Сăвă çырнă сан çинчен тĕмен1‚
Юрă хывнă сан çинчен пайтах.
Пĕр ĕçе те эсĕ тиркемен‚
Пĕр çуйран та пăрăнман‚ паллах.
Азипе Европа ик енчен
Таянса выртаççĕ сан çине.
Эсĕ — шанчăклă тĕрекĕ вĕсен
Пулнă‚ халь те‚ пулăн малашне.
Тĕрĕсрех — вĕсен каçан шăмми.
Пĕр-пĕриншĕн — хӳтлĕх те хурал.
Çакă çĕрĕн çур чăмăр шăпи
Ытларах санран килет‚ Урал.
Шутсăр та паха пуянлăхпа
Эс тĕлĕнтеретĕн тĕнчене.
Çурлапа ĕçлен‚ мăлатукпа‚
Çумăнтан ямасăр çут хĕçне.
Эс — рабочи. Эс — хресчен. Салтак.
Пĕр тăшман сана çĕнтереймен…
Юрă хывнă çавăншăн пайтах‚
Сăвă çырнă çавăншăн тĕмен.