— Ан шавлăр-ха эсир, тимлĕрех итлĕр, — пухăннисем çине куç ывăтса илсе аллинчи хаçатне меллĕрех саркаласа тытрĕ те Евдокимов малалла вуларĕ:
— ...Тупăка чавса кăларсан унăн хуппине уçнă. Плогожовичăн ура тĕпĕнчен пуçласа пуç тӳпине çити юнпа вараланнă ӳтне курсан салтаксем сехĕрленсех ӳкеççĕ. Кӳпчесе кайнă вилĕ кĕлетке юнпа пĕвенсе тăнă. Вилен уçă куçĕсем чĕрĕ çыннăнни пекех ялкăшнă. Çапах та вил тăприне чавса уçнă чух унта пулнă врач Плогожовича вилĕ тесе пĕлтернĕ. Эппин вăл “чĕрĕ виле” пулнă. Ĕлĕкхи каларăша ĕненсе вилен чĕрине ăвăс шалча тăрăнтарсан аманнă вырăнтан юн пĕрĕхсе тухнă...
— Воспати! Тек ан вулăр-ха-а! — шартах сиктерчĕ шăпăрт итлесе ларакан студентсене Соня сасси. — Мĕнле у çынна хăратассипех сирĕн?
Кăнтăрла çак сăмахсене илтсен лахлататчĕç-ха ĕнтĕ пĕр кана. Анчах халь, çур çĕр çитесси чĕрĕк сехете яхăн юлнă самантра, никам та пĕр сас кăлармарĕ. Пĕр-пĕрин çине кăна канăçсăррăн пăхкаласа илчĕç.
— Мĕн шăплантăмăр çак эпир! — чĕмсĕрлĕхе татрĕ тем вăхăтран çырă тĕслĕ вăрăм çивĕтлĕ хĕр.
Эрбина ятлă вăл. Ун ашшĕпе амăшĕ, Эриванпа Альбина, хăйсен ячĕсене пĕрлештерсе, хĕрне валли сайра ят шыраса тупнă.
— Нивушлĕ кунашкалли чăнах пулма пултарать тесе шутлатăр? Юмах вĕт ку... Ой, ача-пăча... — пуçне сулкаларĕ Эрбина.
— Ара, хаçатрах çырнă вĕт-ха, — калаçăва хутшăнчĕ Ирина, кăн-кăвак куçлă сарă хĕр.
— Ой-ой-ой, хаçатра... Пулин тата хаçатра. Унта, мĕн, пирĕн пек этемсем ĕçлемеççĕ-им? Хаçатне вулаччăр тесе суеçтерме пултараймаççĕ тетĕр-и? — килĕшмерĕ Эрбина, чĕлхе енчен нихçан та кивçене кайманскер. — Тата ĕçĕ хăçан пулса иртнĕ тенĕ-ха? Вунсаккăрмĕш ĕмĕрте. Во, паратăр студентсем! Ун чухне халăх наукăна ытлах пĕлменнипе тем те шутласа кăларма пултарнă. Паянхи ăслăлăх çыннисем вара çав халапсене ĕненеççĕ. Тоже мне сенсаци!..
— Çитет-ха сана, Эрбина, çатăлтатса, — пӳлчĕ хĕрсе кайнăскерне Евдокимов Саша. — Луччă атя ăслă çынсем пек пулса сӳтсе явар кăштах.
— Мĕн сӳтсе явмалли пур кунта, пӳлĕмсене саланар та паппа тăвар. Атту ыран каллех ир-ирех улма çинче тапаçланмалла, — килĕшесшĕн пулмарĕ Эрбина.
— Эс çыврăн та çыврăн. Иринăпа Соня пеккисем вара çĕрĕпех тĕлĕксенче вупăрсемпе кĕрешчĕр-и? Ниçта та каймастăн. Хăратмăш халапусене ху пуçласа калама тытăнтăн мар-и? Халь пĕтĕмлетер, — чавсинчен тытсах чарчĕ ăна Саша.
— Ниçтан та пуçа вырнаçмасть: мĕнле ун пек пулма пултарать-ха у? Вара этем тени вилсен ун ӳчĕ çеç вилет тенипе те çырлахмалла пуль хайхи? — кашни сăмахне шутла-шутла калать пулмалла Соня.
Хăй йĕрсе яманни кăна. Хăрать ĕнтĕ, мăнтарăн. Вуниккĕ çитмест-ши тесе-тĕр — вĕçĕмех аллинчи сехечĕ çине пăха-пăха илет.
— Эс мĕн, Соня, унашкалах шикленме вăрман варринче такка пĕччен пурăнмастăн вĕт, — шăлне йĕрсе илчĕ халиччен чĕнмесĕр ларнă Ларионов Петя. — Тепĕр тесен, Саша, эпир сӳтсе явас тенĕ ыйту сӳтĕлмест те, явăнмасть те. Ĕмĕрсен ыйтăвĕ вăл. Вилнĕ хыççăн пурнăç çук тенине те, чун урăх тĕнчене куçать тенине те халиччен никам та ĕнентерсе пама пултарайман, пултараймĕ те. Вупăрсем çинчен те çавах. Хăвăн куçупа мĕн те пулин курнă пулсан шанма пулĕ-ха ăна. Эпир вара халапсем тăрăх е такам, ăсран, тен, катăкскер çырни тăрăх ăслă-ăслă калаçу тума шут тынă. Чепуха ку. Логика тенине пачах курмастăп.
— Çапла пултăр, анчах 1477 çулта вилнĕ Дракула княçĕн историне илсен? — ахаль те пысăк куçĕсем куç лупашкинчен кĕç-вĕç тухса ӳкеслех Иринăн. — 1931 çулта археологсем унăн вилтăприне уçнă та — мĕн тесе шутлатăр? Тупăк пуш-пушах пулнă. Ку миф мар-çке, çакна çирĕплетекен документсем те пур.
— Кам вара вăл сан Дракулу? — кăсăклананçи турĕ Эрбина куларах.
— Ним кулмалли те çук, Эрбина. Румынин пĕрремĕш королĕ пулнă вăл. Питĕ хаярскер. Тăваттăмĕш Влад тенĕ ăна престол çине ларсан. Пĕлетĕр-и, çичĕ çул хушши король пулнă хушăра вăл çĕр пин ытла çынна пĕр айăпсăр вĕлерттернĕ.
Ирина шăпланчĕ.
— Пулас историкпа тавлашма хĕнтерех, паллах, — терĕ Эрбина пусарах. — Çапах та урăх шухăш та калама пулать: тен, вăл Дракулăна пытарнă хыççăн чавса кăларса урăх çĕре тепĕр хут пытарнă-ха?
— Çук, Эрбина. Енчен те апла тунă пулсан мĕнле те пулин документ сыхланса юлĕччĕ. Вупăр пулнă вăл, унăн каçхи юнлă çул çӳревĕсем пирки пĕр-ик кĕнеке те тухнă. Вăт çапла.
— Уй-й, пĕтĕмлетрĕн те вара эсĕ, Ирина, — чăрр пăхрĕ ун çине Соня.
— Тепĕр тесен, хĕрсем, çитет сире тавлашса, — сехечĕ çине пăхса илчĕ Саша. — Пуçлаканĕ çеç пултăр — ниçтан лăпланма пĕлместĕр. Çакăнпа паян ытла та вăраха тăсăлнă планеркăна вĕçлер пулĕ. Кăмăлăр пулсан ку темăна ыран малалла тăсăпăр. Э-э?
— Улма ани çинче-и у? — пĕлесшĕн пулчĕ Соня. — Çавă çеç çитменччĕ. Кăнтăрла та пулсан сехрене ан хăпартăр-ха.
— Ну-и, Соня... Мĕнле шутсăр хăравçă пултăн çак эсĕ. Каçпа тесен юрĕ-ха, кăнтăрла мĕн хăрамалли пур-ши тата?
— Юрĕ-çке, Эрбина, мĕн чĕрре кĕрен эсĕ? — чарчĕ ăна Ирина. — Калăн, вилнисен хушшинчен чĕрĕлсе тăрса чĕррисен юнне тĕппипех сăхса илекен вупăрсем çинчен илтсен хăвăн чĕрӳ як! та сикмерĕ пуль. Мĕн, тимĕртен тунă-им сана. Çапса пăрахсан та ĕненместĕп эс çавăн пекех паттăр тенине. Хĕрарăм хĕрарăмах ĕнтĕ вăл.
Ку Эрбинăна пĕрре те килĕшмерĕ курăнать. Ирина çине кăнн тинкерчĕ те вăл ахăлтатса кулса ячĕ.
— Ай-ай, анне-е, вилеп кулса... Ай-ай.. Ăçта-а... ăçта пулнă вăл вилнĕ çын чĕрĕлсе тăни? Ай, ан култар-ха, Ирина... Ха-ха-хах-ха!..
Эрбинăн кулли ытла та кăсăк иккен: айлатса, тăпăртатса, пĕççине шарт çапса кулчĕ хĕр. Пĕр вăл кăлтăртатнипе пăхса тăнипех кирек кам та кулса яма пулать. Чăн та, каччăсем вăл чунтан ахăлтатнине киленсе сăнаса ларчĕç-ларчĕç те хăйсем те лăхлатма тапратрĕç.
— Ухмаха тухрĕç-и мĕн кусем? — хулпуççине сиктеркелерĕ Соня.
Ирина, ни кулин-кулса яраймасăр, чарăлса кайнă куçĕсемпе хырăмĕсене йăвалакансем çине пăхса ларатчĕ. Унччен те пулмарĕ — шак-шак тутарчĕç кантăкран. Чалт! сикрĕ чӳрече енне çурăмпа ларакан Соня пӳлĕм варринелле. Хăй сиссе ĕлкĕрчĕ-ши — шари-и! çухăрса ячĕ. Шăнкăрт хытрĕç ыттисем.
— Мĕн пулнă? Кам унта? — каркăçсăр тĕттĕм кантăк еннелле кармашрĕ чи малтан хăйне алла илнĕ Саша. — Ним те курăнмасть. Çил вылять пуль...
— Çутăран тĕттĕмри ăçтан курăнтăр вăл. Сӳнтерем-и çутта? — сас пачĕ Ларионов.
— Ай, Петя, ан сӳнтер, — çатăрр çыпçăнчĕ каччă çумне Соня. — Эпĕ... эпĕ алă куртăм... шап-шурăскер...
— Мĕн сӳпĕлтететĕн эсĕ, Софья? Ху хăранипе çынна та хăратма юрать тесе шутлатăн-им? — хытах каласа хучĕ Эрбина. — Тата шаккакан этемĕн ма алли пулмалла мар вара. Пуçĕпе шаккаймасть ĕнтĕ вăл.
— Тĕрĕсси тĕрĕс те, Эрбина, — сăмах хушрĕ чĕтрекен сассипе Ирина. — Анчах ыр шухăшлă этем çĕр варринче чӳречерен шаккаса çӳреместех тем тесен те. Атя каяр луччĕ кунтан, атьсем. Ман темме ăш вăркать...
Вĕсем пиллĕкĕш те ытлашши сăмах вакласа тăмасăрах “хĕрлĕ кĕтес” тесе ят панă пӳлĕмрен йăпшăнса тухрĕç те вăрăмах мар коридоралла тухакан икĕ алăкран кĕрсе çухалчĕç: хĕрсем хăйсен пӳлĕмне, йĕкĕтсем хăйсенне.
* * *
Шăкăрт-шăкăрт, шăк-шак тутарса Соня пиçĕ хулăсенчен çыхнă карçинккана çĕрулми хыççăн çĕрулми пăрахать. Чĕнмесĕр ĕçлет-ха вăл паян. Çавăнпах-и, тен, пуринчен те малта пыраççĕ вĕсем. Виçĕ хĕр пĕр йăран çинче: Ирина, Соня тата Фея. Фейăпа Ирина çĕрулмине пĕр çатана пухаççĕ. Соня пĕчченех тăрмашать. Унпа мăшăрлă ĕçлекен Эрбинăна бригадира суйланăранпа çакăн пек пĕччен карçинкка сĕтĕрме чылай тиврĕ-ха Соньăн. Çапах аптрамать хĕр. Пилĕкĕ авăнса анас пек сăрăлтать пулин те лăш курмасăр ĕçлет.
Пилĕк-ултă йăран урлă кăна пĕрлешӳллĕ хуçалăхра вăй хуракансем тăрмашаççĕ. Шутсăр правур вара хăйсем. Йăран тăрăх паранкă пуçтарнă пек те мар, пĕшкĕнсе чупмалли кросри евĕр йăрăлтатаççĕ. Хăйсене шефа илнисенчен чылай аякраччĕ ĕнтĕ, акă халĕ хăваласа та çитрĕç. Тăп-тулли кузовлă машина ял еннелле пăрăнсан кухвайккă тăхăннă пĕр хĕрарăмĕ ушкăнран уйрăлчĕ те студентсем патне çул тытрĕ.
— И-и, хĕрĕм, пĕчченех тапалатăн-и çакăн пысăкăш çатанпа. — тенине илтсен çеç Соня пуçне çĕклесе пăхрĕ.
Те пĕр хĕрĕх çулсенчен иртнĕ вара вăл, е, тен, иртеймен те пуль. Ялти хĕрарăма сăн-сăпат тăрăх çул виçине тĕрĕс пама пулать-и вара.
— Йывăрах марччĕ-ха, — тавăрчĕ Соня йăл кулса. — Виççĕн кăна пулин те ыттисенчен иртсе кайнă вăн.
— Атя хам та пулăшам кăштах, — хĕр килĕшессе кĕтсе тăмасăрах паранкăсене карçинккана пăрахма пикенчĕ хĕрарăм.
— Эсир капла та ывăннă ĕнтĕ, ларса канăр луччĕ, — аванмарланчĕ Соня.
— Э-э, апла мар-ха, хĕрĕм. Эсир вăн вĕренĕве пăрахсах пулăшма килнĕ те, пирĕн вара канса ларас-и? — хирĕçлерĕ хайхи инке пăрчăкан пек çивĕччĕн улма пуçтарнă май.
Нимĕн тавăрса калама та пĕлмерĕ Соня. Шăпăртах ĕçлерĕç пĕр кана.
— Ял вĕçĕнчи çуртра вырнаçтарнă терĕç-и сире? — ыйтрĕ кăштахран пулăшма килни. — Ма пĕрех хут хваттерсем тăрăх салатман-ши?
— Мĕн çынна чăрмантарас? Юсавлах-çке общежитийĕ, — хăлхине чанк тăратрĕ хĕр, ĕнерхи ăнланусăр каçа тӳрех куç умне кăларса тăратса.
— Ял вĕçĕнче пит шанчăклах мар теп-çке. Юсавли юсавлах пуль те... — калас тенине вĕçне çитермерĕ хĕрарăм.
Соня тĕчевлĕн тинкерчĕ ун çине. Кухвайкăллин аллисем çеç васкавлăн вылярĕç.
— Ма ун пек калатăр?
Лешĕ пуçне çĕклерĕ те хĕре куçран пăхрĕ, вара, ыттисем илтесрен сыхланнăн, çурма саспа çапла каларĕ:
— Эсĕ, хĕрĕм, вĕреннĕ çын пулан та-ха. Ĕненместĕр ĕнтĕ эсир ун пеккисене. Çапах та калам: çĕрлесерен çав пӳрте тахçан унта пурăннă кил хуçийĕ килсе çӳрет теççĕ.
— Халь ăçта пурăнать вара вăл? — тӳрех нимĕн те ăнланаймарĕ Соня.
Инке васкавлăн сăхсăхса илчĕ те:
— Вилнĕ хыççăн этем тени ăçта пурăнтăр ĕнтĕ? Виçĕм çулах ял масарĕ çинче канлĕх тупнă вăл старик, — терĕ.
Татах ыйтасшăнчĕ Соня, анчах хĕрарăм машина сассине илтсе каялла çаврăнса пăхрĕ те:
— Акă пирĕн те персе çитрĕ, — тесе тӳрленсе тăчĕ. — Эс, хĕрĕм, карçинккусене тăп-тулли ан тултар, лартса хăвар, атту пилĕкне тапратан ак.
Вара вăл ăшă тутăрне юсаса çыхрĕ те хăйсен ушкăнĕ патнелле утрĕ. Аптра юлчĕ Соня. Те ĕненмелле халь хăй хăлхипе мĕн илтнине, те лачлаттарса сурсан лайăх.
* * *
Иртнĕ каç кăшт тăванлатрĕ-ши вĕсене — каллех пиллĕкĕн пухăнчĕç пĕр тĕле. Хальхинче «хĕрлĕ кĕтесре» мар, коридорта çеç. Соня хайхи хĕрарăм çинчен каласа пама тесе Иринăна тытса чарчĕ те, таçтан муртан Эрбина пырса тухрĕ. Тем самантран Петьăпа Саша çыпçăнчĕç ушкăна. Пиллĕкĕшĕнчен Ирина çеç урăх факультетран, историк вăл. Ыттисем — филологсем. Пĕр тапхăр çăвар карсах итлерĕç Соньăн калавне. “Ну-тăк, ну”, — текелерĕç хушăран. Юлашкинчен Эрбина аллине лаш сулчĕ те:
— Ну, София, тĕлĕнтеретĕн-тĕк тĕлĕнтеретĕн вара. Темле тăхлачă сана халап каласа кăтартнă та, эсĕ ĕненсе лартнă. Во парать пулас учительница! — тесе хучĕ.
Кăмăлсăррăн пăхса илчĕ ун çине Ирина.
— Çапах та, Эрбина, шутласан темĕн пур вĕт кунта, — терĕ кăштахран. — Ялан алла сулнипе кăна та мар ĕнтĕ.
— Ман та ĕненсех пĕтерес килмест-ха кăна, — тутине пăркаларĕ Ларионов. — Ĕнер чӳречерен такам та пырса шаккама пултарнă. Студентсене кунта вырнаçтарнине ялта пурте пĕлеççĕ-çке-ха.
— Вĕсем хушшинче чипер хĕрсем нумай иккенне те пĕлеççĕ... — хушса хучĕ куларах Саша. — Çавăнпа та пăлхав çĕклеме сăлтав çук тесе каласшăн эпĕ. Пит çине тăратăр пулсан паян ятарлă сыхлав каçĕ ирттерме те пултаратпăр. Ну, мĕнле пек. Анчах хавшак чĕреллисем çемçе вырăн çинчех паппа тусан аван пулмалла. Килĕшрĕмĕр-и?
Вĕсем планерка хыççăн “хĕрлĕ кĕтесре” тĕл пулма калаçса татăлчĕç.
Кĕтнĕ чух вăхăт ытла та тимĕр шапалла шăвать-çке. Планерка хыççăн çур çĕр çитессе кĕтсе ларса халтан кайрĕ пилĕк студент. “Мĕн туса ларатăр эсир кунта. Отбой тахçанах пулнă”, — тесе Николай Максимович преподаватель темиçе хут та кĕрсе пăхрĕ вĕсем патне. Лешсем юриех ĕçлĕ курăнма тăрăшрĕç — хаçат кăларатпăр тесе тек-текех ручкă-кăранташпа аппаланчĕç. Кайран çӳр çĕр çитесси çур сехете яхăн юлсан çывăрма выртрĕ пулас Шахов — урăх кĕмерĕ пӳлĕме.
Кашнийĕн чĕри васкаса тапрĕ ахăр. Пĕри пĕр сăмах чĕнмесĕр харпăр хăй шухăшĕпе сĕмленчĕ пулин те ăс-тăн клеткисем вĕсем кунта мĕн тума пухăннине аса илтерсех тăчĕç ĕнтĕ. Хаваслă калаçăвăн йĕрри-палли те юлмарĕ. Кăранташ урайне шакăрт! туса ӳкни те лăпкăлăх кайăкне йăваран хӳтернĕ пулĕччĕ çак самантра. Эрбина теплерен “кăх-хăм!” терĕ те, Соня хут пек шурса кайрĕ.
— Тьху, Эрбина, мĕскерле аслати пек кĕмсĕртетсе лармалла у сан ялан, — терĕ вăл Ирина çумнерех куçса ларса.
— Хăран пулсан ма килтĕн çак? — тӳрре тухрĕ Эрбина. — Эп ак чӳрече кутĕнчех ларап, нях та çук.
— Пĕртте хăрамастăп тесе ан кала-ха ĕнтĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Ирина. — кăшт та пулин пĕрех çӳçентерет.
— Шăпăрт, хĕрсем, — аллине çĕклерĕ çак самантра Петя, — шăп та лăп вуниккĕ. Тухатмăшсем леш тĕнчерен тухрĕç тейĕпĕр. Килеççĕ тет халь пирĕн паталла утса...
— Пе-етя-я... — йăпăр-япăр ун çумне куçса ларчĕ Соня. — Ан хăрат-ха, тархасшăн. Капла та ăш-чик веç пăрланса ларчĕ пулмалла.
Ахăл-ахăл кулса ячĕ Эрбина. Кăлин тинкерчĕç ун çине ыттисем.
— Ну, София-я... Ха-ха-хах!.. Сана хăратмалла кăна-мĕн ялан... Аха-ах-ха... Каччăна епле çатăрласа тытрĕ вăл... Ну, ка-адр...
— Эрбина, маххă памастăн вара. Сана чултан тунă пуль, — тĕлĕннине пытармарĕ Соня. — Çак самантра мĕнле-е..
Каласа пĕтереймерĕ хĕр, калас сăмахĕ чĕлхе çинчех тăрса юлчĕ. Куçĕ чарăлса-чарăлса пычĕ, çăварĕ карăлчĕ, сасси тухмарĕ. Тĕлĕнсе те çухалса кайнă юлташĕсем чӳрече енне мар, алчăраса ларакан Соня çинелле пăхрĕç. Çавна пулах тантăшĕ мĕншĕн тăруках минресе ӳкнине чухлаймарĕç.
— Унта-а-а... — кăкăр тĕпĕнчен аран-аран хĕсĕнсе тухрĕ çурма сасă.
Соня аллипе тĕлленĕ çĕре тинкерчĕç пурте — хуп-хура чӳрече куçĕсĕр пуçне нимĕн те курмарĕç.
— Соня, сан галлюцинаци пуль, ейпух. Ним те çук-çке унта, — чанкăлтатма пикенчĕ кулма чарăннă Эрбина.
Соньăн пичĕ кăваккăн шурă пулса кайнă. Юри тума çуках ĕнтĕ çакна. Чĕтренсе илчĕ те хĕр çумра ларакан Ирина çумне тĕршĕнсе макăрса ячĕ.
— Мĕншĕн эпĕ çеç куратăп ăна?.. Мĕн, эпĕ вилессине пĕлтерет-и ку?..
— Мĕнлерех вăл? — кăсăкланчĕ Саша.
— Шурă вăл, шап-шурă. Чĕрĕ çын ун тĕслĕ пулмасть. Куçĕ йăлтăр-ялтăрччĕ. Кушакăнни пекрех... Ой, пĕлместĕп тек, пуç веç арпашса кайрĕ.
— Чĕрĕ çын ун тĕслĕ пулмасть тен те-ха, Соня, ху тата хут пекех, пĕрре пăхнипе ниçтан та чĕрĕ теме май çук, — çаплах мĕн пулса иртнине шӳт вырăнне хурать пулас Эрбина. — Куçна курăнни арçын-и е хĕрарăмччĕ-и?
— Сухалĕ пур пек астăватăп... Арçын пуль, — ĕсĕкле-ĕсĕкле каларĕ Соня.
Лăплантарчĕç ăна, йăпатрĕç, хĕр вара çаплах чĕтренсе макăрма чарăнмарĕ.
— Атăр-ха, каяр кунтан, — терĕ юлашкинчен Саша, — Соньăна чирлеттерсе ярăпăр тата.
Вĕсем пӳлĕмрен пĕр сас-чӳсĕр тухнă самантра вуниккĕ иртни вунă минутчĕ.
* * *
Çак пăтрашуллă каç хыççăн куçа курăнакан кĕлеткесем пирки пĕр кана калаçма пăрахрĕç. Кĕт-ха ыррине — ытти студенткăсем илтсен сехрисем хăпса тухĕç. Соньăна вара пулса иртни хыççăн хăшĕ ĕненчĕ, хăшĕ çук. Уйрăмах Эрбина каппайланчĕ.
— Шанса пĕтер-ха ăна. Хăранипе куçа темĕн те курăнма пултарать, — текелерĕ вăл. – Вилнĕ çын чĕрĕлсе тăнă тени чуххăм сăмах çеç пулнине ученăйсем тахçанах ĕнентернĕ.
— Ку теори тĕлĕшпе пăхсан çапла, — хирĕçлекелерĕ ăна малтан Ирина. – Практикăра вара пачах урăхла тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ-çке. Е пурнăçăн, çут çанталăкăн этем нихçан та пĕлме пултарайман вăрттăнлăхсем çук тесе шутлатăн-и эс? Çын вара ĕмĕртен ĕмĕре çав пуç ватмăшсен тупсăмне пĕлес тесе ăнтăлать.
Кайран, тантăшĕ пĕрех хăйĕн сăмахĕнчен чакманнипе, аллине сулчĕ Ирина. Чăнах та, хăй куçĕпе курмасăр, аллипе хыпаласа пăхмасăр та ĕненес çук-тăр ку Эрбина. Тата ĕнентерме кирлех-ши? Тен, вĕсем йăнăшаççĕ?
Çав кун Эрбинăсен бригади пит хастар пулчĕ. Ушкăнри кашни студент пуçне тонна çурă ытла çĕрулми пуçтарса пахча-çимĕç хуралтине ăсатрĕç. Кун вĕçлениччен шӳт-кулă вĕсен ушкăнĕнчен кая пĕлмерĕ. Каçхине тата çанталăкĕ сасартăках çуллахи пек ăшăтса пăрахнă пирки (карчăк ăшши çитрĕ пулас), ташă каçĕ те йĕркелерĕç. Вунпĕр сехетченех ташлама ирĕк пачĕç аслисем. Эх, савăнчĕç те вара! Чăваш ташшинче те ура хуçрĕç, ют çĕр-шыв юррисемпе те пăркаланчĕç, вырăс çемми майăн та çаврăнчĕç. Ташласа ывăнсан çеç аса илчĕ Эрбина — паянхи ĕçлев кунне пĕтĕмлетмен. Цифрăсем çырса тултарнă тетрадьне пӳлĕмрен хăвăртрах кĕрсе илчĕ те “хĕрлĕ кĕтесе” вĕçтере пачĕ.
Ывăннă пуçĕ йĕркеллĕ ĕçлеменнипе тарăхсах çитрĕ Эрбина. Тăтăшах вăрăм цифрăсем хушшинче пăтрашăна-пăтрашăна кайрĕ вăл. “Эх, çав калькулятор çукки... Филолог филологах çав ĕнтĕ. Шкулта вĕрентнĕ ансат математика шутлавĕсене те манса кайнă ав”, — хăйпе хăй пуплесе ларчĕ вăл, çĕнĕрен те çĕнĕ вариантсемпе шутласа пăхнă май. Сехет пăхса илчĕ — кĕçех вуниккĕ çитет. “Ну, ыран çынпа пĕрле тăраймастăп иккен”, — кулянчĕ Эрбина. Татах муталанчĕ-муталанчĕ те, чи малтан шутласа кăларнă цифрăна курсан хĕпĕртесе ӳкрĕ. Икĕ хут пĕр пек йăнăшма çуках ĕнтĕ! Апла вара вĕсен бригадинчи кашни студент паян пĕр тонна та ултçĕр çитмĕл сакăр килограмм çĕрулми пухнă пулса тухать-и? “Ну, маттурсем, ну, молодецăсем...” — хавхаланчĕ бригадир. Тепĕр хут йĕрлесе тухрĕ, пĕтĕмпех тĕрĕс шутланă пек. Эппин Эрбинăсен бригади паян пĕрремĕш вырăнта. “Ыранхи линейкăра вĕсене хам ятран та мухтас-ха”, — шут тытрĕ хĕр. Çавăнтах пуçĕнче ăшă-ăшă сăмахсем шырама тапратрĕ. Кун пек чухне çывăрас килет-и вара? Чи пысăк премине паян алран вĕçертмерĕç пулать те иккен. Таса хут илем-ха тесе чӳрече тĕлĕнчи пысăках мар шкап патне пычĕ те Эрбина, чӳрече яриех уçă иккенне курсан шăнкăрт хытрĕ. “Тин çеç хупăччĕ-çке, кам уçнă ара кăна?” — тесе хупма тăчĕ çеç, кантăк ялтравĕ çинче темĕн шурă япала курăнса кайнăран варт! çаврăнчĕ хыçалалла. Пĕр-ик утасрах ватă старик тăрать. Шап-шурă тăхăннăскер. Электричество çути унăн тумтирĕ витĕр те, хăйĕн урлă та янкăрах тухать пек. Мĕншĕн апла — кăна Эрбина чухлаймарĕ-ха.
— Эс... Эсир... сире кам кирлĕччĕ? — пуçĕнче шухăш тĕлли-паллисĕр çаврăнма тытăннипе хăй мĕн калаçнине те ăнланса юлаймарĕ Эрбина.
Старик çаплах тӳлек пăхса тăчĕ. “Куçĕсем, чăнах та, симĕс вара”, — шутласа илчĕ Эрбина. Çапла шутларĕ те хăраса ӳкрĕ — Соня калани халь ма аса килчĕ-ха? Йĕпе çине сапа тенĕн татах тепĕр япала асăрхарĕ хĕр — ват çыннăн ĕмĕлки çук-мĕн. Çавăнпа çутă ун витĕрех тухса кайнăн туйăнать. Нивушлĕ? Çук, пулма пултараймасть! Сехĕрленсе ӳкрĕ Эрбина, ăс-тăнĕ ĕçлеме пăрахрĕ тейĕн. Тупата, халех пуçна касатпăр тесен те пĕр сăмахсăрах каска çине хурса парать пуль пуçне. Пĕр авăк тăчĕ çапла минкĕресе. Унтан сасартăк ăнĕ каялла таврăннă пек пулчĕ те вăйĕ тĕппипех çухалманнине туйса илчĕ хĕр. “Мĕн анраса тăрап çак?” — çиçрĕ вара пуçĕнче шухăш.
— Э-эсир калаçмастăр пулсан, эпĕ ка-а-ятăп, — лаплаттарса хучĕ Эрбина.
— Мана пĕччен йывăр, Эрнисса. Ан кай, атя манпа...
Витĕр курăнакан кĕлеткен сăмахĕсем пулчĕç кусем. Ăнланаймарĕ хĕр малтанах — таçтан урăх çĕртен илтĕнчĕ пек сасă, калаçасса вара старик калаçать. Тата мĕнле Эрнисса? Кам вăл? Эрбинăн кукамăшĕ Эрнисса ятлă-ха, анчах ăна мĕншĕн аса илмелле кунта.
— Эп Эрнисса мар. Йăнăшатăр эсир, асатте. Ман каймалла, пăрăнăр çул çинчен, — терĕ те Эрбина вырăнтан хускалма тăчĕ.
Анчах темшĕн пĕр утăм та ярса пусаймарĕ. Витĕр курăнакан аллине çĕклерĕ те ват çын:
— Çук, Эрнисса, хальхинче ямастăп сана ниçта та. Тахçан алăран вĕçертрĕм, пĕрле пулаймарăм. Ун вырăнне халь ĕмĕрсен-ĕмĕрнех пирĕн чунсем пĕрлешĕç, — терĕ. — Хăçантанпа шыратăп эпĕ сана, пĕлесчĕ сан, Эрнисса. Вилнĕренпех манăн чунăм леш тĕнчере канлĕх тупаймасть. Турă умĕнчи мăшăрăм-çке эсĕ манăн. Иксĕмĕр венчет тунине пăхмасăрах аçу-аннӳ урăххине качча панăранпа та курман сана, пĕрех пĕртте улшăнман ав эсĕ. Ĕлĕкхинчен те хитре. Килсем, Эрнисса, ман пата е мантăн-и хăв тахçан савнă Микулана?
Турăçăм! Мĕн илтет Эрбина. Ăна урăххи вырăнне йышăнаççĕ-çке кунта (йышăнаканни чăнах та пур пулсан-ха!). Ялти ватă çынсем хăйне кукамăшĕ тĕслех тесе каланине илтмен мар-ха Эрбина, çапах ĕç-пуç кун пекех çаврăнса каясса ĕмĕрне те шутламан. Халь илме килнĕ вăн. Ăçта-ха тата? “Леш тĕнчене-и?” Шур тумлă кĕлетке хăй патнерех çывхарнине курсан Эрбинăн куçĕ хуралса килчĕ. Сывлăш пĕтнĕ пек пулчĕ те, антăхса кайнă хĕр таçти хăяматалла пĕлĕтрен ӳкнĕ чух пулакан туйăмсем хăйне пуçĕпех çавăрса илнине сисрĕ. Малалли пĕтĕмпех вăл сывлама чарăнсан пулса иртрĕ.
* * *
Çăмăл-çăмăл Эрбинăна. Эрбина та мар-ха вăл. Вăл — пин-пин.
Таçта вĕçет-вĕçет пек. Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Шухăшлав тап-таса.. Нимле лайăх мар шухăш та çук унта. Кĕлетке йывăрăшĕ пачах та туйăнмасть. Хăй кăна Эрбина. Ура, пуç, алăсем, кĕлетке текен ăнлав таçта кайса çухалнă. Темле тĕттĕм шăтăкпа вирхĕнсе пырать Эрбина. Тĕттĕм пулнине куçпа курмасть вăл. Пĕрех пĕлет çакна. Вирхĕнет-вирхĕнет малалла. Таçта хыçалтах, шутсăр аякра, ăнланмалла мар сасăсем илтĕнеççĕ. Эрбина вара нимрен те шикленмест. Тахăш самантра вуçех ирĕлсе çухалнă шикленӳ туйăмĕ. Эрбина халь чи çăмăлли, чи телейли, чи çылăхсăрри тейĕн. Пурнăçри этеме хумтаракан ыйтусем мĕнлине маннă вăл. Кĕçех Эрбина тĕнче уçлăхĕ пек туйăнакан çĕре вĕçсе тухнине сисет. Ун айĕнче пӳске пек чăмăр япала тăрса юлать. Çĕр чăмăрĕ-ши. Çук, çакă Çĕр чăмăрĕ иккенне пĕлмест хĕр. Темĕн аякран аса илтерет кун пирки. Тахçан курнă та пек ăна. Çакнашкал йывăрăша çухатса пĕрре мар вĕçсе çӳренĕ тейĕн. Пĕччен пулнă-ши ун чухне — калама хĕн. Халь вара Эрбина пĕччен мар. Çумра — вăйлă каччă... Курмасть ăна Эрбина, анчах чунĕпе туять. Икĕ чун вĕсем — алла-аллăн.
Çавăнтах Эрбина акă мĕн туйса илет: таçта аякра темĕн вăл туса çитерменни пур. Шеллет вăл çакăншăн, анчах ним тума та çук. Çумри йĕкĕтрен тем ыйтса пĕлесшĕн Эрбина. Шухăшлать-шухăшлать, анчах мĕнле ыйтмаллине пĕлмест.
— Эсĕ ыйт çаплипех.
Çук, илтмест хĕр кăна, сăмахсем те мар кусем. Ку вăл тепĕр çын калаçăвне туйни. Сăмахсăрах калаçма пулать иккен кунта.
— Эсĕ мĕншĕн тăтăшах Эрнисса çинчен шутлатăн?
— Мĕнле шутлас мар-ха ман сан çинчен, савнийĕм.
— Эпĕ Эрбина-çке. Эрнисса вăл ман кукамай.
— Кукаму? Эсĕ вара Эрниссан мăнукĕ-и? Ай, мĕн туса хутăм.!
— Халь ним тума та çук-и?
Вĕсем самантлăха вĕçме чарăннă пек пулчĕç. Маттур каччă хăйне ниçта кайса чикеймест.
— Апла сана кĕлеткӳнтен вăхăтсăр уйăртăм, Эрбина? Мĕн туса хутăм! Каçарĕ-ши мана çакăншăн Аслă Аттемĕр. Тăхта-ха, Эрбина, Эрнисса ăçта вара?
— Вăл иккĕмĕш çул вырăн çинчен тăраймасăр чирлĕ выртать.
— Мана кĕтет ĕнтĕ, мăнтарăн... Эх, çылăхлăскер эп, мĕн пулса тухрĕ-ха капла?..
Çапла майĕпен вĕсем темле питĕ çутă вырăна пырса тухрĕç. Эрбина хăйсене кунта пурăнакансем кĕтсе илме тухнине туять. Вĕсем пурте ырă сунаççĕ. Усаллăх çук кунта. Канлĕ Эрбинăна кун пек. Çапах та темĕн канăç памасть. Пурăнма куçас та килет пек çак хальлĕхе хăйĕнче вăрттăнлăх усракан çап-çутă “хулана”, анчах ăнланма çук туйăм тытса чарать. Темĕн манса хăварнах пулĕ çав Эрбина.
— Эсĕ, çамрăк чун, хатĕр-и кунти пурнăçпа пурăнма? — туять хăйĕнчен ыйтнине хĕр.
— Лайăх кунта, — тавăрать Эрбина, — çапах вĕçне çитермен ĕçсем пур ман, анчах вĕсене епле вĕçлемеллине пĕлместĕп.
— “Çутă Хулана” урупа ярса пусман-ха эсĕ, каялла кайма сана никам та чармасть.
— Микула мĕнле тухса çӳренĕ вара кунтан? — пĕлесшĕн Эрбина.
— Унăн чунĕ канлĕх шырать. Канлĕхĕ вара — урăх виçери тенчепе çыхăннă. Вăл тахçанах Микулана кĕтет, чĕнет, Микула çаплах тупаймасть-ха ăна. Лешĕ çĕр çинчи пурнăçра урăх чуна парăнни кансĕрлет. Çапах та тупмаллах вĕсен пĕр-пĕрне. Çут тĕнчене пĕр-пĕриншĕн килнисен, Турă умĕнче мăшăрланнисен пĕрле пулмаллах. Каяссу килсен кайма пултаратăн эсĕ, Эрбина. Чарса тăмăпăр сана... Кунта ăнсăртран никама та илсе килмеççĕ...
Эрбина килнĕ çулпах каялла вĕçет...
* * *
Теплерен вăранса кайнă Соня юнашарти кравать çаплах пушшине асăрхарĕ те, вашт кăна иртрĕ ыйхи. Сехет пăхма тăчĕ — тĕттĕмре нимĕн те курăнмасть. Сиксе тăрса уйăх çутиллĕ чӳрече патне пычĕ. Ак тамаша! Кĕçех икĕ сехет çитет-мĕн! Ăçта çӳрет вара ку Эрбина? Чĕри теме сиснĕн йăшкама пикенчĕ Соньăн. Мăшлатсах çывăракан Иринăн кравачĕ патне сассăр утса пычĕ те лешне хуллен ятран чĕнчĕ.
— А? Мĕн? — пуçне ялтах çĕклерĕ тусĕ. — Соня! Ма вăратса çӳрен çĕр хута.
— Вăран-ха эс, — пăшăлтатрĕ Соня. — Эрбина çаплах çук...
— Эрби-ина? Тула тухман-и таçта?
— Пĕлмес. Ташласа пĕтерсен вăл “хĕрлĕ кĕтесе” кайрĕ, расчет тумалла терĕ. Килмен пуль у унтан, — пĕлтерчĕ Соня.
— Воспати, Соня, ан калаç-ха. Мĕн туса лармалла унта хальччен? — йăпăр-япăр спорт костюмĕ тăхăнса ячĕ Ирина.
Вĕсен калаçăвне илтсе пуль, Фея йăшăлтатса илчĕ. Тем самантран пуçне çĕклерĕ те иккĕшне те шарт сиктерсе:
— Эсир ăçта каятăр? Ир пулним? — тесе ыйтрĕ.
— Çывăр-ха, эс, Фея. Пирĕн тухса кĕмелле, — ăнлантарчĕ Соня.
— Аялти кĕпе вĕççĕнех-и? — тĕлĕнчĕ Фея Соньăран.
— Пулин тата. Кам курать пире.
Иринăпа Соня тĕттĕм коридора тухрĕç. “Хĕрлĕ кĕтес” алăкĕнчен çутă пайăрки коридор урайне ӳкнине курсан кăштах лăпланчĕç вĕсем. Пĕр япала кăна пуçа вырнаçмарĕ — халиччен мĕн туса ларать унта Эрбина. Пӳлĕм алăкне уçсан ытла та кĕтмен ӳкерчĕк пулнипе çари-и! çухăрса ячĕç те уçă алăк урати урлă каçаймасăр шанк! хытса тăчĕç. Пӳлĕмĕн яри уçă чӳрече янаххи çинче Эрбина месерле выртать!
Иккĕшĕ те пӳлĕмсенчен студентсем чупса тухнипе тăна кĕчĕç. Лешсем хăшĕ тăхăнма ĕлкĕрнĕ, хăшĕ — аялти кĕпе вĕççĕнех. “Мĕн пулнă.” — тесе чупса çитрĕç те вĕсем, “хĕрлĕ кĕтесри” ӳкерчĕке курсан алăк умне кĕпĕрлене-кĕпĕрлене тăрса тухрĕç. Ăнланса илеймерĕç пулас тӳрех мĕн тумаллине. Соня: “Эрбина-а-а!” — тесе тантăшĕ патне чупса кĕни кăна чун кĕртрĕ вĕсене. Сашăпа Петя та кунтах-мĕн.
— Шыв илсе килĕр-ха, шыв! — хушрĕ Саша такама.
Иккĕн-виççĕн Эрбинăна чӳрече янаххи çинчен çĕклесе илчĕç те юнашар лартса тухнă хыçлă пукансем çине пырса вырттарчĕç.
— Ăçта-ха, сирĕлĕр! — тесе çак самантра Шахов преподавательпе медицина факультетĕнче вĕренекен Галя медсестра пырса çитрĕç.
Галя Эрбинăн юн пусăмĕн таппине итлерĕ малтанах.
— Пачах тапмасть, — терĕ те сумккинчен темле флакон кăларса хĕр сăмси патне илсе пычĕ.
Эрбина хускалмарĕ.
— Чĕре массажĕ тумалла тата сывлаттармалла, — терĕ пăлханчăк саспа медсестра. — Кам пĕлет уçă мар массаж тума?
Соня кĕттерсе тăмарĕ. Чĕрĕ пурнăç паллисĕр кĕлеткене кăкăр тĕлĕнчен икĕ алă лаппипе пĕр харăс пуса-пуса массаж тума пикенчĕ. Медсестра хĕрĕн ӳпкине çăварĕнчен сывлăш вĕре-вĕре кĕртрĕ. Темиçе минут иртрĕ çапла. Ал лаппи массажĕ усса килмерĕ. Эрбина кĕлетки çаплах пĕр пурнăç паллисĕр выртрĕ.
Ĕнтĕ пурте пăлханма тытăнчĕç. “Мĕн пулнă ăна? Кам вĕлернĕ?” — текелесе илеççĕ. Йăваш кăмăллисем нăшăклатмах пикеннĕ. Соньăпа Галя çеç чăм тара ӳксе юлташне çăласшăн тапаланаççĕ. Ирина Эрбинăн ура тупанĕсене ухалать.
— Саша, тытса пăх-ха юн таппине, — аран сывлăш çавăрса каларĕ Соня.
Хĕрĕн сивĕ аллине асăрханса тытрĕ те йĕкĕт пĕр самант тăнласа ларчĕ.
— Тем тапать пек унта, — терĕ кăштахран Галя çине пăхса.
Медсестра итлемелли приборне хăлхи çумне тытрĕ, сăнĕ çуталса-çуталса пычĕ ун, юлашкинчен кулсах ячĕ.
— Турăçăм! Çăлтăмăр хĕре! Вилĕм аллинчен туртса илтĕмĕр, — терĕ вăл савăнăçлăн. — Массажне тума пĕрех ан чарăн-ха, Соня...
Эрбина тăна кĕчĕ. Куçне уçрĕ те вăл:
— Ой, çитрĕм те-и эпĕ? — тесе хучĕ.
Кăн-кан пăхкаласа илчĕç пĕр-пĕрин çине пӳлĕмрисем. Ахăртнех, аташать терĕç пулмалла. Эрбина, паллах, çакна ăнланаймарĕ ĕнтĕ. Тин кăна “леш тĕнчерен” килсе çитнипе ку тĕнчери пурнăç уйрăмлăхĕсем уншăн хальлĕхе ют пулчĕç.
Каçхине Эрбина телеграмма илчĕ: “Кукаму вилсе кайрĕ. Ыран пытаратпăр”, — çырнăччĕ унта. Вуласа тухсан пĕлтерӳ хутне кăкри çумне çатăр хĕстерчĕ те хĕр: “Тинех пĕрле пулатăр. Ăнăçлă çул сана, кукамайăм”, — терĕ куççуль витĕр пăшăлтатса. Хурланни те, савăнни те — йăлтах пĕрле пуçтарăнса пĕтĕçрĕç çав куççульте. Çакăнпа пĕрлех ял вĕçĕнчи пӳрте, тахçан Микулайăн çурчĕ пулнăскерне, урăхран нимле “леш тĕнче” çынни те килес çуккине те пĕтĕм чунĕпе сисрĕ хĕр.