Чĕкеç курăк шăрши — пыл шăрши.
Тулăх улăх — Çавалăн харши.
Ку вăл — эпĕ çуралнă Çĕршыв,
Ман илемлĕ Çĕршывăм.
Çил вĕрни те кунта уçăрах,
Çуркунне те кунта çутăрах.
Сан тĕлти кашни пĕр çăлтăрах
Эп паллатăп, Çĕршывăм.
Çарансем çырлапа çăп-çăра,
Çырла питлĕ хĕрсем çырлара
Сан çинчен çил çуратнă юрра
Янратаççĕ, Çĕршывăм.
Пулăпинччĕ хĕвел пайăрки,
Çĕр те пĕр шевлерен йăлтăркки,
Сан питне чун юранă пирки
Сĕртĕнмешкĕн, Çĕршывăм.