Çутатать çап-çутă çăлтăр
Уçă, лăпкă каçсенче,
Ун çутийĕ йăлтăр-йăлтăр
Çуталать Çавал çинче.
Çăлтăр евĕр çутапатăн
Çулăмланнă чĕрере,
Çывăхра, çумра пулатăн
Эс йăпанчăк тĕлĕкре.
* * *
Пăтравлă пĕлĕтсем хăрушă.
Пĕр шавсăр шурĕç тӳпере.
Кăшт тăчĕç чарăнса. Пĕр хушă
Çӳрерĕ явăнса тĕтре.