Ах, эп алă ăсти мар,
Ăсти тесе калас мар, —
Алă ĕçне тытăнсан
Ăстисенчен кая мар.
Ах, эп ташă ăсти мар,
Ăсти тесе калас мар, —
Вăйăç умне тăрсассăн
Ăстисенчен кая мар.
Ах, эп юрă ăсти мар,
Ăсти тесе калас мар, —
Халăх умне тăрсассăн
Ăстисенчен кая мар.