Пĕчченех ларатăп
Ĕç пӳлĕмĕнче,
Ыр ят илес тетĕп
Пуçлăх умĕнче.
Пурнăçлас килет ман
Унăн хушăвне.
Такамсем тухаççĕ
Ман куçсем умне.
Тахăш мана чĕнчĕ
Музейе кайма.
Тепри илĕртейрĕ
Çĕн кино курма.
Телефон та манăн
Тек шăнкăртатать.
Кашниех манран тек
Тем те пĕр ыйтать.
Ĕçлесси пулмарĕ
Пуçлăх хушнă пек.
Кун иртсе те кайрĕ
Пуш лав евĕрлех.
Ах, мĕн тумалла-ши
Чăн ĕçчен пулма?
«Юссенчен» мĕнле-ши
Мел пур хăтăлма?
Телефонсăр пӳлĕм
Кирлĕ, тен, мана?
Тус-çемье çинчен те,
Тен, тивет манма?