинех çурăлса тухрĕ. Кĕркури тукмакне пăрахрĕ те: «Вăт çапла!» — тесе хучĕ. Пĕрене çине канма ларчĕ. Зоя ним шарламасăр тăчĕ. Пичĕ хĕп-хĕрлĕ хĕрелнĕ, куçĕсем вут пек йăлтăр-йăлтăр çутала-çутала илеççĕ.
— Мĕн каларăн эсĕ? Кама пĕт, çухал, курас килмест терĕн? — лăпкăн, хаяррăн ыйтрĕ вăл упăшкинчен.
— Никама та мар, çав элес-мелес вут сыппине, — арăмĕ пекех лăпкăн, анчах ним хаярланмасăр, кăмăллăн хуравларĕ Кĕркури.
— Ан суй! Эпĕ пĕчĕк ача мар. Йăлтах ăнланатăп, — упăшки умнех çывхарчĕ Зоя. Кивĕ фуфайкăпа пулин те хитре, илĕртӳллĕ вăл. Чăп-чăмăр пӳ-силлĕ. Хырăмĕ малалла мăкăрларах тăрать. Çакă унăн кĕлеткине пĕртте пăсмасть, илемлетет кăна. Паян ăмăр çанталăк пулин те çутă сарă çӳçĕ йăлтăртатса тăнă пек курăнать. Кĕркури хăй мăшăрĕ çине хĕпĕртесе тинкерчĕ. Чăнах та, курас килмест сана тесе никам та калама пултарас çук ăна. Магазина пыракансем те ун çине савăнăçлăн пăха-пăха илеççĕ. Хăй илемĕпе çĕклентерет, хавхалантарать вăл тавар илме пыракансене. Çавăнпа хăш-пĕрисем, пĕр-пĕр япала туянма шухăш тытман пулин те, пурпĕрех магазина кĕмесĕр иртсе каймаççĕ. Илес мар тенĕ çĕртенех хăйсене ним тума та кирлĕ мар япаланах туянаçсĕ. Çынсем сахал чухне теприсем васкаççĕ пулин те унпа кăштах та пулин пуплешсе тăма вăхăт тупаççех. Куншăн Кĕркури нимĕн чухлĕ те кĕвĕçмест. Сутуçăн çавăн пек пулмалла ĕнтĕ тесе шутлать. Магазинра Зоя Виссарова ĕçлеме тытăннăранпа ял çыннисене кирлĕ таварсем, тӳрех калас пулать, ытларах курăна пуçларĕç. Тăтăшах илсе килеççĕ вĕсене. Халăх мĕн ыйтать, пурне те тивĕçтерме тăрăшать Зоя. Ку енĕпе каллех пӳ-си, сăн-пит илемĕ нумай пулăшать ăна. Тен, вăл çеç те мар. Çынсемпе çепĕççĕн, ăшшăн калаçма пултарни те... Çав вăхăтрах çирĕплĕхпе сĕмсĕрлĕх те пур унăн. Çапах та илемсĕр, йĕрĕнтерекен, кӳрентерекен сĕмсĕрлĕх мар. Вăрттăн, сисĕнчĕксĕр, никама та кӳрентермен сĕмсĕрлĕх. «Юрĕ ĕнтĕ. Хăйшĕн çунса çӳремест-çке вăл, халăхшăн тăрăшать», — тесе каламалли сĕмсĕрлĕх. Ун пек çынсене чылай чухне никам та хурламасть, ырлаççĕ кăна: «Пултаруллăскер», — теççĕ.
— Никам пирки те ним мар, ман пирки каларăн эс çак усал сăмахсене. Тĕлĕнетĕп санран. Ху арăмна ху хисеплеме пĕлместĕн, — лăпланмарĕ Зоя.
— Тĕп-тĕрĕс, сан пирки мар эпĕ, — хăй сисмесĕр тенĕ пекех каласа хучĕ Кĕркури.
— Мĕнле «тĕп-тĕрĕс, сан пирки мар»? Епле ăнланмалла çак сăмаха?
— Ну, урăхларах ăнланас пулать.
— Мĕн чăмласа пуплешетĕн? Кала тӳррипе.
— Ну, çав армак-чармак вут сыппи мана темĕнле чăркăшлăх, сивлеклĕх пек курăнчĕ.
— Мĕскер, мĕскер?..
— Хăйне çеç пĕлĕте çĕклени, çынсене çиелтен, ахальтен çеç хисеплени сисĕнчĕ унра...
— Мĕн, вут сыппинче-и?
— Çук, Зоя, апла мар, — уççăнах каласа пама шутларĕ Кĕркури. — Ан çиллен те. Юлашки вăхăтра пирĕн çемьере чăркăшлăх, сивлеклĕх самаях сисĕне пуçларĕ. Мĕн пирки ку? Хальлĕхе пĕлсех çитейместĕп-ха. Апла пулин те пытарса тăмастăп: аванах палăрать вăл. Эпĕ санпа юратса мăшăрланнă. Халĕ те хурламастăп сана. Эсĕ тăрăшакан çын. Çемьешĕн, упăшкушăн хыпса çунатăн. Анчах темшĕн икĕ енлĕрех пек курăнатăн эс мана. Санра ыррипе пĕрлех урăххи те пур.
— Мĕн вара вăл «урăххи»?
— Хам та тĕрĕсех пĕлместĕп. Темĕскер.
— Пĕлместĕн пулсан ма шутласа кăларатăн-ха? Эх, эсĕ те çав. Апла эпĕ икĕ енлĕ çын. Пĕр енĕ — лайăх, тепĕр енĕ — тĕтреллĕ. Çапла-и? — упăшкине мăйĕнчен ыталаса илчĕ Зоя. — Сӳпĕлти эс. Урăх ним те мар. Айта мунчана йăтса кай çурнă пуленкесене. Шăрпăк пур-и сан?
— Пур пулмалла, — терĕ Кĕркури.
— Апла пулсан уттар... Эпĕ шыв кӳме тытăнатăп. Ăшă çумăр çаплах йăскаса, шăпăртатса тăрать. Тӳпе нихăш енчен те уçăлни, çуталса килни курăнмасть. Тин çулçă кăларнă йывăçсем, пахчари курăксем ем-ешĕллĕн, хитрен курăнаççĕ. Вĕсем ним хускалмасăр канлĕн лараççĕ. Йăрăмланса анакан кашни тумлама çав тери киленсе кĕтсе илни сисĕнет. Йĕпеннĕ, пĕчĕкленнĕ, илемсĕрленнĕ çерçисем типĕрех вырăна туртăнаççĕ, чĕпписем валли апат шыраççĕ, правуррăн унталла-кунталла сиккелеççĕ, тунсăхлăн чив-чив тукаласа илеçсĕ. Мунчаран тухакан тĕтĕм çӳлелле пачах çĕкленмест. Мунча çинчех купаланса, çаврăнкаласа тăрать.
Кĕркури мунча урайне хăяккăн выртнă та типĕ вутă кĕрлеттерсе хавассăн çуннине сăнать. Чунлă пекех туйăнать ăна çулăм. Пĕрре хыттăн-хыттăн хыпса илет вăл, тепре тамалать, халсăрланать. Унтан каллех хастарланать. Ăçта-ши эп тесе-ши кăмака анинчен пуçне кăларса пăхать, çӳлелле кармашать. Кĕркури кĕске вуткассипе тĕксе вут пуççисене каялла шутарать. Лешсем çăт-çат! кăвар сирпĕтеççĕ. Кĕркурин курткине çунтарса шăтарас теççĕ ĕнтĕ. «Вăт, кур-ха, кирек мĕнĕн те хăйне кура кӳренĕвĕ, хаярлăхĕ пур, — кулам пекки турĕ Кĕркури. — Тем, эпĕ арăма хытах тарăхтартăм мар-и? Мĕн пирки çаплах хăтлантăм-ши? Мĕне кирлĕ вăл — ун пек пуçтахланни? Чĕлхе чаракĕ çук манăн, çирĕплĕх сахал. «Курас килмест сана» тени ытлашширех пулчĕ ĕнтĕ. Куншăн каçару ыйтмаллах. Ыттисем, айта, тĕрĕсех тейĕпĕр, ку вара пачах тĕрĕс мар».
Мунча алăкĕ çурри таран уçă. Унтан тĕтĕм палкаса тухать. Кĕркури хура мунчана килĕштерет. «Шăрши лайăх унăн», — тет вăл. Ялти хăш-пĕр çынсем шурă мунча лартрĕç. Кĕркури хура мунчаран уйрăласшăн пулмарĕ. Арăмĕ çакăн пирки тепĕр чухне мăкăр-мăкăр тукалать-ха. «Тасалса мар, вараланса тухатăп ку мунчаран», — тет. Кĕркури кун пек чухне арăмĕнчен аяккарах пулма тăрăшать, ним те шарламасть. Мунча алкумĕнчи каткана шарлаттарса шыв яни илтĕнчĕ.
— Зоя, эс килтĕн-и? — терĕ Кĕркури.
— Эпĕ-ха, мĕн вара?
— Кăшт тăхта-ха.
— Ялан пĕр сăмах санăн. Тăхта, тăхта...
Мĕнле каплах килсе тухрĕ-ха ку? Чăннипех те Сатлайкина пекех каласа хучĕ-çке Зоя. Ниушлĕ час-часах «тăхта», «тăхта пăртак» теме хăнăхнă Кĕркури? Ăçтан пуçланнă-ха çакăн пек пуплешесси? Вăл вăш-ваш çĕкленчĕ те, унăн пуçĕ кăн-кăвак çăра тĕтĕм ăшне пулчĕ. Хăвăртрах мунча алкумне тухрĕ Кĕркури. Тĕтĕм йӳçĕхтернĕрен куçне сăтăркаласа илчĕ. Вара арăмне сăнаса пăхрĕ. Халиччен мĕнле пулнă, çавăн пекех Зоя. Шыв йăтнипе пичĕ хĕрелнĕ, чиперленнĕ. Кĕркури акă ун умне пырса тăчĕ.
— Зоя, каçар, — терĕ вăл.
— Мĕн пирки? Мĕншĕн? — тĕлĕннĕ пек тинкерчĕ арăмĕ.
— Паçăр эп сана хытă кӳрентертĕм пулас. Курас килмест сана тесе персе янă эп. Ухмахла хăтланнă.
Зоя тарăхнине нимĕн чухлĕ те палăртмарĕ, кулса ячĕ.
— Маннă эп ун çинчен...
— Пурпĕрех каçару ыйтатăп.
— Юрĕ-çке, — алне сулчĕ арăмĕ. — Ун пеккишĕн мĕн каçару ыйтса тăмалла. Кил-тĕрĕшре пулать вăл.
— Çапах та... мĕн...
— Ну, каçарăп-çке, каçарăп, — упăшки çумне ачашшăн сĕртĕнчĕ Зоя, ун хыççăн витрисене, кĕвентине илчĕ те каллех шыв йăтма кайрĕ.
— Эсĕ кан. Хам кӳретĕп шыв, — ун хыççăн чупрĕ Кĕркури.
Мунча пулса çитрĕ. Кĕркури икĕ ывăлне ертсе мунча кĕме уттарчĕ. Чи малтанах ачисене çурĕ вăл. Ара, вĕсем вĕри мунчара нумай ларасшăн мар-çке, часах йĕрмĕшме пăхаççĕ. Кăшт вăхăтран Зоя ачисене пырса илчĕ. Кĕркури халь пĕчченех тăрса юлчĕ. Акă лапка çине хăпарса ларчĕ вăл. Чул çине пĕр курка шыв чашлаттарчĕ. Шарт! туса илчĕ чул. Шап-шурă вĕри пăс палкаса хăпарчĕ. Кĕркури нӳслĕ, çемçе мăшăр милĕкпе çан-çурăмне ĕрселеме тытăнчĕ. Çунтарчĕ кăна. Çăтти-çатти, çăтти-çатти! Çăтти-çатти, çăтти-çат! Ара, хирте тусан çинче çӳренĕрен мунчана тунсăхласа çитнĕ-çке ӳт-пĕвĕ. Çапăнсан-çапăнсан тӳсеймерĕ, лапка çинчен хыпалансах анчĕ, пуçĕ тăрăх ик-виçĕ курка сивĕ шыв ячĕ. Вара тинех чун кĕнĕ пек туйăнчĕ ăна. Çак вăхăтра мунча алкумĕнче кăп-каптăр тутарни илтĕнчĕ. Унччен те пулмарĕ — мунча алăкĕ
шăлтăр-шалтăр уçăлчĕ те пĕтĕмĕшпех хывăннă Зоя кĕрсе тăчĕ. Самăр, тĕреклĕ пӳ-силлĕскер. Çутă сарă çӳçне пилĕкĕ патне çитичченех сапаласа янă. «Пире йышăнаççĕ-и кунта? Кĕме юрать-и?» — терĕ вăл.
6
Икĕ кун çунă хыççăн çумăр чарăнчĕ. Виççĕмĕш кунне тăпра ытла та нӳрлĕ пулчĕ-ха. Тракторсемпе ĕçлеме май килмерĕ. Çак вăхăтра уй-хире йăлтах урăх сăн кĕчĕ. Маларах акнă хирсенче тыр-пул ем-ешĕл шăтса тухрĕ, хăвăрт çĕкленчĕ. Уйрăмах Каюков бригади акнă сĕлĕ хирĕ ем-ешĕл курăнать. Пуринчен ытла тулă хирĕ савăнтарчĕ ку бригадăри ĕçченсене. Калча шăтса тухнă йăрăмсем тӳп-тӳрĕ те йăвă. Çип çапса парсан та кун пек тӳрĕ йĕрсем тума çук пулĕ. Каюков бригадирпа ытти трактористсем хир хĕррипе çӳресе пăхрĕç. Шайрăксем-мĕнсем, акăнмасăр юлнă вырăнсем пĕртте тупаймарĕç. Пĕр-ик тĕлте кăна кăшт кӳренмелли пулчĕ. Акакансем (сеялкăна пăхса пыракансем) вăрлăха тăкса янă курăнать. Кĕççе пек шăтса тухнă çав вырăнсенче калча. Илемлине илемлĕ мар ĕнтĕ ку. Анчах ним тума та çук. Сатлайкина çаксене курсан хĕрелсе кайрĕ. Чĕри кăртлатса тапрĕ. Ара, акакансем пĕррехинче кăштах вăрлăх тăкса янине хăй куçĕпе курчĕ вăл. Еккĕм Иванĕн шăллĕ — Петюк — пуçтахланса, юлташĕпе ашкăнса тăкнăччĕ ăна. Нина хаярлансах чупса пынăччĕ вĕсем патне. «Мĕн хăтланатăр эсир?!» — кăшкăрса пăрахнăччĕ вăл. «Темех мар. Кăшт кăна тăкăнчĕ», — ним пăлханмасăр хуравланăччĕ ăна пĕчĕкçĕ хура мăйăх ӳстернĕ Петюк. «Парăп эп сана кăшт кăна. Кашни пĕрчĕ сеялка дискĕ витĕр тухмалла. Ăнланатăн-и?» — тенĕччĕ Сатлайкина. Лешĕ хуп-хура пĕчĕк мăйăхне чĕпĕткелесе илнĕччĕ. «Татах çакăн пек тирпейсĕр хăтлансан тытатăп та пĕтĕм мăйăхна тăпăлтарса илетĕп санне», — тесе тракторĕ патнелле утнăччĕ Нина. «Эп ăна сан валли ӳстермен. Авă Каюков бакенбардне тăпăлтар эсĕ», — мăкăртатса юлнăччĕ Еккĕм Петюкĕ. Чăнах та ак ку тĕлте, калча кĕççе пек шăтнă вырăнта, пулнăччĕ çак калаçу. Тепĕр тĕлти тата кам айăпĕпе пулнă-ши? Ниушлĕ çав пĕчĕк хуп-хура мăйăх айăпĕпех? Апла тăк тăпăлтарса илмех тивет ăна.
Тăваттăмĕш кунне агрегатсем каллех ĕçе тытăнчĕç. Вĕçĕ-хĕррисĕр анлă хирте умлăн-хыçлăн мăнаçлăн шурĕç вĕсем. Çумăр хыççăнхи çанталăк çав тери илемлĕ. Хĕвел çамрăк хĕр пек йăлтăртатса кулать. Сывлăш тап-таса, уçă. Унта пĕр тусан пĕрчи те çук. Çĕр пăсланать. Мăнаçлăн, ирĕклĕн сывлать вăл. Тăрисем вара... Çумăр хыççăнхи тăрисем çӳлте-çӳлте, пĕр канмасăр, татти-сыпписĕр юрлаççĕ. Шупкарах кăвак тӳпе чаршав пек чӳхенсе, силленсе тăнă пек туйăнать.
Çав кунхине каçченех пĕр тикĕссĕн çӳрерĕç-ха тракторсем. Тепĕр кунне, кăнтăрла иртсен, Еккĕм Иванĕн тракторĕ чарăнса ларчĕ. Иван чылайччен аппаланчĕ. Пурне те, пурне те тĕрĕслесе пăхнă пек туйăнчĕ ăна. Пурте йĕркеллех пек курăнчĕ. Анчах трактор тем тусан та чĕрĕлмест. Диспетчер патне çийĕнчех, трактор чарăнса ларнă-ларманах, хыпар турĕç-ха. Тĕлнех механиксем пурте унта-кунта саланса пĕтнĕ вăхăта лекрĕ иккен. Пĕри кунтан ултă çухрăмри Хирлеп хирĕнчи тракторсем патне кайнă, тепри каллех урăх хирте. Мĕн тумалла-ха? Еккĕм Иванĕ шăрт пек тăратăнса тăракан хуп-хура çӳçне шăла-шăла илет, механиксене тем те пĕр каласа ятлаçать, тарăхса çитнипе гайка уççине иле-иле ывăтать. Капотне уçса пăрахнă тракторĕ хир варринче пĕр-пĕччен тăрать. Мĕскĕннĕн, кичеммĕн курăнать. Иван трактор çумĕнче мĕнле проводсем пур, пурне те тĕккелесе, турткаласа пăхать. Е трактор айне месерле ярт тăсăлса выртать, е кабинăна кĕрсе ларать. Рычагсене турткаласа, педальсене пускаласа илет. Юлашкинчен ним тума та аптăраса çитрĕ, ларкăч хыçне лашт таянчĕ те урисене малалла тăсса хучĕ. Куçне хупрĕ. Çапла куçне хупса ним шарламасăр ларчĕ вăл. Унăн халь никампа та калаçас, никама та курас килмерĕ. Килеçсĕ-и механиксем, килмеççĕ-и — вĕсем çинчен те шухăшлама пăрахрĕ вăл. Унăн тăраниччен харлаттарса çывăрас килчĕ. Тĕттĕм пуличченех... Тул çутăличченех... Тул çутăлсан та... Çитменнине, тракторĕ те айлăмра чарăнса ларчĕ унăн. Кунтан бригадăри ытти тракторсем вуçех курăнмаççĕ. Урăх хире куçрĕç вĕсем. Кунта вара пĕтейменнине сухаласа пĕтерме Еккĕм Иванне пĕчченех хăварчĕç.
«Хурах кăшкăрмалла-и ĕнтĕ ман? Мĕн тăвас?» — шухăшларĕ вăл тĕлĕрсе ларнă май. Кам та пулин килни курăнмасть-ши тесе Иван кабина алăкне ик-виçĕ хутчен те уçа-уçа пăхрĕ. Никам та курăнмасть. Тăрисем кăна вĕçĕ-хĕррисĕр юрă шăрантараççĕ. Пĕрисем юрла-юрлах çуначĕсене вĕл-вĕл-вĕл тутарса çывăхри кĕр калчи ăшне анса пач çухалаççĕ. Теприсем çав самантрах çуначĕсене вĕл-вĕл-вĕл вылятса, хавассăн кĕвĕ каласа çӳлелле хăпараççĕ. Чаршав пек чӳхенсе, силленсе тăракан шупкарах кăвак пĕлĕт патнех. Тăмăч курăнми пуличченех. Еккĕм Иванĕ çапла унталла-кунталла чылайччен пăхкаларĕ те каллех ларкăч хыçне таянчĕ. Куçне хупрĕ. Тем пирки куçа хупса ларни питех те ырă пек, канлĕ пек туйăнчĕ ăна. Чылайччен ларчĕ вăл çапла. Юлашкинчен тĕлĕрсех кайма тытăнчĕ. Пĕр-икĕ хутчен сасартăк вăранчĕ-ха. Татах унталла-кунталла пăхкаларĕ те куçне хупрĕ. Самай вăхăт иртсен каллех куçне ялт уçрĕ. Унтан татах хупăнчĕ куçĕ. Каллех уçăлчĕ. Юлашкинчен тепĕр хут хупăнчĕ те ун куçĕ тек уçăлмарĕ. Иван хыттăн харлаттарса çывăрчĕ. Хальхинче, мĕнле калас, трактор двигателĕ кĕрлени мар, Еккĕм Иванĕ хăватлăн харлаттарса çывăрни сасă парса, янăраса тăчĕ. Иван илемлĕ, ырă тĕлĕк курчĕ. Акă вăл юр пек шап-шурă çеçкене ларнă çĕмĕрт патне çывхарса пырать. Çĕмĕрт турачĕсем хуллен, ачашшăн силленеççĕ. Ивана: «Хăвăртрах кил. Васка, васка!» — тенĕ пекех туйăнаççĕ. Хайхи малалла лайăхрах тинкерсе пăхать те Иван курах каять: ĕшне хĕрринчи çĕмĕрт çумĕнче шап-шурă кĕпеллĕ, чечеклĕ шурă тутăрлă, сарă саппунлă, çап-çаврака питлĕ çамрăк хĕр тăрать. Кăкăрĕ çинче çап-çутă кĕмĕл тенкĕсем. Иван часрах ун патне çитесшĕн. Хăй тахçантанпах шыранă, кĕтнĕ хĕр пекех туйăнать ăна çак пике. Пуçне кăшт уснă вăл. Ахăртнех, каччă çине тӳреммĕн пăхма именет пулас. Акă ун патне çитрĕ Иван. «Сывлăх сунатăп. Эсир ăçтан? Епле килсе тухрăр ку ĕшнене?» — терĕ вăл. Питĕ çепĕççĕн, ăшшăн каларĕ. Хĕр пуçне çĕклерĕ. Иван ăна палламасть, апла пулин те çак хĕр уншăн чи çывăх, чи кăмăллă иккенне туять. Ăна хăйĕн кăкăрĕ çумне чăмăртаса ачашлас, савас килет. Аллине хавассăн ун еннелле тăсать. Хĕр ун аллине лекмест. Сисĕнчĕксĕр, ним сас-чӳсĕр аяккарах та аяккарах шăвать. Кăвак куçĕпе тунсăхлăн пăхса ĕшнене шаларах та шаларах кĕрет. Иван каллех аллине тăсать. Хитре хĕр татах тарать, чылай инçерех кайрĕ. Акă тĕмсем хушшинчен кула-кула пăхать вăл. Пĕр енчи тĕмсем хушшинчен тинкерет, тепĕр енчи тĕмсем хушшинчен. Вара татах урăх енчен... Халĕ пур енчен те тинкернĕ пек туйăнать ăна çак тĕлĕнмелле хĕр. «Мĕнле-ха капла? — шухăшлать Иван. — Пĕр хĕр ача мĕнле майпа пур енчен те пăхма, курăнма пултарать? Сăн-пичĕ пур енчен те унăнах-çке, пĕвĕ-сийĕ те унăнах. Çап-çутă тенкисем те çавăнах. Тен, йăмăкĕсемпе пĕрле килнĕ пуль вăл ĕшнене? Тен, йĕкреш çуралман-ши вăл? Тен, хăйĕн пек хитре, хăй евĕрлĕ тантăшсемпе?» Иван аптраса çитрĕ...
Тĕттĕмленес умĕн Каюков бригадинчи трактористсем ялалла утрĕç. Еккĕм Иванĕ пирки шухăшласа пăхрĕ-ха Кĕркури: «Мĕнле, сухаласа пĕтерчĕ-ши вăл? Чăннипе, сухаламалли лаптăкĕ нимĕн чухлĕ те юлманччĕ-çке. Ик-виç сехетлĕх çеç... Паллă ĕнтĕ Еккĕм таврашĕн... — ассăн сывларĕ бригадир. — Паçăрах ĕç пĕтнĕ ĕнтĕ унăн... Вара тӳрех килнелле çул тытнă пулас. Ун пек хăтланма пултарать Иван. Ну, юрĕ-ха. Ыран пурпĕрех акса пĕтеретпĕр. Çанталăк çеç ан пăсăлтăрччĕ...»
Çапла чиперех шăкăлтатса яла çитрĕç вĕсем. Халĕ трактористсем тĕрлĕ урампа тĕрлĕ еннелле уйрăлса кайрĕç. Сатлайкинăпа Кĕркури иккĕш çеç тăрса юлчĕç. Вĕсен пĕр çулпа, пĕр еннелле утмалла. Мĕн калăн ĕнтĕ, кӳршĕсем. Малтан, яланхи пекех, йăмраллă, тĕксĕм урама кĕчĕç вĕсем. Кашни йăмра тăрринчех курак йăви кунта. Кураксем каç пулнă пулин те лăпланса çитмен-ха. Туратсене çаплах чăштăр-чăштăр тутараççĕ. Хăшĕсем йăвана вырнаçнă, чĕп пусса лараççĕ-ши? Теприсем йăва патĕнчи туратсем çинчех. Йăмрасем халь ешере пуçланă. Паçăр Сатлайкина хиртен ял еннелле тем пирки тинкерчĕ те сасартăк ял улшăннине, урăхланнине асăрхарĕ. Темшĕн хальчченхинчен чипер пек, ăшăрах пек туйăнчĕ. Хайхи тавçăрса илчĕ. Ара, вăл симĕсленме тытăннă-çке. Йăмрасене ешĕл сăн çапнă. Нина чун-чĕри ăшă хаваслăхпа тулчĕ. Ял ешерме пуçланине çулленех сав тери хĕпĕртесе кĕтсе илет вăл.
Акă Еккĕм Иванĕçен килĕ курăнса кайрĕ. Йăмрасем хушшинчен аванах палăрчĕ вăл.
— Пирĕн Еккĕм тус курăнмарĕ-çке. Ăçта çаплах çухалчĕ-ши? — ыйтрĕ Сатлайкина.
— Тахçанах килте вăл. Сухаласа пĕтернĕ те тӳрех чупнă яла, — лăпкăн каласа хучĕ Каюков.
— Тракторне те илсе пымарĕ-çке Малти уя.
— Ирхине илсе пырĕ-ха.
— Мĕн те пулин пулман-ши ăна?
— Мĕн пултăр çавна, — алне сулчĕ Кĕркури.
Кĕçех Еккĕм Иванĕсен тĕлне çитрĕç. Пӳртре çутă çук. Кĕркурин унта кĕрсе тухма та шухăш пурччĕ. Çутă çуккине курсан алне сулчĕ. «Çывăрма выртнă ĕнтĕ. Вăратса çӳрес мар», — шухăшларĕ вăл. Нина та çаплах шухăшларĕ курăнать. Ăна-кăна тек нимĕн те шарламарĕ. Вĕсем Анчăк çырми хĕрринчи хăрах енлĕ урама кĕчĕç. Каçхи шăплăхра юхан шыв тӳлеккĕн шăнкăртатса юхни уçăмлăн илтĕнет. Вăхăт-вăхăтпа, пĕр-пĕр авăра çитсе перĕннипе-ши, хупă сасăпа ятлаçса, мăкăртатса илнĕ пек туйăнать вăл. Каçхи юхан шыв юррине питĕ килĕштерет Нина. Ăна çĕрĕпех итлесе ларма та хатĕр. Чун-чĕрене хускатакан çепĕçлĕх, вăрттăн, хуллен тем çинчен пĕлтерни, чи шалти, чи тарăн туйăмсене ăшшăн сĕртĕнни сисĕнет унра. Сатлайкина, хăй сисмесĕр тенĕ пек, Кĕркурие аллинчен ярса тытрĕ. Сарлака, çирĕп Кĕркури ал тупанĕ. Чул пекех хытă. Нинăна килĕшрĕ вăл. Пурнăç шанчăкĕ, тĕрекĕ унра. Вĕсем лаштра туратсемлĕ ватă, самай çӳллĕ йăмра тĕлне çитрĕç.
— Кăштах тăратпăр-и çак йăмра айĕнче? — терĕ Нина.
— Хаваспах, — хĕр аллине чăмăртарĕ Кĕркури.
— Каçхи çырма шăнкăртатнине тăнлам-ха.
— Манăн та итлес килет.
Каюков, çӳллĕ те тĕреклĕскер, ватă йăмра çумне таянчĕ. Нинăна хăй умне туртса илчĕ. Икĕ аллипе те пилĕкĕнчен пăчăртаса тытрĕ. Çирĕп, патвар хул-çурăмлă Нина. Унăн тăп-тăп çӳллĕ кăкăрĕ халь Кĕркурие хыттăн перĕнсе тăрать. Хĕрĕн ăшă сывлăшĕ Каюковăн пичĕ çинех вăркăшса килет. Кĕркури тӳсеймерĕ, хĕре тата вăйлăрах пăчăртаса илчĕ те чуптума тытăнчĕ. Пит çăмартинчен те, çӳçĕнчен те, мăйĕнчен те чуптурĕ ăна. Сатлайкина ун ытамĕнчен вĕçерĕнесшĕн туртăнчĕ. Кĕркури аллисене сирсе ывăтасшăн пулчĕ. Аптраса çитнипе Кĕркурие питĕнчен сапма, чышма тытăнчĕ. «Чарăн! Мĕн хăтланатăн эс?» — хыттăнах каласа хучĕ вăл. Кĕркури чарăнмарĕ-ха. Нинăн тутăрĕ салтăнса ӳкрĕ, çӳçĕ арпашăнса кайрĕ. Хĕр пуçне унталла-кунталла хыттăн пăркаларĕ пулин те Каюков унăн чăмăр тутине шыраса тупрĕ. Çапла, тутаранах пĕтĕм вăйпа чуптуса илчĕ. Çак самантра Сатлайкина Кĕркури аллисене сирсе ывăтрĕ, аяккарах кайса тăчĕ. «Ухмах», — терĕ вăл. Вара тутрине шыраса тупрĕ. Çӳçне тирпейлерĕ. «Асран тайăлтăн-им? — хальхинче лăпкăнрах калаçрĕ, тутăрне çыхрĕ. — Ачусем пур, арăму... Çын курсан мĕн калать пире? Сана та лайăх пулмасть, мана та...» Кĕркури хирĕç ним те чĕнмерĕ. Сатлайкина ăна аякĕнчен тĕкрĕ. «Ма чĕнместĕн? Пĕтĕм мăй, пит çăмарти вут пек пĕçерсе тăрать. Çыртса илмерĕн пуль те эс? Калаç пĕр-ик сăмах, — Кĕркурие каллех аякĕнчен тĕкрĕ Нина. — Мĕн, намăс пек туйăнчĕ-им? Тин шухăшласа ăнлантăн-им ху мĕн хăтланнине? Чăнах, мăй ыратмаллипех ыратать. Пит çăмарти те... Аса çухатмаççĕ ĕнтĕ ăна...»
Кĕркури татах ним шарламасăр тăчĕ-тăчĕ те Нинăна аллинчен тытрĕ, хăй патне илсе пычĕ.
— Юрататăп сана. Пурăнаймастăп сансăр, — пăшăлтатрĕ вăл.
— Юратнипе мĕн пулать-ха пирĕн? — пуçне Кĕркури кăкăрĕ çине хучĕ Сатлайкина. — Эсĕ çемьеллĕ çын... Ача- пăчаллă...
— Хам та пĕлместĕп, — тӳррипех каларĕ Кĕркури.
— Çапла çав, — ун çумне тĕршĕннĕ май сăмахларĕ Нина.
Кĕркури хĕре пуçĕнчен саврĕ. Хăй вара тӳпери йăл-йăл çиçсе, çуталса тăракан çăлтăрсене тинкерчĕ. Инçетре, инçетре вĕсем. Тем пирки ытла та тунсăхлăн курăнаççĕ. Йăмрасем те тунсăхлăн ха-аш, ха-аш сывлаççĕ. Анчăк çырминчи шыв та тунсăхлăн шăнкăртатнă пек илтĕнет. Кĕркури хĕре пуçĕнчен татах саврĕ, саврĕ. Нина ним те шарламарĕ. Кĕркури уншăн çирĕп хӳтлĕх пек туйăнчĕ. Ун çумне çакăн пек тĕршĕнсе пурнăçри пĕтĕм хуйхă-суйхăран, инкек-синкекрен ним мар хӳтĕленсе юлма май пур пек туйăнчĕ ăна. Кам та пулин усал тусан, кӳрентерсен кил те тăр ун çумне, вăл сана хур кăтартма парас çук. Кĕркури çаплах лăпкарĕ, саврĕ. Унăн çак хĕре вĕçĕмсĕр савас, лăпкас килчĕ. Çĕр каçичченех, тул çутăличченех. Çакăнтанах хире тухма та хатĕр вăл. Хĕре лăпканă, савнă май хăй татах çăлтăрсене тинкерчĕ. «Тӳпере кашни çыннăн çăлтăрĕ пур теççĕ. Пирĕн, Нинăпа иксĕмĕрĕн, пин-пин, миллион çăлтăр хушшинче тĕксĕммĕн çуталса тăракан пĕчĕкçĕ, аран-аран палăракан çăлтăрсем кăна пулас. Пирĕн çăлтăрсене никамах та асăрхас çук. Апла пулин те çăлтăрсем вĕсем пирĕн çăлтăрсем. Çакă савăнтарать», — шухăшларĕ Кĕркури.
Анчăк çырми халĕ те тикĕссĕн, пĕр кĕвĕллĕн шăнкăртатать. Сатлайкина ун кĕввине тăнларĕ те пуçне хуллен Кĕркури кăкăрĕ çинчен илчĕ. Тӳрленсе тăчĕ.
— Илтетĕн-и? Епле юрлать юхан шыв... — терĕ Нина.
— Юрлатăр. Нихçан та чарăнса ан тăтăр, — хуллен калаçрĕ Кĕркури.
Çак вăхăтра Сатлайкина сасартăк ыйхăран вăраннă пек пулчĕ. Мĕн пирки çакăнта, ватă йăмра айĕнче, тăрать-ха вăл? Мĕн пирки малтан Кĕркури аллине хăех ярса тытрĕ? Мĕн пирки ăна çак йăмра айне хăех илсе килчĕ? «Мĕн хăтланатăп эп, — шухăшларĕ вăл. — Авланнă çынна мĕншĕн çакăн пек астарса çӳретĕп? Ниушлĕ çав териех айван эпĕ? Ниушлĕ халĕ те ăс кĕрсе çитмен мана? Тек пĕр минут та тăма юрамасть кунта. Халех киле. Киле. Мĕн, ман валли каччă тупăнмасть-им? Чисти ун пекех юрăхсăра тухман пуль-ха. Апла пулсан тармалла ку çынран. Çывăха та ямалла мар ăна. Мĕншĕн çыпçăнать-ха вăл ман çума? Мĕншĕн ялан мана йĕрлесе çӳрет? Кайтăр арăмĕ патне. Савтăр, ачашлатăр ăна. Чăннипе, мĕн, арăмĕ начар-им? Иртĕнсе çӳреççĕ хăш-пĕр упăшкасем. Авланиччен: «Юрататăп, юрататăп», — теççĕ те авлансан вара: «Киле таврăнас килмест», — тесе нăйкăшаççĕ. Кĕркурие ăнланса çитме пулать-и-ха? Паллах, ăна та ăнланса çитме çук. Арçынсем пурте пĕр картаран вĕсем. Пурте пĕр пек юрлаççĕ...»
Сатлайкина хыттăн, çиллессĕн:
— Чипер юл. Эпĕ каятăп, — терĕ. Вара килнелле вашлаттарчĕ.
— Эпĕ, мĕн... Мĕн, манăн та сирĕн тĕлтенех иртсе каймалла-çке, — ун хыççăн хускалчĕ Кĕркури.
— Пĕлместĕп. Кирек ăçтан кай, — уттине хăвăртлатрĕ Сатлайкина. Юлашкинчен чупсах хăйсен хапхи умне çитрĕ, ăна чăнкăр-чăнкăр тутарса уçрĕ те куçран çухалчĕ.
Кĕркури ним ăнланаймасăрах юлчĕ. Мĕн пулчĕ-ха Нинăна? Мĕншĕн çав тери çилленнĕ пек пуплешрĕ вăл? Малтан чиперехчĕ-çке. Ниушлĕ хама йĕркеллĕ тытаймарăм? Чăнах та шухăрах пултăм пуль çав. Мĕн тăвăн-ха ĕнтĕ? Хама лăплантарма ĕлкĕреймерĕм-çке. Чун-чĕрене чарма пултараймарăм. Çав тери хĕрсе кайрăм пулас. Тĕрĕссипе, епле чарма пултарăп-ха эп хама хам? Чăнах, чăтма çук юрататăп-çке ăна. Сăн-питрен, паллах, Зойăна çитмест-ха вăл. Зоя хĕвел пек çиçсе, çуталса тăрать. Янăраса, юрласа тăрать унăн илемĕ. Сатлайкина чылай тĕксĕмрех. Апла пулин те илемсĕр теме çук. Хитре вăл. Сарлака пичĕ кăмăллă та ăшă. Хăмăр куçĕсем йăл-йăл çуталса тăраççĕ. Чун-чĕре туйăмĕ енĕпе Сатлайкина ун арăмĕнчен чылай малта тăмасть-ши? Нина кăмăлĕ уçă. Унăн ытти çынсенчен пытарса усрамалли нимĕн те çук. Зойăн вара, кăмăлĕ уçă пек туйăнать пулин те, шалта темĕскер пур, темĕскер пытарăнса тăрать. Ана вăл никама та, никама та пĕлтересшĕн мар пулас.
Çырмари шыв çаплах шăнкăртатать, шăнкăртатать.
Сатлайкина салтăнса выртни чылай пулчĕ ĕнтĕ, çаплах çывăрса каяймасть. «Мĕн пулса тухать-ха ман пурнăçпа? Ниушлĕ яла култармаллах пулать? — шухăшларĕ вăл. — Çук, ун пек хăтланма юрамасть. Тĕрĕссипе, мĕн каласси пур, эпĕ хам та юрататăп-çке ăна. Юратнипех ярса тытрăм пуль аллине. Юратнипех чарса тăратрăм пуль ватă йăмра патне...»
Нина питне, мăйне хыпашласа пăхрĕ. «Кăштах хăпарса тухнă иккен», — пăшăлтатрĕ вăл.
7
Тепĕр кунне, яланхи пекех, çутăлнă-çутăлман вăранчĕ Каюков. Сивĕ шывпа çăвăнса уçăлчĕ. Вара кăштах апат çырткаларĕ те вăш-ваш тумланса ĕçе тухса ыткăнчĕ. Тӳпере тĕксĕм пĕлĕтсем купалана-купалана пухăннă. Кусем çумăр пĕлĕчĕсем мар. Вичкĕн çил шăхăрса иртет. Самаях сулхăн. Еккĕм Иванĕсен пӳрчĕ тĕлне çитсен Кĕркури чарăнса тăчĕ. Çуртсем тăвакан заводран хатĕр пӳрт илсе килсе лартнă вĕсем. Чӳречесем пысăк, сарлака çак çуртăн. Тăррине тăват енчен те чалăштарса хăма витнĕ. Упа кутлă çурт теççĕ çакăн пек пӳрте Юртукасси енчи çынсем. Хура кураксен ушкăнĕнчи ула курак пекех курăнать вăл ытти çуртсем хушшинче. Ял çыннисем ăна «стандартлă пӳрт» тесе ят панă. «Çывăрса тăнă-ши, тăман-ши кусем? — шухăшларĕ Каюков. — Кирек мĕнле пулсан та кĕрсе тухма тивет. Иван халĕ те çывăрать пулсан тăратмалла ăна. Ыйхи йывăр пулаканччĕ-ха ун». Кĕркури васкасах хапха патне утрĕ. Тĕксе пăхрĕ ăна — уçăлмасть, питĕрнĕ. Урамалла кăларнă крыльца алăкĕ умне хăпарчĕ — кăна каллех урлă янă. Чӳречерен тăкăртаттарчĕ вăл. Сас-хура çук. Ун хыççăн чышкипе хытах тӳнклеттерме тытăнчĕ. Хайхи тахăшĕ вăранчĕ пулас. «Кам унта?» — тени илтĕнче, часах чӳрече шăлтăр-шалтăр уçăлчĕ те, Еккĕм мучи хăй курăнчĕ. Тăрмаланчăк хура çӳçлĕскер, хура сухаллăскер. Куçне сăтăркаларĕ.
— Иван пур-и? — терĕ Кĕркури.
— Иван-и? — куçне тата сăтăрчĕ Еккĕм. — Курăнмастчĕ-ха. Çур çĕр иртсен, иккĕре-ши, тула тухса кĕтĕм. Ун вырăнĕ пуш-пушахчĕ. Алкумĕнче çывраканччĕ вăл. Чим-ха, кайса пăхам... — Еккĕм таклаттарса кайрĕ те пӳрт алăкне хăлтăр-халтăр тутарса уçрĕ. — Иван! Иван, тетĕп! — кăшкăрчĕ вăл. Вара алкумне тухса пăхрĕ. Ун хыççăн чӳрече умне пычĕ. — Çук, таврăнман. Таçта çапкаланса çӳрет, — терĕ.
— Тăлăх арăмсем патне кайнă пуль, — юриех каласа хучĕ Кĕркури. — Çавсене килĕштерет вăл...
— Амак пĕлет-и ăна? — куçне каллех сăтăркаларĕ Еккĕм.
— Кала эс ăна, таврăннă-таврăнман хире тухтăр.
— Калатăпах ĕнтĕ. Вăт каналйĕ ачи... Тен, тӳрех хире кайман-и вăл?
— Шанма çук, — чӳрече патĕнчен пăрăнса утрĕ Кĕркури. Хире тухсан чи малтанах Иван тракторĕ патне çитсе килме шутларĕ Каюков. Пысăках мар сăрт хыçне юлнăччĕ-ха вăл. Ĕшне леш енне. Айлăма. Ĕшне витĕр, тӳртен çул тытрĕ бригадир. Ĕшнере шăпчăксем шарлаттарсах юрлаççĕ. Акă унран инçех те мар, çăка тăрринче куккук авăтма тытăнчĕ. Тунсăхлăн, васкамасăр авăтать. Курăк чылай çӳллĕ ӳснĕ. Чечексем ытла та чĕррĕн чĕлт çĕкленнĕ. Кĕркури чун-чĕри хăпартланчĕ, кăмăлĕ лайăхланнăçем лайăхланчĕ. Ирхи сулхăн, сивлек тавралăх килĕшрĕ ăна. Малалла васкатрĕ çак сивлек, хăвăртрах ĕçе тытăнма хистерĕ. Ĕшнерен тухнă-тухманах Иван тракторĕ курăнса кайрĕ. Сарă тĕслĕ вăл. Кун пек сарă трактор колхозра пĕрре кăна. «Ак тамаша! Иванĕ хăй курăнмасть-çке... Мĕскер-ха ку? — тăп чарăнса тăчĕ Каюков. — Ĕнер мĕнле хăварнă, çавăн пекех выртать сухаламан лаптăк. Тракторĕпе çак лаптăк тавра пĕр-икĕ хут çаврăнса килнĕ-ши Иван? Пĕлме çук. Паллă мар». Сасартăк тарăхса, хаярланса кайрĕ бригадир. Мĕн хăтланать-ха, шеремет. Мĕнле мыскара кăтартать вăл?
Кĕркури трактор патне чупса çитрĕ. Пăхать: кабина кантăкĕ тарланă. Апла пулсан шалта кам та пулин пур. Каюков кабина алăкне васкасах яри уçса пăрахрĕ. Вăт мыскара! Еккĕм Иванĕ ларкăч хыçне таяннă та урисене малалла тăсса пăрахнă, харлаттарсах çывăрать. Ӳсĕр-ши ку? Унталла-кунталла тинкерчĕ Кĕркури, пуш кĕленче таврашĕ ниçта та курăнмасть. Хăй вара çаплах вăранмасть.
— Мĕн пулнă сана? Мĕскер хăтланатăн эс? — Ивана çаннинчен туртрĕ Кĕркури.
— Эпĕ-и? Мĕн... — куçне уçрĕ Иван. Вара хăвăрт тӳрленсе ларчĕ. Кĕркурие палласа илчĕ. — Трактор кутăнлашма тытăнчĕ ман. Двигатель сӳнсе ларчĕ те вĕлер чĕрĕлмест. Ларатăп вăт. Механиксене кĕтетĕп. Юрать-ха, эс килтĕн. Пăхкалатпăр-и? — кабинăран сиксе анчĕ ыйхăллă-мĕнлĕ тракторист. — Ик-виç сехет ларатăп ĕнтĕ çапла...
— Миçе сехет?
— Ик-виçĕ сехет иртрĕ пуль. Эсир кайсан пĕр-икĕ хут çаврăнкаласа килтĕм те...
— Мĕн пуплешетĕн? Пăх-ха тавраналла. Иван унталла-кунталла тинкерсе:
— Чим-ха. Ирхине-и вара халь? — терĕ.
— Ирхине çав.
— Эпĕ каç пулать пуль тесе...
Кĕркури тӳрех аккумулятора тĕрĕслеме тытăнчĕ. Отверткăпа тĕксе илсен çулăм чăлт-чăлт! туса илчĕ. «Пит вăйлах пулмасан та хăвачĕ пур-ха», — хăй тĕллĕн каларĕ Каюков. Çапах та гайкăсем пушаннă пек туйăнчĕс ăна. Вăл вĕсене хытарса тухрĕ. — Проводкăсене пăхрăн-и? — ыйтрĕ вăл Иванран.
— Темиçе хут та пăхрăм. Пурте чин-чином... Каюков трактор капотне уçрĕ.
— Айта-ха тепре тĕрĕслер.
Кĕркури нумаях та аппаланса тăмарĕ, Ивана хăй патне чĕнчĕ:
— Кил-ха кунта... Кил, — терĕ.
— Мĕн вара? — хуллен пычĕ Иван.
— Çаксене куратăн-и? — сарă, кăвак проводсем çине тĕллесе кăтартрĕ Кĕркури.
— Куçсăр мар-çке. Куратăп.
— Мĕнле пулмалла вĕсем?
Иван ĕнсине хыçкаласа илчĕ, ним калама та аптăрарĕ. Чылайран çеç:
— Çавăн пек пулмалла пуль, — терĕ. Кĕркури проводсене тĕрĕс вырнаçтарма тытăнчĕ.
— Сан трактору малтан, пĕлетĕн-и, ху йĕркеллĕ тытса пыман пирки çеç чарăнса ларнă. Эсĕ васкаман курăнать. Двигатель сивĕниччен тапратса яман. Двигатель сивĕнсен аккумулятор вăй çитереймен ăна. Ну, тытăннă вара эс тарăхнипе, васканипе ăна-кăна пăлхатма. Проводсене пăтраштарса янă. Кун пек чухне çăтăр-çатăр хăтланма юрамасть. Ну, чиперех çĕр каçрăн-и? Аçу сана шыраса çӳренĕ тет, — юриех каласа хучĕ вăл. — Ялтимĕнпур тăлăх арăм патне кĕре-кĕре тухнă тет. Паян ир-ирех пĕтĕм ял шавлать, çĕмĕрлет. Эп халиччен илтменччĕ. Тăлăх арăмсене питĕ килĕштерет вăл теççĕ сан пирки. Чăнах-и çак сăмахсем?
— Кам калать ун пек? Пĕтĕмпех суя, — тарăхса кайрĕ Иван.
— Пурте калаççĕ... Айта-ха чĕртсе пăх. Чĕрĕлет-и халь?Трактор çав самантрах хăватлăн кĕрлеме тытăнчĕ. Хĕпĕртенĕ Еккĕм Иванĕ йăл кулса илчĕ.
— Айн момент. Сухаласа пĕтеретĕп! — кăшкăрчĕ вăл.
— Ну, куншăн лекме пултарать-ха сана. Бригадăри çынсем ахалех каçарас çук, — терĕ Каюков.
— Мĕн калаçатăн эс? Илтсе юлаймарăм, — кабина чӳречинчен пуçне кăларчĕ Иван.
— Лекет-ха терĕм. Тек кун пек ан хăтланнă пултăр!
— Çук, çук. Кун пекки тек пулмасть, — пуçне сулларĕ Иван. — Эсĕ, Григорий Семенович, ытлашши сас-хура туса ан çӳре-ха. Пĕррелĕхе каçар. Правление шăв-шав ан çиттĕр.
— Атпăрие михĕре пытарма пулать-ши? Пĕлместĕп. — Кĕркури çулсăр-мĕнсĕрех Малти уй еннелле васкарĕ. Вăрăммăн яра-яра пусса утрĕ. Кăштахран сехечĕ çине пăхса илчĕ те чупма тытăнчĕ. Салтакра старшина пулнă Каюков. Инçе чупма пултарать. Акă сăрт çине хăпарчĕ. Агрегатсем патне юлташĕсем çитнĕ-ши? Авă тăрмашаççĕ. Çитнĕ иккен. Сатлайкинăн шур тутăрĕ вĕл-вĕл вĕçкелени те чиперех палăрать. Кĕркури тата хытăрах ыткăнчĕ. Карттусне хывнă вăл. Лапсăркка çӳçĕ лăс-лăс силленсе, вăркăшса пырать. Сарă кăтра бакенбарчĕ тин тухнă хĕвел çутинче ылтăн пекех йăл-йăл курăнкаласа илет. Акă агрегатсем патне хашкаса çитрĕ. Тус-юлташĕсене сывлăх оунчĕ.
— Аçтан килтĕн вара эс? Мĕншĕн тепĕр енчен? — ыйтрĕç юлташĕсем.
— Хăнара пултăм. Иван патĕнче, — хуравларĕ Кĕркури.
— Аванах-и вăл? — терĕ Сăрмулат Павăлĕ.
— Те аван вăл, те аван мар. Унне пĕлме йывăр, — пуçне сулкаласа илчĕ Каюков. — Тракторĕ чарăнса ларнă. Халь йĕркеллех. Айтăр хускалар пуль...
Пурте хăйсен агрегачĕ патне чупрĕç. Тепĕр самантран хирте ĕç шавĕ хускалчĕ.
Хĕвел çӳлерех те çӳлерех хăпарчĕ. Катрам-катрам купаланнă тĕксĕм пĕлĕтсем майĕпен-майĕпен, ним сисĕнчĕксĕр, тĕлли-паллисĕр çухалчĕç. Халĕ тӳпене йăрăм-йăрăм шурă пĕлĕтсем тухрĕç. Вĕсен хĕррисем шупкалнăçем шупкалса пыраççĕ те сенкер тӳпепе пĕрлешсе каяççĕ. Çавăнпа ку пĕлĕтсем чăн-чăн пĕлĕтсем пек те туйăнмаççĕ. Тӳпери сĕвек сăртсем пек курăнаççĕ. Вĕсем çине юр ӳкнĕ-ши? Çавăн пек кăна шухăшласа илме пултаратăн çак йăрăм-йăрăм пĕлĕтсем пирки. Тăрисем хальчченхи пекех çӳлте-çӳлте, сенкер тĕтрелĕхре, ытарайми уй-хир çинчен, çамрăк калча çинчен, çур аки паттăрĕсем çинчен чи ырă, чи çепĕç юрăсем юрлаççĕ. Çӳлтен, пĕлĕтсем патĕнчен, пурне те, пурне те кураççĕ. Пуриншĕн те вĕсен юрă пур.
Еккĕм Иванĕ айлăмри лаптăка сухаласа пĕтерчĕ. Тракторне ĕшне хĕррине илсе тухрĕ вăл. Плугне çӳлелле хăпартрĕ. Малти уя юлташĕсем патне кайма хатĕрленчĕ. Ĕшнери шап-шурă çеçкеллĕ çĕмĕрт çине çав тери тунсăхлăн тинкерчĕ. Ара, тĕлĕкре курнине манман-ха Иван. «Тен, çав пике çакăнтах çӳремест-ши? — пăшăлтатрĕ вăл. — Шап-шурă кĕпеллĕскер, чечеклĕ шурă тутăрлăскер, сарă саппунлăскер, кăкăрĕ çине çап-çутă кĕмĕл тенкĕсем çакнăскер».
Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче Каюков бригадине партком секретарĕпе агроном пычĕç. Куçса çӳрекен Хĕрлĕ ялав пачĕç. Çакă, паллах, пурне те савăнтарчĕ. Ялава Сатлайкина тракторĕ çумне çирĕплетрĕç.
— Чи лайăх акакан трактористсенчен пĕри вăл. Çавăнпа тивĕçлĕ пулчĕ ялавпа çӳреме, — терĕ Каюков бригадир. Вăл, астумасăр тенĕ пек, Сатлайкинăн пичĕ çине, мăйĕ çине пăхса илчĕ. Хĕрелнĕ вырăнсем чиперех палăраççĕ...
8
Пысăк уяв кунĕнче — Çĕнтерӳ кунĕнче — çур аки пĕтрĕ. Кăнтăрла иртсен пĕр-ик сехетренех Сăрмулат Павăлĕ тракторне Макаркка çырми хĕррине чарчĕ те кабинăран ыткăнса тухрĕ. «Уяв! Çĕнтерӳ!» — тесе кăшкăрса ячĕ. Ытти трактористсем те: «Уяв!», «Уяв!» — тесе кăшкăрма тапратрĕç, тракторĕсене Сăрмулат тракторĕ çумне ретĕн-ретĕн вырнаçтарчĕç. Акă пĕр-пĕрне ыталаса илчĕç. Тахăшĕ такама лăпкать, тахăшĕ такама ырлăх сунать. Пурте пĕр тĕле пухăннă. Кунтах Сатлайкина. Питрен кăшт туртăннăскер, ывăннăскер... Апла пулин те вăш-ваш, çирĕп тытать-ха хăйне. Бригада илемĕ, хаваслăхĕ пек курăнса тăрать вăл арçынсем хушшинче. Тутăрĕ айĕнчен тухнă хăмăр çӳç пайăрки самай шухă çилпе вĕл-вĕл вĕçет, тутри те хавассăн, ирĕклĕн вĕлкĕшет. Вăл ĕç тумĕпе кăна пулин те пурпĕрех хитрен курăнать. Ун çине пурин те пăхас килет. Сатлайкина хăйне арçынсем ытларах асăрхаса тăнине хăнăхнă ĕнтĕ. Çакă ăна пăлхатсах ямасть, тепĕр чухне ун пеккине асăрхамасть те темелле. Çапах та юлашки вăхăтра тем пулчĕ Нинăна. Кĕркури умĕнче хăйне самай именчĕклĕн тыткала пуçларĕ. Ăна курсанах пичĕ пĕçерсе каять. Çан-çурăмĕ çӳçеннĕ чухнехи пек сăрлатса илет.
— Чим-ха, кун пек мар, — терĕ те Сăрмулат Павăлĕ хăйĕн тракторĕ патнелле ыткăнчĕ. Унтан часах кивелнĕ, карчĕсем тĕкленнĕ, тĕсĕ ула-чăла пулса юлнă икĕ ретлĕ купăсне йăтса килчĕ.
Хаваслă шăв-шав ӳснĕçем ӳсрĕ. Сăрмулат Павăлĕ çырма хĕрринчи пысăк чул çине фуфайкине, çĕлĕкне хывса хучĕ. Вара лайăх вырнаçса ларчĕ те купăсне хăватлăн кĕрлеттерсе ячĕ. Малтан юрă кĕввисем каларĕ-ха: «Пирĕн урам анаталла», «Шупашкар туйи — шур туя...» Ун хыççăн — «Ой, милăй Чотикас»... Юлашкинчен пуçне сулахай хулпуççийĕ çине меллĕн пăрса хучĕ те ташă кĕвви шăрантарма тытăнчĕ.
Чăваш ташши... Мĕн тери çывăх вăл çакăнта тăракан çынсене. Чăваш юрри, чăваш ташши вĕсен чун-чĕринче, юнĕнче пурăнать. Авалхи аслашшĕсемпе асламăшĕсем парнелесе, халалласа хăварнă вĕсене çак илеме... Акă Еккĕм Иванĕ, таçтан тупса, Сăрмулат ури айне хăма татки пырса пăрахрĕ. Пуçланчĕ вара... Купăсçă урисемпе кĕвĕ майăн хыттăн тăпăртаттарма тытăнчĕ.
— Сирĕлĕр аяккарах! Ташлама вырăн парăр! — кăшкăрчĕ Еккĕм Иванĕ.
Акă çерем çине, купăсçă çывăхне, Каюков тухса тăчĕ. Халь-халь тӳпене çĕкленес кăйкăр пекех курăнать. Тус-юлташĕсем хавхалатма тапратрĕç. Кĕркури купăсçă енне варман кушакĕ пек ялт! сикрĕ те кăшт пĕшкĕнерех тăрса чĕркуççи хушшипе шарт-шарт-шарт! шарт-шарт-шарт! тутарса хыттăн алă çупрĕ. Унтан тытăнчĕ урисене илтерме... Пĕтĕрттерсе, çавăрттарса пырать. Чĕнтĕрсем, эрешсем тăвать. Хайхи унтан пуçларĕ урăм-сурăм çаптарма. Пăлтăр-пăлтăр çаврăнать, пĕççисене унталла та кунталла тăса-тăса хурать. Çӳллĕ, яштака пĕвĕ силленсе, чӳхенсе тăрать. Лапсăркка çӳçĕ лăстăр-лăстăр тăвать. Урисем халь курăнмаççĕ те темелле. Ну, илтерет те илтерет. Хайхи ташланă майăнах пĕр аттине хывса ывăтрĕ, тепĕр аттине... Халĕ çарранах... Тĕвет те тĕвет. Тус-юлташĕсем ăна хавхалатса хыттăн алă çупаççĕ. «Тавай, тата хытăрах! Сăс кăларса! Карнис кăларса!» — теççĕ вĕсем. Кĕркури татах хĕрсе кайрĕ. Чĕркуççийĕ çине кукленсе, ăна малалла кăларса чупнă пек çаврăнать вăл вăйă карти тавра. Юлашкинчен хоп! хоп! хоп! тесе виçĕ хутчен тем çӳллĕш сике-сике илчĕ те тăп чарăнчĕ, вăйăçа тав туса пуçне сулчĕ.
Юлташĕсем ăна мухтаса аллисемпе хавассăн шапăртаттарчĕç. Бригадир çапла хĕрӳленсех, чунтан ташлани Нинăна килĕшрĕ. Каюков çынсемпе ялан пĕрле пулма тăрăшни, хăйĕн тус-юлташĕсен пурнăçĕпе, ял-йыш пурнăçĕпе пурăнни савăнтарчĕ ăна. Унăн чарусăр шухăлăхĕ, хаваслăхĕ хĕр кăмăлне çĕклерĕ. «Этемĕн яланах этем пулни килĕшет çав», — пăшăлтатрĕ вăл.
Бригадир хыççăн ыттисем те хускалчĕç. Вăйă картине сасартăк акă иккĕн, Еккĕм Иванĕпе унăн шăллĕ Петюк, ыткăнса тухрĕç. Урисене сатуррăн вылятса, хулпуççийĕсене йăлт-йăлт сиктерсе пĕр-пĕрин патнелле, таптаса каяс пекех, ыткăнчĕç вĕсем. Çывăхах, пĕр-пĕрин сăмси умнех, çитсе тăпăрт-тăпăрт! тăпăрт-тăпăрт! сиксе тăчĕç. Унтан шуххăн, пĕр-пĕринчен тарнă пекех, каялла вăркăнчĕç. Вара каллех пĕр-пĕрин патне çĕмĕрттерсе пычĕç. Хальхинче аллисене пĕр-пĕрин хулĕнчен çаклатрĕç те иккĕшĕ пĕрле йăкăш-йăкăш, йăкăш-йăкăш шуса пычĕç. Кĕçех урăм-сурăм ылмаштарма тытăнчĕç урисене. Тĕрлĕ кукăр-макăрсем, кĕлентĕрсем туса... Вара çăмăллăн, шуххăн тăрăс-тăрăс сикрĕç те купăсçа çурăмĕнчен лăпка-лăпка хăйсен вырăнне кайса тăчĕç.
Сăрмулат Павăлĕ çаплах пĕр чарăнмасăр, мăнаçлăн тăсать-ха купăсне. Хутран-ситрен пĕтĕм хăлаçĕпех туртса ярать. Купăсĕ халь-халь шатăрт! татăлса каяссăн, пĕр аллинче унăн пĕр çурри, тепĕр аллинче тепĕр çурри усăнса юлассăн туйăнать. Сăрмулат ăна-кăна пăхмасть. Пуçне хулпуççийĕ çине тата çирĕпрех, таччăнрах пăрса хунă та тутине чалăштарса çамкине картлантарнă. Çĕтĕлме пуçланă купăсне çав-çавах ним хĕрхенӳсĕр туртать те туртать. Çамрăксем пĕрин хыççăн тепри ташша çаптараççĕ. Урăм-сурăм сикеççĕ, савăнаççĕ. Юртукасси çамрăкĕсем юрă-ташă тесен вилсех каяççĕ çав. Çăкăр ан çитер вĕсене, юрлама-ташлама çеç ан чар.
Каччăсем хальхинче Сатлайкина патне чупса пычĕç. Ана аллинчен туртса ташлама кăларасшăн пулчĕç. Нина вĕсенчен вĕçерĕне-вĕçерĕне тарчĕ. Каччисем пурпĕрех хăваласа тытрĕç ăна, çавăтса килчĕç. Нина каллех тарма хăтланчĕ. Чăваш хĕрĕçем çапла-çке. Нихçан та вăйă картине хăйсен ирĕкĕпе тухасшăн мар: ун пек сатурланни илемсĕр тесе шутлаççĕ. Ĕлĕк, Октябрь революциччен тата ун хыççăнхи малтанхи çулсенче те, каччăсем хулăпа çапа-çапа çеç ташша кăларнă хĕрсене. Халь, паллах, никам та хулăпа çапас çук вĕсене. Апла пулин те хĕрсен турткаланса тăрасси, каччăсенчен вĕçерĕнсе тарасси сыхланса юлнă-ха. Тен, кунта хăйне евĕрлĕ илемлĕх те, çепĕç сăпайлăх та пур пуль...
Сатлайкина вăйă картине çапах та тухрĕ-тухрех. Урисене йăкăш-йăкăш вылятса сăпайлăн ташларĕ вăл. Тикĕссĕн каллĕ-маллĕ юхрĕ. Аллисене пилĕкĕнчен тытса, пуçне ухса пычĕ. Вăхăт-вăхăтпа кĕпине кăштах варкăштарса вăр-вăр çаврăнчĕ. Çӳллĕ кăкăрĕ ним силленмесĕр тăп-тăп мăкăрăлса тăрать. Пушмакĕсем пĕр-пĕрне лексе шăкăрт-шăкăрт, шăкăрт-шăкăрт туса пыраççĕ. Пысăк хăмăр куçĕ ăшшăн-ăшшăн тинкерет. Унта хавас кулă пытарăнса тăнă пек туйăнать. Апла пулин те хĕр кулмасть. Хăйне кулам пекрех тытса çеç пырать. Тăп тытнă тутинче те телейлĕ кулă пур пулас. Анчах хĕр ăна та ирĕке ямасть, асăрхануллăн сыхлать...
Çапла ташласан, савăнсан, уяв тусан тракторсем ял еннелле хускалчĕç. Малта ялавлă Сатлайкина тракторĕ кĕрлеттерсе пырать. Ун хыççăн, хур кайăк карти пек, ыттисем...
Тракторсемпе машинăсен паркне çитсен арçынсем часах саланса пĕтрĕç. Каюков колхоз правленийĕ еннелле утрĕ. «Кайса рапорт парас. Пурте пĕлччĕр», — терĕ вăл. Сатлайкина килне васкамарĕ-ха. Тракторне лайăх шăлса тасатма, тирпей кĕртме шутларĕ. Чылайччен аппаланчĕ. Ара, трактор йăлтах тусан айне пулнă-çке. Кунсăр пуçне трактор пайĕсене, ăна-кăна тĕрĕслес шухăш та пур-ха ун. Ака вăхăтĕнче, тен, хăшĕ те пулин пушанса кайман-и, силленкелесе тăмасть-и? Болтсене хытарас. Çапла тĕрмешнĕ май курах кайрĕ вăл: сеялка, плуг кăкармалли тимĕр турта пĕр тĕлтен çурăлнă иккен. Ак тамаша! Юрать-ха хуçăлсах тухман. Хуçăлса тухнă пулсан акари ĕç чарăнса тăма пултаратчĕ. «Кăна мĕнле те пулин, халех электросваркăпа лайăх сыпса хурасчĕ. Тен, ыран ытти бригадăсене пулăшма каймалла пулĕ», — шухăшласа илчĕ Сатлайкина. Вăл тӳрех мастерской еннелле чупрĕ. Микулай ĕçре пур-ши паян, çук-ши? Тем тесен те пулмаллах вăл. Ара, çур аки ытти бригадăсенче вĕçленмен-çке. Апла пулсан мастерскойĕнчен татăлма пултараймаççĕ вĕсем. Акă Сатлайкина мастерскойне çитсе кĕчĕ. Унталла-кунталла тинкерчĕ. Ниушлĕ тухса кайнă Микулай? Нина сăн-пичĕ сасартăк тĕксĕмленчĕ. Пĕр шутланă ĕçе çийĕнчех тума тăрăшать вăл. Нихçан та ырана хăварасшăн мар. Ун пек ырана хăварсан çĕрĕпех шухăшласа выртать, ниепле те йĕркеллĕ çывăраймасть. «Каллех чĕптĕм ыйхăсăр çĕр каçма тивет-ши ĕнтĕ?» — тарăхса мăкăртатрĕ Нина. Унччен те пулмарĕ — салатса пăрахнă автомашина хыçĕнче, мастерской леш пуçĕнче, çулăм симĕссĕн-кăваккăн çутални курăнчĕ, çăтăр-çатăр, чăр-р! тутарни илтĕнчĕ. Сатлайкина чун-чĕри лăштах пулчĕ, пичĕ çинче ăшă кулă палăрчĕ.
— Микулай! Эсĕ-и ку? — терĕ вăл аякранах.
Ăна хирĕç нимĕнле сас-хура та илтĕнмерĕ.
— Микул турă! Миклухо-Маклай! — кăшкăрчĕ Нина.
— Кам унта? Мĕскер? — тинех илтĕнчĕ сасă. Микулай аппаратне ĕçлеме чарчĕ. Мастерскойĕнче шăп. Сатлайкина каччă умне çитсе тăчĕ. Микулай ун çине пăхрĕ. Куçĕ утмăл турат чечекĕ пек кăн-кăвак. Нинăна Микулай пит килĕшсех каймасть пулин те унăн кăн-кăвак куçĕ килĕшет. Тасалăх, именчĕклĕх çак куçра.
— Микул турă! Эсех-и ку? — кăшт кулса илчĕ Сатлайкина.
— Эпех пуль, — терĕ Микулай тем пирки хĕрелсе кайса.
— Пулăшу ыйтма килтĕм эп. Трактор турти хуçăла пуçланă. Тархасшăн, юсаса пар.
— Мĕнле трактор турти?
— Ну, кăкаркăç темелле-и урăхла... Айта пырса пăх-ха.
— Пырса пăхас-ши вара, — хуллен каласа хучĕ Микулай. Вĕсем мастерскойран тухрĕç те часах Нина тракторĕ патне çитрĕç. Микулай тĕплĕн пăхрĕ, тĕрĕслерĕ, вара:
— Да-а... Юсамалла, — терĕ, кăшт тăхтасан васкамасăр хушса хучĕ: — Тракторна илсе пыр мастерской умне. Эпĕ хатĕрленсе тăратăп...
Чăнах та Микулай ку ĕçе хăвăрт та тĕплĕ турĕ. Ĕç вĕçленсен Сатлайкина çине ăшшăн-ăшшăн пăхрĕ вăл. Тем кĕтнĕ пек, тем шыранă пек тинкерчĕ. Тути йăлт-йăлт сиккелесе илчĕ. Халь-халь пĕр-пĕр тӳрккес, кăнттам сăмах персе ярассăнах туйăнчĕ. Çавăнпа пăшăрханчĕ Нина. «Тӳссе ирттертĕр ĕнтĕ. Нимĕн те ан шарлатăр пĕрех хут», — шухăшларĕ вăл. Микулай тутине каллех хускатрĕ, каллех нимĕн те калаймарĕ. Халĕ Нинăна тарăхтармах тытăнчĕ вăл. «Пăрахса каймалла-ши ăна? Пурпĕрех чун-чĕрене юрăхлă сăмах кĕтсе илес çук унран», — вĕçсе иртрĕ Сатлайкина пуçĕнче шухăш. Леш çак самантра тутине татах тепĕр хут сиктеркелесе илчĕ те алне сулчĕ. Мастерской алăкĕ еннелле хускалчĕ.
— Мĕн эсĕ? Ма ним шарламасăрах каятăн? Çиллентĕн- им? — чупса пырса ун çулне картларĕ Нина.
— Çук-çке, çилленмен, — чиперех хуравларĕ Микулай.
— Апла мĕн тата? Калаç. Пире никам та чăрмантармасть-çке.
— Вăтанатăп... Сан умра яланах çапла... Тем пирки...
— Юрĕ-çке. Пулать вăл ун пекки. Халь ак пĕтĕмпех иртсе кайрĕ курăнать...
— Калаçас килет ман санпа. Тахçантанпах. Икĕ çул та пуль. Ниепле те май килсе тухмасть.
— Халĕ ак чи улах вăхăт. Иксĕмĕр кăна...
— Кунта пурне те калама йывăр çав. Вырăнне тупмалла ун валли. Кун пек мастерской умĕнче-мĕнре мар.
Сатлайкина ун çине çивĕччĕн сăнаса пăхрĕ. Хурламалли нимех те çук ун çумĕнче. Ну, çинçерех, хĕсĕкрех хулçурăмлă тейĕпĕр. Вăл, тĕрĕссипе, çамрăк çыннăн çапла пулмалла та. Мĕн, халех мăнтăрлатса ямалла-им ăна. Вун саккăрта кăна-çке вăл. Вăхăчĕ ситсен тĕрекленет, сарăлать. Çынна тӳрех пăрахăçлама, тиркеме юрамасть. Салтака кайса килтĕр-ха. Вара, тен, ялти чи хитре каччăсенчен пĕри пулса тăрĕ. Куçĕ... куçĕ еплерех унăн. Чăн-чăн сенкер тӳпе...
— Мĕн, вырăн тупмалла терĕн-и эсĕ? — ыйтрĕ Нина.
— Аха, — пуçне сулчĕ Микулай.
— Ăна хĕрĕн мар, санăн тупмалла ĕнтĕ.
— Эппин, тупатăп.
— Туп çав.
— Елюкка ĕшнине пыратăн-и? Унти çĕмĕртсем шап-шурă çеçкене ларнă тет.
— Халь унта çӳреме вăхăт çук-çке. Манăн çеç мар. Сан хăвăн та...
— Çук çав, — пуçне усрĕ Микулай.
— Ан кулян. Каччăн кулянма, кичемленме юрать-и? — Микулая тăк-тăк тĕккелесе илчĕ Сатлайкина. Вара: — Юрĕ. Хальлĕхе чипер юл. Курăпăр-ха, — терĕ те тракторĕ патнелле ыткăнчĕ. Тӳрех кабинăна хăпарса ларчĕ. Пĕр-ик минут иртрĕ-и — трактор тапранса та кайрĕ. Вĕтĕр-шакăр чулсене аяккалла сирпĕтсе хыттăн кĕрлесе ыткăнчĕ вăл. «Манăн пĕтĕм шухăш-туйăма таптаса каймарĕ-ши çак трактор?» — ассăн сывларĕ Микулай.
Микулайпа тĕл пулса калаçни Сатлайкина чун-чĕрине самаях хускатрĕ. Тем пирки чылаях çывăхланнă пек туйăнчĕ ăна çак йĕкĕт. Начар çын мар Микулай. Яланах мастерскойра тĕрмешет. Ытти хăш-пĕр çамрăксем пек, эрех-сăра ĕçсе, шухăланса çӳремест. Хăй ĕçне кӳлĕннĕ те вăл ытти ун пек-кун пек япала çинчен шухăшласах та каймасть пулас. Хăюсăрлăхĕ пур ĕнтĕ. Анчах пурăна киле унран тасалса пыма та, чăн-чăн çын картне ларса çитме те пултарать. Ашшĕ-амăшĕ те сăпай, йĕркеллĕ çынсем. Нихçан та вăрçса-харкашса çӳремен пуль. Тикĕссĕн, шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Çулĕпе çамрăкрах-ха Микулай. Çалах та вĕсен хушши пысăк мар, сисĕнес те çук. «Тен, çак Микулай еннеллех туртăнмалла мар-ши? — шухăшларĕ Сатлайкина. — Кĕркурипе пурпĕрех пурнăç майлашăнса çитес çук. Унпа пĕрле пурăнма тытăнсан та арăмĕ кун памĕ. Ăçта курнă унта çӳçе тăпăлтарса илме хăтланĕ. Хăрассине хăрасах каймастăп-ха унран. Вăл пĕрре çапса илнĕ хушăра ăна ик-виçĕ хутчен тутантарса илме те пултаратăп. Çапах та ун пек çапăçса, тĕркĕшсе пурăнни, яла култарни лайăх мар-çке. Çук, çын телейĕ, савнăçĕ кирлĕ мар мана. Пĕтĕм телей, савăнăç хамăн пултăр. Никам та пырса сĕртĕнменни, никам та янтăласа паманни. Унсăрăн ĕмĕр тăршшĕпе шухăшласа çӳреме, сăмах илтме тивет. Эп ун пек тĕркĕшĕве-мĕне килĕштерместĕп. Пурăнас тăк чăн-чăн пурнăç пултăр вăл. Çутă, хаваслă. Купăс пек янăравлă, илемлĕ. Ара, сисетĕп-çке. Тахçантанпах сисетĕп... Микулай çунать, ăшталанать маншăн. Ăçтан пĕлетĕн-ха? Тен, вăл çамрăклăхри суя вут-çулăм кăна мар. Тен, вăл ĕмĕрлĕх юрату пушарĕ. Ун пек те пулма пултарать-çке. Малтанхи юрату нихçан та асран тухмасть, чи вăйлă, чи хитре юрату вăл теççĕ-ха. Ăна чылайăшĕ нихçан та манаймасть тет. Ун пек калаçнине темиçе çынтан та хам хăлхапа хам илтнĕ. Кĕнекере те вуланă. Апла тăк хама сиввĕн, мăнаçлăн тыткалас мар Микулай умĕнче».
Вăт çакăн пек ĕмĕтленме тытăнчĕ Нина Сатлайкина. Çак ĕмĕт-шухăш унăн вăйланнăçем вăйланса пычĕ. Çавна май Микулай пĕвĕ-сийĕ те, сăнĕ-пичĕ те кăмăллăрах курăнакан пулчĕ ăна. Кăн-кăвак куçĕ кăна мар, вăрăмрах мăйĕ те, хăлхисем те, цыган çӳçĕ пек хуп-хура кăтра çӳçĕ те, пуç тăрринчи ула-чăла карттусĕ те ытла та килĕшет ăна халь.
Çав вăхăтрах çӳллĕ те яштака пӳ-силлĕ, сап-сарă кăтра бакенбарда ӳстернĕ, тăрăхла питлĕ, хурчăка пек авăнчăк сăмсаллă Кĕркури те ун умĕнчех тăрать-ха. Чăн-чăн чăваш юманĕ пек курăнать. Сатлайкина Анчăк çырми хĕрринчи сарлака туратсемлĕ ватă йăмра айĕнче тăнине нихăçан та манас çук. Манма тем пекех тăрăшсан та... Пурпĕрех... Нина питне, мăйне сăтăркаласа илчĕ. Пĕтнĕ-ши унти мăкăль-шакăльсем, хăпарса тухнисем... Çук, лексех каймаççĕ халь. Сатлайкина хăй сисмесĕр тенĕ пекех ăшшăн кулчĕ. «Чĕререн кăларма пултарайăп-ши ăна? — ассăн сывларĕ вăл. — Темле çав. Йывăр пулать мана. Чăтма çук асаплă пулать. Тепĕр чухне чун-чĕрене ниепле те итлеттерме çук теççĕ-çке. Ниушлĕ манăн та çаплах килсе тухĕ? Ниушлĕ итлеттереймĕп чун-чĕрене?»
Сатлайкина пуçĕнчи шухăш-тĕллев икке уйрăлчĕ темелле.
9
Çĕр улми лартса пĕтерсен Каюков бригадинчи ĕçченсен каллех пĕр ĕç хыççăн тепĕр ĕç тупăнсах пычĕ. Хире тислĕк кăларчĕç. Минераллă им-çам кӳрсе килчĕç. Тыр-пул пухса кĕртмелли техника пирки те ăшталанмалли, тăрăшмалли нумай тупăнчĕ. Каюков бригадир колхоз правленине кашни кун тенĕ пекех кĕрсе тухрĕ. Çĕнĕ меслетпе ĕçлеме тытăннă хыççăн ларма-тăма та вăхăт пулмарĕ. Пĕрин пирки калаçса татăлмалла, теприн пирки. Чи малтанах çĕр пирки хытă тăма тиврĕ. Ара, нарядсăр ĕçлекен бригадăн паян пĕр хирте, ыран тепĕр хирте ĕçлеме май çук-çке. Кайăк пек тĕрлĕ тĕле вĕçе-вĕçе ӳкме пултараймасть вăл. Ăна валли яланлăх уй-хир кирлĕ. Çав уй-хирте хăй хуçа пултăр. Никам та пырса ан сĕкĕнтĕр вĕсен ĕçне. Мĕнле калас, никама пăхăнман патшалăх пек туйса тăтăр хăйне çав бригада. Унсăрăн епле-ха? Унсăрăн, тӳрех калас пулать, аккордлă-премиллĕ бригада тума май çук. Çакăн пирки колхоз правленийĕнче самай пысăк тытăçу пулса иртрĕ. Правлени ларăвĕнче ку ыйтăва хускатсанах Каюков çине хăр-хар сиксе ӳкрĕç. «Ăна мĕншĕн чи лайăх хирсене памалла-ха? Начар хиртех тухăçлă тыр-пул туса кăтарттăр вăл. Унсăрăн мĕн тума кирлĕ-ха çĕнĕ меслет?» — терĕç. Колхоз председателĕ тем пекех тăна кĕртме тăрăшрĕ. Йĕркеллĕ, шăкăл-шăкăл ăнлантарчĕ. «Вĕсене уйăрса пама палăртнă хирсем — чи лайăххи мар. Шăпах халсăр, ырхан хирсем вĕсем», — терĕ вăл. Тĕрлĕ цифрăсемпе çирĕплетрĕ çакна. Иртнĕ виç-тăватă çул хушшинче мĕнлерех тухăçлăх панă-ха вĕсем? Йăлтах каласа кăтартрĕ. Çак хирсене им-çам еплерех сапнине те цифрăсемпех çирĕплетсе пачĕ. Ытти хирсене сапнă пекех сапнă иккен. Ытлашши те мар, катăк та мар. Лешсем вара çав-çавах парăнасшăн пулмарĕç. Хăйсен сăмахне тӳрре кăларас тесе тем те пĕр турта-турта кăларчĕç. Те кĕвĕçеççĕ вĕсем çĕнĕ меслетпе ĕçлеме тытăннисене, те ăнланса çитмен... Шавламаллипех шавласа кайрĕç. Кайсаров çаплах тӳсет-ха. Партком секретарĕ те тӳсет. Юлашкинчен колхоз председателĕ тарăхсах çитрĕ курăнать. Умĕнчи папкине сĕтел çине шалт çĕклесе çапрĕ. «Эппин, кирлĕ мар пуль сире çĕнĕ меслет? Кивĕллех ĕçлер пуль апла. Тавай сасăлар», — терĕ вăл. Капла каласан çынсем самай шăпланчĕç. «Апла мар-ха, Тихон Иванович», «Ун пек хĕрсе ан кайăр-ха. Эпир çĕнĕ меслете хирĕç мар», «Çĕрне çеç тĕрĕс уйăрса парас тетпĕр. Çавăн пирки кăна», — терĕç.
Калаçсан-калаçсан чăнах та пĕр шухăш патне çитсе тухрĕç. Бригадăна кăçал хăй акса, çĕр улми лартса хăварнă хирсене пурне те уйăрса парас терĕç. Чăннипе, кун пирки çур аки пуçланичченех сăмах-юмах пулнăччĕ-ха, çирĕплетессе çеç протоколпа-мĕнпе çирĕплетсе ĕлкĕрейменччĕ. «Никам та хирĕç пулас çук. Васкама кирлĕ мар», — тенĕччĕ ун чухне Кайсаров. Халĕ вара мĕн пулса тухрĕ-ха? Кая юлсан каю шăтать теççĕ. Çавăн евĕрлĕ пулса тухрĕ курăнать. Ну, чиперех майлашăнчĕ. «Шĕкĕр турра», — кулкаларĕ Каюков.
Бригадăн татса паман ыйтусем татах пур-ха. Пĕрин хыççăн тепри сике-сике тухаççĕ. Тепĕр чухне: «Халь пурне те турăмăр ĕнтĕ, хальлĕхе урăх нимех те пулас çук», — тетĕн. Хайхи çав кунхинех е тепĕр куннех тата кăткăсрах, йывăртарах ыйту сиксе тухать. Пĕрре кăна мар, ик-виçĕ ыйту, вуншар ыйту.
Паян колхоз правленийĕнче каллех шавламалли, сас-хура тумалли тупăнчĕ. Кадрсем пирки сăмах хускатрĕ Каюков. Кадрсем тенĕрен... Бригадăра ку енĕпе уксахлани сисĕнсех каймасть-ха. Пурте йĕркеллех пек. Техника нихăçан та ахаль лармасть. Çур акинче ав çутăлнă-çутăлман ĕçе кӳлĕнсе сĕм каçченех тăрăшрĕç трактористсем. Чăннипе, ансат пулмарĕ ĕнтĕ. Пурте йăшса, ывăнса çитрĕç, сӳлтен кайрĕç. Апла пулин те хăйсене салтак пек çирĕп тытрĕç, нăйкăшакан тупăнсах каймарĕ. Пурпĕрех çакна шута илме тивет: ялан çакăн пек трактор çинче кăна пурăнма май çук-çке. Халĕ ак мĕнле пулса тухать-ха. Тăратăн та трактор патне чупатăн, тăратăн та чупатăн. Çапла яра кунĕпех хирте. Сĕм çĕрле аран-аран сĕтĕрĕнсе çитетĕн киле. Апат çикелетĕн те тӳрех вырăн çине йăванса каятăн. Кĕнеке вулакаласа ларас килет. Тытатăн ăна, Куç хупăнать. Хаçат-журнал таврашне пăхас тетĕн, çук, Пултараймастăн, тӳнетĕн ыйхă пусса антарнипе. Пурăнатăн вара тепĕр чухне хире политинформаторсем пыра-пыра кайнипе. Малалла вĕренме, квалификацие ӳстерме май пур-и-ха капла? Тăмăч май çук, çак сереперен тухас тесен мĕн тумалла? Пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Кун пирки пуçа ватма та кирлĕ мар. Икĕ сменăпа ĕçлеме тытăнмалла. Çавă кăна... Анчах ун валли кадрсем кирлĕ. Çамрăксем механизатор ĕçне кăмăллаççĕ-ха. Çапах та колхозра пăртак ĕçлекелеççĕ те, кайран чылайăшĕ унталла-кунталла саланса пĕтет. Ахăртнех, икĕ сменăпа ĕçлессине йĕркелесе яманни те «хăвалать» пулмалла колхозран. Тата çакна та манмалла мар. Хĕрсене ытларах явăçтарас пулать трактор бригадине. Чăнах та, çавсем çăлса хăварма пултараççĕ. Колхоза юлсан унталла-кунталла хăвăртах хускалас çук вĕсем. Качча тухĕç, ача-пăчаллă пулĕç. Тăван кил-çурт. Тăван ял-йыш. Упăшкисем те кун пек чухне çемйинчен хăпса аяккалла каймĕç. Ачисене те уй-хире юратма вĕрентсе ӳстерĕç. Райком секретарĕ Романов калани питех те тĕрĕс сăмах. Ара, бригадăри çынсем патне хире пырсан ырă канашсем пачĕ-çке вăл. Хĕрарăмсен трактор бригадине тăвас пирки те шухăшласа пăхма сĕнчĕ. Тĕрĕссипе, шухăшласа пăхма кăна мар, çак бригадăна чи малтан Юртукассинче тума май пурри çинчен хыпарларĕ. Çакăн пирки халех хатĕрленме кирлине палăртрĕ. Яслипе ача садне хăвăртрах тумалла сирĕн терĕ. Ку сăмаха председатель хăлхине чикнĕ курăнать-ха. Ясли тума çын нумай тухнăччĕ, кĕшĕлтететчĕç кăна.
«Çапла икĕ сменăпа ĕçлени кирлех пире, — çирĕппĕн шухăшласа хучĕ Каюков. — Унсăрăн май килмест».
Кĕркури колхоз правленийĕнчен тухрĕ те килнелле утрĕ. «Паян пурпĕрех кун пĕтрĕ ĕнтĕ. Нимех те туса ĕлкĕреймĕн, — пăшăлтатрĕ вăл. — Киле çитес те хапха тăррине çĕнĕрен витес. Ара, йăлтах çĕрĕшнĕ-çке хăмисем, хуçăла-хуçăла аннă. Ним илемĕ те çук. Кĕрсе тухма намăс. Вăт çав нимех те мар ĕçе тума та ал çитмест. Кулăшла пурăнатпăр эпир...» Шăнкăрчсем чĕп кăларнă пулас. Йăмра тăрринчи шăнкăрч вĕллинчен чĕпсем чăр-р, чăр-р туни илтĕнет. Авă сăмсипе ăмансем-мĕнсем йăтса килнĕ шăнкăрч хăйĕн хăтлă йăвине йăпăр кĕрсе кайрĕ. Çак урамрикашни йăмра çинче тенĕ пекех вĕсен вĕллисем. Хитре Юртукасси урамĕсем.
Кĕркури килне çитрĕ те пӳрте те кĕмерĕ, лупас айĕнчи саваласа, татса хунă хăмасене хапха патне йăтма тытăнчĕ. Пĕр хутчен кайса килчĕ вăл лупас айне, тепĕр хутчен... Унтан татах, татах... Хăмасене йăтса пĕтерчĕ те вăрăм пусма кӳптĕрлесе килчĕ, ăна хапха çумне тăратса хучĕ, алкумĕнчи чăлана кĕрсе пăта, тĕрлĕ инструмент ещĕкне, пуртă илсе тухрĕ. Ещĕкне хальлĕхе аялтах хăварчĕ-ха, хăй пуртăпа хĕскĕч йăтса пусма тăрăх хапха тăррине хăпарчĕ. Кивĕ хăмасене хире-хире кăларса çĕрелле ывăта пуçларĕ. Çăт-çат! шăкăр-шакăр! туса ӳкрĕç хăмасем. Хирĕнсе тухман кивĕ пăтасене хĕскĕчпе тасатсах пычĕ. Чылайччен тĕрмешрĕ Кĕркури. Килĕнче никам та çук пулас. Арăмĕ магазинра ĕнтĕ. Ачисене кӳршĕ карчăкĕ патне хăварнă. Хапха тăррине сирсе пĕтересси нумай юлманччĕ, урампа Сăрмулат Павăлĕ иртсе пыни курăнчĕ. Салтакран илсе килнĕ сарăрах симĕс курткăпа хăй, кирза атăпа, лӳчĕркеннĕ тĕссĕр карттуспа.
— Ăçталла эс? — хапха тăрринченех ыйтрĕ Кĕркури. Сăрмулат унталла-кунталла тинкерчĕ, Кĕркурие кураймарĕ.
— Кам çав? — терĕ вăл тăп чарăнса тăрса.
— Эпĕ-ха, — кулкаласа илчĕ Каюков.
Павăл тинех Кĕркурие асăрхарĕ. Хуллен утса ун патне пычĕ.
— Çĕнетес терĕн-и? — ыйтрĕ вăл.
— Çĕнетмелле.
— Пĕчченех-и эс?
— Пĕчченех.
— Пулăшмалла пуль сана. Унсăрăн епле-ха? Хăма парса тăма та çын кирлĕ-çке.
— Апла чăрмантарма лайăх пулĕ-ши? — терĕ Кĕркури. — Хăвăн та килте ĕç тупăнать пуль-ха.
— Килте васкавлă тумалли сисĕнсех каймастчĕ. Хăпарас-и сан пата?..
— Кунта эп хамах сирсе пĕтеретĕп. Кайран хăмасем тыттарса тăр эппин. Ĕç хăвăртрах кайĕ, — Кĕркури хапха тăрринчи кивĕ хăмасене хирме васкарĕ.
Сăрмулат Павăлĕ ахаль тăмарĕ. «Çĕре пăрахнă кивĕ хăмасене хӳме хĕррине купалам-ха», — терĕ вăл. Вара çĕклем-çĕклемĕн йăтма тапратрĕ. Тирпейлĕн купаларĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ — хапха тăрри йăлтах çаралса юлчĕ. Кĕркури ун каштисене тыткаласа тĕрĕслерĕ. Пачах çĕрĕшмен вĕсем, чип-чиперех.
— Павăл, хăпарса пăх-ха. Çак каштасенех хăварас-и? Е урăххи яратпăр, — терĕ вăл.
Павăл хăпарса пăхрĕ. Чăнах та, начар мар каштасем. Çапах та пĕрне улăштарма шутларĕç. «Ку вĕрене кашта, типнипе çав тери хытса кайнă. Унта пăта кĕрес çук», — терĕç. Ăна вара çĕнĕ каштапа улăштарчĕç. Хайхи тинех витме тапратрĕç. Павăл пусмапа хăпарса çĕнĕ хăмасем тыттарать. Кĕркури хăмасене лайăх майлаштарса çапать. Хитре тăвасшăн вăл хапха тăррине. Павăл ăна пăхса-асăрхасах тăрать. «Ытлашши хĕссе ан çап. Ку хăмасем типĕ санăн. Çумăр айне пулсан нӳрĕшнипе сарăлма, пĕр-пĕрне çӳлелле хăпартма пултараççĕ», — тет вăл.
Тĕттĕм пуличчен хапха тăррине йăлтах типтерлесе, юсаса пĕтерчĕç. Апла кăна-и? Сăрлама та ĕлкĕрчĕç ăна. Хайхи аяккăрах, урам варрине кайса пăхрĕç вĕсем хапхана. Чăнах та хитре курăнать. Кĕркурипе Сăрмулат Павăлĕ иккĕшĕ те пĕр сăмахпа, пĕр пекех хакларĕç ăна. «Шиккарнă», — терĕç. Унччен те пулмарĕ — вĕсем патне Кĕркури арăмĕ Зоя Виссарова яшт пырса тăчĕ. «Ай, илемлĕ юсаса лартнă хапха тăррине. Мĕн, иксĕр турăр-и? Тавтапуç сире», — çепĕççĕн, хавассăн калаçрĕ вăл. «Зоя Петровна, санран тухать ĕнтĕ», — шахвăртса каларĕ Кĕркури. «Тупатпăр», — терĕ Зоя. Часах вĕсем виççĕшĕ те пӳртелле утрĕç.
Зоя сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлерĕ. Çăмарта ăшаларĕ. Пĕчĕкçĕ турилккесемпе иваси пулă, кăлпасси пырса лартрĕ. Кĕçех чĕрĕк эрех кĕленчи çитсе вырнаçрĕ сĕтел çине. Сакăн хыççăн упăшкипе Павăла сĕтел хушшине чĕнчĕ Зоя. «Ыттине хăвăр пĕлетĕр. Эпĕ хам тума пултарнине турăм», — терĕ вăл.
Кĕркурипе Павăл пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сыпкаласа самай калаçса ларчĕç. Туслă, ырă калаçу пулчĕ вĕсен. Бригада çинчен... Çĕр улми речĕсен хушшине кăпкалатасси çинчен... Çĕнĕ меслет пирки... Павăл чыс-хисепе пĕлекен çын. Нумай чăрмантарас темерĕ. Васкасах сĕтел хушшинчен тухрĕ. «Каяс пулать», — терĕ. «Чим-ха, чим, кĕленче çурри таран та пушанман-çке», — Сăрмулата тепĕр хут сĕтел хушшине лартасшăн пулчĕ Кĕркури. Лешĕ яхăнне те ямарĕ. Вăш-ваш пуçтарăнчĕ те тухса кайрĕ. Кил хуçи ăна ăсатма тухрĕ. Хапха умĕнче Сăрмулат кăштах чарăнса тăчĕ. Вара Кĕркури çине тем пирки кичеммĕн, шухăшлăн тинкерчĕ те: «Пĕр сăмах калам-ха сана», — терĕ. Каюков сасартăк тем сиссе илнĕ пек пулчĕ. Апла пулин те лăпкăн, нимĕн те сисмен пекех: «Кала-кала», — тесе хучĕ. «Вăт мĕскер, тăванăм. Сатлайкинăпа сыхлануллăрах пул-ха эсĕ. Вăйăран мăкăль тухать теççĕ. Сас-хура илтĕне пуçларĕ», — асăрхаттарчĕ вăл. Ун хыççăн: «Çакă çеç манăн. Эп вĕçтертĕм», — терĕ те хăвăрт уйрăлса кайрĕ. Йăмрасем хушшипе васкавлăн яртлаттарса утрĕ.
Сăрмулат сăмахĕсем Кĕркури чун-чĕрине сисĕнчĕксĕр пырса тăрăннă тутăхнă пăта пекех туйăнчĕç. Çакăн пек килсе тухасса Каюков, тем пирки, нихçан та шутламан, аса илмен. Сатлайкинăпа каçхине кăшт-кашт калаçса тăнинче усалли нимĕн те çук-çке, ун пекки такамăн та пулма пултарать тесе шутланă вăл. Халĕ ак сасартăк сас-хура... Хăш-пĕр çынсем çакăн пеккине сыхласах пурăнаççĕ тейĕн. Ĕнтĕ кĕтсех тăр, пĕр сăмах çумне вунă сăмах, вунă сăмах çумне çĕр сăмах — пуçланса каять чăн-чăн шăв-шав. Ку хыпар çиçĕм пек ыткăнса сарăлать. Арăм патне, арăм тăванĕсем патне çитет. Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ? Çăвартан вĕçерĕннĕ сăмаха карта тытса чарас çук. Каюков кăмăлĕ самаях пăсăлчĕ. Кăмăл çаврăнса кайтăр-ха тесе чылайччен хапха умĕнчех тăчĕ вăл. Ун хыççăн картишĕнче уткаласа çӳрерĕ. Вара тин пӳрте кĕчĕ.
— Мĕн, çак таранчченех калаçса тăтăр-и Павăлпа? — ун умне пырса тăчĕ Зоя. Куçĕ шуххăн йăл-йăл çиçет. Пичĕ çинче кăштах кулă шăва-шăва иртнĕ пек туйăнать. Аран-аран сисĕнет. Тен, нимĕнле кулă та палăрмасть пуль. Кĕркурие, тен, ахаль çеç çапла курăнать. Çавăн пекех темле вăрттăнлăх пур унăн ырă, ачаш куçĕнче. Халиччен те курăнкалатчĕ-ха вăл. Паян вара хальчченхинчен уçăмлăрах çав вăрттăнлăх.
— Ма ним те чĕнместĕн? Шухăша кайрăн-и?
— Çу-ук. Мĕн шухăшлас манăн, — тĕпелелле иртрĕ Кĕркури. Тарăхнипе тепрер черкке эрех ĕçме те шутланăччĕ вăл. Хăйне хăй тытса чарчĕ: «Юрамасть», — терĕ, сĕтел патĕнчен пăрăнчĕ, диван çине лаш! ларчĕ те алла хаçат илчĕ. Тӳрех «Спортлото тиражĕ» тенине вуларĕ вăл. Вара арăмне чĕнчĕ.
— Спортлото илмен-и эс? Тираж тухнă, — терĕ вăл. Кĕркури сăмаха урăх çĕрелле ярас шутпа пуплешнине
арăмĕ самантрах сисрĕ. Çапах та хальлĕхе чăркăшса ним те каламарĕ. Лăпкăн кăна:
— Илмен çав, — тесе хучĕ.
Ун хыççăн пӳртре шăпăрт пулчĕ. Пĕр-пĕрне ним те шарламарĕç упăшкипе арăмĕ. Зоя ачисене чĕнме каяс тенĕччĕ, тем пирки чарăнса тăчĕ, васкамарĕ. Вара куçне йăл-йăл çиçтерчĕ те çурри те пушанман кĕленчене илсе упăшки çумне пырса ларчĕ.
— Пăрах-ха хаçатна, — терĕ вăл. Кĕркури хаçата çумне хучĕ.
— Ну, пăрахрăм. Тата мĕн тумалла? — арăмĕ еннелле çаврăнса ларчĕ вăл.
Зоя черккене эрех тултарчĕ те шалт! ĕçрĕ, вара яланхиллех черккене пуçхĕрлĕ тытса:
— Санăн та сакăн пек ĕçмелле! — терĕ.
— Кирлĕ мар, — алне сулчĕ Кĕркури.
— Апла иккен. Тавтапуç. Эппин, шу-ха, — упăшки çумне вырнаçрĕ Зоя. — Ман санпа канашласа пăхмалли пур.
Кĕркури чĕри каллех кăрт сикрĕ. Çапах та ытлашши пăшăрханмарĕ вăл. Ара, «канашласа пăхмалли» çеç терĕ-çке. Апла тăк усал сăмахах пулмĕ-ха.
— Айта шухăшлар, — арăмĕпе килĕшрĕ Каюков.
— Вăт çакăн пек шухăш пырса кĕчĕ ман пуçа, — сăмахне малалла тăсрĕ Зоя. — Ку шухăш тин çеç çуралман-ха. Тахçантанпах çӳрет пуçра. Апла пулин те сана пĕлтерме тытăнса тăнă эп. Тен, вăрçса пăрахĕ тесе пăшăрханасси те пулчĕ пуль. Вăт, акă мĕскер. Хам ĕçре чиперех тытăнса тăратăп-ха эп. Хурласа калаçнине пĕрре те илтмен. Хăвах пĕлетĕн, районти пуçлăхсемпе урлă-пирлĕ сăмах пулман манăн. Плана тултаратăп. Тепĕр чухне çĕр алă-çĕр утмăл процент таранах хăвалатăп. Чыс-хисепе яман. Хам упăшка ятне варалас çук эп. Ара, ман упăшкам та йĕркесĕр, пули- пулми çын мар-çке. Ятлă-сумлă тракторист, бригадир. Çапла-и, тĕрĕс калатăп-и, упăшка? — куçне тата хыттăнрах çиçтерсе илчĕ Зоя. — Ма чĕнместĕн?
— Упăшкуна ытлашши мухтатăн эс. Пăсса ярăн капла, — васкамасăр каласа хучĕ Кĕркури, сăмах-юмах ăçталла сулăнасса ăнланса çитменскер.
— Хам упăшкана пăсатăп-и эп? Çук, çук. Юрататăп ăна, — Кĕркури мăйĕнчен хыттăн уртăнчĕ Зоя, ик-виçĕ хутчен чăпăрт-чăпăрт чуптуса илчĕ.
— Кала. Чĕрере мĕн пуррине йăлт уçса пар, — арăмĕн аллине сирчĕ Каюков.
— Калатăп. Вăт ырă, пĕлекен çынсемпе калаçса пăхрăм эпĕ. Шупашкарти пĕр пысăк çынпа тĕл пултăм. Ну, мĕнле калас, суту-илӳ енĕпе ĕçлет вăл. Чылайранпах унта ларать. Ăна пурте хисеплеççĕ. Вăт сăмах майăн акă мĕн каларĕ çав юлташ: «Тахçанах вăхăт çитнĕ. Шупашкара куçас пулать сирĕн, — терĕ. — Эсир малта пыракан сутуçсенчен пĕри, хаваспах йышăнатпăр сире, — тесе пĕлтерчĕ. — Тӳрех пĕр-пĕр магазин заведующине лартатпăр», — шантарсах каларĕ вăл. Халь, чĕннĕ чухне, каймалла мар-ши тетĕп эп. Ун пек чĕнекенсем ялан пулмаççĕ. Çакна ан ман. Тимĕре хĕрнĕ чух шаккамалла теççĕ-çке. Тăхтаса тăма кирлĕ мар пек, ман шутпа. Сан валли те вырăн тупăнать унта. Ахаль лармăн-ха. Çав пысăк çынпах калаçса пăхма пулать. Шофера вырнаç та магазинсене тавар турттарса çӳре. Сакăр сехет ĕçлетĕн те тӳрех киле. Унтан музыка театрне, филармоние. Эсĕ юрăсемшĕн вилсех каятăн-çке. Çапла-и, упăшка? Тĕрĕс калатăп-и? — малтанхи пекех ыйтрĕ Зоя.
Каюков шухăша кайрĕ. Ялтан ăçта та пулин тухса каясси, паллах, нихçан та ун пуçне пырса кĕмен. Ун пирки пуç ватма нимĕнле сăлтав та пулман. Ара, унăн аслашшĕпе асламăшĕ те, ашшĕпе амăшĕ те Юртукассинчех çуралса ӳснĕ, хăйсен пĕтĕм пурнăçне çак ялта пурăнса ирттернĕ. Тыр-пул акса ӳстернĕ. Вырнă ăна. Авăн çапнă. Тăван уй-хиртен уйрăлман вĕсем. Асапне те, хуйхи-суйхине те, савăнăç-телейне ял-йышпа пĕрле тӳссе ирттернĕ. Кунтах çĕре кĕнĕ. Çак тăпрара Каюковсен тарăн тымарĕ. Апла пулин те арăмĕ каланă сăмахсем самай илĕртрĕç. Ара, юлашки çулсенче вĕсен ялĕнчен хулана пайтах çын пурăнма куçрĕ-çке. Унта çемьеллĕ, ача-пăчаллă вĕсем. Пысăк заводсенче, стройкăсенче вăй хураççĕ. Тепĕр чухне киле-киле каяççĕ-ха. Кĕркури вĕсемпе калаçса пăхман мар. Уявра-мĕнре те пĕрле пулнă. Хитре тумланнă вĕсем. Шлепкесемпе, чаплă костюмсемпе. Чылайăшĕ хăйсен автомашинипе кĕрлеттерсе çитнĕ. Ним те калаймăн, ытлăн-çитлĕн пурăнаççĕ. Ачисене вĕрентме те лайăхрах вĕсене. Тĕрлĕ техникумсем, училищĕсем, музыка шкулĕсем-мĕнсем. Апла çеç-и? Институтоем те, университетсем те юнашарах. Теприсенчен сăмах майăн: «Яла таврăнма шутламастăр-и? » — тесе ыйтса та пăхнă-ха Кĕркури. «Таврăнма юрать те. Теплерех çав», — хуравлаççĕ вĕсем. «Çу-ук. Пылчăк çăрма таврăнатăп-и çакăнта...» — тӳрех хирĕçлеççĕ хăшĕсем. Паллă ĕнтĕ, хулара та ахальтен çу хыптармаççĕ. Çапах та уйрăмлăх сисĕнет-ха. Пĕррехинче Шупашкара кайсан куккăш ывăлĕ патне кĕрсе курнăччĕ Кĕркури. Виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер унăн. Чăннипе виçĕ пӳлĕм кăна-и? Кухньăра пĕр-ик çын чиперех пурăнма пултарать. Коридор текенни тата... Хыçалкас тăкăрлăкĕ пекех, пĕр-ик кравать лартсан та иртсе çӳреме пулать. Хăйсем вара çак хваттерте виççĕнех ыр курса пурăнаççĕ. Паллах, кашниннех ун пек пулас çук-ха. Черет пысăк тенине те илтнĕ вăл. Пилĕк-ултă çулсăр та, вунă çулсăр та илме май çук тенĕччĕ пĕри. Вара мĕн хăтланмалла пулать-ха? Эпир ача-пăчаллă...
— Зоя, — терĕ Кĕркури, — хваттер епле илĕпĕр-ха эпир? Çав пĕтерет-çке.
— Ним те ан пăшăрхан, пурте пулать, — савăнăçлăн каласа хучĕ арăмĕ. — Пая кĕретпĕр те кооперативлă меслетпе тунине вырнаçатпăр. Халĕ шăпах пая кĕме май пур терĕç мана шанчăклă туссем. Тата çакăн пек те килсе тухать иккен. Малтан пая кĕнисем тепĕр чухне сасартăк унта-кунта куçса каяççĕ тет. Мĕн тăвăн-ха? Хваттерне васкавлăн, хăпăл-хапăл сутма тивет вĕсен. Çавăн чухне тивĕçлĕ укçана кăп! кăна тыттар та — пĕр-ик эрнеренех е уйăхран çĕнĕ хваттере куçатăн. Пĕр юлташ пуплешнине хам хăлхапа хам илтрĕм: «Çичĕ пин тенкĕ ытларах тӳлерĕм те эрнеренех икĕ пӳлĕмлĕ хваттере кĕтĕм», — терĕ вăл. Майлаштарма пĕлес пулать.
— Ун пек тума пысăк укçа кирлĕ-çке. Пирĕн вара кĕсье тап-таса халь...
— Тупатпăр, — пĕр пăлханмасăр, çирĕппĕн каларĕ Зоя.
— Ăçтан тупăн-ха? Çирĕм-вăтăр тенкĕ тупма та йывăр. Укçи пур пулин те çынна вăштах кăларса памаççĕ. Тепĕрчухне пĕр-икĕ тенкĕ тупас тесен те темиçе çынран ыйтма тивет...,
— Ан пăшăрхан...
— Епле пăшăрханмăн-ха? Килти çурта сутса кайма пултараймастăп эп. Тен, каялла килмелле пулĕ.
— Ним те сутма кирлĕ мар. Пур пирĕн... Пур...
— Мĕн? Укçа-и?
— Укçа çав.
— Ăçта вăл? Камăн? — ăнланаймарĕ Кĕркури.
— Пирĕн тетĕп-çке. Пирĕн.
— Ан ухмахлан-ха. Ăçтан тупăнтăр пирĕн ун чухлĕ укçа?
— Мĕн, шанмастăн-и арăмна? Ман пек арăм кăнтăрла хунар çутса шырасан та тупаймастăн эсĕ, — Зоя диван çинчен вăш-ваш сиксе тăчĕ те малти пӳлĕме ыткăнса кĕчĕ. Шифоньера хăпăл-хапăл уçрĕ, типтерлесе хунă кĕписене, тутрисене, çĕлеттермелли тĕркемсене тустарма тытăнчĕ. Çав тери васкаса, пăлханса темĕскер шырарĕ вăл. «Çакăнтахчĕ-çке. Ăçта вара?» — терĕ. Аллисем чĕтрерĕç. Пичĕ хĕп-хĕрлĕ хĕрелчĕ. Çамки çине пăчăр-пăчăр тар тухрĕ. Унтан сасартăк йăл кулса ячĕ. Упăшки патне кăвак хуплашкаллă пĕчĕкçĕ çӳхе кĕнеке йăтса пычĕ. Перекет кĕнеки.
— Акă кур. Вуласа пăх. Кассăра çирĕм икĕ пин укçа манăн.
Кĕркури перекет кĕнекине алла илчĕ. Вуласа пăхрĕ. Чăнахах та çирĕм икĕ пин. Укçине Юртукассинчи перекет кассине хуман иккен. Шупашкара кайса хунă. Ăçтан тупнă-ха ун арăмĕ çакăн чухлĕ укçа? Мĕн укçи ку? Мĕнле майпа пухса пынă ăна? Кĕркури сăн-пичĕ кăвакарса, шуралса кайрĕ. Халĕ Зойăн мар, ун алли, кăвак хуплашкаллă кĕнекене тытнăскер, тăр-тăр-тăр чĕтрерĕ.
10
Райком секретарĕпе калаçни Сатлайкина чун-чĕрине яланах хавхалатса тăчĕ. Чăнах та, хĕрарăмсен трактор бригадине чи малтан Юртукассинче тума шутлани мĕн тери илĕртӳллĕ. Ара, ун пек бригадăсем халиччен ку таврара нихçан та пулман-çке. «Малтанлăха, паллах, ăшталанма тивет-ха пире, — шухăшларĕ Сатлайкина. — Хăш-пĕрисем, тен, кулма та пăхĕç. «Мĕн пултăр вĕсенчен? Пăртак ĕçлекелĕç те, саланса кайĕ вĕсен бригади», — тейĕç. Чăнах та саланса каяс хăрушлăх пур çав. Ăçтан пĕлен? Пурте тĕрлĕрен яла качча тухса пĕтĕç. Пĕри — пĕр яла, тепри — тепĕр яла, тата тепри — каллех тепĕр яла... Тытса чарма çук-çке вĕсене. Кунсăр пуçне упăшкисем темлерех пулаççĕ-ха. Пĕр-пĕр упăшка: «Тракторпа асапланса ан çӳре. Çăмăлрах ĕçе вырнаç», — теме пултарать. «Солярка шăрши килет санран. Тӳсме пултараймастăп», — текенсем те тупăнĕç. Çавăнпа виç-тăватă хĕр ачана училищĕрен вĕрентсе кăларнипех лăпланас марччĕ. Ӳссе пытăрччĕ вĕсен йышĕ. Çирĕп чăмăртанса çиттĕр бригада». Нина паян тӳсеймерĕ, çакăн пирки амăшĕпе калаçса пăхма шутларĕ. Ара, Марук кинемей тракторпа пайтах тăрăшнă-çке. Пилĕк ача çуратса ӳстернĕ хăй. Апла пулин те трактор рульне тытса пыма пăрахман.
Нина хиртен таврăнчĕ те тӳрех алкум вĕçĕнчи шыв каткине пăхрĕ. Унта шыв пĕтнĕпе пĕрех. Вăл хăвăрт кĕвентепе витресем илчĕ те пӳрте кĕмесĕрех çăлтан шыв ăсма кайрĕ. Çăлĕ инçе мар. Анчăк çырми хĕрринче вăл. Çӳллĕ валакран кунĕн-çĕрĕн шарласа юхать. Валак патĕнче икĕ пысăк такана. Çывăхрах çӳллĕ йăмрасем. Кăшт аяларах ем-ешĕл хăвалăх. Нина пĕр витрине чĕр кĕмĕл пек çап-çутă шыв тултарчĕ ĕнтĕ. Ăна кăштах шутарса ун вырăнне теприне лартрĕ. Анчăк çырминче шыв яланхи пекех тӳлеккĕн шăнкăртатса юхать. Шап-шурă чулсем çийĕн ыткăнать. Чулсем тенĕрен... Çырма тĕпĕнче тĕллĕн-тĕллĕн самай пысăк чулсем те пур. Ача чухне Нина шыв хĕрринчи пысăк чул çинче ларма юрататчĕ. Шыв тăлăххăн, самай кичеммĕн шăнкăртатнине чылайччен итлетчĕ. Пăрчкансем пĕр чул çинчен тепĕр чул сине сиккелесе ларнине, çырма хĕррипе йăпăртатса чупнине сăнатчĕ. Халĕ те ав пĕр пысăк чул çинче пăрчкан ларать. Унталла-кунталла йăлт-ялт пăхкаласа илет. Нинăн тепĕр витри те тулчĕ. Вăл вĕсене хулпуççи çинчи кĕвентерен çаклатрĕ, килĕ еннелле çăмăллăн утрĕ. Тăвалла хăпармалла пулин те урисене вĕлт-вĕлт кăна вылятса пычĕ. Ку витресенчи шыва каткана пушатсан каллех тепĕр хут анчĕ вăл çăл патне. Унтан татах... Каткана тултарсан çеç пӳрте кĕчĕ. Амăшĕ тĕпелте çăм чавса ларать.
— Мĕн ăшталанса çӳретĕн эс? Шывне хам та кӳреттĕмччĕ, — терĕ вăл.
— Эй, мана йывăр-им? Вăй пур-ха, — кулкаласа илчĕ Нина. Вăл тĕпеле иртрĕ те амăшĕпе пĕрле çăм чавма тытăнчĕ. — Кăна Хурăнлăха кайса машинпа таптарса килмеллеччĕ. Ахалех асапланса ларатăн...
— Çăмĕ нумаях мар та... Аптрамăп терĕм.
— Çак пирĕн анне нихçан та ĕçсĕр ларасшăн мар вара. Хăй валли мĕн те пулин тупатех.
— Унсăрăн вăхăт иртмест.
— Анне, трактористкăра миçе çул ĕçлерĕм теттĕн-ха? — хуллен кăна хăй калаçăвне шутарса пуçарчĕ Нина.
— Эй, пайтах çӳренĕ тракторпа. Нумай çул. Лисук аппу çуралсан, пĕр-ик çултанах, лартăм пуль ун çине... Çапла, тĕрĕсех. Аçу колхозра платникра çӳретчĕ ун чухне. Эп иккĕри Лисука киле хăварсах тракториста вĕренме тухса кайрăм. Питĕ вĕренес килетчĕ тракторпа çӳреме. Урăх ним те кирлĕ мар. Çав çеç пултăр. Аçу ӳкĕтлесе те пăхрĕ: «Кунта ман пĕчĕк ачапа мĕнле пурăнас? Хамăн та ĕçрен юлас килмест», — терĕ вăл. Эпĕ ăна-кăна итлемерĕм. Хăлхана та чикмерĕм ун сăмахне. Вара ал сулчĕ асу: «Сана тытса чарасси пулмасть. Кай эппин. Ачана пăхма анне пулăшĕ», — тесе хучĕ. Ун чухне асаннӳ пурăнатчĕ-ха. Анчах пирĕнпе пĕрле мар. Пиччӳпе юлнăччĕ. Вăл аçунтан ик-виç çул маларах авланчĕ те... Вăт чиперех вĕренсе тухрăм трактористсен курсĕнчен...
— Эс вара, анне, хĕр чухне мар, ачаллă пулсан тин тракториста вĕреннĕ-и?
— Малтан мĕншĕн шухăш тытман-ха эп? Çавна астумастăп. Те ялти хĕр тантăшсенчен уйрăлас килмен. Вĕсемпе вăййа, улаха тухас килнĕ пуль. Ун чухне пилĕк улахчĕ пирĕн ялта. Пурте питĕ лайăхчĕ. Хĕрлĕ улах тунăччĕ эпир. Тата мĕн-çке... — йăл кулса илчĕ Марук кинемей. — Аçу пулассипе, Çеменпе, сăмахлама пуçланăччĕ ун чухне...
— Мĕнле? Тракторпа ху тĕллĕн ĕçлеме тытăнсан пит йывăр пулмарĕ-и?
— Эй, йывăррине-мĕнне сисмен те эп. Паллах, ансатах пулман пуль ĕнтĕ. Пурпĕрех ним те сисмен. Хĕпĕртенĕ. Астăвап-ха: уйрăлас та килместчĕ трактортан. Ирхине ирех тухса чупаттăм ун патне. Пĕрмай уй-хирелле туртăнаттăм.
— Кайран ачасем татах çуратнă-çке эс. Пилĕк ача ӳстернĕ. Вĕсене çын тума епле вăхăт тупрăн-ха? Тĕлĕнетĕп санран, анне.
— Йывăртарах пулнă та ĕнтĕ. Тӳснĕ. Ăна-кăна пăхса тăман. Ачасем вĕсем каярахпа хăйсемех пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Пĕри пăртак ӳссен кĕçĕннине астăвать, кĕçĕнни вара — хăйĕнчен кĕçĕннине... Аслă аппу — Лисук — нумай ăшталанчĕ çав. Çинукпа Хветле аппусене вăлах астуса ӳстерчĕ. Ун хыççăн çăмăлрах пулчĕ Лисука. Хăвна кам пăхнине астăватăн-и?
— Астăватăп. Хветле çавăтса çӳретчĕ мана. Сан пата, хире, трактор курма илсе тухнине манман-ха. Тăрисем юрлатчĕç тӳпере. Трактор хыçĕнче кураксем çав тери йышлăччĕ. Эсĕ пире, Хветле аппапа иксĕмĕре те, трактор çине лартса çӳретрĕн.
— Пулнă пуль... Пулнă пуль...
— Анне, пирĕн ялта ун чухне ясли таврашĕ вуçех çукчĕ-и вара?
— Çукчĕ çав. Хăш-пĕр çулсенче шкулта, ачасене каникула ярсан, тукаланă ăна. Пĕр-ик уйăхлăха. Ачасем унта çӳреме хăнăхса та çитейместчĕç. Çавăнпа кăнтăрлана яла кĕрсен, каçпа ĕçрен таврăнсан ясли апатне хамăр кайса илеттĕмĕр. Ачасем тавлаша-тавлашах çиетчĕç.
— Кăна та астăватăп эп... Тĕлĕкри пек.
— Халĕ мĕн каласси пур. Пурнăç улшăнчĕ.
— Вăт, анне, пĕррехинче пирĕн пата, хире, райком секретарĕ Романов килчĕ. Вăл акă мĕн каларĕ. Пирĕн ялта хĕрарăмсен трактор бригадине тума пулать терĕ. Чăнах та, ман шутпа, ун пек май пур. Пирĕн ялтан виçĕ хĕр Канашра тракториста вĕренеççĕ-çке: Ираида, Оля, Надя... Кусем кăна сахалрах ĕнтĕ. Çапах та...
— Ираида, Оля, Надя терĕн-и эс? Кам хĕрĕсем вара вĕсем? Эпĕ паллатăп-ши вĕсене? Çамрăксене пит палласах каймастăп та...
— Пĕлетĕн эс вĕсене... Пирĕн пата килсе çӳретчĕç-çке. Санпа та калаçнă вĕсем. Сарă çӳçлĕ, патвар хĕре манманпуль-ха. Йăкăнат Иванĕн хĕрĕ вăл — Ираида... Эсĕ çуралнă кун сан валли хиртен чечек татса килнĕччĕ. Эсĕ чи юратакан чечексене. Утмăл турат, салтак тӳми...
Марук кинемей тинех аса илчĕ пулас. Ăшшăн кулчĕ те:
— Э-э, пĕлетĕп, пĕлетĕп, — терĕ вăл. — Хаваслăскер, чĕлхе вĕççĕнрех калаçать. Килĕшӳллĕ хĕр ача пек туйăннăччĕ. Ашшĕ-амăшĕпе яланах курнăçнă эпир. Уявсенче пĕрле ĕçсе çини те пулнă. Йăкăнат Иванĕ, лăпкă та ĕçченскер, кашни ир пирĕн тĕлтен лаплаттарса иртетчĕ. Урисене урлăрах яра-яра пусса... Çавăнпа-ши вăл иртсе çӳрени асра лайăх юлнă. Фермăна каятчĕ Иван. Халĕ унта ĕçлеме пăрахнă-ши вăл? Çӳрени курăнмасть...
— Халĕ вăл сыснасем самăртать. Леш енчи фермăра...
— Э-э, апла-и-ха. Çавăнпа курăнмасть иккен. Эпĕ: «Ăçта-ши ку?» — тесе чылайранпа шухăшлатăп... Оля текенни кам хĕрĕ тата?
— Вăл-и? Шкул директорĕн хĕрĕ. Алексей Ивановичăн...
— Чăнах-и? Ак тамаша! — пĕççине шарт çапрĕ Марук кинемей. — Директор хĕрĕ тракториста вĕренме кайнă-и вара? Тĕлĕнмелле!
— Кайнă сав. Мĕншĕн аплах тĕлĕнетĕн, анне?
— Ара, пирĕн пек çынсен хĕрĕ мар-çке вăл. Директор хĕрĕ. Вăл аслă шкула кайма пултарнă.
— Вĕренессе заочно та вĕренме пулать.
— Трактористра тăрăшнă чухне ăçта-ха сирĕн вăхăт?
— Малашне, анне, икĕ сменăпа ĕçлеме тытăнатпăр.
— Икĕ сменăпа? — шухăша кайрĕ Марук кинемей. Чылайччен шăпăрт ларчĕ. Аллисем çаплах вылянса тăчĕçха. Çăм чавма манмарĕ вăл. Вара тинех сăмах хушрĕ: — Ун пек тума çынсем çитеççĕ-и? Икĕ хут йышлăрах кирлĕ- çке вĕсем. Чăннипе, начар шухăш мар ку. Кирлĕскер.
— Вăт вара икĕ сменăпа ĕçле пуçласан ирĕк пулать пире. Эпĕ хам та ял хуçалăх институтне кĕрес тетĕп-ха. Ахаль пуплешни çеç пулмĕ-ши? — амăшне ыталаса илчĕ Нина. — Килĕшетĕн-и çак шухăшпа?
— Тем тумалла ĕнтĕ сирĕнпе. Хальхи çамрăксене пĕлсе пĕтерме çук, — лăпкăн каласа хучĕ Марук кинемей.
— Килĕшетĕн-и? — амăшне тата хытăрах ыталарĕ Нина. — Эсĕ манăн пĕртен-пĕр юратнă, çывăх çыннăм-çке. Мана çуратнă аннеçĕм. Сансăр пуçне камран ыйтас-ха ман, кампа чуна йăпатас?..
— Трактористра ĕçлеме кирлех-ши аслă пĕлӳ? Тен, эсĕ мана пĕччен хăварса урăх çĕре тарасшăн...
— Çук, çук. Ниçта та тармастăп. Тракторпах ĕçлетĕп. Тăван уй-хиртен уйрăлма пултараймастăп. Хирти тыр-пул мăнаçлăн, анлăн хумханнине курсан чун-чĕре хаваслăхпа тулать. Çунат хушнăн туйăнать.
— Вара, мĕн, институт пĕтерсен те трактористрах юлатăн-и? — хĕрĕ çине ăнланаймасăр тинкерчĕ Марук кинемей. — Мĕнле-ха капла? Тем килĕшсе çитмен пек туйăнать... Кулса калатăн-и эс?
— Чăннипех, анне...
— Ара, мĕн... Ун пекки пулман-çке хальччен...
— Малашне ун пекки те пулать. Кирлĕ те вăл. Çав тери кирлĕ. Хальхи техника, машинăсем-мĕнсем, кăткăслансах пыраççĕ. Вĕсемпе чăн-чăн ăнăçлă ĕçлеме вунă çул вĕренни сахалрах, анне. Училищĕрен вĕренсе тухни те сахалрах. Аслă пĕлӳ кирлĕ. Хам чун-чĕрепе хам сисетĕп çакна. Пурнăç малалла шутсăр хытă ыткăнать...
— Эпир чухне ав тăватă е çичĕ çул вĕреннипех ларнă трактор çине. Виç-тăватă уйăхлăх курс пĕтернĕ те... Пурпĕраптраман, аванах тăрăшнă...
— Ун чухне апла пулнă пуль те... Халĕ ун пек май килмест.
— Пурне те ыйтса пĕлем-ха эп. Леш Надя текенни кам хĕрĕччĕ-ха?
— Унăн ашшĕ те, амăшĕ те çук. Тăлăх вăл. Пракух хĕрĕ.
— Леш Уçăп Пракухĕн хĕрĕ-и? Мĕн, ӳссе çитĕнме те ĕлкĕрнĕ-и вăл? Кай, ĕненес те килмест. Ашшĕпе-амăшĕнчен виççĕре юлнă тетчĕç-çке ăна. Шел Уçăп Пракухне. Арăмне те питĕ шел. Автобус çаврăнса ӳкнипе пĕтрĕç-çке. Чип-чипер пурăнмалли çынсемччĕ.
Нина вăш-ваш ура çине тăчĕ.
— Мĕн те пулин пĕçермен-и эс, анне? Ай, питĕ ăшă кунта санăн. Чӳречене уçам-ха. — Пĕр чӳречине шăлтăр- шалтăр уçса ячĕ вăл. — Çăкăр хывса кăлартăн-им? Магазинра пур-çке. Ма чăрманатăн?
— Çăнăхĕ пур та... Манса кайиччен пĕçерсе пăхам терĕм. Кăмакана çăкăрпа пĕрлех яшка лартнă эп. Тахçанах пиçнĕ ĕнтĕ вăл. Кăларса парас-и? — вырăнĕнчен хусалчĕ Марук кинемей.
— Çук, çук, хамах кăларатăп, — ухват ярса тытрĕ Нина. — Кăмака яшкине питĕ юрататăп. Тавтапуç сана.
— Ара, юратнине пĕлсех лартрăм çав. Пултран ятăм...
— Комбайнсене ĕçе хатĕрлесе çитермелле пирĕн. Малашне мастерскойне каятăп эп. Пĕр-ик эрнелĕх ĕç тупăнать-ха унта, — яшка сыпнă май каласа пачĕ Нина. — Паянах çитсе ун пирки-кун пирки калаçса татăлас пулать...
Апат çисен, чăнахах та, мастерскойне тухса утрĕ Нина. Тĕттĕмленсен çеç килне таврăнчĕ вăл. Амăшĕ, пӳртре ăшă тесе-ши, алкумне тухса выртнă. Хĕрĕ таврăннине сисрĕ-ха Марук кинемей, тăма хăтланчĕ вăл. Нина ăна тĕке-тĕкех чарчĕ: «Çывăр, çывăр», — терĕ. Вара пӳрте кĕчĕ, электричество çутрĕ. Каçхи апат çинчен аса та илмерĕ вăл. Хутпа авторучка илсе сĕтел хушшине ларчĕ, училищĕри хĕрсем патне çыру çырма тытăнчĕ. Малтан чылай асапланчĕ-ха, çырăва ниепле те пуçласа яраймарĕ. Кайран кăрлаттарчĕ кăна, пĕртте чарăнса тăмарĕ.
„Сывă-и, Ираида, Оля, Надя? Питĕ пысăк салам сире Юртукассинчен, — пуçласа ячĕ вăл çырăвне. — Тăван яла , манса кайман-и эсир? Асрах тытатăр-и? Эпир кунта чиперех пурăнатпăр. Питĕ лайăх теме те юрать. Пирĕн трактор бригадинче çынсем енĕпе улшăнусем çукрах-ха. Хальччен пулнисемех. Сăрмулат Павăлĕ те, Еккĕм Иванĕ те пирĕнпех. Сăрмулат Павăлĕ тенĕрен... Эп ăна аплах тесе шутламанччĕ. Купăс калама пит ăста-çке вăл. Çур аки пĕтерсен Макаркка çырми хĕрринче чăн-чăн туй турăмăр эпир.
Такама авлантарса, качча парса мар. Унсăрах, çур аки пĕтнĕ ятпа ирттертĕмĕр çав туя. Чи малтан вăйă картине пирĕн бригадир Каюков сиксе тухрĕ. Ташлас енĕпе, чăнах калатăп, ăна çитекенни çук пуль пирĕн ялта. Тĕрĕссипе, ташлас енĕпе çеç мар, пур енĕпе те килĕшет вăл мана. Мĕнпурĕ те маларах авланни çеç пĕтерет. Авланман пулсан хам та ун еннелле туртăнма ӳркенсе тăрас çукчĕ пуль. Ну, пурăнтăр ĕнтĕ хăйĕн çемйипех. Чăрмантарма кирлĕ мар. Пире мĕн... Хăйсенне хăйсем пĕлччĕр. Сирĕн унта каччăсем нумай пуль-ха. Тен, тупса та ятăр хăвăра валли. Ну, сире вăрçсах, ятласах калас килет нихăш каччăпа та унталла-кунталла тухса ан кайăр, Юртукассинех таврăнăр. Илтрĕр-и, Юртукассинех. Каччисенчен уйрăлас килмест пулсан хăйсене те кунта илсе килĕр. Мухтанăр эсир. Пирĕн ялтан хитри ниçта та çук тесе калăр. Чăннипех начар мар пирĕн ял. Мана килĕшет. Вăт çавăн пек сире наказ.
Кăçал эпир, пĕлетĕр-и, çĕнĕ меслетпе тăрăшса пăхас терĕмĕр. Эсир çав меслет çинчен илтнĕ пуль ĕнтĕ. Каласа панă пуль сире. Аккордлă-премиллĕ меслет теççĕ ăна. Нарядсăр ĕçлемелли меслет теççĕ. Çапла, эпир халь урăх ниме те пĕлместпĕр... Мĕнпур тĕллев пирĕн — кĕр мăнтăрне тулăх тыр-пулпа кĕтсе илесси кăна. Çакă çеç. Çакăн патне ыткăнатпăр эпир. Урăх ниçта та мар. Паллах ĕнтĕ, çавăн пек тĕллев халиччен те пулнă-ха пирĕн. Анчах хальчченхи кашни çыннах хыттăн пырса тивмен темелле. Вăл темле йăвашрах пулнă пек туйăнать хальхипе танлаштарсан. Халсăртарах пек... Унта вут-çулăмĕ вăйлах çунман. Халĕ кĕрлесе, ялкăшса тăрать вут-çулăм. Бригадăри кашни çыннăн чĕринче. Çапла, кашни çыннăн чĕринчех темелле пуль. Кĕркунне амбара тулăх тыр-пул йăтăнса кĕтĕр кăна — эпир вара улăп паттăр, эпир вара патша... Часрах вĕренсе пĕтерĕр те тӳрех пирĕн пата... Хĕр ачасен трактор бригадине тăвасшăн эпир. Кун пирки райком секретарĕ Романов хăй те, колхоз председателĕ Кайсаров та каларĕç. Сире кĕтеççĕ вĕсем. Ан манăр çакна.
Хурав çырăр. Салам, салам!»
Вăт çакăн пек çыру çырчĕ Нина Сатлайкина.
11
Каюков бригадине виçĕ комбайн çирĕплетсе панă. Вĕсенчен пĕри СК-5 «Нива» комбайн. Ку çĕнĕ комбайнпа ĕçлеме кама çирĕплетмелле-ши тесе колхоз правленийĕнче те, трактор бригадинче те самай пуç ватрĕç. Хитре те вăйлăскер вăл. Ун çине, паллах, кам ларас тет, çав çынна ним шухăшламасăр лартма çук. Ларас текенсем пурччĕ çав. «Мана парăр-ха ăна. Киввисемпе чун тухать», «Тăват-пилĕк çул тăрăшатăп ĕнтĕ, çĕн комбайн штурвалне тĕкĕнсе пулмарĕ», — терĕç вĕсем. Юлашкинчен çĕнĕ комбайна никама та мар, Нина Сатлайкинăна пама йышăнчĕç. «Вăл ăна-кăна лайăх ăнланакан, типтерлĕ хĕр. Нихçан та кăтăрса-тулхăрса каймасть. Каланине итлет. Унран шанăçли тупма çук», — терĕç правленире. Бригадăри ĕçченсем те çак шухăшпа килĕшрĕç. Сатлайкина пĕлтĕр те кăштах ĕçлерĕ-ха комбайнпа. Ăна хăнăхрĕ. Кăçал вара çак комбайншăн Нинăн пĕтĕмĕшпех хăйĕн явап тытма тивет. Мĕнле калас, çак машина йăлтах ун çинче халь. Сатлайкинăн хуйхи-суйхи те, савăнăçĕ те йăлт унпа пĕрле. Пурте унран хăйĕнчен килет. Нина ырă çынсен шанăçне тӳрре кăларма чăнларĕ. «Паттăрлан, Сатлайкина. Çирĕпрех пул. Кирек мĕн килсе тухсан та çухалса, çĕтсе ан кай», — хăйне хăй хавхалантарчĕ вăл. Нина тракторсене юсанă чухнех, хĕллех, комбайн çинчен те манманччĕ-ха. Ана та пыра-пыра пăхсах, астукаласах тăнăччĕ. Юсамалли, майлаштармалли нумай та тупăнманччĕ унăн. Вак-тĕвексем кăна курăннăччĕ. Вĕсене Сатлайкина хăех майлаштарчĕ, йĕркене кĕртрĕ. Халĕ унăн комбайн таврашĕнче хăш-пĕр хатĕрсем-мĕнсем, çĕнĕлĕхсем пирки çеç тăрăшмалла пулчĕ. Укнĕ тырра вырмалли хатĕре тепĕр хут пăхса тухрĕ вăл. Ăçтан пĕлетĕн çанталăка? Юлашки çулсенче ытла та тĕлли-паллисĕр, пăтрăнчăк вăл. Шалкăм çумăрсем тустара-тустара иртеççĕ. Тепĕр чухне тĕллĕн-тĕллĕн пăр та чăлхантарса, çыхлантарса хăварать тыр-пула. Хирти улăма пухма лентăллă волокушăсем тăваççĕ иккен мастерскойра. Сатлайкина унпа та паллашма васкарĕ. Мĕнлерех вăл? Еплерех ĕçлемелле ку волокушăпа? Кӳршĕ колхозра ав пĕлтĕрех тепĕр çĕнĕлĕх кĕртнĕччĕ. Комбайнпа вырнă хыççăн хăмăла кăпкалатма тĕв турĕç вĕсем. Нӳрĕк пирки, ăна сыхласа хăварасси çинчен кунта сăмах. Çапла, тем те, тем те пĕлмелле çĕр çыннин.
«Анне ав тĕлĕнет. Трактористсене мĕн тума кирлĕ вăл институтра вĕренни тет, — ăшшăн кулса илчĕ Сатлайкина. — Ман шутпа, кунта аслă пĕлӳ пулмасан ним тупсăмне те тупма çук. Пĕрин çине тепри тăмхаланса пырать. Пĕринчен тепри кăткăсрах. Ара, комбайнпа хăш уйра еплерех хăвăртлăхпа сӳресси те, барабан валĕсене çавăрттарас йĕрке те кăткăс тимлĕхпе çыхăннă. Суккăр паттăрла тăрăшнипе нимĕн те пула пĕлмест. Эх, анне, анне... Улшăнать çав пурнăç. Нихçан та пĕр вырăнта тăмасть. Тĕнчере пурте çапла. Пурте çĕнелет... Тӳпене пăх-ха: унти пĕлĕтсем те яланах улшăнаççĕ. Паян — пĕр тĕрлĕ, ыран — тепĕр тĕрлĕ. Кун пек çеç те мар... Çак сехетре — çапла, тепĕр сехетрен — урăхла. Апла çеç-и? Минутсерен — тĕрлĕрен. Çилĕ те çавах. Пĕр лăпланать, пĕр шуххăн çĕкленет. Ку — çут çанталăкăн йăли-йĕрки... Пурнăçра вара çĕнĕлĕх, çĕнĕлĕх, вĕçĕ-хĕррисĕр кăткăслăх. Эсир, аннеçĕм, эталон-гектар тенине те пĕлмен-çке. Аккордлă-премиллĕ меслет те тупăнман ун чухне... Прогресс вăл, анне, прогресс. Уншăн савăнмалла çеç. Малашне тракористсемпе комбайнерсем тата çӳлерех пусăма çĕкленĕç. Эпир ăнкарса илейми çĕклем вĕсем. Кашни гектартан çитмĕл-сакăр вунă центнер тĕш тырă туса илĕç. Кашни пучах пăрçа хутаççи пек хулăн та вăрăм çитĕнĕ. Вăт мĕнлерех саманара пурăнатпăр эпир. Пирĕн самана вăл — чăн-чăн пысăк улшăнусен тапхăрĕ. Пур енĕпе те... Талккишпех».
Механизаторсем мастерскойĕнчен килелле утма тытăнчĕç. Ĕç пĕтрĕ. Сатлайкина комбайнĕ патĕнчех уткаласа çӳрерĕ-ха. Тем шухăшларĕ, тем аса илме тăрăшрĕ. Çак вăхăтрах кĕтмен çĕртен ун патне Микулай çитсе тăчĕ.
— Эс кунтах-и? — терĕ вăл.
— Кунтах, — хуравларĕ Нина.
— Пурте кайса пĕтрĕç, — савăннă пек пĕлтерчĕ электрогазосварщик. — Никам та çук ку таврара. Хамăр хуçа.
«Ку çыннăн паян чĕлхи мĕн пирки çаплах уçăлса кайнă-ши?» — тĕлĕнчĕ Сатлайкина.
— Сана каламалли пур теттĕм эп. Калас-и? — Нина умнех çывхарчĕ Микулай.
Сатлайкина комбайн çумне таянчĕ.
— Итлетĕп, — терĕ хĕр.
Микулай шĕвĕр пӳрнисене выляткаласа илчĕ. Сасартăк тăр-тăр чĕтренчĕ. Ун хыççăн тутине йăлт-йăлт хускатрĕ. Пичĕ хĕрелсе кайрĕ. Çамки çине пăчăр-пăчăр тар тухрĕ. Пӳрнисене каллех выляткала пуçларĕ. Хыттăнрах та хыттăнрах... Вара хăй пӳрнисене хăй тарăхрĕ пулас. Икĕ аллине те кĕсйине чикрĕ. «Ан курăнччăр», — терĕ ĕнтĕ. Тутине татах йăлт-йăлт вылятрĕ.
— Итлетĕп, — тата тепĕр хут каларĕ Нина. Микулай çаплах ним те шарламарĕ. Калас тенĕ сăмахсем йăлтах тарса пĕтрĕç, арпашăнчĕç, пытанчĕç. Чĕлхе вĕçне çитнисем каялла, пыр тĕпнелле, васкамасăр, тиркешнĕн шуса анчĕç. «Тĕнчене тухса курас тенĕччĕ. Кăлармарĕ, шеремет», — терĕç пуль.
— Итлетĕп, — çак сăмаха юриех виççĕмĕш хут каларĕ Сатлайкина.
— Мĕн итлетĕн? Кама? — ăна-кăна чухлаймасăр персе ячĕ Микулай.
Сатлайкина халь-халь кулса яма хатĕрччĕ. Çук, кулмарĕ, тӳссе ирттерчĕ. Вара ним пулман пекех лăпкăн:
— Сана ĕнтĕ, сана, Миклухо-Маклай, — тесе хучĕ.
— Мĕн каларăм вара эп? — татах чăлханчĕ Микулай.
— Хальлĕхе ним те каламан...
— Çук, пултараймастăп эп.
— Вăтанатăн-и манран?
— Тен, çапла пуль.
— Хăюллă пулаççĕ ăна. Калас тенине тӳрех калаççĕ. Пулас салтак-çке эс. Çапла-и?
— Çапла, — пуçне сулчĕ Микулай.
— Унччен авланас пулать.
Микулай кулкаласа илчĕ. Сăн-пичĕ сасартăк илемленчĕ. Хăюсăрлăхĕ, вăтанни иртсе кайрĕ.
— Авланмалла та... Мĕн-çке... Паллашни çук. Хĕрне тупаймарăм-ха.
— Йывăр-им? Паллаш. Хĕрсем тем чухлех.
— Манăн санпа паллашас килет...
Микулай каллех тутине йăлт-йăлт хуската пуçларĕ. Ним те шарламарĕ. Сăмахĕсем тарса пĕтрĕç пулас.
— Эсĕ паллашас килет терĕн-çке. Ма паллашмастăн? — юриех каласа хучĕ Сатлайкина.
— Мĕн-ха, сăмахсем тупăнмарĕç.
— Вĕсем тупăнмасан урăхла паллаш.
— Мĕнле «урăхла»?
— Ну, сăмахсăрах.
— Апла май çук.
Сатлайкина каччăна пăрахса кайма та хатĕрччĕ ĕнтĕ. Кунпа пустуй сӳпĕлтетсе тăрас мар, ним усси те çук тесе шутланăччĕ. Тем пирки чарăнса тăчĕ. Микулай кирлĕ çын-ха маншăн. Апла вăрт-варт çаврăнса утас мар. Кӳренĕ тата тесе шутларĕ-ши? Тен, пĕлме çук. Микулайăн пăтранчăклă-мĕнлĕ, урлă-пирлĕ сăмахĕсен сĕмлĕхĕнче пысăк юрату пытанса тăнине сисрĕ-ши? Комбайн çумĕнчен хускалмарĕ. Пурнăçра тепĕр чухне çапла-çке вăл: юрату тени таçта пытанса, аташса çӳрет. Сан умна пырса çитсен те чăлханса, тăлланса ӳкет. Лайăхрах тинкермесен курма та çук ăна. Тĕрлĕ çӳп-çап, тусан, тăпра айĕнчи ылтăн чăмакки пекех çав юрату. Ун çинченех таптаса, утса сӳреме те, ăна, тусанпа-мĕнпе хупланнăскере, тăпра муклашки çеç-ха ку тесе тапса ывăтма та пулать. Çакна аса илчĕ курăнать Сатлайкина. Микулай ун çине ăшшăн-ăшшăн тинкерчĕ. Каччă тинех хĕрĕн йывăр, çирĕп аллине ярса тытрĕ. Комбайн çумне Нинăпа юнашар вырнаçрĕ.
— Юрататăп эп сана. Чăнах... — терĕ вăл çĕрелле пăхса. Нинăн çак самантра тем пирки шӳтлĕн-мĕнлĕн, шуххăн калаçас килчĕ.
— Мĕншĕн юратмалла-ха мана? Мĕншĕн? — аякĕнчен тĕккелесе илчĕ вăл Микулая.
— Пуриншĕн те, — терĕ каччă.
— Мĕнле «пуриншĕн те»? — татах чышса илчĕ ăна Нина. — Эпĕ, мĕн, пур енĕпе те лайăх-им? Хĕвел çинче те хура пăнчă пур теççĕ.
— Маншăн нимĕнле пăнчă та çук сан çинче. — Эс пĕлместĕн-ха, эп усал хĕр ача.
— Юрĕ-çке. Хуть усал пул. Маншăн çавах.
— Кайран, пĕрле пурăна пуçласан, «çавах» пулмĕ. Ларса йĕрĕн. Юрĕ. Кайса кил-ха салтака. Вара куç курĕ.
Каччă сăн-пичĕ тĕксĕмленчĕ:
— Мана кĕтсе пурăнас çук эсĕ.
— Эп каяс тетĕп, Микулай. Айта, тухар. Питĕрсе хăварас тетĕп, — комбайн çумĕнчен аяккалла пăрăнчĕ Сатлайкина.
— Улах вырăнта, никам курман çĕрте, тăраниччен ларасчĕ ман санпа, — ассăн сывларĕ Микулай.
— Ларăпăр-ха, — мастерской алăкне чăнкăр-чанкăр питĕрчĕ Нина. Унтан: — Чипер юл! — терĕ те аслă çул еннелле ыткăнчĕ. Каялла пĕр çаврăнса пăхмасăр утрĕ вăл шоссепе. Хирте тыр-пул самаях çĕкленнĕ. Ыраш пуç кăларнă иккен. «Пире кĕтсе тăмаççĕ, пурте малалла васкаççĕ», — пăшăлтатрĕ Сатлайкина. Акă ял хĕрринчи магазин тĕлне çитрĕ вăл. Ăна юриех шоссе çулĕ çывăхне лартнă ĕнтĕ. Иртен-çӳрен кĕрсе тухма. Магазин çывăхĕнче яланах автомашинăсем, тракторсем чарăнса тăраççĕ. Авă хальхинче те чылай вĕсем. Магазин çумĕнчех, ешĕл çерем çинче, çутă хăмăр сăрпа сăрланă, йăл-йăл курăнакан «Жигули» ларать. Ахăртнех, ку уйрăм çыннăн машини пулас. Унăн номерĕ патне «Чуа», «Чув» тесе мар, «Чуг» тесе çырнă. Уйрăм çынсен машини çине çавăн пек çыраканччĕ.
Сатлайкина магазина кĕчĕ. Хитре курткăсем сутаççĕ иккен. Çынсем шавлаççĕ, тĕркĕшеççĕ, пурте маларах сĕкĕнесшĕн. Виссарова сутуçă лăплантарма тăрăшать вĕсене. «Пурне те çитет. Черете тăрăр. Черетсĕр никама та памастпăр», — тет вăл. Çынсем лăпланасшăн мар-ха. Харкашаççĕ, çухрашаççĕ. Çапах та Виссарова йĕрке туса çитерчĕ-çитерчех. Халăх килĕштерет ăна, ун сăмахне итлет. Ара, калаçасса та çепĕççĕн, ăшшăн калаçать вăл. Куçĕсем кăмăллăн, ачашшăн тинкересçĕ. Çутă сарă çӳçĕ илĕртӳллĕн усăнса тăрать. Шурă, таса, илемлĕ пичĕ япала илекенсене савăнтарать. Нина та куртка илме шутланăччĕ. Виссарова темиçе куртка та тыттарса пăхрĕ ăна. Çук, юрăхли тупăнмарĕ. Курткисем чăнахах та питĕ илемлĕ. «Ытти ялсенче тупма çук кун пеккисене. Шупашкарта та час-часах тухмаççĕ вĕсем. Пирĕн Виссарова пултарать çак», — калаçрĕç черетри çынсем.
Кăштахран Зоя Виссарова хăйĕнпе пĕрле ĕçлекен тепĕр сутуçăна чĕнсе илчĕ те ăна курткăсем сутма хушса хăварчĕ. «Эпĕ Игнат Игнатович патне тухатăп-ха», — терĕ вăл. Магазинра ĕçсем хăйсен йĕркипех пулса пычĕç. Сатлайкина духисем-мĕнсем, амăшĕ валли тутăр туянчĕ те: «Çитет кунта тăрса. Килелле уттарас пуль», — терĕ. Вăл тухнă чухне вĕр çĕнĕ «Жигули» ешĕл курăк çинчех сумлăн, хитрен ларатчĕ-ха. Кабинăра çынсем пур. Иккĕн. Шофер вырăнĕнче — кăвак костюм тăхăннă, шап-шурă кĕпин çӳлерехри пĕр-ик тӳмине вĕçертсе янă, хуп-хура уссиллĕ, самай мăнтăрланнă, тĕреклĕ, патвар çын. Ахăртнех, ылтăн шăллăскер пулас. Калаçнă май шăлĕсем анакан хĕвел çутинче йăлтăр-йăлтăр çиçсе илеççĕ. Хăрах аллипе руль çине чавсаланнă вăл. Тепĕр алли — хăйĕнпе юнашар ларакан Виссарова çурăмĕ хыçĕнче. Нина тухнине асăрхамарĕç-ха вĕсем. Хĕрсех тем çинчен сăмах ваклаççĕ. Сатлайкина акаци тĕмĕсем хушшине кĕрсе тăчĕ. Тем пирки васкас килмерĕ унăн. «Мĕнлерех-ха чăннипе çак хĕрарăм? Мĕншĕн упăшки килĕштерсе çитереймест ăна?» — шухăшларĕ вăл. Çынсем магазина кĕреççĕ те тухаççĕ, кĕреççĕ те тухаççĕ. Сатлайкина тăрать-ха. Магазинран кам та пулин, хăйĕнпе пĕрле килнĕскер, тухасса кĕтнĕ пекех, çав тĕлтен хăпмасть. Машина кабининчи «мăшăр» ăна лайăх курăнать. Вĕсем çаплах сăмахлаççĕ. Ылтăн шăлсем малтанхи пекех хитрен йăлтăр-йăлтăр çиçсе илеççĕ. Çак «икĕ тус» пĕрре те юрату çинчен ун пек-кун пек пуплешекен çынсем пек мар. Вăрттăн юрату таврашĕ пачах сисĕнмест вĕсен калаçăвĕнче. Сăмахĕсем вуçех илтĕнмеççĕ пулин те çакна Нина аванах ăнланать. Мăнтăр пӳрнесем Виссарова хулпуççийĕ çинче выляса тăни çеç кăшт иккĕлентерет ăна. Чылайччен пĕр-пĕрне тем ĕнентерсе, тем çирĕплетсе парса, ӳкĕте кĕртсе калаçрĕç вĕсем. Юлашкинчен Виссарова çурăмĕ çинчи алă сасартăк хускалса илчĕ, хулпуççи çинчи пӳрнесем аяларах та аяларах шуса анчĕç. Хайхи арçын Зойăна хăй çумнелле хыттăн тайăлтарчĕ те питĕнчен ик-виçĕ хут чуптуса илчĕ. Вара часах иккĕшĕ те тӳрленсе ларчĕç. Виссарова тутрине майлаштарса çыхрĕ, вара кабина алăкне шалтăрт! тутарса уçрĕ, ем-ешĕл курăк çине хуллен, тирпейлĕн анса тăчĕ. Кабина алăкне хупма васкамарĕ-ха. Куçне илемлĕн хĕскелесе илчĕ. «Чипер кай. Асту, ан ман вара, ик çĕр штукран кая мар. Ăна самантрах илсе пĕтереççĕ. Ыттисем пирки те шухăшла», — терĕ вăл. Хура уссилли пуçне ик-виçĕ хут сулса илчĕ. «Юрать, юрать», — тенине пĕлтерчĕ ĕнтĕ ку. «Жигули» часах ерипен, ним сасăсăр тенĕ пек, хускалчĕ те шоссе çулĕ çине тухрĕ. Шупашкар еннелле ыткăнчĕ. Виссарова аллине кăшт сулкаларĕ те магазина васкарĕ.
Сатлайкина ăна-кăна нимех те чухлаймарĕ. «Ара, магазин заведующийĕн ун пек-кун пек тĕл пулса калаçмаллисем пулаççĕ-çке. Ĕçре унсăр епле-ха? — шухăшларĕ вăл. — Халăха валли ытлăн-çитлĕн тавар тăратас тесен кăштах çыхăну пекки те пулмалла ĕнтĕ. Пĕр-пĕрне пулăшни кирлĕ. «Лайăх пурăннине нимĕн те çитмест», — теççĕ-çке чăвашсем. Халăха ырă тăвас тесе кун пек тăрăшнине ырламалла кăна. Такама та çавăрма пултарать Зоя Виссарова. Ятарласах сутуçă пулма çуралса ӳснĕ çын тейĕн».
Çакăн пĕк шухăшларĕ пулин те Сатлайкина чун-чĕринче кăшт иккĕленӳ çуралчĕ-çуралчех. Тен, мĕнле те пулин вăрттăнлăх çук-ши вĕсен? Нина магазинра куртка илме черете тăнă çынсем калаçнине аса илчĕ. «Пирĕн Виссарова пултарать çак», — терĕç вĕсем. Анчах мĕнле майпа «пултарать» вăл? Мĕншĕн ытти ялсенчи магазинсенче çынсене кирлĕ хăш-пĕр лайăх таварсем сайра хутра çеç курăнкалаççĕ? Пирĕн ялта вара — час-часах? Кам вăл Игнат Игнатович?
Сатлайкина килнелле васкарĕ.
12
Вăхăт сисĕнмесĕр иртет. Пуç кăларнă ыраш хирĕ хуллен, мăнаçлăн хумханать. Çуртрисем те тикĕссĕн çĕкленеççĕ. Çĕр улми речĕсене культиваци турĕç ĕнтĕ. Пĕр хутчен çеç мар. Икĕ хутчен. Паян меллĕ вăхăт тупса Кĕркурипе Сăрмулат Павăлĕ мастерской патĕнчи çеремлĕхе утрĕç. Çак çеремлĕхре, уй хапхинчен инçех те мар, урапаллă пӳрт ларать. Чăнах, пӳрт тесех каламалла пуль ăна. Икĕ чӳрече унăн. Шалта сĕтел те, тенкелсем те пур. Виç-тăватă кун маларах килсе лартнăччĕ ăна. Трактористсен хирти çурчĕ вăл. Çур аки вăхăтĕнче хăйсемпе пĕрлех илсе çӳренĕччĕ ăна Каюков бригадинчи çынсем. Анчах пит килĕшсех çитменччĕ вăл трактористсене. Тĕттĕмрех пек, тăвăртарах пек туйăннăччĕ. Çавăнпа юсаса пысăклатма шут тытрĕç ăна. Ара, Каюков бригадинчи çынсем çакăн пек палăртса хунă-çке: кăçал, тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра, комбайнерсемпе вĕсен помощникĕсен пурин те хирте пурăнмалла. Унтан вуçех татăлма юрамасть. Кăнтăрла та, çĕрле те. Уяр çанталăкра та, çумăрлă-мĕнлĕ çанталăк пуçлансан та. Мĕншĕн тесен ĕçлеме юрăхлă кашни сехете, кашни саманта сая ярас темерĕç вĕсем. Пĕр пĕрчĕ те ан юлтăр хирте, пурте пӳлмене кĕтĕр. «Ку енĕпе эпир халиччен те тимлĕ пулнă-ха. Халĕ вара, çĕнĕ меслетпе тăрăшма пуçланă хыç-çăн, ик-виç хут тимлĕрех пулмалла, — терĕ Каюков. — Тирпейлĕх кăтартмалла пирĕн. Çапла, никамăн та мар, пирĕн кăтартса памалла ăна. «Пулать, çавăн пек тума пулать», — тесе çирĕппĕн пĕлтермелле. Атту тепĕр чухне мĕн килсе тухать-ха? Çулса пăрахнă тырă хуралса, çĕрсе каять. Хир талккишпех... Пăхма хăрушă. Чун сӳлетсе илет. Куççуль пăчăртанса тухать. Ара, ун пек хăтланса хамăр ĕçленине хамăр пĕтеретпĕр-çке эпир. Чăнах та хамăр. Урăх никам та мар. Пухусенче вара çанталăк пĕтерчĕ пире, çапса хуçрĕ тетпĕр. Вăрçатпăр, тарăхатпăр çанталăка. Пуриншĕн те ăна айăплатпăр. Чăннипе вара, никама та мар, хамăра хулăпа хĕртмелле. Çытмана антарсах. Ара, çу каçиччен тар тăкатпăр та кĕркунне пăшик пулатпăр-çке. Хамăр тарпа çитĕнтернĕ ăнăçлă тыр-пулах тислĕк купи туса хуратпăр. Кунта тата акă мĕскер: сухаланăшăн, акнăшăн, пăхса ӳстернĕшĕн укçине илнĕ-ха. Нормăна тултарнă, тавай укçа тенĕ. Наряда ĕçе кĕртнĕ — тӳлĕр тесе васкатнă. Тăрăшрăмăр, плана тултартăмăр, ăмăртура çĕнтертĕмĕр тесе колхоз кассинчен вĕçĕ-хĕррисĕр укçа туртнă. Памасан — ятлаçнă, ĕçленĕ укçана тытса тăраççĕ, саккуна пăсаççĕ тенĕ. Саккуна пăсакансем вара, тĕрĕссипе, хамăр пулнă иккен. Ара, эпир колхоз кассинчен укçа илнĕ-илнĕ те колхоза хăйне нимех те паман. Тыр-пула тăккаласа пĕтернĕ, юр айне хăварнă. Вăт еплерех хăтланнă эпир. Çĕнĕ меслетпе ун пек хăтланма май çук. Кунта шалиш! Аллуна касса енне вăхăтсăр ан тăс! Тăхта. Тăван колхозшăн ху чăннипех те ырă ĕç тунине, пӳлмене миçе тонна ылтăн тыр-пул пухса кĕртнине пĕлмелле малтан. Пустуй тĕрмешнĕ-и эс е колхоза услам панă? Чăнах, çакна шута илмелле».
Нумаях та вăхăт иртмерĕ — хайхи икĕ тус будка çине хăпарса тăчĕç те кивĕ пӳрте хирме, ишме тапратрĕç. Ишессе тирпейлĕн ишрĕç. Пĕр хăма таткине те ватса, çĕмĕрсе пĕтерес темерĕç. Кĕçех вĕсем патне Еккĕм Иванĕ çитсе тăчĕ. Урлă-пирлĕ пăхкаларĕ. «Мана мĕншĕн систермен-ха эсир? Иккĕн йывăртарах пулмасть-и?» — терĕ вăл. «Ара, эс арман авăртмалла терĕн мар-и? Çавăнпа чăрмантарас килмерĕ», — хуравларĕ Каюков. «Эпир иккĕн килнĕ армана. Авăртса пĕтеретпĕр ĕнтĕ. Часах пушанатăп», — пĕлтерчĕ Иван. «Апла пулсан çăнăхна тиеттерсе яр та кил эппин», — хаваспах каласа хучĕ Каюков. Чăнах та, çăнăхне тиеттерсе ярсанах килсе çитрĕ Еккĕм Иванĕ. Йыш хушăнсан кунти ĕç хаваслăнрах кайрĕ. Кивĕ будкăн стенисене илсе пăрахрĕç. Каркасĕ çеç юлчĕ. Ăна çӳп-çапран тасатрĕç, тĕплĕн пăхса тухрĕç. Хирти куçса çӳрекен пӳрте пысăклатас тесен чи малтанах рамăна тăсас пулать. Сахалтан та пĕр метр вăрăмлатмалла. Электрогазосварка кирлĕ.
— Микулая чĕнме тивет, — терĕ бригадир.
Кайса чĕнчĕç хайхи Микулая. Вăл кутăнлашса тăмарĕ. Çапах та тем пирки кăшт турткаланчĕ. «Каюков хăй те сварка тума пĕлет. Мĕншĕн мана чĕнет вара?» — текелерĕ. «Эсĕ ку енĕпе специалист. Сана çитекенни çук», — хавхалантарчĕ ăна Еккĕм Иванĕ. Акă вĕсем аппаратне-мĕнне, баллонсене йăтса çитрĕç. Микулай хăш тĕлтен касса татса хăш тĕлте сыпмаллине тĕплĕн ыйтса пĕлчĕ. Вара часах симĕс кăвак çулăм йăл-йăл çиçме, вăрлатса, уласа çунма тытăнчĕ. Чăрлатнă, шартлатнă сас илтĕнчĕ. Тавраналла шухă хĕлхемсем ыткăнчĕç. Пĕр сехет иртрĕ-и, иртмерĕ-и — пурне те туса хучĕ Микулай.
— Пултаратăн! — çурăмĕнчен çăт-çат! çапкаласа илчĕ ăна Кĕркури.
— Кун пеккисенех тăватпăр-ха, — мухтаннă пек каласа хучĕ Микулай. Тем пирки çак самантра хăйне мăнаç та танлă тытас килчĕ унăн. Эпир те сирĕнтен катăк çынсем мар, пит ан мăнасланăр тесе хăйне кăшт пысăка хурасшăн пулчĕ курăнать. Вара будка каркасне тепĕр хут пăхса илчĕ те:
— Тен, рама юписене те пăртак та пулин вăрăмлатма тивмест-и? Унсăрăн мĕнле-ха. Пӳрчĕ вăрам, маччи аял, — терĕ вăл.
Хайхи лешсем шухăшласа тăчĕç-тăчĕç те:
— Тĕрĕс, Микулай. Юписене те вăрăмлатас, — терĕç.
— Эпĕ нихçан та йăнăш каламастăп, — каллех мухтанчĕ Микулай.
Юпасене, чăнах та, улăштарчĕç. Микулай татах пăрахса каймарĕ-ха. Унталла-кунталла пăхкаласа тăчĕ те каллех «ăс вĕрентме» шутларĕ.
— Икĕ пуçĕнчен те тепрер планка ямалла мар-и? Унсăрăн тĕреклĕ-и юпасем?
Каюков юпасене тĕрĕслесе тухрĕ.
— Кăшт силленеççĕ, — терĕ вăл.
— Тоттă. Кун пек чухне пурне те шута илмелле.
Çак вун саккăра тин çитнĕ, пурнăç нушине хальлĕхе нимĕн чухлĕ те тутанса пăхман çамрăк çын çапла мăнаçлăн пуплешни Кĕркурие тарăхтарса ячĕ. Каттиç-ха аяккарах, сансăрах пĕлетпĕр тесе çавăрттарса хурасшăнччĕ вăл. Çук, ун пек хăтланмарĕ. Хăйне çирĕп тытрĕ. Çапах та шухăша кайрĕ Каюков: «Мĕн пирки чăрсăрланать-ха ку этем? Халиччен çав тери сăпайлă пулаканччĕ-çке. Сăпса сăхнă-ши ăна? Е чĕлхине шăрпăк кĕнĕ? Ăнланма йывăр. Тен, кама та пулин кӳреннĕ пуль. Апла пулсан кама-ха? Мана-и? Павăла-и? Ивана-и?..»
Каюков каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ те тимĕр шăчăсем патĕнче чарăнса тăчĕ. Пĕр шăччине туртса кăларчĕ. Вара Микулай еннелле тинкерсе:
— Çак мĕнле пек? Юрăхлă-и? Айтăр çакăнпа çирĕплетер, — терĕ.
— Юрать те пуль, — хăйĕн татăклă сăмахне каларĕ Микулай.
Хайхи планкăсене те çыпăçтарса хучĕ электрогазосварщик. Вара: «Эпĕ кăшт чĕре сури туса илес тетĕп. Иртенпе ăша хĕлхем яман. Эсир аппаратпа баллонсене мастерскойне илсе кайăр», — терĕ те столовăй еннелле утрĕ. «Сатлайкина патне çӳрекелет теççĕ Кĕркурие. Чăнах-ши ку хыпар?» — шухăшларĕ вăл.
Икĕ кун пĕр канмасăр тенĕ пек тăрăшрĕ виçĕ тус. Урапаллă пӳрте туса пĕтерчĕç-пĕтерчĕçех. Хитре те пысăк пулчĕ çурт. Стенисене малтан хăмапа çапса тухрĕç. Ун хыççăн шал енчен фанерăпа витрĕç. Чӳречисене халичченхи пек пĕчĕкçĕ тумарĕç. Сарлака, пысăк вĕсем. «Икарус» автобус пекех хăтлă, çутă пултăр çак çурт тесе ăсталарĕç ăна. Лайăх пулса тухрĕ вăл. Тул енчен те, шал енчен те сăрларĕç ăна. Иртен-çӳренсем чарăна-чарăна тăчĕç ун патĕнче. «Вăт ку пӳрт. Туй тума та юрать кунта», — терĕç вĕсем. «Авланакан, качча тухакан тупăнсан — хирĕç мар. Туйне те тăватпăр», — хаваслăн пуплешрĕ Сăрмулат Павăлĕ.
Акă юлашкинчен Мирун та çитсе тăчĕ пӳрт патне. Лутраскер, утса мар, йăваланса, шуса пырса тăнă пек туйăнчĕ вăл. Хальхинче те тĕлĕрнĕ пек курăнчĕ токарь. Тупăнаççĕ-çке çавăн пек çынсем. Утса çӳреççĕ, çынсемпе калаçаççĕ пулин те яланах тĕлĕрнĕ пек курăнаççĕ. «Уникальнăй экземпляр», — тенĕччĕ ăна пĕррехинче Еккĕм Иванĕ. Çак токарь тем те тума пултарнăран, кирек мĕнле машина пайне те якатса, хăй виçине (микромиллиметр таранах) çитернĕрен каланă-ши вăл çапла? Тен, уншăн та мар, ялан тĕлĕрнĕ пек çӳренĕрен персе яман-ши? Кăна хальлĕхе никам та татса калаймасть-ха. Çапах та «Уникальнăй экземпляр» патне çитсе килес-ха», «Уникальнăй экземплярпа» калаçса пăхас тенине час-часах илтме пулать. Мирун урапаллă тăп-тăп, илемлĕ пӳрт çине каçса кайсах тинкерчĕ. Вара унăн чӳречинчен пӳрт ăш-чиккине пăхасшăн пулчĕ. Çук, пăхма пĕвĕ çитеймерĕ. Тем пекех кармашсан та — ним те курмарĕ вăл. Ун хыççăн пĕчĕк пусма тăрăх хăпарчĕ те пӳрт алăкне уçса чылайччен ним хускалмасăр пăхса тăчĕ.
— Аптрамасть, — терĕ вăл. Вара алăка тирпейлĕн хупрĕ те çерем çине анчĕ. Çынсем патне пычĕ. Кăшт тăхтасан пуплешме тапратрĕ. Хавхаланать Мирун. Çӳлелле хăлаçланкалать. Вăл апла-капла айкашни таçтанах курăнать. Куçа йăмăхтарма тытăнчĕ...
Çынсем ун еннелле чăр-р çаврăна-çаврăна пăхрĕç.
— Мĕн пуплешетĕн çак эс? — илтĕнчĕç сасăсем.
— Ним те мар. Шутласа кăларнă çĕнĕ меслет. Мĕне кирлĕ вăл? Эп мастерскойра ĕçлеме пуçланăранпа миçе меслет тухмарĕ-ши? Пĕри тухать те тепри. Унтан татах... Пăртак тытăнкаласа тăраççĕ те, пĕрин хыççăн тепри тăмăч çухалаççĕ. Мăрьерен тухакан тĕтĕм пекех. Малтан çав тĕтĕме курса тĕлĕнетĕн-ха. Хăватлăн палкаса, ыткăнса çĕкленет. Тӳпене халех, халех çитетĕп тет пулас. Çук, нумаях çĕкленеймест, сапаланса каять, пĕтет, çухалать. Меслетсем те çавах.
— Пурте апла мар-çке. Юлаканнисем те пур, — хирĕçлерĕ ăна Каюков.
— Сайра, — касса татнă пекех каласа хучĕ Мирун.
— Ку меслет юлатех. Нихçан та пĕтмест. Ăна никам та пĕтереймест, — çирĕппĕн каларĕ Каюков.
— Ха! Мĕнле вара вăл? — кулса ячĕ Мирун самаях мăнтăрланнă хырăмне каçăртса. — Ыттисем пĕтеççĕ, сан пĕтмест.
— Ман мар вăл, халăхăн.
— Пĕтнисем, мĕн, халăхăн пулман-и? — татах кулчĕ Мирун.
— Итле-ха, эс мĕнле деталь тăватăн халь? — ыйтрĕ Кĕркури.
— Эпĕ халь нимĕнле деталь те тумастăп. Урăххи халь...
— Мĕнле «урăххи»?
— Якур арăмĕ валли кусар тăватăп. Хăшкăлтарса çитерчĕ.
Итлесе тăракансем пурте ахăлтатса кулса ячĕç.
— Вăт, кусар тейĕпĕр, — лăпкăн калаçрĕ Кĕркури. — Сана укçине тӳлет-и вăл?
— Тӳлет конечнă. Унсăрăн епле-ха?
— Вăт, вăт... Манăн çакна пĕлес килет: чĕрĕк кусар тунăшăн парать-и?
— Мĕнле «чĕрĕк кусар тунăшăн»? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Мирун.
— Ну, урăхла каласан, кусарăн чĕрĕк пайне тунăшăн?
— Уншăн ма тӳлетĕр-ха вăл? Кама кирлĕ чĕрĕк кусар?
— Татах ыйтам: çур кусар тунăшăн парать-и укçа?
— Мĕн, ухмах тетĕн-им ăна? Нимĕн те памасть.
— Виç чĕрĕкне тусан?
— Э-эй! — алне сулчĕ Мирун. — Йĕркеллĕрех калаç-ха эс. Пĕтĕмĕшцех чин-чином тумалла ăна. Алăран вĕçерĕнтĕр тесе кăна мар. Тыткалама меллĕ, хитре пултăр вăл. Вара кăларса парать укçине.
— Питĕ тĕрĕс каларăн. Эсĕ апла туса пĕтернĕ, хатĕр япалашăн кайран кăна укçа илетĕн. Вăт, лăп та шай сан пек ĕçлесшĕн эпир. Чăннипе, сан пек пулма хушать те пире çĕнĕ меслет.
— Мĕнле ман пек? — шалт аптраса çитрĕ Мирун.
— Вăт эпир те, хирте тăрăшакансем, тыр-пула тирпейлĕн пухса кĕртсен çеç хамăра тивĕçлине тĕплĕн шутласа илесшĕн. Тыррине пӳлмене кĕртмесен епле укçа сăптăрса илĕн-ха? Хамăр тăван колхоз укçи-çке вăл, хамăр çынсен укçи. Тен, эпир колхоза вăрлăх хăвармалăх та тыр-пул туса параймасан? Вара мĕн? Эпир хамăр хуçалăха вăрă-хурахсем пек çаратма пултараймастпăр. Ун пек пурăнни намăс пире. Эсĕ ав кусарна Якур арăмне тыттармасăр укçа ыйтмастăн-çке. Пирĕн меслет те çав евĕрлех.
Мирун аллисене сăтăркаласа илчĕ те кулса ячĕ. Паçăрхи пек шăл йĕрсе мар, хавассăн, çĕкленӳллĕн кулчĕ.
— Чимĕр-ха, тăвансем, — терĕ вăл кĕске урисемпе умри чула тăп-тăп тапкаласа илсе. — Ун пек пулсан чиперех- çке ку меслет. Икĕ алăпах сасăлатăп, — чĕвенсех аллисене çӳлелле тăратрĕ Мирун.
Халĕ пурте савăнăçлăн ахăлтатса кулчĕç.
— Уникальнăй экземпляр, — илтĕнчĕ Еккĕм Иванĕн сасси.
Çынсем татах тепĕр ăстрăм ахăлтатрĕç.
— Çĕр ĕçĕ вăл акă мĕнле, — ăынсем умне маларах тухса тăчĕ Сăрмулат Павăлĕ. — Вăл пĕр-пĕр деталь тăвассинчен çав тери уйрăлса тăрать. Туса пĕтернĕ, хатĕр деталь — хăй хуçа. Çĕр ĕçĕ вара, тыр-пул туса илесси — ун пек мар. Вăл, ман шутпа, кĕрепле, шăпăр евĕрлĕрех.
Çынсем каллех кулма тытăнчĕç. Шавласа кайрĕç:
— Вăт тупăнчĕ тепри.
— Ха, япала! Кĕрепле, шăпăр пек иккен.
— Ну, туртса кăлараççĕ те...
Сăрмулат Павăлĕ çĕтсе, çухалса каймарĕ, сăмахне малаллах тăсрĕ:
— Тĕрĕсех каларăм эп. Вăт кĕреплен пĕр шăлне илер- ха. Çапла, пĕр шăлне çеç. Ăна хаçатпа чĕркесе кĕсьене чикер те пасара илсе каяр. Сутма кăларса хурар. Паллах, çак шăла, тăлăхскере, никам та укçа парса илес сук. Тепрехинче пĕр шăл мар, икĕ шăл илсе каяр, каллех никам та илес çук çав шăлсене. Виçĕ шăл, тăватă шăл илсе кайсан та вĕсем çине никамах та çавăрăнса пăхас çук. Шăпăр хуллисем пирки те çавнах калама пулать. Вĕсене пĕрерĕн- пĕрерĕн сутаймастăн. Лайăх якатса, туса çитернĕ кĕреплене е лайăх чăмăртаса çыхнă шăпăра вара пасарта наччасрах илсе пĕтереççĕ. Тыр-пул ĕçĕнче те çавах. Пурте пĕр- пĕринпе çыхăннă, çăмхаланнă. Анчах пурне те туса çитермесĕр, Каюков калашле, пӳлмене кĕртмесĕр ку ĕçе чăннипе хаклама çук. Кĕркунне пĕтĕм тыр-пула: «Акă çакăн чухлĕ туса илтĕмĕр. Йышăнăр пирĕн ĕçе», — темелли кăна
юлать. «Юрĕ. Йышăнатпăр. Ку тыр-пулшăн сире çакăн чухлĕ укçа тухать», — тесе калатăр пире колхоз. Вара чун-чĕрене çăмăл, хаваслă. Чăн-чăн тунă япалашăн — тыр-пулшăн, çĕр улмишĕн, кăшманшăн — укçа илме тивĕçлине туятăн. Çапла, кĕреплепе шăпăр çинчен ан манăр, тусăмсем.
Пухăннă çынсем татах шăкăлтатса калаçса тăчĕç. Юлашкинчен салана пуçларĕç. Пĕрерĕн, икшерĕн кая-кая çухалчĕç. Еккĕм Иванĕ те килне васкарĕ. Кĕркурипе Сăрмулат Павăлĕ трактор чĕртсе килчĕç те урапаллă хитре пӳрте картиш хĕррине, аяккарах кайса лартрĕç. Хуралçа лайăх хытарса хăварчĕç. «Тимлĕ сыхла çав пӳрте. Никама та ан яр ун патне», — терĕç.
13
Арăмĕ Шупашкара куçса каясси çинчен калаçни Кĕркурие хытах пăлхантарчĕ темелле. Пуринчен ытла перекет кассинче çирĕм икĕ пин тенкĕ упранса тăни шухăшлаттарчĕ ăна. Чăнах, мĕнле çавăн чухлĕ пухма пултарнă-ха вăл? Хĕр чухнех пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пуçтарнă-ши? Тĕрĕссипе, хĕр чухне перекет кассине хывмалăх укçа ниепле те пулма пултарайман унăн. Вунă çул вĕреннĕ. Ун хыççăн суту-илӳ училищине кайса кĕнĕ. Ăна пĕтерсен тӳрех Юртукассине янă. Кунта килсен малтанхи кунсенчех туслашрĕç вĕсем. Çуркуннеччĕ ун чухне. Çĕмĕртсем шап-шурă çеçкене ларнăччĕ. Пĕр-ик хут тĕл пулсанах Кĕркури çав тери юратса пăрахрĕ Виссарова Зойăна. Кăшт мăнтăркка та илемлĕ пӳ-силлĕскер. Çутă сарă çӳçĕ хулпуççийĕсем çине йăрăмланса аннă. Тарăн сенкер куçĕ йăл-йăл çуталса тăрать. Çепĕççĕн, ăслăн калаçать хăй. «Ку хĕре епле те пулин алăран вĕçертес марччĕ. Никама та парас марччĕ», — пăшăрханса шухăшларĕ Кĕркури. Магазина кун каçиччен миçе хутчен кĕрсе тухмастчĕ-ши вăл. Зойăн шурă, таса, сывлăхлă пичĕ çине татти-сыпписĕр, вĕçĕмсĕр пăхса тăрас килетчĕ унăн. Çапла, паллашнă хыççăн ик-виçĕ уйăхранах пĕрлешрĕç вĕсем. Пĕртен-пĕр чăматан кăначчĕ унăн качча тухнă чухне. Ик-виçĕ кĕпе, виç-тăватă тутăр, пушмаксем мĕнсем... Урăх нимех те çукчĕ. Кĕрлĕ-çурлă тăхăнмалли пальти те кивĕччĕ. Хĕлле курткăпа çеç çӳрекеленĕ пулас. Кĕркури ăна качча илнĕ-илмен çеп-çемçе çухаллă хитре хĕллехи пальто, плащ туянса пачĕ. Мĕнле калас, ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпине çитиччен тумлантарчĕ. Апла тăк, паллах, ун чухне Зойăн укçа-тенкĕ пачах пулман. Перекет кассинче укçа пулнă пулсан качча тухас умĕн мĕн те пулин туянатчĕ ĕнтĕ. Кайран вара... кайран... Ниçта та мар, ялан çак магазинра тăнă-çке вăл. Ĕç укçине чип-чиперех, уйăхсерен киле илсе килнĕ. «Акă ку уйăхра çакăн чухлĕ шалу илтĕм», — тесе шутласах кăтартатчĕ. Халĕ те шутласа кăтартать-ха. Апла кам панă-ха ăна укçа? Ун пек укçа парса тăмалли никам та çук-çке унăн. Ашшĕ-амăшĕ нумай укçа-тенкĕллĕ çынсем мар. Пенсипе кăна пурăнаççĕ. Тепĕр чухне хăйсене пулăшмалла вĕсене. Пĕлтĕр ĕне туянччăр тесе виç çĕр тенкĕ Кĕркури хăй кайса панăччĕ-ха. Çирĕм икĕ пин тенкĕ укçана çĕртен тупаймăн. Еркĕнсем те ун чухлĕ тыттармĕç. «Хăйĕнпе калаçса пăхас пулать. Унсăрăн ниепле те тупсăмне тупма çук», — самай тарăхса шухăшларĕ Каюков.
Паян — вырсарни кун. Арăмĕ килтех-ха. Анчах хыпалансах таçта кайма пуçтарăнать. Хăй чи юратакан çутă хăмăр тĕслĕ кĕпине лайăх утюгласа якатрĕ. Çĕнĕ плащне илсе кĕчĕ. Сентре çинчен вĕр çĕнĕ пушмакне антарчĕ. Васкамасăр, тирпейлĕн тумланчĕ. Çав тери кăмăллă, хитре «дама» пулса тăчĕ. Ун хыççăн трюмо умне пырса, каллĕ-маллĕ çаврăнкаласа хăйĕн пӳ-сине сăнарĕ. Кĕпине турткаларĕ, татах майлаштарчĕ. Çӳçне мĕнлерех хурса пăхмарĕ-ши? Çапла çур сехете яхăн аппаланчĕ трюмо умĕнче. Вара пысăках мар илемлĕ сумкине хулпуççи урлă çакрĕ те:
— Эпĕ кайса килем-ха, — терĕ.
— Ăçта? Хăвăрт таврăнатăн-и?
— Шупашкара çитсе килес тетĕп. Каçчен таврăнатăп. Кĕркури ун çине кичеммĕн, асаплăн тинкерчĕ. Зоя çакна хăвăрт сиссе илчĕ:
— Мĕн, ярас килмест-и? — йăл-йăл кулчĕ вăл. — Ман хамăн та сана куç умĕнче кăна тытас килет. Юрĕ ĕнтĕ. Каçар. Епле те пулин пурăнкала каçчен.
— Мĕн ĕçпе вара эс? Мĕн пирки каятăн?
— Усал шухăшпа çӳреместĕп, Гриша. Çемьешĕн тăрăшатăп. Эсĕ ман пирки кĕвĕçместĕн пуль те? Ун пекки халиччен нихăçан та сисĕнмен-çке. Мана сансăр пуçне никам та кирлĕ мар, — Зоя Кĕркурие питĕнчен чăпăрт! чуптуса илчĕ. Ун хыççăн кăшт тăхтаса тăчĕ те: — Пĕррехинче каланăччĕ эп сана. Лăп та шай çавăн пек килсе тухрĕ. Эс мĕнле шутлатăн? Вариант пур манăн, — терĕ. — Шупашкарта пĕри кооперативлă майпа хваттер илме укçа хывнă. Йăлтах, çĕр проценчĕпех. Çуртне туса пĕтернĕпе пĕрех тет. Халь-халь кĕмелле пулать тет унта. Анчах çав çыннăн пурнăçĕ халь тем пирки урăхла çаврăнса тухнă тет. Çемйипех Воркутана куçса каять тет. Инженер таврашĕ-ши? Тепĕр чухне çакăн пек те килсе тухать-çке. Хушаççĕ те, каймасăр турткалашса тăма лайăх мар. Тен, хăйĕнех шухăшĕ улшăннă пуль. Пысăк укçашăн хыпса çунать-ши? Çурçĕрте укçа нумай тӳлеççĕ-çке. Вăт çав çын Шупашкарта кооперативлă майпа туяннă хваттерне сутать тет. Укçине тӳрех, пĕтĕмĕшпех тӳлеме ыйтать тет вăл. Хальлĕхе илекенни тупăнман тет-ха. Ара, шăкăрттин пысăк укçа кăларса паракан çынна тупма йывăр-çке. Икĕ пӳлĕмлĕ хваттер тет унăн. Çав тери ырă япала ку. Вĕçертмелле мар ăна...
Кĕркури шухăша кайрĕ. Пĕр енчен, питĕ лайăх ĕнтĕ. Пĕр самантрах хваттерлĕ хула çынни пулса тăратăн. Кĕркури ĕçрен хăраса тăраканни мар. Бульдозерпа-мĕнпе те, автокранпа та ĕçлеме пултарать. Ун пек çынсем хулари стройкăсенче питĕ кирлĕ. Укçине те сахалах илмеççĕ. Чăннипе, мĕн, колхозра та, хулара та хамăр çĕршывшăн тăрăшатăн-çке. Нимĕнле уйрăмлăх та çук темелле. Тен, Шупашкар ГЭСне тунă çĕре, улăп тракторсен заводне вырнаçĕ. Ударлă стройкăсенче вăй хурĕ. Вара ăна ӳпкелешсе никам та пĕр сăмах та калас çук.
— Ну, килĕшетĕн-и ман шухăшпа? — упăшки çумне тĕршĕнчĕ Зоя. — Эсĕ мана нихçан та хирĕç пулман-çке. Юратса мăшăрланнă эпир, юратса пурăнатпăр. Кунта ав эсĕ кунĕ-кунĕпе хирте. Тепĕр чухне çур çĕрччен те таврăнмастăн.
— Часах ак ĕççи пуçланать. Ун чухне талăкĕпех, эрни-эрнипе хирте пулма тивет, — хăй сисмесĕр тенĕ пекех каласа хучĕ Кĕркури.
— Вăт, çапла çав, — упăшки çумне тата хытăрах тĕршĕнчĕ Зоя. — Сана кĕтсе, тунсăхласа лар вара пĕччен. Мĕн, эпĕ ватă çын мар-çке. Хулара ирĕк пулать пире. Ĕçрен кăнтăрла иртсенех таврăнатăн. Тата канмалли икĕ кун-çке. Икĕ кун, Гриша. Хăть ыталашса вырт. Хăть Атăл леш енне кай. Хăйăр çинче хĕвелпе хĕртĕнĕпĕр. Сывлăха сыхлас пулать... Сывлăх пĕтсен ним те кирлĕ мар пире. Халь эсĕ ав çĕрĕн-кунĕн тенĕ пек, татти-сыпписĕр ĕçре. Сывлăхна упрамастăн. Пĕлетĕп: халĕ нимĕнех те сисĕнмест-ха сана. Пĕр сисĕне пуçласан кая юлатăн. Çак сăмаха ан ман, Гриша.
Упăшки çумне тачă çыпçăнса Зоя татах çулакаланчĕ те сехечĕ çине пăхса илчĕ. Вара яшт тӳрленсе тăчĕ. Упăшкине питĕнчен тепĕр хут чап! чуптурĕ те алăкран вăшт! тухса ыткăнчĕ. «Эпĕ вĕçтертĕм. Автобуса ĕлкĕрес пулать», — илтĕнсе юлчĕ ун сасси.
Кĕркури чӳречерен пăхрĕ. Арăмĕ шоссе çулĕ еннелле чупсах кайрĕ. Каюков ассăн сывларĕ. Чĕрине темĕскер йĕп пек чикрĕ. «Ним çинчен те калаçса ĕлкĕреймерĕм эп унпа. Ним пирки те тĕплĕн ыйтса пĕлеймерĕм, — пăшăлтатрĕ вăл. — Чăнах, ăнланма йывăр ман арăма. Унăн темле вăрттăнлăх пурри сисĕннĕçем сисĕнет. Чылайранпах палăрать. Çапах та тупсăмне тупма çук-ха. Чи малтанах укçа пирки... Ăçтан ун çавăн чухлĕ укçа? Ăçтан? »
Ывăлĕсем тăман-ха. Тутлăн ыйха туртаççĕ. Пĕри кравате урлă выртнă, тепри каяллах çавăрăннă. Утияла тапса сирнĕ вĕсем. Иккĕшĕ те çап-çара. «Темĕнле йăла çав ача-пăчан. Витĕнме çав тери юратмаççĕ», — кулкаласа илчĕ Кĕркури. Вара ачисене пăртак та пулин витсе хучĕ. Урисене кăшт уçă хăварчĕ. Унсăрăн юрамасть. Самантрах сирсе ывăтаççĕ. Кĕркури ачисем патĕнче çаплах тăчĕ-ха. «Мĕнлерех-ши вĕсен пуласлăхĕ? — шухăшларĕ вăл. — Тĕнчере, пурнăçра çулсем пит нумай-çке. Хăш çулĕпе кайĕç-ши? Халĕ ав чылайăшĕн ачисем унта-кунта, тĕрлĕ вырăна тухаççĕ те ыткăнаççĕ, тухаççĕ те ыткăнаççĕ. Пĕр ӳссе çитсен курма та çук вĕсене. Амăшĕ ав хула еннеллех сулăнать. Хулара вĕрентсе пысăк çын тăвасшăн вĕсене. Çапла-çке, Зоя яланах çӳлелле, тӳпенелле туртăнать. Пысăк, анлă пурнăспа пурăнас килет унăн. Анчах анлă, пысăк пурнăçа хăй евĕрлĕн, тӳнтерле ăнланать. Мĕнпурĕ те килти пурнăç хаваслăхĕ, илемĕ пултăр уншăн. Ытти çынсен пурнăçĕ пирки чăннипе шухăшласах каймасть вăл. Шухăшлас пулсан та кил пурнăçне чи мала хурса çеç, çавăн никĕсĕ çинче çеç, шухăшлать çынсем пирки. Ялта ун çинчен ыррипе кăна калаçнине илтме пулать. «Тавтапуç Зойăна», «Виссарова питĕ лайăх çын», «Малтан, вăл киличчен, пирĕн ял магазинĕнче нимĕн те тупса илме çукчĕ, халĕ тем те туянма пулать», — теççĕ. Чăнах та япалине тупать-ха Зоя, тăрăшать. Халăха ыр тăвать. Анчах çакна тӳп-тӳррĕн, çынсене хальлĕхе мĕнле курăнать, çавăн евĕрле ăнланни тĕрĕс-ши? Мĕн те пулин урăххи çук-ши кунта?..»
Çакăн пек шухăшсем канăç памарĕç Кĕркурие. Ара, юлашки вăхăтра Зоя ĕçĕнче темĕскер сисĕннĕ пек туйăнма тытăнчĕ-çке ăна. Анчах мĕн вăл? Кĕркури çакна калама пултараймасть. Тепĕр чухне чун-чĕринчи туйăм-сисĕмсем аптратсах çитереççĕ ăна. Пуçне шухăш хыççăн шухăш капланса килет. Йывăр, асаплă шухăшсем. Çавăн пек самантсенче хăй хуйхи-суйхи, пăшăрханăвĕ çинчен кампа та пулин туслăн, уççăн, ним пытармасăр калаçса пăхас килет унăн. Темиçе хутчен те пулнă çакăн пекки. Анчах темшĕн никампа та калаçса пăхман вăл. Ара, хăй арăмне шанман, ăнланман пек килсе тухĕ тенĕ-çке. Хăй арăмĕ пирки хăй ят кăларать тесе каласран тытăнса тăнă. Калаçма юрăхлă тус-юлташсем пур-ха. Сăрмулат Павăлĕ те шанчăклă çын. Колхоз председателĕ Кайсаров та... Тепĕр тесен, Нинăпа та калаçса пăхма май пулнă. Сатлайкина ăна-кăна ăнланман хĕр мар. Пур енĕпе те сисĕнет: Сатлайкина пурнăçа Зоя пек мар, урăхларах, анлăрах ăнланать. Унăн шухăш-ĕмĕчĕ те Виссаровăнни пек мар, урăхла. Çакна Кĕркури чун-чĕрипе сисет.
Кĕркури тем аса илсе пуçне ялт! çĕклерĕ. Вара кухньăна васкарĕ. Ачисене валли пăтă пĕçерме шутларĕ. Сĕтлĕ пăтта пит юратаççĕ ун ывăлĕсем. Анчах пăтăпа çеç çырлахĕç-ши? Калаклă çăмарта кирлĕ мар-ши вĕсене? Апат пĕçерсе янтăланăччĕ кăна — ачисем вăранчĕç. Вĕсене çăвăнтарчĕ, тумлантарчĕ ашшĕ. Ун хыççăн апат çитерчĕ те пăртак тăрсан урама ертсе тухрĕ. «Айтăр, виçсĕмĕр пĕрле хире тухса курар-ха», — терĕ вăл. Вара ачисемпе хирелле утрĕ.
Акă тем анлăш, вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хирте Кĕркурипе ачисем. Çеремленнĕ улах çулпа шăкăлтатса пыраççĕ. Çул ик енче те — çӳллĕ ыраш. Хуллен, мăнаçлăн хумханать вăл. Вăрăм пучахсем çул хĕрринелле усăннă. Кĕркури пĕр пучахне ывçине илчĕ те чылайччен пăхса тăчĕ. Пĕрчисем çемçе-ха. Тин майлашăнса чăмăртанаççĕ. «Вăт, çак уй-хирте çитĕнет çăкăр», — терĕ Кĕркури. «Мĕнле çăкăр? Ниçта та курăнмасть-çке», — унталла-кунталла пăхкаларĕ тăваттăри ывăлĕ Вова. «Акă çак пучахран пуçланать çăкăр, — пучаха Вова аллине тыттарчĕ ашшĕ. — Кунта йышлă пĕрчĕсем çитĕнеççĕ». «Ăçта вĕсем? Ăçта?» — икĕ ывăлĕ те пĕр-пĕринпе тĕрткелешсех тинкерчĕç пучаха. «Халĕ вĕсем тулса çитмен-ха. Çак анлă-анлă хирте çав тери нумай çитĕнеççĕ. Пĕрчĕсене пурне те пĕрле пухсан калама çук çӳллĕ купа пулать. Пĕлĕте çитиччен çĕкленет çав купа», — ăнлантарчĕ Кĕркури. «Вара çав купа тăрринчен пĕлĕте те тытма пулать-и?» — терĕ Вова. Унччен те пулмарĕ — ыраш ăшĕнче пĕт-пĕлтĕк! пĕт-пĕлтĕк! тени илтĕнчĕ. Ачасем кулса ячĕç. «Мĕн вăл?..»
Вĕсем малалла хускалчĕç. Нумаях та каяймарĕç, кĕçĕн ывăлĕ Гера тăп! чарăнса тăчĕ.
— Атте, атте! — терĕ вăл аллипе утмăл турат чечекĕ еннелле тĕллесе.
Ашшĕ Герăна чечек патне çавăтса пычĕ:
— Утмăл турат, — терĕ вăл.
Ыраш пуссинчен тухсан тата анлăрах тавралăх курăнчĕ. Тулă хирĕ хумханать. Пĕлĕтпе çĕр пĕрлешекен тĕле çитичченех.
Çеремлĕ çул çинче шăрчăксем сиккелеççĕ. Ачасен ури патĕнчех ывтăна-ывтăна тухаççĕ. Пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ. Вĕсем шурă клевера кăмăллаççĕ иккен. Пĕр чечекĕ çинче тĕкĕлтура ним сас-чӳ памасăр, тимлесе тем ĕçлет, йăшăлтата-йăшăлтата илет...
14
Пĕр эрне ĕнтĕ çумăр çукаласах тăрать. Ирхине çанталăк аванах пек. Хĕвел те пăхкаласа илет. Пĕлĕтсем те нумаях мар. Çапах та купалана-купалана тăраççĕ-ха тĕксĕм, самай хура пĕлĕтсем. Хăш-пĕрисем пуç тĕлĕнченех шуса иртеççĕ. Вĕсем иртнĕ чухне шултăра çумăр тумламĕсем хӳме çумĕнчи сарлака çулçăллă хупахсем, вĕлтĕренсем çине хыттăн пăт-пат! тукаласа ӳкеççĕ. Анчах нумайлăха мар. Кĕçех тӳпе çуталать. Çынсем уяртать пуль-ха тесе ĕçе кайма хатĕрленеççĕ. Хăшĕсем хире тухнă та ĕнтĕ. Çав вăхăтра сасартăк палăрсах та кайман пĕчĕкçĕ пĕлĕт татки тупăнать. Витĕр курăнать хăй. Хайхи тытăнать çак пĕлĕт татки çумăр тăкма. Шапăртаттарать кăна. Куркаран янă пек тăкать. Иртсе кайма та пĕлмест. Пĕлĕчĕ вара, пĕчĕкскер, витĕр курăнаканскер, куç умĕнчех ӳссе сарăлать, тĕксĕмленет. Хайхи çапла юхтарсан-юхтарсан аран иртсе каять вăл. Лерелле, аяккалла вара хуп-хура хуралса ăсанать. Çав енчи тӳпе хĕррине йăлтах хупласа хурать.
Çавăн пек сисĕнчĕксĕр, ултавлă пĕлĕтсем кашни кун темиçе хутчен киле-киле çумăр тăкса хăвараççĕ. Çуса çакнă, типе пуçланă кĕпесене самантрах йĕп-йĕпе тăваççĕ. Хĕвел аванах пăхма тытăнсан купари утта лайăхрах типтĕр тесе сапаласа хуратăн кăна, ху сыхласах тăратăн-ха, пурпĕр астуса ĕлкĕрейместĕн, çав пĕлĕт татки хур туса хăваратех. Тĕлĕнмелле чее пĕлĕтсем кăçал Юртукасси тĕлĕнче.
Каюков бригадинчи трактористсем паян ирех хире тислĕк турттарма тытăнчĕç. Юртукассинчи ĕне ферминчен турттараççĕ вĕсем ăна. Хирте, Çинахвун хурами патĕнче, компост тума купаласа хураççĕ тислĕке. Торф, минераллă им-çам хутăштарса. Çав чее пĕлĕт таткисем миçе хутчен килсе тапăнмарĕç-ши вĕсене паян. Тислĕк тиенĕ е пушатнă чухне çитсе тухаççĕ мурсем. Тавралăха хупласа ним курăнми туса хураççĕ. Çул йăлтах лапрапа, пылчăкпа тулнă халь. Апла пулин те парăнмасăр, хăватлăн хире хутлаççĕ-ха тракторсем. Пĕрин хыççăн тепри кĕрлеттерсе, шатăртаттарса пыраççĕ. Малта яланхи пекех Каюков тракторĕ... Ун хыççăн Сатлайкина... Сăрмулат Павăлĕ... Еккĕм Иванĕ.
— Кумыс... Кумыс кирлĕ çĕре. Унсăр тухăçлăха ӳстерме çук, — теççĕ вĕсем.
Сатлайкина руле сыхлануллăн, çирĕппĕн тытса пырать. Çумăр витĕр ăна Кĕркури тракторĕ аран-аран çеç курăнать. Пĕтĕм тавралăх тĕтреллĕ пек туйăнать. Çакăн пек çанталăкра, паллах, пĕр-пĕр лачакана кĕрсе ларма та, шырлана-мĕне шуса анма та пулать. Сатлайкина пурнăçĕнче ун пекки те пулман мар. Çапах та йывăр, кăткăс çулпа çӳресси Нинăна ытлашши хăратмасть. Ара, хăнăхать пуль... Хăнăхсан тамăкра та аптрамасть теççĕ-çке. Кун пек чухне Нинăн чун-чĕринче хавхалану тапса тăрать. Парăнманлăх çĕкленет. Унăн йывăрлăха çĕнтернĕçем çĕнтерес килет. Çав йывăрлăха парăнтара-парăнтара пынинче киленӳлĕх тупать вăл. Хăй тăван колхоза ытларах та ытларах усă кӳме пултарнине пĕлсе хĕпĕртет. «Эпĕ те çынах иккен!» — тесе хăпартланать.
Кăнтăрлахи апата чарăннăччĕ кăна — трактористсем патне колхоз правленийĕнчи техничка Улюк пычĕ. Лутра та чăп-чăмăркка хĕрарăм вăл. Ял çыннисем ăна тĕл пулсан пĕри те сывлăх сунмасăр, пĕр-ик сăмах калаçса илмесĕр иртсе каймаççĕ. Ун çинчен-кун çинчен ыйтса пĕлеççĕ. Вăл правленири хыпарсене йăлтах пĕлсе тăрать. Правленире председатель пулмасан ял çыннисем пурте унпа калаçаççĕ. Вĕсен ыйтăвĕсене хăш-пĕр чухне Улюк аппа хăех «татса парать». Вăл пырса çитнĕ-çитменех трактористсем ун тавра пухăнчĕç. «Çĕнĕ хыпар пур-и?» — терĕç. «Пур, конешнă. Унсăрăн епле-ха?» — хуравларĕ Улюк. «Мĕскер? Мĕн пулнă?» — васкатрĕç ăна. «Нимĕн те пулман. Никама та выговор паман. Ĕçрен кăларман. Дружинниксем тытса килмен, — ăшшăн кулкаларĕ хĕрарăм. Вара хушса хучĕ: — Сире укçа илме килччĕр терĕç. Кассир укçа илсе килнĕ». Трактористсем сиккелесе илчĕç, пĕр-пĕрне çăт-çат! çапкаларĕç. «Тавтапуç сана, Улюк аппа», — терĕç. Вара çак чăп-чăмăркка хĕрарăма вăш-ваш ярса тытрĕç те ура çĕклерĕç. Виç-тăватă хутчен. Ур-ра! Ур-ра! янăраса кайрĕ таврана. Тутăрĕ салтăнса кайнă Улюка кайран меллĕн çĕре антарса тăратрĕç. Лешĕ: «Эй, çак пуçтахсемпе!» — терĕ те ферма пӳрчĕ еннелле васкарĕ.
Трактористсем пăртак шавлакаласа тăчĕç те тĕрлĕ урамалла саланчĕç. Пĕрисем тӳрех правление укçа илме кайрĕç, теприсем столовăйне çул тытрĕç. «Ман малтан киле кĕрсе тухмалла», — текенсем те пулчĕç. Кăнтăрлахи апат хыççăн тӳрех ĕçе кӳлĕнме май килмерĕ. Пĕр тапхăр шарлаттарсах çумăр çурĕ. Йăлтăр-ялтăр çиçĕм çиçрĕ. Аслати умлăн-хыçлăн кĕрĕслетрĕ, кĕрлерĕ. Сатлайкина çумăр чарăннă-чарăнман тухрĕ килĕнчен. «Тăвар мар-çке, ирĕлсех каймăп», — терĕ вăл. Тракторсем патне çитнĕ чухне çумăр чарăнчĕ. Апла çеç-и? Хĕвел йăлтăртатсах кулма тытăнчĕ. Çуллахи хĕрӳллĕ, вĕри хĕвел. Çумăр хыççăнхи тĕнче уйрăмах янкăр уçă та илемлĕ. Акă трактористсем пĕрерĕн-пĕрерĕн пухăнса çитрĕç.
— Тăрар мар пуль. Хускалар, — терĕç вĕсем.
— Чимĕр-ха, Еккĕм Иванĕ килтĕр, — терĕ тахăшĕ.
— Эппин, кĕтер-и пăртак? — сасă пачĕ тепри.
— Кăшт тăхтатпăр, — каласа хучĕ виççĕмĕшĕ.
— Авă килет вăл, — маларах тухса тăчĕ Сăрмулат Павăлĕ.
Чăнах та Еккĕм Иванĕ çӳллĕ резина атăпа яртлаттарса килни курăнчĕ. Шыв кӳлленчĕкĕсене, лапрана-мĕне пăхмасăр урам варрипе тӳп-тӳррĕн килет. Хыттăн яра-яра пуснипе кӳлленчĕксенчи шыв чалт-чалт! сирпĕнет, шăмпăр-шампăр тăвать, шĕвĕ пылчăк урлă-пирлĕ сирпĕнет. Иван ăна-кăна пăхмасть, нихăш кӳлленчĕкрен те пăрăнмасть. Шултра сарă çӳçĕ çамки çинех усăнса аннă, кивĕ сăран карттусĕ чалăшнă.
— Укçа илнĕ хыççăн тӳрех сыпса лартман-и ку? — терĕ Сăрмулат Павăлĕ. — Шанма çук ăна. Йĕксĕк темерĕн...
Акă Еккĕм Иванĕ тус-юлташĕсем умне çитсе чарăнчĕ. Пăтранчăк куçпа унталла-кунталла тинкерчĕ. Йывăррăн хашлатса сывларĕ.
— Мĕн пулчĕ, Иван? Чирлерĕн-им? — ыйтрĕ Сăрмулат.
— Чирлемен, — татăклăн, çирĕппĕн хуравларĕ Иван.
— Сыпрăн-и апла?
— Çапла, пĕр-ик черкке ятăм...
— Ĕç вăхăтĕнчех ĕçес терĕн-и?
— Да-а, ĕç вăхăтĕнчех.
— Эпир мĕнле калаçса татăлнăччĕ-ха? Ĕçе нихăçан та мухмăрлă-мĕнлĕ, хĕрĕнкĕ тухас мар тесе каламанччĕ-и?
— Каланă.
— Апла пулсан мĕн хăтланатăн-ха эс? Ху пĕлетĕн-çке. Çĕнĕ йĕрке, çĕнĕ меслет пирĕн...
— Кирлĕ мар мана çĕнĕ меслет! — сасартăк хыттăн каласа хучĕ Еккĕм Иванĕ. — Йăлăхтарчĕ вăл мана. Çитет. Кама килĕшет — ĕçлĕр. Усал сунмастăп. Ну, çак самантран, çак сехетрен пуçласа эпĕ хама çак бригадăра тесе шутламастăп. Каятăп ку бригадăран. Çăва патне! Кирлĕ мар! — кăшкăрашмах тытăнчĕ вăл.
Каюков малтан ним те шарламасăр тăчĕ-ха. Еккĕм Иванĕ мĕн пирки кăмăлсăр пулнине, тарăхнине пĕлесшĕн пулчĕ. Вăл кăштах лăпланасса, йĕркене кĕрессе кĕтрĕ. Тĕрĕссипе, Иван мĕншĕн апла-капла хирĕлнине ăнкарса илчĕ-ха бригадир. Çапах та васкас темерĕ. Çунакан вут çине краççын сапнă пек пулмĕ-ши терĕ. Юлашкинчен çапах та тӳсеймерĕ, Иван патне пычĕ.
— Лăплан-ха. Йĕркеллĕ каласа пар. Мĕн пирки кӳрентĕн эс? — хуллен ыйтрĕ вăл.
Хайхи Иван кăшт йĕркене кĕнĕ пек пулчĕ. Чалăшнă карттусне тӳрлетсе лартрĕ. Кĕпи тӳмисене тӳмелерĕ. Вара ним шарламасăр тăчĕ-тăчĕ те:
— Мĕнле тӳсес-ха ман. Тӳсме çук, — тесе хучĕ. — Шухăшласа пăхăр-ха, иртнĕ уйăхра та çĕр тенкĕ çеç илнĕ
эп. Хальхинче каллех çĕр тенкĕ. Мĕн тăвас ман ку укçапа? Пĕлтĕр эп май, июнь уйăхĕсенче ик çĕр-ик çĕр алăшар тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Кăçал вара — мĕн ку, мăшкăллаççĕ-и манран? Ĕçне вара, тӳрех калатăп, пĕлтĕрхинчен тăрăшарах тунă. Пурте хамăр çынсем кунта. Хăвăр курнă... Малтанхи вăхăтра шăйрăксем пулкаларĕç ĕнтĕ. Ним айăпсăр, тап-таса тесе каламастăп. Ну, эп сире итлеме тăрăшрăм-çке. Эсир ятланă хыççăн хама алла илтĕм. Хăнăхса çитнĕччĕ тус-юлташсене. Лайăхрах та лайăхрах пулас килетчĕ. Ăнланăр-ха. Мĕншĕн мăшкăллаççĕ манран? Кама та пулин усал тунă-и эп? Никама та хур кăтартман. Мана вара хур кăтартаççĕ. Умлăн-хыçлăн. Малтан чăтрăм-ха. Ним те шарламарăм. Çук, текех чăтса пурăнаймастăп. Лида Ивановна кассирша кулать манран. «Ма кун чухлĕ çеç?» — тесе ыйтрăм та, «Эсир çĕнĕ меслетпе ĕçлетĕр — çавăнпа», — тет. Хăй лĕх-лĕх-лĕх кулать. Вăл кăна-и? Правленири техничка та йĕршесе тăрать. Паçăр савăннипе ура йăтрăмăр-çке ăна. Манăн ав савăнмалли ним те пулман. Йĕмелле манăн... Улюк аппа: «Эпĕ техничкăрах сакăр вунă тенкĕ илетĕп. Эсĕ — вăйпитти арçын, пăхаттир. Апла пулин те çĕр тенкĕ çеç тухать санăн», — терĕ. Вăт ăçта çитсе тухрăм эп. Ял кулли пулса тăтăм...
Каюков аллине ун хулпуççийĕ çине хучĕ.
— Тусăм, тăванам, — терĕ вăл лăпкăн. — Капла кăтăрса кайма кирлĕ-ши? Укçа кама мĕн чухлĕ парасси, тĕрĕссипе, пирĕнтен хамăртан килет. Эпир илме тивĕçлĕ укçан пĕр пусĕ те çухалмасть. Халĕ сана сахалрах панă пулсан пăшăрханма кирлĕ мар, хăвна тивĕçлине кайран пурпĕрех илетĕн. Кĕркунне тĕплĕн, пĕр пус юлмиччен тӳлеççĕ. Çакна ăнланатăн-и?
— Ăнланасса ăнланатăп. Йăлтах. Çапах та мĕн-çке... Инçетре вăл — кĕркунне. Питĕ аякра. Эп çийĕнчех илме хăнăхнă. Уйăх пĕтсенех. Çемье-çке манăн. Хуçалăх... Ăна илмелле, кăна... Уншăн тӳлемелле, куншăн. Тинке тухать. Сире мĕнле те... Маншăн карта ларсах çитмест ку меслет. Манпа чăрманса ан тăрăр. Ĕçлĕр, тăрăшăр. Эпĕ магазина кĕрсе тепĕр чĕрĕк илетĕп те киле каятăп. Шавласа çӳреместĕп. Килте хам тĕллĕн. Лăпкăн...
Еккĕм Иванĕ каялла палт çаврăнчĕ те шыв кӳлленчĕкĕсене чăмпăлт-чăмпăлт! тутарса, шĕвĕ пылчăка чалт-чалт! сирпĕтсе утрĕ. Çӳллĕ резина аттипе вăрăммăн яра-яра пусрĕ. Тус-юлташĕсем кичеммĕн, шухăшлăн пăхса юлчĕç.
— Лайăхрах шухăшласа пăх, Иван! — кăшкăрчĕ Сăрмулат.
Хĕвел каллех пĕлĕтсем хыçне пытанчĕ. Тавралăх сасартăк тĕксĕмленчĕ. Сулхăн çил вĕрсе иртрĕ. Тракторсем пĕрин хыççăн тепри погрузчик патне пыра-пыра ларчĕç. Погрузчикĕ хăлаçланчĕ кăна. Пысăк урапасем самантрах тулчĕç. Акă тракторсем умлăн-хыçлăн хирелле васкарĕç. Хăватлăн, мăнаçлăн кĕрлерĕç вĕсем.
Еккĕм Иванĕн тракторĕ кăна тăлăххăн, хурлăхлăн, ним хускалмасăр ларчĕ. Хуçине кĕтрĕ вăл.
15
Йĕпе-сапа çанталăк тăнипе тыр-пул каярах юлса пиçрĕ. Çумăр лăпланнă-лăпланманах Каюков бригадинчи механизаторсем комбайнсене хире илсе тухрĕç. Урапаллă хитре пӳрте те хăйсенчен хăвармарĕç. Хальлĕхе вырма иртерех-ха. Апла пулин те комбайнерсемпе вĕсен помощникĕсем пурте хирте. Вĕсем унти пӳртрех выртса-тăрса пурăнаççĕ. Унта икĕ хутлă нарсем. Типĕ утă йăтса килсе кашниех хăйне валли çеп-çемçе вырăн хатĕрленĕ. Малта, чӳрече умĕнче, сĕтел. Ун çинче — кĕнекесем, хаçат-журнал. Транзисторлă радиоприемник. Нина Сатлайкинăпа унăн помощникĕ Анфис пĕр пĕчĕкçĕ пӳлĕме уйрăм вырнаçнă. Нарсем çинчех биологи, зоологи, ботаника учебникĕсем. Нина ял хуçалăх институтне вĕренме кĕресшĕн. Çавăнпа кăшт вăхăт тупăнсанах кĕнеке тытса ларать. Нар çинчи вырăна килти евĕрлех тирпейленĕ. Юр пек шурă простыньсем, хăпартласа хунă çытарсем. Чӳречине чĕнтĕр карса илемлетнĕ. Хăй пӳлĕмĕнчи чӳречене кăна мар, ытти чӳречесене те вăлах чĕнтĕр карса тухнă. Çак пӳрте пĕри те пылчăклă атă-пушмакпа, çиелти йĕпе, вараланчăк тумтирпе кĕмест, вĕсене пӳрт алăкĕ умне хывса хăварать.
«Ку пӳртĕн хуçи Сатлайкина пулать. Вăл каланине пурин те итлемелле», — тесе йышăнчĕç комбайнерсемпе трактористсем. «Пирĕн çуртра пĕр çӳп пĕрчи те ан курăнтăр», — малтанах асăрхаттарчĕ Нина.
Ик-виçĕ кун вырма май килмерĕ-ха. Ыраш тĕшши çемçе. Иртерех терĕç вĕсем. Пуçлăхсем вĕсене пĕр канăç та памарĕç. Мотоциклпа пĕрин хыççăн тепри кĕрлеттерсе çитрĕç. Агроном, тĕп агроном, колхоз председателĕн çумĕ, Кайсаров председатель хăй. Пурте васкатаççĕ. «Мĕн туса ларатăр эсир? Тытăнмалла», — теççĕ. «Çук-ха. Кăшт кĕтмелле», — лăпкăн хуравлать Каюков. «Мĕн кĕтмелли унта. Вырса пăрахас пулать», — ăна-кăна итлесшĕн мар лешсем. «Хамах пĕлетĕп эп, хамах», — йăпатма хăтланать Кĕркури. «Мĕскер эсĕ! Районтан васкатаççĕ пире! Ытти колхозсем çĕршер гектар вырса пăрахнă ĕнтĕ. Эсир ав çаплах хăнк та сикместĕр. Юрамасть капла!» — «Ăнланăр-ха, — тархаслать вĕсене Каюков. — Кун пек хăтлансан кашни гектартан ик-виçĕ центнер çухалать. Пĕрчĕ хыттăр-ха лайăхрах. Ĕлкĕретпĕр эпир». Хăлаçлана-хăлаçланах ятлаçма тытăнаççĕ хайхискерсем. Уйрăмах колхоз председателĕн çумĕ Мамуков хытă тустарчĕ вĕсене. «Пĕтĕмпех хăваласа ямалла сире. Комбайн патне çывăха та ямалла мар, — çухăрашрĕ вăл. — Çĕнĕ меслетпе тăрăшатпăр теççĕ. Нимĕнле çĕнĕ меслет те çук сирĕн. Кутăнсем, нахалсем эсир! Чăн-чăн саботажниксем! Халех, çак минутрах тытăнăр вырма!» — «Тытăнмастпăр», — татăклăн хуравларĕ Каюков. Вăрăм та типшĕм Мамуков, пĕкĕрлерех çӳрекенскер, халĕ тăмăч кукăрăлса ларчĕ. Пичĕ шуралчĕ, кăвакарчĕ. Хăйăлти сасăпа тата хытăрах çухăрса ячĕ вăл: «Кам вара эс? Кам?!.» — терĕ. «Эпĕ-и? Каюков Григорий Семенович», — юриех лăпкăн, васкамасăр каласа хучĕ бригадир. «Анархист эсĕ! Вăт кам!» — каялла палт çавăрăнса утрĕ Мамуков. Кăшт кайсан чышкипе юнаса хăварчĕ: «Ничего. Тăна кĕртетпĕр!»
Тепĕр кунне ирех хир варринчи капăр пӳрт патне ГАЗ-69 автомашина çитсе чарăнчĕ. Кабинăран çап-çамрăк та хитре каччă ыткăнса тухрĕ. Вĕр çĕнĕ кăвак костюмпа, пăнчă-пăнчăллă галстукпа. Хирти пӳрте пушмакне хывса носки вĕççĕн çеç кĕчĕ, хăйĕнпе паллаштарчĕ: «Райхаçат сотрудникĕ пулатăп», — терĕ. Пӳрте тĕплĕн пăхса çавăрăнчĕ. Сатлайкина пӳлĕмне те кĕчĕ. Юр пек шурă простыньсене, çӳллĕ çытарсене курсан ахлатса илчĕ. «Хăна çуртĕнчи евĕрлех кунта сирĕн», — терĕ. Нинăн кĕнекисене тыткаласа пăхрĕ. Ун хыççăн кĕçех арçынсем патне тухрĕ те чӳрече умĕнчи сĕтел патне вырнаçса ларчĕ, блокнотне, авторучкине туртса кăларчĕ. «Каюков бригадир хăшĕ-ха?» — унталла-кунталла тинкерчĕ вăл. «Эпĕ — Каюков», — сĕтел пуçне корреспондента хирĕç вырнаçрĕ Кĕркури. «Пурăнасса чăнахах та питĕ лайăх, культурăллă пурăнатăр эсир, — калаçу пуçарчĕ хаçат сотрудникĕ. — Курортри, санаторири пекех. Вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хир. Тыр-пул тӳлеккĕн хумханать. Тĕлĕнмелле уçă сывлăш. Пăхса киленме хĕр те хăвăрпа пĕрлех. Ха-ха-ха! — паттăррăн, хыттăн кулчĕ вăл. — Пурăнатпăр эппин». — «Пурăнатпăр-ха», — хуравларĕ Каюков. — «Чăнах, хитре, ырă пурнăçа юрататăр пуль эсир?» — «Хитрине кам килĕштермĕ? » — «Ха-ха-ха!» — каллех правуррăн кулчĕ корреспондент. Пĕрер минут иртрĕ-и — ун сăн-пичĕ сасартăк тĕксĕмленчĕ, хаярланчĕ. Шăл витĕр пуплеше пуçларĕ. «Хире чиперех тухнă-ха эсир. Лайăх йăва туса вырнаçнă. Анчах тырă вырасси пирки мĕн шутлатăр? Вырмаллах-и ăна е вырмасан та юрать? — Каюков еннелле çивĕччĕн, шăтарас пек тинкерчĕ сотрудник. Кайран: — Вăт, э-э...» — тесе илчĕ. Кĕркури ним те шарламарĕ-ха. Сотрудник каллех: «Вăт, э-э» — терĕ. Корреспондент çакăн пек чăркăшуллăн калаçма тытăнни Кĕркурие килĕшмерĕ. «Вăт, э-э» тени вара тарăхтарса ячĕ. Çапах та Каюков ăна-кăна систермерĕ. «Выратпăр, выратпăр», — мăкăртатрĕ вăл сарă кăтра бакенбардине сăтăркаласа илсе. «Хăçан выратăр?» — шĕвĕр пӳрнипе Кĕркурие кăкăрĕнчен тĕллесе ыйтрĕ корреспондент. «Вăхăчĕ çитсенех», — бакенбардине татах сăтăркаларĕ Кĕркури. «Дата? Датине кала!» — çаплах тапăнчĕ сотрудник. «Тĕп-тĕрĕс калаймастăп-ха. Ĕнер те çумăр çуса иртрĕ», — çав-çавах бакенбардине сăтăркаларĕ Каюков. Корреспондент çакна асăрхаса илчĕ. Бригадир хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче çакăн пек бакенбардине сăтăркаласа ларни çав тери çиллентерчĕ ăна. Вăл çине-çинех «вăт, э-э, вăт, э-э» теме тытăнчĕ. Халĕ вĕсен калаçу йăлтах арпашăнчĕ. Корреспондент Кĕркури бакенбардине сăтăркаланăшăн тарăхрĕ, Кĕркури вара — корреспондент «вăт, э-э» тенĕшĕн... Сотрудник татах кăшт-кашт ăна-кăна ыйткаларĕ те блокнотне чиксе хучĕ, ура çине çĕкленчĕ. «Чипер юлăр. Эпĕ вĕçтертĕм», — терĕ вăл, бригадира алă пачĕ те тухса ыткăнчĕ. Тепĕр кунне районти хаçатăн чи малти страницинчех «Каюков кану çурчĕ уçнă» корреспонденци пичетленнĕ. Чылаях пысăк вăл. Виçĕ колонкăпа çӳлтен пуçласа аялах çитет. Авторĕ А.А.Шапуловский. Ку статьяра Каюков бригадине тустарнă тăк тустарнă вара. Йăлтах аркатса тăкнă. Сăрмулат Павăлĕ çак статьяна пурте илтчĕр тесе хыттăн вуларĕ. Ун хыççăн ĕнсине кăтăр-кăтăр хыçса илчĕ те: «Халĕ ĕнтĕ пире пурне те вĕренпе туртса çыхмалла та милицие илсе каймалла е çырмана кайса ывăталла. Бригадира чи малтан çыхас пулать», — терĕ вăл.
«Вăйлă çырнă Шапуловский», — ассăн сывларĕ Каюков.
Тепĕр кунтан çеç Каюков бригадинчи комбайнсем ĕçе тытăнчĕç. Пурĕ виçĕ комбайн карталанса пыраççĕ çӳллĕ ӳснĕ ыраш уйĕнче. Ку хирти ыраша хăйсемех акнă вĕсем. Малти комбайн çинче — Кĕркури, ун хыçĕнче — Нина Сатлайкина, теприн çинче — Сăрмулат Павăлĕ. Тикĕссĕн шăваççĕ уй-хир улăпĕсем. Хальлĕхе вырса кăна пăрахаççĕ-ха. Ылтăн ыраш паккусĕсем тӳп-тӳррĕн выртса юлаççĕ. Уй-хир таçта çитиех мăнаçлăн хумханать, чун-чĕрене хавхалатать, илĕртет. Чăнах, пулса çитнĕ тыр-пул хирĕ хуллен, киленӳллĕн хумханнинчен хитререххи мĕн пур-ши тĕнчере? Даллах, çĕр çыннишĕн, уй-хир ĕçченĕшĕн унран хитререххи нимĕн те çук. Çав мăнаç хусканура пурнăç хаваслăхĕ, телей.
Сатлайкина шурă кофта, кăвак юбка тăхăннă паян. Чечеклĕ сенкер тутăрĕ вăркăш çил киле-киле перĕннипе вĕл-вĕл-вĕл вĕçет. Нина кăмăлĕ уçă. Чун-чĕри хаваслă. Ара, тинех чăн-чăн пысăк ĕç хускалса кайрĕ-çке. Унсăрăн ав хире тухсан та чылай кĕтмелле пулчĕ. Ун шучĕпе, Каюков питех те тĕрĕс турĕ. Паллă-çке, кун пек чухне асăрхануллă пулмалла. Тĕрлĕ çынсен шăв-шавне, вĕсем ятлаçнине парăнмасăр, чăтăмлăн тӳссе ирттерме, паллах, ансат мар. Апла пулин те кирлĕ чухне тӳссе ирттермеллех. Чул ту пек çирĕп тăмалла. Каюков кун пек самантра парăнакан йышши мар. Çапла, çирĕп кăмăл кирлĕ çынна. Нина малалла, Каюков комбайнĕ еннелле, тинкерчĕ. Вĕсен хушши инсе мар. Çав хушă пĕр пек тытăнса тăрать. Ӳсмест те вăл, чакмасть те. Апла пулсан Нина тытса пыракан комбайн та, Кĕркури комбайнĕ те пĕр виçеллĕ, тикĕссĕн пыраççĕ. Çавăн пек кирлĕ те... Пысăк машинăна тулăксăрла, кăрт-карт çӳретме юрамасть. Çакна Сатлайкина лайăх пĕлет. Комбайн çинче Нинăпа юнашарах — хура çӳçлĕ, йăм хура куçлă Анфис. Кăçал тăххăрмĕш класс пĕтернĕскер. Лайăх вĕренет. Пĕр кӳршĕренех вăл. Анчăк çырми хĕрринчех вĕсен килĕ. Нинăсен килĕнчен инçех те мар. Нина патне миçе хутчен чупа-чупа пыман-ши Анфис. «Мана хăвăнпа пĕрле комбайн çине ил-ха, Нина аппа. Питĕ ĕçлес килет комбайнпа», — тетчĕ вăл пĕрмаях. Кăçал Нина хăех пырса чĕнчĕ ăна. Çакăншăн Анфис хăйне çав тери телейлĕ тесе шутлать. Халĕ те ав ăшшăн кулкаласа тăрать вăл, йăм хура куçĕ йăл-йăл çутала-çутала илет. Анфис — комбайнер помощникĕ. Нина унран чăн-чăн лайăх механизатор тăвасшăн. Тракторпа çӳреме те пултартăр вăл, комбайнпа та...
— Анфис, сирĕн шкулта тракторпа çӳреме вĕренекенсем пур-и? — ыйтрĕ Нина.
— Пур, — терĕ Анфис. — Арçын ачасем.
— Хĕрсем вуçех çук-и?
— Çук çав.
— Эсĕ мĕн ĕçе вĕренетĕн?
— Хĕрсемпе пĕрле. Дояркăна...
— Юрататăн-и ĕне сума?
— Юратасса юрататăп-ха. Çапах та комбайн патне, трактор патне чун туртать.
— Каймаллаччĕ апла тракториста?
— Хĕрсем пĕри те пымарĕç те. Пĕччен лайăх мар пек туйăнчĕ.
— Эпĕ ак пĕчченех. Арçынсемпе... Санăн та чун-чĕре туртнă çĕрех каймалла пулнă.
— Çӳрессе çӳренĕ-ха эп трактора вĕренекенсен ушкăнне. Хам тĕллĕн...
— Апла пулсан тăрăш. Тракториста вĕрен. Хĕрарăмсен трактор бригадине тăвасшăн эпир. Пĕр бригадăра пулăпăр...
— Чăнах çапла-и? — аллисене çăт-çат! тутарчĕ Анфис. Кунĕпех пĕр канмасăр тăрăшрĕç комбайнерсем. Самаях вырса пăрахрĕç. Тĕттĕмленсе çитсен çеç хăйсен хăтлă пӳрчĕ еннелле утрĕç. Пурте пĕрле. Шăкăлтатса-пуплешсе. Вырса пăрахнă тырра ывăçла-ывăçла тытса пăхрĕç. Чылай кушăхнă иккен. Ара, кун хĕвеллĕ, ăшă тăчĕ-çке. Акă урапаллă пӳрт патне çывхараççĕ. Пӳрт умĕнчи пусма çинче кам ларать тата? Кукленнĕ те вуçех хускалмасть, пуçне чĕркусçийĕ патнех уснă. Темле иртен-çӳрен çын-ши? Тен, ялтан кам та пулин килнĕ? Тахăшин çемйине инкек пырса çапăнман-ши? Пурте пăшăрхана пуçларĕç. Пусма çинчи çын çаплах ним хускалмасăр ларать-ха. Шăнса хытнă пекех. Комбайнерсем татах, татах çывхарчĕç. Çын çав-çавах йăшăл та тумасть.
— Чимĕр-ха, Еккĕм Иванĕ мар-и ку? — хуллен каласа хучĕ Сăрмулат Павăлĕ.
— Çавă пулас, — терĕ Сатлайкина.
Хайхи çитсе тăчĕç пӳрт патне. Пусма çинче чăнахах та Еккĕм Иванĕ ларать иккен. Çанталăк уяртнă, ăшăтнă пулин те ун уринче çӳллĕ кунчаллă резина атă. Пуçĕнче — кивелнĕ сăран карттус. Комбайнерсем килсе çитсенех Иван пуçне ялт çĕклерĕ. Хăранă пек унталла-кунталла пăхкаларĕ. Вара усăнса аннă çӳçне сăтăрса каялла ячĕ те яшт çĕкленчĕ.
— Пурне те салам! — терĕ.
— Салам, салам, — терĕç тус-юлташĕсем.
— Çапла, килсе пăхам-ха терĕм эп. Хăваласа ямастăр-и?
— Мĕншĕн хăвалас. Килнĕ хăнана тарават эпир, — маларах тухса тăчĕ Каюков.
— Çук, сирĕнтен уйрăлса кайма пултараймастăп эп... Çапла... Мĕн... Аха... — тытăнчăклăн калаçрĕ Иван.
— Ăçта çӳрерĕн вара эс? Пĕртте курăнмарăн, — сăмах хушрĕ Сăрмулат Павăлĕ.
— Ăçта çӳрĕн-ха? Намăс. Килтен те тухман эп. Арăм ятлаçать. «Укçана халех иле-иле пĕтернин мĕн усси? Кайран та кирлĕ вĕт», — тет. Эпĕ пур — тем те пĕр айкашса пĕтнĕ. Сире те кӳрентернĕ.
— Кӳренесси пулнă-ха ĕнтĕ, — йывăррăн сывларĕ Кĕркури.
Еккĕм Иванĕ карттусне тытса пăхрĕ. Унтан тăчĕ-тăчĕ те ăна сасартăк хывса хыттăн чăмăртаса тытрĕ, лӳчĕркеме тытăнчĕ. Ун хыççăн аран-аран:
— Бригадăна тепĕр хут илме пултаратăр-и? Çавна пĕлесшĕн эп, — терĕ.
— Мĕнле-ха капла? Ытла хăвăрт улшăнатăн-çке эс? — тӳссе тăраймарĕ Сатлайкина. — Тинтерех кăна: «Кирлĕ мар мана сирĕн меслет. Çăва патне кайтăр», — текенни эсĕ марччĕ-и? Чăн-чăн арçын пек пул-ха эс, Иван. Каллĕ-маллĕ ан вылят шухăшна.
— Сăмах паратăп, — пăшăлтатрĕ Еккĕм Иванĕ. — Тек пулмасть ун пекки...
Пурте шăпланчĕç. Иван шухăша кайрĕ, çĕрелле тинкерчĕ. Кăштахран пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе чĕтренсе илчĕ те:
— Ман тракторпа кам халь? Мĕн ĕçре вăл? — терĕ.
— Вăхăтлăха Микулай çӳрет. Вак-тĕвек ĕçсенче кăна... Тыр-пула пухса кĕртнĕ май часах кĕр сухи тума тытăнмалла... Такама лартмалла-ха ун çине? Тупăпăр. Ан пăшăрхан.
Иван алăри карттусне лаштăрт! çĕре ӳкерчĕ. Илме тăчĕ. Тăпра муклашкинчен такăнчĕ те кĕç-вĕç тăрăнса ӳкетчĕ. Аран-аран тытăнса юлчĕ.
— Эпĕ вара... эпĕ? — салхуллăн тинкерчĕ вăл. — Мĕн тумалла ман? Йышăнмастăр-и апла? Май килмест-и?
— Ку ыйтăва бригада çыннисен ушкăнпа татса парас пулать. Труках ним те калаймастăп, — ăнлантарчĕ Каюков.
— Хăçан татса паратăр? — васкасах ыйтрĕ Иван.
— Çак кунсенчех, — çирĕппĕн каларĕ бригадир.
16
Çут çанталăк хăйĕнне пĕлет теççĕ чăвашсем. Чăнах та çавăн пек килсе тухрĕ-ши? Тепĕр кунне те хĕвел хавассăн кулчĕ, йăлтăртатрĕ. Ăшă çил вĕрчĕ. Тапхăр-тапхăр самаях вăйланчĕ вăл. Каюков бригадинчи комбайнсем ку кунхине те ир пуçласа сĕм каçченех ыраш вырчĕç. Сумлăн, мăнаçлăн шурĕç вĕсем хир тăрăх. Ĕнтĕ ыраш уйĕ чылаях уçăлчĕ темелле. Таçта, пусă варринче, çаплах путене авăтни илтĕнет-ха: пĕт-пĕлтик! пĕт-пĕлтик! Кăн-кăвак инçет чĕтренсе, хускалса тăрать. Чăн-чăн ĕççи вăхăчĕ ĕнтĕ.
Çапла кун хыççăн кун тăрăшрĕç Каюков бригадинчи тус-юлташсем. Тăваттăмĕш кунне Кĕркури вырса пăрахнă хир тăрăх чылайччен каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ. Паккуссене тĕплĕн пăхса тухрĕ, тĕрĕслерĕ. Вара комбайнсем патне чупсах пычĕ. Аллисене çĕклерĕ:
— Чарăнăр-ха! —• терĕ вăл.
Комбайнсем пĕрин хыççăн тепри çитсе чарăнчĕç. Комбайнерсем, комбайнер помощникĕсем штурвал умĕнчен анчĕç те Каюков тавра пухăнса тăчĕç. Кĕркури нумай тытмарĕ вĕсене.
— Çулса пăрахнă паккуссем типсе çитнĕ, — терĕ вăл. — Айтăр халех çапма тытăнар. Пĕр тăхтамасăр. Авă çил вăйланнăçемĕн вăйланать. Тем курса ларăн... Çанталăк каллех пăсăлма пултарать.
— Чимĕр-ха, — сасă пачĕ Сатлайкина, — автомашинăсем килсе çитеççĕ-и? Каланă-и вĕсем пирки?
— Каланă. Халех килеççĕ, — васкасах пĕлтĕрчĕ Каюков. Вара хăй комбайнĕ еннелле утма тытăнчĕ. — Кайрăмăр. Ман хыççăн!
Нумаях та вăхăт иртмерĕ — комбайнсем пусă хĕррине, пӳрт патнех, çитрĕç. Унта кăшт чарăнса ăна-кăна майлаштарчĕç те хускалса кайрĕç. Каллех пĕрин хыççăн тепри. Умлăн-хыçлăн. Паккусри тырă комбайн анине тикĕссĕн, тирпейлĕн шăва-шăва кĕрет.
— Пуçланчĕ! Ур-ра! — кăшкăрчĕ штурвал умĕнчи Кĕркури карттусĕпе сулса. — Тырă! Ылтăн тырă пухăнатьбункера.
— Ур-ра! — савăнăçлăн хăлаçланчĕ Сăрмулат Павăлĕ. Сатлайкинăн чун-чĕри те çунатланчĕ. Мĕнле савăнмăнха? Хăйсем акса ӳстернĕ ылтăн тырра пухаççĕ-çке.
Кĕçех ăвтомашинăсем ыткăнса çитрĕç. Виççĕшĕ виçĕ бункер айне тăчĕç. Акă бункертан тырă юхма тытăнчĕ.
— Перекет çĕнĕ тырра, перекет пултăр, — хавассăн каларĕ Сатлайкина.
Комбайнсем малаллах, малаллах кайрĕç. Хир тавра пĕрре çаврăнса килчĕç. Иккĕ... Виççĕ. Автомашинăсем вĕçрен вĕçех çите-çите тăчĕç. Уй-хирти ĕçлĕ пурнăç хĕрнĕçем хĕрчĕ. Çапла, пĕр кун, икĕ кун пухса çапрĕç паккуссенчи тырра. Çил вăйлансах пычĕ. Ăшă çил пулин те хастарлăхне ӳстерет те ӳстерет. Çакăн пек çиле чăвашсем: «Çумăр хăваласа килет», — теççĕ. Виççĕмĕш кунне çил татах шухăланчĕ. Комбайнерсем васкарĕç. Апат вăхăтĕнче те вăрах чарăнса тăмарĕç.
Тӳпе хĕррисене хăмăр пĕлĕтсем карса илчĕç. Вĕсем çӳлерех хăпараççĕ. Вырса кушăхтарнă тыр-пула çумăр пуçланиччен епле те пулин çапса пĕтермеллех. Комбайнсен хăвăртлăхĕ ӳсрĕ. Кун пек чухне питех те асăрхануллă пулмалла. Сатлайкина пĕтĕм чун хавалĕпе хĕрӳленчĕ. Пĕр тĕллев, пĕр ĕмĕт-шухăш çеç унăн. Типнĕ, кушăхнă тыр-пула йĕпенме памалла мар. Урăх ним çинчен те шухăшамасть вăл халь. Çакă кăна... Çакă кăна... Çакă кăна пăшăрхантарать, хĕтĕртет, васкатать. Ĕнтĕ нумаях та юлмарĕ... Хир тавра тепре çаврăнмалла... Унтан тепре...
Пĕлĕтсем çаплах купаланаççĕ. Инçетри вăрман тăрринче ав сĕм хура. Комбайнсем хăватлăн, мăнаçлăн, тикĕссĕн шăваççĕ. Халĕ вĕсем пĕр-пĕрин патне çывăхарах та çывăхарах пуçтарăнчĕç. «Ĕлкĕретпĕр, пурпĕрех ĕлкĕретпĕр, — пăшăлтатрĕ Сатлайкина. — Нумай юлмарĕ-çке. Тепĕр ик-виçĕ сехетлĕх çеç. Ик-виçĕ сехет. Вара пурте пулать. Çăлса хăваратпăр тыр-пула».
Пĕлĕтсем çаплах хăпараççĕ. «Э-э, сире татах ик-виçĕ сехет кирлĕ-и? Ан та шутлăр. Памастпăр ун чухлĕ вăхăт. Наччасрах шуса çитетпĕр сирĕн пата»,— тенĕ пекех йăтăнса килеççĕ. Нинăн çав тĕксĕм, хура, сĕмсĕр пĕлĕтсене вăрçас, намăслантарас килчĕ. «Мĕн хăтланатăр эсир? Курмастăр-им? Эпир тырă пухса кĕртетпĕр. Ылтăн пурлăх вăл пирĕн. Унăн пĕр пĕрчине те сая ямалла мар...» — тесе кăшкăрас килчĕ унăн.
Комбайнсем çав хура пĕлĕтсене хирĕç пыраççĕ. Вĕсене сирсе ывăтма, хăваласа яма кайнă пекех туйăнаççĕ вĕсем. «Сирсе ывăтатпăрах, хăваласа яратпăрах», — хăпартланчĕ Сатлайкина.
Акă вăрман тĕлĕнче, пĕр айккинче, çутă пĕлĕтсем курăна-курăна кайрĕç. Вĕсем çине хĕвел хĕлĕхĕсем ӳкнĕ. Ăçтан пĕлетĕн? Тен, сирĕлсе çухалмĕç-ши хура пĕлĕтсем? Тен, кунталла килмĕ çумăр? Урăх еннелле çул тытĕ. Уншăн пурпĕрех мар-и? Кирек ăçта кай — çул ирĕк. Апла пулсан мĕн пирки пĕтĕм вăйне пухсах, упалене-упаленех Юртукасси еннелле тапаланать-ха вăл? Мĕншĕн Каюков бригадинчи комбайнсем патнелле сĕкĕнет? Мĕншĕн тӳрех Сатлайкина тĕлнелле улăхса çитесшĕн?
Вăрман çийĕ ытларах та ытларах çуталчĕ. Хура пĕлĕтсене хăваласа яма тытăнчĕç мар-и çутă пĕлĕтсем? Чăнах та тытăнчĕç пулас. «Ĕнтĕ хир тавра тепре кăна çаврăнса килмелле. Вара пӳлмене тип-типĕ, таса тырă çеç кĕрет. Вара çĕнтеретпĕр эпир», — татах пăшăлтатрĕ Сатлайкина.
Мĕн амакĕ тата? Вăрман çинчи çутă пĕлĕтсене каллех тĕксĕммисем, хурисем тапăнса пыраççĕ. Пур енчен те. Хĕвел хĕлĕхĕсем сайралчĕç, тăмăч çухалчĕç. Халĕ вăрман çинче каллех сĕм тĕттĕм. «Нивушлĕ пухса пĕтерейместпĕр? Ниушлĕ ĕлкĕрейместпĕр? — тарăхса шухăшларĕ Каюков. — Пурне те тĕп-тĕрĕс шута илсе, виçсе, пĕлсе турăм пек-çке. Пурпĕрех йăнăшрăм-ши вара? Çук, йăнăшма пултарайман эпĕ. Йăнăшма юрамастъ пирĕн. Çĕнĕ меслет ун пек йăнăшсем тума хушмасть. Ку меслетпе тăрăшнă чухне пурне те тĕп-тĕрĕс палăртма пĕлмелле. Çапла, тĕп-тĕрĕс...»
Сĕм хура пĕлĕтсем пуç тĕлĕнчех ĕнтĕ. Ярăмлана-ярăмлана тăраççĕ. Вĕсенчен халь-халь урăм-сурăм шыв шарлатса анассăн туйăнать.
Комбайнсем çаврăнса çитесси инçе юлмарĕ ĕнтĕ. Кĕтесрен пăрăнчĕç те ĕнтĕ. Çак самантра çиçĕм сасартăк йăлтăр-ялтăр, йăлт-ялт çиçрĕ. Аслати хаяррăн, пурне те çапса аркатас пекех, кĕрĕслетрĕ. Шултăра çумăр тумламĕсем пăт-пат! пăт-пат! ӳккелеме тытăнчĕç. Комбайнсем çав-çавах малалла васкарĕç-ха. Вырса пăрахнă тырă кăшт çеç ĕнтĕ. Пĕтермеллех, пĕтермеллех ăна çапса. Çук, ĕлкĕреймерĕç. Çумăр вăйлăнрах та вăйлăнрах чашлаттарма тытăнчĕ. Тавралăх тĕксĕмленчĕ. Çиçĕм çине-çинех кумать. Хуп-хура пĕлĕте çура-çура туратлă-мĕнлĕ, урлă-пирлĕ йăрăмсем тăвать. Аслати татти-сыпписĕр шартлаттарать. Комбайнсене чарса лартрĕç. Комбайнерсемпе вĕсен помощникĕсем халачĕсемпе, саппунĕсемпе пуç çинчен пĕркенсе пӳрт патнелле ыткăнчĕç. Акă хăтлă пӳрте çитсе кĕчĕç вĕсем.
— Ай, пăртак ĕлкĕреймерĕмĕр, — кĕпине улăштарса тăхăнчĕ Сăрмулат Павăлĕ.
— Да-а, шӳтерет, — пуçне сулкаларĕ Каюков. — Вăрăма пырĕ-ши ку?
— Аслатиллĕ çумăр иртсе каяканччĕ-ха. Нумая тăсăлакан марччĕ, — илтĕнчĕç сасăсем.
— Вăрăма тăсăлать пулсан кĕлтесене çыхатпăр та майрапуçсем, пĕчĕк çĕмелсем туса хуратпăр. Паккусра вырттармастпăр тырра, — калаçрĕ Сатлайкина.
— Тĕрĕс. Паккусра вырттарма юрамасть. Тыр-пул — утă мар-çке. Çулса пăрахнă утă та çумăр айĕнче нумай выртсан хуралать, çĕрсе каять. Ним усси те пулмасть унран. Тыр-пул вара, тыр-пул... — ассăн сывларĕ Кĕркури. — Çумăр лăплансанах тытăнатпăр ĕçе. Хамăр вăйпа... Нихăшĕ те ниçта та ан саланăр...
Пĕр сехет иртрĕ, икĕ сехет... Каç сĕмлĕхĕ килчĕ ĕнтĕ. Çумăр çаплах чарăнмасть. Каюков тӳссе лараймарĕ, плащ пĕркенчĕ те пӳртрен тухрĕ. Тавраналла тинкерчĕ. Тӳпере пĕр уçă вырăн та çук. Хуп-хура пĕлĕтсем çухалнă. Вĕсем вырăнне йăлтах пĕр тикĕс тĕксĕм хăмăр пĕлĕт карса илнĕ. «Да-а, кăнтăрла иртсен пуçланчĕ ку çумăр. Ик-виçĕ куна тăсăлма пултарать. Тен, эрнипех те... — йывăррăн сывларĕ Кĕркури. — Тыр-пул пухса кĕртме хĕн пулать кăçал...» Вăл татах уткаласа çӳрерĕ-çӳрерĕ те васкамасăр пӳрте кĕчĕ. Плащне хывса çакрĕ.
— Мĕнле унта? — ыйтрĕ Сармулатов.
— Çумăр шĕвелнĕ. Халех чарăнмасть, — хуравларĕ Каюков.
Сатлайкина тимĕр кăмака чĕртсе ячĕ. Пӳртре çулăм шевли ташлама тытăнчĕ. Алăк çине те ӳкрĕ вăл, маччана та... Акă Нинăпа Анфис темĕнле пушă ещĕк тупрĕç те кăмака умне иккĕшĕ юнашар вырнаçса ларчĕç. Вĕсен пичĕсем çулăм хĕмĕпе чиперленчĕç. Çап-çуттăн ялкăшаççĕ.
— Апат килсе çитмерĕ-çке пирĕн. Мĕн пулчĕ-ха ăна? — канăçсăррăн каллĕ-маллĕ утрĕ Сăрмулат.
— Аслатирен хăрарĕç пуль, — терĕ Анфис. Каюков чӳрече умне пычĕ.
— Акă, килчĕç мар-и? — пĕлтерчĕ вăл. — ГАЗ-69 çывхарать...
Унччен те пулмарĕ — машина пӳрт умнех кĕрлесе çитрĕ, шăпăрт пулчĕ.
— Э-эй! Апат илме тухăр, — илтĕнчĕ Çинук сасси. Колхоз столовăйĕнчи повар вăл. Хире, механизаторсем патне, яланах вăл тухса çӳрет. Уçă кăмăллă, тарават хĕрарăм.
— Вилсе пĕтнĕ-и эсир? Тухăр часрах! — каллех кăшкăрчĕ вăл.
Пӳртри тус-юлташсем кĕçех котелоксем-мĕнсем, кастрюльсем йăтса тухрĕç. Çинук вĕсене тутлă вĕри яшка антара-антара пачĕ:
— Çийĕр, сывлăха çирĕплетĕр...
Хăй ĕçне вăш-ваш тунă хушăрах механизаторсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки те пуплешсе илчĕ Çинук, ăна-кăна ыйтса пĕлчĕ. Вара:
— Ăнăçу сунатăп, — терĕ те кайма пуçтарăнчĕ. Анфиспа пуплешсе тăракан шофера васкатрĕ: — Атя, Якур. Пирĕн татах тепĕр бригадăна çитмелле.
Машина часах тапранса кайрĕ. Пӳрте техĕмлĕ яшка шăрши сарăлчĕ.
— Ĕнтĕ пурăнатпăр, — хавассăн каласа хучĕ Сăрмулат.
Çумăр вăхăтĕнчи ыйхă йывăр. Тул çутăличченех тутлăн çывăрнă механизаторсем. Çутăлсан тула тухкаласа пăхрĕç-ха вĕсем. Комбайнсене хускатма май çук. Йĕпе-сапаллă. Çумăрлă-мĕнлĕ... Мĕн тумалла-ха? Кун пек чухне, паллах, ним тума та çук. Хăш-пĕрисем çавна пула каллех вырăн çине кĕре-кĕре выртрĕç. «Тăраниччен çывăрса юлас», — терĕç. Нина Сатлайкина çывăрма шутламарĕ. Çăвăнса типтерленчĕ те хăй пӳлĕмне вырнаçса ларчĕ. Учебниксене уçкаласа пăхма тытăнчĕ. «Пăртак та пулин вĕренесчĕ. Вăхăта сая ярас марччĕ», — терĕ вăл. Вара тимлесех вула пуçларĕ. Мĕнле калас, йăлтах «наука ăшне» путрĕ вăл. Хăй ăçта ларнине те манса кайрĕ. Чĕлхене хуçакан йывăр сăмахсем килсе тăвăнчĕç ун пуçне. Интерференция... Дифракция... Дисперсия... Пурте кирлĕ хальхи çынна. Тем çинчен те, тем çинчен те пĕлес пулать. Хутран-ситрен çапах та чӳречерен пăхкаласа илет Сатлайкина. Çумăр çаплах йăскать-ха. Кантăк тăрăх тумламсем шăва-шăва анаççĕ. Пĕрин хыççăн тепри. Уй-хир тĕтреллĕн курăнать. Аякра комбайнсем тĕксĕммĕн палăраççĕ.
Хайхи лайăхрах тинкерчĕ те Нина хăйсен пӳрчĕ еннелле такамсем мăкăль-мăкăль туса çывхарнине асăрхарĕ. Хĕрарăмсем, ачасем курăнчĕç. Пурте плащсем, целлофан михĕсем пĕркеннĕ. Чи малта вăрăммăн-вăрăммăн ярса пусаканни кам-ха ку? Çӳллĕ кунчаллă атă тăхăннăскер. Чим-ха, Еккĕм Иванĕ мар-и? Çавă-çке, çавă. Хĕрарăмсене, ачасене мĕн тума ертсе килет-ха вăл? Акă кĕпĕрленсе çитрĕç вĕсем пӳрт умне. Алăка шаккама, кĕрĕслеттерме тапратрĕç:
— Пур-и вĕсем?
— Кунтах-и?
— Ма сасă памастăр? Эй!
Пӳртри çынсем пурте ура çине çĕкленчĕç. Алăка яриех уçса пăрахрĕç. Ак тамаша! Еккĕм Иванĕ пĕтĕм механизаторсен арăмĕсемпе ачисене, кӳршĕ хĕрарăмĕсене ертсе килнĕ иккен. Авă Сăрмулат Павăлĕн мăшăрĕ те кунтах. Унăн хĕр ачи те... Нина Çатлайкинăн амăшĕ те, качча тухнă аппăшĕ те. Анфис йăмăкĕ те. Еккĕм Иванĕн арăмĕпе хунямăшĕ те... Такам та пур. Тулли халăх. Каюков хăй арăмĕ те килмен-ши тесе унталла-кунталла пăхкаларĕ. Çук, курăнмасть. Килмен. «Ара, магазинра-çке вăл. Паянхи пек çумăрлă кун магазина çынсем нумай пыраççĕ», — аса илчĕ вăл. Вара тинех çăмăллăн сывласа ячĕ.
— Мĕн ĕçпе килнĕ эсир? Тавай, кĕрĕр, кĕрĕр, — çынсене пӳрте йыхăрчĕ Кĕркури.
— Çук, кĕрсе тăмастпăр эпир. Хăвăр тухса хутшăнăр пирĕн йыша, — терĕ Сăрмулат арăмĕ. — Эй, Павăл, мĕнйăраланса тăратăн? Халĕ те нӳчесе тăранмарăн-им? Куçне сăтăркалать тата... Арăмна паллаймарăн-им? Эсир унта вырса пăрахнине çаплипех хăварнă тет. Çĕрсе каять-çке апла. Ну, ĕçлетĕр те эсир... Хăвăртрах кĕлте çыхса майрапуçсем тăвар.
Пӳртри механизаторсем часах ыткăнса тухрĕç. Пурте шăкăлтатса, пĕр-пĕрне йĕплĕ сăмахсемпе тĕккелесе, кулса хирти паккуссем патнелле васкарĕç.
— Кам килме хушрĕ сире? Кам ячĕ? — пĕлесшĕн пулчĕ Каюков.
— Никам та хушман. Хамăр ирĕкпе килтĕмĕр. Сире пулăшма, — терĕ Сăрмулат арăмĕ. Вера аллине Иван еннелле тĕллерĕ: — Çав ертсе килчĕ иире. Еккĕм...
— Эпĕ каçхине Çинука тĕл пултăм, — ăнлантарчĕ Еккĕм Иванĕ. — Вăл каласа пачĕ-çке. Вĕсен çапса пĕтерейменни пур-ха терĕ. Вăт, шухăшласа выртрăм çĕрĕпе. Никак çывăраймарăм. Ирех кӳршĕсем патне чупрăм. Çывăх çынсем патне...
— Тавтапуç, Иван, — ун аллине хыттăн чăмăртарĕ Кĕркури.
Çав кунхине, çумăр пĕрĕхсе тăнине пăхмасăрах, вырса пăрахнă тыр-пула йăлтах тирпейлерĕç. Кĕлте çыхса майрапуçсем тăва-тăва лартрĕç. Çакăн хыççăн Каюков чун-чĕри тинех вырăна ларчĕ.
17
Çумăр эрнипех çуса тăчĕ. Тапхăр-тапхăр чарăнкаларĕ вăл. Çавах нумайлăха мар. Каллех киле-киле чашлаттарчĕ. Пĕррехинче, çумăрлă кун, механизаторсем яла кайма шут тытрĕç. «Мунча хутса кĕрер-ха», — терĕç. Хирти урапаллă çурта Нина Сатлайкина пĕчченех юлчĕ. Вăл пĕр-ик кун маларах çеç килне кайса килнĕччĕ-ха, мунча та кĕнĕччĕ. Çавăнпа пылчăк çăрса тек яла каллĕ-маллĕ хутлас килмерĕ унăн. Хурала хăварчĕç ăна. Сатлайкина хаваспах килĕшрĕ. Учебниксемпе ларма ирĕк пулать. Çапла вĕçĕ-хĕррисĕр хирти тăлăххăн курăнакан пӳртре чылайччен вуласа, çырса ларчĕ вăл. Çумăр çаплах чаш-чаш-чаш! тутарса çурĕ. Чӳрече кантăкĕ тăрăх шултăра тумламсем пĕрин хыççăн тепри шăва-шăва анчĕç. Тапхăр-тапхăр çил вăйланчĕ. Шăхăрса, уласа иртрĕ вăл. Уй-хирте никам та, никам та курăнмасть. Пĕр этем чунĕ те çук. Нина шухăша кайрĕ. Чӳречерен чылайччен тинкерчĕ. «Чăнах, мĕнле шуса, майлашăнса пырĕ-ха манăн пурнăç? — пăшăлтатрĕ вăл. — Чун-чĕре тем пирки Кĕркури еннех туртăнать. Хам умра, хам çывăхра курас килет ăна. Акă самантлăха кăна уйрăлчĕ вăл. Яла кайрĕ. Апла пулин те тем çитмен пек туйăнать. Тем çухалнă пек... Кичем, илемсĕр курăнать тавралăх. Комбайнсем хир варринче тăлăххăн шапарса лараççĕ. Анлă уй-хир çав тери хурланнă пек туйăнать. Çумăр çунă чухнех хăяккăн-хăяккăн вĕçкелесе иртекен кураксем те хальчченхи пек хаваслă мар, темшĕн кулянаççĕ. Эх, Кĕркури, Кĕркури... — хыттăнах каласа хучĕ Сатлайкина. — Хам ăша çунтарма, асапланма тĕл пултăм-ши эп санпа? Сисетĕп: шаларах та шаларах кĕретĕн эс ман чĕрене. Халĕ пĕлме те йывăр ĕнтĕ: пурăнма пултаратăп-и эп сансăр, пултараймастăп-и? Тен, çапах та çăлăнăç çук-ши мнăн? — йывăррăн сывларĕ Нина. — Тен, Микулай тĕксĕмлетме пултармĕ-ши Кĕркури сăнарне? Тепле çав. Ытла та йăваш, хăюсăр ман Миклухо-Маклай. Мĕн тума кирлĕ-ха хĕр умĕнче çавăн пек чĕтресе, тĕршĕнсе тăни? Хĕр умĕнче паттăр, хĕрӳ пулмалла. Кăшт пуçтах, чарусăр пулни те аптрамасть. Мăнкăмăллăх вара... Мăнкăмăллăх пулмаллах каччăсен. Унсăрăн каччă та мар вăл, çын та мар...»
Сатлайкина татах вулама тытăнчĕ. Анчах тем пирки пуç патне пырасшăн мар вулани. Вăл хăйне пусахларĕ пулин те шухăшсем аякра-аякра çӳрерĕç. Тӳсеймерĕ Нина, вăш-ваш сиксе тăчĕ те пӳрт-çурта тирпейле пуçларĕ. Кашнин савăт-сапинех çуса тасатрĕ. Вырăнсене майлаштарчĕ. Ун хыççăн урай çума васкарĕ. Каткаран витрепе шыв ăсса кĕчĕ те ăна тимĕр кăмака çине лартса ăшăтрĕ. Тап-таса çуса тухрĕ вăл урайне. Чăннипех те кану çуртĕнчи пек пулса тăчĕ пӳрт. Çав тери хăтлă, ырă.
Акă каç пулса килчĕ. Тĕттĕмленнĕçем тĕттĕмленчĕ. Çумăр хуллен кăна йăскаса тăрать пулин те тапхăр-тапхăр хытах чашлаттарать. Çил шуххăн уласа, шăхăрса иртет.
Халĕ Сатлайкина чун-чĕри кичемленчĕ. Ара, вĕçĕ-хĕррисĕр хир варрине çĕрле пĕр-пĕччен юлни хĕре пăшăрхантарать çав. Ку пек чухне пуçа тем тĕрлĕ шухăш та пырса кĕрет. Хăрамалли, пăшăрханмалли ним те çук пулин те çан-çурăм сăрлатса, çӳçенсе илет. Çил ыткăнса килсе мĕне те пулин шăкăр-шакăр тутарни те шарт сиктерет. Çумăр кантăка хыттăн шапăртаттарни те сехĕрлентерет. «Ниушлĕ нихăшĕ те килмест? — шухăшларĕ Сатлайкина. — Çук пуль çав. Мунча хыççăн камăн шăнса çӳрес килтĕр-ха? Никам та ăшă пӳртрен тухасшăн мар. Пурте çемçе тӳшек çине тӳнсе тутлă ыйхăпа киленесшĕн. Эпĕ ак пĕчченех, пĕчченех...»
Сатлайкина алăк патне пычĕ. Питĕрмелли пурччĕ-ши, çук-ши? Пăралукпа авăрласа хумалла-ши? Анчах вăйпитти çын ăна пĕр-икĕ хутчен туртсанах пăти-мĕнĕпех тăпăлтарса кăларма пултарать. Пурпĕрех пралукпа çыхкаласа хучĕ-ха Нина. «Ячĕшĕн пултăр», — терĕ. Ун хыççăн тимĕр кăмакана татах пĕр-ик пуленке вутă пăрахрĕ те ун умĕнчи пушă ещĕк çине ларчĕ. Çулăм шевлисем каллех пӳрт стени çинче, маччара ташлама тапратрĕç. Вут умĕнче ларнипе Сатлайкина сăн-пичĕ хĕп-хĕрлĕ хĕрелчĕ.
Çил татах вăйланчĕ пулас. Вĕçĕмсĕр улать, шăхăрать. Çиллĕ çумăр хăйĕн шултра та хаяр тумламĕсемпе кантăка чаш! чаш! сапать. Унччен те пулмарĕ — пӳрт çумĕнче шăк-шак туни илтĕнчĕ. Унтан такам каткари шыва шăмпăртаттарнă пек туйăнчĕ. Чылайччен шăмпăртаттарчĕ, ӳсĕркелесе илчĕ. Сатлайкина васкавлăн сиксе тăчĕ. Пушă ещĕк тӳнчĕ. Нина чĕри кăртлатса тапрĕ. Кам-ха унта? Кам сĕтĕрĕнсе çӳрет сĕм çĕрле? «Паллах ырă этем пулас çук», — шухăшласа илчĕ Сатлайкина. Акă çав çын пусма тăрăх тап-тап тутарса хăпарчĕ те алăка хыттăн туртрĕ. Çыхса хунă пралук çăтăр-çатăр турĕ. Çапах та татăлмарĕ-ха. Хайхи этем кăшт лăпланса тăчĕ те алăка хуллен, васкамасăр шăкăр-шăкăр тутарма тытăнчĕ. Унтан:
— Нина, çывăратăн-и эс? Уç-ха, — терĕ. Сатлайкина тӳрех палласа илчĕ: Кĕркури сасси.
— Çиччас! — терĕ Нина. Вара пăта çине темиçе хут çавăрттарса çыхса хунă пралука салтма, сӳтме тытăнчĕ.
— Мĕн хăтланатăн эс? Ма уçмастăн?
— Çиччас! Пралук сӳтĕлсе пĕтмест-ха, — кулса ячĕ Сатлайкина.
Акă тинех алăка уçрĕ Нина. Пӳрте хăмăр плащ тăхăннă Кĕркури кĕрсе тăчĕ.
— Аран ишсе çитрĕм, — терĕ вăл. Вара плащне хывса çакрĕ. Аттине алăк патне лартрĕ. Ăна вăл тап-таса çуса кĕнĕ иккен.
— Мĕншĕн капла сĕм çĕрле килтĕн вара? — ыйтрĕ Сатлайкина.
— Хĕре пĕр-пĕччен хир варрине хăварни лайăх мар пуль терĕм. Çавăнпа тĕттĕмне-мĕнне пăхмасăрах килме шутларăм.
— Пĕччен те çĕр каçаттăмччĕ.
— Каçасса каçаттăн пуль те... Пурпĕрех...
Нина Каюков килсе çитнĕшĕн çав тери хĕпĕртерĕ. Халĕ ăна çил улани те, шултра çумăр тумламĕсем кантăка хыттăн çапăнни те пачах илтĕнми пулчĕç. Кичемлĕх йăлтах çухалчĕ. Анчах сасартăк ун пуçне тепĕр шухăш ыткăнса пырса кĕчĕ. Мĕншĕн пĕчченех килнĕ-ха Кĕркури? Мĕншĕн хăйĕнпе пĕрле кама та пулин илсе килмен? Сăрмулат Павăлне-и? Уй варринчи пĕр-пĕччен хĕр патне вăрттăн, усал ĕмĕт-тĕллевпе çитсе тăман-ши ку этем? Кунта хурах кăшкăрсан та никам та илтес çук. «Хама ирĕк пулать-ха. Çав тери меллĕ, улах вырăн», — тесе шутларĕ-ши вăл? Сатлайкина çан-çурăмĕ сăрлатса, çӳçенсе илчĕ. Ялта пулсан сăлтав тупса çак самантрах тухса ыткăнатчĕ Нина. Халĕ ак ăçта тухса тарăн-ха? Çумăр чашлаттарать. Çил улать. Пылчăк. Яла ситме вара çывăх мар. Ултă çухрăма яхăн. Çырма-çатра урлă каçмалла, ĕшне-ката витĕр тухмалла. Хытах кичемленчĕ Сатлайкина. «Пĕччен, чăнах та, чип-чипер çĕр каçаттăм эп. Пăшăрханмалли ним те пулмастчĕ, — шухăшларĕ вăл. — Чĕптĕм ыйхăсăр çĕр каçма тивет ĕнтĕ. Ма килчĕ-ши ку? Çывăрмаллаччĕ ун ялта арăмĕ çумĕнчех».
— Мĕн пулчĕ сана, Нина? Мĕн пирки кичемлентĕн? — ун çине сăнаса пăхрĕ Кĕркури.
— Çук-çке. Кичемленмен, — терĕ Сатлайкина.
— Тем сисĕнет-ха. Эп килнĕшĕн кӳренмерĕн пуль те?..
— Ма кӳренес? — тута хĕррипе кăшт кулчĕ хĕр.
— Чун чăтмарĕ, Нина. Ан çиллен.
Кĕркури кăмака умĕнчи пушă ещĕк çине Нинăпа юнашар пырса ларчĕ. Аллине хĕр çурăмĕ çине хучĕ.
— Каплах ан хăтлан-ха, — Кĕркури аллине хăй çинчен илсе пăрахма хăтланчĕ Сатлайкина. Çапах та ытлашши чăркăшас темерĕ.
Каюков хĕре ыталаса илчĕ те хăй кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ.
— Çакăн пек самант килсе çитессе мĕн чухлĕ кĕтмен-ши эп, — хуллен калаçрĕ вăл. — Ман сăмаха эс, Нина, те ĕненĕн, те ĕненмĕн, çапах та чун-чĕрере мĕн пур, çавăн çинчен йăлтах, йăлтах каласа парас килет. Чăннипех пĕлтеретĕп: сансăр пурнăç сук манăн. Вăт, итле-ха. Ютшăнсах пыратăп эп арăмран. Пĕртте суймастăп. Манăн сана улталас кăмăл çук. Улталанинче мĕн усси-ха? Арăмăн темĕнле вăрттăнлăх пуррине сисетĕп эп. Чылайранпа ĕнтĕ. Анчах мĕнле вăрттăнлăх вал? Ниепле те ăнланса илейместĕп. Çав вăрттăнлăх ӳснĕçем ӳснĕ пек туйăнать. Вăл мана халь ӳкĕтлеме тытăнчĕ. Ӳкĕтлет те ӳкĕтлет. «Айта Шупашкара куçса каятпăр, — тет. — Унта ялтинчен темиçе хут лайăхрах пурăнма пулать», — тет. Эпĕ халь татăклăн ним те каламан-ха. Паллах, арăм сăмахĕнче тĕрĕсси те çук мар. Пĕлет вăл пурнăçа. Çапах та ялтан тухса каяс килмест. Тăван уй-хиртен, кунти тус-тантăшсенчен, бригадăран уйрăлма хал çитес çук. Кунсăр пуçне тата, кунсăр пуçне, — хĕре хăй çумне тата вăйлăнрах пăчăртарĕ вăл, — санран уйрăлса каяс килмест. Пĕрмай куç умĕнчех тытас килетсана. Вăт, паçăр киле çитрĕм кăна — тӳрех сан çинчен шухăшлама тытăнтăм. Ларать ĕнтĕ вăл хир варринчи тăлăх пӳртре тетĕп. Сан пата чупсах килес килет. Эсĕ мĕнле, Нина? Ман çинчен кăштах та пулин шухăшлатăн-и? Кала-ха тĕрĕссине, ним пытармасăр кала, — пуçĕнчен саврĕ вăл хăй çумĕнчи хĕре. — Мĕнле? Шухăшлатăн-и ман пирки?
— Шухăшлатăп, — пăшăлтатрĕ Сатлайкина. Паçăр, калаçма тытăниччен, Нина Кĕркурирен чăннипех те шикленнĕччĕ. Ун чухне ав тухса тарас пирки те шухăшласа пăхрĕ вăл. Халĕ Сатлайкина кăмăлĕ пачах улшăнчĕ. Унăн хăйĕн те халь Кĕркури çумне хытăрах та хытăрах тĕршĕнес килет. Тĕлĕнмелле çав хĕр сисĕм-туйăмĕнчен. Тепĕр чухне хăвăрт та вуçех тепĕр майлă улшăнать. Тепĕр чухне вара ĕмĕр тăршшĕпе те улшăнмасть. Çав тери çирĕп, хĕрхенӳсĕр.
— Ман сăмаха итлес килет-и санăн? Ывăнмарăн-и? — пĕлесшĕн пулчĕ Каюков.
— Çук, çук, ывăнман. Йăлтах каласа пар.
— Вăт, хулана каяс пиркиех... Пĕррехинче чылайччен пуплешсе лартăмăр арăмпа. Эпĕ ăна калатăп: «Хулара хваттер илме йывăр теççĕ. Ăçта пурăнăпăр?» — тетĕп. «Майлаштаратпăр. Кооператив меслечĕпе туянатпăр», — тет арăм. «Ун пек туянма укçа ăçта-ха пирĕн?» — тетĕп. Хайхи ман арăм хĕрӳленсе кайрĕ те перекет кĕнеки туртса кăларчĕ. Эпĕ ун перекет кĕнеки пуррине нихçан та курман, пĕлмен. Пирĕн, чăннипе, хальлĕхе перекет кассине хывмалăх укçа та пухăнман. Унăн кĕнеки çинче вара çирĕм пин ытла.
— Мĕскер тетĕн? — пуçне çĕклерĕ Сатлайкина.
— Çирĕм пин ытла тетĕп.
— Çаплах-и вара?
— Тĕп-тĕрĕс, çапла. Ăçтан тупнă вăл сав укçана? Ку таранччен те пĕлместĕп. Мĕнле кăна шухăшласа пăхман-ши эпĕ ун пирки. Çав-çавах тупсăмне тупаймастăп. Тахçанах калаçса пăхасшăнччĕ эп санпа çакăн пирки. Халĕ ак йăлтах каласа патăм. Чăнах, ăçтан çав укçа? Пăшăрханма, хăрама тытăнтăм. Никам курман намăс-симĕс кăтартмасть-и мана арăм? Карта хушшине хĕстерсе хумасть-и? Çук, таса укçа пулассăн туйăнмасть мана çав укçа. Магазинра темĕскер хăтланмасть-ши вăл? Шалт аптраса çитрĕм. Пĕр шутласан, магазинра чиперех тăнă пек туйăнать. Ара, ял çыннисем пурте ырлаççĕ-çке ăна, пурте мухтаççĕ. Хамăр ял çыннисем кăна мар, кӳршĕ ял çыннисем те... Эсĕ мĕн шутлатăн çакăн пирки, Нина? Кала.
— Чăнах, тĕлĕнмелле хыпар пĕлтертĕн эс, — Кĕркури çине тинкерсе пăхрĕ Сатлайкина. — Паллах, хальлĕхе эп татса ним те калаймастăп. Çапах та пĕр хыпар пĕлтерме пултаратăп, — вара Нина магазин умĕнчи çутă хăмăр «Жигули» синчен, çав машина кабининче Игнат Игнатович текенскерпе Зоя Виссарова ларни çинчен каласа пачĕ.
Ун хыççăн иккĕшĕ те чылайччен шăпăрт пулчĕç, шухăша кайрĕç. Сатлайкина халиччен Кĕркурие ăнлансах çитменччĕ-ха. «Юри иртĕхсе çӳрекен этем мар-ши ку?» — тесе иккĕленни те пулнă. Халĕ вара вăл ăна самаях ăнланакан пулчĕ. Хĕрхенчĕ... Уншăн чун-чĕререн пăшăрханчĕ, асапланчĕ.
Тулта çаплах çиллĕ çумăр чашлатгарса çăвать, чӳрече кантăкне киле-киле сапать. Каюков хĕре хăй çумне тата
хытăрах пăчăртаса тытрĕ, ăна чуптума тытăнчĕ. Çав тери хавасланса, юратса чуптурĕ. «Эсĕ ман телейĕм, эсĕ...» — пăшăлтатрĕ вăл. Сатлайкина ун ытамĕнчен вĕçерĕнесшĕн пулчĕ. «Чим-ха эс, чим. Йĕркеллĕ пул», — терĕ хĕр. Кĕркури пурпĕрех вĕçертмерĕ ăна. Питĕнчен, çӳçĕнчен, мăйĕнчен, тутинчен чуптурĕ.
— Чарăн ĕнтĕ! Пите йăлтах хĕретсе, кăвакартса пĕтеретĕн. Çуркунне те ав вăтанса çеç çӳрерĕм. Халĕ каллехйĕркесĕр хăтланатăн. Епле курăнас çынсем умне? Сиссе илме пултараççĕ. Ара, чарăн тетĕп-çке! Мĕскер эсĕ?! — кăшкăрсах каларĕ Сатлайкина, вара Кĕркури аллисене сирсе ывăтрĕ те яшт! сиксе тăчĕ. — Канма вăхăт, тăванăм. Çĕр нумая кайрĕ, — тĕккелесе илчĕ вăл Кĕркурие.
— Çапла, çĕр вăрăма кайрĕ, — ура çине çĕкленчĕ Каюков.
Тулта çил кашлать, кашлать. Хир варринчи сĕм тĕттĕм каç. Инçетри ыраш пуссинчи урапаллă пĕр-пĕччен пӳрт. Нина тимĕр кăмакари вутпуççисене пĕчĕкçĕ тимĕр турчкапа шакка-шакка çунтарчĕ. Лешсем самантрах çунса пĕтрĕç. Пӳрт тĕттĕмленчĕ. Кĕркури çӳхе пиншакне, çиелти кĕпине хывса çакрĕ. Нина хăй пӳлĕмне каясса кĕтрĕ. Сатлайкина нумай кĕттермерĕ. «Чипер çывăр», — терĕ те хăй пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ. Каюков шăлаварне хыврĕ, нар çине пырса ларчĕ. Шухăша кайрĕ. Утиялне васкамасăр сирчĕ. «Çывăратăн-и эс, Нина?» — терĕ вăл. «Çывăратăп», — хуравларĕ Сатлайкина. Хăй вара тем пирки пысăк пӳлĕме тухрĕ. Тĕттĕм пулин те шурă кĕпи палăрать. Апла пулсан аялти кĕпе вĕççĕнех хĕр. «Кĕркури, шăрпăк пур-и сан? Пар-ха, — Каюков çывăхне пырса тăчĕ Сатлайкина. — Санпа тĕркĕшсе кофта тӳмисене татса пĕтернĕ эп. Шыраса тупам...» Кĕркури вăш-ваш тăчĕ те, шăрпăк парас тесе шăлаварĕ патнелле утма тытăннăччĕ ĕнтĕ, темле майпа Сатлайкинăн çирĕп хул-çурăмĕ лекех кайрĕ ăна. Каюков хăй те сисмерĕ, хĕре хыттăн пăчăртаса тытрĕ те хăй вырăнĕ еннелле уттарса кайрĕ. «Мĕн хăтланатăн эс? Мĕскер?!» — кăшкăрса ячĕ Сатлайкина. «Ним те хăтланмастăп. Юрататăп сана. Юрататăп», — терĕ Кĕркури хĕре нар çине вăйпах тайăлтарса. «Кирлĕ мар. Юрамасть!» — туртăнчĕ, хирĕнчĕ Нина.
Тулта çав-çавах çил шăхăрчĕ, çумăр чашлаттарчĕ.
18
Сатлайкина ирех вăранчĕ. Пĕлĕтлĕрен-ши, тул çутăлса çитмен пек туйăнать. Çара чĕркуççийĕсене кĕпипе хупласа хучĕ вăл, арпашăнчăк, сапаланнă çӳçне типтерлерĕ. Мăйĕ, кăкăрĕ, пичĕ вут пек пĕçереççĕ. Нина хăй пурнăçĕнче мĕн пулса иртнине тавçăрса илчĕ те, чунĕ хурланса килчĕ, куçĕнчен вĕри тумламсем шăрçаланса тухрĕç. Вăл ӳпне çаврăнса выртрĕ, нăшăклатсах йĕчĕ. Кĕркури вилнĕ пек çывăрать. Сатлайкина ăна чышса вăратма та шутланăччĕ, çук, вăратмарĕ. Çывăртăрах. Нина хуллен тăчĕ те хăй пӳлĕмне васкарĕ. Кунта тăраниччен макăрчĕ. «Мĕнле-ха капла? Мĕнле пурăнмалла малашне?» — пăшăлтатрĕ вăл. Чылайран çеç лăпланчĕ. Çăвăнса типтерленчĕ те учебниксене уçкалама тытăнчĕ.
Кăнтăрла иртсен тӳпе тĕллĕн-тĕллĕн çуталчĕ. Тĕксĕм пĕлĕтсем таткаланчĕç, сирĕлчĕç. Çил майĕпен-майĕпен лăпланчĕ. Пĕлĕт хушшинчен хĕвел шуса тухрĕ. Хавассăн йăл-йăл кӳлчĕ. Тĕнче сасартăк илемленчĕ. Çумăрчченхи пек мар, тата хитререххĕн курăнчĕ. Каюков тумланчĕ те апат çырткаланă хыççăн комбайнсем патне тухса утрĕ. Тавралăх пăсланать. Ыраш пусси мăнаçлăн, асамлăн сывланă пек туйăнать. Шултра, вăрăм пучахсем çинче çутă тумламсем. Вĕсем асамат кĕперĕ пек темиçе тĕслĕн курăнаççĕ. Каюков хăйне айăпа кĕнĕ пек туйрĕ. «Нинăна кӳрентертĕм пуль эп, — шухăшларĕ вăл. — Ара, ытла та тулăксăрла хăтлантăм-çке. Мĕн калать-ши вăл? Тӳрех питрен сурмĕ-ши? Ун патне кĕрсе каçару ыйтмаллаччĕ. Эпĕ ак пĕр сăмах каламасăрах тухса утрăм. Ытла та шеллевсĕр мар-и эпир — арçынсем? Темшĕн васкатпăр». Комбайнсем патне çитрĕ Каюков. Вĕсем те уй-хир пекех пăсланаççĕ. Хĕвел хытăрах та хытăрах пĕçерте пуçларĕ. Кĕркури плащне йӳле ячĕ. Карттусне хывса аллине тытрĕ. Комбайнсем тĕрĕс-тĕкелех. Никам та килсе тĕкĕнмен вĕсене. Каюков «Нива» комбайн патĕнче чылайччен тăчĕ. Вĕр çĕнĕ, хитрескер. Сатлайкина ĕçлет унпа. Çак комбайн çине пăхни, тем пирки, Нина çине пăхнă пекех туйăнчĕ ăна.
Каç енне комбайнерсемпе комбайнер помощникĕсем пĕрин хыççăн тепри килсе çитрĕç. Анфис тӳрех Сатлайкина патне ыткăнса кĕчĕ. «Чиперех-и эс? Мĕнле пурăнатăн?» — хуп-хура куçĕ йăл-йăл çиçрĕ унăн. Тутăр хĕрринчен тухнă çӳç сĕвемĕ силленчĕ. «Чиперех-ха», — хуравларĕ Сатлайкина. Хăй вара, чечеклĕ шурă тутăрне мăйран авăрласах çыхнăскер, Анфис енне самантлăха çеç çаврăнса пăхрĕ. «Çак страницăна вуласа пĕтерем-ха», — ăшталаннă пек пулчĕ вăл. «Вырма халех пуçламастпăр-и, Нина аппа?>> — ыйтмасăр тӳсеймерĕ Анфис. «Халех мар-ха. Тырă типтĕр, — терĕ Сатлайкина. — Эсĕ комбайн патне вĕçтер. Шăлса тасат, тирпейле ăна. Эпĕ те часах пыратăп». Анфис хавассăн тухса вĕçтерчĕ.
Тепĕр кунне комбайнсем ĕçе тытăнчĕç. Малтан хирти тăпра типсе çитеймен пирки хуллен, йывăррăн шурĕç вĕсем. Каç енне вара пурте майлашăнса çитрĕ. Çăлтăрсем тухичченех чарăнмарĕç комбайнсем.
Хăйсен хирти çурчĕ еннелле шавлăн, кăмăллăн утрĕç тус-тантăшсем. Пурин те чун-чĕри çĕкленӳллĕ. Мĕн каласси пур, эрнипех тĕмсĕлсе, кĕтсе ларнă хыççăн тинех чăн-чăн пархатарлă, хĕрӳ ĕçе кӳлĕнни кашнинех савăнтарать-çке. Янкăр тӳпере çăлтăрсем йышланнăçем йышланчĕç. Тап-таса, çип-çинçе çĕнĕ уйăх шуса тухнă. Уй-хире кăна мар, тӳпене те çумăр çуса тасатнă тейĕн. Çăлтăрсем те, уйăх та çав тери уçăмлăн, хитрен курăнаççĕ.
— Çĕн уйăхпа тӳрленчĕ-ха çанталăк. Тен, чылайччен çакăн пек тытăнса тăрĕ, — çĕкленӳллĕн пуплешрĕ Сăрмулат.
— Çитет ĕнтĕ. Халĕ те нумай кĕтрĕмĕр, — сăмах хушрĕ Каюков.
Акă вĕсем пӳрт патне кĕпĕрленсе çитрĕç. Апат илсе килнĕ. Çинук ятлаçма тытăнчĕ:
— Нихăçан та вăхăтра килместĕр апата. Йăраланăр часрах. Мĕн, сире çĕрĕпех кĕтсе тăмалла-и?
— Ан вăрç-ха эс. Çăвăнар, — терĕ Павăл.
— Хăвăртрах! — хăй сăмахĕ çине тăчĕ Çинук. — Васкавлăрах пулăр.
Апат çинĕ хыççăн пӳрт умĕнчех пуху пекки пулса иртрĕ. Унта Еккĕм Иванĕ пирки сăмах хускатрĕç. Ăна бригадăна йышăнас терĕç. Вара пурте çывăрма кĕчĕç. Сатлайкинăпа Анфис, хальчченхи пекех, юнашар выртрĕç. Каçĕ хитре те илĕртӳллĕ. Чӳречерен çап-çутă çăлтăрсем курăнаççĕ. Çакăн пек каçсенче пĕр-пĕр йăмра айĕнче тăрса юхан шыв шăнкăртатнине итлеме мĕн тери хаваслă ĕнтĕ. Нинăпа Анфисăн хальлĕхе ун пек ирĕклĕн çӳреме май çук çав. «Çитĕ-ха ун пек вăхăт», — пăшăлтатрĕç вĕсем.
Тепĕр кунне те çанталăк уяр тăчĕ. Ун хыççăн та... Ыраш хирне самантрах вырса-çапса пĕтерчĕç. Урпа хирне куçрĕç... Тулă хирне... Сĕлĕ хирне... Хăш-пĕр кунсенче асла-тиллĕ çумăр çуса иртрĕ-ха. Комбайнсем вăхăт-вăхăтпа виçшер, тăватшар сехет ахалех ларчĕç. Апла пулин те хиртен татăлмарĕç комбайнерсем.
— Пирĕншĕн кашни сехет кăна мар, кашни минут хаклă, — терĕ Каюков.
Пĕррехинче сĕлĕ пуссинче Каюков комбайнне самантлăха чарчĕ те хăвăрт анса ун умĕнчи чула аяккалла илсе пăрахрĕ. Ăçтан килсе тухнă вăл? Кам ывăтса хăварнă ăна? Çĕççе лекмерĕ-ши ку? Хытанка та вăш-ваш помощникне — Паймушкина — чĕнчĕ вал. Ăна-кăна тĕрĕслеме тытăнчĕç. Çак вăхăтра сасартăк хăйсен еннеллех çăмăл машина нарт-нарт! туса çывхарнине асăрхарĕç вĕсем. Çутă хăмăр «Жигули» килсе чарăнчĕ. Кабинăра, руль умĕнче, хуп-хура уссиллĕ патвар çын ларать. Унпа юнашар — Каюков арăмĕ. Акă кабинăран васкамасăр, мăн кăмăллăн тухрĕ Зоя Виссарова. Сутă сарă çӳçĕ хулпуççи çине усăнса аннă. Хĕвел çинче ылтăн пек йăлтăртатать. Шурă, таса пичĕ тулса çитнĕ шап-шурă уйăх пек курăнать. Зоя хаваслă, илемлĕ. Халех чупса пырса ыталаса илес килет ăна. Каюков ун патне хăй чĕничченех васкаса пычĕ. Хăнасене ал парас тенĕччĕ вăл. Анчах хăвăрт тавçăрса илчĕ: алли вараланчăк иккен. Вара иккĕшне те — уссиллĕ патвар этеме те, арăмне те — ал памарĕ.
— Сывлăх сунатăп, — терĕ вăл пуç тайса.
— Санпа калаçмалли пур. Айта-ха леререх, — терĕ арăмĕ. Вĕсем хăмăл тăрăх чаштăртаттарса утса чылай аякка кайрĕс. Улăм купи патне çитсе чарăнчĕç.
— Мĕнле пурăнатăн? — сăмах хускатрĕ Зоя.
— Ĕçлетпĕр, — кĕскен хуравларĕ упăшки.
— Киле пырса кайма та вăхăт çук-и вара?
— Тырă... тырă васкатать пире.
— Иртнĕ çулсенче каплах марччĕ-çке. Кашни каçах яла таврăнаттăн...
— Мĕн тăвас-ха? Çĕнĕ меслет... Намăс курас килмест. Хăвах чухлатăн пуль?
— Питĕ лайăх чухлатăп, — чĕлхе вĕççĕн каласа хучĕ Зоя. — Мĕн, хулари çĕнĕ хваттере те пырса курас килмест-и сан? Ачусем те кирлĕ мар-и?
Ачисем пирки сăмах хускатсанах Кĕркури чĕри хыттăн кăртлатма тытăнчĕ. Пырне темĕскер капланчĕ, ним калама аптăрарĕ. Чылайран çеç:
— Сывах-и вĕсем? Чиперех çӳреççĕ-и? Çав тери курас килет, — терĕ.
— Хваттере вара? Хваттере курас килмест-и?Кĕркури каллех шăпăрт пулчĕ. Вара татăклăн:
— Çук, курас килмест, — тесе хучĕ.
— Мĕншĕн?
— Калас-и? Акă мĕншĕн. Таса укçапа илмен эс ăна.
— Мĕнле «таса укçапа илмен»? — хĕрелсе кайрĕ Зоя.
— Тĕрĕссипе пĕлтер: ăçтан тупнă эс çавăн чухлĕ укçа?
— Ăçтан тупни мĕн тума кирлĕ-ха сана? Пур тăк — шăпăрт пул. Хама валли çеç пухман ăна. Сана валли те,ачасем валли те...
— Халех патшалăх банкне кайса хыв пĕтĕм укçуна. «Ку манăн мар, патшалăхăн», — тесе кала та йăлтах парса хăвар.
— Лăплан, упăшкам. Лăплан, — çукаланма тытăнчĕ Зоя. — Çаплах хĕрӳленме юрать-и вара? Кил-ха çывăхарах. Лар. Таса улăм. Таса уй-хир. Харкашмасăр чун-чĕререн калаçар.
Çав вăхăтра Паймушкин кăшкăрни илтĕнчĕ:
— Пурте тĕрĕс-тĕкелех! — терĕ вăл.
— Эппин, вырма тытăн! — аллипе сулчĕ Каюков. Комбайн часах тапранса кайрĕ. Айлăмри «Жигули» кунтан вуçех курăнмасть. Кĕркури халатне хыврĕ, аллисене улăмпа лайăх сăтăрса тасатрĕ. Вара арăмĕпе юнашар пырса ларчĕ. Зоя ăна çирĕппĕн чăмăртаса тытрĕ те чуптума тапратрĕ. Пĕтĕм чун хавалĕпе, çынсем курасса ним уямасăр-тумасăр, урса кайнă пекех чуптурĕ вăл.
— Çисе яратăп сана, — терĕ Зоя.
— Халĕ килтех пурăнатăн-и эс? Е Шупашкарта?
— Пурăнасса Шупашкарта пурăнатăп. Ĕçлессе — ялтах.
— Ачасем ăçта?
— Ачасем хампа пĕрле, хулара.
— Кам пăхать вĕсене?
— Пĕр карчăк. Няня. Пурте йĕркеллĕ.
— Кил вара хупăнсах тăрать-и?
— Хупăнсах.
— Выльăх-чĕрлĕх пур-çке пирĕн.
— Вĕсене Урине кинемей астăвать.
— Ну, хăтланатăн та эсĕ...
— Пурне те тĕрĕс тăватăп, — упăшкине каллех чуптума тытăнчĕ Виссарова. — Эп сана хамран ниçта та хăвармастăп. Йĕппи ăçта, çиппи те çавăнтах. Çак «Жигулипех», халех Шупашкара лартса каятăп. Кутăнлашса ан тăр. Эпир санпа çырăннă, эсĕ ман упăшка. Пирĕн ачасем... Ăнлантăн-и эс мана?..
— Халĕ май килмест, Зоя. Çакăн пек уяр кун хулана кайса çӳретĕп-и вара? Ун патнех çитмен-ха. Ял-йыш умĕнче намăс курас мар.
— Манпа пулнăшăн нихçан та намăс курмастăн.
— Çапах та мана пĕр япала хытă тарăхтарать.
— Мĕнле «пĕр япала»? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Зоя.
— Тӳррипе кала-ха: ăçтан тупрăн çавăн чухлĕ укçа? Тĕрлĕ путсĕрсемпе çыхăнтăн-и? Вĕсем çаратнă япаласенесутса паратăн-и эс? Мĕншĕн-ха пирĕн магазинра тем те пур, ытти ялсенче ун пек мар? Чун-чĕререн калатăп: пăрах иртĕхме.
— Нихçан та иртĕхмен, иртĕхес те çук. Ял çыннисем пурте пĕлеççĕ. Вĕсен куçĕ умĕнче эп... Укçа пирки вараакă мĕскер. Виçĕ процентлă заемпа пысăк укçа тухнă мана. Çавă çеç. Ыттисене хам хушкаласа пынă. Премисем-мĕнсем парсан...
— Суятăн.
— Эх, Кĕркури, Кĕркури! — упăшкине татах ыталаса илчĕ арăмĕ.
Айлăмра «Жигули» кăшкăртни илтĕнчĕ.
— Авă васкатать. Ман каймалла, — ура çине çĕкленчĕ Зоя. — Эсĕ пыратăн-и пирĕнпе?
— Кам вăл санпа катаччи чупса çӳрекенни? — самай кĕвĕçсе ыйтрĕ Каюков.
— Трестра ĕçлекенскер. Питĕ ырă çын.
— Мĕн пирки килет вăл сан пата яланах?
— Çынпа çын пурăнмалла. Унсăрăн епле-ха? Магазин валли таварсем вăл пулăшнипе ытларах тупатăп эп. Ялшăн, хамăр колхозшăн тăрăшатăп...
— Тем, урăхларах çыхăну мар-и сирĕн? — пӳрнипе юнарĕ Кĕркури.
— Хăçан таврăнатăн киле? — çирĕппĕн ыйтрĕ Зоя.
— Хирти тыр-пула йăлтах пухса кĕртсен, — татăклăн хуравларĕ упăшки.
— Чим-ха, çăраççи парса хăварам сана, — упăшки еннелле çăра уççине ывăтрĕ арăмĕ. — Ялти пӳрте çăрапах питĕрнĕ... Эпĕ вĕçтертĕм...
Айлăмра каллех «Жигули» сасă пачĕ.
Кĕркури халь анлă хир варрине пĕчченех тăрса юлчĕ. «Мĕн хăтланать-ха ман арăм? — шухăшларĕ вăл. — Унра малтанах темле вăрттăнлăх пур пек туйăнатчĕ-ха мана. Çав вăрттăнлăха эп таса, ырă тесе шутлаттăм. Вăл илĕртетчĕ мана. Савăнтаратчĕ. Пурăннăçем çав вăрттăнлăх улшăннăçем улшăнса пычĕ. Ăна пĕлес килни майĕпен-майĕпен çухалма, пĕтме тытăнчĕ. Халĕ вара çав вăрттăнлăх нимĕн чухлĕ те илĕртмест мана. Вăл хăратать, çӳçентерет. «Ăçтан тупрăн çав укçана?» — тесе ыйтрăм-ха арăмран. Хыттăнах ыйтрăм. Анчах мĕн-çке... Тĕрĕссипе, çав укçана ăçтан, епле тупнине вуçех пĕлес килмест манăн. «Халех мар, каярах, каярах калатăрччĕ ун çинчен», — тесе шикленетĕп эп. Мĕншĕн тесен чун сисет. Вараланчăк, илемсĕр, хăрушă укçа вăл. Ман пурнăçа аркатма, сирпĕтсе яма пултаракан укçа. Зойăн калаçăвĕ, сăмах-юмахĕ тата... Иртнĕ çулсенче хаваслăх, илем сисĕнсе тăратчĕ ун калаçăвĕнче. Чун-чĕрене пырса тивекен çепĕçлĕх пурччĕ. Çĕрĕпех шăкăл-шăкăл сăмахласа, савăнса ларас килетчĕ. Халĕ çав савăнăç çухалнăçем çухалса пырать. Вăл халь, тĕрĕссипе, савăнăç та мар. Вăл — терт, асап. Акă тин çеç еплерех калаçу пулса иртрĕ-ха. Зоя манпа çиелтен, ахаль çеç пуплешни чылай уçăмлăн сисĕнчĕ. «Виçĕ процентлă заемпа выляса илтĕм», — тет. «Трестра ĕçлекенскер. Питĕ ырă çын», — тет. Çак сăмахсем вĕсем пĕри те чун-чĕререн тухнă сăмахсем мар. Вĕсем юри каланă, суя сăмахсем кăна. Ун пек сăмахсене: «Тĕнчере пурте ухмах. Эп çеç ăслă», — тесе шутлакан çын çеç калама пултарать. Чăннипе, Зойăна хурласа çăвар та уçас килмест ман. Ăна хурлани хама хурланă пекех туйăнать. Çапах та Зоя хамран мар, чун-чĕререн аяккарах та аяккарах тармасть-ши? Нина йăлтах урăхла, чун-чĕре патне çывăхарах та çывăхарах килнĕ пек сисĕнет. Анчах пĕлме çук-ха. Патак икĕ вĕçлĕ теççĕ. Сатлайкина валли мансăр пуçне те туллиех. «Кусен çемйине сĕмсĕрленсе кĕрес мар. Тарас ку çынран, — теме те пултарать хĕр. Вăт еплерех вăл пурнăç. Ăна ăнланса илме питех те йывăр».
Каюков тăчĕ, тăчĕ те комбайнсем патне уттарчĕ.
19
Урапаллă пӳрт халь çамрăк хырлăх çумĕнче ларать. Ку таврара темиçе çул каярах хырсем пачах пулман. Акма юрăхсăр, хăйăрлă лаптăк сарăлса выртнă. Çав хăйăрлă лаптăк çултан-çул сарăлнă. Юртукасси çыннисем аптрасах çитнĕ. Мĕн тумалла-ха? Хайхи тĕплĕн шухăшласа пăхаççĕ те çак вырăнта вăрман чĕртме тытăнаççĕ. Талккăшĕпех хыр лартаççĕ. Ӳсет, вăйланать çамрăк хунав. Сарă хăйăр хирĕнче ем-ешĕл хырлăх çĕкленет. Халĕ унта çулсерен çырла, кăмпа пухаççĕ. Кăçал кăмпа йышлă. Нумаях пулмасть çумăр вăхăтĕнче комбайнерсем кĕрсе курчĕç хырлăха. Вăтăр-хĕрĕх минутрах пĕрер витре татса тухрĕç. Пĕçерчĕç те — тĕлĕнмелле апат пулчĕ. Çавăн чухне акă мĕн пирки калаçса татăлчĕç. Тырă вырса пĕтерсен кăмпа яшки пĕçерсе çиес терĕç. Икĕ витрепе пĕçерес терĕç ăна. Пĕçерме такан та хатĕрлесе хучĕç. Пăрăçне-мĕнне те, лавр çулçине те, ыхри-суханне те янтăларĕç. •
Паян акă юлашки кун. Сĕлĕ хирĕ ансăрланнăçем ансăрланать. Комбайнерсен кăмăлĕ çĕкленӳллĕ. Малта, яланхи пекех, Каюков комбайнĕ, ун хыçĕнче — Сатлайкина, кайра — Сăрмулат Павăлĕ. Çанталăк сулхăн. Лапка-лапка тĕксĕм пĕлĕтсем шăваççĕ. Ăçтан тухаççĕ-ши вĕсем? Ăçта каяççĕ-ши? Пĕлме çук. Хăйсем пĕр самантлăха та чарăнса тăмаççĕ. Ялан малалла вĕсен çулĕ. Ялан инçетелле. Тĕнче хĕрринелле...
Сатлайкина кăвак куртка тăхăннă. Пуçĕнче — сар çӳçеллĕ сарă тутăр. Шухă çилпе пĕр чарăнмасăр, канăçсăррăн вĕлкĕшет çав тутăр. Вăр-вăр-вăр вĕсет. Нина лайăх туртса çыхнă ăна. Трактористкăна вĕренсе тухсан ашшĕ илсе панăччĕ çак тутăра. Халĕ те куç умĕнчех. Канашран автобуспа таврăнчĕ Нина. Пĕрле вĕреннĕ хĕр ачасемпе хыçала вырнаçнăччĕ. Пурте çав тери хаваслăччĕ. Калаçас, кулас, юрлас килетчĕ. Ара, чăматанра хаклă документ-çке. Трактор çӳретме ирĕк паракан документ. Чăтаймарĕç хĕр ачасем, юрласа ячĕç. «Ой ты, рожь» юрра шăрантарчĕç вĕсем. Çĕкленӳллĕн, чун-чĕререн. Юрланă май вĕсен умне вĕçĕ-хĕррисĕр ыраш уйĕ тухса тăчĕ. Кăкăр çӳллĕш çĕкленнĕ ыраш. Айăн-çийĕн хумханать. Ылтăн тинĕс пек курăнать. Хĕр ачасемпе пĕрле автобусри ытти çынсем те
юрлама тытăнчĕç. Пурте юрлаççĕ. Автобус шăпах ыраш уйĕпе ыткăнса пыратчĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр ыраш, ыраш... Ытла та хаваслăн янăранăччĕ çав юрă.
Автобусран ансан яла пилĕк çухрăм çуранах каймалла пулчĕ Нинăн. Пилĕк çухрăм тăршшĕпех ыраш хирĕ, Таçта путене сасси илтĕнчĕ: пĕт-пĕлтĕк! пĕт-пĕлтĕк! Нинăн чун-чĕри çунатланчĕ. Тăван уй-хиртен илемли нимĕн те çук пек туйăнчĕ ăна тĕнчере. Çунат хушса, хĕпĕртесе çитсе кĕчĕ вăл килне. Ашшĕпе амăшĕ картишĕнче ларатчĕç. Хӳме хĕрринчи каска çине юнашар вырнаçнă та шăкăл-шăкăл пуплешетчĕç. Хĕр ачи килсе кĕнине курсан иккĕшĕ те ура çине çĕкленчĕç. Нина чăматанне уçрĕ те хайхи хаклă документа кăларчĕ. Ашшĕпе амăшĕ васкамасăр вуласа тухрĕç ăна. «Пултаратан, хĕрĕм. Аннӳне пăхнă эс. Савăнатăп», — терĕ ашшĕ. «Ман çулпах кайрăн апла. Тăрăш», — пуçран саврĕ амăшĕ. Тепĕр куннех, райцентра кайсан, ашшĕ ун валли сар çӳçеллĕ сарă тутăр илсе килчĕ. «Çак тутăра, хĕрĕм, сана парнелетĕп, — терĕ вăл. — Ятарласах суйласа илтĕм ăна. Пĕлетĕн-и, мĕншĕн сарă тĕслине, сарă çӳçеллине туянтăм-ха? Çук, чухлаймастăн пуль. Çак сарă тĕс сана вĕçĕ-хĕррисĕр сап-сарă ыраш уйне асилтертĕр. Сарă çӳçисем тулса çитнĕ сарă пучахсем усăнса тăнă пек курăнччăр». Çапла каларĕ ăна ашшĕ. Çак сăмахсем Нина чун-чĕринче яланлăхах тăрса юлнă. Вĕсене вăл нихăçан та манас çук. Паян Сатлайкина ятарласах ашшĕ парнине çыхма шут тытрĕ. Килĕшет ăна çак тутăр. Авă епле çăмăллăн, хавассăн вĕлкĕшет сар çӳçеллĕ сарă тутăр. Вăл вĕлкĕшнине Каюков та асăрхарĕ курăнатъ. Каялла çаврăна-çаврăна пăхать. Хыçалта пыракан Сăрмулат Павăлĕ те çак тутăр çинчен куçне илмест темелле.
Сĕлĕ хирĕ чылай хĕсĕнчĕ ĕнтĕ. Нумаях та вăхăт иртмĕ, йăлтах хĕсĕнсе çитĕ. Вара тăмăч çухалĕ. Халĕ ылтăн-кĕмĕл шерепесем чӳхенеççĕ-ха. Талккăшпе пĕр канмасăр силленеççĕ. Сатлайкина сĕлĕ хирне тинкерчĕ те тем пирки чунĕ хурланнă пек пулчĕ. Ниушлĕ çак хир тăмăч çухалать? Ниушлĕ ситес çуллаччен те, кĕркуннеччен те курма пулмасть ăна? Илемлĕ-çке ылтăн-кĕмĕл шерепесен тӳлек юрри-кĕвви, вĕсен вĕçĕ-хĕррисĕр хусканăвĕ. Сатлайкинăн халь çак хире хĕрхенес килчĕ. «Мĕншĕн васкаса вырас-ха ăна, илемленсе лартăр, пурăнтăр пăртак», — шухăшларĕ вăл.
Тӳпере тĕксĕм, кичем пĕлĕтсем çаплах пĕр канмасăр малалла ыткăнаççĕ. Комбайнсем пĕр еннелле кайнă чух — вĕсене майăн, тепĕр еннелле кайнă чух — вĕсене хирĕç. Халĕ ак майăн килеççĕ-ха пĕлĕтсем. Комбайнран иртсе кайма хăтланаççĕ. Хир вĕçне çитсен, каялла çавăрăнсан, хирĕçле сĕкĕнеççĕ. Комбайна хирсе ывăтас пекех, аялтанах иртеççĕ. Сатлайкинăн сар çӳçеллĕ сарă тутăрĕ те пĕрре пĕр еннелле, тепре тепĕр еннелле вĕçет. Сăрмулат Павăлĕ çак тутăр еплерех вĕçнине тем пирки тарăннăн шухăша кайсах сăнать.
Кăнтăрла иртсен сĕлĕ хирне вырса пĕтерчĕç. Тавралăх йăлтах çаралса, пушанса юлчĕ. Комбайнсене чарчĕç. Комбайнерсемпе вĕсен помощникĕсем пĕрин хыççăн тепри сике-сике анчĕç. Нимĕн те шарламарĕç-ха. Пĕр тĕле пухăнчĕç. Малтан ĕçленĕ чухне пурте йăл-йăл çиçсе, çуталса тăратчĕç. Хавхалану вут-çулăмĕ хĕтĕртсе, васкатса пыратчĕ. Халĕ вĕсен сăн-питĕнче, хусканăвĕнче ывăнни, кичемленни сисĕнчĕ. Тем çухатнă пек, такампа сывпуллашнă пек туйăнчĕ вĕсене. Ара, тинĕс пек вĕçĕ-хĕррисĕр хумханса выртакан тыр-пул тасалчĕ-çке хиртен. Пĕтĕм тавралăх пушанчĕ. Кунсăр пуçне уй-хир ĕçченĕсем хăйсен çурăмне пусса, йывăрлатса тăракан темĕнле чула, пĕренене илсе ывăтнă пекех туйрĕç. Çапла сасартăк çăмăлланни пĕр енчен савăнтарчĕ-ха вĕсене, тепĕр енчен вара... тепĕр енчен пăшăрхантарчĕ. Ялан ĕçе хăнăхнăран-ши? Тем çитмерĕ, килĕшсех каймарĕ. Анчах çак самант нумая пымарĕ. Пĕр ушкăна пухăннă механизаторсем кĕçех шавласа кайрĕç. Пĕр-пĕрне алă пачĕç, саламларĕç. Сатлайкинăпа Анфис тӳрех хырлăх хĕрринчи çурт еннелле чупрĕç.
— Эпир тӳрех кăмпана каятпăр. Тĕлĕ пур пирĕн. Пĕр самантрах татса тухатпăр! — кăшкăрса хăварчĕ Сатлайкина.
Арçынсем малалли ĕçсем пирки пуплешрĕç. Тумалли татах нумай-ха вĕсен. Хирти улăма пухса кĕртмелле. Кĕр сухи те пĕтмен. Часах çĕр улми кăлармалла.
— Кĕр калчи мĕнле-ши пирĕн? — ыйтрĕ Сăрмулат.
— Чиперех шăтса тухнă. Еккĕм Иванĕ ку хутĕнче чăннипех те тăрăшнă курăнать. Тавтапуç ăна. Юлташĕсем тетирпейлĕ акнă, — пĕлтерчĕ Каюков.
— Эппин, картне ларса çитетех Еккĕм?
— Çитетех. Агроном та ырларĕ ун ĕçне.
— Упана та ташлама вĕрентеççĕ те... Еккĕм Иваннех тăна кĕртме пулать ĕнтĕ, — каласа хучĕ Паймушкин.
— Э-э, йăнăшатăн эс, — пӳрнипе юнарĕ ăна Сăрмулат. — Этеме тăна кĕртесси тепĕр чухне упана тăнакĕртессинчен те кăткăсрах. Упана канфет çитер те — ĕçĕ те пĕтрĕ. Этеме канфетпа улталама çук.
— Уйрăмах Еккĕм Иванне, — хушса хучĕ ун помощникĕ Илле, яланах чĕмсĕр çӳрекенскер.
Пурте кулса ячĕç. Анчах мĕн пирки кулчĕç-ха? Илле вырăнлă сăмах каланăран-ши? Е халиччен калаçман çын сасартăк сăмах хушнăран-ши? Тен, уншăн та, куншăн та пуль. Пурпĕрех мар-и?..
Кăштах тăрсан пурте пĕрле урапаллă çурт патне çул тытрĕç. Хыттăн калаçса, кулкаласа, шавласа утрĕç вĕсем. Кĕписене хывса пăрахсах киленӳллĕн çăвăнчĕç, тасалчĕç. Сăрмулат Павăлĕ пӳртрен купăсне йăтса тухрĕ.
— Халех мар-ха. Малтан кăмпа яшки пĕçермелле, — терĕç ăна юлташĕсем.
— Пĕлетĕп, — хуравларĕ вăл. Вара купăсне хул хушшине хĕстерсе тытрĕ. — Эпĕ кайрăм.
— Ăçта? — ыйтрĕç унран.
— Хамăнне хам пĕлетĕп.
— Тăлăх арăмсем патне-и? — йĕкĕлтешрĕ Паймушкин. — Хурса хăвар çĕтĕк купăсна. Намăс куратăн.
— Ман купăс çĕтĕк-и? Ку таврара унран чапли çук-ха. Вăл ветеран купăс. Атте тăватă çул фронтра çӳренĕ унпа. Халĕ ак манпа хирте. Историйĕ пур унăн...
Сăрмулат Павăлĕ хырлăх хĕррипе утрĕ. Чылай аякка кайрĕ. Вара мише юпи çумне ларчĕ те темĕнле юрă кĕвви ĕнерме тытăнчĕ. Тӳпере тĕксĕм пĕлĕтсем умлăн-хыçлăн шăва-шăва иртеççĕ. Тунсăхлă. Кун пек чухне тахçан пулни-иртни, çамрăк вăхăт аса килет.
Хирти станра ĕçсем хăйсен йĕркипе пычĕç. Сатлайкинăпа Анфис кăмпа татса килчĕç. Халĕ такан çинчи икĕ витрере те яшка лăкăртатсах вĕрет. Таврана тутлă шăршă сарăлнă. Нинăпа Анфис вучах умĕнче ăшталанаççĕ кăна. Апат тутлăрах пултăр теççĕ-çке. Ăна яраççĕ, кăна. Вĕçĕмрен сыпа-сыпа пăхаççĕ.
Акă хирти пӳрт патне сăпкаллă мотоцикл кĕрлеттерсе çитрĕ. Рульне тытса пыраканĕ колхоз председателĕ Кайсаров иккен. Сăпкари — кăмăллă çамрăк çын, çара пуçăнах. Вĕр çĕнĕ кăвак костюмпа хăй, пăнчăллă-пăнчăллă галстукпа. «Чим-ха, чим, ку хайхи Шапуловский мар-и? Райхаçат сотрудникĕ, — шухăшласа илчĕ Каюков. — Тем кала та — çавă». Кĕркури йăл кулса илчĕ те малтан колхоз председательне, ун хыççăн, уйрăмах чыс туса, хаçат сотрудникне алă пачĕ.
— Килсе курас терĕр-и, Шапуловский юлташ? — терĕ вăл.
— Çапла, килсе курас терĕм, — паттăррăн хуравларĕ Шапуловский. — Тĕш тырăсене вырса пĕтертĕр апла?
— Пĕтертĕмĕр.
Шапуловский васкаса блокнотне кăларчĕ. Тӳрех тем çырма тытăнчĕ. Çырнă май унталла-кунталла тинкерчĕ, хăй тĕллĕн мăкăртатрĕ: «Пĕлĕтлĕ кун. Ем-ешĕл хырлăх. Урапаллă хитре çурт. Каюков Григорий, бригадир. Çӳллĕ патвар çын. Бакенбардăллă. Куçĕ кăвак... — Ун хыççăн пуçне ялт çĕклерĕ те: — Очерк çырас пулсан пурне те пĕлес пулать. Вак-тĕвек таранах...» — тесе хучĕ. Вара ун çинчен, кун çинчен татти-сыпписĕр ыйтма тытăнчĕ. Хуравлама ĕлкĕр кăна. Аран-аран хăтăлчĕ унран Каюков.
Хĕрсем яшка пиçни çинчен пĕлтерчĕç. Апата чĕнчĕç. Акă урапаллă пӳрт умĕнчи тăрăхла сĕтел хушшине пурте вырнаçса ларчĕç. Шапуловский юлташа та хăна тăвасшăнччĕ механизаторсем. Вăл килĕшмерĕ. «Ман васкамалла. Халех редакцие çитес пулать», — терĕ те çуранах аслă çул еннелле васкарĕ. «Кайтăрах», — тесе юлчĕç комбайнерсем. Тĕтĕм шăрши калакан тутлă яшкана техĕмлĕн сыпма тытăннăччĕ ĕнтĕ, колхоз председателĕ: «Сăрмулат курăнмасть-çке. Ăçта вăл?» — терĕ. Пурте тĕлĕнсех кайрĕç. Сăрмулат чăнахах та çук иккен. «Паçăрах кайрĕ вăл. Ма килеймерĕ-ши?» — ура çине сиксе тăчĕ Каюков. Вара хырлăх хĕррине пычĕ те хыттăн кăшкăрчĕ: «Сăрмулат! Яшка çиме!» Ăна хирĕç нимĕнле сас-чĕвĕ те илтĕнмерĕ. Каюков тепĕр хут тата хыттăнрах чĕнчĕ: «Апата, Сăрмулат! Апата!» Каллех сас-чӳ памарĕ Павăл. Кĕркури алне сулчĕ те хăй вырăнне пырса ларчĕ. Пурте киленсех çирĕç уй-хир, вăрман апатне.
— Тĕнчере çакăнтан тутлă яшка çук пуль, — терĕ Паймушкин.
— Пĕçерекенсем... Пĕçерекенсем маттур. Çавсене ырламалла, — сăмах хушрĕ колхоз председателĕ.
— Кăмпине те вĕсемех татса килнĕ. Вăш-ваш та пултаруллă пирĕн хĕрсем, — мухтаннă пек каласа хучĕ Каюков.
Унччен те пулмарĕ — çывăхрах купăс сасси янăраса кайрĕ. Хаваслă йыш умне Сăрмулат Павăлĕ килсе тухрĕ. Купăсне мăнаçлăн нăрт-нăрт тутарса чарчĕ те пӳрте хăпармалли пусма çине тирпейлĕн кайса лартрĕ. Ун хыççăн тӳрех сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Сатлайкина ăна пĕр котелок тăп-тулли яшка антарса пачĕ.
— Ăçта аташса çӳрерĕн эс? — ыйтрĕ Каюков.
— Кайран пĕлетĕр, — куçне чеен хĕскелесе илчĕ Сăрмулат.
Пурте çисе тăрансан колхоз председателĕ механизаторсемпе туслăн, юлташлăн калаçу пуçарчĕ. Каюков бригадинчи ĕçсем начар мар иккен. Çакна çирĕплетсе пама пĕр цифра та çителĕклĕ. Çапла, пĕр цифра та... Бригада кашни гектартан 34,2 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çакăн çинчен пĕлтерчĕ председатель. Пурне те алă тытсах тав турĕ. Çак хыпар механизаторсене çĕклентерсех ячĕ. Пĕлĕтлĕ, сулхăн кун та çуталса илемленчĕ. Çаралса юлнă уй-хир те кăмăллăн: «Эпир парăмра юлас темерĕмĕр. Тăрăшрăмăр», — тесе пăшăлтатнă пек илтĕнчĕ. Çынсен чун-чĕринче мăнкăмăллăх, телей çĕкленчĕ. «Эпир те çынах. Хамăр ята ямастпăр», — тесе калас килчĕ вĕсен.
— Çĕнĕлле тăрăшнин малтанхи утăмĕ ĕнтĕ ку, — терĕ председатель аллисене киленӳллĕн пĕр-пĕринпе сăтăркаласа илсе.
— Ытти бригадăсен еплерех? — ыйтрĕ Сатлайкина.
— Ыттисен-и? — питне пĕркелентерчĕ Кайсаров. — Хальлĕхе татсах калама çук-ха. Вырса пĕтермен вĕсем. Апла пулин те пĕлтерме пултаратăп. Ман шутпа, вĕсен сирĕнне çитеймест.
— Мĕн пирки сахалрах? Сăлтавĕ мĕнре?
— Сăлтавĕ-и? — каллех питне пĕркелентерчĕ председатель. — Сăлтавĕ сахал мар. Пĕрремĕшĕ — çур акине кал-кал ирттереймерĕç, иккĕмĕшĕ — тырра тĕшĕ тулса çирĕпленсе çитичченех вырма тытăнчĕç, виççĕмĕшĕ — хăш-пĕр лаптăкри çулса пăрахнă тырра çĕртсе ячĕç, тăваттăмĕшĕ — тирпейсĕрлĕх... Вăт, çавăн пек. Паллах, куншăн эпир хамăр та, правленире ĕçлекенсем, айăплă. Çапла, айăп пур пирĕн. Тӳрех калас пулать...
— Чăннипех те пур, — ура çине тăрсах каларĕ Сăрмулат. — Тырă вырма тухас умĕн пире кам кăна тустармарĕ-ши? «Васкăр! Халех çулса пăрахăр!» — теççĕ. Эсир хăвăр та ятлаçсах калаçрăр пирĕнпе. Уйрăмах сирĕн заместитель Мамуков тăнран ячĕ. Урса кайнă вăкăр пекех тăрăнчĕ. Шапуловский корреспондент тата. Еплерех «хĕнерĕ» вăл пире хаçатра. Малашне çĕр çыннине хăйне шанасчĕ, ĕненесчĕ ытларах. Вăт çакăн пек манăн шухăш.
Кайсаров татах питне пĕркелентерчĕ:
— Тĕрĕс... Тĕрĕс... — мăкăртатрĕ вăл.
— Пулă пуçĕнчен çĕрме пуçлать теççĕ. Çакна манас марччĕ, Кайсаров юлташ, — тепĕр хут сиксе тăчĕ Сăрмулат.
— Çапла, — пуçне сулчĕ председатель. Вара йывăррăн сывларĕ те сăмахне малалла тăсрĕ: — Ман шутпа, акă мĕскер. Тыр-пулшăн чăн-чăн кĕрешӳ пуçарас тесен аккордлă-премиллĕ меслет кирлех. Чун-чĕререн ĕненсе калатăп. Çĕр çыннине хыçалтан хăваласа çӳренипе, «çапла ту», «çапла ĕçлемелле» тесе кунĕн-çĕрĕн тăн кĕртнипе ним усси те çук. Çĕр çынни вăйлă тыр-пул ӳстерес тесе хăй хастарланса çӳретĕр, хăй ытларах вĕренме тăрăштăр. Ĕçри пултарулăхне ӳстерме анлăрах майсем пулччăр унăн. Таса уйра карта тытни кирлĕ мар. Тĕрĕс-и ман шухăш? Килĕшетĕр-и унпа? — ыйтрĕ Кайсаров.
— Питĕ килĕшетĕп, — терĕ Сăрмулат.
— Килĕшетпĕр, — терĕç ыттисем те. Председатель мотоциклĕ еннелле утрĕ. Чарăнса тăчĕ.
Каюков бригадира кăчăк туртрĕ. Кĕркури ун патне чупсах пычĕ. Кайсаров ăна çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ те:
— Вăт мĕскер, тăванăм. Тăнла, — терĕ. — Комбайнсене ыран ирех иккĕмĕш бригадăна илсе каятăн. Пулăшас пулать хурăнлăхсене. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм.
— Эппин, урăх хушу парасса ан кĕт, — председатель мотоциклĕ çине ларчĕ те Хурăнлăх еннелле ыткăнчĕ. Акă шоссе çулĕ çине тухрĕ мотоцикл. Вара пĕчĕкленнĕçем пĕчĕкленчĕ, тăмăч çухалчĕ.
— Сăрмулат, туртса яр купăсна. Кăштах савăнар! — кăшкăрсах каларĕ бригадир.
Сăрмулат Павăлĕ кĕттерсе тăмарĕ. Механизаторсем юрларĕç, ташларĕç. Чи малтанах Сатлайкина «Ой ты, рожь» юрра юрласа пачĕ. Унтан ыттисем те юрра тăсрĕç. Вырăсла та, чăвашла та шăрантарчĕç вĕсем. Тĕрлĕрен ташăпа савăнтарчĕç. Юлашкинчен Сăрмулат Павăлĕ купăсне чарчĕ те тус-юлташĕсем çине чеен, асăрхануллăн пăхса çаврăнчĕ. Чылайччен ним шарламасăр тăчĕ. Сатлайкина еннелле уйрăмах ăшшăн тинкерчĕ. Унăн сар çӳçеллĕ сарă тутăрĕ паçăрхи пекех вĕл-вĕл вĕçет. Вара, тата кăштах тăрсан, Сăрмулат Павăлĕ пуçне шуххăн ялт çӳлелле çĕклерĕ те лăпкăн, ăшшăн:
— Çĕнĕ юрă юрласа парам-и сире? — терĕ. — Итлемешкĕн кăмăл пур-и?
— Çĕнĕ юрă? — тĕлĕнчĕç тус-юлташĕсем.
— Чăнах та... Эсир ăна пĕри те илтмен. Тĕнчере никам та илтме пултарайман-ха ăна халиччен.
— Мĕн, ху кĕвĕлерĕн-им? — тата ытларах тĕлĕнчĕç механизаторсем.
— Хам кĕвĕлерĕм.
— Юптаратăн. Пулма пултараймасть, — ĕненмерĕç хăш-пĕрисем.
— Тен, кĕвĕленĕ те пуль. Апат çиме те кая юлса çеç килчĕ-çке, — терĕç теприсем.
— Юрласа пар. Тĕлĕнтер халăха, — хыттăн каласа хучĕ Паймушкин.
Сăрмулат Павăлĕ, вăтăртах кукшаланнă пулин те, яштака, илемлĕ. Куçĕсем яланах йăл-йăл кулса, çуталса тăраççĕ. Акă вăл юлташĕсем умне тухса тӳп-тӳрĕ тӳрленсе тăчĕ. Купăсне майлаштарса тытрĕ. Ăна кăштах ĕнеркелесе пăхрĕ. Ӳсĕркелесе илчĕ. Вара купăс çеммипе юрлама тытăнчĕ:
Сар çӳçеллĕ сарă тутăр
Вĕлкĕшет ав хырлăхра.
Ах, ăçта, ăçта-ши пултăр
Эпĕ çамрăк вăхăтра.
Çамрăк чух сана курманшăн
Халĕ те эп ӳкĕнеп.
Сарă тутăр пулчĕ маншăн
Сар хĕвелĕн çути пек.
Ма çыхатăр сарă тутăр,
Ма иртетĕр хырлăхпа?
Асăмра яланлăх юлтăр
Сар çӳçеллĕ тутăрпа.
Мĕншĕн-ши кайран туянтăр?
Тен, курман-ши çыхнине...
Çул иртсен кăна туятпăр
Чун-чĕрешĕн хаклине.
Уйрăлу, манни вăл теççĕ
Сарă тутăра темме.
Тĕрĕс мар, ахаль пуплеççĕ.
Ĕненместĕп тĕшмĕше.
Сăрмулат юрласа пĕтерчĕ. Пуç тайрĕ. Вара юлташĕсем хушшине васкарĕ. Пĕри те нимĕн те шарламарĕ. Çĕнĕ юрра кам çинчен çырнине, паллах, пурте ăнланчĕç. Сатлайкина çинчен çак юрă. Анчах кам тунсăхлать-ха çак хĕршĕн? Сăрмулат хăех-ши? Çук, ун пек пулма пултараймасть. Такам урăххи тунсăхламасть-ши ăна? Кам-ши вăл? Хамăр хушăрах-ши? Е таçта урăх çĕрте?
— Чуна пырса тивет. Килĕшрĕ ку юрă, — хуллен каласа хучĕ Паймушкин.
— Сан çинчен ку. Савăн, Нина аппа, — Сатлайкинăна ыталарĕ Анфис.
— Тен, урăххи çинчен пуль. Сарă тутăр çыхакансем тĕнчере пайтах-çке, — ăшшăн кулкаласа илчĕ Нина. Вара вăтанчĕ пулас, айккинелле пăрăнчĕ.
Каюков вара çак юрă вĕсленсессĕнех хуллен-хуллен хырлăх еннелле утрĕ. Шаларах та шаларах кĕчĕ. Куçĕ тĕтреленчĕ. Чĕри кăртлатса тапрĕ. Çак юрăра ăна хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕ курăннă пек туйăнчĕ. Унта Кĕркурин пĕтĕм хуйхи-суйхи, савăнăçĕ, телейĕ. Вăл татах шала васкарĕ. Вара пĕр патвар хыр умне çитсе тăчĕ. Ана ыталаса тытрĕ. Хăй тĕреклĕ, çирĕп арçын пулин те тӳсеймерĕ, куçĕнчен вĕри тумламсем пăчăртанса тухрĕс.
20
Сентябрьте каллех çумăрсем пусланчĕç. Ик-виçĕ кун çăвать те пĕрер кун уяр тăрать. Вĕçĕмсĕр çапла. Çĕр улми хирĕ йăлтах шапарчĕ, пылчăкланчĕ. Сатлайкинăпа Еккĕм Иванĕ аптăрасах çитрĕç. Трактор пута-пута ларать, çĕр улми кăлармалли машинăна сĕтĕрсе пыраймасть. Пĕррехинче сапла самай уяртрĕ. Çĕр улми пухма хĕрарăмсем, шкул ачисем йышлă тухрĕç. «Ну, паян тăрăшатпăр-ха», — шухăшларĕ Сатлайкина. Чăнах та, малтан чиперех ĕçлерĕç-ха. Çĕр улми хирĕ тӳрем вырăнта мар. Тайлăмрах тĕлте. Ирхине çул енчен тытăнчĕç-ха вĕсем. Унта типĕрехчĕ. Хайхи майĕпен-майĕпен аяларах та аяларах анса пычĕç. Çĕр улмийĕ шултра та йышлă. Машина хыççăн шап-шурă выртса юлать, тăпра та курăнмасть тейĕн. Пурте хаваслă. Шкул ачисем кĕшĕлтетеççĕ кăна. Хĕрарăмсем, хĕрсем юрла-юрла тăрăшаççĕ. Автомашинăсем вĕçĕ-хĕррисĕр каллĕ-маллĕ хутлаççĕ. Апла пулин те турттарса пĕтерме ĕлкĕреймеççĕ. Ĕç çапла кал-кал пынине кура Сатлайкинăн хăйĕн те юрлас килет. Çапах та тытăнса тăрать. Ара, руль умĕнче юрлани илемлĕ мар-çке. Кунта тимлĕх кирлĕ. Çапах та Нина ăшра юрлама тытăнчĕ. Сăрмулат Павăлĕ кĕвĕленĕ юрра аса илчĕ вăл. Тĕрĕссипе, аса илчĕ теме те кирлĕ мар пуль. Вăл ăна манман-ха. Манас та çук. Юрă сăмахĕсене те Анфиспа иккĕшĕ çав кунхинех (Сăрмулат юрласа панă кунхинех) майлаштарса çырнăччĕ. Хăш-пĕр сăмахсене аран-аран аса илсе. Кайран, пĕр-ик кунтан, Сăрмулат Павăлĕ юрă сăмахĕсене машинкăпа пичетлеттерсех парнелерĕ. «Сăввине те хамах çырнă», — терĕ вăл. Халĕ ак Нина йăл кулса илчĕ: «Сăмахĕсем те хăйĕнех-ши вара? Апла пирĕн бригадăн композитор, сăвăç пур иккен. «Сар çӳçеллĕ сарă тутăр» тесе ят панă вăл юррине. Эппин, килĕштернĕ ман тутăра. Акă паян та çав тутăрпа-ха эп. Ăшă, çемçе вăл. Хам та килĕштеретĕп ăна», — пăшăлтатрĕ Сатлайкина.
Кăнтăрлахи апатчен пĕр самантлăха та чарăнса тăмарĕ Сатлайкина тракторĕ. Еккĕм Иванĕ те унран юлмарĕ. Вăхăт-вăхăтпа кабинăран пуçне кăлара-кăлара кăшкăрчĕ ăна Нина. «Тавай, Еккĕм Романчă, çĕмĕрттерер-ха паян! Рекорд тăвар!» — терĕ. «Конешнă!» — килĕшрĕ унпа Еккĕм Иванĕ.
Кăнтăрлахи апат хыççăн та чип-чиперех тăрăшрĕç Еккĕмпе Сатлайкина. Кун аптрамасть темелле. Кăшт пĕлĕтлĕ-мĕнлĕ пулин те кăларнă çĕр улми чиперех типет. Подвалра йĕркеллĕ упранма пултарать вăл. Автомашинăсем çаплах каллĕ-маллĕ хутлаççĕ. Агроном та кăмăллă пулас, чупкаласа çеç çӳрет. Ĕç ăнăçса пынă чух кам савăнмĕ ĕнтĕ. «Пĕтĕм савăнăç, кирек мĕнле пулсан та, ĕçрен килет», — шухăшларĕ Сатлайкина. Ун хыççăн яланхи пекех йăл кулса илчĕ. Хитре, илемлĕ Нина кулли. Пит çăмартисем пăртак пăт! путаççĕ. Хăмăр куçĕ тӳлеккĕн, сăпайлăн çиçет. Тĕнчере кашни çыннăн кулли расна. Сатлайкина кулли вара чи ырă кулăсенчен пĕри пулассăн туйăнать. Тăрăшуллă, ĕçлĕ çыннăн кулли унăн. Урамра ахаль якăлтатса çӳрекен пикесен кулли мар. Нина каллех Сăрмулат Павăлĕ юрланине аса илчĕ. Вăл юрласа пĕтерсен Каюков ăçта кайса çухалчĕ-ха? Ытла та хăвăрт çĕтрĕ-çке вăл. «Эп асăрхасах, сăнасах тăраттăм-çке ăна. Куçран вĕçертес мар-ха теттĕм, — шухăшларĕ Сатлайкина. — Хăш самантра тарма ĕлкĕрнĕ вăл? Паллă ĕнтĕ, ахальтен çухалман Кĕркури. Мĕн те пулин сиснĕ. Чăнах та, сăввине ăна валли тесех çырнă пулас. Ниушлĕ Сăрмулат пирĕн юратăва кăштах та пулин ăнкарать? Шанма çук, ун пек те пулма пултарать. Такам калаçнине илтнĕччĕ эп. Вăл ак мĕнлерех каларĕ юрату пирки: «Эрех ĕçмен çын кăшт кăна эрех ĕçнĕ çынна та сиснĕ пекех, юратакан çынсене те ытти çынсем хăвăрт асăрхаççĕ, кураççĕ», — терĕ вăл. Ниушлĕ çаплах-ши вара? Çук, ун пекки пулма пултараймасть. Ну, паллине паллă çав. Сăрмулат пĕлмесĕр çырман çав сăвва. Паян кăшман кăларакансем патĕнче пулмалла-ха Кĕркури. Тĕл пулсан ыйтса пĕлетĕпех: ăçта çӳренĕ вăл Сăрмулат юррине итленĕ хыççăн? Чылайччен тăчĕ-çке».
Тракторсем тайлăма аннăçемĕн анса пыраççĕ. Нина шикленмест-ха. Ара, икĕ талăка яхăн уяр тăчĕ-çке. Çĕр айлăм вырăнсенче те кушăхма ĕлкĕрмелле ĕнтĕ. Çапах та сыхланас пулать. Руле çирĕп, тимлĕ тытса пырать Сатлайкина. Шкултан килнĕ хĕр ачасем ун çине хĕпĕртесе пăхаççĕ. «Салам, Нина аппа!», «Сывлăх сунатпăр», — теççĕ. Аллисемпе сулаççĕ, кулкалаççĕ, шавлаççĕ. Вĕсем çине пăхсан Сатлайкинăн кăмăлĕ çĕкленет. «Эпĕ те тин кăна çак хĕр ачасем пек шкула çӳреттĕм-çке», — тет вăл. Пурнăç сиккипе чупать çав малалла. Мĕншĕн çаплах васкать-ши вăл? Нина кабинăран пуçне кăларчĕ те:
— Еккĕ-ĕм! — тесе кăшкăрчĕ.
— Мĕн кирлĕ? Мĕн арçури пек çухрашатăн? — Еккĕм те пуçне кабинăран кăларчĕ.
— Пурăнатăн-и эс? — кулса ыйтрĕ Нина.
— Хальлĕхе тĕрĕс-тĕкелех!
— Ан парăн, Еккĕм Романчă!
Тракторсем татах тайлăма анчĕç халь. Тăпра йывăрланма тытăнчĕ. Кустăрмасем çумне пылчăк явăнать. Сатлайкина тавраналла тинкерчĕ. Çак тĕлте çеç нӳрлĕрех пек курăнчĕ ăна. Пусă тăрăх пĕр-иккĕ хутласан каллех типĕ тăпра пуçланмалла. Апла, тен, тӳсме пулĕ-ха. «Тӳсетпĕр, — пăшăлтатрĕ вăл. — Кун пеккине çеç курнă-и? Темиçе хут йывăртараххи те пулнă. Çырмара та сĕм çĕрле лакса ларнă. Вăрманта та... Çил-тăманра асап тӳсни те пулман мар. Пурнăç вăл ăшă пӳртре анне пĕçернĕ тăпăрчă куклине çисе ларасси çеç мар. Пурнăç вăл чул та кăшлаттарать, вут çине те пустарать. Кукри-макри нумай унăн». Сатлайкина хальхинче те пусă вĕçне аванах çитрĕ-ха. Каялла та тип-тикĕс килчĕ. Еккĕм те аптрамасть.
Пурте йĕркеллехчĕ, чиперехчĕ... Анчах мĕн амакĕ! Сатлайкина тракторĕ сасартăк лакса ларчĕ. Ниепле те тухаймасть. Кустăрмасем пăлтăр-пăлтăр çаврăнаççĕ те пылчăклă-мĕнлĕ тăпрана вăрлаттарса сирпĕтеççĕ, шаларах та шаларах путаççĕ. Сатлайкина кустăрмасем айне çĕр улми аври пĕр çĕклем йăтса килсе пăрахрĕ. Унтан тепĕр çĕклем... Трактор тухма та хăтланнăччĕ. Çук, тухса çитеймерĕ, каллех путса ларчĕ. Мĕн тумалла ĕнтĕ? Аптрасах çитрĕ Нина. Акă ун патне Еккĕм Иванĕ пычĕ.
— Мĕн, тухмасть-и? — терĕ вăл.
— Тухмасть çав. Кутăнланчĕ.
— Хам тракторпа турттарса пăхас мар-и?
— Сан трактору та, манăнни пекех, кустăрмаллă çав. Ĕç тухĕ-ши? Гусеницăллă трактор кирлĕ кун пек чух...
— Трос пур-и сан?
— Пур.
Еккĕм Иванĕ хăйĕн тракторне Сатлайкина тракторĕ умне çатăртаттарса илсе пырса тăратрĕ. Троспа кăкарчĕç вĕсене. Хайхи иккĕшне те харăс ĕçлеттерме тытăнчĕç. Эхе, сĕтĕрсе кăларать мар-и? Чăнах, сĕтĕрсе кăларать. Нина тракторĕ самаях хăпарчĕ. Тепĕр метр малалла кайсанах тыткăнран тухать вăл. Тракторсем татах мекĕрленчĕç. «Улăхать», «Тавай, тавай!» — терĕç Иванпа Нина пĕр-пĕрне. Çак самантра мĕн пулчĕ-ха? Сасартăк трос вĕçерĕнчĕ. Сатлайкина тракторĕ каллех хăй вырăнне шуса анчĕ.
— Мĕн шуйттанĕ-ха капла? — тарăхрĕ Иван.
Вĕсем троса каллех çыхса лартрĕç. Çирĕп майлаштарчĕç ăна.
— Ĕнтĕ вĕçерĕнес çук, — терĕ Нина.
Тракторсене татах кĕрлеттерме тапратрĕç. Хальхинче ниепле те сĕтĕрсе илеймест Иван тракторĕ. Апла кăна-и, хăй лакса лара пуçларĕ. Вара айккинелле тăрăнчĕ. Çĕр улми пухакан çынсене чĕнсе илчĕç. Лешсем йышлăн пычĕç. Шавлама тытăнчĕç:
— Эпир ăна пĕр самантрах тĕксе кăларатпăр.
— Ничево! Куркаланă кун пеккине.
— Тĕкнипе тухмасан çĕклесе лартатпăр.
— Айтăр, тытăнтăмăр!
Кĕçех Сатлайкина тракторне ăçтан май килет, çавăнтан тĕкме тытăнчĕс. Анчах пит тĕреклĕ çынсемех мар çав. Хĕрарăмсем, шкул ачисем çеç... Хайхи паçăрхи пекех самай çĕкленчĕ трактор. Ун чухнехи виçене çитрĕ, кăшт иртрĕ те темелле. Тухмалла пек ĕнтĕ. Çак самантрах çĕкленсе çитмелле пек. Чим-ха, мĕн амакĕ! Еккĕм Иванĕн тракторĕ халсăрланнăçем халсăрланчĕ. Тепĕр самантран трос лăнч пулчĕ.
— Хурах! Хам путса лартăм! — кăшкăрчĕ Иван. Çынсен тек ним тумалли те çук ĕнтĕ. Пăхса тăчĕç-тăчĕç те саланчĕç. Пухса пĕтереймен çĕр улмине пухса пĕтерме шутларĕç. Сатлайкинăпа Иван çаплах парăнасшăн пулмарĕç-ха. Кĕреçепе чавса типĕ тăпра патне çитме хăтланчĕç. Усси çук иккен. Кăçал типĕ тăпра тупăнать-и? Нинăпа Иван иккĕшĕ те йăлт вараланса пĕтрĕç. Аттисем тăр пылчăк. Кашни атти пăт таять пуль. Хырса пăрахсан та — нумайлă-ха мар. Тепĕр самантранах çав виçене çитет. Ывăнса çитнĕ Сатлайкина кабина çумне таянса тăчĕ. «Чип-чипер тăрăшаттăмăр, мĕн пулса тухрĕ-ха капла? — шухăшларĕ вăл. — Авă кăларнă çĕр улмине пухса пĕтереççĕ. Вара кунти çынсен мĕн тумалла-ха? Каç пулса килет. Тĕттĕмленесси те инçе мар. Çапах та чылай ĕç тума пулатчĕ. Çакăн чухлĕ халăхпа пĕр сехет, çур сехет ĕçлени те теме тăрать. Хăш-пĕр вăрăм чĕлхеллĕ карчăксем сăмах хускатрĕç пуль ĕнтĕ. Кăшлаççĕ пуль мана. «Хĕр упраçа трактор шанса памалла-и? Ĕлĕк ăна тилхепе те тыттарман», — теççĕ пуль. Мĕн тăвас тетĕн? Калаччăрах. Сăлтавне хам туса патăм-çке. Сатлайкина чунĕ ыратрĕ. Авă çĕр улмине пухса пĕтерчĕç. Çынсем пурте пĕр тĕле пухăнса тăчĕç. Тем пуплешеççĕ. Пĕр кинемей ак ун патнелле çул тытрĕ. Кам-ха ку? Сăрмулат Павăлĕн амăшĕ мар-и? Çавă-çке, çавă. Пĕркеленчĕк питлĕ пĕчĕксĕ хĕрарăм. Акă çывхарса çитрĕ вăл. Чарăнса тăчĕ. Нина, пуçне уснăскер, ун çине пăхма та вăтанчĕ. «Ну, хăтланатăр та эсир. Вăхăт ахалех сая каять. Пĕр çыннăн вăхăчĕ çеç мар-ха. Авă мĕн чухлĕ çын вăхăчĕ», — çакăн пек калассăн туйăнчĕ ăна Павăл амăшĕ. Çапах та Укçук кинемей Нина шухăшланă пек мар, урăхларах каларĕ. Лăпкăн кăна: «Нина, кĕтсе лармалла-ши сире, кĕтмелле мар-ши?» — терĕ вăл. «Каçарăр. Кĕтнин усси пулас çук. Ыран иртерех тухăр. Пурне те çапла кала. Ирччен майлашăнать», — пăшăлтатрĕ вăл. «Эс, Нина, мĕн, ытла ан пăшăрхан-ха. Кун пекки такамăн та пулма пултарать, — йăпатрĕ ăна кинемей. — Пĕрмай çумăр лӳшкесе тăчĕ те... Йĕпе-сапаллă килчĕ кăçалхи çул. Куншăн эс айăплă мар». Сатлайкина çав-çавах лăпланса çитеймерĕ. «Айăпĕ пур-ха, çук мар. Сыхланма пĕлеймерĕм курăнать», — терĕ Нина. Кĕçех вĕсем патне Еккĕм Иванĕ çитсе тăчĕ. «Чипер çӳрет-и?» — ал пачĕ вăл Сăрмулат амăшне. «Çӳрекелетĕп-ха», — хуравларĕ Укçук кинемей. «Эпир ав чăрмав кӳретпĕр çынсене», — тарăхуллăн каласа хучĕ Иван шăл витĕр сурса. «Ун пек ан кала, Иван. Ĕçĕ çавăн пек сирĕн», — тутрине хытарса çыхрĕ Укçук кинемей.
Çынсем кайса пĕтрĕç. Хир варрине икĕ тракторпа икĕ çын кăна тăрса юлчĕç. Тракторĕсем иккĕшĕ те пылчăка путнă. Вĕсем çĕмĕрĕлнĕ, арканнă пекех курăнаççĕ. Çыннисем те кичем, асаплă. Вĕсем те арканнă, çĕмĕрĕлнĕ пек туйăнаççĕ. Каç пулса çитрĕ. Тĕттĕм. Кичем.
— Эх, гусеницăллă трактор пулсан, — ассăн сывларĕ Нина.
Çак вăхăтра тайлăм тăрринче сасартăк темле çутă йăл-йăл курăнчĕ. Мĕн-ши унта? Уйăх хăпарать-ши? Çĕкленекен уйăх çути ун пек пулакан марччĕ-çке. Хĕрлĕрех курăнаканччĕ. Ку вара шурă çутă. Акă вăл вăйланнăсем вăйланчĕ. Ахăртнех, автомашина е трактор çывхарать пулас. Акă сăрт çине хăпарчĕ вăл. «Пирĕн паталлах килет-çке. Чăнах та кунталла, — кĕреçине кустăрма çумне таянтарса хучĕ Иван. — Тем кала та, хамăр бригада çыннисем. Пулăшма тухнă пуль». Фарăсен хăватлă çути Сатлайкинăпа Иван çине ӳкрĕ, куçĕсене йăмăхтарчĕ. «Айăпа кĕнисем акă кунтах. Çавсене пула тем чухлĕ çын каç пуличченех яла таврăнчĕ. Курăр, епле тĕршĕнсе тăраççĕ вĕсем», — тенĕ пекех çутатрĕç вĕсене фарăсем. Гусеницăллă трактор килет иккен. Вăйлă трактор, вăл вĕсен умне кĕрлеттерсе çывхарчĕ. Халех, халех йăлт таптаса, аркатса каяссăн туйăнчĕ. «Тимсĕр, ăнăçсăр этемсен шăрши-марши те ан юлтăр», — тесе каланă евĕрлех хаяррăн çĕмĕрттерсе çитрĕ. Акă чарăнчĕ. Кабинăран Каюковпа Сăрмулат сиксе анчĕç.
— Ну, мĕнле, шăхличсем? Намăс куртăр эппин, — терĕ Павăл.
— Халех майлаштаратпăр, — путса ларнă трактора пăхса çаврăнчĕ Каюков.
— Да... — шухăша кайса паçăрхи пекех шăл витĕр сурчĕ Иван.
Кустăрмаллă тракторсене, пĕрин хыççăн теприне, типĕ вырăна сĕтĕрттерсе кăларчĕç.
— Пирĕншĕн мĕскер ку. Ача вăййи кăна, — мухтанчĕ Сăрмулат.
— Тахçанах сире чĕнмелле пулнă. Çăрăнса тăтăмăр, — айăплăн каласа хучĕ Сатлайкина. Вара тем аса илчĕ те: — Эсир епле килме пĕлтĕр вара? Кам хыпар турĕ? — тесе ыйтрĕ.
— Сăрмулат амăшĕ чупсах шыраса çӳренĕ пире. Вăл хыпар турĕ. Халех кайса пулăшăр терĕ. Çавна тав тумалла сирĕн, — каласа пачĕ Каюков.
— Тавтапуç ăна, — пăшăлтатрĕ Сатлайкина. Часах виçĕ трактор ял еннелле çул тытрĕ.
21
Тавралăх тап-таса çĕнĕ юрпа витĕнчĕ. Хĕвел вăйсăррăн пăхать пулин те ытла та çутă, тирпейлĕ пек курăнать. Кашни япалан тĕсĕ хальчченхи пек мар, уйрăмах палăрса тăрать. Вăрман хуп-хура, палан йывăççи çине вĕçсе килнĕ уйăпсен пĕсехисем хĕп-хĕрлĕ, кăвак сăрпа сăрланă хапхасем кăн-кăвак. Таса юр çинчи хурсем хальчченхи пек шап-шурă мар, вараланчăк курăнаççĕ. Шап-шурă тăмпа шуратнă чул çуртсем те çуллахи пек шуррăн палăрса тăмаççĕ, самай тĕксĕмленнĕ. Анчăк çырминчи вак чулсене юр хупланă, пысăккисем лапсăркка шурă çĕлĕк тăхăннă. Шывĕ вара йăлтăртатса çиçмест, тĕксĕм те кичем. Ик хĕрринчен те пăрланнăскер ансăрланса, мĕскĕнленсе юлнă. Çыран хĕрринчи хыт хурасем тăр-тăр чĕтренеççĕ. Йăмрасем çинчи курак йăвисене юр тулнă. Хупса хăварнă кил-çурт пекех кичем вĕсем. Çара туратлă йывăçсем тăлăххăн лараççĕ. Ула курак çеç, йăмра тăррине, чи çӳле, вырнаçнăскер, ним хуйхй-суйхисĕр, мăнаçлăн крнклатса илет. Анчах нумай краклатмасть. Ик-виçĕ хутчен кăна. Хăш-пĕр чухне пĕрре краклатнипех çырлахать.
Нина Сатлайкина, хапха умне тухса тăнăскер, хĕл ларнине, унăн тунсăх илемне чылайччен сăнарĕ. «Çут çанталăк, тĕнче вĕçĕмсĕр улшăнать, — шухăшларĕ вăл. — Тен, тĕнчен пĕтĕм илемĕ, хаваслăхĕ çакăнта мар-ши? Ахăртнех, çакăнта. Ара, яланах çапла-çке: хĕл çитсен çуркуннене кĕтетĕн, çуркунне пулсан — çу кунĕсене, çулла вара — ылтăн кĕркунне çитессе, каярахпа, хура кĕркунне пуçлансан, — хĕл ларасса. Кĕркуннепе хĕлле чун-чĕрере тунсăхлăрах пулин те — пурпĕр аван. Ара, çынна тепĕр чухне тунсăхĕ те, кичемленни те кирлĕ курăнать. Мĕнле калас, ялан хаваслăх, савăнăç кĕрлесе тăни те йăлăхтарать çынна. Кулнипе пĕрлех хутран-ситрен йĕни те пăсмасть ăна».
Каюков бригадинчи механизаторсем çак кунсенче ăçта-ха? Мĕн тăваççĕ? Хĕле кĕтĕмĕр-ха тесе пĕри те ахаль лармаççĕ вĕсем. Пурин валли те ĕç пур. Сатлайкина халь мастерскойне çӳрет. Тракторсене юсаççĕ вĕсем. Юсав ĕçне килĕштерет Нина. Унта тракторăн пĕтĕм «ăш-чикне» тĕплĕнрех те тĕплĕнрех ăнкарса илетĕн. Çапла, ик-виç çул çӳрет Сатлайкина мастерскойне. Кашни çул хăй халиччен курманнине курать, пĕлменнине пĕлет, ăнланманнине ăнланать. Кашни çул хăйшĕн çĕнĕлĕх уçать, тепĕр чухне хăйшĕн кăна мар, юлташĕсемшĕн те. Ара, юсав ĕçĕнче çĕнĕлĕхсем сĕнесси те пулать-çке. Тракторист ăсталăхĕ ниçта та мар, чи малтанах мастерскойра туптанать. Çавăнпа Нина кашни ир вашаватлăн ыткăнать мастерскойне. Чупнă пекех каять вăл унта. Хăвăртрах çитсе каллех мĕнле те пулин çĕнĕлĕх тупас килет унăн.
Паян вырсарни кун. Нина килтех. Ара, библиотекăна каяс тесе тухнăччĕ мар-и вăл? Мĕншĕн çаплах тăрать-ха хапха умĕнче? Манса кайрĕ-ши хăй ăçта кайма шут тытнине? Çук, нимĕн чухлĕ те манман. Кунта акă мĕскер пулчĕ. Хапхаран тухнă-тухманах хăй патне профтехучилищĕре вĕренекен хĕр ачасем янă çырăва аса илчĕ вăл. Виçĕ хĕр ача — Ираида, Оля, Надя — çырнă ăна. «Çитес вырсарни кун эпир яла таврăнатпăр. Тен, сирĕн пата кĕрсе тухăпăр», — тесе пĕлтернĕччĕ çырура. «Апла пулсан килтен тухса каймалла-ши? Çук, каяс мар-ха. Ылмашăнма пултаратпăр», — астуса илчĕ Сатлайкина. Халĕ ав хĕл пуçламăшне сăнаса киленет, хĕр ачасем килессе кĕтет. «Тем тесен те халех çитмелле вĕсем», — пăшăлтатрĕ Нина. Пуç тӳпинчех, хурăн тăрринче, ула курак хыттăн виçĕ хутчен краклатрĕ.
Унччен те пулмарĕ — шăкăл-шăкăл калаçни, кулкалани илтĕнчĕ. Сатлайкина çавăрăнса пăхрĕ те курах кайрĕ: тăкăрлăкран тăваттăн килсе тухрĕç. Тӳрех сиссе илчĕ вăл: кусем урăх никамсем те мар, профтехучилище хĕр ачисем. Пĕр-пĕрне юр чăмаккипе пере-пере выляса килеççĕ. Нина çул сине тухса тăчĕ, хĕр ачасем еннелле хавассăн тинкерчĕ. Лешсем Сатлайкина урамрах кĕтсе тăнине асăрхарĕç те ун патне чупсах пычĕç, хĕпĕртесе, савăнса алă пачĕç. Нина вĕсене кашнинех ытала-ытала çурăмĕнчен лăпкарĕ: «Ой, Ираида, мĕнле чиперленсе кайнă эс», «Ой, Оля, йăмăкăм», «Ой, Надя, миçе çул сана курманни». Вĕсемпе пĕрле Анфис та килнĕ иккен. Сатлайкина ăна та хыттăн ыталарĕ: «Тус-юлташăм. Ăслăскер». Вара пурне те килне ертсе кĕчĕ, хывăнма хушрĕ:
— Пӳрт ăшă пирĕн. Хывăнсах ларăр.
— Капла та аптрамасть, — чĕвĕлтетрĕç хĕр ачасем.
— Çук, çук, — вăйпах хывăнтарчĕ Нина.
Хăнасем чи малтанах Сатлайкинăн сĕтел çинче выртакан хулăн альбомне ярса тытрĕç. Тăваттăшĕ кĕпĕрленсе ăна пăхма тытăнчĕç. Унта мĕнле кăна сăнӳкерчĕк çук-ши? Пĕринче — Нина тракторпа суха тăвать, тепринче — акать, виççĕмĕшĕнче — комбайн штурвалне тытса пырать. Акă Сатлайкинăна хиртех ялав параççĕ. Акă районти канашлура калаçать. Акă ака туйĕнче ташлать... Хĕр ачасем альбом пăхнă, кĕнекесем курнă вăхăтра Нинăпа амăшĕ сăмаварпа чей вĕретрĕç, пĕр турилкке услам çу илсе кĕчĕç. Сĕтел çинче пурте хатĕр. Вара Марук кинемей хĕр ачасем патне пычĕ те:
— Чей ĕçтерем-ха сире. Айтăр сĕтел хушшине, — терĕ. Хĕр ачасем тилмĕртсе тăмарĕç, чей ĕçрĕç. Вĕри чей вĕсен хитре сăн-пичĕсене татах чиперлетрĕ. Акă вĕсем сĕтел хушшинчен тухрĕç. Сарă çӳçлĕ, сӳллĕ, патвар Ираида пичĕ çырла пекех курăнать. Юн тапса тăрать унра. Йăкăнат Иванĕн хĕрĕ вăл. Хура куçлă, яштака Оля каллех альбома пăхкала пуçларĕ. Шкул директорĕн хĕрĕ пулнăран-ши, çак хĕр ача хăйне уйрăмах сăпайлă тытать, ытлашши шавламасть. Надя, тăлăх хĕр ача пулин те, алхасма, кулма юратать. Халĕ те тем пирки Ираидăпа ахăлтатсах кулчĕç вĕсем. Çапла шавлакаласан, пуплешсен хĕр ачасем лăпланчĕç. Нина Сатлайкина сăмахне итлесшĕн пулчĕç. Нина кĕттермерĕ, вĕсем патне пырса ларчĕ.
— Ну, мĕнле вĕренетĕр? — ыйтрĕ вăл.
— Чиперех, — терĕç хĕр ачасем.
— Хăçан пĕтерсе тухатăр-ха?
— Çур акине таврăнатпăр.
— Апла питĕ лайăх. Эсĕ, Анфис, еплерех? Трактористсен ушкăнне куçмаллипех куçрăн-и?
— Куçрăм.
— Ырлатăп сире. Эппин, çитес çул хĕр ачасен трактор бригадине тăватпăрах. Çапла-и?..
Каласăва Марук кинемей те хутшăнчĕ. Хăй тракторпа мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Нумайччен шăкăлтатса ларчĕç вĕсем. Тĕттĕмленес умĕн кинемей картишне тухрĕ. «Кусен вăрттăн сăмах пулма пултарать. Кансĕрлесе ларас мар. Выльăхсене апат парса хупам-ха», — тесе шухăшларĕ вăл. Хĕр ачасем, чăнах та, кинемей тухса кайсанах каччăсем пирки сăмах хускатрĕç. Хăшне мухтарĕç, хăшне тиркесе тăкрĕç. Вĕтĕ алапах алларĕç вĕсене. Пĕр-пĕрне ытала-ытала кулчĕç. Хăйсен вăрттăнлăхĕсем çинчен те кала-кала пачĕç. Ун хыççăн пурте тумланчĕç те клубалла çул тытрĕç. Нина та вĕсемпе кайрĕ. Марук кинемей хĕр ачасене урама тухсах ăсатрĕ. Вĕсем тăкăрлăкран пăрăничченех пăхса тăчĕ. Килĕшрĕç ăна çак хĕр ачасем. Ара, вĕсем пурте Марук кинемей çулĕпе утма шутлаççĕ-çке. Хуллен пӳрте кĕчĕ вăл. Хывăнчĕ те тĕпелти çемçе пукан çине пырса ларчĕ. «Хальхи çамрăксене хурлас килмест, — пăшăлтатрĕ вăл. — Вĕсемпе пурнăç тума пулатех. Пире вара унтан ытла мĕн кирлĕ-ха. Пурнăç ан сӳнтĕр — çавă чи хакли...»
Нина çĕрле çеç таврăнчĕ. Хаваслă хăй. Йăл-йăл кулса тăрать. Вĕсем çывăрма хатĕрленнĕччĕ ĕнтĕ, хапхана такам шаккарĕ. Марук кинемей картишне тухрĕ.
— Кам унта? — ыйтрĕ вăл.
— Эпĕ-ха, Марук аппа. Уç, — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси. Марук кинемей кам сассине тавçăрсах илеймерĕ-ха. Апла пулин те хапхана уçрĕ. Каюков арăмĕ Зоя Виссарова иккен.
— Айта, кĕр, кĕр, — тараватлăн чĕнчĕ кинемей. — Мĕн пăхса тăран тата?
— Килнĕ япала кĕрес пуль ĕнтĕ, — лăпкăн калаçрĕ Виссарова.
Марук кинемей илтнĕччĕ-ха: Зоя ялти магазинран тухнă, халĕ Шупашкарти пĕр пысăк магазина, универсам текенскерне, вырнаçнă тетчĕç ун пирки. Тăрăшакан, ырă çын тесе шутлать Зойăна кинемей. Вăл çеç мар, ялти кашни çынах хисеплет ăна. Çавăнпа кинемей ун умĕнче хăйне епле те пулин йĕркеллĕрех тытма тăрăшрĕ.
Пӳрте Зоя Виссарова кĕрсе тăрсан Нина пичĕ кăвар пек пĕçерсе кайрĕ. Чĕри кăртлатса тапрĕ. Гардероба çакса хума тăнă кĕпине те çакса хураймарĕ, аяккалла ывăтрĕ. «Мĕн тума çĕр хутах килсе кĕчĕ-ха ку? — шухăшларĕ вăл. — Ахăртнех, анне умĕнче тустарма, намăслантарма шут тытнă пулас. Ниушлĕ пурне те пĕлет Виссарова? Шанма çук. Такам сиссе йăлтах каласа пама пултарнă ана. Вара пĕтрĕм. Анне мана хăйĕн хĕрĕ тесе те шутламĕ. Виличченех тарăхĕ, ылханĕ. Мĕн тăвас ĕнтĕ? Тухса тарас-ши? Хăвăртрах утиял пĕркенсе выртас-ши? Хам та ухмахла хăтлантăм çав. Çын çемйин пурнăçне хутшăнма юрать-и вара? Ыранах пĕтĕм ял шавлать ĕнтĕ. Тĕнче пĕтсе килет...»
Нина диван çинче амăшĕпе калаçса ларакан Виссарова çине куç хӳрипе пăхса илчĕ. Чиперех, лăпкăн пуплешет-ха Кĕркури арăмĕ. Ун пек-кун пек нимĕн те сисĕнмест. «Тен, апла-капла харкашма килмен вăл. Кӳршĕ çынни-çке. Пĕр-пĕрин патне кĕрсе тухасси пулать», — хăйне хăй йăпатрĕ Нина.
Акă Виссарова кайма çĕкленчĕ. Марук кинемей ăна ярасшăн мар.
— Пăртак лар-ха. Лар, — тет.
— Васкатăп-çке. Машина кĕтсе тăрать мана, — алăк патнелле утрĕ Виссарова. — Шупашкара çитес пулать.
Алăк хăлăпне ярса тытнă Зоя каялла çаврăнчĕ те:
— Нина, ăсатса яр-ха, — терĕ.
Тĕпелте тăракан Нина шарт сикрĕ. «Тем тесен те вăрçма-ятлаçмах килнĕ, — вĕлтлетсе иртрĕ ун пуçĕнче шухăш. — Турткаланса тăма çук. Ăсатса ямаллах». Нина хăпăл-хапăл тумланчĕ те Виссарова хыççăн тухрĕ. Хапха патне çитсен Зоя чарăнса тăчĕ.
— Нина, ман санпа сăмах пур, — терĕ.
— Пур пулсан кала, чармастăп, — чылай сиввĕн пуплешрĕ Сатлайкина.
— Акă мĕн... Эпĕ ачасене ашшĕ патне илсе килтĕм. Тунсăхласа çитрĕс ашшĕне. «Яла илсе кай», «Яла каятпăр», — теççĕ.
Зоя сасартăк шăпăрт пулчĕ. Пырне темĕскер капланчĕ.
— Ачасем ăçта пурăнасси хăвăртан килет ĕнтĕ. Çемье ĕçĕ, — малтанхи пекех сиввĕн сăмах хушрĕ Сатлайкина.
— Тархасласа ыйтатăп. Мĕн... Лайăх пăхăр ачасене. Нина пичĕ пĕçерсе кайрĕ. Тăнлавĕнчи юн тымарĕсем хыттăн кăлт-кăлт сикрĕç. Мĕскер пуплешет ку хĕрарăм? Мĕн пулнă ăна? Чылайччен шăпăрт тăчĕс вĕсем. Юлашкинчен çапах та «чан сапрĕ» курăнать. Сатлайкина тӳсеймерĕ, хыттăнах:
— Тем пирки эс. Ăнланмастăп, — тесе хучĕ. Виссарова хăйне çаплах лăпкă тытрĕ:
— Эпĕ ăна-кăна чухламан çын мар. Йăлтах пĕлетĕп. Гриша — тĕреклĕ, çирĕп арçын. Çулĕпе те вăхăтлă. Вăл хăраххăн пурăнас сук. Пĕрлешессе вара никампа та мар, санпа çеç пĕрлешме пултарать...
— Мĕскер?! — кăшкăрса пăрахрĕ Нина. — Тен, мана сан упăшку вуçех те кирлĕ мар.
— Çапах та итле...
Сатлайкинăн кăмăлĕ, теме сиссе, кăшт çемçелчĕ.
— Эсĕ, мĕн, уйрăласшăн-и унран? — ыйтрĕ вăл.
— Мана инçете илсе кайма пултараççĕ.
— Мĕнле инçете?
— Кайран пĕлĕн. Чун-чĕререн калатăп: ачасене ан кӳрентерĕр. Вĕсем айăплă мар. Вăт, çавă çеç ман сăмах. Эпĕ васкатăп, — хапхана хăвăрт усрĕ те урамалла вăркăнчĕ Виссарова. Тин çунă çемçе юр тăрăх чупсах кайрĕ.
Нина Сатлайкина çав каç çĕрĕпех çывăраймарĕ. Унăн Зоя Виссаровăна хĕрхенес килчĕ.