Пĕр тăван Турхансене
Çунат панă кĕтесе
Эп пăхатăп тĕсесе,
Ас илсе сăвăçсене.
Улшăннă, курап, Турхан.
Авалхи кунта юлман.
Ял сăн-пичĕ çĕнелет,
Ешерет, чечекленет.
Кам упратăр иртнине
Лайăхрах ват йăмраран?
Астăвать-тĕр илтнине
Каш! кашлать-ха айлăмра.
Çил килсе çулçăсене
Вĕçтерсе пăлхатнă май,
Калас тенĕн пĕлнине
Тем шавлать, шырать пĕрмай.
Хуçайман-ха самана
Ун тĕреклĕ тымарне.
Вăл сана тата мана
Калас тет пуль сăмахне.
Пултарулăх çыннисем —
Якку, Хĕветĕр те Энтри —
Хавха тупса çырнисем,
Сăвăçсене пĕлетри.
Чăваш ĕмĕт-шухăшне
Типтерленĕ хуп ăшне,
Шурă хута хуратса,
Халăхăма юратса.
Тăван сăмах ăшшине
Курса, чĕре хушнине,
Сăмахлăхăн ырлăхне
Панă Чăваш халăхне.
Пăлхавăрлă саманан
Пăхсан вĕçĕ курăнман.
Шухăшланă пĕр тăван:
Пурнăç вĕренсен аван.
Суха çынни — ĕç çынни
Ĕçпе авнă пилĕкне.
Ĕçре хĕмленсе çунни
Курман раскал пиллĕхне.
Тĕнче аслă мĕн тери,
Пĕлмеллине пĕлмелле.
Чăваш çулне меллеме
Кирлĕ мар-и чун тĕрри?
Ку тарана çитиччен
Чăваш сăвви янраман,
Хăй илемне çутиччен
Сăмах халлĕн аптраман.
Илтеймен-и кĕреке
Несĕлсенĕн юррине?
Тахçан пулнă кĕнеке —
Юлнă тĕнче хĕррине…
Ăна епле эсремет
Лӳчĕркесе çук тунă?
Е пытарнă Киремет
Ыйтсан пĕлмĕшле туннă.
Çуралаççĕ Чăвашра
Улăп евĕр сăвăçсем,
Кашниех маттур, вастра,
Сăвăçсем-сăмахçăсем.
Ахальтен-и, Чăвашра
Сăвăçсем иккен сумра.
Çак йăмра пекех патвар,
Чĕлхипе сапаç кăвар.
«Ыр сăмах вăл — сарă çу», —
Калаçатчĕ аслаçу.
Шăранаççĕ сăмахсем
Чун-чĕрери ахахсем.
Пулнă, пулĕç Турхансем,
Чаплă-чаплă сăвăçсем.
…Чăваш хĕрĕ — Варуççи
Тăван тăхăм шăпипе.
Чăнлăх кӳнĕ вут куççи
Йĕкĕреш пек Нарспипе.
Пурте капăр сăнарсем,
Сăвăланă сăмахсем.
Сăмахланă çаврасем,
Эрешленнĕ таврасем.
Пуç таяп Турхансене, —
Асăнса сăввисене.
Тав калатăп ятăртан,
Юлăр ĕмĕр ялтăран.