Тархасшăн, Пĕлĕт, ан ятлаç —
Шеллетĕн пирĕншĕн эс çумăр.
Ăна кĕтетпĕр ир те каç.
Ан чар-ха, Аслати, вăл çутăр!
Анчах эс тарăхнă хытах —
Эпир ним айăпа туймасăр
Ялан кĕретпĕр çылăха.
Уратăн эс, тек чăтаймасăр.
Ак кĕмсĕртетрĕ те çӳлте
Ятлаçнă евĕр сасă кайрĕ.
Чунтан ыйтатăп Пĕлĕте:
Тен,каçарма халь вăхăт мар-и?
Ыйтни те пулчĕ кăлăхах —
Тӳпе кăштах та хĕрхенмерĕ,
Вăл çылăхсемшĕн халăха
Васкавлăн каçарас темерĕ.
Мăнаçлăн, хыттăн янратса,
Çĕре тумлам пулин памасăр
Çухалчĕ Пĕлĕт васкаса,
Эпир ӳкĕннине туймасăр...