Вăл эстрада артисчĕ пулсан
Халăха тĕрлĕ кулăш каланă.
Е юрланă, сиксе хуçкаланнă.
Залрисен варĕ хытнă кулса.
Концерт хыççăн, гримне тасатсан,
Джонни чунĕ пĕчченшĕн хурланнă.
Пӳлĕмри йыттине лăпкаса
çĕрĕпех куççуль витĕр юрланă,
«Çĕр çинчи çурăк пек урамсем,
пĕлĕт çӳллĕш çуртсен ĕмĕлкийĕ.
Эп çаксен сăнчăрти пĕр йыттийĕ,
ах, хăçан-ши, хăçан вĕçернем.
Сăнчăрта ямăт шăмă çисессĕн
хуçуна уншăн ĕмĕр çуллан.
Йытăлла пурниччен, хал çитсессĕн,
ирĕкри сан пек йытă пулам».
Кун-çулне унне вилĕм татать.
Çĕр çинче Джонни хыççăн мĕн юлчĕ?
Сасне çырнă пластинка, тата…
ун юратнă йытти тăрса юлчĕ.
Çав пластинка кулать питĕ хытă.
Итлесе ăна зал ахăрать.
Хăй хуçи сассине илтнĕ йытă
пĕр-пĕччен урамра макăрать.