1
Ĕнтĕ тарăн çырмасем юр шывне сиктере-сиктере шавлăн юхтарса ăсатрĕç Атăлалла, çĕр пичĕ хĕл кирĕкĕнчен çăвăнса тасалчĕ. Йывăç-курăк сатур ешерет апат-çимĕç паракан нӳрлĕ тăпрапа киленсе. Сывлăш — сим пыл. Пурте кăкăр туллин сывлать. Ял çынни вара пĕр пысăк ĕçрен пушанчĕ — çĕрулми лартрĕ.
Шăп çак кунсенчен пĕринче Çырмапуç ялĕнче хыпар сарăлчĕ. Питĕ хăвăрт. Тĕрĕссипех каламалла, хыпарĕ лайăххи, халăха хавхалантараканни.
— Фельдшер килчĕ. Паян ăна ял администрацийĕн пуçлăхĕ Карп Сидоровичпа медпункта ертсе кайрăмăр, — терĕ медпунктра тахçантанпах техничкăра ĕçлекен тăлăх арăм Сухви шыв колонки патĕнче тĕл пулнă кӳршине, Анук тăхлачăн кинне.
Путех, çак хыпара çил ачисем хăйсен çунатти çине лартрĕç-тĕр. Вĕçтерчĕç урамсем тăрăх, кĕрсе тухман пĕр кил хăвармарĕçех. Шĕкĕлченчĕ пулĕ пурин çăварĕнчех, вара кашнин ăшĕнче пин ыйту çуратрĕ-тĕр ку хыпар.
— Фельдшерĕ мĕнлескер? Арçын-и, хĕрарăм-и? Ватă-и, çамрăк-и?
Хуравĕ акă мĕнле:
— Çап-çамрăк хĕр пĕрчи. Ячĕ — Умрай, хушамачĕ — Пушака.
Чăваш тени мĕн илтнипе çеç çырлахмасть, унăн куçпа курса ĕненмелле. Утрĕç вара урам тăрăх. Ваттисен хăйсен сăлтавĕ пур. Вĕсем аптрасах çитнĕччĕ-ха, ара, мĕн те пулин ыратсан никамран та пулăшу çукчĕ. Йĕкĕтсен хăйсен тĕллевĕ: фельдшерĕ чăнахах та çамрăк пулсан ăна арăм тума май килмест-и? Юлашки çулсенче авланма вăхăт çитнĕ яшсем йышланчĕç. Сăлтавсăр мар, ара, ялта çитĕннĕ пĕр хĕр упраç юлмарĕ. Тăван кил çывăхĕнче ĕç тупайман пирки чылайăшĕ хулана тапрĕ.
Ав туя тытнă карчăк-кĕрчĕк, ятарласа капăр тумланнă каччă-терĕш иртет пысăк чӳречесемлĕ, уй хĕрринче ларакан шултра хыр пĕренесемлĕ медпункт çурчĕ умĕн. Пурте тинкерсе пăхрĕç. Алăкĕ хупă. Курчĕç: хуралта — «салтак» — пысăк çăра. Кантăкран та тулалла никам пăхмасть. Шел, кашниннех кăмăл хуçăлчĕ вара. Ăçта-ши пурте курма ĕмĕтленнĕ çынни?
* * *
Умрай Пушака фельдшер çак вăхăтра ял çăвинче вил-тăприсен речĕсем хушшипе такăрлатнă сукмаксем тăрăх çӳрет. Айккинчен пăхсан ăна пукане тейĕн. Кашта евĕр вăрăм мар вăл, тунката пек лутра тесе те калаймăн. Чух эппин. Пилĕкĕ çип-çинçе, тупата, ним мар йĕп çăрти витĕр тухать. Çакă халĕ уйрăмах куçа курăнать: унăн çийĕнче хура костюм, кофти — пилĕклĕ. Сарă çӳçĕ вăрăм. Ăна çивĕтлемен, çурăм çийĕпе ярт янă. Калăн, çӳç пайăрки мар, тутăр шерепи. Пуçĕнчи кăвак тĕслĕ беретне çамкине хупласах пусса лартнă. Куçĕ хĕсĕкрех унăн. Чакăр тĕслĕрен-ши, çăлтăр евĕр йăлтăртатать.
Умрай çăва çине амăшĕн вилтăприне шырама килнĕ. Вăл унран пил ыйтасшăн, ара, хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче пуçласа ĕçе кӳлĕнет-çке-ха. Кăçал медицина училищинчен вĕренсе тухрĕ, ĕçлеме çак Çырмапуç ялне вырнаçрĕ.
Ăçтарах выртать-ши мĕскĕн? Паллах, чаплă палăк айĕнче мар. Нимле паллăсăр тĕмеске курсан тăрать Умрай пĕр кана чарăнса. Ун йышшисем кунта сахал мар. Тен, амăшне çак масар çине те пытарман? Кам ăна ăнлантарĕ? Пур-ши çутă тĕнчере çакна тĕплĕн пĕлекен?
— Пур!
Кам çапла хăюллăн сас парать?
— Тавçăру, туйăм, курни!
— Кураканĕ кам?
— Уйăх çинчи кĕвентеллĕ пике курнă. Вăл йăлтах пĕлет. Илмелле çеç алла унăн темиçе çул каялла çырнă кун кĕнекине. Вуласан куç умне акă мĕн-мĕн тухса тăнă пулĕччĕ.
...Çуркунне. Юр ирĕлет. Сĕлкĕшленнĕ çулпа хĕрарăм утать. Эпĕ ăна тахçантанпах пĕлетĕп. Маньакка тесе чĕнеççĕ ăна. Ытти çынсем пек калаçаймасть вăл — чĕлхесĕр. Аллинче çич-сакăр уйăхри хĕрача, Умрай ятлăскер.
Маньакка ача çуртне кайма тухнă. Пепкине вăхăтлăха унта вырнаçтарасшăн. Çамрăк-çке-ха вăл — вунсаккăрта çеç. Ӳлĕм пурăнмалли пайтах. Кирлĕ ĕмĕт тытнă: чĕлхесĕрсен шкулне вĕренме кĕресшĕн. Кайран, вĕренсе тухсан, ĕçе вырнаçсан, пепкине каллех ача çуртĕнчен хăйпе пĕрле пурăнма илсе каять.
Акă вăрăм çул ача йăтнă Маньаккана тарăн çырма хĕррине илсе çитерчĕ. Ун урлă каçсанах — ача çурчĕ. Çывăх вăл, алă тăссан çитмелле. Анчах çул пат! татăлчĕ. Çырма тĕпĕнче шавласа та явăнса çурхи шыв юхать. Пăхрĕ те Маньакка — хăранипе тăр-тăр-р чĕтресе илчĕ. Хăрушă. Ун урлă мĕнле каçмалла тет? Пултарассăн туйăнмасть. Апла каялла каймалла-и? Киле çитме çăмăл-и? Асту. Билет туянса пуйăс çине ларасси хăй мĕне тăрать! Мĕн каласси пур, чăрмав! Шыв сарăлнă айлăмсем те тĕл пулаççĕ. Тепĕр тесен, килте савăннипе алă сарса ыталакан çын çук, нихăçан та пулман. Эппин, нимле хăрушлăха, чăрмава уямасăр малаллах тапаçланмалла.
Тăрать-ха Маньакка çырма хĕрринче. Пуçĕнче çырмари шыв юххи пекех шухăш пăтранать. Хырăм та выçă. Анчах хутаçра çăкăр чĕлли мар, тĕпренчĕк те юлман. Ачи те лăпкă мар, йĕрмешет, вăл та чĕчĕ ĕмесшĕн. Чухласчĕ, кăкринче пĕр тумлам сĕт çук, юхса тухнă кĕрпе хутаççи пек пушанса юлнă. Паçăр Маньакка ăна ăшă çăкăр чăмлакĕ хыптарнăччĕ-ха, тăранайман ĕнтĕ пахăр чунĕ.
— Лĕ-лĕ-лĕ, — йăпатать Маньакка пепкене. — Ан йĕр, няням. Халех çитетпĕр. Унта сана ырă кăмăллă аппасем тутлă яшка çитерĕç, пылак тӳттӳ ĕçтерĕç. Манни пăтти, ах, тутлă-çке...
Чĕлхи «калаçать», куçĕ çырма тĕпĕнче кĕрлесе юхакан çурхи шыв çинчен пăрăнмасть.
Маньакка пуçĕнчи пысăк тутăрне салтрĕ те унпа ачине кăкăр çумне пăчăртаса çыхрĕ. Капла тинĕсри тăвăл хумĕ те пепкине тăпăлтарса илеймĕ. Чи кирли: икĕ алли те ирĕклĕ. Кирлĕ документсене чикнĕ пĕчĕк енчĕкне пиншак кĕсйинчен кăларса ачин хĕвне чикрĕ. Ĕнтĕ хатĕр çурхи шывлă çырма урлă каçма. Тĕрĕслемелле сылтăм ура пуçне шыва чиксе чӳхекелерĕ, тӳрех ӳт-пĕве чĕтрентерсе илчĕ. Тен, тĕпĕ тарăнах та мар. Унăн уринче резин боти. Эппин, шыв витмĕ те-ха. «Атя хăюллăрах пул! — хăйне хăй хĕтĕртрĕ Маньакка. — Эпĕ пĕччен мар, хĕрĕмпе иккĕн. Кайрăмăр. Малалла!»
Мăкăртатнă май сăхсăхрĕ вăл. Леш енне ăнăçлă каçарма тилмĕрчĕ Турăран. Çитменнине, каç чаршавĕ усăннăçемĕн усăнать. Ярт! пусрĕ. Пӳлĕхçĕм, çырлах! Юханшывăн тĕпĕ çук-няк. Юр шывĕ боти ăшне лакăртатсах тулчĕ те ура тунине çĕлен пек явса илчĕ, пĕç тăрăх çӳлелле хăпарчĕ те хăпарчĕ, самант пилĕке ярса илчĕ. Ых-х! Хумсем ăна кимĕ çине вырттарнăн туйрĕ Маньакка. Чиперех юхать. Ишесчĕ. Алăсем итлемеççĕ. «Лĕ-лĕ-лĕ!» — кăшкăрчĕ вăл. «Пулăшă-ăр-р! Пулăшă-ăр-р!» тени пулчĕ ĕнтĕ ку. Ах, çывăхра пĕр çын та çук-çке. Хăтаракан тупăнмĕ çав. Çăвара шыв кĕрет, сăмсана та хупларĕ. Хумсем ытла чăрсăр, сикеççĕ те сикеççĕ пуç урлă. Хĕрхенсемĕр! Ан асаплантарăр! Ахаль те вăл телейсĕр. Астăвăр, унăн аллинче пĕчĕк çын. Çын! Çурхи шыв, шелле! Пĕтме ан пар. Кирек камăн та пурăнас килет. Çын çĕр çине пурăнма çуралнă.
Çурхи шыв чунсăр çав. Тем пулчĕ тата? Юхăм ал арманĕ евĕр çаврăнма тытăнчĕ. Э-э-э, кукăра пырса çапăннă-мĕн. Тӳрĕ çул уçма вăй пухать. Акă хоп! пыра-пыра çапать çырана хăйĕн вăйлă çунаттипе. Шыв хăпарать шĕпĕл-шĕпĕл шĕпĕлтетсе. Тен, ку унăн юрри çапла, тен, чăрмава сирĕлме тилмĕрет. Тыт парне: шурă чечек — кăпăк! Ӳкĕтлени пулăшрĕ-ши, çул тупăнчĕ кукăртан çăлăнса тухма. Халĕ текех чăрманасшăн мар пулас хăйĕн çийĕн йывăр япалана юхтарса пыма. Тен, çакна ăнланчĕ юр шывĕ: ара, чĕрĕ çынсем-çке-ха вĕсем, амăшĕпе хĕр ачине сăмсаха пăрахса хăварчĕ. Пепки каçса кайсах йĕрет, вăл пăчăртаса çыхнă татăкран хăтăласшăн хирĕнет. Пĕчĕк пулин те ăнланать ахăр хăйсем хăрушлăх аллинче иккенне.
«Лĕ-лĕ-лĕ», — мăкăртатрĕ Маньакка. «Лăплан, сар кайăкăм, çăлăнтăмăр», — тени пулчĕ ĕнтĕ ку. Пуçĕ ĕçлет-ха. Çĕр çинче вăрахчен выртма юрамасть, чиперех шăнса пăсăлан. Кӳлепе чул пек хытнă, пачах хускаласшăн мар.
Чылайччен тăрмашсан-тăрмашсан ура çине тăчĕ-тăчех Маньакка. Хăй тăрăх пăр пек сивĕ шыв юхать. Унччен те пулмарĕ, çавăнтах пăчкăпа касса татнă хурăн пек тӳп! кайса ӳкрĕ. Ӳкрĕ те тек тăраймарĕ мĕскĕнскер. Чĕри çурăлчĕ, чунĕ тухрĕ. Юрать-ха, хĕр ачин пурăнас кун-çулĕ пулнă. Ĕмĕрĕ пур та-ха, анчах пĕчĕккĕскере кам çăлĕ? Вăл тĕнчере пĕр-пĕччен, унăн тăван-пĕтен çук. Вăл — тинĕс хумĕ çинчи пĕчĕк кимĕ. Пайтах лăскĕ-ха ăна тăвăл. Ахалех каламан ваттисем тăлăххăн пурăнни — куççуль тăкни тесе.
Сахал-и, нумай-и вăхăт иртет, çырма хĕррине çулпа утакан арçын ушкăнĕ çитсе чарăнать. Вĕсем — вăрман касакансем. Кашнин хулпуççийĕ çинче вĕрлĕк. Çырманалла анчĕç. Тĕрĕсех, шутланă пекех пулса тухрĕ. Ав явăнса юхать çурхи шыв. Утса каçаймăн. Мĕнех, вĕсем çакна пĕлсе хатĕрленсе килнĕ те. Вăйпитти арçынсене хăратаймăн. Вĕсем çурхи çанталăкăн тискерлĕхне сирме хатĕр. Мĕнех, хĕвел аннă пулин, ун вырăнне тӳпере уйăх хуçаланать, çутă ярăмне тĕттĕмленнĕ тавралăха ăсатса тăрать.
Арçынсен ушкăнĕ ĕçе тытăнчĕ. Хăйсем вăрмантан çĕклесе килнĕ вăрăм йывăç вуллисене кĕрлесе юхакан çурхи шыв урлă хучĕç, меллĕ кĕпер хатĕр. Ăнăçлах каçрĕç. Ăнăçлăх кашнинех савăнтарчĕ. Ав пĕри, уçă сасли, савăк кăмăлли, юрласа ячĕ:
Упи каçман çырминчен
Эпир каçса килтĕмĕр...
— Чим-ха, ан ĕрлеш! — чарчĕ ăна юнашар утаканĕ. — Илтрĕр-и? Арçури! Ав ача сассипе епле йĕрет. Илтрĕр-и?
Тăп тăчĕç пурте шăпланса. Тăнлаççĕ.
— Атьăр тарар, атьсемĕр! — хĕтĕртет лешех, чи малтан ача йĕнине илтниех. — Усал ырă тумасть.
— Тĕнчере нимле арçури те çук, — терĕ юрă пуçланă йĕкĕт. Ыттисем пекех тăрса тăн-н итлерĕ. Вара хыттăн каларĕ: — Ара, ку, юлташсем, чăн-чăн ача йĕрет. Çапла, ача сасси. Такам инкеке лекнĕ. Тен, çурхи шыва ӳкнĕ. Шырăр, атьсемĕр!
Сасă илтĕннĕ еннелле çыран тăрăх темиçен чупрĕç. Çитрĕç. Курчĕç. Пăрлă, юшкăнлă çĕр çинче хĕрарăм выртать. Унăн кăкăрĕ çинче — ача. Вăл каçăхсах йĕрет.
— Инке, тăрсам! Мĕн-ма сивĕ çĕр çинче выртан?
— Вилмен пулĕ те? — терĕ тепри.
— Сывламасть-няк!
— Вилнĕ. Чĕрĕ çын ним чĕнмесĕр выртмĕ.
— Ачине алла илер пулĕ, юлташсем, — терĕ вăрман касакансен бригадирĕ, виçĕ ача ашшĕ.
— Ан йĕр, пĕчĕк путене, — тытăнчĕç йăпатма вĕсен умне чĕркуçленнĕ тетесем. Ача те ыратнипе, те ют çынсенчен хăранипе-ши тата хытăрах тытăнчĕ йĕме. Ăна амăшĕ хăй çумне пысăк тутăрпа çыхса лартнă. Ăслă тунă-ха çапла, аттушăн тухса ӳксе шыва путатчĕ.
Арçынсем майĕпен тутăрне салтрĕç. Ача ирĕке тухрĕ. Ăна пĕри çĕклесе илчĕ те ăс парса тăракан бригадира тыттарчĕ. Ача ашшĕ темерĕн, ав епле йăпатма тытăнчĕ:
— Пипи-и сан, няня? Ан йĕр, халех ăшăнăн. — Çапла пуплесе бригадир хăйĕн çийĕнчи туллатнă чĕркуççи таран вăрăм кĕрĕк пиншак тӳмисене вĕçертрĕ те пепкене кăкăр çумне пăчăртарĕ арăкĕсемпе витсе. Кăшт вăхăт иртсен ача лăш пулчĕ.
— Тӳпен çеçенхирĕнче пĕр татăк пĕлĕт çук. Çап-çаврака уйăх ирĕкре, вăл пĕтĕм çĕр питне çутатать, — тĕлĕнет ушкăнти пĕр çамрăк. — Кĕвентеллĕ хĕр пирĕн çине шăтарасла пăхать.
— Çак вилнĕ хĕрарăма шеллет ахăр, — калаçăва хутшăнчĕ юнашар тăракании. — Юханшыв урлă каçма вăй çитернĕ-ха, апăрша. Ăçта кайма тухнă çавнашкал вăхăтра? Вилĕмне çакăнта тупнă. Мĕншĕн?
— Турă çырнинчен иртеймĕн.
— Пӳкле вилĕмрен пӳлĕх те çăлайман тенĕ ваттисем. Малалла мĕн пулнă? Уйăх çинчи кĕвентеллĕ хĕрĕн кун кĕнекине малалла вуланă пулсан акă мĕн пĕлме пулать.
...Çурхи юханшыв урлă хăйсем хатĕрленĕ кĕпер урлă каçнă вăрман касакансен йышĕ тавçăруллă пулчĕ. Пепкене тӳрех ача çуртне илсе кайрĕç. Маньакка та çĕр çинче выртса юлман. Çывăхри масар çине пытарчĕç. Унăн вил-тăприн тĕмескине ĕнтĕ кăнтăрла çурта çутса шырасан та тупаяс çук, ара, ун çумĕнче нимле документ та пулман...
Хĕрĕ Умрай çакна пачах тĕшмĕртмест, вăл амăшĕн ятне те пĕлмест, çӳрет кăлăх ĕмĕтпе чунне пăшăрхантарса. Уйăх çинчи кĕвентеллĕ пикен кун кĕнекине вуласанччĕ, анчах унашкал меслете ку таранччен ăсчахсем шухăшласа кăларайман.
Акă Умрай тăпри путса аннă, армути тĕмĕсем ашкăрнă шăтăк тĕлĕнче чарăнса тăчĕ.
— Аннем, эсĕ выртмастăн-ши кунта? — пуплерĕ вăл хăйпе хăй. — Чухлатăп, санăн ĕмĕрлĕх кил-çуртна тирпейлекен никам та тупăнман. Мансăр пуçне, путех, тек ачу-пăчу та пулман тен. Ыран кĕреçе йăтса килĕп тăпруна юсама. Ӳлĕм сан тавра тĕрлĕ чечек чĕлтĕртетĕ.
Умрай, шăтăк хĕрринче тăраканскер, сумкинчен кулач татăкĕ кăларчĕ те ăна хуçкаласа шăтăкалла пăрахрĕ. «Юратнă аннем, пилле, тутлă кулач умăнта пултăр», — тесе мăкăртатрĕ. Ку малтанхи сăмахсем пулĕç. Вара мĕн паянччен мĕнле пурăнни, вĕренни, çак çывăхри яла ĕçлеме килни çинчен тăхçаларĕ. Малаллахи ĕмĕчĕ пирки те калама манмарĕ вăл: «Халĕ эпĕ фельдшер çеç, ӳлĕм вĕренсе тухтăр пуласшăн. Ĕçлесе ура çине тăрăп та института вĕренме кайăп. Амăшĕсĕр ӳснĕ тăлăх ача пурнăçĕ вăл — йӳçĕ кăшман. Пар мана, аннеçĕм, пил. Пиллĕх илсен пин ылтăн тенĕ ваттисем. Вара пурнăçăм ăнăçлăн тĕвĕленсе пырĕ».
Çак вăхăтра çурăм хыçĕнче тахши кăшкăрчĕ:
— Аннем, илтетне, сан пата кинӳ килнĕ!
Ялт! çаврăнса пăхрĕ Умрай. Хыçра тăра парать çар тумĕллĕ йĕкĕт. Аллинче хăйĕн тимĕр кĕреçе.
— Мĕн терĕн эсĕ? — чăр-р пăхрĕ Умрай салтак çине.
— Аннем вилтăпри умĕнче чипер пике тăнине куртăм та çавăнпа каларăм «сан пата кинӳ килнĕ» тесе.
— Эпĕ хальлĕхе никам кинĕ те мар.
— Ку йăнăша хăвăрт юсама пулать. Мана качча тух.
— Качча тухма эпĕ ӳссе çитеймен-ха.
— Çав кун хăçан çитет? Каламăн-и?
— Сахалтан та пилĕк-ултă çултан.
— Ай-уй! Туя тытса çӳрекен кăрчамине тем тусан та анне кин тумастех.
— Тепĕр пилĕк-ултă çултан эпĕ ватăлатăп тесшĕн-и?
— Тĕрĕс ăнланнă. Ватăлса йӳтес мар тесен паянах, халех, качча тух мана. Анне пил парса ятăр пире.
— Эх, йӳтер. Хăв темиçе те авланнă пулĕ-ха. Килĕнте сак тулли ачу-пăчу йĕрсе ларать-тĕр.
— Йăнăшан. Авланма вăхăт пулман. Çар хĕсметĕнчен паян ирхине çеç таврăнтăм. Атя паллашар, — алне тăсса хăй ятне каларĕ вăл: — Эхтюк.
— Умрай, — терĕ хĕр те ал парса.
Сăмах пине çитрĕ-ши? Сасартăк чĕлхисем çыхланчĕç вĕсен. Йĕкĕт ĕçе пуçăнчĕ, кĕреçипе шăтăка тăпра ывăтрĕ.
— Вăй патăр, — ырă сунчĕ Умрай ăна. Вара каяс шухăшпа айккинелле пăрăнчĕ.
— Тăхта-ха, Умрай, — ĕçе пăрахсах чупса пырса хĕр пĕрчине аллинчен ярса тытрĕ Эхтюк. — Санăн аннӳн вил-тăпри ăçтарах?
— Пĕлместĕп.
— Эппин, ăна пĕрле шырăпăр.
— Васкатăп çав.
— Чим-ха, эсĕ кам хĕрачи пултăн çак? Çара кайиччен сана курнине пачах астумастăп.
— Эпĕ сирĕн ялсем мар.
— Ан култар! Эппин, аннӳн вилтăприне мĕншĕн пирĕн ял масарĕнче шыран? — кулса ячĕ каччă.
— Ытахальтен, — терĕ Умрай.
— Чухлаймарăм...
— Эсĕ тăрăш тавçăрма.
— Аннӳне хăвăр ял çăвине пытарнă ахăр.
— Манăн тăван ял çук.
— Ха-ха-ха, — кулчĕ каллех салтак. — Сĕм вăрманта çуралса упа шăтăкĕнче ӳснĕ тесшĕн-и?
— Мĕншĕн упа шăтăкĕнче? Ача çуртĕнче ӳснĕ. Мана сирĕн яла ĕçлеме ячĕç. Эпĕ — фельдшер. Паян ирпе çеç çитрĕм. Тепĕр сехетрен ĕçе кӳлĕнетĕп.
— Саламлатăп! Ăнкартăм: сан хыççăн аннӳ те пирĕн ял çăвине килсе выртнă. Халĕ масар хапхи патне çити ăсатса яма ирĕк пар.
Хĕр пĕрчи кăшт туртăнкаларĕ. Анчах çăва тăрăх пĕччен çӳрени аванах та мар. «Ăсаттăрин», — шухăшларĕ вара.
Чиперкке хирĕçлеменнине сисрĕ те Эхтюк юнашар утма тытăнчĕ. Вăл пикепе çывăхрах паллашас шутпа хăй хушаматне пĕлтерчĕ: — Иванов. Хĕрĕнне те пĕлчĕ — Пушака.
— У-у-у! Илтме хăнăхман ку хушамата.
— Ача çурчĕ панă хушамат. Çавă çеç.
Каччăн нумай ыйту çуралчĕ, пикен хуравĕ те сахал мар. Вăл пурăннă ача çуртĕнче питĕ хулăн кĕнеке упранать. Унта кашни пепке çинчен çырнă сыпăк пур. Умрай ӳссен çав кĕнекере хăй çинчен çырнине тупса вуланă.
Ача çуртне ăна çĕрле илсе пынă. Çуса тумлантарнă, апат çитерсе кравать çине вырттарнă. Кунти ĕçченсем пепке çинчен çырма тытăннă вăхăтра пуш уйăхĕ вĕçленсе ака уйăхĕ пуçланнă самант пулнă. Икĕ уйăх ятне çыпăçтарнă та — ме сана хушамат — Пушака. Ячĕ такам тупса паниех. Унăн хĕвĕнче амăшĕ метрика чикнĕ пĕчĕк хутаç упраннă. Анчах шывпа йĕпенсе сӳсленнă хут татки çинче ята çырнă сăмаха çеç вулама май килнĕ.
Масар тăрăх мар, пĕр-пĕр сад пахчинче утаççĕ тейĕн ку каччăпа пике. Ав йывăç тураттисем хушшинче вĕсем çине ăмсанса пăхакан сар кайăксем юрă шăрантараççĕ. Путех, вĕсене кăмăлланипе саламласа юрлаççĕ ахăр.
Пĕрре тĕл пулсах ăçтан тĕпчесе пĕтерĕн йăлт, юлтăрин ӳлĕме. Вĕсем çăва хапхи патне çитрĕç.
— Ал памастăп, — терĕ Эхтюк. — Часах тĕл пуласса шанатăп. Тĕрĕс калатăп-и?
— Эрнеччĕ те, анчах эрне кун мар çав паян, — йăл-йăл кулса илчĕ те Умрай чупнă пекех хăвăрт утрĕ малалла, ял еннелле.
2
Амбулаторин алăкĕ те, чӳречисем те янках уçă. Сухви кĕрмешет мар-и. Васкасах сĕтел-пукана нӳрлĕ пир татăкĕпе шăлчĕ. Фельдшера çеç мар, кунта килекен çынсене те таса пӳлĕм хĕвел çутипе йăлтăртатса тăнипе тĕлĕнтересшĕн пулас. Сывлăшĕ те техĕмлĕ. Шурă чĕнтĕрлĕ пĕркенчĕкпе капăрланнă çĕмĕрт, чӳречерен кармашнăскер, хăйĕн тутлă шăршăллă духийĕпе пĕрĕхет.
Сухви хăлхи — мулкач хăлхи. Илтрĕ. Алкум картлашкипе тахши шутсăр сыхланса хăпарать. Унăн кушак ури, нимле сас-чӳ кăлармасăр шăвать. Йăш пăхрĕ Сухви. Курчĕ. Мăнтăр Варуççа иккен. Ял купăсĕ. Такам çинчен те тем те пĕлет. Илтнине такам çине йăвантарать, элеке ĕнентересшĕн сăхсăхать. Ялта пĕр çын юлман унăн ал арманĕ витĕр тухманни. Сухви çинчен те тем те пĕр туртса кăларнă. Техничкăра ĕçлесе пĕтĕм медпункта çаратса пурăнать тесе ял-йыш умĕнче ят ярать. Тарăхнипе пĕррехинче, урамра тĕл пулсан, Сухви ăна вирлех пăсăрлантарчĕ. Йытă çимен, йышăнмасть, пачах тунать.
Çын çинчен суя халап-юмах сарма май пур унăн. Вăл иртнĕ кĕркунне, хальхилле каласан, предприниматель пулса тăчĕ. Çĕршывра пăтрашуллă самана пуçлансан нумайăшĕ суту-илӳпе айкашма тытăнчĕ. Мăнтăр Варуççа та Мускава кайса тутăр, кофтăсем туянать те ялта хаклă хакпа кил тăрăх сутса çӳрет. Нумаях пулмасть лавкка уçрĕ. Çӳрекенсем пур. Пĕри туянать, тепри курма пырать.
Халĕ, лавккине уçас чух, Мăнтăр Варуççа ир-ирех мĕншĕн килнĕ медпункта? Сухви чĕнмесĕр чăтаймарĕ:
— Йытă сăмсупа мĕн шăршласа çӳрен?
— Эх, ача, шартах сиктеретĕн! — кăшкăрса ячĕ хайхискер. Чĕрине тытанçи турĕ. — Фу-у! Чун тухса ӳкетчĕ.
— Пур-и вара сан чун-чĕрӳ?
— Пулмасăр. Эпĕ йывăç тункати мар пулĕ?
— Ненай... Ма килтĕн, амак çыпçăнчĕ-и-мĕн?
— Хальлĕхе таса-ха. Çапах та халсăрланасси часах.
— Фельдшер çук. Тухса кай.
— Эпĕ шăпах ăна курма килсеттĕм.
— Мĕн курмалла тет ăна? Çын çынах. Йĕркеллĕ.
— Ха-ха-ха! — кулса ячĕ Мăнтăр Варуççа. — Каларăн та. Вăл — юхха! Ĕçе пуçăнма ĕлкĕреймен — çамрăк пуçĕпе масар тăрăх арçынпа сĕтĕрĕнсе çӳрет. Ых-х! Хальхи çамрăксем вилнисене те канăç памаççĕ.
— Эсĕ куртăн-и? — Сухви урай шăлмалли щетка аврине ярса тытрĕ.
Вăрман хăлхаллă, уй куçлă! — какăлтатать хур ами пек, Варуççа. Анчах хăрать Сухви патакласран, çавăнпа кăшт чакса тăчĕ.
— Юнăхнă пуçупа тем мурĕ те шухăшласа кăларатăн çав. Тьфу! — сурса илчĕ Сухви. — Тухса кай, атту лекет. Куратна ман алăра мĕн пуррине?
— Эпĕ мар, пирĕн кӳршĕри Çтаппан курнă тет. Çтаппанпа тĕл пулнине суймарĕ Мăнтăр Варуççа. Чăнах та, лешĕ çĕнĕ хыпар пĕлтернĕ. Ара, вăл ирхине ял администрацийĕн пуçлăхĕ Карп Сидоровичпа Сухви хĕр фельдшера амбулаторие ертсе кайнă чух вĕсемпе тĕл пулнă. Ăна çĕнĕ çынпа паллаштарнă. Кайран, пăру шыранă вăхăтра, хĕр фельдшера çăва çинче курнă. Анчах Эхтюка паллайман вăл. Варуççа кирек мĕне те хура тĕспе курать. Хĕр фельдшер ял урамĕнче мар, çăва çинче салтакпа çӳрет тĕк — вăл путсĕр юхха. Халĕ ăна чунĕ кăсăкланни сĕтĕрсе килнĕ медпункта. Элек хутаççине тултармасăр кунтан хăпса каяймасть ĕнтĕ.
— Мĕншĕн халĕ те килмест фельдшер? Ĕç пуçланас вăхăт çитнĕ, — аллисене сулкаласах çатăлтатать Варуççа.
— Столовăйне кĕрсе ирхи апата ларчĕ ахăр.
— Пĕччен мар ĕнтĕ, леш салтакĕпех. Эрехне те янклаттараççĕ пулĕ. Çар çыннине хăйпе пĕрлех илсе килнĕ-тĕр...
— Ых-х, чĕлхӳ çине шуйттан сурасшĕ, — тарăхса тулхăрчĕ Сухви. — Хăвна мĕн кĕтнине чухламастăн. Çӳрен айванланса. Фельдшерĕ хамăр яла ура ярса пусма ĕлкĕрчĕ çеç, эсĕ пур, кĕл хутаççи, элек сарма тытăннă та. Эсĕ чирлемен. Тухса кай кунтан. Пшо-ол!
Сухви хĕрарăма пӳлĕмрен çеç мар, картлашка тăрăх тĕртсех антарчĕ. Мăнтăр Варуççа питĕ тарăхрĕ, анчах хирĕç тăма шикленчĕ. Ирĕксĕрех чакрĕ-чакрĕ те алкум вĕçнех анса çитрĕ. Кунтан тухса кайĕ-и? Тем парсан та. Элек çимĕçне тупса тутанмалла. Техничка ăна канлĕх памасть. Пытанмалла. Вăл пӳрт кĕтессине кайса тăчĕ. Вăрахчен кĕтме тивмерĕ. Курчĕ кама куçлама ĕмĕтленнине. Амбулаторин вĕрлĕк хапхине сиктерсе картишне пăхса ытармалла мар çамрăк хĕр кĕчĕ. Йăр-йăр утса вăл часах çурта кĕрсе çухалчĕ. Пытанса тăнă Мăнтăр Варуççа антăхнипе вырăнтан тапранаймарĕ. «Эх, ача, ярса параççĕ те районтан пукане. Пĕрре пăхсах паллă — вĕлтĕрккескер. Ăçтан чирлĕ çынна сыватайтăр? Тен, тухтăр та пулмарĕ-тĕр, пĕр-пĕр якăлти».
Унччен те пулмасть, тĕлĕнтермĕш асăрхарĕ. Юманов учитель килет. Пĕччен мар, унпа юншара тахши утать, çар тумĕ тăхăннăскер. Шăтарасла пăхсан ăна та палларĕ: Эхтюк иккен. Хăçан таврăннă-тăр çартан? Мĕнле сăлтав сĕтĕрсе килет вĕсене? Нивушлĕ чирленĕ?
Варуççан темле элек те авăртса кăларакан «ал арманĕ» чăлханчĕ. Икĕ каччăна кунта ертсе килнĕ сăлтавне чухлаймарĕ çав. Тăрать вĕчĕхсе.
Эхтюк та, Юманов учитель те чирлемен. Вĕсене кăсăк кăчăк туртса илĕртет.
...Паçăр Эхтюк масар хапхи умĕнче Умрайпа уйăрăлсан унăн ăшне çавра çил вăркăнса кĕчĕ тейĕн. Сасартăк вăл çак хĕр фельдшера шутсăр хытă юратса пăрахнине туйрĕ. «Умрай, эпĕ сана юрата-а-а-тăп!» — терĕ вăл хыттăн. Çăва карти çумĕнченех аякка-аякка тăсăлакан сĕм вăрман та унпа пĕр шухăшлă-няк: унсăрăн кăшкăрмĕччĕ: «...а-а-тăп!»
Ăшра пурăнаканни, ялан хирĕçлекенни, йĕкĕлтекенни, лешĕ, «такам», лĕх-лĕх-лĕх шăл йĕрсе илчĕ. «Машука мантăн-и? — тет. — Çартан таврăнсан туй тума пултăн-иç. Унăн умне мĕнле пит-куçпа пырса тăрăн?» «Мĕнле-мĕнле, — витлесе илчĕ Эхтюк лешне, «такама». — Çара кайиччен юратнă пултăр. Унтанпа Атăлта пайтах шыв юхса кайнă. Туйăм тени, ачамккă, кăкшăмра нумайччен упраннă сăра пекех сĕвĕрлет. Ку хĕр пĕрчи вара тин çеç пиçсе çитнĕ хурăн çырли. Кам татасшăн пулмĕ хĕп-хĕрлĕ, сĕтеклĕ çырлана ешĕл курăка сирсе! Сывă пул, çĕнĕ юрату!» — аллине çӳлелле çĕклесе сулкаларĕ.
Паттăрланнă Эхтюк амăшĕн вилтăприне юсаса хăшкăлмарĕ. Мĕнех, ыран та кун пур-иç. Тимĕр кĕреçине амăшĕн вилтăпри путса аннă шăтăкра ашкăрса ӳсекен вĕлтрен тĕмĕ ăшне вăркăнтарчĕ. Халĕ мĕн тумалла? Юлашки вăхăтра вăй илме тытăннă хура мăйăхне вăта пӳрни вĕçĕпе якаткаларĕ, унтан тăнлавне ал лаппипе хупласа тăчĕ. Шухăшсем пĕве умĕнчи пăр катрамĕсемлĕ çурхи шыв евĕр пăтрашăнаççĕ. Пуçа мĕнле кăна ĕмĕт пырса кĕмест-ши? Акă амбулаторие чупса кĕрес те хĕр умне чĕркуçленсе ларас! «Юрататăп! Юрататăп!» — тес, аллисене хытă кăна чуптăвас, чуптăвас... Çавăнтах хăйĕн айванлăхĕнчен ахăлтатса кулчĕ Эхтюк. Кун пек йăлан ĕмĕрĕ тахçанах путланнă. Ĕлĕк ăна пуян çын кавалерĕсем çапла муталаннă. Халĕ çĕнĕ самана. Тен, çыру çырнă хута чăмăрласа уçă форточкăран ывăтас? Каллех пăрахăçларĕ. Ачалла ку. Шкулта вĕреннĕ чух вĕлтĕркке хĕр пĕрчисем патне (килте ашшĕ-амăшĕ çуккине пĕлсен) çапла майпа çыру çитернĕ. Халех тытас та пырса тăрас хĕр умне, ĕçĕ те пĕтнĕ. Ах, мĕн-ма пур-ши çынра вăтанас йĕрке? Ăçта хăюлăх? Çарта чух нимле хăрушлăх умĕнче те чĕтресе тăман. Юрату хăюлăхĕ урăхла-çке ку. Пĕччен çĕнтерме йывăр. Иккĕн каймалла. Вĕлле хурчĕ те пĕччен пыл тăваймасть. Çын та çавах. Иккĕн иккĕнех. Пĕри пĕр сăмах, тепри — тепĕр. Юхĕ вара калаçу кĕвĕллĕн. Акă сана — капан тăрланчĕ те, пике — санăн.
Эхтюкăн çывăх тус пур, вĕсем ачаран пĕрле ӳснĕ, пĕр парта хушшинче ларнă. Халĕ шкулта ĕçлекен Карачăм Юманов — математика учителĕ.
Масартан чиперех тухрĕ Эхтюк. Ун-кун пăхкаларĕ. Турра шĕкĕр. Çывăхра никам та çук. Вара яра пачĕ сиккипе. Чупать. Калăн, чăн-чăн спортсмен. Пырса кĕчĕ яла пăравус пек хашкаса. Касран каса куçсан çитсе тăчĕ вăл шултра хыр пĕренеллĕ çĕнĕ çурт умне. Урамалла кăларнă виçĕ чӳречин кантăкĕсем çийĕн тӳпенелле хăпаракан хĕвел пайăркисем ялтăртатаççĕ кăна. Пырса хăшĕнчен шаккамалла-ши? Суйланă май пĕр вырăнта кăшт тăпăртаткаларĕ вăл. Пахча енчине суйларĕ хайхискер. Утса пычĕ те чĕрне вĕçĕпе тăкăртаттарчĕ кантăкран. Сас памасть. Илтмест-ши? Хăнăхнă кăнтăрлаччен ыйхă çапма, ара, чăрмантаракан çук. Çурт лартнă та пурăнать канлĕн. Упа! Авланмасть йĕксĕк. Васканă чух пĕр минут — хăй пĕр кун. Тарăхнипе Эхтюкăн чĕлхинчен виç-тăват хутлă сăмахсем сирпĕнчĕç. Тӳсĕм вĕçне çитрĕ, тытăнчĕ чӳрече хашакĕнчен чăмăрĕпе тӳнклеттерме! Усси пулчĕ.
— Кам ашкăнать? Кам кирлĕ?
Сас илтĕннĕ еннелле пуçне пăрчĕ Эхтюк. Яри уçăлнă калинкке анинче тăра парать сарлака хул-çурăмлă йĕкĕт. Ун çийĕнче майка çеç.
— Мана çак кил хуçи кирлĕ, — терĕ Эхтюк калинкке патнелле утса.
— И-и-ихи! — хăй хыçĕнчен калинккене хупса сал-так еннелле утрĕ. — Ара, эсĕ тем ку, Эхтюк! Хăçан таврăнтăн? Усси ӳстернĕ те ху, тӳрех паллаймарăм!
— Халех санăн аяк пĕрчисене шутлатăп! — тет лешĕ.
— Ай-уй, аплах ан эрлен-ха. Мĕн пулнă? — хирĕç утрĕ Юманов хăй патнелле çиллес пит-куçпа çывхаракан Эхтюкран кулкаласа.
— Ыйхă чăпти эсĕ. Кам çывăрать ку таранччен? Шаккаса хăшкăлтăм.
— Йăнăшан, юлташăм, — йăл-йăл кулкаларĕ Юманов сарă вăрăм çӳçне аллипе каялла вырттарса. — Эпĕ пахчара ĕçлесе. Пыл хурчĕсем валли чечек акрăм.
Ыталанчĕç. Пĕр-пĕрне çурăмĕнчен кӳпкелерĕç савăнса.
— Паян çитрĕн-и? — тĕпчет Юманов.
— Илĕм-тилĕмпе киле çитрĕм. Пушă пӳртре тăма чăтăм çитмерĕ, — пуплерĕ Эхтюк. — Кĕреçе илтĕм те анне патне — çăва енне. Унта вутăш куртăм.
— Ак тата, — тĕлĕнчĕ Юманов. — Мĕнле вутăш?
— Ăнлантарса тăма вăхăт çук. Атя кайрăмăр.
— Ăçта?
— Хĕр çураçма!
— Мĕн-ма çав териех хыпаланатăн? Васкакан арăмĕнчен савăнман тет.
— Мĕшĕлтетсен сан йышши хурахсем вăрласа кайма пултараççĕ.
Карачăм Юманов тусне апатланма сĕнчĕ. Выçă лаша йывăр туртаймасть. Эхтюк апат çинчен илтсен унăн çăварĕ сурчăкпа тулчĕ. Вăл хăçан çинине те астумасть. Килте ăна апат-çимĕçпе никам та кĕтсе илекен çук çав. Тӳсеймерĕ вăл халĕ юлташĕ сĕнĕвĕпе килĕшмесĕр. Пӳрте кĕчĕç. Юманов самантрах сĕтелне апат-çимĕçпе тултарчĕ. Хуплусăр пуçне вĕри çатмара çăмарта хăпартни чăшăлтатрĕ. Сăра пырса лартрĕ, эрех те тупăнчĕ. Тытăнчĕç ĕçме-çиме! Карачăм ним те шарламасть. Вăл ыйтусем парса тусне апатланма чăрмантарас темерĕ. Эхтюк хыпаланать, кăп-кап хыпкалать. Пĕрер черкке ĕçсенех чĕлхи салтăнчĕ. Калаçрĕ, калаçрĕ. Юманов чармарĕ ĕнтĕ. Йăлт пĕлчĕ вара Юманов юлташĕн ĕçĕ-хĕлне. Хĕр пĕрчине амăшĕн вилтăпри умĕнче тĕл пулнă. Ячĕ унăн — Умрай. Ку ялта фельдшерта ĕçлеме пуçлать. Эхтюк ăна вилесле хытă юратса пăрахнă.
Сĕтел хушшинче вăрах ларма юрамасть. Часах тухрĕç. Юманов килĕшрĕ Эхтюкпа пыма. Вăл хăй те хусах. Авланма хĕр шырать. Пурнăç вăл — чăн-чăн асамçă. Сасартăк... Юрĕ, куç курĕ унта.
* * *
Мăнтăр Варуççа тăрать-ха пытаннă кĕтесре. Карачăм Юмановпа салтак тумĕллĕ йĕкĕт амбулаторие кĕрсе кайнине курсан вăл куян пек ялт сикрĕ чӳрече умĕнчи çĕмĕрт айне. Каялла çыхнă тутăрне хăлхи çинчен сирчĕ. Халĕ ĕнтĕ пӳлĕмре мĕн калаçнине пĕр сăмах илтмесĕр юлмĕ.
...Алăка шаккарĕç.
— Кĕрĕр. Мĕншĕн иккĕн тан? Эпĕ пĕр харăс темиçе çын калаçнине итлейместĕп. — Ку фельдшер сасси ĕнтĕ.
— Пире иксĕмĕре те пĕр чир ернĕ. — Кăна Юманов каларĕ.
— Карачăм, мĕн кирлĕ мара пакăлтататăн. Кунта чирли эпĕ çеç.
Варуççа ăнланчĕ: кăмăлсăррăн калаçаканни Эхтюк пулчĕ. Мĕне пĕлтерет? Ай-уй, мĕн перкелешет Юмановĕ? «Çак пӳлĕме кĕрсен мана та юлташăм чирĕ лекрĕ. Пире юрату ыталарĕ».
— Ăнлантăм. Сире ку чиртен сывалма хăватлă эмел кирлĕ, — терĕ хĕр фельдшер.
— Тĕрĕс, тĕрĕс! — иккĕн тан çирĕплетеççĕ.
— Эмелĕ хальлĕхе аптекăра çук, — тет фельдшер. — Ăçта туянма май пуррине тĕллесех кăтартса яма пултаратăп. Çав хаклă эмеле ял хĕрĕсем пытарса усраççĕ. Юратăр вĕсене. Мана тек ĕçлеме ан чăрмантарăр. Сире кайма алăка уçатăп.
— Эмелĕ — эсĕ! — терĕ Эхтюк.
— Кĕме юрать-и?
— Кинеми, ирт! Лар ав сĕтел умĕнчи пукан çине...
Урама тухрĕç Карачăм Юмановпа Эхтюк Иванов. Мăнтăр Варуççа та хӳтлĕхрен çăлăнчĕ. Курăни-курăнми йăпăртатрĕ йĕкĕтсем хыççăн. Лешсем калаçнине итлесе хыçалта пырать.
— ...Итле-ха, Эхтюк, санăн савни пур. Машук сана юратать, — пуçларĕ сăмахне Юманов. — Шутсăр килĕшрĕ ку пике. Пĕрре курсах юратрăм. Тен, мана чăрмантармăн, э?
— Машук хулара пурăнать. Вăл яла килмест.
— Хĕр фельдшера качча илсен çав хăрăк-харăк пӳртре усрас тетĕн-и? Манăн хăть кантур пек çĕнĕ çуртăм пур. Тупата, пурăнма кăмăллă. Эсĕ хулана Машук патне пурăнма куç. Ялта ĕç те тупаймастăн.
— Айван эсĕ, Юманов. Мĕн тăвать вăл сан çуртупа? Умрай мана юратать. Асăрхаймарăн-и-мĕн? Хĕр мана пăхса ăшшăн кулчĕ.
— Мана та пайсăр хăвармарĕ, йăл кулса шап-шурă тикĕс шăлĕсене кăтартрĕ, — çапла калаçнă май Карачăм юлташне çурамĕнчен кӳпкелесе илчĕ.
— Ай-ай! Ыраттаран! Эсĕ тӳпелешесшĕн-и-мĕн? — терĕ çиллес сассипе Эхтюк. Унччен те пулмарĕ, вăл тантăшĕн кăкринчен йăпăр-япăр ярса тытрĕ.
— Кĕпене çуран! — терĕ Юманов юлташĕн аллинчен ярса илнĕ май.
Икĕ йĕкĕт тытăçнине кура тăркачах хыçалта пыракан Варуççа кăшкăрса ямасăр тӳсеймерĕ:
— Эй, камитсем! Тупнă камшăн тӳпелешме! Айвансем! Эсир пĕлместĕр-ха, вăл ахрамат хĕр! Паян ир-ирех масарта хăй ертсе килнĕ çар çыннипе сĕтĕрĕнсе çӳренĕ.
Йăшт! çаврăнса пăхрĕ Эхтюк хыçалалла. Тӳрех палларĕ хайхискере.
— Варуççа инке, эсĕ халĕ те тислĕк купине сысналла чакалама пăрахман-çке! Сывалас вырăнне юшкăна тата ытларах путнă. Юрать-и вара таса çынна çапла варлама? Ыранах суда парĕ вăл сана, кӳнтеленĕ хамах пулатăп.
— Тĕрĕсшĕн пуçа кастарма та хатĕр, — парăнмасть Варуççа. — Ăна пирĕн кӳршĕ Çтаппан мучи курнă. Хĕрĕ чупкăн, мĕн каласси пур.
— Тăнла, вупкăн карчăк, çав хĕр пирки пĕр усал сăмах çеç вĕçерт — хăвна айăплăн.
Юманов та юлташĕпе килĕшсе Варуççана хирĕçле сăмахсем вĕçертрĕ. Каччăсем çийĕнчех пĕрне-пĕри алă парса уйрăлчĕç. Вĕсенчен кӳлешекен хĕрарăм шăртланнă кăмăлĕпе тăчĕ юлчĕ пĕччен. Нихăшне те тавăраймарĕ-çке. Апла юрĕ-и? Питлес шухăшпа Эхтюк хыççăн чупма пикенчĕ. Кам хăйĕ тытса чарма? Хăрарĕ. Акă мĕн. Эхтюк, тин çеç çартан таврăннăскер, вăйлă, ăна ним мар тарăн çырмана тĕртсе хăварĕ. Никам унтан хăпарма пулăшас çук. Хăват кĕчĕ тейĕн. Юманов хыççăн чупма пикенчĕ. Ăçта унта? Тем мурĕ ура хучĕ, ӳкрĕ такăнса. Ура çине тăрсан аллине тăсса юнарĕ ятлаçнă май. Пуçне каçăртса тӳпенелле пăхрĕ. У-у-у! Хĕвел хăпарнă-çке çӳле. Хăйĕн лавкки асне килчĕ те шартах сикрĕ. Тавар туянакансем кĕтессĕн туйăнчĕ. Хытă утать пек, утăмĕ ӳсĕнмест. Унччен те пулмасть, тăкăрлăкран тухакан Анаткасри Илемпие курчĕ. Вара Варуççа ăна аллипе кăчăк туртса çухăрашрĕ:
— Кил-ха, кил, чиперккем, кулăш итлеме.
Лешĕ уттине хăвăртлатрĕ. Çывхарсан ыйтрĕ пит-куçне йăлкăштарса:
— Мĕнле хыпарпа мана каçăхтарасшăн эсĕ?
— Эх, ача, эсĕ илтнĕ-и, нумайччен хупăнса тăнă хыççăн амбулатори уçăлнă. Ĕçлеме çĕнĕ хĕр фельдшер килнĕ. Эх, ача! Хĕрĕ — юхха. Килнĕ-килмен масарта, вилнисен ялĕнче, каччăпа явăшса çӳренĕ. Пăх-халĕ ăна, астарать, хирĕçтерет ял çамрăкĕсене.
— Мĕнле майпа?
— Кĕрт ами хыççăн миçе йытă чупнине чухлатăн пулĕ. Карачăм Юмановпа Чанук Эхтюкĕ, çартан паян çеç таврăннăскер, эмел ыйтма пынă хайхи тухтăр патне. Иккĕшне те куç хĕснĕ хайхи хĕр. Ун патĕнчен тухсан урамра, ман куç умĕнче, ах тӳпелешрĕç. Хĕре пайлаççĕ мар-и. Юманова пĕлен ĕнтĕ, унăн пĕр алли мĕне тăрать, чăн-чăн султан! Сулса ячĕ те — Эхтюк кушак çури пек кайса ӳкрĕ, вара кăлтăрмач евĕр айккинелле кусса кайрĕ. Вĕсенчен тахшин аллинче вăрăм çĕçĕ хĕç пек ялтăртатрĕ. Тепле пĕр-пĕрне чиксе пăрахмарĕç. Юрать, хам чартăм.
— Ха-ха-ха, — кулчĕ Илемпи. — Мĕнле паттăр эсĕ, Варуççа. Хĕр фельдшер çăва çинче каччăпа çӳренине те куран, икĕ йĕкĕте вилĕмрен те хăтаран...
— Ĕненместĕн-и? Эсĕ хăвна ытла мăнна хуран. Хăвăн çине çаврăнса пăх.
— Мĕнле пакăç хĕрарăм эсĕ, Варуççа. Санăн шутупа, ялта пĕр путлĕ çын çук. Чĕлхӳне касса йытта памалла. Анчах вăл çиме мар, шăршласа та пăхмĕ çав.
— Эсĕ, Илемпи, ытла ан сик. Шенер Яхутинпа пурăнтăн, анчах вăл сана качча илмерĕ, ялтан тухса тарчĕ. Çыру çырмасть, санран тĕплĕ пытаннă. Тĕрĕс тунă.
— Ытлашши нумай пĕлен. Часах шалчу тулать, — ихиклетсе кулчĕ Илемпи. — Сана тарăн çырмана ыватаççĕ акă. Унтан темĕн чухлĕ тапаçлансан та тухаймăн.
— Кам хăять тет мана çапла мăшкăллама? — ӳлесе йĕме тытăнчĕ Варуççа.
— Кам пултăр, хăвăн элекӳ.
Урам тăрăх чупрĕ хайхискер ахлатса. Илемпи сукмакпа утрĕ. Элекçĕ хĕрарăм калаçнă тăрăх ялта хăй пирки мĕнле сас-хура çӳренине ăнкарчĕ.
3
Умрай медпункт алăкне уçнăранпа темиçе хутчен те сарă хĕвел тӳпенелле хăпарса хăйĕн ĕмĕрхи çулĕпе анăçалла шурĕ.
Малтанах çынсене амбулаторие ыратни мар, кăсăк çавăтса пычĕ. Чирлисем те тӳсеймерĕç ытлашши тăхтама. Нуша уямасть, хăвалать. Ара, сусăра тӳсме хĕн. Чир-чĕртен хăтăлни — чĕрĕлĕх тумламĕ.
Халăх мĕнле тапхăрта пурăнать, унăн юмах-халапĕ те çавна май. Куллен кирлĕ ытти таварсем пекех, эмелсем те шутсăр хаклă. Тухтăрсем çырса панисене çынсем, уйрăмах ваттисем, туянаймаççĕ. Ку тĕлĕшпе паянхи йывăр пурнăçа питлекенсем туртса кăларнă сăмах çӳрет халăх хушшинче. Медсестрана çапла вĕрентнĕ имĕш: эсĕ çамрăксене чиртен сывалма эмел ĕçтер, алă çултан иртнисене сăмахпа сыват.
Йĕкĕлтевçĕсен халапĕнче тĕрĕслĕх çук мар. Сывлăхсăр çынна кирли эмел çеç-и вара?
Умрай медучилищĕре вĕреннĕ чухне вăхăта больницăра пайтах ирттернĕ. Унта ыррине те, шырлăхне те сахал мар курнă-илтнĕ. Кунта вăл чи кирлине хăйĕн ăшне хывнă. Чирлĕ çыншăн чи пахи, эмелрен те хакли — сыватаканăн ăшă кăмăлĕ, çепĕç чĕлхи. Çак меслете тĕпе хурса ĕçе тытăнчĕ Умрай Пушака фельдшер.
Унăн сĕтелĕ çумĕнчи пукан çине кун каçа тĕрлĕрен çын ларать. Ыратăвĕ те кашнин расна. Чирлин ятне-шывне, мĕнпе асапланнине йăлтах хут çине çырать хĕр фельдшер. Медицина саккунĕ çапла хушать. Пуринчен ытла ку пуласлăхра пулăшĕ тесе шутлать вăл. Ĕмĕчĕ пысăк-çке унăн — тухтăра вĕренсе тухмалла.
Çак кĕске вăхăтра унăн асран кайми пациентсем пулчĕç. Акă Наçтуç аппа. Вăл çитмĕл пиллĕк урлă каçнă, фронтра пулнă. Хĕр пуçĕпе хаяр фашистсене хирĕç çапăçса Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ. Маттур мар-и ĕнтĕ вăл!
— Белоруç шурлăхĕсем тăрăх çӳренисем халĕ аптратаççĕ мар-и. Чĕркуççисем ыратаççĕ, — пуплет фронтовичка сăпайлăн.
— Чĕркуççисем халиччен те ыратнă-и? Мĕнпе сиплеме тивнĕччĕ? — йăвашшăн тĕпчет хĕр фельдшер.
Наçтуç аппана чĕркуççи ыратни мар, пачах урăххи илсе килнĕ иккен. Анчах çап-çамрăк хĕр пĕрчи умĕнче хăйĕн чăн-чăн ыратăвĕ пирки шарлама вăтанчĕ малтанах. Çамрăк фельдшер хăйне пулăшайманнине те чухлать-ха. Çапах та ăшри пăр катăкне ирĕлтерме пултарчĕ Умрай çепĕçлĕхĕпе. Темшĕн чунра мĕн пуррине, нихăçан шарламаннине, уçса парас килчĕ кинемейĕн. Тем те тӳсме тивнĕ-çке вăрçăри хĕр упраçа. Нихăçан манăçа тухман хĕн-асапсем халĕ çавра çил пек вăркăнса кĕчĕç пуçа. Чĕлхе вĕçĕнчен вĕçертмесĕр тӳсеймерĕ. Пĕлччĕрин, ара. Пуласлăх çамрăксенче, вĕсен тĕнче тăнăçлăхне упрамалла. Вăрçă-харçăна амаланма памалла мар.
Фронтра Наçтуç связист пулнă. Вăрçă хĕр упраç ĕçĕ мар. Унта хĕç-пăшал алхасать, унта вилеççĕ, сусăрланаççĕ. Çамрăклăха чечекленме ним те чараймасть. Юрату суккăр, вăл пĕлмест йĕри-тавра вут-çулăм кĕрленине. Мăшăрланаççĕ. Тепĕр чух йăнăшасси те пулать. Анчах та çие юлнă хĕр вăрçăра тек салтак мар. Ăна киле, аякри тыла, ăсатнă. Теприсем, вăрçă нушине тӳсес килменнисем, лăпкă пурнăçа ăмсанакансем, юриех йывăр çын пулма тăрăшнă. Ахаль каламан ĕнтĕ ваттисем: тĕменре тĕрли пур. Паллах, хăйсене йĕркеллĕ тытнă хĕр упраç шучĕ йышлă пулнă. Анчах та хăш-пĕр çар пуçлăхĕсем меслет шухăшласа тупнă. Тухтăрсем уйăх хушшинчен хăтаракан укол тунă. Çак нихăçан илтмен хыпара Умрай Пушака Наçтуç фронтовичкăран пĕлчĕ.
Вăрçă хыççăн Наçтуç киле тĕрĕс-тĕкелех таврăннă. Ĕнтĕ укол самани иртнĕ. Апла пулин те уйăх хушши килес вăхăтра вар-хырăм ыратни шутсăр асаплантарнă. Юрать, кашнинчех майне чухлакан кӳршĕ хĕрарăмĕ пулăшнă. Качча кайсан ачасем çуратнă. Халĕ Наçтуç инке ватлăх каçалăкĕнче. Пурпĕрех тăсăлать чуна касакан ырату.
Пулăшмалла! Ку Пушакан тĕп ĕçĕ. Анчах мĕнле? Вăл хальлĕхе тухтăр мар. Ӳлĕм, темиçе çул иртсен, мединститут пĕтерсен, пĕр сăмахпа каласан — тухтăра тухсан пурне те чир-чĕртен сыватĕ. Халĕ чупса килмелле мар-и ăс ыйтма Наçтуç кӳршĕ хĕрарăмĕ патне? Вĕренттĕр. Ку ĕмĕт çил варкăшне лекнĕн сӳнчĕ. Кӳршĕ хĕрарăмĕ — халăх ăсчахĕ, сыватаканĕ тахçанах çĕре кĕнĕ-мĕн.
Пулăшмалла! Мĕнле? Çынна çав тери пулăшас, ырă тăвас килни яланах çĕнĕ шухăшсем парнелет. Умрай паян-ыранах кил тăрăх çӳреме тухĕ. Камăн мĕн ырататъ? Чирлисене шута илсе специалист тухтăрсене яла чĕнĕ. Сăлтав тупăнчĕ те Наçтуç инкене лăплантарма.
— Пирĕн пата часах гинеколог килĕ, — терĕ Пушака фельдшер — Ун чух сире ятарласа систерĕп. Тен, тухтăр сире больницăна вырттарсах сыватĕ.
— Тем пекехчĕ, — сăмах хушрĕ Наçтуç фронтовичка. Ăшĕнче йăл-йăл кулкаларĕ. Килĕшрĕ ăна çап-çамрăк фельдшер. Вăхăт иртнĕçемĕн аслă пĕлӳллĕ врач пулатех. Ав епле хайлаллăскер, çыпăçуллă чĕлхеллĕскер. Канашсем те пама пултарчĕ, çамрăк те вара ăна.
Малтанхи кунсенче амбулаторие пынисенчен тата тепĕр хĕр асра юлчĕ.
Вăрăм пӳ-силлĕ вăл. Çӳçĕ шăп йĕтĕн çурăмĕ. Темшĕн çивĕтлемен. Пилĕкĕ çинçе-ши унăн? Паллă мар. Çутă хăмăр тĕслĕ çитсăран çĕленĕ юбка, шалпар кофти те çавăн тĕслех. Икĕ куçĕ — хĕвел ӳкнĕ икĕ сенкер кӳлĕ. Пит çăмартине темле асамлă писев (шурăпа хĕрлĕ хутăш) сĕрнĕ-ши? Кăлтăксăр, таса. Чăнах, сăнасарах пăхсан куçа тивекен тутăх тĕслĕ лаптăк пур сылтăм хăлха çывăхĕнче. Ку ăна йĕп çăрти чухлĕ те пăсмастъ.
«Шăп çакнашкал пикесене килĕштереççĕ-тĕр ял каччисем», — шухăшларĕ Умрай хăй ăшĕнче. Хĕре Илемпи тесе чĕнеççĕ-мĕн. Вăл — электрик. Ĕне ферминче ĕçлет. Сăпайлă калаçать. Вăл Умрайпа тахçанах туслă пурăнать тейĕн.
— Эсĕ питĕ чипер иккен, — мухтарĕ вăл Умрая. — Хитре ялан çынсене хăй патне туртать.
— Кăна мана йĕкĕлтенĕ вырăнне йышăнатăп, — асăрхаттарчĕ Умрай. — Эпĕ илемлĕхпе никамран та уйăрăлса тăмастăп.
— Каçар. Кӳрентерес теменччĕ. Эпĕ çапла катрам чĕлхеллĕ çын. Атя иккĕн тус пулар, — аллине тăсрĕ Илемпи.
— Тус пулма хирĕç мар, — алне пачĕ Умрай.
— Атя пирĕн пата пурăнма.
— Тавтапуç. Манăн хваттер пур. Сухви хăй патне илсе кайрĕ пурăнма.
— Сухви кăмăллă хĕрарăм. Анчах унпа мĕн çинчен пуплеме пĕлес? Тунсăхласа вилĕн, чăнах. Вăл упăшки вилнĕренпе пĕр арçынпа ăшшăн тусланса курман. Çамрăк хĕрсен хăйсен халап-юмахĕ.
— Анчах эпĕ те пĕр каччăпа та туслă пулман.
— Сан малта-ха йĕкĕтсемпе савниленесси. Хăв юратнă каччă сана пыл пек пылак сăмахсемпе йăпатнине хăвăн чĕрӳнте çеç усрама май çук. Вĕсем чи çывăх çын чунне кĕрсе тухасшăн. Пул эсĕ манăн чи çывăх тус.
— Эпĕ хатĕр.
— Савăнтаратăн. Чăн-чăн медик çын вăрттăнлăхне сапаламасть. Шанатăп, мана сутмăн. — Илемпин çăварĕ типрĕ-ши, тăхтаса тăчĕ. — Вăрттăн сăмаха çын çине кăларакан çын вăл — элекçĕ, тĕнчере пурăнма та тивĕçсĕр.
Илемпи апла та, капла та пуплерĕ. Вăл çывăх тус шыранине Умрай ăнланчĕ. Ахальтен мар иккен. Илемпин пĕччен татса пама пултарайман пысăк ĕç пур. Унăн çие юлнă, анчах вăл çуратасшăн мар.
— Пулăш мана хырăм ӳкерме, — тилмĕрчĕ хĕр.
— Район больницине кай. Укçа тӳле те, тархасшăн. Хут çырса паратăп, — терĕ Пушака фельдшер.
— Ăна хам та пĕлетĕп. Анчах аборт тăвас вăхăт иртнĕ.
— Мĕншĕн çуратасшăн мар?
— Ача ашшĕ эпĕ юратнă çын мар, ăнсăртран тупăннăскер çеç. Парсам мана хăватлă эмел, ĕçсен уйăх хушши пек тухтăр та ӳктĕр.
— Манăн, ялти фельдшерăн, унашкал ирĕк çук.
Илемпи ăнланчĕ. Ку фельдшер — медицинăн чăн-чăн тӳрĕ кăмăллă тарçи.
Умрай çамрăк-ха. Вăлтса та йăпатса çын чунне кĕрсе тухма пĕлмест. Тен, кирлĕ те мар. Тархасшăн, çын хăйĕн вăрттăнлăхĕпе хăй çырлахтăр.
Сывпуллашса тухса кайрĕ Илемпи.
* * *
Каллех çĕнĕ кун пуçланчĕ. Амбулаторире ĕç кунĕ пуçланнăранпа самай вăхăт иртрĕ. Пĕри те килмерĕ. Иккĕшех лараççĕ Умрайпа Сухви.
— Э-эх, — ассăн сывлать фельдшер, — эпир никама та кирлĕ çын мар иккен.
— Куншăн вара пачах кулянма кирлĕ мар, савăнмалла çеç, — тет Сухви. — Никамăн та нимĕн те ыратмасть. Çăва тухрăмăр, кам йӳçĕ эмел ĕçтĕр халĕ. Серте, вĕлтрен — чи паха витамин. Серте яшкине çăмах турасан, турилккене хăйма ярсан, тупата, чĕлхӳне çăтăн. Сан эмелӳ аякра тăтăр.
— Манран ним усси те çук тесшĕн-и эсĕ, Сухви? — унăн куçĕнчен чăрлаттарса пăхрĕ Умрай.
— Турă çырлахтăр, — Сухви хăй çине хĕрес хывса илчĕ, — апла шухăшлани çылăх пулĕччĕ. Петĕр пиччене вилĕмрен çăлтăн. Пуртăпа каснă уринчен чарлаттарса юн юхнине чартăн. Çамрăк хĕре Нинука та инкекрен çăлтăн.
Нинук вуникĕ çулта çеç. Вăл çуркунне юханшыв урлă каçнă чух пăр айне путнă. Юрать-ха ăна çынсем вăхăтра туртса кăларнă. Шăнни ахаль иртмен. Çăмах пысăкăш ӳпне çăпан шăтнă кăкăрĕ çине. Ыратнине тӳсеймесĕр пынă вăл медпункта. Шыççине касма тивнĕ. Шыçă — хăрушă чир, юн сиенленсе вилме те пултарнă хĕрача.
Акă эрне иртрĕ. Ку эрнере яла килнĕренпех ĕмĕтленнĕ ĕçе турĕ Пушака фельдшер. Ял тăрăх çӳрерĕ, кĕрсе тухман кил хăвармарĕ. Чи пахи — нумай-нумай çынпа паллашни. Тавах, чирлисем нумай мар. Кӳлĕ хĕрринче, лăпсăркка йăмрасем айĕнче, ларакан килте пурăнакан хĕрарăм вара утса çӳреймест. Ывăлĕпе çеç пурăнать вăл. Кунĕпех пĕччен.
— Ăçта ывăлăр? — ыйтрĕ Умрай.
— Аксар ĕçре, вăл — кĕтӳç. Ял çыннисен ĕнисене уй-хир, вăрман катисем тăрăх çитерсе çӳрет.
Ывăлĕн сăнӳкерчĕкĕ стена çинче çакăнса тăрать. Ялт! пăхса илчĕ сăн ӳкерчĕке Умрай. «Чипер каччă пулас», — шухăшларĕ вăл.
— Тавтапуç ăраскала, вĕренет...
Ăçта, мĕне вĕренет? Тĕпчемерĕ. Çак вăхăтра хĕре чӳречерен шаккаса чĕнчĕç. Вăл пӳртрен васкаса тухрĕ.
— Тухтăр, тухтăр! Хреççи аппа урамрах ӳкнĕ! — пĕлтерчĕ пĕри, çамрăксем хушшинче тăраканскер. Ертсе кайрĕç ăна инкек пулнă çĕре. Часах çитрĕç. Касса янă хурăн пек выртать çамрăк хĕрарăм. Хăшĕсем ăна тăратса лартас шутпа хулĕсенчен ярса тытнă. Теприсем «Васкавлă пулăшу» чĕнме хушаççĕ.
— Чимĕр-ха, ан тапратăр ăна, — хушрĕ Пушака фельдшер. Вăл васкаса юн пусăмне тĕрĕслерĕ, ик çĕр алла çитнĕ. Юн пусăмне чакаракан эмел кирлĕ. Юрать-ха хĕрарăм часах тăна кĕчĕ. Вăл хăй чирне аван пĕлет, эмелсĕр пурăнмасть. Пĕр çамрăк йĕкĕте чуптарчĕ хĕрарăм килне.
Лешĕ часах тупса килчĕ. Тахăшĕ килĕнчен стаканпа шыв ăсса тухнă. Ĕçтерчĕç эмел.
— Суха пуçĕпе сухаласа çĕрулми пăрахасшăнччĕ. Вăхăт иртет. Кая юлсан каю шăтать...
* * *
Пушака фельдшер темиçе кун каялла пуçланă ĕçе вĕçлерĕ. Пурин патне те кĕнĕ тесе калаймăн. Сывă пурăннине пĕле тăркачах мĕн-ма чăрмантармалла. Сăмахран, Варуççасен пӳрчĕ умĕнчен те ахалех иртрĕ, хапхи питĕрĕнсе тăратчĕ. Уçă пулсан та кĕме шутламан. Хăй те, çемйи те чирлемест. Кунашкаллисем татах пур.
Умрай лăпкăн кăна урампа утса пыратчĕ. Ăна ял администрацийĕн пуçлăхĕ Карп Сидорович хирĕç пулчĕ.
— Сана шыраттăм-ха, — терĕ вăл. — Тĕл пулни питĕ аван.
— Мĕншĕн кирлĕ пултăм-ши?
— Варуççа лавккине каймалла. Çăхав пур, — терĕ те вăл çула май сăлтавне ăнлантарса пачĕ.
Пĕр хушă курăнманччĕ-ха Варуçса: те Мускава, те урăх çĕре тавар туянма кайса килнĕ. Халĕ вăл лавккинче çăм çиппинчен çыхнă кофтăсем çеç мар, çӳлĕк çине çимеллисем те кăларса хунă. Тахăшĕ çăхав панă: Варуççа апат-çимĕçе таса мар кĕлетре сутать.
Çитрĕç. Тĕрĕслерĕç. Çăхавра ним те суйса çырман. Çимелли сутма чармалла. Сутăçăн сывлăхĕ пирки илнĕ справка та çук. Çак сăлтавсене кăтартрĕç те актра.
Пĕччен тăрса юлнă Варуççа чăннипех урчĕ. Мĕн кăна каласа ятлаçмарĕ-ши? Аллипе сулла-сулла юнарĕ. Унăн ылханĕ çитсен-тусан Умрайпа Карп Сидорович паян хĕвел аничченех леш тĕнчене ăсанмалла.
Ним кĕтмен-туман çĕртен лавккана Карачăм Юманов пырса кĕчĕ.
— Мĕн пит тулашан, Варуççа? Тавар туянакансем кӳрентерчĕç-и?
— Çӳреççĕ йĕке хӳресем! — чун ыратăвне самантрах юхтарса пачĕ лешĕ. Анчах унăн чеелĕхĕ те пур. Çумăр хыççăн хĕвелĕ те хĕртсе пăхать. Йăл-йăл кулкаласа пит çăмартине ал тупанĕпе сăтăркаларĕ. Каламалли сăмахĕ тупăнчĕ те: — Туянсам савнă чиперккӳ валли парне.
— Чиперукне тупаймарăм-ха.
— Ан суй, — ихĕлтетсе илчĕ лавкка хуçи. — Пушакаран сивĕнтĕн те-и?
— Вăл мана юратмасть. Унăн каччи пур — Эхтюк.
— Туртса ил. Тыт та авлан.
— Юлташа епле кӳрентерĕн?
— Тепĕр тесен, сур. Шухă хĕр вăл. Качча кайсан та улаха чупĕ. — Варуççа икĕ майлă çаптарать. Вăл Умрая мăшкăл тăвасшăн. Качча ан кайтăр, типпе тăрса юлтăр. Унтан ӳсĕрем пек тукаларĕ те суйса та хучĕ: — Пĕлен-тĕр, Эхтюк Машук патне кайса килнĕ. Туй пулатех.
— Çапла-и? Туянам-ха ав çӳçеллĕ тутăра.
Укçине тӳлерĕ те лавккаран тухса кайрĕ Юманов. Эхтюк Машукпа пĕрлешсен Умрай ăна качча тухасса шанать.
* * *
— Ай-уй, — аллипе пĕçне шарт! çапса илчĕ кантăкран урамалла пăхса тăракан Сухви. — Медпункта Мăнтăр Варуççа килет. Асту, унпа мĕнле калаçмаллине ан ман.
Умрай пуçне сĕлтсе илчĕ. Варуççа ун çинчен элек сарса çӳренине пĕлет, çавăнпа та ăна кăшт ăса кĕртмелли меслет шыраса тупнă.
Ăшă кăмăлпа йышăнчĕç «чирлине».
— Мĕн ыратать, чиперех сывлатăн-и? — тĕпчет хайхискере фельдшер.
— Тавтапуç Турра. Ман нимĕн те ыратмасть. Сана инкекрен çăлас шухăшпа килтĕм, — йăвашшăн пуплет Варуççа. — Эх, ача, Эхтюк савнийĕ Машук сана тытса силлесшĕн шăл хăйрать.
— Мĕншĕн? — ун куçĕнчен чăрлаттарса пăхрĕ Умрай. Çавăнтах çĕркаç вăйăран хăйне Эхтюк ăсатни аса килчĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр калаçрĕ, шав качча тухма хистет. Ирĕксĕрлесех вăта пӳрнене ылтăн çĕрĕ тăхăнтартрĕ.
— Мĕншĕн тетĕн-и? Эх, ача! Вĕсем пĕр-пĕрне вилмелле юратаççĕ, пĕрлешме тахçанах калаçса татăлнă. Анчах Эхтюк патне эсĕ çыпăçать тет-и?
— Çапла, пĕр-пĕрне юрататпăр. Çĕркаç та вăйăран вăл ăсатса ячĕ. Тем тăвас ку ял арçыннисене, — куляннăн ахлаткаласа илчĕ Умрай. — Каччăсем çеç мар, авланнисем те çыпăçаççĕ.
— Эх, ача! — куçĕ алтăр пысăкăш чарăлчĕ, сывлайми пулчĕ Варуççа. Ара, вăл çĕнĕ хыпар пĕлчĕ-çке. Тухтăр патне авланнисем те чупаççĕ. Унăн халех урама чупса тухас, тĕл пулакансене çĕнĕ хыпарпа каçăхтарас килчĕ. Ура çине сиксе тăчĕ, каллех лак ларчĕ. Пĕлмелли тата пур.
— Кам-кам упăшкисем çӳреççĕ, юрататăп тесе илĕртеççĕ сана?
— Мур пĕлет-и? Эпĕ палламастăп-иç сирĕн упăшкăрсене, — терĕ Умрай хаваслă сасăпа.
— Мĕнле сăмахсем калаççĕ?
— Акă пĕри, мăйăхлăскер, пĕр куçĕ кăштах чалăшрах, иртме ирĕк памасть, хăйне качча тухма ыйтать.
Варуççан чĕри яш! чиксе илчĕ. Тем тесен те çав этем унăн упăшки. Вара пăшăрхануллă сасăпа ыйтрĕ:
— Çав арçыннăн арăмĕ пур тет-и?
— Паллах. Арăмне килĕштермест, чăтмалла мар элекçĕ тет.
— Сана качча илсен ăçта пурăнасшăн путсĕрскер?
— Хулана илсе каясшăн. Килĕшес шухăшăм та пур, ара, тем тесен те хулара пурăнма кăсăклăрах. Унта кино, театр. Ялта пурăн кунта элек итлесе.
Варуççа тек юмахласа тăмарĕ, лавккана уçма вăхăт тесе пуçран çапнă пек тухса кайрĕ.
— Ну-у, эсĕ, Умрай, чăн-чăн артист, — ахăлтатсах кулать Сухви. — Пултаран. Варуççа ăнланчĕ унăн упăшки сана качча илесшĕн тăрăшнине. Халĕ ĕнтĕ пĕçерккĕ парать мăшăрне.
— Эсĕ, Сухви, айăплă, — лĕх-лĕх кулчĕ Умрай. — Мĕнле юмахлама хушрăн, йăлт каларăм.
— Мĕскĕн упăшки мĕнле тӳсĕ. Тен, кун хыççăн хăйне ăс кĕрет, юсанĕ, çынсем çинчен элек сарма чарăнĕ.
— Нинай, кукăр патака тӳрĕ тăваймăн. Çитĕ Варуççа çинчен юмахлама. Эпĕ Козловсем патне кайрăм, ачине вĕрилентерсе пăрахнă терĕç.
Сухви медпунктра пĕччен юлсан витрепе шыв илсе кĕчĕ те урай çума тытăнчĕ, унтан юрласа ячĕ:
Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн та...
4
— Эхе-хе-хе! Иванова-а!
Хăйне чĕннине илтрĕ Машук, çӳлте-çӳлте кранпа хăпартнă ещĕкре тăраканскер. Вăл пуçĕнчи чăпар косынкине юсакаласа илчĕ. Унăн ĕнси хыçĕнче хытă туртса çивĕтленĕ икĕ çивĕчĕ хурçă канат пек курăнать. Вăл ĕçри хĕр юлташĕпе çӳллĕ çуртăн виççĕмĕш хутри акт залĕн чӳрече хашакĕсене сăрлатчĕ. Аялалла пăхрĕ Машук. Çĕрте аллинчи конверта сулласа трест секретарĕ тăрать.
— Çыру камран? — ыйтрĕ Машук. «Çарти савнирен!» — тенине илтес килчĕ ун. Ара, Эхтюкран тахçанах хыпар-хăнар çук.
— Ялтан пулас, — терĕ секретарь.
— Куракова парса хăвар эппин, — хушрĕ Машук.
— Ку çыру, Машук, савнă каччунтан, — тет шăл йĕрен крановщик-водитель Кураков машина кабининчен тухса аллине çыру илнĕ май. — Вуласа парас-и?
— Ан хăйнă пул, мăйна пăрса татăп! — кăшкăрать Машук çӳлтен аллинчи сăрă милкипе юнаса.
— Юрĕ-çке, ан пăшăрхан, тивмĕп, — лăплантарчĕ хĕр пĕрчине Кураков.
Эхтюкран çыру кĕтет Машук. Чунĕ çырăва вуласшăн шутсăр вĕчĕрхенет. Вуласчĕ часрах. Кураков кранне усăсăр шутармасть. Техникăна пĕр ухтарса, пĕр антарса тăма ача вăййи мар тет. Çынни вăл çавнашкалскер, хăйне ытлашши мăнаçлă тыткалать.
Машукăн халĕ ĕнтĕ Эхтюк çинчен шухăш сирĕлмерĕ. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр ялта çуралса ӳснĕ, шкулта та пĕр класра вĕреннĕ. Иккĕшĕ те вăтам шкул пĕтерсен хулана кайрĕç. Анчах Эхтюк университета вĕренме кĕчĕ, Машук экзамен тытаймарĕ, çителĕклĕ балл пухаймарĕ. Йĕчĕ, йĕчĕ. Анчах куççуль юхтарни мĕн усă парать? Пурăнăç татăлман-çке, ал-ура сывах. Пуç та вырăнтах. Хăй пек ларса юлнă хĕр пĕрчисем пухăнчĕç, калаçрĕç. Пĕри техучилищĕне кайма сĕнӳ пачĕ. Хаваспах илчĕç вĕсене вĕренме. Вăхăт иртсен, ыттисем пекех, Машук та тытăнчĕ ĕçлеме. Вăл — маляр. Ĕç килĕшрĕ ăна. Укçине те сахал мар параççĕ. Хăйне валли лайăх тумтир туянчĕ. Капăр тум илем, хисеп кӳнине такам та чухлать. Каччăсем ун тавра пыл хурчĕсем чечек çийĕн нăрласа çаврăннăн явăнатчĕç. Эхтюка юратнипе кăна ытти йĕкĕтсене çывăха ямастчĕ. Пĕр хуларах пурăннăран Машука вăл час-часах кинона е театра илсе каятчĕ. Пĕр-пĕрин çумне çыхса лартасси ăнсăртран пулса иртрĕ.
Çу пуçламăшĕнче Эхтюка пĕр çулталăка çара илчĕç. Ăна ăсатма Машук хуларан яла таврăнчĕ. Ăсатăва кӳлĕ хĕрринче, ватă йăмра айĕнче йĕркелерĕç. Вăйă-кулăн хаваслă сасси ялти кашни çын чĕрине хускатрĕ. Хăшĕсем аса илчĕç-тĕр иртсе кайнă ырă самантсене. Савниллисем чее. Малтанах ура тупанĕ хăпарса тухиччен ташларĕç, вара никам сисиччен тĕттĕмре çухалчĕç. Эхтюк та Машука çавăтса пăрăнчĕ. Утрĕç, утрĕç урам, тăкăрлăк тăрăх. Вĕсем хыççăн укăлча хапхи хупăнса юлчĕ. Ял çумĕнчи ката пĕлет çамрăксен вăрттăнлăхне упрама. Йывăçсем айĕнче çӳрерĕç, çамрăк чăрăш айне ларчĕç, чуптурĕç, çĕр çине йăванчĕç... Çак каç Машук хĕрлĕхне çухатрĕ. Тăрса тирпейленсен тытăнчĕ ĕсĕклеме. Ах, айванкка.
— Мĕншĕн куççуль тăкан çак? Килĕшмерĕ-и-мĕн? — терĕ Эхтюк.
— Пĕлмĕше ан пер-ха, — ӳлесех йĕрет хĕр. Ăнланчĕ-çке-ха Машук: инке арăмран каялла хĕр пулмасть.
— Ăнланатăп-ха, — Эхтюк ăна хĕрхенем пек турĕ, ыталарĕ. — Санăн малтан шухăшламаллаччĕ.
— Халь кам ĕнтĕ эпĕ? — тĕпчет Эхтюка, — Арăму-и е чупкăн, юхха?
— Çартан таврăнсан туй тăвăпăр.
— Ай-ай! Хăçан вăл?
— Кая юлтăмăр. Тата тепĕр ик-виç сехетрен манăн тухса каймалла. Анчах хăвна упра.
— Юрĕ. Каланă сăмахна ан ман. Эпĕ кĕтетĕп, — пуçне каçăртрĕ Машук. — Тен, ача юлчĕ ман?
— Кун пирки ан пăшăрхан. Эпĕ сыхлантăм. Машук ним калама пĕлмерĕ. Çак каçчен вăл хăйне çав тери танлă тытатчĕ. Каччă мăшкăлне тӳснĕ хĕрсенчен варттăн ихик! кулатчĕ. «Хăйсем айăплă», — тетчĕ. Халĕ унăн мăнкăмăллăх чечекĕ шанчĕ. Хĕр тенине тасалăх, хĕрлехе упрани пуçа каçăрттарать.
Эхтюкпа уйрăлсан Машук пĕр вăхăт пуçа чиксе, ассăн-ассăн сывласа çӳрерĕ. Тепĕр йĕкĕт хăтана пырсан (темĕн чухлĕ килĕшсен те), Турă сыхлатăр, качча тухаймăн.
Пулас упăшка чунтан юратмĕ. «Мана Эхтюк пăрахман-иç, мĕн-ма çынсенчен куçа тартса çӳрес? Килтĕр. Туй тума сăмах панă. Енчен кутăнлансан, пăрăнса урăх сукмакпа кайсан маххă памăп, пĕтĕм чĕрнемсене кăларăп, чăрмаласа пăрахăп». Вара тытăнчĕ хаваслă çӳреме. Анчах темшĕн, усаллине сиснĕн, ал чăмăрне пушатмарĕ. Вăхăт иртет. Халь-халь Эхтюк таврăнмалла. Хăçан киле çитес пирки пĕлтерессе кĕтет вăл халĕ.
* * *
Кăнтăр апатне ларма аранах вăхăт çитрĕ. Крановщик чӳрече хашакĕсене сăрлакан малярсене антарчĕ. Тинех Машук хăй ячĕпе килнĕ çырăва алла илчĕ. Пăхрĕ тинкерсе. Конверт çинчи почерк кăмăлне хуçрĕ, ку — кĕтнĕ çыру мар. Чĕре кăрт! туса илчĕ. Ĕмĕт сӳнчĕ. Çыру — çырăвах, пурпĕрех паха. Ялтан килнĕ. Варуççа çырнă. Вуларĕ. Пĕлчĕ çĕнĕ хыпарсем. Эхтюк çартан таврăннă. Тĕлĕнтермĕш! Хурах! Вăл ялта савни тупма ĕлкĕрнĕ, çитменнине, авланасшăн. Арăм пуласси — ялти медпункта ĕçлеме килнĕ çĕнĕ фельдшер. Хыпар Машук ăш-чикне çулăм пулса кĕчĕ, «Ых-х, мур çимен, пĕлет-ши çав хĕр эпĕ Эхтюка хĕрлĕхе парнеленине? — хăй тĕллĕн мăкăртатрĕ Машук. — Эхтюкĕ тата манчĕ-ши вара хамăр кавара? »
Кăçал Машук юриех туй пуласса кĕтнипе отпуск илменччĕ-ха. Яла канмалли кун кайса килме шутларĕ. Киле ирех çитрĕ. Амăшĕн савăнăçĕн вĕçĕ-хĕрри çук. Ара, чăн-чăн хăна мар-и вара? Мĕн каласси пур — хăйĕн пепки. Çитменнине тата, киле час-часах килеймест. Сĕтел çине тутлă апат-çимĕç хурасшăн каллĕ-маллĕ чупкаларĕ кăна. Мĕн пуррине йăлт кăларса лартрĕ: тăпăрчă, хăйма, услам çу (ĕне усрать-иç), хуплу (ĕнер пĕçернĕ, хĕрĕ килессе чунĕ сиснĕ ахăр), пыл, тин çеç пĕçернĕ тинкĕле.
Сĕтел хушшине ларчĕ те Машук ним шарламасăр апатне ишрĕ нихăçан çимен пек. Амăшĕ калаçасшăн, час-часах курнăçмаççĕ-çке-ха, ыйтса пĕлмелли лăках. Вăл пур, сăмах ваклашмасть, пуçне çеç сĕлткелесе илет.
Ĕнтĕ хырăм тутă. Амăшне апатшăн тав тумарĕ те, манчĕ-ши е васкарĕ-ши? Хыпалансах тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Ун çине çаврака пит-куçлă хĕр пăхать. Хура куçлă вăл. Сăмси лапчăк. Сулахай пит çăмартинче (куç айĕнче тесен тĕрĕсрех те пулĕ) çĕвĕк пур. Пĕчĕк чух урамри ашкăнчăксем рогаткăпа пенĕччĕ. Аялти тути палăрмаллах тачка, кăшт таврăнчăк теме те юрать. Калаçнă чух тута кĕтесĕсенче сурчăк кăпăкĕ тухать. Вăл хăй çакна сисет-мĕн. Вăрăм çӳçĕ хĕвел çаврăнăш чечекĕ евĕр — сап-сарă. Яла килес умĕн пĕр кун маларах ятарласа парикмахерские кайса пĕветтерчĕ. Çӳç тĕсĕ унăн сăн-сăпатне урăхлатрĕ. Тата куç харшисене хура кăранташпа сĕрсе сăмса кăкĕ тĕлĕнче пĕтĕçтерчĕ. Çине шурă брюкиллĕ костюм, урине çӳллĕ кĕлеллĕ (шурă тĕслĕ каллех) туфли тăхăнчĕ. Тинкерсе пăхрĕ тĕкĕрте хăйне. Çук, тиркемерĕ, йăл! çеç кулчĕ. Вара ылтăн тĕссемпе капăрлатнă ридикюльне алла илчĕ.
— Часах таврăнатăн-и? — тĕпчерĕ амăшĕ тухса каякан Машукран. — Кăмакаран кукăль кăларнă çĕре таврăнма тăрăш!
— Мĕн кукли?
— Çăмартапа симĕс суханран хупатăп!
— Юрĕ.
Машук урам варрипе утрĕ. Пусмассерен ури кăпăшка тусан ăшне пута-пута пынипе туфли пичĕ те, брюки вĕçĕ те кăшт хуралчĕ. Кăна асăрхамарĕ-ха вăл. Унăн пуçĕнче шухăшсем явăнаççĕ. Пĕтĕм ĕмĕчĕ — пулас упăшкине тытса илекен хĕре тавăрасси. Анчах мĕнле? Хăй нимле май та тупаймасть, Варуççа пулăшасса кăна шанать. Вăл çур тухатмăш, тĕшмĕш йĕркисене пĕлет, кирек кам çинчен те хăрушла элек туртса кăларма ăста, никам çĕнтереймен вичкĕн чĕлхеллĕ хĕрарăм. Çавăнпа та тӳрех унăн лавккине çул тытрĕ. Тата Варуççана пăхăнтаракан пысăк сăлтав та пур. Суту-илӳ ĕçне тытăнма (лавкка уçма хатĕрленнĕ самантра) Машукран укçа пысăк сумма кивçен илнĕччĕ. Парса татасси пăхса курăнмасть. Çавăнпа та ĕнтĕ Машука йăпăлтатса кăна тăрать Варуççа. Ара, калаççĕ-çке, парăмăн çынна пăхăнтарас йăла пур.
Акă пырса кĕчĕ Машук лавккана.
— Ай-уй! Хăçан килтĕн? — хыпăнса ӳкенçи турĕ Варуççа. — Ман çырăва илтĕн-и? Хыпар пĕлетĕн-и?
— Çавăнпа килтĕм те, — тавăрчĕ Машук йӳççĕн. — Мĕнле унта? Юхха çаплах çӳрет-и ман варлипе?
— Эх, ача-а! Сас-хура çӳрет: Эхтюк авланма хатĕрленет имĕш.
— Кама качча илет? Тен, мана?
— Мур пĕлет-и, — терĕ Варуççа. Вăл Машук авăнса ӳкесрен шикленчĕ те тĕрĕссине калама тытăнса тăчĕ. Ытахальтен ăс паракан пек турĕ: — Кай-ха, кĕрсе тух Эхтюк патне.
— Аюк, — терĕ Машук шăл витĕр. «Юрĕ, халех каятăп», — тесен хăй унпа тахçанах хĕрлĕхе çухатнине Варуççа тавçăрасран шикленчĕ. — Çапах та эпĕ мăн кăмăллă хĕр, хама кĕçĕне хурса çӳремĕп. Вăл мана качча илсен сăмах чĕнтермĕ: «Эсĕ ху йăлăнтăн, мана ирĕксĕрлесе авлантартăн», — тейĕ. Лешне, медпунктра ĕçлекеннине, мĕн те пулин тумалла.
— Ай, эпĕ тупрăм! — хи-хик кулса илчĕ Мăнтăр Варуççа. Савăнăçлăн ихĕлтетнĕрен тулли кăкăрĕсем чĕтренсе илчĕç.
— Чăнах-и? Кала хăвăртрах, — хĕпĕртесе ӳкрĕ Машук. — Ну, мĕн?
— Ухмаха ертекен курăк тымарне ярса вĕретнĕ шыва ĕçтермелле.
— Ах, маттур çак эсĕ, Варуççа, — Машукăн тута хĕррисене сурчăкăн шурă кăпăкĕ тухрĕ. — Çавăнпа сана хисеплетĕп, парăма тавăрса пама та васкатмастăп.
Варуççа хĕвел пек йăлкăшса тăрать хăйне мухтанипе савăнса.
— Сана, Машук, питĕ юрататăп-çке-ха.
— Чим-ха, Варуççа аппа, курăкĕ сан пахчунтах ӳсет-и? — кăсăкланчĕ Машук.
— Ман пахчара мар, вăрманта. Ыран илĕм-тилĕмпех Лашман вăрманне иккĕн кайăпăр. Курăк тымарне хĕвел тухиччен тăпăлтармалла.
Каланă — тунă. Тымар вĕретнĕ шыв хатĕр. Анчах ăна Умрая мĕнле ĕçтермелле? Варуççа патне тем чухлĕ чĕнсен те килмест.
— Эх, Турă! Ултавăн çулĕ шуçлак теççĕ-çке, — хаш-ш! сывласа илчĕ Варуççа.
— Сухви килне кай та ларт, — сĕнчĕ Машук, — пĕр-пĕр савăтпа.
— Тупата, çапла тăвас, — çатăлтатнă май пĕççине çат-çат çапса илчĕ Варуççа.
— Виççĕшĕ те кăнса выртаççĕ.
— Вара маншăн тĕрме алăкĕ уçăлать, — йынăшса илчĕ Варуççа — Анчах çавăнтах вĕçертнĕ кайăка ярса тытнăн савăнăçлăн кăшкăрчĕ. — Тепĕр тесен Сухвие тахçанах шăл хăйраса çӳретĕп. Унăн ывăлĕ нумай пулмасть шкулта тĕртсе ярса манăн пепкем урине хуçрĕ. Ним те тумарĕç. Директорĕ те, учительници те йăлт ун майлă çаптарчĕç. Ман вĕсене çавăншăн тавăрмалла.
...Варуççапа Сухви ывăлĕсем иккĕмĕш класра вĕреннĕ. Хĕрĕх пилĕк минут урокра ларни ача-пăчана çав тери ывăнтарать. Тăхтав вăхăтĕнче вĕсен ăшне шуйттан çурисем кĕрсе лараççĕ тейĕн: чупаççĕ, такăнаççĕ, пĕр-пĕрне ура хурса ӳкереççĕ. Ку çитмест, çавăнтах тытăнаççĕ тӳпелешме. Пĕри сăмсине ватать, тепри тутине катать. Йĕреççĕ, кулаççĕ, кăшкăрашаççĕ. Анчах никамăн та ĕç çук.
Инкек пулнă кун тулта шартарса хĕвел пăхнă, юр ирĕлнĕ, шăнкăртатса шыв юхнă. Илĕртет-çке ачасене çуркунне!
«Урама!» — чĕнет шăпăрлансене хĕвеллĕ çурхи кун. Ыткăнать вак çамрăк халăх ниме уямасăр. Иккĕмĕш класра вĕренекенсем пырса тăвăнаççĕ пĕрремĕш хута анмалли картлашка умне. Малтисен пĕчĕк урисем ĕлкĕреймеççĕ пусмаран пусма çине анма. Вĕçĕччĕç! Ăçта çунат? Хыçалтисем тӳсĕмсĕр. Умрисене мĕнпур вăйран тĕртеççĕ. Ай! Пĕтрĕ пуç, пĕри ӳкнĕ. Çухăрса ячĕ. Тăраймасть. Вăл айлатать. Кайрисен мĕн ĕç? Вĕсем — тăвăнса аннă шыв сикки. Чăрмав чараймасть, тĕллев патне ыткăнмалла!
— Кам ӳкнĕ?
— Панти! Варуççа ывăлĕ.
— Ури хуçăлнă! Тăраймасть.
— Кам тĕкнĕ? Камччĕ ун хыçĕнче?
— Юра! Сухви ачи.
Йĕри-тавра анăш-тавăш шав.
Вĕрентекене чĕнеççĕ. Пантие аслă классенче вĕренекенсем медпункта çĕклесе каяççĕ. Фельдшер ачана район центрĕнчи больницăна кайма хушать.
Панти амăшĕ, Варуççа, ах тулашрĕ. Пурне те ятлать, ылханать. Сухви ачин урине хăй çапса хуçма пулчĕ.
— Сухви, халех пин тенкĕ панă пултăр мана. Унсăрăн ачун урине хам тытса хуçатăп!
Хăраса ӳкнĕ Сухви çав кунах иккĕмĕш класс учительницине пин тенкĕ кайса пачĕ.
Ку хыпар Варуççа хăлхине часах пырса кĕчĕ. Савăннипе тринк! сикрĕ, урай хăмисем йывăрăшне тӳсеймен енне шатăртатса илчĕç. «Ку укçапа хам валли сăран атă туянатăп-ха», — хĕпĕртет хăй тĕллĕн юмахласа. Сухвие вара мĕн кăна каласа хăртмарĕ-ши. Юрать, çурăм хыçĕнче кăшлать. Вăл вăрă та — медпункта çаратать, вăл (упăшкасăр пирки ĕнтĕ) йĕвенсĕр кĕсре те, вăл тилĕ пек чее те — тухтăрне хăй патĕнче усраса услам курать.
Часах упăшки ачипе киле таврăнчĕ.
— Мĕн терĕç тухтăрсем? Ĕмĕр уксах юлать терĕç-и? — çиллессĕн ыйтрĕ Варуççа лара-тăра пĕлмесĕр.
— Ача-пăча пăтăрмахсăр ӳсмест. Часах тӳрленет. Гипсне илсен каллех тиха пек чупма тытăнĕ.
Варуççа учительница патне Сухви укçине илме кайрĕ.
— Парăр часрах кити-миттине. Ачана ури хăвăртрах юсанма пĕремĕк илсе çитересшĕн.
— Педсоветра сӳтсе яврĕç. Суд çеç Сухвирен укçа шыраса илме пултарать терĕç. Эпĕ тавăрса патăм.
— Ĕненместĕп! Ман ывăлăм урасăр ларать, — ятлаçать Варуççа. Кăмăлĕ шутсăр хуçăлчĕ. Ĕмĕчĕ, Сухви укçипе атă туянасси, ывăçри хăйăр пӳрне хушшинчен юхса тухнăнах сӳнсе çухалчĕ.
Унтанпа вăхăт нумай иртрĕ. Ачи те качака путекки пек тăрăс-тăрăс сиккелесе çеç çӳрет. Виççĕмĕш класра вĕренеççĕ. Инкек тахçанах манăçа тухнă. Апла пулсан та Варуççа лăпланаймасть. Сухвие çеç мар, Пушака фельдшера та кураймасть: Сухви патĕнче пурăннăшăн тата хăйĕн упăшки ăна юратнăшăн. Ара, пĕррехинче Умрай хăех юптарнăччĕ-çке-ха, ăна авланнă çын качча илсе хулана пурăнма илсе каясшăн терĕ. Варуççа çав çын хăйĕн упăшки пулнине ĕненет, мăшăрне кун памасть — шав ятлать, килтен тухса кайма хӳтерет. Халĕ Варуççа тавăрасшăн. Умрая çеç мар, Сухвипе ывăлне те.
Тымар (курăк ятне Варуççа хăй те пĕлмест, кукамăшĕ тахçан каласа ăнлантарнăччĕ) ярса пĕçернĕ наркăмăш хатĕр. Ав сĕтел çинче ларать шĕвек тултарнă кĕленче. Иккĕн тан Варуççапа Машук шăтарасла пăхаççĕ ăна.
— Халĕ Сухви килне каятпăр, — терĕ Варуççа шĕвек янă савăта сумкине лартса.
— Каçар мана. Эпĕ санпа пыраймастăп, — терĕ Машук. Хăйĕн сасси темле чĕтренсе тухрĕ.
— Мĕнле апла пыраймастăн? — тулхăрса кайрĕ Варуççа. Вăл сумкинчен кĕленчене кăларса сĕтел çине шак! лартрĕ. Ку ĕнтĕ уççăнах хирĕçлени. Çавнашкал хура ĕç тума вăл пĕччен каймасть.
Кил хуçи хăтланăвне курмăша хыврĕ Машук. Çавăнтах йĕплĕ сăмахĕсене шăл витĕр вĕçертрĕ.
— Варуççа, эсĕ кивçен илнĕ укçана паян тавăрса пар-ха. Хула хĕрĕсем тăхăнакан йышши моднăй кĕрĕк туянасшăн эпĕ.
— Тепĕртак кĕт ĕнтĕ, — тилмĕрчĕ Варуççа мĕскĕн сассипе. Вăл Машук талăрса каясран шикленчĕ. Вара наркăмăш кĕленчине ытахальтен çеç кăларса лартнине ĕнентерес шутпа вĕлт илсе каллех сумкине чикрĕ.
— Укçи хама кирлĕ.
— Ăнланатăп. Каярахпа проценчĕпе пĕрле пĕр лав укçа илĕн.
— Лавĕпех-и? — хи-хик кулса илчĕ Машук. — Тупата, савăнтарма пĕлетĕн эсĕ, Варуççа. — Шурă тутăр кăларса сурчăкĕпе йĕпеннĕ тутине шăлкаларĕ. — Манăн çак самантрах хулана тухса каймалла. Ĕçре кĕтеççĕ.
— Юрĕ ĕнтĕ. Пĕчченех кайăп Сухви патне. Урама тухсан сывпуллашса уйрăлчĕç.
Варуççа эххĕм-эххĕм ӳсĕркелесе пырса кĕчĕ Сухви килне. Килте çын пуррине пĕлесшĕн ĕнтĕ.
— Мана кам та пулин кĕтсе илет-и? — терĕ хайхи. Сухви ывăлĕ (вăл паян диктант çырассинчен хăраса шкула кайман) Варуççа хапхаран кĕнине курчĕ, анчах унран шикленнипе (ара, Панти урине хуçсан миçе хутчен тытса вĕтме пикенчĕ) кăмака кукрине кĕрсе пытанчĕ.
Килте никам та çуккине ĕненчĕ Варуççа. Вăл кухньăна кĕчĕ. Ун-кун пăхкаларĕ. Шырать. Акă куç тĕлне чейник лекрĕ. Алла илсе тĕрĕслемелле. Пушах. Вара сумкинчи кĕленчене кăларчĕ те унти шĕвеке чейнике пĕл-пĕл-пĕл-л юхтарчĕ. Ĕçне тунă, тухса шурĕ çăмăллăн.
Вăрман хăлхаллă, уй куçлă тенĕ ваттисем. Йăнăшнă Варуççа. Унăн хура ĕçне Сухви ывăлĕ Юра кăмака кĕтесĕнчен вăрттăн йăлт курса тăчĕ. Ачан ăсĕ пур. Ырă мара чухларĕ. Варуççа ярса хăварнă шĕвеке тăкмарĕ, чăлана тĕплĕн пытарчĕ кăна. Хăй шкула тухса вĕçтерчĕ.
Сухви ĕçрен килсен чей вĕретсе ĕçесшĕнччĕ, анчах чейнике тупаймарĕ. Ăш хыпнине мĕнле ирттермелле-ши? Асне илчĕ — уйран пур-ис! Ывăлĕ шкултан таврăнсан тинех пĕлчĕ вăл унăн килĕнче мĕн пулса иртнине.
— Асту, Варуçса! — çиллессĕн чăмăрĕпе юнарĕ Сухви. — Çын валли шăтăк чавакан унта хăех кĕрсе ӳкет тенĕ авалхи çынсем.
— Лавккине час хупмасть-ха Варуççа, — мăкăртатрĕ Сухви хăйне хăй, — Килĕнче никам та пулма кирлĕ мар.
Хайхи кăн-кан пăхкаласа пӳрте кĕчĕ. Пĕри те çук. Ку хавхалантарчĕ ăна. Кăмака умне иртрĕ. Сĕтелĕ çинче çуман чашăк-тирĕк лăках. Шăнасем ырă кураççĕ. Чейникри шĕвеке ăçта юхтарса хăвармаллине шырать. Сак айĕнче кăкшăм ларать. Алла илсе пăхрĕ, Пушă мар. Шăршласа пăхрĕ. «Сăра! Им-çама кунта ярас. Ĕçтĕр сăрапа хутăш. Варуççа — хăвăн хăрушă ĕçӳ хăвнах пырса çаптăр. Кашкăр пулăшсан вăрăм туна та лашана ӳкерет тенĕ».
Чейник пушансан Сухви пуçран çапнăн Варуççа пӳртĕнчен тухса сирпĕнчĕ, тӳрех — çăл патне. Аллинчи савăтне хăйăрпа сăтăрса çурĕ-çурĕ — çирĕм хут та пулĕ. Юлашкинчен чейнике тăрă шыв тултарчĕ те тӳрех амбулаторие уттарчĕ.
* * *
Çак кун медпункт çын сассипе тулчĕ, ара, район больницинчи тухтăр килнĕ тет. Хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме ял çыннисем йышлăн пухăннă.
Тухтăрпа фельдшер малтан медпункта килейменнисем, йывăр чирлисем, патне киле кайрĕç. Акă палисадниклă çурт, кунта шалкăм çапнă Униççе инке пурăнать. Ун патне кăчĕç. Пĕчченех вăл.
— Кампа пурăнатăн? — кăсăкланчĕ тухтăр. — Ай-яй, пӳртре ытла хăтлă сан. Хĕр ачу ĕçчен пулĕ-ха?
— Ывăлăм манăн çапла тасана юратать. Кашни çул тенĕпе пĕрех пӳрт-алкум урайĕсене сăрлать. Ĕçрен килсен самант çуса каять. Кĕпе-йеме, вырăн таврашне çĕтсе пĕтерчĕ.
— Хăех ухать-я?
— Çу-у-ук! Машина туяннă вăл.
— Пĕр-пĕр инженер пулĕ-ха.
— Аксар-я? И-и-и, хальлĕхе инженер мар-ха. Вăл — кĕтӳç кăна. Ял çыннисен ĕнисеяе кĕтет.
— Маттур. Ĕçсĕр сулланса çӳремест.
Униççе инкене Умрай хывăнма пулăшрĕ.
— Вилмелле те, пурăнатăп çынсене асаплантарса.
— Вилнинчен мĕн усси?! Сывататпăр та, ак чупакан пулăн.
Тухтăр тем-тем каларĕ фельдшера. Униççе ăнланаймарĕ вĕсен калаçăвне.
— Инке, малашне сан пата укол тума çӳрĕп. — Ăна фельдшер вырăн çине выртма пулăшрĕ.
Вĕсем сывпуллашса Униçсе инке патĕнчен тухрĕç. Умрай тухтăра тепĕр мучи патне илсе кĕчĕ.
Тата тепĕр ик çын патне кĕрсе тухсан тухтăрпа фельдшер медпункта таврăнчĕç. Кунта та хайсен сывлăхне тĕрĕслеттерме килнисем кĕтеççĕ. Вĕсен хушшинче Наçтуç фронтовичка та ларать. Тухтăр майĕпен пурне те йышăнчĕ. Канашĕ питĕ паха — чĕрĕ сывлăш. Çапах та пĕрин диагнозĕ тухтăра чăннипех хурлантарчĕ.
Наçтуç фронтовичкăна онкологи больницине кайма хут çырса пачĕç.
Тек тухтăр патне кĕрес текенсем çук. Тинех аслипе кĕçĕнни хушшинче кирлĕ калаçу пуçланчĕ. Умрай фельдшерăн паян-ыран ял ачисене, пĕчĕккисене кашнинех полиомиелитран прививка тумалла.
Вăхăт шурĕ те шурĕ. Уйрăлмалла. Тухтăр каять. Картишĕнче машина кĕтет. Ăна ăсатсан Умрай амбулатори çуртне таврăнчĕ. Уçă чӳрече умне пычĕ. Çĕмĕрт чечекне тăкнă та-мĕн. Çавна хĕр сиссе те юлман.
Пӳлĕме Сухви вирхĕнсе кĕчĕ. Пичĕ-куçĕ хумхануллă.
— Мĕн пулнă сана?
— Ăçтан лăпкă пулăн, — аллинчи чейнике сулласа илчĕ Сухви. — Паян виçсĕмĕр те кăнса выртаттăмăр. Турра кĕлту, инкекрен хăтăлтăмăр.
— Ан хăрат-ха! Кала часрах: мĕн пулчĕ?
Сухви мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.
— Мĕнле наркăмăшпа тĕп тăвасшăн пулчĕ-ши пире Варуççа? Шел, чейникре шĕвек юлман, — кулянчĕ Умрай. — Чим-ха, им-çамлă шĕвеке ĕçсе Варуççа çемйипех вилсен?
— И-и, вилеççĕ сана! Пахчари вĕлтрене тем чухлĕ кăкласан та каллех ашкăрать.
5
Вырсарни кун. Медпункт хупă. Умрай фельдшер çĕр выртмаллах хулана кайнă. Сухви килте. Вăл вăрманта çулса типĕтнĕ утта ирех машинăпа киле илсе килчĕ. Шоферне укçа тӳлерĕ те пӳртне кĕчĕ. Хырăмĕ выçнине туйрĕ. Мĕн çимелле? Ун-кун пăхкаларĕ. Кастрюльте шурă кăмпа пурччĕ-çке. Ĕнер вăрманта тупнăччĕ. Çутçанталăк ĕçчене хаклă кучченеçпе хăналать. Кăмпа ăшалас шухăшпа кухньăна кĕчĕ. Стена çумĕнчи сехет: «Мана кур! мана кур!» — тенĕн шăк-шак! шаккать çаплах. Унччен те пулмасть, тă-ăн-н! янăрарĕ. Сухви кухньăран тухса сехет çине пăхрĕ.
— Аппай! Кăнтăрла иртни икĕ сехет! — тĕлĕнчĕ вăл. — Унпа-çке хырăм хыр тăрне кайнă.
— Анне, кукăль касса пар-ха. Çав тери çиес килет, — нăйкăшать ывăлĕ, сĕтел хушшинче тем çыркаласа лараканскер.
— Халех апатланăпăр. Яшка хатĕр. Унччен тарасаран шыв ăсса кĕр-ха, — амăшĕ Юрăна пушă витре тыттарчĕ. — Асту, витрине тулли ан тултар, йывăр çĕклеме юрамасть сана, атту ӳсейместĕн.
— Юрĕ! Эсĕ каланă пек тăватăп, — пуш витрепе тухса кайрĕ ача.
Каç енне сулăнсан Умрай çитрĕ. Вăл кутник çине икĕ йывăр сумкине лаш-ш! хучĕ.
— Килте кам пур?
Сас илтнĕ Сухви кухньăран чупса тухрĕ.
— Çитрĕн-и? — савăннипе пырса ыталарĕ Умрая. — Мĕн пит нумай пурăнтăн? Умрай, хĕрĕм, апат хатĕр. Яшка пĕçертĕм. Шурă кăмпа ăшаларăм. Аллуна çу. Юра ав шыв ăсса килнĕ.
— Тавтапуç.
Апатланса сĕтел хушшинчен тухсан Сухви Умрайăн йывăр сумкинче мĕн пуррипе кăсăкланчĕ. Унта кĕнекесем чиксе тултарнă-мĕн. Ял библиотеки валли пулĕ тесе ăнланчĕ. Апла пулсан йăнăшнă Умрай. Библиотека иртнĕ эрнерех хупăннă. Кĕнеке туянма пĕр пус укçа та уйăрман. Киввисене шкула панă. Çӳлĕк çине майласа хунă май ячĕсене сасăпа каласа пычĕ: «Версты любви», авторĕ Анатолий Иванов; «Царь-рыба» Виктор Астафьевăн; «Плаха»...
— Кала-ха, Сухви, кам çырнă çак кĕнекене? — ыйтрĕ Умрай.
— И-и-и, ара, эпĕ вырăсла çырнисене уçса пăхнă тетĕн-и? Пур ман килте пĕр юратнă кĕнеке — «Салампи». Содержанийĕшĕн мар, илемлĕ çырнăшăн ялан вулатăп.
— Чим-ха, ку хăмăр хуплашкаллă тачка кĕнеке мĕнлескер? — терĕ Сухви кĕнекене алла илсе. Ятне те вуларĕ: «Судебная медицина». Чирлисене мĕнле эмел ĕçтермелли çинчен, ахăр.
— Йăнăшатăн, Сухви аппа. Кӳр-ха кĕнекене. Халех сана каласа ăнлантарам...
Умрай сăмахне вĕçлеймерĕ, алăка тахăшĕ шаккарĕ. Пӳрте Эхтюк кĕрсе тăчĕ. Вăл пылак сăмахсемпе саламларĕ. Кăмăлĕ хаваслă. Ку унăн сăн-питне пăхсах паллă.
— Атьсемĕр, чей ĕçме вăхăт. Кукăльне паçăрах касса вакларăм, — тытăнчĕ Сухви калаçма. — Сана, Эхтюк, хуняму саваканни пулать. Эсĕ телейлĕ. Ман упăшкам та аннепе пĕр чĕлхеллĕччĕ. Ялан ăна хӳтĕлетчĕ.
Сухвие çуратнă чух амăшĕ çур ĕмĕре пурăнса çитнĕ. Кунашкалли, аллăра ача çуратаканни, сайра пулать. Çăмăллансан вăл часах вĕрĕлет. Хăй чирленĕшĕн пепкене айăплать айванскер. Юрать, кӳршĕ хĕрарăмĕ, ырă кăмăллăскер, пĕчĕк хĕр пĕрчине вилме памасть, пыра-пыра кăкăр ĕмтернĕ. Сухви ашшĕ ăслă çын пулнă. Вăл арăмĕн кăмăлне çемçетме пĕлнĕ. «Эсĕ, амăшĕ, йăнăш çул çинче. Хĕрӳллĕ юрат хамăрăн чи кĕçĕннине. Вăл сана пăхаканни пулĕ. Асту!»
Тĕрĕсех, ашшĕ сăмахĕ чăна килнĕ. Сухви ватă амăшне чунтан хисепленĕ, ача пек пăхнă. Амăшĕ те хакланă хĕрĕ уншăн тăрăшнине. Вилес умĕн хăй çуратнă хĕрне пил панă. Ашшĕ-амăш пилĕ ачи-пăчишĕн питĕ хаклă. Пил илнĕ ывăл-хĕр телейлĕ пулать, пурнăçĕ ăнса пырать.
Кăшт сыпсан Сухвин мухтанас йăли пур: «Мана паян, укçа-тенкĕллĕ пурăнма анне пилĕ пулăшать. Эпĕ нихăçан та выçă ларман. Манăн картиш тулли выльăх-чĕрлĕх».
— Сухви, пулас арамăн амăшĕ çук пулсан ун вырăнне кам савĕ? — ыйтрĕ Эхтюк.
— Арăмун ашшĕ.
— Умрай, санăн аçу ăçта? — Эхтюк ун çумне пырса ларчĕ.
— Мĕн-ма кирлĕ сана ман атте пирки пĕлни? — Умрай чăр-р пăхрĕ Эхтюк куçĕнчен. — Эпĕ санăн пулас арăму мар пулĕ?
— Эсĕ манăн, — терĕ Эхтюк уссине пӳрнисемпе якаткаласа.
Умрай илтмĕше хыврĕ.
— Атте пирки хамăн та пĕлес килет, — сăмахне тăсрĕ хĕр. — Тĕнчере кирек кам та ашшĕллĕ. Эппин, манăн та атте пур. Кам вăл, ăçта вăл? Вăрттăнлăх чул айĕнче.
Пĕри те сас памарĕ. Кăмака шăтăкĕнчи шăрчăк çеç чарăнми чĕриклетет.
— Пăхăр-ха, пăхăр! Тĕлĕнтермĕш! — шăллăха сирчĕ чӳрече умĕнче тăракан Сухви ывăлĕ Юра. — Тӳпере катрам пĕлĕт айĕнчен çаврака çăкăртан та пысăкрах кĕмĕл уйăх шуса тухрĕ.
Пурте карах пырса тăчĕç чӳрече умне.
— Уйăх, эсĕ йăнăшнă, — терĕ Сухви, — хĕвел пур чух санăн çуту никама та кирлĕ мар.
«Умрай, эпĕ курнă санăн аçуна, — тĕрĕ уйăх çинчи кĕвентеллĕ пике. — Ун чухне çырнă манăн кун кĕнекипе паллаш».
Май çуккине пĕлтересшĕн уйăх çинчи пике.
* * *
...Умрайăн ашшĕ Минас ятлă. Маньаккапа иккĕшĕ юханшыв хĕрринчи ялта çуралса ӳснĕ. Минас ялти вăтам шкула пĕтерсен çар шкулне вĕренме кайнă.
Пĕррехинче, çуллаччĕ ун чух, Минас яла таврăнчĕ. Вăл ĕнтĕ — лейтенант. Амăшĕ ывăлĕ виçĕ кунлăха çеç киле килнине пĕлсен хыпăнса ӳкрĕ. Васкасах сăра турĕ, кукăль-пӳремеч пĕçерчĕ. Иккĕмĕш кун сĕтел сăйпа тулчĕ. Тантăшĕсем пуçтарăнчĕç. Хĕр упраç та юлман. Хăналанчĕç.
Пурне те савăнăç ыталарĕ. Ташă-юрăпа чӳрече кантăкĕсем тăнкăртатрĕç.
Ĕнтĕ тĕттĕмленчĕ. Çамрăксен ушкăнĕ кил хуçине тутлă сăйшăн тав туса урама тухать. Çӳрерĕç вара хапха умĕнчи вăйăран вăййа. Пур çĕрте те купăс янăрать, кĕвĕ майăн — ташă. Юлашкинчен йĕкĕтсем хăйсен савнийĕсене çавăтса унталла та кунталла пăрăнчĕç. Минасăн ялта савни çук. Вăл сиссе те юлмарĕ пĕр-пĕччен тăрса юлнине. Чылайччен çӳрерĕ пĕр урамран тепĕр урама каçса. Ниçта никам лармасть. Ĕнтĕ çурçĕр те иртрĕ, автансем хăйсен юррине ав епле шăрантараççĕ. Кăмăл çĕкленӳллĕ, чун таçта туртать. Минас сасартăк тăп! чарăнса тăчĕ кĕтесри хăлтăр-халтăр кивĕ пӳрт умĕнче. Кунта чĕлхесĕр хĕр Маньакка пурăнать. Пиçсе çитнĕ çырла. Унăн илемĕ кирек мĕнле йĕкĕте те кăчăк туртать. Пилĕкĕ çип-çинçе, йĕп çăрти витĕр тухĕ. Хăйне хаваслă та тирпейлĕ тытать. Паллах, каччăсен аллинче сарăхман. Çулĕпе самай кĕçĕн-ха вăл.
Сасартăк каччăн пӳ-сине арçынлăхĕ чĕтретсе илчĕ. Халиччен тутанманнине тутанас килчĕ. Ĕç тухсан ун-кун пирки никам та пĕлес çук, ара, хĕрĕ нимуй, вăл нăйкăшнине никам та ăнланаймасть. Тата каччă ыран ирех килтен тухса каять. Тыт унăн хӳрине...
...Мĕскĕн хĕр пĕрчи. Иçмасса, алăкне те питĕрмен. Ара, ку таранччен ун патне çĕрле никам та кĕмен. Акă паттăр каччă вырăн умне пырса тăчĕ. Курать: пике мăшлаттарса çывăрать. Айăплă хăлхисем илтмеççĕ, вĕсем вăратмарĕç Маньаккана ыйхăран. Куçĕсем те вăхăтра уçăлаймарĕç. Унччен те пулмарĕ, хĕр пĕрчи хăй çине темĕскер лап! выртнине туйрĕ. Ыйхăран вăранса а-а-а! кăшкăрчĕ. Хурах! тени пулчĕ ĕнтĕ ку. Лешĕ — «вупăрĕ» чуптăвинччĕ, ачашлинччĕ пикене. Тӳрех унăн аялти кĕпи-йĕмне хывса ывăтасшăн тăрмашма тытăнчĕ. Хирĕç тăчĕ хĕр. Ак хайхи, палласа илчĕ каскăна. Ятлаçрĕ. Парăнмасăр кĕрешрĕ вăй çитнĕ таран. Анчах ятарласа, тĕллевпе кĕнĕ этем итлĕ-и? Хăйĕн киревсĕр ĕçне тумасăр чарăнмарĕ йĕксĕк. Арçын туйăмне канăçтарсан тин тухса кайрĕ. Маньакка вĕри куççуль тăкса, кăшкăрса юлчĕ пĕр-пĕччен. Мĕншĕн çук-ши пуласлăхăн чӳречи. Нихăшĕ те ним те курмарĕ. Ара, çын вăрлăхĕ варăнчĕ пулăхлă çĕре. Вăл — пулас Умрай, çийĕнчех аталанма тытăнчĕ.
Эх, Минас, хĕр ылханĕ çитнĕ пулсан-и, эсĕ тĕнчере пĕр кун та пурăнайман пулăттăн. Эрех ĕçни те астарчĕ-тĕр. Пулнă, иртнĕ, ĕнтĕ чавса çывăх та — çыртаймăн.
Киле Минас çутăпа таврăнчĕ. Çăвăнчĕ. Инкек килсе кĕресрен хăранăн васкасах пуçтарăнма тытăнчĕ.
— Минас, ывăлăм, ма пит сахал пурăнтăн, элле япăх пăхатăп сана?
— Кирлĕ мара ан пупле-ха. Пĕлен-çке, эпĕ çар çынни, манăн каланă вăхăтра çитмелле.
— Тата хăçан çаврăнса çитетĕн ĕнтĕ?
— Ан пăшăрхан. Май пулсанах килетĕп.
Çылăхлăскер тухса кайрĕ ялтан. Çулталăк çитиччен амăшĕ çĕре кĕчĕ. Тек Минас тăван йăвана вĕçсе килмерĕ.
Кунсем кайăк хур карти евĕр пĕрин хыççăн тепри иртрĕç те иртрĕç. Маньаккан хырăмĕ ӳсме тытăнчĕ. Мĕн иккенне ăнланчĕ вăл. Каллех куççуль тăкрĕ. Мĕн усси?..
Минас Çурçĕрте пурăнать. Вăл çар ретĕнчех. Çемьеллĕ, ывăлпа хĕр пур. Анчах вĕсем Чăвашра тăван аппăшĕ пурăнни çинчен пачах пĕлмеççĕ. Нихăçан та паллашаймĕç...
* * *
Тахăш енчен сисĕнчĕксĕр шуса çитрĕ пăрçа лавĕ евĕр тăхлан пĕлĕт, хупларĕ çавра уйăха. Çухалчĕ уйăх çинчи кĕвентеллĕ пике. Шел. Чĕптĕм те улшăнмарĕ Умрайăн кун-çулĕ. Унчченхи пекех вăл ашшĕсĕр — тăлăх турат. Ăсчахсене ятламалла-ши, ара, мĕн паян кунчченех уйăхпа çыхăну тытас ĕçе туса çитереймеççĕ. Ку тĕлĕшпе çĕр çинче пурăнас ӳлĕмхи çынсем телейлĕ.
— Уйăх пытанчĕ, — терĕ Юра.
— Вупăр çирĕ ĕнтĕ ăна, — сăмах хушрĕ Сухви. — Ĕлĕк çапла калатчĕç ваттисем уйăха пĕлĕт хупласан.
Умрайпа Эхтюк нимĕн те шарламарĕç. Сухви кухньăна кĕрсе кайрĕ. Вăхăт самант та иртмерĕ, вăл унтан чашкăракан сăмавар йăтса тухса сĕтел çине лартрĕ.
— Тархасшăн, чей ĕçме чĕнетĕп пурне те.
Эхтюк савăнăçлă. Вăл йăл-йăл кулкаласа аллине портфель илчĕ. Унтан хитре хупăллă курупка туртса кăларчĕ.
— Ай! Шăккалатлă канфет! — кăшкăрса ячĕ Юра.
— Шарламаççĕ ăна. Шăп пул! — хăтăрчĕ ывăлне амăшĕ. Эхтюк курупкăна сĕтел çине хучĕ. Килтисем те, хăна та сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Пӳлĕмре чей кашăкĕсем шăкăртатни, сăмавар сăмсинчен шыв шăнкăртатни илтĕнсе тăрать. Кашнин аллинче канфет. Эхтюк киленсех чей ĕçрĕ. Пушаннă куркине чашки çине ӳпĕнтерсен сăмах пуçларĕ:
— Умрай, хăçан куçатăн эсĕ ман пата? Иксĕмĕрĕн сăйпа тулнă сĕтел хушшинче çапла ларас килет. Кала-ха, ырă курмалли самантсене мĕншĕн сая яратпăр?
— Мĕн-ма васкас? — йăл-йăл кулкаласа илчĕ хĕр пĕрчи. — Хăйма та виçĕ кунтан тин пуçтарăнать. Тепĕр тесен...
Мĕн тесшĕнччĕ-ши Умрай! Çак вăхăтра алăк уçăлчĕ те пӳрте Карачăм Юманов кĕчĕ тăчĕ.
— Ман килес, — терĕ хайхи. — Ырă çын патне чĕнмесĕрех хăна килет. Аван пурăнаççĕ-и? Аху-у! Кунта тем ятпа сăй пырать-няк?
— Ним сăлтавсăрах. Апат çинĕ хыççăн чей ĕçетпĕр, — терĕ Сухви. — Атя ирт-ирт тӳрех сĕтел хушшине. Хăна пул, Карачăм.
— Хаваспах, — кулкаласа илчĕ Юманов. Вара вăл кĕсйинчен эрех кĕленчи кăларчĕ те сĕтел çине шап! лартрĕ. — Эпĕ ахаль çӳреместĕп, пăру шыратăп.
— И-и-и! Апла иккен... Кунта темĕн пăру таврашĕ çук пек туйăнать, — ихĕлтетсе илчĕ Сухви.
— Пăрăва урамра шыраççĕ, — йăх-йăх кулчĕ Умрай.
Эхтюк куçне чарнă та ним калама хăяймасть.
— Тӳрех калам хам тĕллеве: хĕр çураçас шухăшăм пур. Эпĕ, Умрай, вырăссен йăлипе аллуна ыйтатăп. Хирĕçлемесен халех манпа çавтăн та кайрăмăр — тӳрех çырăнма. Вара манăн кантур пек çĕнĕ кил-çуртăм алăкĕ яри уçăлĕ те пире кĕтсе илĕ.
Умрай çамрăк çынна тӳрех вăрçтарса яма шутламарĕ. Вăл хăйĕн сăнĕнчен шӳт йĕрĕсене самант пытарчĕ.
— Хаклатăп сана, Юманов юлташăм. Эсĕ ырă кăмăллă каччă, — çемçен тухрĕ Умрай сасси. — Санашкал йĕкĕте мĕнле хĕр тиркеме хăйтăр.
Эхтюк сасартăк сĕтел хушшинчен çĕмрен евĕр сирпĕнсе тухрĕ. Юманов çине кашкăрла сиксе ӳкрĕ. Ăна чышкăлать кăна. Лешĕ аран-аран тăна кĕчĕ пулас.
Пуçланчĕ ахăр самана. Пӳртре вулкан тухрĕ! Сирпĕнет вĕри кĕл, чул катрамĕ. Пĕри теприне урайне çеклесе çапать. Хăрушă!
— Эхтюк, сан арăм пур!
— Эсĕ авлантартăн-и мана?
— Машука пăсрăн. Çартан таврăнсан авланма сăмах панă. Ăçта санăн çынлăху?
— Вăт ил ăна качча. Вăл мана кирлĕ мар. Эпĕ Умрая юратрăм ĕмĕрлĕхе. Ăна качча илесшĕн.
— Çук, çук! Сана таса хĕре варалама памастăп! Вăл халех манпа пырать мăшăрлă пурăнăç пуçарма! — кăшкăрать Карачăм Юманов. — Умрай, тĕрĕс-и?
Сухвипе Умрай йĕкĕтсене лăплантарасшăн тăрăшаççĕ. Кусем чарăнĕç-и? Иккĕшĕн те тутисем хăпарса тухнă, юн сăрхăнать. Мĕнле инкекпе вĕçленетчĕ-ши вĕсен айванлăхĕ? Пӳрте хĕрарăм кĕрсе тăчĕ.
— Ай-уй! Мĕнле вăрçă пырать кунта? Е камит кăтартаççĕ! Манăн хуйхă, хĕрĕм вилет! — ӳлесе йĕме тытăнчĕ кинеми. — Мана тухтăр кирлĕ!
Вăрçчансем пĕр-пĕрне чышкăласа илчĕç те такам вĕсене шывпа сапнăн тăпах чарăнчĕç.
Пӳрте кĕнĕ инке ыттисем илтесрен Умрая хăлхинчен пăшăлтатрĕ:
— Илемпин хырăм ӳкнĕ хыççăн юн вăйлă каять. Сăн-пичĕ пир пек шуралчĕ, вилет пулĕ. Атя-ха, тен, пулăшайăн.
— Халех пыратăп! — терĕ те Умрай эмел сумкине илсе хĕрарăм хыççăн тухса сирпĕнчĕ.
6
Илемпи савнирен çыру илсен çил вĕрнине хăй майлă ăнланчĕ. Ара, вăл пахчи хыçĕнчи таса уйра пĕр-пĕччен кашласа ларакан юман патне мĕн чухлĕ чупман пулĕ. Аслă çил унăн йышлă турачĕсем çине канма тытăнса тăратех. Ыталатчĕ те юманăн мăн вуллине хӳхлетчĕ вара çӳлелле пăхса: «Аслă çилĕм, илсе çитер ман сăмахсене савни патне! Унăн ячĕ — Шенер. Асту, ан ман. Тилмĕрĕвĕм çапла: Юратнă савниçĕм, кайрăн та çухалтăн. Ăçта эсĕ? Пĕлтер. Е ху кил, е эпĕ пыратăп. Тин çеç пĕрлеччĕ эпир санпа. Астăватăн-и, ачаш сăмахсемпе чуптăваттăн мана. Ĕмĕре пĕрле ирттерме пултăмăр. Шывпа юхса кайрĕç-ши сăмахусем? Эпĕ çаплах пĕччен. Мĕншĕн юлтăм-ши санран? Кайран тĕлпулу пыл пек пылак пулĕ терĕм-ши...» Çил — маттур. Вăл Илемпи хӳхлевне Шенер патне илсе çитернĕ. Унсăрăн вăл темиçе çул иртсен тин çыру çырмĕ. Хăй патне чĕнет. Каясса каять, анчах паян-ыран мар. Ара, чăрмантаракан сăлтав калама çук пысăк. Шенер хăй айăплă, мĕншĕн виçĕ çул ытла иртсен тин сас пачĕ-ши?
...Илемпи училищĕрен вĕренсе тухсан чирлĕрех амăшне хĕрхенсе тăван ялнех таврăннă. Ĕне ферминче электрике ĕçлеме кĕнĕ. Ялта кичем. Тантăшсем йăлтах хулара. Вĕсем çеç те мар, çамрăк йĕкĕтсем те юлман. Çитменнине, ватă хусахсем хăтана пырса тарăхтараççĕ. Килтен тухса тарас патнех çитрĕ Илемпи, амăшĕ те чарма шутламасть. Ара, ăнланать мар-и, хăй те хĕр пулнă-иç.
Сасартăк шухă çил варкăшĕ кăкăра уçăлтарса ячĕ. Районтан клубра ĕçлеме культработник ярса пачĕç. Вăл — хаваслă çамрăк каччă.
Мĕнле яш-кĕрĕм пурăнать-ши кунта? Паллашма васкарĕ хайхискер. Часах клуб умĕнчи такăр лаптăкра иртекен ташă каçне чĕнчĕ. Ку вăхăтра хулара вĕренекенсем те каникула килнĕ ĕнтĕ. Йыш самай пухăнчĕ.
Культработник чи малтан малашнехи ĕç планĕпе, вара хăйпе паллаштарчĕ: «Мана Шенер тесе чĕнĕр, хушаматăм — Яхутин». Унтан кăштах чĕнмесĕр тăчĕ вăл. Кам кăскăлантăр ӳлĕмхи ĕçпе? Пурте тенĕ пекех паян пур та, ыран — çук. Çакна чухлать ĕнтĕ сисĕмлĕ çын. Вара тăсса ячĕ хут купăсне. Шутсăр ăста калать. Музыкăна туякан чунсем тӳсеймерĕç ташша тухмасăр. Мăшăрсем кĕвĕ майăн çаврăнчĕç, тăпăртатрĕç. Иртрĕ темиçе ташă. Тен, юрă шăрантармалла? Алăра-çке купăс. Вăл пулăшать. Пуçланчĕ чăвашсен чи авалхи юрри «Пирĕн урам анаталла». Юрра пурте хутшăнчĕç — чăн-чăн хор.
— Шурă вальс! — пĕлтерчĕ çĕнĕ вăйăç.
Шенер куçĕ умĕнче пĕтĕм хĕр тăрать. Хăшĕ чĕнĕ-ши ăна хăйпе ташша тухма? Паçăр, хăй купăс каланă чухне, пĕри ăна питĕ килĕшрĕ. Ытла сăпайлă тыткаларĕ вăл хăйне. Ытти хĕрсем час-часах суйланса юлкаларĕç, кăна вара ялан ташша илсе тухрĕç. Çӳçĕ вăрăм унăн. Пичĕ-куçĕ илемлĕ, тăпăлкка пӳ-силлĕ. Ури йĕтĕн варри чăрки пек. Кĕске хура юбка, шурă кофта тăхăннă. Ячĕ мĕнле-пш? Анчах унăн умне пачах урăх хĕр пырса тăчĕ. «Аюк!» теме юрамасть.
Ку ташă вĕçленчĕ, çĕнни пуçланчĕ. Халĕ ĕнтĕ Шенер хăй килĕштернĕ хĕре чĕнчĕ ташша тухма. Тинех паллашрĕ, ыйтса пĕлчĕ ятне. Пуплеттерчĕ. Унăн ыйтăвĕсене Илемпи йăлтах хуравламарĕ, хăш-пĕрисене ихĕлтеткелесе çеç ирттерчĕ. Çапах та хĕр хăй ăçта ĕçленине каларĕ.
— Эсĕ, Илемпи, чăнах та, хăвăн яту пекех илемлĕ, — терĕ Шенер. Малтанхи паллашурах Илемпи каччăран чуна илĕртекен сăмахсем илтрĕ.
Ял çамрăкĕсене культработник Шенер Яхутин килĕшрĕ темелле. Чи кирли — ĕçлеме пултарни. Çакна ĕненчĕç. Унтан та пахи тата вăл — купăсçă. Сăнĕ те илĕртӳллĕ. Хăшĕ-пĕри пек пĕкĕрĕлчĕк мар — яштака. Çӳçĕ кăна мĕне тăрать! Тĕлĕнтермĕш! Çĕлĕк тăхăннă тейĕн: çăра, кăпăшка, кăтра. Çийĕнче — çухине, аркине тĕрленĕ шурă кĕпе. Пилĕкĕнче шерепеллĕ пиçиххи. Вăл — чăваш. Унăн тăван ялĕ — Тутар Республикинче.
Маттур культработник. Яш-кĕрĕме хăй майлă çавăрчĕ. Тытăнчĕç клуба çӳреме. Ташă-юрă кĕрлет-ха. Ку аван. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн кичем пусма та пултарать. Ахаль каламаççĕ халăхра: «Пĕрмай çисен пыл та йĕпхĕртет». Эппин, урăххи те кирлĕ.
Пĕррехинче, ташă вĕçленсен, сăмах тапратрĕ Яхутин:
— Манăн спектакль лартассăм килет. Сирĕн хушăра выляс кăмăллисем пур-и?
— Тупăнаççĕ!
— Эпĕ пьесине тупăп. Артистсене ыран вунсакăр сехете клуба килме чĕнетĕп.
Чылаййăн пухăнчĕç. Чăрмавĕ те çавăнтах сиксе тухрĕ. Каникулти яшсемпе хĕрсем часах каяççĕ ялтан. Çапах та майлаштаркаларĕ Яхутин. Вăл инкесемпе пиччесене йыхăрчĕ. Пурах халăхра артист чунлисем. Пьесăри тĕп рольсене (хĕрпе каччă рольне) Илемпи тата хăй, Шенер Яхутин, вылярĕç. Ырра-ши е хурлăха, вĕсем пĕр-пĕрне чăннипех юратса пăрахрĕç.
Спектакле пĕр хут çеç кăтартма май килчĕ. Куракансем лăках пухăнчĕç. Халăхшăн меллĕ вăхăт пулчĕ мар-и: тыр-пула пухса кĕртнĕ. Пахча çимĕç ĕнтĕ нӳхрепре. Хуралта — йĕпе-сапаллă çанталăк. Çумăр лӳшкет. Ку кивĕ хуралтăсемшĕн — инкек. Шӳнĕ хăма-пĕрене япăхать. Ишĕлчĕ клубăн пĕр кĕтесĕ. Вара унăн алăкне хăмапа урлă-пирлĕ çапса лартрĕç. Ял халăхне чун çимĕçĕ паракан кĕтес хупăнчĕ. Уçăлать-ши вăл хăçан та пулин? Юсама укçа çук. Ку çеç-и? Культработнике ĕçшĕн тӳлеме укçа уйăрман. Шенер Яхутин тăрса юлчĕ вара çурхи шывпа юхакан пăр катăкĕ çинче. Мĕн тумалла? Ирĕксĕрех ку ялтан кайма тивет. Анчах юратнă хĕрпе мĕнле уйăрăлмалла? Ара, вĕсем ĕнтĕ пĕрле, пĕр вырăн çинче уйăха яхăн выртса тăчĕç. Юлас кунта? Ĕç çук ăна юрăхли. Хĕрарăм ĕçлесе илнипе пурăнма килĕшмест вăл. Тухса каймаллах. Анчах ăçта? Хăй те чухламасть. Çакна çеç шантарать йĕрекен Илемпие:
— Каятăп. Чăн-чăн ĕç тупсанах сана хам пата чĕнсе илетĕп. Вара пурăнăпăр мăшăр акăш пек пыл та çу.
— Эпĕ çил пек вĕçтерсе пыратăп. Вăрах ан кĕттер. Сансăр мĕнле пурăнăп-ха? — çаплах йĕрет Илемпи.
— Кĕтме пĕлер. Пĕрле пурăнас самант аякра мар. Мĕн тăвăн? Илемпи чармарĕ Шенере. Улĕмхи ырлăхшăн кăшт кĕтни çылăх мар.
Ăсатрĕ вара Илемпи юратнă çыннине. Ăçта? Уçăмсăрлăх тĕнче кĕтессине. Ларса кайрĕ Шенер автобуспа.
Кунсем пĕрин хыççăн тепри иртрĕç те иртрĕç. Йĕчĕ-йĕчĕ. Тăкăннă куççуле пухнă пулсан пӳрт умĕнче кӳлĕ çап-çут çуталса выртмалла. Икĕ çул иртрĕ. Пĕререн-пĕр çыру килмерĕ Шенертен.
Çак вăхăтра хĕр уйри ватă юман патне чупрĕ-чупрĕ. Вуллине ыталаса тăррине канма ларнă Аслă çиле тилмĕрчĕ Шенер Яхутина акă мĕн пĕлтерме: «Эпĕ, Илемпи, сана чунтан кĕтетĕп. Килсем ман пата хăвăртрах. Эпĕ типсе вилетĕп сансăр. Хăв килеймесен çыру та пулин çыр». Кăлăхах пулчĕ кĕтни. Шенер сас памарĕ. Пуçа урăхла шухăш кĕме тытăнчĕ. Каплипе пурăнсан çамрăк ĕмĕр иртет. Часах усал ят та туртса кăларĕç: «И-и, ара, Илемпи ĕнтĕ кĕрчеме тытăннă». Ан тив, хĕр мар пултăр, анчах арăм та мар-çке. Шенерпе çырăнман. Пĕр вырăн çинче çывăрни «арăм» тетермест. Качча каймаллах-тăр. Çак тĕллев Илемпие час-часах минретме тытăнчĕ. Тен, ун çулне час-часах ватă хусах Курье пӳлме тытăннăран? Çынни вăл укçаллăскер. Çăм таптаракан арман тытать ял çумĕнчи юханшыв çинче.
Илемпие пĕрре-иккĕ тĕл пулсанах Курье авланас пирки сăмах тапратрĕ. Илемпи темшĕн хирĕçлемерĕ, те хăйĕнчен темиçе çул аслăрах пулнипе шанчĕ, те урăхран нихăçан та хăйне тантăш каччă тупасса ĕненмерĕ.
Курьен кил-çурчĕ кивелсе халтăртатман. Выльăх-чĕрлĕх те тытать картиш туллиех. Хуçалăхра чи кирли — ĕне те пур. Лар та су. Пуçа кирлĕ мар шухăшсемпе анратма вăхăт пачах пулмĕ. Чăн-чăн юрату пурнăçра пĕрре çеç. Тек ăна кĕтни кăлăхах. Çак ĕмĕтсемпе Илемпи Курье патне пурăнма куçрĕ. Тепĕртакран унăн çие юлчĕ. Тăватă уйăха яхăн йăтнăччĕ ĕнтĕ Илемпи хырăмне. Турă çырлахах! Ăша сасартăк çавра çил вăркăнса кĕчĕ. Тĕлĕнтермĕш! Юрĕ, йĕркипе.
Пĕр ир кантăка шаккарĕç. Илемпи чӳречене уçрĕ почтальона курса.
— Сана, Илемпи, заказлă çыру пур. Ме алă пус, — тетрадьпе ручкине те çырупа пĕрле тăсрĕ.
Тятюк почтальон пули-пулми калаçмасть. Чи кирли — сăмах вакласа ял тăрăх аласа çӳременни. Вăл усал хыпар сарасран пĕрре те пăшăрханма кирлĕ мар.
— Тятюк инке, пархатар кур, — сунчĕ ăна Илемпи. Илемпи чӳречине хупрĕ, çырăвне тинкерсе пăхрĕ. Кам çырать? Конвертне васкаса уçрĕ те тӳрех вĕçне пăхрĕ. Вуларĕ: Павел Кринкин. Пачах палламан çын. Мĕн çырать? Мĕн кирлĕ ăна? Куçсем чупрĕç йĕркесем тăрăх. Вĕçне çитрĕ. Тĕлĕннипе чутах кайса ӳкетчĕ. Пĕр сăмахпа каласан — Шенер тупăннă. Урра! Унăн юратнă çынни пурăнать. Ăна хăй патне чĕнет. Ним тума аптранă енне урай варрине тухрĕ те яра пачĕ ташша сăвă кала-кала:
Çырма хĕррине пуссассăн та
Кули ура йĕпенмест,
Чун савнине курсассăн та
Кули чунăм савăнмасть...
Ташлама, савăнма никам та чараканни çук. Килте вăл печченех.
Павел Кринкин хăйĕн çырăвĕнче тĕлĕнтермĕш пĕлтерет: Шенер Яхутин Америкăна çитсе тĕпленнĕ. Тĕлĕнтермĕш мар-и-ха ку? Павел Кринкин — унпа пĕрле пурăннă юлташĕ. Халĕ вăл Шупашкара амăшĕ патне канма таврăннă. Илемпие пĕр тăхтаса тăмасăр хăй патне чĕнет. Мĕн тума? Чĕннĕ çĕре каймасăр мĕнле чатăн? Хăпăл-хапăл пуçтарăнчĕ, никама систермесĕр килтен тухса вăркăнчĕ. Ял çумĕпе иртекен аслă çул хĕрринче, ăна кĕтнĕнех, автобус тăрать, шăпах Шупашкара каяканни.
Çитес çĕре çитрĕ. Çыру çыраканĕ хăй хăш урамра, çуртра, хваттерте пурăннине кăтартнă. Пурте тĕрĕс. Чиперех йышăнчĕ. Павел Кринкин уçăмлă çын. Шенер пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Ĕлĕкхи пекех юратать хĕре, хăй патне пурăнма чĕнет.
— Мĕнле, каятăн-и? — кăсăкланчĕ Павел Кринкин.
— Кайăттăм та, анчах Америка Шупашкар мар, — пуçне сулкаларĕ Илемпи. — Тата манăн ĕç укçипе Мускавран ытла ниçтах та çитеймĕн.
— Йăнăшан, Илемпи. Хуйхă-суйхă сирĕлтĕр, — пичĕ çуталчĕ Павăлăн. — Савнă каччу йăлт шута илнĕ. Вăл сан валли çул укçи парса ячĕ.
Кил хуçи çийĕнчех шкапне уçрĕ те унтан укçа пачкисем туртса кăларчĕ.
— Куратни? Укçа ку!
— Ай-уй! Нивушлĕ йăлтах мана? — тĕлĕнчĕ Илемпи.
— Ку укçан хăйĕн ячĕ пур — доллар, — мухтанчĕ Павел Кринкин. — Ку çеç те мар, тата унта çитме çул уçса паракан документсем. Виза теççĕ ăна.
— Шенере шыраса тупасси манран пулмасть, — ахлатса илчĕ Илемпи.
— Ан пăшăрхан. Пĕрле каятпăр.
— Çапла пулĕ те... — çăварне хупма ĕлкĕрчĕ. «Эпĕ йывăр çын-çке-ха», — тесшĕнччĕ.
Павел Кринкин те сисрĕ ăна-кăна. Тытăнчĕ хĕрсех хавхалантарма:
— Пĕтĕм йывăрлăхсене сир. Шенер ырă кăмăллă çын. Унпа çăтмахри пек пурăнăн.
Кирлĕ çĕрте хут тутарассине Кринкин хăй çине илет. Илемпин мĕн-мĕн тумаллине пӳрне хуçсах каларĕ.
Ку чухнехи лару-тăру, пысăк ĕмĕт Илемпие шĕл кăвар çине пăрахрĕ. Çулăмпах çунать. Вăл чунтан юратать-çке-ха Шенер Яхутина. Çак самантра тухса вĕçĕччĕ. Анчах... Паспорчĕ таса-ха унăн. Юрать, Курьепе çырăнма ĕлкĕреймен, чиркĕве кайса венчет те туман. Турра шĕкĕр. «Чим-ха, — пуçра юхакан шухăшсене картларĕ Илемпи, — йышăнĕ-и-ха вăл мана, пĕтĕскере? Тата мĕнле пит-куçпа пырса тăрăп ун умне?»
Илемпи хăйĕн çак пысăк вăрттăнлăхне пĕлтермерĕ. Кринкин — ют çын. Чăннине пĕлсен илсе те каймĕ.
Çула тухрĕ. Киле май вăхăчĕ те хăвăрт иртет. Яла çитнĕ çĕре тĕттĕмленчĕ. Ăшĕ çунать Илемпин. Ара, умĕнче юплĕ-юплĕ, лакăм-тĕкĕмлĕ çулсем-кунсем. Хăш юппи телей патне илсе çитерĕ? Вăл ниçта та кĕмерĕ. Каç тĕттĕмне уямасăр тăкăрлăк тăрăх утса уя тухрĕ хăйĕн чĕмсĕр тусĕ патне. Çав çеç ăс-хакăл, канăç парассăн туйрĕ. Каш-ш кашласа кĕтсе илчĕ ватă юман. Ун вулли çумне ларчĕ те чун ыратăвне тăхçаларĕ. Йĕчĕ-йĕчĕ.
— Эпĕ телейсĕр. Савнă çын патне каяймастăп, — пуçларĕ хăйĕн хӳхлевне. — Хам айăплă, вĕçне çити кĕтме пĕлмерĕм, тӳсĕм çитереймерĕм. Халĕ ĕнтĕ ман юратман ватă çынпа ĕмĕр ирттермелле.
Çак кун унăн чĕрине хавшатрĕ пулас. Ара, мĕн чухлĕ çĕнни пĕлчĕ-илтрĕ, савни патне çитме мĕн чухлĕ тĕпсĕр çырмасем чăрмантараççĕ. Хăй те сисмерĕ — пуçĕ лăнк! кайрĕ. Унччен те пулмасть, унпа сăмах пуçларĕ тахши:
— Кирек епле йывăрлăхран та çăлăнма май пур.
— Ĕненместĕп, — тет Илемпи.
— Хырăмна ӳкер, ĕçĕ те пĕтĕ.
— Кая юлтăм. Халĕ тин тухтăрсем аборт тумаççĕ.
— Шыракан мелсем тупать...
Шарт сиксе вăранчĕ Илемпи.
— Ай-уй, тĕллене-тĕлленех çывăрнă-çке.
Илемпи ваштах сиксе тăчĕ, юмана ыталаса чуптурĕ те амăшĕ патнелле уттарчĕ. Унăн пуçĕнче тĕлĕкре илтнĕ канаш (ăна юман сĕнĕвĕ тесе ĕненчĕ вăл) амаланма тытăнчĕ. «Шенер, — сасăпах чĕнчĕ Илемпи, — кĕт мана, канăçсăр кĕт! Эпĕ пыратăп, пĕр пăшăрханмасăр. Эпир савнисем çеç мар, эпир — упăшкипе арăмĕ, ара, пĕр вырăн çинче выртса тăнă. Эпĕ йывăр çын, анчах ачу санăн мар. Унран хăтăлăп, унсăрăн ялан сиксе тухĕ харкашу иксĕмĕр хушăра. Манăн питĕ туслă, пĕр-пĕрне тĕлĕнмелле юратса пурăнас килет. Кĕтсе илсем. Пырса тăрăп умна ĕлĕкхи пекех — яштака».
Шухăш-ĕмĕтĕн тилхепи те, йĕвенĕ те çук. Хăшĕ те пĕр пулни-иртни алăкне уçать. Тархасшăн, йăлт умра: кур, илтсем. Акă Илемпин асĕнчи пĕр пĕрчĕ çуталчĕ. Кукамăш калаçăвĕ чĕрĕлчĕ: «... ăна вăрçă вăхăтĕнче тĕрмене лартнă сăмакун туса сутнăшăн. Унта вăл тус тупнă — эпи карчăк (карчăк мар, хĕрĕхелле сулăннă хĕрарăм кăна). Саккуна пăснăшăн хытах айăпланă хайхискере. Вăл хĕрарăмсене ача çураттарнă тата вăрттăн, укçалла, хырăм ӳкерттернĕ. Ун чухне больницăра аборт туман. Çав «карчăкăн» хĕрĕ те, мăнукĕ те мединститут пĕтернĕ, гинеколог пулса ĕçлеççĕ». «Акă ăçта çăлăнăç!»
Чĕлхе Киева та илсе çитерет тенĕ ĕлĕк ваттисем. Тĕпчерĕ, пĕлчĕ Илемпи. Тепĕр кунне тухса кайрĕ. Тупрĕ, паллашрĕ. Сӳрĕкленме пуçланă туслăх çиппи сыпăнчĕ. Чăнах, мĕн-ма татмалла тет ăна? Шăкăл-шăкăл калаçу юхрĕ, юхрĕ. Ĕнтĕ кил хуçисем хăнан нушине те пĕлчĕç. Хĕрхенчĕç. Ырри вĕсенчен килет. Шăп. Илемпи кĕтет, ара, сăмах пине çитнĕ çĕре ĕç-пуç татăлмалла. Çын çынна пулăшмалла, унсăрăн мĕнле-ха?
— Укçине хĕрхенместĕп. Мĕн чул ыйтатăр, эпĕ тӳлетĕп, — мăкăртатрĕ Илемпи. Чăрсăрланать те-ха, анчах хăйĕн çурăмĕ тăрăх шăши чупса хăпарнăн туйрĕ. Мĕн каласси пур, ăшран ачана тăпăлтарса илесси хырăм сумне çыпăçнă милĕк çулçине хăпăтса илесси мар, вилĕм те çири кĕперен çывăх теççĕ-çке. Пуçа çавăнтах тепĕр майлă шухăш çĕмрен пек шăтарса кĕчĕ: «Савнă çынсăр пурăниччен вилни аванрах. Ăнăçу тертсĕр, хăюлăхсăр пулмасть».
— Укçи кирлĕ-ха, — терĕ çамрăкраххи.
— Мĕн терĕр? — шартах сикрĕ шухăшсенчен вăраннă Илемпи.
— Укçа кирлĕ терĕм. Япăх пурăнатпăр.
— Çапла çав. Ĕç укçи вăхăтра паманни касать. Ман çумра пур...
— Эсĕ ан васка, ан пăшăрхан. Анне те нумай ăс панă, тата институтра та лайăх вĕрентнĕ, хамăн ĕç те çителĕклĕ, — ăнлантарать «эпи карчăк» хĕрĕ, пенсионер, кăшт тĕлĕрсе тăнă хыççăн татах калаçрĕ. Асăннă ĕçе тума хăех килне пырать. Хăш кун, миçе сехетре кĕтмеллине те пĕлтерчĕ Илемпие.
Пĕртте кĕттермерĕ Илемпие «эпи карчăк» хĕрĕ. Каланă сăмахĕ — чăн. Ĕçне турĕ, укçине илчĕ. Халĕ ĕнтĕ чăваш каланă пек — тыт ман хӳрене.
Çур тĕллевĕ пурнăçланчĕ ун. Пăх та кур — яштака. Хырăм çĕкленине кам ĕнентĕр?
— Эх, хĕрĕм, çылăха кĕретпĕр-çке, — кулянать амăшĕ.
— Çылăх çилĕм мар, çыпăçсс лармĕ.
Ваттисен йĕркипех, виççĕмĕш кунне Илемпи амăшĕ илĕм-тилĕмпех ачана хунă пĕчĕк ещĕке хул айне хĕстерсе çăва çине кайрĕ. Хайхискер карта çумĕнчен аякрах та мар меллĕ вырăн тупрĕ те тытăнчĕ ĕçе. Васкасах чаврĕ. Шăтăкне ытла тарăнлатма кирлĕ мар.
Çулăма улăм ăшĕнче пытарса усрама май çук. Курье арманĕнчен киле каятчĕ. Вăл утнă-мĕн масар карти çумĕпе. Сасартăк курах каять Илемпи амăшĕн ĕçне. Теме сиссе унăн чĕри карт! тапса илет. Мĕн амакĕ? Мĕн тăвать ку кинеми? Пĕлес килет, анчах çывхарма хăяймарĕ, Илемпи тухси кайнă хыççăн хăйне аван мар пек туйрĕ мар-и. Ĕçне пĕлмеллех. Пытанчĕ вара йывăç хыçне. Шухăша кайрĕ вăл. Мĕнле сăлтава пула Илемпи ăна пăрахса кайрĕ? Пĕр хутчен ятлаçинччĕ. Нумай çул унран аслишĕн тиркерĕ ахăр. Пĕртен-пĕр сăмах çеç вĕçертрĕ: «Каятăп». Тытса чарма хăяймарĕ. Ара, хĕрарăм кушак çури мар, ирĕксĕр мĕнле усрăн? Хăй йывăр çынччĕ-ха, иçмасса. Ача çуратсан хăех каялле пырасса та шанчĕ.
Йывăç хыçĕнче тăнăçемĕн кăсăкланни иртес вырăнне тата хытăрах амаланчĕ. Мĕн пытарать карчами? Тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлмесĕр чунĕ канмастех. Армана кайса тимĕр кĕреçе илсе килчĕ. Кинеми çук, вăл ĕçне тăрланă. Ĕнтĕ никам та чăрмантармасть. Чаврĕ, ещĕк туртса кăларчĕ. Хуппине уçсан мĕн курни ăна хăратса пăрахрĕ. «Ача-çке ку?!» — кăшкăрсах ячĕ вăл шутсăр тĕлĕннипе. Пичĕ тăрăх куççуль шăпăртатсв анчĕ. — Манăн пĕртен-пĕр ачам. Çураличченех вилтĕн-и?»
Пырса кĕчĕ яла! Утрĕ урампа. Сывлăм ӳкнĕ ешĕл курăк унăн тăпрапа вараланнă пушмак пуçне çуса тасатрĕ. Тухăçра, пĕлĕтпе çĕр пĕрлешнĕ çĕртен, хĕвел пуçне çĕклерĕ те йăл-л пăхса илчĕ Курье çине. Вăл та шутсăр шеллерĕ ахăр. Ашшĕн куççульне унăн пичĕ çинчен шăлса типĕтме хал çитереймен енне йăкăш шуса кĕчĕ тачка пĕлĕт айне. Çынсем ыйхăран вăранса çитеймен. Курье хапха умне çитсе чарăнчĕ. Питĕрĕнчĕк-мĕн. Вара вăл чӳрече умне пырса кантăка пӳрнисемпе тăкăртаттарчĕ. Часах Илемпи пырса тăчĕ. Мĕн курни ăна çĕре çĕклесе çапрĕ. Тăнне çухатрĕ мĕскĕн. Унччен те пулмасть Илемпи амăшĕ курăнчĕ.
— Чемчекесем! Мĕн турăр ман ачана? — кăшкăрчĕ Курье.
— Илемпин хырăм ӳкнĕ, — тытăнчĕ ăнлантарма хĕрарăм. — Йывăр çĕклени юраман ĕнтĕ.
* * *
Илемпи тăна кĕчĕ. Выртрĕ, выртрĕ мачча хăминчи турат куçне пăхса. Кăнтăрла çитнĕ тĕлелле — инкек, шарлаттарсах юн кайма тытăнчĕ.
— Ах, çырлах! Ара, капла вилетĕн-иç, хĕрĕм, — йĕрет амăшĕ.
— Анне, кайса чĕнсем Умрай Пушака фельдшера, — хушрĕ Илемпи амăшне.
— Паян канмалли кун. Тупайăп-и ăна?
— Сухви патне килне чуп! Вăл ман пата килетех, канмалли кун тесе кутăнлашмĕ.
Тĕрĕсех, темиçе минутран амăшĕпе фельдшер килсе те кĕчĕç. Илемпи пичĕ — шăп катан пир. Йĕркеллĕ калаçаймасть те. Умрай тĕпчесе тăмарĕ. Вăл чухларĕ мĕн пулса иртнине. Хыпалансах сумкинчен эмел кăларса ĕçтерчĕ. Ним тăхтамасăр больницăна ăсатмалла. Телефон ял администрацийĕн çуртĕнче çеç пур. Чирлине пăрахса хăварма хăрарĕ. Турра шĕкĕр, эмел пулăшрĕ пулас. Юн юхма чарăнчĕ. Пур-пĕрех кайса васкавлă пулăшу машинине чĕнчĕ. Тепĕртакран Илемпие больницăна илсе кайрĕç.
Иккĕн тан тăрса юлчĕç хапха умĕнче.
— Хамăн та пĕрле ларса каймаллаччĕ пулĕ, э? — тет Илемпи амăшĕ, хыпăнса ӳкнĕскер.
— Халĕ эсĕ ним усă та параймăн. Ыран ирех каймалла, — сĕнет Умрай. — Хĕрӳ нумай юн çухатнă. Тутлă апат кирлĕ. Илсе кай.
— Тутли тем ĕнтĕ вăл?
— Улма-çырла сĕткенĕ, ĕне юр-варĕ: сĕт, хăйма, сар çу, чăкăт. Пыл та лайăх. Шурă çăкăр илме те ан ман.
Умрай часах сывпуллашса уйăрăлчĕ. Утрĕ вăл урам тăрăх. Майĕпен пырса тухрĕ Сухви çурчĕ тĕлне. Ав вăл хăй те ларать хапха умĕнчи сак çинче.
— Турă çырлах, тинех килтĕн, — ура çине тăрса хирĕç утрĕ Сухви.
— Мĕн пулнă? — кăсăкланчĕ Умрая.
— Ара, лешсем, икĕ упăте, пӳртĕме ишсе хăварасран чун юлмарĕ. Тата вĕсем пĕр-пĕрне сусăрлатасран сехĕрлентĕм. Мирлешкелерĕç. Санăн юлашки сăмахна кĕтме пулчĕç.
— Мĕнле сăмах? — тарăхрĕ Умрай.
— Хăшне юратан? Чăннине кала. Унсăр иккĕш те çунаççĕ.
— Çунăçин. Ман ĕç çук. Ку ялта ĕмĕр ирттерме шутламастăп. Вĕренме каятăп. Манăн тĕллев — тухтăра тухасси. Эхтюк та, Юманов та аслă пĕлӳллĕ. Паллах, вĕсен çемьеленмелле.
7
Ĕç вăхăчĕ вĕçленчĕ. Амбулаторие тек никам та килмест. Сухви урай çуса тахçанах тухса кайрĕ. Умрай пĕчченех. Вăл пĕчĕк ачасене прививка туса пĕтерни çинчен çырнă отчета татах тепĕр хут пăхса тухрĕ те темиçе кун каялла вулама тытăннă «Унесенные ветром» кĕнекене алла илчĕ. Чаплă роман, малалла мĕн пулнине пĕлес килни вулаттарать. Хаçатра та асăннăччĕ-ха, çак кĕнекене Лев Толстойăн «Война и мир» романĕпе танлаштараççĕ. Вăрçă. Пĕтĕм çĕр кисренет. Анчах юрату пурăнать, ăна хăрушă хĕç-пăшал алхасни те пĕтереймест. Ку произведени тăрăх кино та ӳкернĕ, Чăвашра та кăтартнă. Анчах Умрайăн ăна курма май килмен. Скарлетт рольне Вильен Ли артистка вылянине те пĕлет. Çак кĕнеке Умрайăн хăйĕн хальлĕхе çук-ха, хăçан та пулин туянатех. Ĕмĕт пурнăçланасса шанать. Чирлĕ Униççе инкене укол тума кайсан вĕсен килĕнчи çӳлĕк çинче курчĕ те тӳрех куç хыврĕ. Аксар (Униççе инкен ывăлĕ) маттурскер. Кала ĕнтĕ ăна ял ачи — тĕттĕмскер тесе. Сухви сăмахĕ аса килчĕ: «Аксар вăл — кĕтӳç. Ял кĕтĕвне вăрман, уй-хир тăрăх çӳретет юлташĕпе».
Хĕр çӳлĕк çинчи кĕнекесене ытарайми пăхнине асăрхарĕ те Униççе мухтанас шухăшпа çапларах каласа хучĕ:
— Ах, çав Аксара, укçине кĕнеке туянсах пĕтерет.
— Ăçта тупать-ха çак паха литературăна? — тĕпчерĕ Умрай. Пĕлчĕ вара.
Аксар Шупашкарта ял хуçалăх академийĕнче иккĕмĕш çул заочно вĕренет. Сессие кайсан кашнинчех пĕр чăматан кĕнеке йăтса таврăнать.
Çак вăхăтра пӳрте Аксар кĕчĕ. Ăна амăшĕ Умрайпа паллаштарчĕ.
— Каçарăр, сирĕн тем пирки хĕрӳллĕ калаçу пыратчĕ пулас? — йăл-йăл кулкаларĕ Аксар. — Сана, анне, тухтăрсем хăçан сыватса çитерме шантараççĕ?
— Ах, ачам. Чир тени вăл хапхаран кĕрет те — йĕп çăртинчен тухать.
Умрай çамрăк каччăран именнипе шăпăрт тăчĕ.
— Аксар, хĕр тухтăр кĕнекӳсене ăмсанса пăхать, — терĕ амăшĕ. — Эсĕ лайăххисене туянма пултарнинчен тĕлĕнет.
— Чăнах-и? — савăнăçне пытармарĕ Аксар.
Умрай «Унесенные ветром» романа вăхăтлăха пама ыйтрĕ. Лешĕ килĕшмест. Килĕнчен кĕнеке кăларасшăн мар: вулама тесе илсе каяççĕ те тавăрса памаççĕ. Çавна пула библиотека юхăнса юлнă имĕш.
— Шанмастăр пулсан çĕр тенкĕ сĕтел çине хурса хăваратăп, — терĕ те Умрай сумкине уçрĕ.
— У-у-у! Çаплах-и? Юрĕ. Укçи çухалĕ тата. Илсе кайăрах, — терĕ те Аксар çӳлĕк çинчи кĕнекесене шутаркаласа хĕр кăмăлланине туртса кăларчĕ, алăран тыттарчĕ. Умрай тав туса хăвăрт тухса кайрĕ.
Унтанпа виç-тăват кун иртрĕ. Акă ĕнтĕ хăйĕн ĕçĕсене вĕçлесен вулама тытăнчĕ.
Умрай нумаях вулаймарĕ, алăка шаккарĕç.
— Кĕрĕр. Питĕрмен! — сас пачĕ вăл.
Темшĕн кĕриклетсе уçăлчĕ алăк. Пӳлĕме Аксар кĕрсе тăчĕ. Ун çине чăр-р пăхса илчĕ хĕр фельдшер. Мĕн мурĕ? Чĕрене йăк! чиксе илчĕ çĕмрен сăнни. Ара, умра тăраканни — юмахри паттăр! Çийĕнче ун шурă майка. Хĕвелпе пиçсе кĕреленнĕ çан-çурăмне ку темле хăйне май илем кӳрет. Сарлака кăкăрĕ çинче мăй тавра çавăрса усăнтарнă темле амулетлă вăчăра. Килĕшет ăна çакă, илĕртӳллĕ. Ал, кăкăр мускулĕсем илемлĕн хăпарса тăраççĕ. Типшĕмрех пит-куç. Кĕске çӳçне вирелле туранă. Куç лупашкине чакăр шăрçа вырнаçнă.
Иккĕшĕ те темшĕн тӳрех сăмах тупаймарĕç. Тем самантран Аксар сывлăх сунчĕ.
— Салам, — тавăрчĕ Умрай. Сасартăк унăн амăшне асне илчĕ те ыйтрĕ: — Аннӳ япăхланмарĕ пулĕ те?
— Анне çавнашкалах-ха. Эпĕ сирĕн валли кучченеç — паян ирхи кӳлĕм татнă хăмла çырли илсе килтĕм, — алкумне йăпăш тухса кĕчĕ. Вара çырла тултарнă пурака тăсрĕ: — Мейĕр.
— Ай-уй, мĕншĕн чăрманан? Аннӳ валли илсе каймалла марччĕ-ши? — текелесе именнĕ Умрай çырла пуракне ниçта лартма пĕлмен енне пĕр вырăнта тăпăртатрĕ.
— Эпир ĕнтĕ ку çырлана çисе йĕпхĕрнĕ, — пуплерĕ Аксар. — Варени те пĕçертĕмĕр, хĕлле валли те типĕтрĕмĕр.
— Ăçта ӳсет çав териех çырла? — тĕпчерĕ Умрай, сасси вăтаннипе тытăнчăклăрах тухрĕ, каччăна куçран та пăхаймарĕ.
— Ĕнесене çитерме вăрман вĕтлĕхне илсе кĕретпĕр. Унта хăмла çырли аврисем лăках. Çырлисем ав епле шултра.
— Спаççипă сана, — тав турĕ хĕр йĕкĕте. — Хирĕç мĕн парас-ха? — йĕри-тавра пăхса илчĕ Умрай.
— Чи кирлине! — шӳтлерĕ лешĕ.
— Ай-уй, мĕн вăл чи кирли? Манăн ним те çук.
— Суян! — хи-хик! кулчĕ йĕкĕт куç айĕн пăхса. Шап-шурă шăлĕсем ярăм шăрçа пек курăнчĕç. — Пур, пур!
— Тупата Туршăн тавçăраймастăп.
— Питĕ шел. Шухăшла, тавçăрăн тен.
— Ах-у, «Унесенные ветром» кĕнекене илсе каясшăн, — кулкаласа илчĕ Умрай. — Вĕçне çитнĕпе пĕрех, тепĕр тытмалăх юлнă.
— Хĕр те вара сана. Пурте пур, чи кирли хывăнман, — тухса кайрĕ Аксар.
Аксар ку хĕре тахçанах курнă, вăрттăн юратнă. Çывхарма юраман. Хĕр тени вăл пĕлĕтрен çăлтăр татса пама пулакана юратать. Аксар ун йышши мар, халĕ ăна нуша хулпуççи урлă вăрăм пушă çактарать. Пурнăç пĕрех ансăр сукмак çинче тĕл пултаратех. Ун чухне ан тăр тĕлĕрсе.
Умрай пĕччен юлсан тӳрех алла кĕнеке тытрĕ. Кирлĕ страницине те уçрĕ, хăш тĕле вуласа çитнине те тупрĕ. Вулать. Мĕн амакĕ? Пĕр сăмахĕ тăна кĕмест. Пĕтĕм пуç Аксарпа тулнă. «Аса ил ăна, шухăшла ун пирки...» — тет такам. «Лайăх йĕкĕт. Сăнĕ-пуçĕ те чипер. Пĕвĕ-сийĕ те çамрăк юман туйри. Пӳртне-çуртне епле таса тытать. Арçын пулин те пур кĕтес те унăн çап-çутă. Айванскер мар, вĕренет. Часах инженера тухĕ. Тата мĕн?»
Пуç мимин чаршавне сирсе йĕри-тавра вĕçсе çӳрен шухăшсем юхса кĕчĕç татах. Кам хăвалать? Хуçи пур-мĕн, вăл — айпăрăш йĕкĕт Эхтюк. Çавăрттарать. Куштанлăхĕ хăйĕнчен малта пырать. Пуринчен ытла Эхтюк хăйне юратать. Пурпĕрех вăл юланутçă. Рысак ниме уямасăр малалла ыткăнать. Çапах та йĕвенне лăнч! ярасси пулкалать. Лайăх йĕкĕт, анчах ăмăрт кайăк мар.
Карачăм Юманов — турат вĕçĕнчи шăл витмен сĕткенлĕ панулми. Унăн алли вăйлă, пурне те вăтăрать, ывăтать çĕр çине. Йăва çавăрнă вăл. Унта пурăнма мăшăр кирлĕ. Мĕнли? Таçта вĕçме ĕмĕтленекенни-ши? Ненай. Тупăнĕ-ха тулли пит-куçлă мăнтăркка чиперук, пӳрт тулли ача-пăча парнелекенни — кăлăк чăххи. Юратма пултаракан хĕрарăмăн çĕр çине юлнă ура йĕррине чуптума хатĕр çын вăл. Хăй пурнăçне ăна парнелекен хĕр телей курать. «Çав чиперкке эсĕ пулма пултаратăн!»
— Хи-хи-хи! — кулса ячĕ Умрай. Вăл тӳрех ăнланчĕ шухăшсен ретне кам вăркăнса кĕнине. Кам пултăр ĕнтĕ, лешĕ, ăшра пурăнакан Такам. — Çук-ха, качча кайма иртерех. Эпĕ çамрăк. Манăн унччен пысăк тĕллеве пурнăçа кĕртмелле.
Хăйĕн тăвăл тĕрлеттерекен шухăшсемпе тек пĕччен айкашса ларас килмерĕ Умрайăн. Вăл медпунктран тухрĕ. Хваттерĕ еннелле утрĕ. Калинккене уçса картишне кĕчĕ. Илтрĕ: алкум вĕçĕнче Сухви ачине тустарать. Умрай вĕсене чăрмантарма шутламарĕ, чӳрече айĕнчи тăпрас çине ларчĕ.
— Сана, Юркка, шăп ултă сехетре килте пулма хушрăм. Халĕ мĕн вăхăт? Ăçта çапкаланса çӳрерĕн?
— Шăп каланă пек санăн умна килсе тăма эпĕ сехет мар. Туянса пама мĕн чухлĕ тархаслатăп. Эсĕ, пур, ялан: «Укçа пулсанах сан аллуна сехет çыхса ярăп», — тетĕн.
— Ăçтан ĕрĕхсе килтĕн-ха? Сăну-пуçу юлман, калăн, сан урлă трактор каçса кайнă.
— Киле çитме васкаса чупрăм.
— Паян хăяр тăварласшăнччĕ пĕр катка. Мĕншĕн татса пухмарăн?
— Йăрансем тăрăх утса тухрăм, — сатурланать Юркка. — Хăярĕсем лăках, анчах тивме шеллерĕм, ӳссе çитеймен пек туйăнчĕ. Хăйсене пăхса ытармалла мар: ешĕл, вĕтĕ-вĕтĕ шатраллă. Пĕрне те эпĕ çыртман, хама тытса чартăм. Çыртсан-и? Çăвар тулать тутлă пылак сĕткенпе.
— Эсĕ мар-и вара урама хĕв тулли хăяр чиксе тухаканĕ? Унта та кунта çыртăксем выртаççĕ. Вăрçăлла вылянă ĕнтĕ. Тупнă çимĕçе сая ямалли вăйă.
— Илтмен, курман, пĕлместĕп.
— Асту, пĕлместĕп пулĕ. Суян! Эсĕ чăннине каласан шапан та çăм шăтать.
— Чăнах-и? У-у-у! Кулăш! — ахăлтатса кулса ячĕ Юркка, — унашкал шапа нихăçан та курман.
Амăшĕпе ывăлĕ хурулашнине ăшшăн кулкаласа итлесе ларчĕ Умрай. Ассăн сывларĕ, йăл та кулчĕ. Юрккашăн пулсан ик айкки те тăвайкки. Мĕн-ма шухăшлатăр вăл хĕлле хăяр çиес пирки. Паян вăл тутă. Хĕвел пăхать, ăшă. Ача та хаваслă. Ав вăл, çара уранскер, качака путекки евĕр тринкки-тринкки сиккелет.
— Анне, çăмхалла выляма урама тухам-и? — йăнкăртатать Юркка.
— Ах, турăçăм, ăнтан яратăн мана. Чуп-çке, — ирĕк парать ывăлне Сухви.
Анчах çавăнтах ĕçне те хушать: ачин кĕтӳ кĕртнине сыхламалла, ĕнине киле хуса килмелле. Унсăрăн вăл, каскăнскер, çынсен пахчине кĕрет. Килти витере такана тулли ешĕл курăк. Хăй юратни — йыт пырши. Элле, вăрласа çини тутлăрах. Хăйне кура мар, ăсĕ пур.
Сухви ывăлĕ хыççăн калинккене хупас та сăлăп ярас ĕмĕтпе уттарчĕ, анчах Умрая, тăпрас çинче лараканскере, курах кайрĕ. Ăна пӳрте кĕменнишĕн ятланçи турĕ.
Акă Сухви калинккене сăлăп ярсах питĕрчĕ. Пӳрте пĕччен кĕрес килмест. Вара пилĕкĕнчи саппунне салтса тăпрас çине, Умрайпа юнашар, сарчĕ, майлашса ларчĕ.
— Мĕн çинчен шухăш вĕçтерен? Хăш ту тăрринче эсĕ? — терĕ Сухви пит çăмартисем хĕрелнĕ Умрай куçĕнчен пăхса.
— Пĕр тĕллев канăç памасть мана, акамçăм. Качча каяссăм килет. Анчах упăшка пулмалли йĕкĕт мĕнлескерли кирлĕ?
— Чи кирли: хитре ан пултăр вăл.
— Ай-уй! Чипер мар йĕкĕте мĕнле качча тухас килтĕр?
— Хитре упăшка санăн мар, вăл еркĕн савнийĕ. Ахаль каламаççĕ ĕнтĕ: чипер упăшка вăл — ют упăшка. Тупса яр пĕр-пĕр асси, нихăçан кĕвĕçмĕн тепĕр хĕрарăм çумне.
— Эсĕ ху, Сухви, мăшăрупа аван пурăннă-и? Мĕнлескерччĕ вăл санăн?
— Мана Турă çав тери кăмăллă çын парнеленĕ. Темиçе çул пурăнса та йӳнсĕр пулнине курман. Сăн-пуç енчен илсен манашкалскер, ни ытлашши илемсĕр мар, ни ытлашши... Мĕнле калас, пурте пурччĕ: курма — куçĕ, чуптума — тути, ыталама — алли, мана хуса çитме — ури.
— Сухви, упăшкун кăмăлĕ пирки тăхçалама мантăр, — йăл-л кулса илчĕ Умрай.
— «Пĕтме пĕлменскер! Сысна эсĕ!» — тесе ятласан, паллах, «Килсем, чунăм, ларсам арăк çине. Çăварна уç, çуллă пăтă хыптарам», — теме чĕлхине вылятмастчех.
Сухви халапне хăй пирки çеç вĕçлесен ĕненмеллех пулмĕ терĕ-ши, сăмаха тӳрех Варуççа енне ывăтрĕ.
Кĕскен Умрай çапларах ăнланчĕ унăн халапне: Варуççа мухтанмаллах чаплă, хурламаллах ытлашши начар пурăнать теме çук. Упăшка тени лайăх-и, начар-и, çапах та арăм унăн хӳттинче пурăнасшăн. Çапла кирлĕ те. Варуççа хĕр чухне пилĕкĕнчен тапса çыхнă ыраш кĕлтиччĕ. Платна хĕре хапсăнакансем, ăмсанакансем хăтана çӳремен мар. Вăл ав хăнчăр куçлă йĕкĕте суйласа илнĕ те пурăнать ирĕклĕ ăна унталла та кунталла пăркаласа. Çемье пуçлăхĕ упăшки мар, хăй. Укçине те тупма вĕренчĕ, ара, лавкка уçма пултарчĕ. Арçыннин сасси çук. Унăн сĕнĕвне шута илмест арăмĕ.
8
Юлашки вăхăтра Машук тĕнчере ниме те мар, пуштă ещĕкне кăна асăрхать тейĕн. Ирхине вырăн çинчен сиксе тăнă-тăман ун патне чупать, ĕçрен таврăнсан — каллех. Хыпар кĕтет мар-и. Çыру çук та çук. Пурте манчĕç тейĕн. Мĕнле-ши унта Эхтюк, унăн савнă хĕрĕ — Умрай? Пурăнаççех-ши? Варуççи тата хăй мĕн амакне аллине çыхнă? Ун çырмаллахчĕ ĕнтĕ. Машук хăй темиçе хутчен те алла хутпа ручка илчĕ. Варуççана пĕсĕрлентерсе çырма. Шикленчĕ. Вăл пĕлме çунакан хыпар ырриех мар. Çыру ют çын аллине лекĕ те икĕ хĕрарăмăн тивĕçсĕр ĕçĕ çинчен пĕлĕç. Вара тĕрме алăкĕ саншăн яриех уçăлĕ, хуть чупсах кĕр. Ĕç пăрахсах кайса килĕччĕ Машук тăван ялне, анчах майсем хупă — ĕç тăлланă. Таçтан-муртан килнĕ (тен, кунта çывăхрах çуралса ӳснĕ, кам пĕлет ăна) çĕнĕ вырăс текен этем хулан пĕр урамĕнче пушă вырăн тупнă та туяннă. Çав хуçа Машук ĕçлекен треста пурăнмалли темиçе хутлă çурт туса лартма тара тытнă. Кунне-çĕрне уямасăр, чаш-чаш çумăр вăхăтĕнче те ĕçлеттереççĕ. Хуçа васкатать имĕш. Мĕншĕнни паллă: хатĕр хваттерсене хăвăртрах сутмалла. Усламран тăранман этем ĕнтĕ. Строительсем те ӳрĕк-сӳрĕк ĕçлемеççĕ. Вĕсен хăйсен тĕллевĕ — ĕçшĕн укçа хăвăртрах илесси. Уйрăмах кирпĕч хуракан каменщиксем пуç çĕклемеççĕ, вĕсен çемйисене тăрантармалла. Стройкăна тухмасăр пĕр кун çеç сиктер (пĕр сехет те çителĕклĕ) — кĕтсех тăр: тӳрех кăларса яраççĕ, тепĕр кунне вара çӳре урамра, тепринчен ĕç тилмĕрсе.
Машукăн ăшĕнче вут çунать, анчах шăла çыртса тӳсмелле. Кам хута кĕрĕ ĕçре? Кам ăнланĕ çав хатĕр чуна пăралакан сăлтава? Чухлĕç-и вара ватсупнă пуçлăхсем хĕр упраçăн савни пуррине? Куçа-куçăн пăхса калаçмасан, чуппа туса илмесен петĕм тĕнче тепĕр май çаврăнма пултарать. Çакна пĕлмĕше хываççĕ. Пуçлăхсен тĕллевĕ ытла усал: кирек камăн та ĕçе çур минут юлмасăр çитмелле, пуçа çĕклемесĕр ĕçлемелле. Апла килĕшмесен вă-ăн-н! Алăк уçă.
Машук шăлне çыртать те тӳсет. Хăйне вăл ĕçе пуçĕпех парăннине кăтартать: вăхăтра çитет, çынсемпе пĕрле ĕç пăрахать. Ăшĕнче шĕл кăвар тĕлкĕшет. Варуççа хăйĕн тĕллевне пурнăçларĕ-ши? Ухмаха тухрĕ-ши унăн савнийĕн еркĕнĕ? Тĕрĕссипе, Машук çав хĕре, Умрая ĕнтĕ, вилĕм сунмасть. Чи кирли — сĕлекине юхтарса çӳретĕр урам тăрăх. Вара пурте пĕлеççĕ, кураççĕ вăл хĕр — сывалайми чирлĕ. Кама мĕнле-тĕр те, ку вилĕм суннинчен нумай хивререх пек. Чăваш арçынни чирлĕ хĕрарăма юратма мар, хĕрхенес те çук. Уншăн пулсан арăм тени лаша пек йывăр лав турттăр.
Машук хăйне çын тесе шутлать. Йăнăшать çав. Унăн алли чавса таранах вараланчăк. Ара, вăл Варуççапа килĕшсе, унпа вăрмана кайса çав çынна ухамаха ертекен курăк тымарне иккĕшĕ тăпăлтарчĕç. Киле таврăнсан каллех иккĕшĕ пĕрле килĕшсе вĕретрĕç.
Ку тĕлĕшпе ваттисем питĕ тĕрĕс сăмах калани упранать: çын валли шăтăк ан чав, унта ху кĕрсе ӳкен.
Кун хыççăн кун иртет. Пĕринче Варуççапа мĕн пулса иртнине Машук ним те тĕшмĕртеймест çав.
Тӳсмелле мар шăрăх. Тӳпере хĕвел вут чĕртнĕ тейĕн. Унсăрăн çунтарса ярасла пĕçертмĕ ĕнтĕ. Сывлама кансĕр: çăвар типет...
Хĕвел чи çӳлти картлашкине хăпарнă вăхăтра Варуççа лавккине хупрĕ. Çак кун вăл пĕр тутăр сутинччĕ. Мăшкăлланăнах, пĕр чун пымарĕ. Алăк çумĕнче çăпата пек çăра — хуралçă тăрать. Хуçи хăй урамран урама вашлаттарчĕ. Хайхискер иртрĕ Сухви тĕлĕнчен. Сас-чӳ кĕмерĕ хăлхана. Эппин, никам та çук килĕнче. Ĕçĕ вĕçленмерĕ-ха, татах пур-ха унăн çитес вырăн — медпункт. Çитрĕ, кĕрсе тăчĕ. Курчĕ: Умрай фельдшер амăшĕ аллинчи ачана тем çухăртать. Э-э-э, укол тăвать иккен. Сухви мăнаçлăн кускаласа çӳрет ун-кун. «Ха, — шухăшларĕ Варуççа. — Урăх мĕн ĕç пур ара унăн. Тепри те çавах. Пӳлĕмре шурă халат тăхăнса кĕллин-каллин пускаласа уткалани — вĕсен ĕçĕ шутланать. Укçа тӳлеççĕ. Чăн-чăн ĕç вăл: тырă вырни, витери ĕне тислĕкне хырса тасатни. Çаксене тума вăй кирлĕ».
— Чирлĕрен-и-мĕн, Варуççа аппа? — ыйтрĕ Умрай фельдшер укол хыççăн аллине çуса шурă алшăллипе типĕтнĕ май.
— Вăл чирлесен тĕнче ишĕлĕ, — йĕплесе илчĕ Сухви.
— Мĕн, сирĕн пата так ахаль кĕрсе тухма юрамасть-и вара?
— Паллах. Кунта чирлесен килеççĕ. Эсĕ ав ферма вăкăрĕ пекех сывă, халь-халь ĕрĕхме хатĕр. Марш-ш!
— Сывă пул эппин, Варуççа аппа, — сăмах хушрĕ татах Умрай фельдшер. — Ыратаканни аптратма тытăнсан пирĕн пата килме ан ман.
— Сыввисем сирĕн пата çул уçасшăн ĕмĕтленеççĕ, — тутине чăпăртаттарса илчĕ Варуççа. — Камне калам. Вăл Эхтюк арăмĕ — Машук.
— Ай-уй, хăçан ирттертĕр туйне? — ахăлтатса кулса ячĕ Сухви. — Илтмен.
— Çара кайичченех. Эхтюк ăна пусмăрланă.
— У-у! Вăл ĕç хăçан пулнă? — лĕх-лĕх кулчĕ Сухви, — Эсĕ, Варуççа, лăпкăн пăхса тăнă, ма чармарăн каскăна?
— Хам курман. Анчах ĕçĕ пулса иртнине пĕлетĕп. Ахаль каламаççĕ ĕнтĕ: вăрман хăлхаллă, уй куçлă.
— Варуççа, эсĕ элек саракан. Машук яла килсен кун пирки ăна хам кайса евитлетĕп.
— Хăрамастăп. Хура çăкăр çиекен никамран та хур курман, — хайхи хыпалансах тухса чупрĕ амбулаторирен.
Урамра Варуççа Турикасра пурăнакан Праские тĕл пулчĕ. Сывлăх сунса алă тытасси пулмарĕ, тытăнчĕ тӳрех тăкăлтатма:
— Пушака тухтăр патĕнче пултăм. Иккĕмĕш кун чĕре ыратнăран пулăшĕ-и терĕм. Ăçта унта, лараççĕ Сухвипе иккĕшĕ çынсене кăшласа.
— Кай, ĕненместĕп. Пушака фельдшер хăй ĕçне лайăх пĕлет тесе калаçать ял-йыш. Хам та пĕркун ăш вăрканипе хăшкăлтăм. Ĕçмелли тем парса ячĕ. Халĕ чиперех.
— Ах, чĕрем тухса ӳкет, мĕнле хартлатать, — йынăшать Варуççа. — Тек ура ярса пусмастăп. Вĕсем ял çыннисем çинчен элек сараççĕ. Ара, хулара пурăнакан Машука хăртрĕç кăна. Вăл юхха имĕш. Эхтюк çара кайичченех Машук ун айĕнче пулнă пулать. Ах, мĕнле тӳсмелле çакнашкал элеке. Ку — хĕр ятне яни. Таса çинченех мăшкăлчăк шывне чиксе кăлараççĕ.
Варуççан шуйхануллă кăмăл. Çитменнине, кунĕ шăрăх. Сывлама хĕн. Тути типет, ăшĕ хыпнă. Асне килнĕ шухăшсем вара кăмăлне хавхалантарчĕç. Унăн кухньăра, сак айĕнче, кăкшăмра сăра юлнăччĕ-ха пĕр-ик стакан. Ăна ĕçĕ те ак — ăшĕ пусăрăнĕ. Кăп-кап апат хыпкаласан каллех çул тытĕ лавккана. Тен, каç кӳлĕм халăх пырĕ. Укçа, укçа пухмалла.
— Хăвăртрах пуясчĕ. Вара Сухви-Умрайсемпе сăмах ваклăп-и?
Килне çитрĕ Варуççа. Тӳрех — кухньăна. Туртса кăларчĕ хайхи кăкшăма. Лăкарĕ. Кăкшăмри сас пачĕ: шĕмпĕл-шĕмпĕлт! Стакан çине юхтарчĕ. Тутанчĕ. «Ха, сăмакун тутиллĕ пулнă. Тутлă та иккен сăраллă сăмакун». Пĕр çăвар сыпрĕ те çăтрĕ. Тутине чăпăртаттарчĕ. Вара икĕ стакан умлă-хыçлă янклаттарчĕ. Кăкшăмри шĕвекпе наркăмăшлă çĕлен çăтăнни асра та çук.
Кăкшăмра хайхи шĕвек самаях юлчĕ-ха. Кайран, лавкка хупса таврăнсан ĕнтĕ, татах ĕçсе ăша кантарма пулать.
Кухньăра тытăнса тăма кăмăллă мар. Апат çинĕ хыççăн çуман чашăк-тирĕк купаланать лăк. Ых, çав шăнасем ырă кураççĕ вара чыссăр кашăк-тирĕк çинче. Темшĕн-çке унăн кăмăлĕ уçăлчĕ. «Тасатам-ха», — терĕ. Çурĕ вара тăрă шывпа пĕтĕмпех. Хуйхи-суйхине те тупрĕ: ара, астумарĕ те кăкшăмри ăрăмлă сăрине чаш-ш! чашлаттарчĕ лаххана. Çавăнтах сисрĕ Варуççа хăйĕн йăнăшне. Тинкерсе пăхрĕ лахханне кăкшăмран юхтарнă сăри çу куçĕ пек уйрăммăн ишсе çӳренĕн, ăна каялла пуçтарса илме май пуррăн. «Ых, тăм писмен!» — ятлаçрĕ лахханти çăра шыва пăхса.
Иртрĕ кун хăйĕн йĕркипе. Кама мĕн парнелерĕ-тĕр. Пуçланчĕ çĕнни. Хĕвел тăсса ячĕ хĕрлĕ ялавне çĕр çинчи этеме савăнтарма.
Варуççа пӳртрен витре йăтса тухрĕ. Турă çырлах! Картишĕнче — хурах! Ĕне сутарма мар, çывăха ямасть, малти урисемпе çĕр чавать, тăпрана сирпĕтсе кĕтĕве кайма вăраннă пăру-сурăха хăвалать. Пĕр сыснине мăйракипе сĕксе хырăмне шăтарнă. Сехри хăпнă Варуççа упăшкине чĕнчĕ. Ăнланчĕç: ĕне урнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ ăçтан ӳлемесĕр тӳстĕр? Этемлех йĕретчĕ-ха. Сасартăк улшăнчĕ: тытăнчĕ ахăлтатса кулма, ӳлесе йĕме. Ку çеç-и, пĕтрĕ пуç, пуçларĕ йытăлла вĕрме, кашкăрла улама. Унччен те пулмарĕ, лап тӳнчĕ, çĕр çинче йăваланать ахлата-ахлата. Кӳршĕсем те пухăнчĕç. Тĕлĕнеççĕ. Шикленекенсем те пур. Чир-чĕрĕ, усалскер, вĕсен килне пырса ан кĕтĕр. Турă сиртĕр ĕнтĕ. Сăхсăхакансем тупăнчĕç.
Ĕнер Варуççа ăшĕ хыпнине мĕн ĕçсе ирттернине, кĕтӳрен килнĕ ĕнине те лахханти çăра шывпа шăварнине пачах маннă. Ку çеç-и? Машукпа иккĕшĕ вăрмантан çынна, çĕр çинчи пĕтĕм чĕрчуна ухмаха кăларса вĕлерекен курăк тымарне кăларса килнине, вĕретнĕ шĕвеке Сухви килне кайса вăрттăн чейнике ярса хăварнине те пуçран кăларнă. Çав чейникри шĕвеке Сухви ун килне пырса сăраллă кăкшăма яма пултарни çинчен чухлама та пул тарайман.
Пухăннă кӳршĕ çыннисенчен паттăртараххисем ĕнене пусса пăрахрĕç. Варуççана упăшки медпункта илсе кайрĕ. Ĕç пуçланман мĕн-ха. Иртерех мар-и? Фельдшера кайса чĕнтерчĕç. Чупса çитрĕ вара.
— Мĕн пулнă? — тĕпчет Пушака фельдшер.
— Усал амак тулласа пăрахнă. Йĕрет, юрлать, ташлать, — евитлет упăшки. — Çĕркаç чиперех выртса çывăрчĕ. Ирхине тĕнче катăлнăн куратăп: ĕне хăй тĕллĕн урнă, унтах Варуççа тытăнчĕ камит кăтартма. Асĕ пачах ылмашрĕ. Мĕн курас?
Пушака фельдшер васкасах укол турĕ Варуççана.
— Ним тăхтаса тăмасăр район больницине илсе кайăр, — хут тыттарчĕ Умрай чирлин упăшкине.
— Сыватайĕç-ши ĕнтĕ ăна? — кăсăкланчĕ хайхи.
— Шанчăка нихăçан та ан çухатăр, — пуплет Пушака. — Халĕ чаплă эмелсем пур. Паллах, йӳнĕ мар.
— Эмелне туянăп-ха, анчах больница больницах, унта лексен тепле, — йĕрмешет Варуççа упăшки.
— Мĕншĕн унашкалах кулянан, Кавĕрле? — тет тин çеç амбулаторине пырса кĕнĕ Сухви, васкасах халат тăхăнаканскер. — Кан, хусах хĕрарăмсем патне улаха чупкала.
— Тупата, ан мăшкăлла-ха, Сухви, — вăтаннипе айккинелле пăхса куланçи турĕ лешĕ.
Машина çитрĕ. Варуççана хăпăл-хапăл кĕртсе лартрĕç. Ăна упăшки ăсатрĕ.
* * *
Тăрса юлчĕ Пушака фельдшер. Ун çумне Сухви пырса тăчĕ.
— Тем курăн ку пурнăçра, — мăкăртатрĕ вăл.
— Итле-ха, ырă çыннăм, çак тĕр-тер ĕç санăн мар-и? — кăсăкланчĕ Умрай.
— Пулĕ ара. Мĕншĕн вут чĕртес ун? Вĕри кăварĕ хăй арки çине ӳкрĕ.
— Кăварне сапаканĕ эсĕ. Çав шĕвеке тула тухса сапмаллаччĕ.
— Ай-ай, чее. Вăл мана мăшкăл туса лĕх-лĕх кулса çӳрет те...
— Эсĕ те кул. Сана çын кирек мĕнле усал тунине те ыррăн сирмелле, савăнăç тупса кулмалла.
— Нинай.
— Итле, Сухви...
Умрай халĕ каласа паракан калава нихăçан та манмасть. Кĕçĕн класра вĕренетчĕ ун чух, учительница темле кĕнеке сыпăкĕпе паллаштаратчĕ.
«...пĕр ача çуралнă кун ячĕпе куккăшĕнчен парне — велосипед кĕтет. Çу кунĕсем çитеççĕ-çке-ха. Çуралнă кун тĕлне чăнахах та посылка килет. Уçаççĕ ещĕке. Турă çырлах! Унта велосипед мар, — костыль. Ача тарăхнипе чарăнайми ӳлесе йĕрет.
— Ах, ытла та айван иккен эсĕ, мăнукăм, — тет аслашшĕ. — Сана костыль кирлĕ-и? Кирлĕ мар. Мĕншĕн? Санăн урусем хуçăлман, сып-сывах. Тĕрĕс-и? Эппин, савăн!
Ача сак çинчен тринк! сиксе анать.
— Ыратать-и?
— Ыратмасть.
— Эппин, савăн, сана нимле костыль те кирлĕ мар! — аслашшĕ купăс илет те кĕвĕ калама тытăнать. Ача ура хуçсах, шарт-шарт! алă çупсах ташлать.
— Лайăх калав, — килĕшет Сухви.
— Ĕçе сан пек татсан куккăшне, çапла костыль ярса панăшăн, кӳреннипе ылханмаллаччĕ, куккăшĕн урине кайса хуçмаллаччĕ. Тата тем те пĕр ырă мар ĕç.
— Тупата, мĕн-ма çапла хăтлантăм? Усалне хăй тӳстĕр терĕм-ши?
— Çав ача аслашшĕн сĕнĕвĕ кирек епле хăшкăлчăкра та чун тасалăхне упрама пулăшать.
9
Каллех тĕттĕм шăналăк сирĕлчĕ. Кун пуçланать. Тĕлĕнтермĕш. Вăл çутă ярăмĕсене сапаласа мĕн каласшăн-ши çĕр çинчи кăткă евĕр йышлă пурăнакан этеме? Малтанах çынна тĕллевне парнелет те ĕçе кӳлĕнтерет. Васкатать мар-и. Ара, кун сӳнет. Ăна ӳрĕк-сӳрĕк ирттерсен ĕмĕрлĕхех ларса юлан шуç чуман çинче. Эппин, хăвăртрах ярса тытасчĕ пурнăç тилхепине, вĕçертес марччĕ ăна алăран.
Умрай Пушака медучилище пĕтерсен çак яла килчĕ. Ĕçне, чăнах та, ытла йывăр, ытла çăмăл теме те çук. Теп тĕллевĕ — çыннăн ыратнине сиресси. Çын тени вăл — хăй пĕр патшалăх. Куратăн ăна пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран. Курăнманни вара шалта, ăшĕнче: чĕререн пуçласа пуç мимипе вĕçленет. Çын тени вăл — нумай-нумай пайлă кăткăс машина. Ăна чир-чĕртен сыватас тесен кашни пайне витĕр пĕлмелле. Училищĕре вĕренни куçа пачах уçаймасть. Тухтăр, профессор пĕлĕвĕ кирлĕ. Пулать-и çав пĕлĕве алла илме? Паллах. Мĕнле майпа-и? Вĕренсе. Ку та сахал-мĕн-ха. Кам çирĕплетсе парĕ: профессор йăлт, пĕр пĕрчĕ юлмиччен пĕлет тесе? Никам та. Пĕлӳ тĕввисем тӳпери çăлтăр пекех, никам суса тухайми йышлă.
Пушака фельдшерăн медицина пĕлĕвĕ питĕ сахал-ха. Çынсем хушшинче хăвăрт сарăлакан чирсенчен хăтăлма, палăрнă чирсене çĕнтерме, кăтартса панă эмелпе укол тума пултарать. Ăна ирĕк панă ĕçсем лăках. Юраманни-пĕлменни мăй таран. Вăл пурне те тĕпĕпе пĕлесшĕн. Апла пулсан вĕренмелле. Тытăннă. Университета кĕресшĕн. Медицина факультетне хатĕрленӳ курсне кайрĕ. Хальлĕхе заочно майпа кĕрмешет, пĕрремĕш курсне те, ирĕк парсан, çапла майпах вĕренесшĕн. Халĕ вăл ытла çара. Тăлăх турат-çке-ха. Никам пулăшăвне курман. Пилĕк-ултă çул тӳсекен тумтир туянмалла. Хăш-пĕр чух, уйрăмах уявсенче, кулач та тутанас килет. Запас кирлех укçа-тенкĕ. Çапах та тĕллеве пурнăçлама Умрайăн пур чи кирли — çамрăклăх, ăнтăлу.
Уйăх çинчи кĕвентеллĕ пике курать Умрая, тĕмсĕлсе пăхать ăна кашнинчех кĕнеке тытса сĕтел хушшинче ларнине. Йăл кулса та ырă сунса пăрăнать вара айккинелле. «Сывă пул!» — тенĕн кĕрсе пытанать çывăхри пĕлĕт лупасĕ айне.
Ку кун, черетлĕ вырсарни, хĕвелпе пуçланчĕ. Савăнтарать хура халăха. Ара, кĕркунне çитрĕ — çĕрулми кăлармалла. Сухви те уя, аякри ани çине, каять. Ывăлĕ, Юркка, ир-ирех шкула тухса вĕçтерчĕ. Шкул та хăй ӳстернĕ çĕрулмине кăларать.
Умрай та килте ларса юлмасть. Сухви унран хваттерте пурăннăшăн укçа илмест. Апатне те уйрăм мар, пĕрле çиеççĕ.
Сухви çĕрулми кăларма Умрая илсе каясшăн мар.
— Сасартăк кам та пулин чирлесе ӳкет е мĕнле те пулин инкек сиксе тухать, — мăкăртатать вăл.
— Инкеке кĕтсе лармастăп, — кулать Умрай. — Чирĕ те пĕр куна кĕттĕр.
Ĕнтĕ апат хунă кушелне хупнă. Пĕлсех тăрать Умрай: унта Сухви чи тутлă çимĕçсем хунă. Ăна хĕре хулпуççи урлă çактарчĕ. Хăйĕн те çурăм хыçĕнче пушă михĕсем чикнĕ кутамкка. Аллисенче иккĕшин те — хусăк. Урама тухрĕç. Сасартăк вĕсен умне Карачăм Юманов пырса чарăнать. Пĕр-пĕрне сывлăх сунчĕç. Эппин, пĕрле çĕрулми кăларма пырать. Кăна кĕтменччĕ Умрай. Юнашар тăрса ĕçлеме тивет. Кăмăлĕ кăшт пăсăлчĕ. Мĕн тăвăн? Хуçи вăл мар — Сухви. Унăн кăмăлĕ: кама чĕнес тет, ăна йыхăрать. Юрĕ-çке, кичемех пулмĕ. Тепĕр тесен, юнашар ăна юратакан йĕкĕт ĕçлет.
Акă тата, Карачăм Юманов тем пăшăлтатрĕ Сухвипе, сывпуллашса пăрахса кайрĕ.
— Мĕне пĕлтерет ку? — кăсăкланчĕ Умрай. — Пирĕнпе пымасть-и?
— Çук. Шкул пахчинче ачасемпе ĕçлет, — пĕлтерчĕ Сухви. — Каç кӳлĕм хăйĕн машинипе пырса илет.
— Куншăн ташламалла, — тăпăртатса илчĕ Умрай.
— Темĕн çав. Путех пире машинăпа ярăнма лекмест, вăл тулли михĕсене тиеме килет.
Çĕрĕ ял тавра сарăлса выртать. Çынсен уйри анисем ни аякра мар, ни çывăхра. Сухви хăй ани умĕнче тăрать сăхсăхса, Турăран пиллĕх ыйтса: ана, ана, вăйна пар, малтисене хуса çитме хăват сун.
Кăчăрт! илтĕнчĕ сасă. Хусăкпа тăпра чуптурĕç. Кайрĕ вара ĕç вĕресе! Вĕлт те вĕлт ывтăнать хур çăмарти пек шултра паранкă. Выртаççĕ кăпăшка хура çĕре чăпарлатса. Пăхатăн та айккинчен, калăн: Кайăк хур çулĕ. Çыннăн кирек мĕнле ырă ĕçĕнче те пур-мĕн — ытарайми илем.
Хĕрсе ĕçлекен çынсене хĕвел кĕркунне енне сулăнсан çурăмĕсене хĕртсе хăй пирки аса илтерсех тăмасть. Ĕçлеччĕр ара. Сехет вара хĕрхенет ĕçчене: «Чарăн-ха, — тет вăл çынна, — тахçанах вăхăт кăнтăр апатне ларма».
Сухви çĕрулми авăрĕсене пухса меллĕ вырăн турĕ, çи витти сарчĕ. Тархасшăн — сĕтел хатĕр. Ларчĕç. Çав вăхăтрах кӳршĕллĕ ана çинче ĕçлекен Алтиç кинемей каçрĕ. Кучченеçпе. Унăн ывăлĕ кăвайт чĕртнĕ-мĕн. Вĕри кĕл ăшĕнче паранкă пĕçернĕ. Урăх ним те кирлĕ мар-тăр. Чĕлхӳне çăтса ярăн.
Апат пуçланчĕ. Уйра пĕçернĕ, килтен илсе тухнă çимĕçе мĕн çапла тутлăлантарать-ши? Путех, хĕрӳ ĕç. Калаçу вĕретнĕ сĕт ĕçсен пуçланчĕ.
— Тухтăр тусăмăр, хăçан туй туса паратăр?
Те вырнаçусăр, те ытла хăюллă ыйту тесе виççĕшĕ те ихĕлтетсе кулчĕç. Кăшт лăплансан Умрайăн сăмах тытма лекрех.
— Туйне тăвăттăм та, анчах качча илекен çук, — терĕ хайхискер.
— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, вĕсем иккĕрен те иртеççĕ.
Сухви калаçăва хутшăнмасăр тӳсеймерĕ:
— Пĕтĕм сăлтавĕ çакăнта: качча илес текенсем темиçе. Пĕрре çеç пулсан тыт та тух. Кунта вара юмла — хăшĕнпе телейлĕ пулăн.
— Алтиç аппа, сан шутупа, кама качча тухмалла-ши?
— Хăшне ытларах юратан, çавна тух.
— Иккĕшне те пĕр пек юратсан? — йăл-йăл вылярĕ унăн питĕнче хĕвел пайăрки.
Сухви хĕр пĕрчине Карачăм Юманова качча парасшăн. Вăл пурнăç çынни имĕш. Çамрăклах пуйнă. Килĕ-çурчĕ епле хӳхĕм. Вĕр çĕнĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕ те пур. Нумаях та пулмасть машина туянчĕ.
Алтиç шухăшĕ урăхларах. Çын пуянлăхне пăхса качча тухни ырă патне илсе пымасть. Çав килте туслăх нихăçан та аталанаймĕ.
— Пĕрлеш Эхтюкпа.
Сухви килĕшмест. Эхтюк çара çерçи имĕш. Пӳрчĕ кивĕ. Пӳрнепе тĕк — кайса ӳкет. Ашшĕ-амăшĕ те пурнăçне çукпах ирттернĕ. Вĕсен картишне ĕне пусса йĕр туман. Ашшĕ-амăшне темле амак кун паман, çаплах чирлеттернĕ.
Пуçланнă калаçăвăн вĕçĕ тупăнмарĕ: ĕç васкатать.
Сухвипе Умрай вăйпитти çынсем çав. Тепĕр кана тар юхтарчĕç те юлашки йăран вĕçне çитсе тухрĕç. Çĕрулми пуçтарнă чух вĕсем патне Эхтюк пырса тухрĕ.
— Вăй патăр! — терĕ вăл хĕрпе хĕрарăма.
— Тавах!
— Сăпаççип! Тав, Турра, ĕçлеме йыш хушăнчĕ, — хĕпĕртерĕ Сухви.
— Хирĕç мар. Анчах алла ал çăвать теççĕ. Эпĕ нимене чĕнме килтĕм. Ыран пахчари çĕрулмине кăларасшăн тата пӳрт-çурта тасатса шпалер çыпăçтарасшăн.
— Килĕшетпĕр. Нимене пымасăр юлсан — çылăх, — терĕ Умрай.
— Эпĕ те çавнах калатăп.
Ĕçчен алăсем... Вĕсене ырласа кăна тăмалла. Ара, тем вăхăтра çĕрулми михĕсене кĕрсе вырнаçрĕ. Хĕвелĕ вăй пачĕ ахăр. Халĕ вăл анăçа шуса çитрĕ те сывпуллашасшăн вылять вăрман тăррипе. Сухви ăна кăшт тытăнса тăма хистет. Ара, Юманов хăйĕн машинипе çитеймерĕ-çке. Уйрăмах Эхтюк çĕтĕлсе тăрать. Сухви витĕр пĕлет: вăл хĕр пĕрчине çавăтса пăрăнасшăн. Юрĕ ĕнтĕ, унăн кăмăлĕ тултăр. Умрай та туртăнса тăмарĕ. Вара каччă хĕр упраçа çавăтрĕ те аслă çулпа мар, тӳртен яла çитерекен сукмак çине илсе тухрĕ.
Аслă çулпа Карачăм Юманов машинипе тĕрлеттерсе килет. Мĕн-ма унпа хирĕç пулмалла тет. Шан-ха ăна, тарăхнипе машинипе тӳрех вĕсем çине кĕрĕ те кайĕ. Выртса юлăн вара, пуленке евĕр, çул çинче.
Эхтюк савăнăçлă. Ăна халĕ хĕре çавăтса пыма никам та чăрмантармасть. Аслă уя вăл тав тăвать. Çитменнине, хура чаршав таврана хупласа майĕпен карăнать те карăнать. Каччăшăн ку пит меллĕ, алă çемми. Вăл хĕре утнăçемĕн чăмăртаса илет. «Юрататăп», — тет. Хĕртен те çавнах илтесшĕн. Анчах пикен тути çăраççипех питĕрĕннĕ. Тарăхать йĕкĕт. Ăшĕнче такам вĕрентет: «Мĕн ăна пит тилмĕрсе пыран? Ав çĕрулми аврисен купи. Сĕтĕр те кĕр. Вара... акă пулчĕ те хĕртен арăм. Мĕн ăна ванса каяс чашăк пек ачашшăн тыткалан?» Чăрсăрланчĕ. Чипер утса пыракан хĕре çĕклерĕ те çум купи патнелле утрĕ.
— Эсĕ мĕн хăтланан, Эхтюк? Мĕн-ма пăрăнтăн сукмакран? Асту, кăшкăратăп: ху-у-ра-ах!
Эхтюк шартах сикрĕ.
— Мĕн ухмахланан? Кĕрсе ларасшăнччĕ кăшт. Ывăннă ахăр, — хĕре каялла сукмак çине çĕкленипех тухрĕ. Ним чĕнмесĕр утрĕç. Вара Эхтюк сăмах вĕçертрĕ: — Умрай, атя халĕ тӳрех ман пата каяр.
— Мĕншĕн?
Ăнлантарса пачĕ. Каччă авланасшăн. Ăна арăм пулма чĕнет. Вăл ĕçме-çиме тахçанах хатĕрленĕ. Темиçе кĕленче эрех те туяннă. Ирхине нимене пыракансемпе туй пуçланĕ. Килĕшмест хĕр, шав каялла тапать.
Эхтюк пуçне ырă мар шухăш пырса кĕчĕ. Тен, Умрай хăй валли Юманова суйласа илнĕ, ăна качча тухасшăн?
Апла теес, мĕншĕн вăл лешĕ ана çине пырасса кĕтмерĕ? Машинăпа, кабинăра унпа юнашар ларса пыратчĕ яла. Хĕр тенине ăнланма йывăр. Ăшне уçса пăхма, чăнах та, халăх каларăшле, кĕрĕк çанни мар çав.
— Тĕрĕссипе кала: эсĕ мана ху çумăнтан ни тĕртместĕн, ни çывăха ямастăн. Качча тухатăн-и мана е çук?
— Мĕн-ма пит васкан? — ихĕлтетсе кулчĕ Умрай. — Кам хăвалать çав териех? Эпир çамрăк. Вăхăт çитĕ.
Эхтюкăн кăмăлĕ çемçелчĕ. Вăл пикене çав тери чуптăвасшăн. Уссине шăлкаласа якаткаларĕ те хĕре тытса сасартăк хăй çумне пăчăртарĕ. Ăçта унта? Патне ан пыр. Умрай — каснă лартнă туртана хăнăхман пукрас тиха. Тапрĕ, сикрĕ, тăпăлтатрĕ... Каччăн вăйлă аллисенчен хăтăлчĕ.
— Ых-х, йĕплĕ пиçен! — Эхтюкăн сăмахĕ шăл витĕр сăрхăнса тухрĕ.
— Качча тухсан упăшка çеç чуптума пултарать мана, — терĕ Умрай пуçĕнчи тутăрне юсаса.
Умрай киле çитнĕ çĕре Сухви паранкине нӳхрепе антарма та ĕлкĕрнĕ.
— Юманов шăлне çыртса ĕçлерĕ. Вăл сана кӳреннĕ мар-и?
— Ан тĕлĕнтер, Сухви. Унăн манпа мĕн ĕç пур, çураçнă хĕр-и?
Умрай чухлать: Карачăм Юманов çав териех юратмасть ăна. Анчах уншăн Умрай ытла меллĕ. Хăй — учитель, арăм — фельдшер. Иккĕшин те ял ĕçĕ. Унтан ытла мĕн кирлĕ?
Çавăншăнах вăл çĕнĕ машинине вараласран хĕрхенмесĕр, Умрая юрас шухăшпа, Сухвин çĕрулмине турттарса килнĕ, хĕре кĕтсех ĕнтĕ ăна нӳхрепе антарнă.
Сухви сĕтел çине майларĕ. Çемйи ун пысăк мар: ывăлĕ тата Умрай. Ăна вăл йăмăкĕ вырăнне хурса юратать. Шăкăл-шăкăл калаçса апатланчĕç. Умра тирĕкпе чăмăрла пĕçернĕ паранкă та пур. Кашниех саланса пиçнĕ. Тупата, паранкă ытла та кĕрпеклĕ. Çинĕçем çиес килет. Чĕлхене çăтманни кăна.
Вăхăт нумая кайрĕ. Умрай, халиччен алă вăйĕпе питех ĕçлеменскер, шĕлтĕрех ывăнчĕ. Ыйхă пусать. Выртрĕ çеç, ыйха путрĕ те.
Илĕм-тилĕмпех тухса чупрĕç нимене.
Пĕччен суран — типсе пырать, халăх сурать — кӳлĕ пулать тенĕ. Эхтюк килĕнче çынсем кăткă евĕр йышлă. Ял халăхĕ — маттур, пухăннă çителĕклех. Хăшĕсем пахчара кĕшĕлтетеççĕ — çĕрулми кăлараççĕ, теприсем пӳрт стенисене шпалер çыпăçтараççĕ. Тата тирпейлĕ алăсем чӳрече хашакĕсене çуллă сăрпа шуратрĕç. Кăмака та хура питпех юлмарĕ.
Ĕç вĕçленсе пырать, анчах нихăшĕ те пăрахса каймасть.
Пушака фельдшера чĕнеççĕ. Унăн васкасах амбулаторие çитмелле — унта чирли пулăшу кĕтет. Чупса çитме тиврĕ.
Çамрăк инке пĕрремĕш класа çӳрекен ывăлне илсе пынă. Ачан пырĕ шыçнă.
— Ангина, — терĕ Пушака фельдшер çăвар ăш-чикне тĕрĕслесе. — Халĕ çанталăк сивĕтмен. Мĕншĕн унăн пырĕ шыçнă?
— Сивĕ шыв ĕçнĕ вăл, шăпăрлан, — тытăнчĕ ăнлантарма ача амăшĕ. — Пирĕн Хăмсар уйĕнче тарăн çырма пур — Ташмăт çырми тетпĕр ăна. Тĕпĕнче çăл палкаса выртать. Шывĕ — чăн-чăн пăр. Çав тери сивĕ. Çăтнă чух пыра кусарпа хырнă пек туятăн. Мĕн чухлĕ çын чирлемест-ши хĕртсе хĕвел пăхнă вăхăтра? Виçĕм кун уйра çĕрулми кăлартăмăр. Алă çума ашшĕне шыв ăсма ятăм. Ку та юлмарĕ. Ĕçнĕ ĕнтĕ çав çăл шывне. Тупата, ачине ятлама хĕн, çăл шывĕ — шăп тăрна куçĕ, тăп-тăрă. Ирĕксĕрех ывăçласа сыпан. Ан ĕçĕр тесе асăрхаттартăм. Итлесси пур-и?
Ачи чирне хăй тупнă — фельдшер сыват. Температурине чакарма эмел панисĕр пуçне мĕн-мĕн тумаллине ăнлантарчĕ.
Умрай пĕчченех юлчĕ. Нимене вĕçлеме каймалла-ши? Ни алла, ни капла ĕç татаймарĕ. Алăка шаккарĕç.
— Кĕрĕр! — терĕ Умрай. Пӳлĕме Илемпи кĕчĕ тăчĕ. Савăннипе ыталанчĕç, такам кăтăкланăн ихĕлтетрĕç вара пĕр кана.
— Сывлăху мĕнле?
— Чиперех. Ан пăшăрхан. Санпа сывпуллашма килтĕм.
— Каятăнах-и?
— Ахă. Документсем хатĕр. Ыран пĕрремĕш автобуспа ялтан тухса каятăп. Кун пирки сансăр пуçне никам та пĕлмест. Çитес эрнере Америкăна çитетĕп. Эпĕ савни ытамĕнче. Урра! Шенер савăнать ĕнтĕ. Анне ним те тавçăраймасть. Манрая çыру илсен ăна йăлт каласа пар.
— Юрĕ, ăнлантарăп.
— Чим-ха, Умрай, пыр эсĕ те Америкăна. Шенер самант пулăшать сана. Хам та тăрăшăп. Пурăнăпăр вара çăтмахра. Çак тĕттĕм ялта ĕмĕр ирттерме эсĕ, мĕн, карчăк-и? Эпĕ — электрик, эсĕ — медик. Эпир пур çĕрте те кирлĕ çынсем.
— Шухăшласа пăхма юрать, — терĕ Умрай.
— Маттур. Ну, эпĕ кайтарам-ха. Тен, мĕн те пулин маннă. Япаласене тепĕр хут тĕрĕслем.
— Сывă пул, Илемпи! Ăнăçу сунатăп. Каяс çулу такăр пултăр, икĕ айккипе мăкăнь чечекĕ чĕлтĕртеттĕр.
— Америкăра тĕл пуличчен, Умрай.
Илемпи тухса вĕçтерчĕ.
Пĕччен тăрса юлнă Умрай шухăша путрĕ. Ăшри такам сас памасăр тӳсеймерĕ: «Мĕнех, кунта пурнăç ăнмасан Америкăна кайма та юрать». Умрай çав Такама пӳлмесĕр тӳсеймерĕ: «Чăваш çĕршывĕ çав тери илемлĕ. Наяна пусмăрлама памасан пирĕн пурнăç — пыл та çу».
10
Уйăх иртнĕ çĕрелле Варуççана больницăран кăларчĕç. Ăна илме упăшки пымарĕ. Тухтăрсен мĕн ĕç. Çынна сыватнă, теприн валли пушат вырăна. Киле çитмелĕх ăс-тăн пур. Кăмăлĕ пăсăлчĕ ĕнтĕ, анчах мĕн тăвăн? Тухса кайрĕ вара Варуççа пĕр-пĕччен. Автобуса кĕрсе ларчĕ. Пушă вырăн çук. Ăçта куçатъ ку халăх? Вăл хуть киле каять, больницăра ăна чиртен сыватрĕç. Кăмăлĕ вара шутсăр хуçăк. Ара, упăшки илме пымарĕ, çавăнпа та çул тăршшĕпех питлесе пычĕ ăна. Киле çитсен чăн-чăн пĕçерккĕ парать ĕнтĕ.
Акă вăл ял çумĕнчи чарăнура автобусран тухрĕ, ун-кун пăхкаларĕ. Ăнланчĕ: ăна никам та кĕтмест. Урамра вара пĕри те тепри саламласа сăмах чĕнчĕç.
— Ай-ай, Варуççа, çав тери начарланнă-çке эсĕ?
— Ырашĕ юхса тухнă михĕ пек тăрса юлнă.
— Эх, аккамсем, — тет Варуççа йĕрсе ярасла. — Больница курорт мар, пыл вырăнне йӳçĕ таблетка хыптараççĕ.
Туяланнă Варуççа килне çитрĕ. Хапхи питĕрĕнчĕк мар. Ăна патаккипе хирсе уçрĕ. Тӳрех упăшки куç тĕлне пулчĕ. Вăл алкум картлашки çинче атă тăхăнса ларать. Сывлăх сунасси-тăвасси пулмарĕ, кӳтсе çитнĕ çиллине тӳрех хута ячĕ Варуççа.
— Мĕншĕн мана илме пымарăн? — хăмсарчĕ ăна па-такĕпе.
— Ан вĕрилен. Паян эсĕ больницăран тухасси ман асра-тĕлте те çук.
— Ытла та чурăс чĕреллĕ эсĕ, упăшкам. Пурăнан ыйха ăнкăртса. Ăçта ĕне? Эпĕ ăна картишĕнче курмастăп. Мана ĕне юр-варĕсĕр типĕтсе вĕлересшĕн-и?
— Чухласа калаç. Тăран путсĕр сăмахсене акса-тăкса. Кăшт тăрлавлă пул. Ĕне туянасси путек туянасси мар.
Упăшки ĕне тупнă, туянма калаçса татăлнă. Анчах арăмне кăтартмасăр киле çавăтса пыма килĕшмен.
— Кайса кур. Килĕштерсен ыранах çавăтса кил, — тет мăшăрĕ.
— Ямăттине хăнăхнă эсĕ. Хырăм тутă, çи-пуç питĕ, таса. Эсĕ пур — ĕçле те ĕçле, укçине туп. Лавкка уçрăм. Услам пур. Эсĕ наян упăшка. Санăн çемйӳне тăрантмалла.
— Ха-ха-ха, — кулчĕ упăшки. — Ку чухне хĕрарăмпа арçын пĕр тан. Сана тăрантса пурăнма эпĕ тарçă мар.
Вăл килтен тухса кайрĕ.
Варуççа хăраса ӳкрĕ. Чăнах пăрахса каймарĕ-и? Пĕччен мĕнле пурăнмалла, уйрăмах халĕ, чир амантса хăварнă хыççăн. Тухса кăшкăрчĕ, каялла кĕме тилмĕрчĕ. Анчах лешĕ алне çеç сулчĕ. Урама тăрăх таçта çухалчĕ.
Ăш-чикĕ тулнипе Варуççа тытăнчĕ уласа йĕме.
— Анне, ним сăлтавсăр ан ӳле. Инкек йыхăран, — терĕ ывăлĕ вырăн çинчен сиксе тăрса. — Эсĕ ху çапла калаттăн.
Ывăлĕ амăшне ыталарĕ, ачашларĕ, вара апат çинĕ хыççăн шкула тухса чупрĕ.
Тĕкĕр умне пырса тăчĕ Варуççа. Хăйне тӳрех паллаймарĕ. Хыçалта такам тăрать пулĕ тесе çаврăнса пăхрĕ. Кăлăхах. Тĕкĕрте ăна хирĕç пăхаканни — хăех. Вара тутлă апат çисе юсанма шухăш тĕвĕлесе хучĕ.
Шăп çак вăхăтра илтех кайрĕ:
— Ман килес! Хуçисем пур-и? Салам!
— Эх, ача! Машук! Мĕнле килме пĕлтĕн? — Варуççа аллине сарса хăна еннелле туртăнчĕ.
— Эсĕ пĕчченех-няк?!
— Упăшкана тĕпĕртеттертĕм те, тухса шурĕ.
— Улах апла. Тав ăна.
— Эсĕ, Машук, капла, чăматанпах, килекен çын-и е тухса каякан?
— Килекенни, — лаш ларчĕ хĕр пукан çине. — Шутсăр ывăнтăм. Ĕçрен аран-аран çăлăнса тухма май тупăнчĕ. Чуна илетчĕç. Ну, ĕнтĕ шĕкĕлчесе пар йăлтах. Ман савнин еркĕнĕ мĕнле унта? Шанатăп, вăл Эхтюка качча тухмарĕ тăр-ха. Çапла вăл пурнăç тени: юттине, хăвна пӳрменнине, ан хапсăн, — Машук тути кĕтессисене тухнă шурă кăпăка чĕлхипе çуласа илчĕ. — Ухмаха тухрĕ-тĕр?
Варуççа йĕрсе ячĕ. Тытăнчĕ вăл хăйĕн нуши çинчен тăхçалама. Пушака фельдшер мар, хăй чирлесе ӳкнĕ. Больницăра пĕр уйăх выртрĕ ăшталанса. Киле паян çитнĕ, çур сехет каялла. Машук умĕнчех хăйсен ирсĕр ĕçĕ çинчен манса Умрая тав туса сăхсăхрĕ.
— Пушака сывах эппин, — мăкăртатрĕ Машук. — Чим-ха, Варуççа, эсĕ йăнăшрăн ахăр, кирлĕ курăк тымарне тăпăлтарайман?
— Курăкĕ çавах-ха, кукамай кăтартниех. Хăй çав курăка курсан темшĕн хăраса тăр-тăр чĕтретчĕ, хăвăртрах пăрăнса иртме тăрăшатчĕ. Унăн амăшĕ çав курăк тымарне вĕретсе ĕçтернĕ çынсем пурте леш тĕнчене ăсаннă имĕш.
Тахçан такам вилни тата Варуççа чирлесе пĕр уйăх больницăра выртни Машука ним чухлĕ те кăсăклантармасть, тăна та илесшĕн мар.
— Чим-ха, — çиллессĕн каларĕ Машук, — Эхтюка çав юхха качча кайнă теесшĕн-и эсĕ?
— Тен, кайнă. Эпĕ юлашки вăхăтра ял хыпарĕсене пачах пĕлместĕп.
— Мĕн тума çыхлантăм санпа? — шăлне шатăртаттарчĕ хĕр.
— Эх, ача, пĕтрĕм пуç! — кăшкăрса ячĕ кантăк умĕнче ларакан Варуççа. — Пăх-ха, пирĕн пата кам килет!
— Кам? — пăшăрханнăн чӳречерен пăхрĕ хăна.
— Умрай Пушака фельдшер. Вăл ав картишне кĕчĕ.
Варуççа пӳртре чупкаласах сак çинче выртакан япалисене пуçтарма тытăнчĕ, сăтел çинчи çуман чашăк-тирĕке йăтса кухньăна кайрĕ.
Алăка шаккани илтĕнчĕ. Пӳрте Умрай кĕчĕ.
— Эх, ача! Паян хăна хыççăн хăна килет, — текелерĕ Варуççа. — Иртĕр тĕпелелле. Анчах каçарăр, сăйăм çук, паян çеç больницăран таврăнтăм.
— Эпĕ хăналанма килмен, — сăмах хушрĕ Умрай. — Кăтарт-ха мана больницăран парса янă хута.
Варуççа мĕн ыйтнине фельдшера тыттарчĕ. Лешĕ паллашрĕ, хăйĕн тетрачĕ çине тем паллă турĕ. Варуççан чирĕ йăлтах иртмен иккен, унăн ялти медпункта çӳремелле, вăтăр хутчен укол тутарма тивет. Кил хуçи хăраса ӳкрĕ. Вăтăр хутчен йĕппе чик-ха! Ай-ай, ыраттарать! Юсанас тесен тӳсмелле.
Пушака фельдшер сывпуллашса тухса кайрĕ.
— Ытла ешĕл-çке ку хĕр, — тĕлĕнчĕ Машук, ним чĕнмесĕр ларнăскер. — Ӳссе çитĕнеймен, çын савнине тытса илесшĕн кармашать. Ăс кĕртме тивет. — Вăл ура çине тăчĕ те алăкран тухса вирхĕнчĕ.
— Машук! Асту, ан айванлан. Тем курса ларăпăр. Ăшĕ вăркама тытăннăскере кам чарайтăр ăна? Умрай ĕнтĕ калинкке шашулккине ярса тытнăччĕ. Çак вăхăтра хăйне чĕннине илтрĕ.
— Эй! Тăхта-ха!
— Эпĕ кирлĕ пултăм-и? — чăр-р! пăхрĕ ун çине Умрай. — Мĕн тесшĕнччĕ?
— Халех илтĕн, — терĕ Машук фельдшер умне пырса тăнă май. — Мĕншĕн эсĕ ман упăшкапа савăшан?
— Мĕн-мĕн? — тĕлĕнчĕ Умрай. — Ăнланмарăм.
— Ан суй!
— Чим-ха, кам вара санăн упăшку?
— Эхтюк! Акă кам.
Умрай йăл кулчĕ. Вара ку хĕрарăмран тăрăхлама шутларĕ, ятне ыйтрĕ. Вăл чăннипех те ăна палламасть. Машук иккен.
— Халĕ пĕлтĕн-и?
— Машук, эсĕ тем аташатăн. Эхтюкпа эпир тахçанах пурăнатпăр ун килĕнче. Тархасшăн, хăнана чĕнетĕп. Пыр, пĕтĕм кăмăлтан йышăнатпăр.
Умрай калинккене уçса урама тухрĕ. Машук тем шуйхашрĕ, анчах ун хыççăн чупмарĕ, путех вăтанчĕ пулас. Вăл пӳрте талкăштарса кĕчĕ те тытăнчĕ Варуççана пăсăрлантарма.
— Эсĕ суеçĕ иккен. Ку вĕлтĕркке Эхтюка качча тухнă. Эсĕ çакна пытаран.
— Илтмен ку хыпара, — тӳрре тухать Варуççа. — Эпĕ больницăра выртнă хушăра туй тунă пулинех.
Машук тарăхса кайрĕ, тӳсме çук тулашать. Варуççана тытса силлес патнех çитрĕ, каллĕ-маллĕ утать, ун умне пырса урипе тăрслаттарса тапать. Хыпарсене юри пытарать имĕш. Халĕ вăл пĕр тăхтаса тăмасăр Варуççана кивçен илнĕ укçана тавăрса пама ыйтать.
— Тек яла ура ярса пусмастăп. Салтнă пул енчĕкне пĕр тăхтаса тăмасăр. Кăларса хур укçа пачкисене.
— Эх, ача! Машук, ун пекех ан вĕрилен-ха. Укçуна çак самантра вĕлерсен те тавăрса параймастăп. Ĕне туянмалла. Сĕт-çусăр кăнтарасшăн-и мана?
— Мана мĕн ĕç? Хуть те паянах ӳксе вил. Мухтанатăн кăна, пулăшаймарăн. Эсĕ шантарман пулсан тепĕр ăрăмăç тупаттăм.
— Пастай-ха, Машук, çав териех ан тулаш, — тутине саппун аркипе шăлкаласа илчĕ. — Вĕсен пурнăçне тĕпĕ-йĕрĕпех пăсма пултаратпăр. Ахалех тĕтĕм тĕтĕрен.
— Тĕрĕсех-и? — Машукăн куçĕсем самант хунар çутрĕç, каçхи çăлтăр пек ялтăраççĕ кăна. Варуççана ыталаса тытрĕ те ун куçĕнчен тилмĕрсе пăхрĕ. — Мĕнле майпа çав вĕлтĕрккене тăллама пултаран? Пĕр тăхтамасăр ту-ха мĕн шутланине, мана мăшкăла ан хăвар.
Варуççан пуçне больницăра йăлтах тасатса çитереймен, кĕтес-хуçăксенче кăвакарса пăнтăхнă шухăшсем çаплах тăрса юлнă. Вăл киле таврăннă чух Илемпи упăшки пулнă пекскерпе — Курьепе юнашар ларса килчĕ. Лешĕ хăйĕн хуйхи-суйхи çинчен мăкăлтатрĕ çаплах. Арăмĕ, Илемпи ĕнтĕ, ун патĕнчен уйрăлсах тухса кайнă. Тăватă уйăх ытла çĕкленĕ хырăмне юри ӳкернине ĕненет. Халĕ Илемпи ун патĕнче пурăнмасть. Çак хура ĕçе тума кам пулăшнине Курье ниепле те тавçăраймасть, атту суда парĕччĕ.
— Кам, сан шутупа? — хыпаланса ыйтрĕ Машук.
— Тавçăраймастăн-и? Кам пултăр, Пушака паллах. Унăн темле эмел те пур. Ача ӳкерме мĕнле пултарать ăшшă, — ахах тупнăн çĕкленсе калаçатъ Варуççа.
— Ăнлантăм, — йăл-ял йăлтăртатакан савăнăç палли карчĕ Машукăн пит-куçне. — Хăвăртрах прокурора пĕлтермелле. Çăхавне халех çырар.
Варуççа сĕтел ещĕкĕнчен хут листипе ручка кăларса та пачĕ. Машук пуçĕнче хăйне пĕлĕте çити çĕклекен шухăшсем явăнаççĕ. Эхтюк чупса пыратех ун патне. Мĕнле пурăнтăр ачасене вĕлерекен хĕрарăмпа? Умрая хăрушла ĕçшĕн хупса лартаççех. Çемçешкесем тĕрмере часах ăсанаççĕ леш тĕнчене.
Чылайччен тăрмашрĕ Машук. Çăхав çырма та пĕрре те çăмăл мар иккен. Çырчĕ, хуратрĕ çаплах. Шел, шурă хут чунсăр, тӳсет темле элеке те. Юрать-ха, Варуççа çумрах. Вăл çăхава хиврелетме çĕнĕ сăмахсем тупать.
Хатĕр çăхава Машук хăйпе пĕрле Шупашкара илсе каять, почта уйрăмĕ умĕнчи ещĕке ярса хăварать вăшт çеç.
Кăмăлĕ çĕкленнĕ Машук чăматанне уçса хуларан илсе килнĕ кучченеçне тинех сĕтел çине кăларса хучĕ. Темиçе канфет тата кăлпасси. Çӳхе татăксем касрĕ. Пысăк пайне каллех чикрĕ чăматана.
Ĕç майлашса пынăшăн савăннипе Варуççа парăмра юлĕ-и хăна умĕнче! Вăл та тупрĕ пысăк ĕç тунă ятпа мĕн кирлине. Кăларса лартрĕ пĕр кĕленче эрех.
Пулас ăнăçлă ĕçшĕн пуçланчĕ ĕçкĕ-çикĕ. Икĕ хĕрарăм аллинче черккесем тулчĕç те пушанчĕç. Анчах чухламаççĕ пачах, вĕсен савăнăçлă тĕллевĕ — сывлăшра çилпе вĕçсе сарăлса пĕтнĕ тĕтĕм.
11
Сесси вĕçленчĕ. Умрай Пушака экзаменсене ăнăçлă вĕçлерĕ. Тар юхтарнă самантсем иртрĕç. Чи кирли — унăн пĕлĕвне «пиллекпе» хакланă. Çитес сессинче те çапла савăнтарсан, иккĕленме кирлĕ мар, вăл вара университет студенчĕсен ретĕнче пулать.
Çитес экзаменсене хатĕрленме ĕçсем илнĕ. Тек кунта тытăнса тăма кирлĕ мар. Киле каймалла. Киле... Умрайăн нимле кил те çук. Хваттер паман ăна. Мĕн ялта ĕçлеме пуçланăранпах медпункт технички Сухви патĕнче пурăнать. Халĕ унăн килĕ — Сухви килĕ. Тĕп çемйи — Сухви тата унăн ывăлĕ. Лайăх туять вăл хăйне çак икĕ çын хушшинче. Сухви ăшă кăмăллă хĕрарăм. Килте нихăçан та шуйăхмасть, ятлаçмасть, тутине тăсса çӳремест, чи кирли — вăл элекçĕ мар. Килти сăмаха яла тухса аласа çӳрес йăла çук. Вăл чăн-чăн çын. Халĕ Умрай унсăрăн пурăнасса та шанмасть хăйне. Ывăлне те хурлама май çук. Йĕркеллĕ çын пулса ӳсессе шанмалла.
Япаласене чикнĕ чăматанне питĕрсе тăнă чухне пӳлĕме Сухви кĕрсе тăчĕ. Кĕтмен çĕртен.
— Мĕн çĕмĕрттерсе çӳрен? — тĕпчет Умрай.
— Тунсăхласа çитрĕм те, — тет Сухви ăна ыталаса илнĕ май. — Кайса илем-ха çавна терĕм. Ĕçу-пуçу мĕнле?
— Лайăх. Экзаменсене йăлтах лайăх тытрăм. Малашне те ĕç çапла пырсан университета кĕретĕп.
— Мĕн чăрмантарать?
— Енчĕкре пĕр пус укçа та çук. Стипендипе çеç мĕнле пурăнăп?
— Ял администрацине пулăштарттаратпăр. Канмалли кунсенче пырса ĕçлĕн. Çулла яра кун амбулаторирен тухмăн. Ырă яту пур, ĕçлеме пултаратăн. Халăх хапăлласах килĕшет. Пурна киле хамăрăн тухтăр пулать. Пĕтĕм таврари ялсем ăмсанĕç.
— Тепле çав. Çын тенине ĕçленĕ чух çеç хисеплеççĕ.
— Ан кулян, Умрай, — терĕ татах Сухви. — Ун пек-кун пек кутăнланма тытăнсан хам пулăшатăп. Çăкăр-тăварсăр ларман. Ĕне усратăп, выльăх-чĕрлĕх ялан картиш тулли. Каникул вăхăтĕнче пулăшăн мана. Утă çулса типĕтĕпĕр.
— Çава тытма пĕлместĕп, — сăмах хушрĕ Умрай йĕрсе ярасла. Шухăшĕпе тем тума та килĕшет-ха вăл.
Ахалех кулянать хĕр. Утă çулнă çĕрте çава çеç кирлĕ мар, çулнă курăка тавăрса типĕтмелле, сенĕкпе те кĕреплепе пуçтармалла.
Ку Умрайпа Сухви ĕмĕчĕсем. Чăннипе ӳлĕм мĕн кĕтет вĕсене? Нихăшĕ те пĕлмест.
Сухви Шупашкарта тахçанах пулман. Пĕр килнĕ пек чух хула курса çӳресшĕн вăл. Çула майăн магазинсене те кĕрсе тухасшăн. Ял хĕрарăмĕн хулара мĕн те пулин туянас килет-тĕр.
Тухса кайиччен апатланас терĕç. Сухви пушă алăпа çӳрĕ-и? Вăл какайпа пĕçернĕ хуплу илсе килнĕ. Çирĕç вара. Чейпе канфет — Умрайăн.
— Чим-ха, Умрай, каçарсам, чутах манман. Сана Эхтюк салам калама хушрĕ, — пĕлтерчĕ Сухви.
— Тавтапуç.
— Тепри чечеклĕ салам çитерме ан ман терĕ.
— Карачăм Юманов-и?
— Йăнăшан. Ку хĕвеллĕ, чĕлтĕрти чечеклĕ салам питĕ хитре çамрăк йĕкĕтрен.
Умрай тавçăраймана хыврĕ. Чĕлтĕрти чечеклĕ салам, паллах, Аксартан. Сухви сисрĕ, анчах ним те шарламарĕ.
* * *
Шупашкара сессие килес умĕн Эхтюкпа тĕл пулнă самантсем асне килчĕç. Пĕррехинче, ĕç вĕçленнĕ тĕлелле, медпункта пычĕ. Çаплах тилмĕрчĕ хăй патне пуçĕпех пыма. Умрай яланхиллех сăлтав тупрĕ: «Малтан туй тăватпăр, çырăнатпăр». Ку йăлтах сесси хыççăн пуласса шантарчĕ вăл. Ним те сиксе тухмасан качча каяс ĕмĕт çирĕпех тĕвĕленнĕччĕ-ха ун. Юмановран ытларах килĕшет ăна Эхтюк. Çапах та Карачăм Юманов ăна ытларах килĕштерет пек. Халĕ тата пуçра çĕнĕ шухăш çуралчĕ, сессире унăн пĕлĕвне чи аван хак панă хыççăн малалла вĕренес, тухтăра тухас кăмăл çирĕпленчĕ. Çавăнтах пуласлăх юпленчĕ те. Шалта, ăшра, пурăнаканни ассăн сывлаттарчĕ. Хĕр ĕмĕрĕ кĕске. Часах кĕрченĕ хĕр шутне кĕртеççĕ, вара никам та çаврăнса пăхмасть. Вăл тĕнчере пĕр-пĕччен, тăван-пĕтен пачах çук. Качча тухса çемьеллĕ пулмаллах, ачапча çуратмалла. Сахалтан та тăваттă е пиллĕк. Ӳсчĕр, хăйсем те туратланччăр. Тăван пуррине туйни мĕнле паха, çӳре хăнана пĕр-пĕрин патне. Кунтан ытла савăнăç урăх пур-ши?
Татах тепĕр самант асра пурăнать Умрайăн. Ялан чĕннĕрен пĕррехинче Сухвие ертсе Эхтюк патне кайрĕç. Ниме çыннисем кивĕ пӳрт ăш-чиккине чăнласах хăтлăх кӳнĕ вара. Эхтюк калама çук евĕклĕ йышăнчĕ. Пĕччен пурăнакан хусах те вара ăна. Утмăл турат чечеклĕ шурă ейме сарнă çĕнĕ сĕтел самант сăйпа тулчĕ. Çимĕçĕ хусахăн: кăлпасси, сыр, пулă... Çăкăр пур, сăри — çук. Эрех кăларчĕ. Черккине çĕклесен Эхтюк сăмах тытрĕ: «Йӳçĕ ĕçсе тутлă калаçар...» Сухвин те тупăнчĕ мĕн каламалли: «Перекет пултăр, пурнăçу малалла кайтăр, пурте çителĕклĕ, пур япала та пуçламан пек тăп-тулли упрантăр». Çакăн хыççăн иккĕшĕ черккисене ӳпĕнтерчĕç. Умрая тилмĕрчĕç, анчах вăл парăнмарех — ĕçмерĕ.
Шухăш, шухăш — вылянчăк çилçунат. Вăл пурнăçăн тахçан-тахçан иртсе кайнă тапхăрне куç хупса иличчен илсе çитерет. Вăхăт иртет, вăхăт сая каять. Умрай асаилĕвĕн çиппине татрĕ.
* * *
Киле иртерех çитес ĕмĕт чи малтан Сухвие ыйхăран вăратрĕ. Пĕри хускалчĕ пулсан тепри лăпкăн хуп турттараймасть. Ара, хĕр ыйхи — шăпчăкăнни евĕр теççĕ. Умрай сиксе те тăчĕ. Хăпăл-хапăл çăвăнса тумланчĕç. Çул çине вĕри чей ĕçмесĕр ăçтан тухăн?
Ĕнтĕ Умрайпа Сухви автовокзалта. Çакăнтан ларса тухрĕç вĕсем килелле.
Ĕнер çанталăк тем камитленчĕ: хĕвел те çупăрларĕ çурăмран, çумăр та çурĕ, кĕрпе те сапăнчĕ, юр пĕрчисем те вĕçрĕç. Ир пуçласа каçчен çынсем çутçанталăкăн пур тапхăрĕнче те пулса курчĕç. Каçхине вара Хĕл Мучи тем пит туллашнă, çулсене пăрпа витсе тухнă. Шоферсене савăнтармасть çак. Мĕн тăвăн? Ку унăн ĕçĕ — çăкăрĕ. Турттармалла çынсене.
Вокзалта халăх сĕрлет. Акă автобус пырса чарăнчĕ. Ку — Умрайпа Сухвие киле илсе çитерекенни. Кĕрсе вырнаçрĕç. Сывă пул, Шупашкар! Çулçăсемсĕр тăрса юлнă йывăçсем, ялсем иртсе юлаççĕ.
Умрая сăпка çĕнтереймерĕ. Вăл иртнĕ кунсенчен пĕринче.
...Сессие тухса каяс самант. Эхтюк пырса кĕчĕ. Кĕнекесемпе тултарнă чăматана автобус чарăнăвне çитиччен йăтса пычĕ. «Мана ан ман, — пуплерĕ. — Эсĕ таврăнасса чунтан кĕтетĕп. Сана çакăнтах кĕтсе илетĕп. Вара, кăмăлу пулсан, тӳрех ман пата кайăпăр. Килĕшетĕн-и?» «Юрĕ», — тенĕччĕ хĕр...
Сасартăк карт! турĕ. Пуçа темĕскер шан-н! çапăнчĕ. Шăри-шари çухрашрĕç. Умрай тăнне çухатрĕ...
Авари. Автобуса КамАЗ пырса çапнă.
Тĕнче пĕтрĕ. Таврара кăшкăрашу, айлату. Машинăсем кăшкăртаççĕ.
Сухви тăна кĕчĕ. Пĕр арçын ăна, выртаканскере, шăтарасла пăхать. «Сывлатăн-и?» — кăшкăрчĕ. Сиксе тăчĕ. Ун-кун пăхкаларĕ. Куç темшĕн тĕтреллĕ кăтартать. Çынсем çĕр çинче выртнине курчĕ. Анланчĕ пурне те. Ав епле чупкалаççĕ, йĕреççĕ, кăшкăрашаççĕ, çухăраççĕ.
Сухви хăйне тарăн ыйхăран вăраннăнах туйрĕ. Пуçне тӳрех шухăш пырса кĕчĕ: ăçта Умрай? Кăшкăрса чĕнчĕ. Сас паракан пулмарĕ. Ăçта вăл? Татах, татах чĕнчĕ: «Пу-шака-а-а!» Унччен те пулмасть, аякрах та мар васкавлă пулăшу машинине асăрхарĕ. Унта наçилккапа çĕклесе пынă çынсене вырнаçтараççĕ. Сухви те чупса çитрĕ. Вăл та машинăна кĕресшĕн хĕвĕшет. Ăна чăрмантарнăшăн хӳтереççĕ.
— Калăр-ха, тархасшăн, Умрай Пушака пур-и кунта?
— Пур, пур! — тет наçилкка çĕклекенсенчен пĕри хĕрарăмран хăпас тенĕн. Хăй Пушакана пачах пĕлмест.
— Мĕнле вăл, аванах-и?
— Тĕрĕс-тĕкеллисене кунта кĕртмеççĕ.
— Аманнă тесшĕн-и?
— Унне, ачамкка, шăмми-шаккине йăлт имĕрнĕ.
— Ай-яй! — йынăшрĕ Сухви хăйĕн çурăм шăмми шартах хуçăлнăн. Вăл машинăна кĕресшĕн чыхăнчĕ. Анчах ăна алли пыран айккинелле сирчĕç те сирчĕç. Кабинăра ларакан шофер патне пычĕ, ăна тилмĕрчĕ лартса кайма, мур илесшĕ, кĕртмерĕ.
Сухвин, хуйхă-суйха ăнланаканскерĕн, тути хăпарса тухнă, хăй шав Умрая асăнать: «Ах, шел-çке. Хĕр ачийĕ ынатлăскерччĕ. Çитменнине, тăлăх турат».
Аварие лекнĕ автобус вырăнне теприне пырса тăратрĕç, малалла каякансене чĕнеççĕ. Вĕсен йышĕ сахалах та мар иккен. Кашниннех билечĕсене тĕрĕслеççĕ. Сухви иккĕленет: каймалла-и е юлмалла? Килте ун ывăл пур-çке-ха. Вăл пĕччен вăрахчен пурăнаймасть, çамрăк. Тата Пушака фельдшер патне пушă алăпа кайнин мĕн усси? Ăна апат-çимĕç кирлĕ. Хальхи вăхăтра больница таврашĕнче çăкăрне те тăраниччен памаççĕ. Аманнăскере тутлăрах апат-çимĕç кирлĕ. Çак шухăшсем ăна автобуса кĕртсе лартрĕç.
Автобус тапранчĕ. Вăл йĕркеллех ыткăнчĕ те ыткăнчĕ малалла, ара, пур машина та лекмест аварие. Сухви çитес çĕре ăнăçлах çитрĕ, ял çумĕнчи чарăнура анса юлчĕ.
Куçа-пуçа чăлт-чалт ывăтса пырас кăмăл çук. Ӳпĕннĕскер утрĕ малалла. Унччен те пулмасть, ăна кап! пырса ыталарĕç. Йĕнипе тăртаннă куç хупанки йывăррăн уçăлнипе вăл витĕр курса паллаймарĕ те çынна.
— Сухви, эсĕ мĕн-ма пĕччен? Умрайпа пĕрле килетĕп терĕн-çке?
— Э-э-э, эсĕ-çке ку, Эхтюк, — каллех лĕр-р йĕрсе ячĕ Сухви. — Çул çинче инкек пулчĕ, аварие лекрĕмĕр. Умрая больницăна илсе кайрĕç машинăпа.
— Мĕн, утаймасть те-и?
— Утма терĕн, унăн пĕтĕм шăмми-шакки аманнă.
— Эх, телейсĕрскер, — алне сулса илчĕ те Эхтюк пуçран çапнăн таçта кайса çухалчĕ.
Ял урамне кĕчĕ Сухви. Ура айĕнчи пăрлă-юрлă çул ыррăн утма памасть, ура йăр-яр шуса илет. Ӳкересшĕн мур илесшĕ. Çитменнине тата, чăматанĕпе сумки йывăр.
Хирĕç пулакан çынсене пурне те Умрай аварие лекни, ун патне ыран кайма шутланине пĕлтерчĕ. Утатчĕ-ха малалла. Илтех кайрĕ:
— Салам! Сухви аппа! — терĕ пĕри, унăн чăматанне ярса тытрĕ. Ку Аксар пулчĕ. Вăл та салху хыпар илтрĕ.
— Эпĕ халех каятăп Шупашкара, — терĕ Аксар. — Вăл хăш больницăра выртнине шыраса тупатăп.
— Ыранччен тăхта.
— Апла юрамастъ. Паянах вĕçсе çитĕп. Кая юлсан каю шăтать теççе. Çитĕп те ăна ачашлăп, унăн ыратăвне, суранне хама илĕп.
Хыпар тени çил çуначĕ çинче вĕçсе çӳрет. Çамрăк хĕр, ял фельдшерĕ Пушака, аварие лекнĕ сас-хура самант килтен киле кĕрсе тухрĕ. Илтекенсем ахлатрĕç вара. Хĕрхенекенсен йышне шутласа кăлараймăн.
Çак кун Сухвин пӳрт алăкĕ хупăнма пĕлмерĕ тесен питĕ тĕрĕс. Çынсем пычĕç те пычĕç, пĕри те пушă алăпа мар — Умрая хăналамалли кучченеçпе. Ыран Умрай валли йăтса каймалли сумкăна пĕчĕк савăтпа пыл, услам çу, чăкăт, çăмарта, кулач, çăкăр, кукăль тулчĕ те тулчĕ. Калама хушнă саламĕ, часрах сывалма ырă сунни — тĕнчене вырнаçаймастех.
Çĕр иртрĕ. Тул çутипе йывăр сумка йăтнă Сухви чи малтан çула тухнă автобуса кĕрсе ларчĕ. Вăл Умрай патне больницăна каять. Хăй шав мăкăртатать. Пушака фельдшера инкекрен тĕрĕс-тĕкел çăлăнса тухма Турăран пулăшу ыйтать.
* * *
Эхтюкăн ăшĕ çунать. Пĕтĕм ĕмĕчĕ татăлчĕ. Ара, авланасси пулмасть. Ним тума пĕлмен енне Карачăм Юманов патне пырса кĕчĕ.
— Мĕн пит шурса кайнă эсĕ? Чирлемен пулĕ те?
— Хуйхă-суйхă тыллать.
— Мĕн пулнă?
— Илтмен-и вара эсĕ? Пушака фельдшер аварие лекнĕ. Пĕтĕм шăмми-шаккине çĕмĕрнĕ тет.
— Ай-ай.
— Халĕ вăл мана уксах-чăлахскер кирлĕ мар. Сана паратăп ăна.
— Ха, ман мĕн тăвас алăсăр-урасăр арăмпа? Тупăнĕ-ха тĕрĕс-тĕкел хĕрех.
— Манăн запасра Машук пур-ха.
— Кая юлмарăн-ши?
— Мĕн каласшăн эсĕ?
— Тен, вăл качча кайнă. Хĕр упраçа шанма çук.
— Кама кирлĕ вăл, çылăхлăскер? — Эхтюк çапла каласа çара кайиччен Машук хăйне парăннине пĕлтерчĕ ĕнтĕ.
— Эх, Эхтюк, илтмен-и вара эсĕ: шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть тенĕ ваттисем.
Эхтюк пуçĕнче Машук пирки шухăш çиппи çăмхаланчĕ те çăмхаланчĕ. Текех пăлханнă тинĕс хĕрринче ырă çанталăк кĕтнинчен усси çуккине ăнланчĕ. Вара тухса вĕçтерчĕ хулана. Вăл пĕлет Машук пурăнакан общежитие мĕнле çитмеллине.
— Машук килтех-и? — ыйтрĕ вăл хĕрсенчен.
— Хваттере куçса кайрĕ, — терĕ пĕри. Анчах ыттисем темшĕн ихĕлтетсе кулчĕç.
Эхтюк ăна-кăна ăша илмерĕ. Хĕр упраç тени кукăр патак курсан та каçса кайсах кулать теççĕ. Тупрĕ вара хăйне кирлĕ хваттере. Телее, алăка Машук хăй уçрĕ.
— Чунăм, эсĕ-и? Кил чуптăвам, — аллисене сарчĕ Эхтюк.
— Мĕн ятпа? — куçне чарсах пăрахрĕ Машук.
— Атя пуçтарăн, киле каятпăр. Мантăн-и эпир çара каяс умĕн мĕн калаçса татăлнине? Туй тумалла.
— Эпĕ туй кĕрлеттернĕ ĕнтĕ.
— Пĕччен кам туй тутăр?
— Мĕншĕн пĕччен? Эпĕ качча кайнă.
Çак самантра пӳлĕм алăкĕ уçăлчĕ те Машук çумне пĕр шакла пуçлă арçын пырса тăчĕ. Вăл ăна пысăк шаль тутăрпа витрĕ. Вара ыйтрĕ:
— Ку юлташ кама шырать?
— Çухатнă телейне, — терĕ Машук. Вара иккĕшĕ те пӳлĕме кĕрсе çухалчĕç.
Эхтюк хупăннă алăк умĕнче тăрса юлчĕ. Паллă, унăн арăмĕ пулмалли хĕр урăххине качча кайнă. Урама тухрĕ. Ăçта каймалла? Урасем больница еннелле утрĕç. Ăшра тахши Умрая кĕрсе курма хĕтĕртет. Çитрĕ. Хапха умĕнче чарăнчĕ. «Кĕрес мар, — терĕ вăл хăйне хăй: — Аманиччен эпĕ ăна арăм тума тилмĕртĕм. Халĕ вăл, уксах-чăлахскер, хăй пырса ларĕ, тĕксен те кăларса яраймăн». Çак шухăш ăна тĕллеврен пăрчĕ. «Эй! — терĕ вăл алне сулса, — пĕр кут та пĕр пуç теççĕ халăхра, кирек ăçта кайсан та пĕтместĕп».
Автовокзала çитрĕ. Кĕрсе ларчĕ Эхтюк автобуса. Вăл часах тапранчĕ. Çук, тăван яла илсе çитерекен юппе кĕмерĕ, пачах урăх çулпа чупрĕ.
12
Тин çеç хĕвел тухса сарăлчĕ. Ĕçчен халăх паçăрах ура çинче. Ав ял çумне Шупашкар хулинчен тухнă автобус килсе чарăнчĕ. Анса юлакансем тухрĕç.
Çак йышран пĕр мăшăр ялалла мар, тӳрех çăва еннелле утрĕ.
— Телейлĕскерсем, — терĕ пĕри сасăпах вĕсем çине куç ывăтса. — Иккĕшне те пăхса ытармалла мар. Тупата, пĕри теприншĕн çуралса ӳснĕ.
— Кам пирки сăмах ваклан çак эсĕ? — кăсăкланчĕ юнашарти çын.
— Ав ара, — пуçне селтрĕ, — Умрайпа Аксар пирки. Паян вĕсем çырăнаççĕ.
— Чăнах-и? — чăр пăхрĕ йăл-йăл кулкаласа пĕр çамрăк хĕр пĕрчи. — Ман ура тупанĕ мĕн иртенпех кĕçĕтет тетĕп? Ташласса эппин.
Пурте ялалла кĕшĕлтетрĕç. Масар еннелле утакансем мĕнпурĕ те иккĕн çеç.
— Канăçсăр кĕтет пулĕ-ха пире анне, — тет Аксар. — Сана, Умрай, питĕ юрататчĕ вăл.
— Эпĕ ăна туйнă, — тет Умрай.
— Ывăлăм, эсĕ Умрая качча илсен тĕнчере чи телейлисенчен пĕри пулăн. Кăмăлĕ ылтăн унăн тетчĕ ялан.
Масар çине кĕчĕç. Ав вилтăпри, вĕтĕ йывăçсемлĕ карта ăшĕнче. Пĕчĕк хапхи те пур. Уçса кĕчĕç. Килсен-тусан ларма сĕтел те, сак та ăсталанă Аксар.
Сĕтел çине чечек çыххи, апат-çимĕç кăларса хучĕç.
— Анне, эпир килтĕмĕр, — терĕ Аксар. — Сана ырă хыпар пĕлтерме васкатăп. Паян эпĕ авланатăп. Эсĕ юратнă хĕре — Умрая качча илетĕп. Иксĕмĕр те вĕренетпĕр.
— Анне, сана çапла чĕнме ирĕк пар, — терĕ Умрай, — хамăн аннем те, пире ăнăçлă вĕренме, телейлĕ çемье çавăрма пил парăр.
Аксар чăп! чуптуса илчĕ Умрая.
Чи малтанхи хут Аксар чуптуни асне килчĕ те, Умрай çурăмĕ тăрăх шăши йăпăртатса чупса хăпарнăнах туйрĕ.
...Авари хыççăн ăна болъницăна илсе кайрĕç. Хуçăлнă шăмăсем пур çав. Асап пуçланнă пирвайхи кунах ун патне больницăна Аксар пырса кĕчĕ. Тутаранах хыттăн чуптурĕ те каларĕ: «Умрай, эпĕ сана чунтан юрататăп». Кучченеçĕ мĕнле тутлă йышши! Хăмла çырли — тин татнă тейĕн. Холодильникре çапла упранать иккен. Пĕр кун сиктермесĕр çӳрерĕ вăл. Унăн юратăвĕ чуна ăшăтрĕ, вăй пачĕ, савăнăç кӳчĕ. Сухви ун патне пыра-пыра кайни те, ял-йыш кучченеçĕ те сурана хăвăртрах ирттерме хăват пачĕ. Эхтюк пырасса кĕтмен мар, анчах кăлăхах пулчĕ, Карачăм Юманов та пырса курăнмарĕ.
Аксар ăна болницăран тӳрех килне илсе пырасшăнччĕ.
Умрай килĕшмерĕ. «Алăран патака пăрахмасăр килĕшместĕп», — терĕ вăл. Унтан Аксарăн инкек сиксе тухрĕ: амăшĕ вилчĕ. Кĕтни нихăçан та часах пулмасть çав...
Çăва хапхинчен тухрĕç. Яла кĕрсен, урам тăрăх утнă чух, курах кайрĕ Умрай: пĕр пӳртĕн чӳречисене хăмапа урлă-пирлĕ çапнă. Чĕри ун яш чиксе илчĕ. Ку Эхтюк пӳрчĕ-иç. Хуçи, эппин, килте çук.
Умрай малашне пурăнас киле мар, Сухви патне кĕрсе юлчĕ. Каярахпа ăна пулас упăшки, Аксар ĕнтĕ, килсе илмелле.
Качча каяссин, авланассин хăйĕн йăли-йĕрки пур. Палăртнă вăхăтра Аксар тăрантас кӳлнĕ мăшăр лашапа çитрĕ. Кайрĕç вара çырăнма. Сухвипе ывăлĕ çеç мар, кӳршĕри яш-кĕрĕм те пĕрле пычĕ.
Саккунлă ĕçсем кирлĕ çĕрте вĕçленчĕç. Çуралчĕ çĕнĕ çемье.
Çĕнĕ çынна лартнă тăрантаслă пар лаша хапха умне çитсе чарăнчĕ. Аксар çĕклерĕ те Умрая кавир сарнă крыльца картлашкисем тăрăх хăпарчĕ...
Тӳпере уйăх пĕлĕт татăкĕсем айĕн йăр-р шуса тухрĕ. Путех, кĕвентеллĕ пике çĕнĕ мăшăра телей сунать.
Купăс пуçларĕ кĕввине. Кам тӳстĕр тĕк тăма?! Ян та ян кайрĕ юрă таврана:
Тавай, тантăш, туй тăвас,
Тавай, тантăш, туй тăвас...