1
Йăмраллă ялăн хыçалти урамĕнче пăхса ытармалла мар ултă кĕтеслĕ çĕнĕ çурт куç хупса иличчен ӳссе ларчĕ. Хуçисем çап-çамрăк çав, вăйпитти çынсем. Тĕрĕсех, çемьене йĕркеллĕ пурăнма селĕм пӳрт кирлех. Илтимĕр Карлин çакна вунçиччĕрех ăнланнă. Тытăннă ĕмĕтленме. Унăн шучĕпе, тĕллеве пурнăçлама икĕ япала кирлĕ: укçа тата тирпейлĕ чипер арăм. Иккĕшне те шырамалла, тупсан алăран вĕçертмĕ.
Илтимĕр шухăшне Турă илтнĕ-тĕр, çав пулăшрĕ ахăр. Йĕркеллĕ иртрĕ унăн çар хĕсмечĕ. Срок тухсан киле каймарĕ вăл, çар карапĕ çинчех юлчĕ, укçаллă службăна. Амăшĕ вара ывăлне мар, çыру çеç кĕтсе илчĕ. Ах, тарăхрĕ вăл. Мăкăртатрĕ. Çын килте те питĕ кирлĕччĕ, ара, сахал-и арçын тытса тумалли ĕç. Хирĕлнĕ кăмăлне кӳршĕ-аршăпа пуплесе пусаркаларĕ вара майĕпен. Каярахпа, кăмăлĕ çаврăнсан, Илтимĕр амăшĕ, Минепи кинемей, ывăлĕ пирки мăнаçланма тытăнчĕ.
Пур ял-йышра лĕкĕрчĕксем. Илтимĕре çĕн ят тупса пачĕç — Мичман. Кам чĕлхинчен вĕçерĕннĕ-тĕр ку? Паллă мар. Путех флотра пулнă морякăн ĕçĕ. Пур вĕсем, темиçе те. Çак таврари сывлăш сиплĕ-тĕр. Ахальтен мар маттур яш-кĕрĕм çитĕнет. Ун йышшисем, паллах, флота юрăхлă. Унтан таврăнсан çӳреççĕ вара çиçтерсе морякăн илĕртӳллĕ тумĕпе пикесен чунĕсене хускатса. Вĕçкĕнленĕçин. Вĕсем тивĕçлĕ. Тиркеме никам та хăяймĕ.
Илтимĕр, паллах, Мичман мар-ха. Çак чина çĕнсе илме çар карапĕ çинчен улт-çич çул тухаймăн. Амăшĕ ăçтан пĕлтĕр çар пурнăçне.
Уйăхсен хăйсен виçи. Вĕсен — умрине хăваласа вăтăр-вăтăр пĕр кун тытăнса тăрасси. Çулталăк тулсан çĕнĕрен черет çитет. Çĕр çинчи этеме те парăнтарнă вĕсем хăйсен виçипе пурăнма. Çулталăкра вуникĕ уйăх. Кашни çын ĕмĕрĕ тахăш çулта, тахăш уйăхра, тахăш кун пуçланать, çав йĕркепех вĕçленет. Пурăнса иртни асра упранать.
Чакар-ха каялла. Ун чухне Илтимĕр флотраччĕ-ха. Ял çынни манман ăна. Хăш-пĕри унăн амăшне тĕл пулсан калаçнă май ывăлĕ пирки кăсăкланмасăр иртмен.
— Минепи Ивановна, Мичман мĕнле сывлать унта?
— Ишет çаплах, — мăнаçлăн хуравлатчĕ вăл. — Тăван çĕршыва тимлĕн сыхлать.
— Минепи инке, Мичман хăçан киле таврăнать? — вăлтатчĕ пĕр-пĕр чиперкке вăтаннипе куçне айккинелле тартса.
— Часах. Палăртнă кун çывхарать, — тетчĕ амăшĕ йăл-йăл кулкаласа. — Ăна таврăннă-таврăнман авлантаратăп.
Акă Илтимĕр флотран киле тĕрĕс-тĕкел таврăнчĕ. Тӳрех калас — укçаллă. Хăйĕн тăван ялĕнчех ĕмĕтри хĕр тупăнчĕ. Вăл Тиляр ятлă. Чăнахах та ăслă, ĕçчен, чипер. Качча илчĕ ăна. Иккĕн тан туртма тытăннă пурнăç урапи кирлĕ пек йĕрпе малалла кăлтăртатрĕ. Тараватлă амăшĕ патĕнче пурăнаççĕ.
Тĕллеври иккĕмĕш пысăк ĕç вăл — çурт лартасси. Укçа пур. Илтимĕр завода кайса кирпĕч туянчĕ.
Çуркунне, çĕр типсен, пĕр хĕвеллĕ кун ял-йыша нимене чĕнчĕ Илтимĕр. Пĕр вăйпитти арçын пымасăр юлмарĕ-тĕр. Хĕрарăмсем те хутшăнчĕç çак йышлă ĕçе. Çурчĕ те хăпарчĕ самантрах. Ахаль каламан ваттисем: халăх сурать — кӳлĕ пулать.
Çурт ăш-чиккине мая килтересси кăшт вăраха тăсăлчĕ. Тӳлевлĕ ăстаçсем те самай вăй хучĕç. Ĕçĕ ытларах Илтимĕре лекрĕ. Апла пулсан та ывăннине туйсах каймарĕ. Арăмĕ Тиляр çунатлантарса тăчĕ мар-и хăйĕн ырă кăмăлĕпе, юратăвĕпе. Хăй те ниме уямасăр (йывăр çын-çке-ха) ĕçлет — стенасене штукатуркăлать. Тăхтав вăхăтĕнче вăл упăшки çумне пырать, ачашланать.
— Тиляр, мĕнле пирĕшти çавăтса килнĕ-ке сана ман пата? — ăшă сăмахсем тăкать вара Илтимĕр. Ванса каяс черккене сыхланса тыткаланăн арăмне çепĕççĕн хăй арки çине лартать. — Телейлĕ эпĕ санпа. Юрататăп. Ĕмĕрте те ан çухал эсĕ ман çумăмран.
— Эпĕ сан ятна çуралнă, — тет Тиляр, — ман куçăмсем санран хӳхĕм каччă курман. Эсĕ манăн ăмăрт кайăкăм.
— Савăнтаран эсĕ мана, — тав тăвать Илтимĕр арăмне. — Эсĕ, Тиляр, çав тери хитре. Эсĕ — мăкăнь чечекĕ. Кăшт шикленетĕп те, ара, чипере пурте хапсăнаççĕ. Ют çын куçĕ — хурчăка-çăхан.
— Йăнăшан, Илтимĕр, — йăл-йăл кулкалать Тиляр. — Пирĕн хушша никам та пуçне пырса чикеймест. Пирĕн юрату вĕри, ютта кĕллентерет.
— Санпа килĕшетĕп, юратăвăм. Пире айванланма юрамасть. — Илтимĕр пуçне арăмĕн хырăмĕ çумне тытать. Шӳтлĕн ыйтам пек тăвать: — Тук-тук! Кам пурăнать-ке кунта?
Тиляр илтнĕ, упăшка тени ывăл кĕтет. Çавăнпа та хырăмри ача явапланăн çинçе сасăпа каларĕ:
— Йĕкĕт! Паттăр йĕкĕт эпĕ!
Иккĕш те ахăлтатрĕç вара пĕр кана. Упăшкин куçĕсем шывланчĕç.
— Илтимĕр, вăл шăп та шай — эсĕ. Сан пекех çĕмĕрт куçлă. Çӳçĕ те санăнни пекех йĕпхĕн хура та шыв хумĕ евĕр — кăтра. Сан пекех çирĕп пӳ-силлĕ — кĕрнеклĕ ӳсĕ.
— Спаççипă, чунăм, юратăвăм, — Илтимĕр каллех пуçне арăмĕн хырăмĕ çумне тытать. — Тапăлтатать. Илтрĕм: «... атте, сана шутсăр юрататăп. Хатĕрле хăвăртрах мечĕк, футболла вылятпăр!» — тет. Ах, шăпăрлан. Çурал кăна, санăн пурте пур. Çăмăл машина та кĕтет.
Мăшăрсем ĕçе тытăнчĕç каллех. Васкаççĕ мар-и. Вĕсем пепкене çĕнĕ çуртра йышăнасшăн. Анчах та ĕçĕн вĕçĕ пăхса курăнмасть. Куç хăрать те, алă тăвать теççĕ те-ха. Кунсем иртнĕ май штукатурка типрĕ, ăнăçлах шпалер çыпăçтарчĕç. Сĕтел-пукан вырнаçтарсан хăтлăх кĕчĕ те пӳрт ăш-чиккине. Чӳрече карри тăвасси хĕрарăм ĕçĕ. Шăп чĕнтĕр карнă чух пилĕк касса кайрĕ Тилярăн.
Иккĕшĕ те хăраса ӳкрĕç. Ним тума пĕлмеççĕ. Илтимĕр тапăртатса тăрать. Вĕçĕмсĕр: «Пĕтрĕмĕр!» — тет.
— Хăвăртрах больницăна илсе кай, — хушать мăшăрне Тиляр. — Машина кирлĕ.
Аранах тăна кĕчĕ Илтимĕр. Вăл урама чупса тухрĕ, кӳршĕ ачине Мĕтри шăлле патне чуптарчĕ.
— Сарайĕнче ларакан çăмăл машина кунта хăваласа килтĕр вăл. Кала: васкатăр!
Каллех пӳрте вĕçтерсе кĕчĕ Илтимĕр.
— Питĕ ыратать-и-ке? — кăсăкланать вăл.
— Вилетĕп пулĕ. Сывă пул! Тимĕр! — хутран-ситрен Тиляр упăшкине çапла Тимĕр тесе чĕнет.
— Апла ан шухăшла. Тӳс. Кашни ача çуратакан вилсен тĕнче пĕтет, — лăплантарма тăрăшать Илтимĕр арăмне.
Ыратни пурăнас шанчăка чакарать.
Ыратни ырă ĕмĕтсене сирет.
Ыратни вилĕм çывхарнине аса илтерсе тăрать.
Ыратни хăратать хаклă çынсенчен уйрăласран.
Ыратнă чух вăхăт иртмест, ĕмĕр тăсăлнăн туйăнать. Апла пулин те кирек-мĕнĕн те вĕçĕ пур.
Машина килчĕ.
Тепĕр темиçе сехетрен тĕнчене килчĕ Тиляр ĕмĕтленни, упăшки хăраххи — арçын ача.
Илтимĕр ывăл кĕтнĕ. Унăн кăмăлĕ тулчĕ.
Ачана памалли ят шыраса путрĕ шухăша. Йăхри пурăнса ирттернĕ асаттесемпе кукаçисене аса илчĕ. Тупăнчĕ килĕштерни. Авалхи чăваш ячĕ — Энтюк — Андрей.
Тиляр больницăра пĕрремĕш хутра выртать. Вăл пепкине кантăк витĕр темиçе хут та кăтартрĕ упăшкине. Ача ытла та пĕчĕккĕ, ашшĕне курасшăн куçне пачах уçмасть. Юрĕ-çке ĕнтĕ, килте паллашĕç.
Шутлă кун часах иртет. Илтимĕр арăмĕпе ывăлне киле илсе таврăнчĕ. Хĕвел пайăркипе çуталнă пӳртре чăпăл турĕç ачана лĕп шыв янă таканара.
— Чунăм, ун çӳçĕ манăнни пек мĕншĕн кăтра мар-ке? — тет Илтимĕр ачана шурă кипке çине вырттарнă май.
— Ан кулян. Ачан çуралнă çӳçĕ тăкăнать, — пуплет арăмĕ. — Арçын ачасем ытларах амăшне туртаççĕ. Мана пăхнă-тĕр.
Килĕшет Илтимĕр. Тепринче хĕр пĕрчи çуралĕ, вăл ашшĕ пек кăтра çӳçлĕ пулĕ. Ку пикесене уйрăмах кирлĕ. Нумайăшĕ кăтра çӳçе илем шутне кĕртеççĕ.
Кил хуçи хĕрарăмĕ майĕпен сывалса çитрĕ. Халĕ ĕнтĕ ачана ят хумалла, çĕнĕ пӳрт ĕçки ирттермелле. Ниме халăхне тав тăвасси аякка кайрĕ, кĕтсе ывăнчĕç-тĕр.
Асăннă кун çитрĕ. Ырă кӳршĕсем пычĕç пулăшма. Вĕсем апат-çимĕçлĕ, сăра-эрехлĕ сĕтелсем лартрĕç картиш варрине, çумĕсенче — вăрăм тенкелсем. Кĕтнĕ хăнасем чĕннĕ вăхăта пуçтарăнчĕç. Пуçланчĕ вара аслă ĕçкĕ. Пĕтĕм ял пухăнчĕ пулас. Юрă, ташă, купăс сасси ял тăрăх ян! кайрĕ. Çапла вăл, икĕ савăнăç пĕрлешсен шеп те пулать уяв.
Çамрăк çемьен пурнăçĕ пыл та çу. Телей тулса тăкăнать.
Ай турах! Чим, мĕн пулчĕ? Кам куç ӳкерчĕ, кам вăрларĕ вĕри юратупа телее? Хурах! Хуса çитĕр ăна! Каялла тавăрасчĕ-çке. Пур-ши унашкал вăй? Ӳксе ваннă чашăк пуçтарăнса хăй сăнне тавăраймасть çав.
* * *
Эсрел кĕрсе ăша пушар чĕртсе хăварнă кун, хĕвел йăл-йăл кулса петĕм тĕнчене шерпет пĕрĕхсе тăнă. Пурте хаваслăх ытамĕнче.
Тиляр ачипе ирпе ирех хăнана кайрĕ. Аппăшĕ вĕсене чунтан савăнса кĕтсе илчĕ. Сăйпа тултарнă сĕтел кун каçа та пушанмарĕ. Аппăшĕ пĕлет, йăмăкĕ ача шутĕнчен тухман, вăл пыл çисе тăранаймасть.
— Çи-çи, пыл эрĕм тути калама пуçличчен, — тет аппăшĕ Элевер. — Киле парса яма пĕр чĕрес тултарса лартрăм. Ма шеллес, пасарта сутăн туянмастпăр-иç.
Тĕрĕснех калать аппăшĕ. Вĕсем темиçе çын эртелленсе вăрманта темиçе çул хушши ĕнтĕ нумай вĕллеллĕ утар тытаççĕ. Пылне сутма хулара ятарласа ларек уçнă. Тупăшĕ пысăк.
Энтюк çаплах тутлă ыйхăра. Унăн нимле хуйхă-суйхă та çук.
— Ытла кунĕ ача ку сан, Тиляр, — мухтать пепкене йыснăшĕ те.
— Айĕ типĕ ахăр, — аллине кипке ăшне чикрĕ амăшĕ. — И-и, лӳшкентернĕ. Кĕтсех тăр, халех вăранать.
— Шыв ăшăтма лартатăп, чăпăл тăватпăр, — кухньăна кĕрсе кайрĕ Элевер.
Илтимĕр киле пĕчченех юлнă. Куншăн вăл хавас та. Туса пĕтермен ĕç пур, алли кĕçĕтетчĕ-ха. Кухньăри чӳрече хашаккисене сăрламалла. Пĕчĕк çынна çамрăк амăшĕ юри килтен илсе кайрĕ, атту сăрă шăрши пуçне ыраттарĕ.
Шăхăра-шăхăра юрланă май Илтимĕр çĕкленӳллĕ кăмăлпа ĕçлет. Уншăн сăрă шăрши чăрмав мар, ăна шурă хашакаллă чӳрече илемленни хĕпĕртеттерет. Иккĕмĕш чӳречин аялти куçĕсен хашаккисене юлашки хут кистьпе белилăна пуçса каллĕ-маллĕ сăтăркаланă самантра алăк уçăлса хупăнни илтĕнчĕ.
— Кам-ке унта? — кăшкăрчĕ те Илтимĕр кистьпе сăрă банкине чиксе кухньăран тухрĕ. Курчĕ вара: алăк патĕнче ял хĕрĕ Ульти тăра парать.
— И-и-и, урпа хылчăкĕ, эсĕ килтех-çке, чутах каялла тухса каяттăм.
— Мĕн тесшĕнччĕ-ке?
— Тиляр килте-и?
— Эпĕ пĕчченех-ха.
— Илтимĕр, — ун-кун чеен пăхкаласа илнĕ май Ульти сумкинчен çыру кăларчĕ те ăна сулкаласа каларĕ:
— Ку Тиляр ячĕпе килнĕ. Хăй çук терĕн. Почтальон мана çула май кĕртсе пама ыйтрĕ те. Мĕн тăвас?
— Хăвар. Çухатмастăп ĕнтĕ, — Илтимĕр çывхарчĕ Ульти умне.
— Шанатăп. Арăмна аллинченех тыттар вара. Çухатсан мана ят лекĕ.
— Ан пăшăрхан, Ульти. Пĕлен ĕнтĕ эпĕ шанчăклине.
— Эсĕ шанчăклă-и? Кун пирки урамри йытта тухса ĕнентер. Нумай юхтартăн куççулĕме, кӳл пулчĕ, — терĕ те тухса кайрĕ Ульти. Хăй хыçĕнчен алăка шарт! хупса хăварчĕ.
— Ульти, каланă-çке сана: эсĕ ăнланман мана! — кăшкăрса юлчĕ Илтимĕр. — Çӳреççĕ аташса. Ăçтан сана Тилярпа танлаштаратăп-ке. Эпĕ ăна çеç юрататăп. Унсăрăн пĕр кун пурăнасси пулаймĕ.
Чим-ха, кам çырать вара унăн арăмĕ патне? Конвертне Илтимĕр тирпейлĕ уçрĕ. Хут листине туртса кăларчĕ те чĕрсе пăрахасран шикленсе ерипен сарчĕ. Темшĕн тӳрех вĕçне пăхрĕ. Курчĕ: «Праски Çеменĕ». Тĕлĕннипе чĕри самантлăха тапма чарăнчĕ пулас.
— Мĕн кирлĕ-ке ку ял купăсне? Мĕнле хăять? — усал сăмахсем пере-пере ячĕ те куçĕ çыру пуçламăшне куçрĕ, вара йĕркесем тăрăх шурĕ. Вуласа пĕлни Илтимĕре уртарса ячĕ. Мĕнпур сассипе ӳхĕрсе ячĕ: — Хурах! Ултав! Ултав! Вăрларĕç пурне те! — Ăшĕнче тăвăл çĕкленнипе урама чупса тухма пикенчĕ. Вăл Çемене тупса пăвса пăрахасшăн. Алкум картлашки тăрăх аннă чух ури чăлханнипе чутах тăрăнса ӳкмерĕ. Çак самантра çилли чакрĕ. Пуçне урăхла шухăшсем пырса кĕчĕç: — Тен, Çемен тĕрĕсне çырнă? Ытахальтен йышăнма çав териех айван мар-ха вăл. Эх, Тиляр, Тиляр... Пĕтертĕн эсĕ мана. Ахаль каламаççĕ иккен: хитре арăм пасар тăрăх курнăçланса çӳреме çеç лайăх. Ку намăса тӳсейместĕп, тухса таратăп килтен.
Илтимĕр лӳчĕркесе ывăтнă Çемен çырăвне пукан айĕнчен тупрĕ. Сĕтел çине хурса якатрĕ. Ун çине хăй çырнă хут таткине хучĕ. Вара тухса вăркăнчĕ хĕрлĕ тутăр курнă вăкăр пек.
Пушанса юлчĕ пĕр-пĕрне çав тери юратнă мăшăрăн хăтлă пӳрчĕ. Кĕтрĕ, кĕтрĕ вăл хуçисене. Икĕ çын хушшинчи пĕтĕм лайăххи, ырри пĕтрех-ши-мĕн вара ывăçран хăйăр юхса тухнăнах?
Вăхăт çитет. Хĕвел анма васкамасть. Вăл путех çĕр чăмăрне хуллентерех çаврăнма тилмĕрет пулас, çаплах йăмра тураттисем хушшинчен Илтимĕр çурчĕ çине пăхать. Шеллет мар-и. Пурте ун умĕнче пулса иртрĕ-çке-ха. Вăл курчĕ Ульти çыру кĕртсе панине, курчĕ пӳрт хуçи Илтимĕр тухса кайнине. Хăçан таврăнать вара Тиляр хăйĕн пепкине йăтса?
Анать хĕвел, парашют кантрисем карăннă. Аранах курчĕ. Ав вăл — Тиляр. Пĕр аллинче кипкепе чĕркенĕ пепке, тепĕр аллипе пыл тултарнă чĕрес йăтнă.
Пӳрт алăкĕ яриех уçă.
— Атте, юратнă атте, — тет Тиляр ачи калаçнă пек. — Эпир çитрĕмĕр. Сасă памастăн-и? Эппин, эсĕ пытаннă. Халех тупатпăр сана.
Тĕпелелле иртнĕ чух асăрхарĕ: сĕтел çинче хут листи выртать. Унăн ятне «Тиляр!» тесе пысăк саспаллисемпе çырнă. Ырă мара сиссе чĕри тăлт-тăлт тăпăлтатрĕ. Аллине илчĕ хайхискере. Курчĕ:
«Тиляр!
?????
Илтимĕр».
Çырура мĕнпурĕ те пилĕк ыйту палли. Пилĕк хура юпа! Ултав! Айăплани! Чĕрене шĕвĕр йĕп пек пырса тăрăнчĕç. Ыраттарчĕç шутсăрах. Пăчăр-пăчăр юн тумлать. Кăкăрта тăвăр. Сывлăш çитмест. Кĕпе çухине уçса ярасчĕ, анчах чăрмав — алăра ача.
— Тен, эпĕ тĕлĕк куратăп? Тен, чирлерĕм? — упăшкине чĕнчĕ вăл: — Илтимĕр! Ăçта эсĕ? Капла ан шӳтле-ха. Тытсам пепкене! Вăл ав йĕрмĕшет.
Сас паракан пулмарĕ.
Тиляр упăшкин ыйту паллисемлĕ çеç çырăвне уямасăр-тумасăр пиншак кĕсйине тĕркелесе чикрĕ. Хут листи айĕнче ун ячĕпе килнĕ çыру выртать-мĕн.
Пĕчĕк ача часах алăра ывăнать, ăна сăпкана вырттармалла. Чăлана кĕчĕ Тиляр. Кунта ачин вырăнĕ, сĕтел-пуканĕ. Çи виттисем чăлт шурă. Кантăкĕ те чечеклĕ чĕнтĕрпе карăннă. Тупата, пукане пӳрчĕ тейĕн. Энтюк самант тупрĕ канлĕх, ыйха путрĕ те пĕчĕк чăваш.
— Тĕлĕкре мана, аннӳне, аçуна кур, юратнă пепкем. Тутлă ыйхă сунатăп, — Тиляр чăп-чăп чуптурĕ те ачи пӳлĕмĕнчен тухрĕ.
Сĕтел çинче выртать ылханлă çыру, Тиляр ячĕпе килнĕскер, Илтимĕре хăй килĕнчен хăваласа кăларнăскер. Çыру çыраканĕ ял каччи — Праски Çеменĕ.
Тиляр, нихăçанхи пек мар, куçне чарчĕ, вара мĕн çырнине пĕр харăс курчĕ:
«Тиляр! Юратнă савниçĕм, ырă хыпар мана питĕ хĕпĕртеттерчĕ. Эсĕ ача çуратнă — ывăл. Вăл манăн ача! Унăн ашшĕ — эпĕ. Урра! Савăнатăп! Часах пепкемпе паллашăпăр. Çав кун çывăхрах. Ыталаса чуптăватăп.
Санăн ачу ашшĕ — Праски Çеменĕ».
— Ых-х, йĕксĕк! Хăйне килĕштерменшĕн мĕнле майпа тавăрма шутланă. Сана, Праски Çеменĕ, хыр çулçи тăкăнсан качча тухăп! — ятлаçать Тиляр. — Ăçта-ши эсĕ? Сана таракана таптанă пек ура айне хурса имĕрĕттĕм.
Ула шухăшсем пăтранаççĕ хĕрарăм пуçĕнче. Сĕтел çинче хăрушла çыру выртать. Чăн-чăн вулкан вăл. Унран йĕри-тавра хĕлхем пĕрхĕнет. Кĕлпе хутăш кăварлăскер. Васкасах шыв сапса сӳнтермелле ăна, унсăрăн таса чунлă çынсене мăйран пăвать, элекпе хупласа куç уçми тăвать. Упăшка пайтасăрскер иккен. Вăл усал çын çăварĕнчен палкаса тухакан пакăç шăрша сирмен, ăна пыл тесе йышăннă. Арăмĕпе ачине ывăтса хăварнă кăткă йăви çине.
Тулашать çамрăк арăм. Пуçа пин тĕрлĕ шухăш кĕрсе çаврать. Пурăнмалли чăн-чăн мăшăрах-ши Илтимĕр? Кирлĕ мар иккен ăна ни арăм, ни ача.
— Сăлтав тупрăн, пăрахса кайрăн. Юратман пулĕ эсĕ арăмна. Кайрăн пулсан кай. Хыçран чупмасть çемйӳ. Ан та кĕт. Каялла килес тесен сан валли алăк паян çеç уçă. Ыталаса, чуптуса йышăнĕç. Мана кӳренме çылăх. Эпĕ Турă амăшĕ пек таса. Айван этем айĕнче пулман. Хăймана хăв сĕрсе пуçтартăн. Çакна хаклама та пĕлместĕн-и? Эппин, эсĕ айван-тăр. Тен, хăçан та пулин ăнланăн, каçару ыйтăн каялла çемьене таврăнма, анчах алă çупса, оваци туса кĕтсе илмĕп. Çакна асту. Пĕр паян çеç пирĕн пата çитме çул такăр. Кая юлсан каю шăтать теççĕ. Ман сăмах çирĕп. Килсем халех...
— Кам вăл овацине тивĕçсĕр çын?
Тиляр ялт! пăхса илчĕ хыçалалла.
Ульти иккен. Халĕ вăл чăнахах та тăватă куçлă пек туйăнчĕ. Тăваттăшĕ те шăтарасла пăхаççĕ. Ыттисем курманнине витĕр кураççĕ, çын вăрттăнлăхне пĕлеççĕ. Ку хĕр упраçăн икĕ куçĕ айĕнче те вир пĕрчи пысăкăш хура пăнчă пур. Усал чĕлхеллĕ çынсем, уйрăмах ятланă чух, ăна «тăватă куç» тесе хăртаççĕ.
— Мĕн кирлĕ сана? — çиллессĕн ыйтрĕ Тиляр.
— Алăкăр яриех уçă та хăвăрăн, — текелерĕ Ульти. Такама, теме шыранăн куçне йăл-ял вылятса илчĕ. — Хуçи килте çук тем?
— Кам вăл саншăн хуçи?
— Мĕнле кам? Илтимĕр ĕнтĕ.
— Сăлтавне кала, ма кирлĕ вăл сана?
Ульти явап памарĕ. Сĕтел çинче çыру выртнине асăрхарĕ те ярса илчĕ.
— Кам çырнă сан пата? Вулам-и?
— Ан хăйнă пул! — Ульти аллинчи çырăва кап! тытса илчĕ Тиляр. Вара сĕтел сунтăхне уçрĕ те çырăва унта хучĕ, самант питĕрчĕ, уççине çири пиншак кĕсйине чикрĕ.
— Санăн кăмăлу пăсăк, эсĕ манпа хуруласасшăн-няк, урпа хылчăкĕ, — вăрт-варт çаврăнчĕ Ульти каялла. Хăй çаплах мăкăртатма чарăнмарĕ. — Ĕлĕкхи тус тантăшна шанманни, манни ырă мар.
Тиляр ним те чĕнмерĕ. Ульти урама тухнине кантăкран пăхса тăчĕ. Тĕлĕнтермĕш, вăл ахăлтатса кулнине илтрĕ. Мĕне пĕлтерет ку?
2
«Ĕлĕкхи тус тантăш» терĕ Ульти Тиляра. Вăл тĕрĕссине каларĕ темелле. Анчах пĕчĕк чухне вĕсем пĕр-пĕрне илтмен-курман, палламан. Ара, Тиляр пачах урăх ялта ӳснĕ. Унăн аппăшĕ Элевер çак ялăн йĕкĕтне качча килнĕ. Амăшĕ вилсен ăна аппăшĕ (пĕртен-пĕр йăмăкне ĕнтĕ) хăй патне пурăнма куçарса килнĕ. Тиляр ют ялта хăйне телейсĕр туйнă. Ăнланмалла ĕнтĕ: пĕтĕм тус тантăш тăван ялта. Кичемлĕх нумая тăсăлмарĕ, часах тупăнчĕ вăхăта ирттермелли ĕç.
«Сурат» колхоз бухгалтер тупайманнипе хăшкăлнă. Шута тытăнса пăхнисем нихăшĕ те йĕркеллĕ чухлаймарĕ. Çавăнпа та колхоз хăй шучĕпе пĕр çынна ятарласа вĕренме ярасшăн.
— Ман лайăх çын пур, — терĕ Элевер упăшки колхоз председательне.
— Кам пирки пуплен? — тытăнчĕ хайхискер тĕпчеме.
— Ман арăмăн йăмăкĕ — Тиляр. Ялтан кăларса ярас марччĕ ăна. Çамрăксем ял хуçалăхра та питĕ кирлĕ.
Хĕр пĕрчине правление чĕнтерчĕç. Пуплесен-пуплесен ĕненчĕç хĕр упраç шанчăклине.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, район центрĕнче бухгалтерсем хатĕрлекен курс уçăлчĕ. Парта хушшине ларчĕ вара Тиляр пачах палламан çынсемпе. Кашни кун киле çӳрет, хваттере вырнаçни — пăлахая пени тесе шутлать. Чăнах та ĕнтĕ, çул ытлашши вăрăм мар — вунă çухрăма яхăн. Ку çамрăк çынна пĕрре сывласа илмелĕх кăна. Ир кӳлĕм вăрман кати çумĕпе утасси хăй мĕне тăрать! Тăнлан кайăксен ирхи концертне. Ытла илемлĕ юрлаççĕ. Путех, вĕсем кун пуçласа тӳпенелле хăпаракан çутă хĕвеле, тутлă шăршă саракан тĕрлĕ чечексене, ешĕл çулçăллă чечен йывăçсене тав туса мухтаççĕ. Çамрăк хĕр çутçанталăкăн пыллă шерпетне кашни ир тутанать. Çавăнпах-тăр ырă кăмăл, вăй-хал çителĕклĕ кун каçа.
Пĕррехинче, Тиляр киле утнă чух, ăна Ульти хуса çитрĕ.
Вĕсем пĕр-пĕринпе иртнĕ эрнере паллашнă. Пĕр урамрах пурăнаççĕ-мĕн. Чи малтан урамри колонкăна шыв ăсма пырсан сăмах хушрĕç. Витрене шарлаттарса юхать шыв, пикесен — хĕр юмахĕ. Пĕр-пĕрин ячĕсене те ыйтса пĕлчĕç.
— Эпĕ санăн тус юлташу пулма хирĕç мар.
— Юрĕ, — килĕшрĕ Тиляр. — Эпĕ никама та палламастăп.
— Пирĕн, çамрăксен, кашни вырсарнинче ял виркесĕнче аслă вăйă пулать. Унта пĕрле çӳрĕпĕр. Ахаль кунсенче ав сирĕн пахча карти çумĕнче выртакан пĕренесем çине тухса ларăпăр. Каччăсем вăштах шыраса тупаççĕ, — ăнлантарчĕ Ульти...
— Ух-х! Утатăн та вара эсĕ! Хуса çитрĕм аран-аран.
— Эпĕ — Улăп. Пĕрре ярса пусатăп, çичĕ çухрăм малалла, — йăл-йăл кулкалать Тиляр.
— Шел. Сирĕн бухгалтерсен курсĕ тин пуçланчĕ, пирĕн — вĕçленчĕ.
— Эсĕ мĕнле курса çӳренĕ?
— Газовщиксем хатĕрлекен çĕре. Çĕнĕ специальность. Халиччен чăвашра çакнашкал специалистсем пулман, — мăнаçланать Ульти. — Газ кашни яла тенĕ пек çитрĕ.
— Савăнмалла. Газ халăх пурнăçне çăмăллатать ĕнтĕ. Вут-шанкă тупма çулран-çул йывăрланса пырать.
— Газ вăл хăрушла япала, — тет Ульти. — Унпа тĕрĕс усă курма пĕлмелле. Эпир, газовиксем, çынсене вĕрентетпĕр. Тата газ приборĕсене те пăхса-юсаса тăратпăр. Ĕç укçи мана аванах параççĕ. Пурăнма пĕлекенсем халĕ çĕрме пуян. Урпа хылчăкĕ.
Ульти хăюллă хĕр упраç. Нумай калаçать, Чеелĕхĕ те пур. Вăтанас йăла çителĕксĕртерех. Усаллăхĕ те малта. Ахальтен мар ĕнтĕ халăх хушшинче сăмах-юмах пурăнать ун çинчен: «тăват куç». «Тăват куçлă йытă питĕ усал». Пăхма вăл ытла хытанка. Кăкăрĕ палăрмасть те. Ялан шăлавар джинс тăхăнать. Кофта вырăнне — шурă майка. Халĕ те çак тум унăн çийĕнче. Çӳçне ӳстермест вăл, кĕске кастарать. Тепĕр чух палламаннисем ăна: «Эй, арçын ача!..» — тесе чĕнеççĕ. Чăн-чăн куçĕ симĕссĕн-саррăн курăнать, таçта сăрт айне вырнаçнă пек туйăнать. Çавăншăнах хĕсĕк куç теççĕ.
— Тиляр, санăн савни пур-и? — ним кĕтмен çĕртен ыйтрĕ Ульти.
Юнашар утаканни вăтанчĕ ку хĕрĕн именӳсĕрлĕхĕнчен. Çакна та сисрĕ: хăй пĕр-пĕр йĕкĕтпе юрату кăлтăрмачне кустарать. Пытарса усракан вăрттăнлăха кама та пулин, шанчăклăрах çынна ĕнтĕ, уçса парасшăн. Алкум вĕçне туй килсен хыпалантарать.
Ытахальтен çеç сăмах вĕçертрĕ вара Тиляр:
— Йĕкĕт пăхмалăх çитĕнеймен-ха эпĕ.
— Ан тыттар. Сан пек чипер хĕрĕн савни çуккине кам ĕненет. Урпа хылчăкĕ.
Тиляр чăнах та хăйне май чипер хĕрача. Тумланма ăста. Вăл хăйне мĕн килĕшнине пĕлет. Çыннăн ку — ырă енĕ. Костюм темиçе те: шурри, хури, кăвакки, чăпарри. Вĕсем хальхи модăпа татуллă — кĕске. Чĕркуççине витмеççĕ. Халĕ те-ха ун çийĕнче шупка кĕрен çитсăран çĕленĕ юбкăпа кофта. Урисем — черкке. Туфлийĕ çӳллĕ кĕлеллĕ. Тĕсĕ — сарă. Çӳçĕ вăрăм. Вăл тĕсĕпе пыл карасне асаилтерет. Вĕреннĕ хушăра çӳçĕ çивĕтре, ахаль чух — ирĕкре: çурăм тăрăх янă та тутăр çӳçи тейĕн. Пысăк куçлă тееймĕн Тиляра. Хăрпăкĕсене тушьпа хуратать те хăйне май илĕртӳллĕ куç, кăнтăр енче пурăнакансем унашкал куçа миндаль мăйăрĕпе танлаштараççĕ.
— Эсĕ, Ульти, ман савни çуккине ĕненместĕн-и? — йăл-йăл кулкаларĕ Тиляр. — Ахалех. Ман кăмăла килĕшекен каччă çуралман. Унсăрăн ку таранччен пĕр хут та пулин тĕл пулаттăмăрах. Питĕ шел. Санăн савни пур. Тĕрĕс-и?
— Ăçтан пĕлен? — ихĕлтетсе илчĕ Ульти. — Эсĕ асамçă пулĕ, хальхилле каласан — экстрасенс.
— Чухлатăп ăна-кăна. Пуçла! Хаваспах итлетĕп.
— Пур ман савни. Пур. Анчах вăл паян ман çумра мар. Çарта вăл. Тинĕсре ишет.
— Эппин, сан вăл моряк!
— Моряк, — ассăн сывласа илчĕ Ульти. — Мичман.
— Мĕн ятлă-ха?
— Илтимĕр.
— Çыру çӳрететĕр пулĕ? Хăçан таврăнать?
— Çаплах çыратчĕ-ха. Часах хăй персе çитет.
Ульти суйрĕ. Морякран вăл пĕр çыру та илсе курман. Анчах каччă ăна юратнине чунтан ĕненсе пурăнать. Мĕншĕн-и? Ĕç-пуç акă мĕнле пулса иртнĕ.
* * *
...Кĕркуннеччĕ ун чух. Çара илсен Илтимĕр ытти салтака каякан çамрăксемпе пĕрле тутăр сулласа ял тăрăх юрласа çӳрерĕ. Клуб умĕнче чарăнчĕç. Кино курма кĕресшĕн тăракан хĕрсен пулкки илĕртрĕ имĕш вĕсене.
— Шел, — терĕ Илтимĕр сасăпах юлташне каланăн: — Чипер хĕрсем юлаççĕ. Эпир каялла таврăнсан пĕрне те тупаймăпăр. Вĕсем пурте упăшкисен хӳтлĕхĕнче пулĕç.
— Эсир пурте качча кайса пĕтсен эпир кăмăлсăра юлатпăр.
— Хĕрсем, хĕрхенĕр пире! — пĕри те тепри сăмах хушаççĕ пулас салтаксем.
— Илтимĕр! Эпĕ сана кĕтетĕп! — яш тухса тăчĕ Ульти çара каякан йĕкĕтсем умне. Ун чухне вăл тăххăрмĕш класра вĕреннĕ.
Илтимĕре пурте саламларĕç. Хăй вара хĕр пĕрчине тав тумарĕ темшĕн. Унăн сасси, путех, ытти чиперккесен сасси айне пулчĕ, ара, сасартăках пурте хăюланчĕç, тытăнчĕç хăйсен шухăшне пĕлтерме:
— Çара ырă-сывă кайса килмелле пултăр!
— Ан кулянăр! Эсир киле таврăннă çĕре ешĕллисем ӳсĕç.
— Пире тиркĕр, кĕрченĕскерсене.
Пурте ахăлтатрĕç. Ара, ку сăмахсенче чăнни пур-çке-ха...
Ульти çак темиçе çул каялла пулса иртнине ĕненсе те шанса кун кунлать. Ах çав çулсем, тупата, ытла шелсĕр, чăкраш, ниме те уямаççĕ. Мĕн-ма чăрмаласа хăварас чипер çамкана? Хĕр упраçăн ялан вунçиччĕре çеç тытăнса тăмалла. Сăн-пичĕ яп-яка, мăнкун çăмарти пек пултăр хĕп-хĕрлĕ. Шел, çутçанталăка ӳпкелешсе çĕнтереймĕн.
Пурпĕрех кĕтет Ульти хăйĕн телейне. Анчах ку апат-çимĕçлĕ сĕтел хушшинче кашăксăр ларнипе пĕрех...
* * *
— Тиляр, эсĕ чăннине каламастăн ахăр. Çак тарана çитсе сан çине никам та ăшă куçпа пăхман-и вара? — вăлтать Ульти. — Мĕнле пуç вăл санăн кутемĕн те никам пирки те шутламасть.
— Юрату, акамçăм, пуçра мар, чĕрере çуралать теççĕ.
— Савни тупас пирки малтан пуçра шухăш аталанать, — парăнмасть Ульти.
* * *
Пулнă-ха Тилярăн чĕре кĕтесĕнче темĕскер. Те юрату темелле ăна, те пĕчĕк шĕкĕ. Чылай хушă çав хурт чуна кăшларĕ. Пурна киле типрĕ, хăрчĕ, кĕлленчĕ пулас юрату сĕткенĕпе киленеймесĕр.
Янук ятлăччĕ вăл. Вăтам шкулта пĕр класра вĕреннĕ. Халĕ те час-часах асаилет Тиляр ăна. Нихăçан та унпа иккĕн çеç çӳресе курман. Ялан виççĕмĕш пурччĕ: е пĕр-пĕр хĕр пĕрчи, е арçын ача. Култаратчĕ Янук. Пуçĕнче унăн тем те çуралатчĕ. Астăвать-ха Тиляр пĕр ăслайне: «Туссем, пурăна киле эпĕ çĕр çине тăрă шывлă тарăн кӳлĕ пулса выртатăп çӳлелле пăхса, тӳпе çеçен хирĕнче куçакансене хĕрӳллĕ салам каласа».
— Кам пурăнать вара унта? — тĕпченĕччĕ Тиляр ăна.
— Хĕвел! Вăл ман пата хăнана анмасăр тӳсеймĕ. Тытăнĕ манпа вăйă выляма. Чӳхенĕ, ишĕ хумсем çийĕн.
— Татах пур-и тӳперен анса санпа вылякан?
— Тупăнаççĕ. Янкăр тӳпе тăрăх ишекен пĕлĕт татăкĕсем. Мана култарасшăн камитленеççĕ: акă тырă ани. Шерепеллĕ сĕлĕ, вăрăм пучахлă урпа. Каçалăк умĕнче — çĕмел. Эпĕ — тĕкĕрлĕ кӳлĕ. Вĕсем, çӳлтисем, хăйсен сăнĕсене курасшăн айкашаççĕ. Сенкер чаршав хыçĕнчен шуса тухать мыскараçă сысна çури, вăкăр, качака. Вĕсене хăваласа каякан кĕтӳçĕ те пур, аллинче вăрăм чăпăркка.
Янукăн çапла хăтланăвĕнчен кулса ахăлтатас килместчĕ. Ытларах шухăша яратчĕ ăнланма хĕнрехшĕн. Вĕренекен ачасем мăшкăлласа ăна валли ят тупса кăларчĕç — Кӳлĕ.
Вăтам шкул пĕтерсен Тиляр ерсе кайрĕ Янук йĕкĕтпе Хусана. Юрату çиппиех хăвармарĕ ĕнтĕ. Вĕсемпе тата Зоя ятлă хĕрача та пычĕ. Зойăпа Янук университета вĕренме кĕчĕç, геолог пулма, Тиляр — мединститута. Зойăпа Янук ялан иккĕш çӳретчĕç. Сайра хутра çеç виççĕшĕ кинона кайкаланă. Хĕрпе каччă çывăхланнă, пĕр-пĕрне юратаççе пек туятчĕ Тиляр. Кулянатчĕ те. Ытлашши хыпса çунма май та сахал. Лекцисем, хăв тĕллĕн тумалли ĕçсем хыпкăчласах лартатчĕç. Çитменнине, Тиляра инкек сырăнчĕ. Вăл юн курсан сиксе чĕтреме тытăнчĕ. Лекцине профессорсем çын пайне: чĕрине, ӳпкине е тата урăххине илсе пырсан хăстарнипе хăшкăлатчĕ. Вĕренме пултараймасть Тиляр кунта. Пурнăçра ун пекки те пулать. Сывă пул, тухтăр ĕçĕ! Урăх специальноçа вĕренме тивет. Анчах ăçта? Тĕплĕн, пайăн-пайăн хурса тухма май килмерĕ. Телеграмма тыттарчĕç ăна. Çак самантрах киле тухса каймалла. Пĕчченех пурăнакан амăшĕ йывăр чирленĕ, выртать вырăн çинче тăраймиех. Таврăнчĕ Тиляр киле.
Уйăхсем иртрĕç те иртрĕç. Тиляр пĕччен тăрса юлчĕ, амăшĕ ĕмĕрлĕхех пăрахса хăварчĕ ăна. Темĕн чухлĕ кулянсан та, кунĕ-кунĕпе вилтăпри çинче куççуль тăкса ларсан та усси пулмĕ, юратнă амăшĕ чĕрĕлсе тăрса кĕçĕн хĕрачи патне таврăнаймĕ. Малашне пĕччене тăрса юлнăскере мĕн кĕтет? «Ытлашши ан кулян, хĕр пĕрчи, — илтет вăл кӳршĕ хĕрарăмĕсенчен. — Санăн тăван аппу пур. Вăл пăрахĕ-и вара? Тăван тăварпа пиçнĕ теççĕ».
Аппăшĕ Тиляра, тĕрĕсех, хурлăха хăвармарĕ. Хăй урăх яла качча тухса пурăнакан килне куçарса кайрĕ ăна. Сывă пул, тăван ял. Паллах, хурлантарать. Пурте кунта юлаççĕ: туссем, тантăшсем, тăшмансем — енчен те унашкаллисем пулсан. Чим, темĕскер чун кантăкне шаккать. Мĕн вара? Ах-у-у, чи кирлĕ çын юлать. Ка-а-м? Мĕнле кам? Савни! Кулăш. Савни мар та-ха...
Вăйлă çил ахăрать. Тинĕсре тăвăл. Хумсем урнă. Вĕсем çырана пыра-пыра çапаççĕ. Сăнчăрланă кимĕ вĕçеренчĕ. Ишрĕ, юхрĕ ниçталла мар унталла. Тиляр пуçĕнче те — хумсем. Вĕсем те кăкарăнса тăракан шухăшсене вĕçертеççĕ те çавăрттараççĕ ним манерсĕр.
Тăлăха юлнăскере ăраскал шеллерĕ-тĕр, çавăнпа ăсатрĕ ăна юта. Енчен те Янук каникул вăхăтне ирттерме яла таврăнать? Вăл студент — пулас геолог. Хайхискер урампа пыруçăн сасартăк Тиляра тĕл пулать, анчах пуплесшĕн мар, пуçне пăрса иртет. Акă сана — ăшçунтармăш. Ирĕк-сĕрех халĕ çапла шухăшлаттарать: телей ăна аякка ăсатнă. Хурлăх — аллине тăсса ярса илеймест.
«Иçмасса, выртинччĕ, хăй каларăш, икĕ сăрт хушшинчи çеремлĕ лапамра çавра кӳлĕ пулса. Пырса ларăттăм ешĕл курăклă çыран хĕррине. Çара урасене чӳхĕттĕм лĕп шывунта. Мана усал куçсенчен пытарĕччĕç çӳллĕ хăмăшсем. Ун чухне, тен, туйăпăр чунăмăрсенче чĕрĕлеймесĕрех сӳнесшĕн аран-аран йăлтлатакан юрату хĕлхемĕсене, — явăнаççĕ çакнашкал шухăшсем Тиляр пуçĕнче. — Янук ман чĕрери вăйсăр юратăва чĕртсе ялкăштарасси йăлтах санран килет. Эпĕ çаплах санпа аташатăп-ха. Сăлтавĕ тен, эпе урăххине тĕл пулманнинче...»
Ульти шав калаçать, Илтимĕре мухтать. «Вăл çав тери хӳхĕм каччă. Флотран татах якалса килет. Сирĕн ялта пурччĕ-и япшар каччăсем?»
Тиляр ним те чĕнмест. Ара, вăл хăйĕн тĕнчинче çӳрет-çке-ха.
— Эсĕ утнă çĕртех çывратăн-и-мĕн? — тарăхнипе Ульти тытса силлерĕ Тиляра.
— Ай, каçар. Мĕн терĕн эсĕ? — айăплăн ыйтрĕ хĕр çумра пыракан Ультирен. — Эсĕ хăв çинчен каласа пар-ха ытларах. Сăмахран, Илтимĕр амăшĕ эсĕ унăн ывăлне юратнине пĕлет-и?
— Амăшĕ çеç мар, пĕтĕм ял пĕлет.
— Чăнах-и?
— Пирĕн Илтимĕр амăшĕ Минепи Ивановнăпа иксĕмĕр хушăра туслăх тахçанах çуралнă, — Ульти аллисене авăсса илчĕ.
Тĕрĕсех, Ульти юрама тăрăшать каччин амăшне. Мĕнпе-и? Ĕçпе. Пулăшма ӳркенмест вăл. Кил-тĕрĕшĕнче йывăр ĕçсем сахал мар. Кĕпе-йĕм çумах акă вăй, вăхăт сахал мар кирлĕ. Уйрăмах чӳхеме колонкăран шыв йăтса хăшкăлан. Çак самантра Ульти йăш! кĕрсе тăрать пулас пăянам патне.
— Вăй патăр! — саламлать вара вăл.
— Спаççипă! — тав тăвать хĕр упраçа Минепи Ивановна. — Ывăнтарчĕ-ха. Канса ларатăп. Шывне Мĕтри ывăлăма йăттарасшăн. Армана ятăм та çаврăнса çитеймерĕ-ха. Таçта çӳрет ĕрĕхсе.
— Çамрăксен чупса пултăр. Урпа хылчăкĕ.
— Итлесшĕнех мар. Пиччĕш таврăнсан йĕркене кĕртĕ-ха.
— Хăçан киле çитет Илтимĕр?
— Паян-ыранах килсе кĕрессе кĕтетпĕр.
— Ай, савăнăç, — ихĕлтетет Ульти. — Минепи Ивановна, хурăр ухнă япалăрсене карçинккана. Самант çырмана кайса чӳхесе килетĕп.
— Сана кашнинчех чăрмантарас килмест. Çынсем тем калĕç.
— Эпĕ сирĕншĕн ют мар-иç. Тен, кинӳ пулăп.
— Ăна пĕлме çук. Флотран таврăнсан мĕн калĕ, — çапла пуплекелесе Минепи Ивановна карçинккине тултарчĕ. Часах ăна йăтса тухса каять Ульти.
Ял çумĕпе тăсăлнă çырмара хĕрарăмсене килентерекен калама çук ырă вырăн пур: çăлкуçĕнчен палкаса тухакан тăрă шыв валашка çийĕн шарлаттарса юхать. Чӳхе кăна ухнă япалусене кăмăлу туличчен.
Илтимĕр моряка Ульти юратнине, ăна кĕтнине пĕтĕм ял пĕлет. Кун пирки вăл хăй кашни кĕтесрех шуйхашать. Мыскарасем те сахал мар кăтартать. Акă ял лавккине салтак амăшĕсем, арăмĕсем валли сайра хутра тавар е çимелли мĕн те пулин кӳрсе килеççĕ. Кун пек чух чи малтан чупса пырать вăл лавккана. Сутасшăн мар ăна ним те. Пурпĕрех Ульти пушă алăпа лавккаран тухса каякан йышши мар. Тавлашать, ятлать, хăратать, ĕнентерет! Паян хĕр упраç, ыран — салтак арăмĕ. Пурте пĕлеççĕ: вăл Илтимĕре кĕтет, çавăнпа никама та качча тухмасть.
Тепĕр тесен, Ультие качча илесшĕн пĕр йĕкĕт те хăтана пыман. Ытлашши харсăрланнăшăн хăш-пĕри тиркет ăна. Уйрăмах лавккара ĕçлекенсем ĕненмеççĕ Илтимĕр унпа мăшăрланасса.
— Килне пырса ларать! — тет пĕри.
— Ых, тăват куç! — ятлать тепри ăна кӳлешĕве хутшăнса.
— Вăтанулăха пачах çухатнă.
— Хăйĕн талайĕ çаплалла.
* * *
Çул кĕскелчĕ. Укăлча хапхи те курăнать ав. Анчах Ультин халап-юмах хутаççи нимĕн чухлĕ иксĕлмен.
— Ĕнер Минепи Ивановна патне кĕрсе тухрăм. Вăл çыру илнĕ, — пăлтăр-пăлтăр çаврăнкаларĕ, урисемпе тăпăртатрĕ Ульти. Ăна савăнăç ташлаттарать. — Илтимĕр таврăнать, ыран-паян çитмелле. Урпа хылчăкĕ.
— Туй кĕрлеттеретĕр ĕнтĕ. Çапла-и? — ытахальтен кăсăкланам пекки турĕ Тиляр. Ара, уншăн пулсан хуть пуçхĕрлĕ тăр. Вăл Илтимĕре нихăçан та курман. Пĕлесчĕ çак хĕр упраçăн, ку — унăн пуласлăхĕ. Шел, çитес кунсен алăкĕ çук çав, атту уçĕччĕ те курĕччĕ тепĕр темиçе кунран хăйне мĕн кĕтнине.
— Йăлтах Илтимĕртен килет. Тен, вăл туйсемпе аппаланас темĕ, хăвăртрах пĕрлешесшĕн пулĕ. Тинĕссем тăрăх ишсе пайтах тунсăхланă-тăр хĕрсемшĕн, — ихĕлтетсе илчĕ Ульти.
— Сана Илтимĕр шутсăр юратать-и?
— Вăл салтака кайнă чух ялта ун валли хĕр юлмасран хăранине пĕлтерчĕ. «Эпĕ кĕтетĕп сана», — терĕм. «Ан кĕт», — тесе каламарĕ.
— Апла пулсан сана тиркемест ахăр. Шел, юрататăп темен.
— Мĕн вăл юрату тени? — Ультин сассинче пăшăрхану сисĕнчĕ. — Пустуй сăмах.
— Пĕлместĕп çав хам та, — ассăн сывласа илчĕ Тиляр. — Юрату хĕр упраçа вилмелле савăнтарать те, хыпса та çунтарать теççĕ. Пĕр кĕнекере вуланине халĕ те астăватăп: «Юрату тени вăл — сĕм вăрманта компассăр çӳрени».
— Ху-ху! Айван çын çырнине ăша чĕптĕм те илместĕп! — пат татса каларĕ Улъти. — Эпĕ Илтимĕре шанатăп. Эпир пĕр-пĕрне юрататпăр.
— Сасартăк вăл шухăшне улăштарать. Ялта пĕр-пĕр çамрăк хĕре юратĕ те сана хытхура вырăнне хурса пăрахĕ, лешне качча илĕ. Вара мĕн тăвăн?
— Суда паратăп! Мана шантарнă. Анчах суйнă — акă сăлтавĕ.
— Суд ирĕксĕр юраттараймасть.
— Эпĕ хам суд тăвăп. Пакартине кăларса илсен пурăнаймĕç.
— Ай-уй-й! — тĕлĕнчĕ Тиляр унăн хаярлăхĕнчен. Асăрхарĕ: Ултин сăн-пичĕ самант пĕрĕнчĕ, тăрса юлчĕ суха касси йĕррисемлĕ маска. Куçĕсем айĕнчи хура пăнчăсем çĕр айĕнчи тинĕсрен ишсе тухрĕç тейĕн, ваштах йӳç кăшман вăрри пысăкăш сарăлчĕç. Вăл каллех тăватă куçлă.
Тиляр сăмахĕ, чăн-чăн сăнă пек, Ульти чĕрине пĕр шелсĕр пырса тăрăнчĕ. «Кама качча илме пултарĕ Илтимĕр? — Ял хĕрĕсене аса илсе суйласа тухрĕ вăл ваштах. Тупăнмарĕ. — Кам çав вĕлтĕркке? Кам? Сасартăк Ульти хăйпе юнашар утакан юлташне тинкерчĕ. — Тур çырлах, мĕнле хитре хĕр иккен вăл, — кĕвĕçӳ вĕресе хăпарчĕ унăн. — Тен, ман тăшман ку? Ых-х, йĕксĕк! Тем тусан та парăнмастăп! Илтимĕр — манăн!» Ультин самант пĕтĕм нĕрĕ улшăнчĕ. Унра паттăрлăх вĕрет. Çапĕ те хуçĕ, çĕнтерӳ унра пулĕ. Пуçĕнче ваштах тĕллев меслечĕсем тĕрленчĕç. Чухларĕ çавăнтах, ку ĕçе пурнăçлама çăмăл мар. Васкамалла. Пĕр тăхтамасăр каçалăкне вырма халех пуçламалла.
Пĕрремĕш утăм. Ярса пусрĕ:
— Тиляр, кĕçĕр вăййа тухăпăр-и?
— Татса калаймастăп. Аппа таврăнсанах ĕç хушакан.
— Пулăшма хам каçăп.
3
Яра кун уйра тăрмашнă «Сурат» ял хуçалăх çыннисем. Хĕвел хăйĕн анăç çулĕ çине тухнине хапăлласа йышăнчĕç. Ир пуçласа каçчен пĕшкĕнсе ĕçлесси ывăнтарать мар-и. Вĕсем тулă анине çум курăкĕнчен тасатрĕç. Вăрăм тымарлă пиçен ашкăратчĕ çĕр сĕткенне тырра памасăр сăрхăнтарса. Çăткăн курăксенчен хăтăлнă тулă куç умĕнчех юсанни кунта ĕçлекенсене савăнтарать, ара, кăр-р тытăнчĕç ӳсме.
Ĕçлекенсем киле кайма çул çине тухрĕç. Уçă сасли пуçларĕ те юрă:
Кӳршĕре кил урлă
Çамрăк каччă пур.
Пуринчен хăюсăр,
Пуринчен маттур...
Тиляр çывхаракан юрăçсене тилмĕрсе пăхрĕ. Вĕсем унăн юратнă юррине шăрантараççĕ. Тӳсеймерĕ вара хăй те хутшăнмасăр:
Эх, çĕрĕпех яр уçă
Манăн чӳрече.
Çĕр хута çӳрет вăл
Çуртăм умĕнче.
Часах Тиляр юрăçсемпе пĕрлешрĕ. Ульти те уйăрăлса юлмасть. Пурте пĕрле укăлча хапхинчен ял кĕтĕвĕпе хутшăнса кĕчĕç.
Ĕнесем хăйсен хуçисене палларĕç-тĕр, макăраççĕ тусанлă сывлăша янăратса. Ку вĕсен саламлани, çиллисем сĕтпе карăннине пĕлтерни ахăр.
Районтан таврăнакан хĕрсем те хăйсен ĕнисене тупса вĕсене килелле хăваларĕç. Чи малтан Тиляр хапхине уçса кĕрсе юлчĕ. Ультисен килĕ икĕ пӳрт урлă. Пĕччен юлсанах ăна каллех чунне ыраттаракан шухăшсем сырăнчĕç.
«Йăлăхтармăшсем! Кĕтӳре тем тĕрлĕ выльăх! Мĕн-ма сирĕн юлас мар вĕсен хушшинче аташса?! Ах, Илтимĕр, мана пăрахса тепĕр хĕрпе туслашăнах-ши? Пĕрре те ĕненес килмест, анчах мана темшĕн Тиляр пăшăрхантарать. Хам айăплă. Никам та чĕлхерен туртман мухтанма ун умĕнче. Илтимĕр манăн савни, вăл мана качча илет тесе мăнаçлантăн. Мичман киле таврăнсан Тиляр сĕмсĕрленсе ун патне киле кайĕ. Тĕл пулĕç те хайхискерсем — уйрăлаймĕç».
Ульти сăхсăхса илчĕ. Вара тытăнчĕ Турра тилмĕрме: «Илтимĕре мансăр пуçне никампа та тĕл ан пултарах». Хуйхă-суйхă Ультие çĕнĕ шухăш тупса пачĕ. «Тиляра каччă тупса парас! Савниллĕ хĕр çумне моряк çулăхма хăяймĕ. Ылтăн тупсăм! Ал паратăп хама, маттур! Анчах кама килĕштерме пултарать Тиляр? Тупата, хамăр касра ун валли йĕркеллĕ, хитре йĕкĕт çук. Урпа хылчăкĕ».
Çапла хăйпе хăй мăкăртатса пынă самантра хыçалта хыттăн мăш-мăш сывланине илтрĕ Ульти. Çаврăнса пăхрĕ — хура ĕне, çамкинче шурă çăлтăр. «Мĕншĕн мана хăратма ĕмĕтленетĕн? Ха-а-с-с! Иртсе кай! — хăлаçлансах хăваларĕ ĕнене. Леш выльăх пулсан та ăнланчĕ ахăр, уттине хăвăртлатрĕ те хĕр умне тухрĕ, вара сарлакан пусса малалла кайрĕ. — Кам ĕни пулчĕ ку? Э-э-э, палларăм. Праски Çеменĕсен. — Унччен те пулмасть, куçа ӳпре пырса тăрăннăн Ульти пуçне çĕнĕ шухăш пырса çапрĕ: — Çе-е-ме-ен! Акă кам кирлĕ. Чи юрăхлă çын. Тупăнчĕ Тиляр валли. Тавтапуç сана, му-у-ук!»
Умри ĕнене хуса çитсе ăна мăйĕнчен ыталарĕ, ăшă сăмахсем тăкрĕ. Çавăнтах Çеменсен ĕнине Ульти хăмсарчĕ, ара, хапха умĕнче хăйсен ĕни кĕтет. Уçса кĕртмелле, унсăрăн пăрăнать каскăнланма, ют пахчасене кĕрсе купăста пуçĕсене вăтăрма. Ĕнине картишне кĕртсе хăварма тиврĕ. Сăвасси тарама. Унăн тĕллевĕ халĕ — Праски Çеменĕпе тĕплĕн калаçасси.
Çеменĕн ашшĕ çук, пулман та. Вăл вĕлтрен кайăкĕ. Çавăнпа та амăшĕн ячĕпе Праски Çеменĕ тесе сăпатлаççĕ. Айпарăш йĕкĕт теме çук ăна, çапах та пăхмалăх пур. Лутрарах. Мăнтăр питлĕ. Тути тачка. Сарă, çăра çӳçне вирелле турать. Куçĕ — хăмăр. Ăс-тăн енчен малти ретре мар. Çăмăлттайрах. Сĕмсĕрлĕхĕ те çителĕклĕ теме юрать. Укçаллă. Уйрăмах юлашки вăхăтра енчĕкĕ тулнăçем тулса пычĕ, пĕтĕмпех хăйĕн специальноçне пула. Вăл Шупашкарти строитель техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Строитель. Праски Çеменĕ шабашник пулса тăчĕ. Çӳрет хула-ял тăрăх. Кам мĕн тума тара тытать, вăл — кĕрĕшет. Пӳрт, мунча, кĕлет, сарай, дача пуралатъ, ăсталать. Ун пирки ял-йыш ахальтен сăмах кăларман: «Праски Çеменĕ — миллионер. Кĕсйине укçа шыв юххилле шăнкăртатса кĕрет». Тĕрĕсси пурах халăх сăмахĕнче. Çăмăл машина туянчĕ. Хӳхĕм тумланса çӳрет.
Ульти васкать, утмасть тейĕн, кайăк пек вĕçет. Вăл çитсе чарăнчĕ. Пӳрт, кивелнипе кăшт тайăлнăскер, ларать ав çырма хĕрринче. Унăн кĕтессинче — ватă йăмра. Вăйлă çил тулашнă самантра унăн çăра çулçăллă тураттисем каш-ш кашлаççĕ чуна хăратса. Çак пӳртре пурăнать Çемен хăйĕн хĕрĕх пилĕк çула çитнĕ амăшĕпе. Амăшĕ çавăрман ку йăвана, вăл ашшĕ-амăшĕнчен юлнăскер.
— Çăмăл машина туяниччен пӳрт юсамалла марччĕ-ши? — теççĕ кӳршĕсем Праскипе калаçăва хутшăнсан. — Ишĕлсе анса хăвăра тăм тумĕ-и?
— Эй, çырлах, кирлĕ мара мĕн-ма питлес? Ара, ĕлĕкех ваттисем каланă: пӳрт тени нихăçан та хуçисене пусарса вĕлермест, — тӳрре тухать Праски. — Çамрăклăх пĕрре килет, савăнтăр ывăлăм. Ярăнтăр машинипе. Ăна вăл хăй ĕçлесе тунă укçипе туяннă. Вăхăт иртнĕçемĕн авланĕ. Пусăрăнсан чул çурт та лартĕ. Пурнăç малалла. Хам та ватах мар. Пулăшатăп. Укçам пур.
Шăкăр-шакăр шакăртаттарчĕ Ульти питĕрĕнчĕк хапха шашулккине. Касмăкри йытă тытăнчĕ сиксе вĕрме, картишне кĕрсен ниме уямасăр тытса çурать.
— Йытă кăкарса усрать. Миллионер! Машинине вăрласран сыхлаттарать. Урпа хылчăкĕ, — ятлаçать Ульти.
Чӳрече уçăлчĕ те, пуçне кăларчĕ пĕри. Çемен хăех иккен. Ульти курчĕ те ăна чӳрече умнелле утрĕ.
— Эй, тăват куç! Хапхана мĕн шутпа çĕмĕрес терĕн?
— Ых-х, тукмак чĕлхе, — кӳреннипе мăкăртатрĕ Ульти чӳрече умне утса пынă май. — Эпĕ пĕлтерес хыпаршăн ял тавра виçĕ хут чупса çаврăнсан та çылăх мар. Йĕксĕк, тух урама. Васканă пул. Чăтма çук, ӳпресем вĕтелентереççĕ ав.
Тухрĕ урама хайхискер.
— Мĕншĕн кирлĕ пултăм? — кăсăкланчĕ Праски Çеменĕ. Çавăнтах хăй шухăшне пĕлтерчĕ: — Вите-сарай тума килĕшместĕп.
— Мĕн сăлтава пула? — ытахальтен ыйтрĕ Ульти.
— Эсир, хыт кукарсем, йӳнĕ хакпа ĕçлеттересшĕн.
— Ан сӳпĕлтет кирлĕ мара. Ӳпресене хăвалама йăмра туратти хуçса кил-ха. Эпĕ лайăх хыпар илсе килтĕм сан валли.
— Йăмрана шар кăтартмастăп. Сана, шăлапир пекскере, хăрăка, ӳпресем тиркеççĕ, — Ульти çумне пырса тăчĕ Праски Çеменĕ. — Хăвăртрах тытăн сăмах урапине кустарма.
— Юрĕ-çке, — килĕшрĕ Улъти. Вăл сăмах хутаççине салтрĕ. — Çемен, сана пĕр чиперкке вилесле юратса пăрахрĕ.
— Ан суй!
— Эйпух! — Ульти хăй çине хĕрес хурса илчĕ. — Питĕ юрататăп тет.
— Чиперкки кам? — хыпăнса ӳкрĕ йĕкĕт.
— Тиляр! Утар Мишши арăмĕн йăмăкĕ.
— Тиляр! Ай-уй! Вăл хĕрача шутсăр вичкĕнскер — каснă лартнă чĕрне айне кĕнĕ шăрпăк. Нумаях та пулмасть тĕл пулма тиврĕ унпа. Лавккаран тухрĕ. Аллинче — пакет. Пĕремĕк туяннă пулас. Эпĕ кап! пырса тăтăм умне. «Ырă кун пултăр, чиперкке!» — алă тăсрăм саламлама. Вăл, пур, ман çине уйран куçне ывăтрĕ те каларĕ: «Сирĕл, алхарин!» Евĕккĕн калаçмарĕ.
— Хăçан пулнă ку мыскара? — парăнмасть Ульти. — Кутемĕн çав тĕлпулăвăн йăлакки те юлман. Тен, çавăн чухне вăл сана килĕштерсе пăрахнă та пулĕ. Кулянса пурăнать мĕскĕн. Сана кĕтет, эсĕ пур, айванскер, çӳрен пăрăнса. Паянах пыр.
— Ăçта тупăн ăна?
— Йыснăшĕ хăйĕн пахчи çумне вăрмантан тиесе килнĕ пĕренесем йăвантарнă. Унта ларăпăр Тилярпа иксĕмер сана кĕтсе. Хитре тумлан, хăвна асар-писер ан тыт.
— Мана вĕрентмешкĕн сан, ачамккă, тепĕр хут çуралмалла. Пĕлетĕн-и эсĕ, мана Вăтакас учительницисем куç хывнă.
— Вĕçкĕн! Вĕсем Тилярăн чĕрне хури тĕшне тăмаççĕ, — ятланçи пулчĕ Ульти. Анчах та вăл çапла каласа Тиляра мар, хăйне хӳтĕлерĕ. Пăлханнă кăмăлĕ йăвашланчĕ кăшт. Кун пек чух халăхра çапла калаççĕ: ĕçне тунă, ял куласси çеç юлчĕ.
Ульти килелле чавтарчĕ. Вăл никама та асăрхамасть. Калăн, хапха айĕнчи сак çинче Илтимĕр кĕтсе ларать ăна. «Эсĕ манăн. Никама та пама килĕшместĕп, — мăкăртатать. — Пĕрне тĕксе ятăм-няк. — Ухутапах Илтимĕр çумне çыпăçма килĕшĕччĕ вăл».
* * *
Праски Çеменĕ лĕп шывлă кӳлĕрен ишсе тухнăнах туять хăйне. Чунра ырă-ырă. Пуçа ула-чăла шухăшсем пыра-пыра кĕреççĕ. Акă машинине кĕрсе ларчĕ. Юнашар — Тиляр. Каяççĕ питĕ кирлĕ, ĕмĕрлĕхе пĕр-пĕрин çумне çыхакан çĕре — хут тутарма. Тути хăй тĕллĕнех ирĕлет.
Пӳрте кĕнĕ май Çемен юрласа ячĕ:
Хитре кăна, хитре
Хамăр ял хĕрĕ.
Мĕншĕн хитре пулнă-ши?
Шифоньер алăкне уçрĕ. Ав çакăнса тăрать иртнĕ эрнере туяннă костюм, çыран хĕрринче выртакан хăйăр тĕслĕскер. Çак костюма тăхăнасшăн вăл. Малтан мăйне амулет çакрĕ — хурткуççи, кукамăшĕн çӳпçи тĕпĕнче тустарнă чух тупнă шăрçа. Тĕшмĕш йĕркине тĕпе хурать мар-и. Капла телей, ăнăçлăх юнашар çӳрет, инкек çыпăçаймасть.
Амăшĕ кĕчĕ пӳрте. Вăл çиллес, ятлаçас кăмăллă.
— Çемен, мĕншĕн ку таранччен пахчана тислĕк çĕклемерĕн?
— Ан йăсла-ха. Мана ав пĕр хĕр юратса пăрахнă. Чĕнет. Вăл манпа паллашасшăн. Чухлатăн-и, ывăлна мĕнле хапсăнаççĕ, — мухтанать Çемен.
— Кам унăн ашшĕ-амăшĕ. Тӳрех калатăп вăл хĕр мĕн тĕшне тăнине. Тивĕçлĕ-и вăл уншăн ура тĕпне якатни?
Ирĕксĕрех Çеменĕн тĕпĕ-йĕрĕпе тăхçалама лекрĕ. Ывăлĕн тĕллевĕпе кăмăллă юлчĕ амăшĕ.
— Анне, хăш кĕпине тăхăнас?
— Чи чаплине. Хĕрсем капăр тумланакансене килĕштереççĕ, — терĕ амăшĕ. — Кăлар-ха мĕнпур тумна. Акă çак сарă кĕпе шăпах çуллахи каçра килĕшӳллĕ. Тăхăн, — тăсса пачĕ вăл ывăлне.
— Юрĕ, — тет Çемен, — хура галстук çыхăн. Иккĕшĕ те çакăнпа çырлахрĕç. Çĕнĕ костюма тĕкĕнмерĕç, уйрăм паллă куна кĕтсе вырăнтах çакăнса юлать вăл. Унашкал самантсем ӳлĕм пулĕç.
Япаласене амăшĕ майлать. Çеменĕн кирлĕ ĕç пур. Пĕчĕк тĕкĕр илсе сĕтел хушшине ларчĕ. Çӳçне пайăркан-пайăркан уйăрса хут татăкĕсемпе чĕркет. Кăтра çӳçлĕ пуласшăн мар-и?
Тĕкĕрте йĕкĕт хăй сăнне тĕмсĕлсе пăхать. Пĕчĕк кăлтăклăскер. Ара, çутçанталăкăн вăрттăн ӳнерçи унăн пит-куçĕ çине хăйĕн сăрăллă мелкине силлесе сирпĕтнĕ. Сăрă пĕчĕк пăнчăсемпе пит çăмарти тăрăх тĕрленнĕ. Темĕн чухлĕ тăрă шывпа çусан та тасалакан йышши мар. «Ан пăшăрхан, ывăлăм, — тетчĕ ăна амăшĕ, — кук тĕрри сана чиперлетет кăна. Хура тутлă çын телейлĕ». Ĕненсе ӳснĕ Çемен амăшĕн сăмахне. Пит çăмартисем — нăк. Тепле юн пĕрĕхмест. Ку йăлтах амăшĕ тутлă çитернĕрен. Ара, вăл унăн пĕртен-пĕр ачи-çке.
* * *
Ульти килĕнче лара-тăра пĕлмест. Вăл паян евчĕ-çке, хĕрпе каччăна туслантармалла вăйăра. Хĕвел ăна йĕкĕлтенĕнех анăçалла ерипен шăвать, вăл путех турта хушшине тимĕр шапана кӳлнĕ. Ним туса вăхăта ирттереймест. Хитре кĕпе тăхăнса тĕкĕр умĕнче хăй тăрăх пăхас йăла çук, джинс тӳсет, вăл кирек хăçан та модăра. Килти ĕçпе айхашас кăмăл çук. Тек тӳсеймерĕ, тухрĕ урама. Утрĕ. Никама та куç тĕлне пулмарĕ. Паллах, вăййа тухма иртерех. Карта хушшинчен курчĕ: Тиляр купăста шăварать. Пулăшма тивет, унсăрăн вăл çурçĕрччен те пушанаймасть, апла тĕллевĕ вутра çунса кĕлленĕ. Ирĕксĕрех кĕчĕ пахчана Ульти, вара пушă витре ярса тытрĕ. Купаста йăранĕсем темиçе, вĕсен тăршшĕ, тупата, çур çухрăм. Пайтах шыв йăтма тивет. Юрать-ха, ăна пахча вĕçĕнчи çырмаран мар, кăнтăрлах ăшăнма тултарнă каткаран йăтмалла. Тепĕр чух пулсан Ульти тем тусан та мĕскĕнленес çук. Чухлать çакна Тиляр та.
— Ан чăрман, Ультя, — унăн аллинчи витрене тытса илме пикенчĕ Тиляр. — Кан луччĕ.
— Пĕччен тул çутăличчен те муталанăн.
Ультие çĕнтереймĕн сăмахпа. Ĕрĕхсех чупкалама тытăнчĕ. Купăста тĕпĕсен лакăмĕсем тулаççĕ шывпа. Хăйĕн куçĕ карта хушăкĕсенчен курăнакан урама сăнасах тăрать. Сасартăк курах кайрĕ Праски Çеменне. Пуçне çĕлек тăхăннă тейĕн. Кăтра. Çӳç пайăркисене хут татăкĕсемпе чĕркенĕ хыççăн çапла хăпартать мар-и. Утти шăп качака такин, пушмак кĕлли тротуара шаклаттарать.
Праски Çеменĕ курчĕ пахчара чупкалакан хĕр упраçа. Кĕтме тивет. Çӳрерĕ каллĕ-маллĕ. Вара хапхан тепĕр енчи карта çумне йăвантарнă пĕрене çине ларчĕ.
Акă хапха уçăлчĕ аранах. Хăшĕ тухать? Ульти! Вăл пĕчченех. Праски Çеменĕн ăшне чуна ыраттаракан шухăш хĕсĕнсе кĕчĕ: сасартăк Тиляр килĕшмесен? Сахал-и чăрмав? Тен, аппăшĕ чарать вăййа тухма?
— Ульти, — сиксе тăчĕ пăшăрханнă каччă, — шаннă кайăк йăвара çук-и-мĕн?
— Ытлашши васканă пек туйăнмасть-и? — ихĕлтетсе илчĕ Улъти. — Ĕлкĕрĕн-ха хĕрпе выляма.
Лаштах пулчĕ Праски Çеменĕн чĕри. Унччен те пулмасть, вăл урине пĕрене çине пусрĕ. Кĕсйинчен татăк кăларса пушмакне сăтăркаларĕ. Каç пулса çитнĕ пулин те пушмакĕ йăл-ял çуталса илчĕ.
Самаях иртрĕ вăхăт. Кĕлет тăрринчен кармашса тулли уйăх пăхрĕ. Вăл тӳпенелле хăпарать этеме усал-тĕсел тĕшмĕшпе хур тăвасран çăлма. Уйăх çутинче çыннăн хăюлăхĕ ӳсет, çирĕппĕн утать вăл çĕр çийĕн.
Хĕре кĕтекен каччă пăшăрхануллă. Вăл Ультие кӳренет. Чăтаймарĕ текех çăвар уçмасăр:
— Эй, Тăват куç, манран мăшкăллама шут тытман-и эсĕ? Ăçта сан акаму? Сутрăн тăк асту, каçару ан кĕт.
— Чăт кăштах. Сумлă хĕр тӳрех ытамна ыткăнмĕ. Чăнах, тарăхтаран путсĕр сăмаххусемпе. Урпа хылчăкĕ.
— Асту: эпĕ — хисеплĕ хусах.
— Кун пирки ăнлантар пулас савнă хĕр упраçна.
— Ан вĕрент мана.
— Шăплан. Ав калинкке уçăлчĕ. Тухрĕ. Пул кавалер! Айванкка, мĕн туса ларан?
Праски Çемен ыйхи чалт! уçăлчĕ. Ыткăнчĕ хĕр патне. Çитрĕ çич-сакăр ярса пуссах. Аллинчен çавăтасшăнччĕ, анчах самант пăрахăçларĕ. Ярса тытрĕ вара тӳрех пилĕкĕнчен. Çийĕнчех хĕр çупкă çитерчĕ пит-куçран вут кăларса.
— Чим-ха, санăн аллу ытла çӳлте-çке, — каччăн çилли хăпарчĕ. — Кĕскетме тивет. Пусса ан сур — хăвăнах ĕçмелле пулĕ.
Çак ваттисен сăмахне ахалех асаилмерĕ Праски Çеменĕ. Пĕрлешсен, туй иртсен, ӳкĕнмелле пулса тухас пирки тĕкрĕ.
Тилярăн пуçĕнче ӳлĕмхи карталанмасть. Вăл тарăхрĕ. Чĕлхипе касса та татрĕ: «Нихăçан та мана тĕкĕнме ан хăй!»
— Тĕрĕс! Ятлаçса паллашакансем пурнăçра ыр кураççĕ! — терĕ Ульти. Вăл сисĕмлĕ. Самант тавçăрчĕ: хĕрпе йĕкĕт хушшинче вут хĕлхемĕ чĕл-чĕл чĕллетет. Туслашичченех тăшмана тухĕç. Капла пайта кураймăн. Ачашшăн чĕнчĕ вара ăна: — Акамçăм, кил кунта!
Тиляра хĕр юлташăн чĕнĕвĕ те килĕшмест, ытла пылак. Ку вĕçкĕн çыннăн ятне те пĕлмест вăл. Сĕмсĕрскер. Çиллессĕн сăмах вĕçертсех вара:
— Кам эсĕ? — терĕ.
— Эпĕ-и? Ха-ха-ха! — ахăлтатрĕ те каларĕ: — Эпĕ, чиперккем, Праски Çеменĕ.
— Мĕншĕн çулăхан эсĕ ман çумма, Праски Çеменĕ?
— Ăçтан шухăшласа кăлартăн кăна? Мĕн-ма çулăхап? Пĕл: эпĕ чăн-чăн кавалер, — мухтанать хайхискер.
Тиляр пырса ларчĕ пĕрене çине Ультипе юнашар.
Праски Çеменĕ те маххă памасть. Вăл сĕмсĕрленме шухăш тытрĕ. «Ку пике мăнкăмăллăхĕпе парăнтарасшăн. Пуçа усмастпăр. Хăрлатакан арăслан çурине алла вĕрентме лекет».
Тĕлĕнсе пĕтереймест Тиляр çак этемрен. «Кам патне килнĕскер ку? Нивушлĕ Ульти илĕртет ăна? Ара, унăн савни — моряк пур-иç? Ăна паян-ыран çартан таврăнасса кĕтет. Эппин, ман пата-и? Кунашкал савнирен — Тур çăл. Килĕшмест, чун йышăнмасть», — шухăшсем çаплаллисем Тиляр пуçне кĕчĕç.
— Шел, паян аслă вăйă çук, — ассăн сывласа илчĕ Ульти.
— Мĕншĕн? — кăсăкланчĕ Тиляр.
— Эпирччен пурăннă яш-кĕрĕм эрнере пĕр хут, вырсарнинче, аслă вăййа пухăннă.
— Чимĕр, тахăш урамра ташша çапаççĕ, — терĕ Праски Çеменĕ.
Тĕрĕсех, купăс калани, алă çупни илтĕнет.
— Анаткасра. Унта хĕр нумай. Вĕсен кашни каç — аслă вăйă, — кулянса пуплет Ульти. — Кунта кичемленсе лариччен атьăр вĕсем патне.
Юнашар ларакансем хирĕçлемерĕç.
Праски Çеменĕ хĕрсене вĕçертмерĕ, хулран çавăтнă та пырать вĕсене талкăштарса. Кĕрсе кайрĕç çырмана тăрăнакан Ультисемпе кӳршисен пахчисен хушшинчи тăкăрлăка.
— Эсир, йăмăкăмсем, темшĕн кичем, — тет Праски Çеменĕ. — Сире пĕр кулăш каласа парам-и?
— Тăрăшсах итлетпĕр. Ихĕлтетме яланах хавас.
— Савăнтартăр. Итлĕр эппин.
...Ун чухне эпир пиллĕкмĕш класра вĕренеттĕмĕр. Чăваш чĕлхипе литератури учительници, çап-çамрăкскер, пĕрремĕш çул вĕрентет, урок пуçларĕ. Япала ячĕсем ăçтан пулса кайни çинчен ăнлантаратчĕ пулас. Чи хыçалти парта хушшинче ларакан Мишша Юманов аллине çĕклерĕ.
— Мĕн каласшăн эсĕ, Юманов?
— Ыйту пур.
— Тархасшăн, итлетĕп.
— Тăватă сас паллинчен тăракан япала. Эсир ăна кашни кунах тытатăр. Мĕн вăл?
Учительница сасартăках хĕрелсе, тарăхса кайрĕ.
— Вон класран! Халех тухса кайнă пултăр! — кăшкăрса ячĕ учительница. — Ыран шкула аннӳпе е аçупа килетĕн.
Мишша çав тери аванмарланчĕ. Япалисене пухнă чух вăл йăл-йăл кулкаларĕ темшĕн. Тухса кайма алăка уçрĕ те класалла пăхса тăнă май калаçрĕ:
— Вера Ивановна, ахалех кӳрентĕр. Тăватă сас паллиллĕ япала вăл — пурă. Анчах та эсир мĕнле япала пирки шухăшлани мана питĕ килĕшрĕ. — Алăка хупрĕ те шкултан тухса кайрĕ Мишша.
Мĕн шухăшларĕç-ши Тилярпа Ульти, анчах ахăлтатса кулчĕç.
Тăкăрлăкран тухрĕç вĕсем. Ĕнтĕ çырма урлă каçмалла. Тĕпĕнче юханшыв шăнкăртатса выртать. Лаптак чулсем выртаççĕ. Ку — каçă. Кĕтмен инкек! Ульти мелсĕр пуснă имĕш, урине ыраттарнă. Айлатать.
— Эсир иксĕрех кайăр ĕнтĕ вăййа, — тет Ульти. — Ура шутсăр сурать. Пĕрре ярса пусасси — вилĕм. Вырăнтан хускалаймастăп. Ай-ай.
— Сана киле çĕклесе каятпăр, Ульти, — пĕлтерчĕ Тиляр. — Çеменпе аллăмăрсене хĕреслетсе тытатпăр та — саншăн пулчĕ те наçилкка. Улпут майри пек пырăн ларса. Юрĕ-и?
— Эпĕ килĕшетĕп, — пĕлтерет хăй шухăшне Праски Çеменĕ.
— Тавтапуç. Анчах эпĕ кукамайсем патне кĕрсе юлатăп. Ав вĕсен килĕ, — аллипе тĕллесе кăтартрĕ Ульти çывăхри кил-çурт хапхине, — аллă хăлаçран ытла мар.
Сылтăм урине пачах пусайманскере Тилярпа Праски Çеменĕ икĕ енчен çавăтса хапха умне çитерчĕç. Вара Ульти хăрах урипе сиккелесе калинккене уçрĕ. Тăпсисем — музыкант. Чуччу ярăннă май яраççĕ юрласа: чĕри-и-ик!
— Каçар ĕнтĕ мана, Тиляр, вĕçне çити пĕрле пулаймарăмăр, — кулянанçи пулать Ульти.
— Инкек-синкек хăш тĕлте çапса ӳкерессине чухлаймастăн, — чăнласах хĕрхенет ăна Тиляр.
— Ан пăшăрхан, Ульти, — йăпатать ăна Праски Çеменĕ. — Ыйхă аптратсан паппа ту ырă тĕлĕксем курса. Тус тантăшушăн ан кулян, ăна вылятса та култарса килне çитиех ăсатма сăмах паратăп.
— Шанатăп, санăн хăюлăху мана савăнтарать. Тăмана ан пул! Хĕр тени ăмăрт кайăка паттăр пулнăшăн çывăха ярать. Ан ман!
Ульти хапхине хупнă май ахăлтатса кулчĕ.
Вĕсен халап-юмахĕ, кулли Тиляра килĕшмерĕ çеç мар, тарăхтарчĕ те. Чунĕ сисет: чеескерсем тискер ĕç тума айланаççĕ ахăр.
— Пĕччен каятăп эпĕ. Кил тĕлне манман, — терĕ Тиляр çырманалла чупнă май.
Хĕр сăмахĕсем Праски Çеменĕн чĕрине тикенек пек пырса тăрăнчĕç: «Шăл катайман мăйăрах-ши вара эсĕ? — шухăшлаттарчĕ ăна. — Эпĕ мар, хăй мана юратнипе чĕнтернĕ, анчах ялан вирелле тăрать. Тиркеместĕп-ха хăйне. Килĕштеретĕп. Тĕрĕссипе каласан, юрататăп ăна. Ахаль каламаççĕ иккен: юрату расписание пăхăнса килмест. Ытах парăнмасассăн ман вăйăм пур. Аватпăр», — чупрĕ хĕр хыççăн.
— Тиляр, тăхта-ха, купăс калакан çĕре каяр-и?
— Пĕччен вĕçтер! — çапла тавăрчĕ те хĕр пĕрчи пуçран çапнăн çырма тĕпнелле вăркăнчĕ. Ним уямасăр, тĕлли-паллисĕр пускаласа, шыв кӳлленчĕкĕсене çатлаттарса шурлăхлă вырăнтан каçрĕ. Тăвалла хăпарса тăкăрлăка тухрĕ чиперех.
Праски Çеменĕ те татăлса юлман. Хуса çитрĕ те Тиляр сисиччен аллипе мăйĕнчен çĕлен пек явса тытрĕ. Унтан хĕр питне хăй енне çавăрчĕ, чăп-чăп чуптуса илчĕ. Тиляр йĕкĕте пĕтĕм вăйран хăй çумĕнчен тĕксе ячĕ.
— Ытла япшар чуптăватăн-çке эсĕ, — терĕ Тиляр шăл витĕр.
— Эпĕ хĕрсене чуптăвас енĕпе тахçанах чемпион ятне çĕнсе илнĕ, — ахăлтатрĕ Праски Çеменĕ.
— Тьфу! — сурчĕ Тиляр. — Мĕнле хăйрăн сĕлекӳпе ман тутана варалама?! Ку тарана çитсе никам хăяйман тĕкĕнме.
— Малашне унăн хуçи эпĕ пулатăп.
— Хура шăна темерĕн, — алне сулчĕ те малалла утрĕ Тиляр.
Праски Çеменĕ каллех ун умне чупса тухрĕ, аллинчен ярса тытрĕ, пуçларĕ пакăлтатма:
— Мĕншĕн хирĕçетпĕр, мĕншĕн тиркен мана? Эпĕ каппай мар, ялти чи хисеплĕ каччăсенчен пĕри. Пирĕн тутасем кĕтмен çĕртен пĕр-пĕрин патне магнит пек туртăнчĕç, анчах васканипе тата шикленнипе пехетсĕр сĕртĕнчĕç. Тути-масине лайăххăн сисмесĕрех юлтăмăр. Халĕ килĕштерер те пĕр-пĕрин тутисене ĕмсе пĕтĕм ырă туйăмсемпе киленсе ыталанар, пĕр-пĕрне тута парар.
— Сан тутуна перĕниччен вутпуççипе чуптăватăп.
— Аху-у! Эсĕ çапла мăшкăллатăн-и? — сиксе ӳкет Праски Çеменĕ. Вăл Тиляра ураран ӳкересшĕн тапаçланма тытăнчĕ.
Тупата, ытла сĕмсĕркке ку каччă. Ара, Турă ăшă та çепĕç чĕлхе паман пулсан вăйпа ăçтан çĕнтерĕн? Хĕрсем те хур чĕпписем мар. Уйрăмах Тиляр, пысăк хулара çамрăксем хушшинче пурăнса курнăскер, хăйне хӳтĕлеме хăнăхнă. Ку ашкăнчăк этем ниепле те лăпланаймасть. Чарăн тенине йышăнмасть: тапăнас, парăнтарас ĕмĕчĕпе шав ураран ӳкересшĕн тăрмашать. Ирĕксĕрех Тиляр хăйне вĕрентнĕ меслетпе усă курчĕ. Хутланса ларчĕ мĕскĕн.
— Эх, выльăх çимен пиçен, — кулкаласа илчĕ Тиляр. — Чеелĕхӳ санăн хăвăнтан мăнă. Хӳтĕлес вырăнне хĕрсене пичĕсене кĕççе çĕлеттересшĕн чĕркуçлентерме. Вара санăн çулу уçăлать путсĕр ĕçна хута яма.
— Каçар, — тет авăннă Праски Çеменĕ йăваш сасăпа. — Кăна эпĕ мар, манăн мĕскĕн юратăвăм сана çупăрласшăн. Эпĕ айăплă мар. Мана юратнипе хăв чĕнтернĕ. Эсĕ килĕшетĕн мана.
— Кам суйса панă? Эпĕ сана юратмастăп.
— Ульти киле пырсах тăхăçларĕ. Эсĕ мана юратан, кĕтен имĕш.
— Эсĕ ĕненнĕ. Ахаль каламаççĕ иккен ваттисем: ухмахсене акмаççĕ, вĕсем хăйсемех шăтаççĕ, — Тиляр алне сулчĕ те тӳлеккĕн утрĕ малалла.
Хальхинче ĕрĕхмерĕ хĕр хыççăн. Мăкăртатса юлчĕ Праски Çеменĕ:
— Манăн пулатăнах. Вăхăт çитсен йывăç хăйĕн çулçине тăкать. Манăн девиз çапла: «Ан нăйкăш, Çемен, кĕт хаваслă куллупа хăвăн йӳнеçӳллĕ самантна».
Тиляр хашкаса килне çитрĕ. Праски Çеменĕ хыçран кĕресрен хăранипе хапхана шăкăр-шакăр питĕрчĕ. Юрать, пӳрте кĕмелле мар, атту аппăшĕпе йыснăшĕ вăранма пултараççĕ. Унăн вырăнĕ — кĕлет умĕнчи чаршав айĕнче. Салтăнса чăмрĕ вара утиял айне. Тăкăрлăкра çапла тĕпĕр-тĕпĕр пулса иртнĕ хыççăн ыйха путăн-и хăвăрт? Хăлхана темле сасă та кĕрет ав. Анаткасра купăс юлашки çаврăмне вĕçлерĕ пулас, тек сас памарĕ. Каштари автансем шарлаттарчăç: ки-ки-ри-ку-ук! Мухтанаççĕ мар-и? Ара, вĕсем çеç сисĕмлĕ, вĕсем çеç пĕлеççĕ çурçĕр çитнине. Анаслать хĕр. Ыйхă ăна элеклет, хăй сăпки çине вырттарать те ерипен-ерипен ярăнтарать. Шухăшсем ирĕке вĕçеççĕ, выляççĕ пытанмалла. Çук, тек хĕр пуçне кĕрсе чунне пăлхатасшăн мар вĕсем. Ытла та канлĕ-çке. Никам та чăрмантармасть. Хĕр пĕрчи лăпкăн çывăрать.
4
Утать, утать Тиляр, çул вуçех ӳсĕнмест. Ăçта вара çынсем? Иккĕн пуплесе утма аван та-çке. Ахалех кăмăлсăрланать хĕр. Унпа пĕрле тĕрлĕ-тĕрлĕ шухăшсем, Акă Ульти аса килчĕ. Чеескер вăл, суеç те. Курăнăçма та кирлĕ мар çавнашкал çынпа. Анчах кӳршĕ хĕрĕ-çке вăл, мăртлатса пурăнни килĕшӳсĕр. Ăнланма хĕн, темшĕн ăна Праски Çеменĕпе туслаштарасшăн. Çĕркаç та кулăш пулса иртрĕ.
:* * *
...Çĕр пике тĕттĕм сараппан тăхăннă тĕлелле ĕç пуçтарăнса çитрĕ те Тиляр урама тухрĕ. Улти пахча карти çумне йăвантарнă пĕрене купи çинче ăна кĕтсе ларать. Мăшăр кулюкка пулчĕç.
— Паян эпĕ Мичмансем патне кĕрсе тухрăм, — йăл-йăл кулкалать Ульти.
— Мичманĕ таврăнни-мĕн?
— Çук-ха. Кăмакаран кукăль пиçсе тухнăн кĕтетпĕр. Паян-ыран çитет.
— Телейлĕскер эсĕ, — тет Тиляр.
Ним асăнман çĕртен ума Праски Çеменĕ пычĕ тăчĕ.
— Ай-уй! Эсĕ паян киле таврăнмастăп терĕн-иç, — тĕлĕнет Ульти.
— Тӳсеймерĕм. Чун кунта çавăтса килчĕ, — тӳрре тухать Праски Çеменĕ. Вăл чĕнессе, сĕнессе кĕтмерĕ, Тиляр çумне йăшт! ларчĕ. Вара алă сумкинчен шоколад кăларчĕ те Тиляр арки çине лап хучĕ. Алăран тыттарма иккĕленчĕ илмесĕр тĕксе ярасран.
— Кирлĕ мар, — терĕ Тиляр тĕлĕнсе.
— Ма-на-а, — кăшкăрчĕ Ульти, — пайсăр ан хăвар!
— Ан васка-ха, — мăкăртаткаласа Праски Çеменĕ сумкинчен тепĕр шоколод кăларчĕ. — Ме, тыт! Паян эпĕ пуян, ĕçшĕн укçа илтĕм.
— Нумай пачĕç-и? — тĕпчет Ульти çăвар тулли чăмланă май.
— Пĕр портфель тулли, — мухтанать Праски Çеменĕ. — Аран çĕклесе çитертĕм. Йăлтах аннене патăм. Хама тек кирлĕ мар, машин туяннă. Кăмăлăр пур-и? Хамăн машинăпа катаччи чуптаратăп.
— Ай-уй! — сиксе тăчĕ те Ульти ташша яра пачĕ.
— Пултаран, Ульти, — мухтать ăна Праски Çеменĕ. — Манăн туйра та çапла хаваслăн ташласса шанатăп.
— Авланатăн-и? Арăму пуласси тупăнчĕ-и?
— Пĕр чиперккене питĕ юрататăп. Ыран-паян хăтана яратăп.
— Кам-ши хĕр упраçĕ? Пĕлесчĕ ăна, — текелерĕ ытахальтен Тиляр ихĕлтеткелесе.
— Хĕрĕ эсĕ тесен мĕн калăн?
— Хĕпĕртеттĕм, — йĕкĕлтесе йăхлатса кулчĕ Тиляр. — Анчах эсĕ ман пеккисене пăхас каччă мар. Тепер тесен, сан валли аннӳ тахçанах пĕр-пĕр чиперук суйласа хунă.
Праски Çеменĕ, çакна кĕтменскер, чĕлхине çухатрĕ. Ара, амăшĕ ывăлĕ çинчен калаçма юратать. Тен, пĕр-пĕр хыпар илтнĕ ун пирки Тиляр.
Юрать Ульти пулăшрĕ:
— Амăшĕ, Праски инке, ырă кăмăллă хĕрарăм. Ывăлне çав тери юратать, ăна хирĕç каякан йышши мар.
— Чăн сăмахăн суйи çук, — чăрт сурса илчĕ Праски Çеменĕ. Ӳсĕркелесе пыр тĕпне тасатрĕ те тытăнчĕ сăмах юхтарма. — Хăтана çӳресе чăрманма кирлех те мар. Пустуй мĕн-ма вăхăт ирттерес? Тиляр, атя манпа. Анне пил парать. Ĕçĕ те пĕтнĕ. Эпир упăшкипе арăмĕ. Килĕшетĕн-и?
Хĕр яваплама ĕлкĕреймерĕ. Çак вăхăтра шăкăр-шакăр, чăнкăр-чанкăр туса чӳрече уçăлчĕ.
— Йăмăкăм, вăхăт çитрĕ, кĕрсем! — чĕнчĕ Тиляра аппăшĕ.
— Халех! — йăкăлт сиксе тăчĕ те хĕр вĕçтерчĕ никампа сывпуллашмасăрах. Часах хапха кăриклетсе уçăлса хупăннă сасă илтĕнчĕ.
Пĕренесем çинче ларса юлнисем, ним те ăнланманскерсем, кĕтрĕç-кĕтрĕç каялла хĕр тухасса. Кăлăхах. Тиляр тек хăйне тухса кăтартмарĕ. Вăйă саланчĕ. Праски Çеменĕ тăкăрлăкра пĕчченех утнă май хытă кăшкăрса юрларĕ:
Анне мана хĕр суйла терĕ,
Саррине те вăрăммине.
Çӳçĕ вĕçĕ кăтрине,
Вăр çаврака питлине...
* * *
Тиляра никам та хуса çитмерĕ, пĕчченех утать. Пуç вара пачах пушанмасть-мĕн. Шухăшсем каллех Ульти пирки капланчĕç. Курсран вĕренсе тухрĕ, вăл — газовик. Çӳрет-тĕр-ха газ аппарачĕсене тĕрĕслесе, юсать те.
Тепĕр темиçе кунтан Тиляр та вĕренсе тухать, вăл ĕнтĕ — бухгалтер. Ĕçпе паллашмалла тăтăшах колхоз правленине кĕрсе тухкалать. Бухгалтерăн тем те пĕлмелле. Уй-хирте çĕнĕ тыр-пул пиçет ав. Миçе тонна колхоз кĕлетне кĕрĕ? Мĕнле усă курмалла унпа? Ăна графасем тăрăх тĕп-тĕрĕс палăртса тухмалла. Кашни ĕçĕн хăйĕн хакĕ пур. Ĕçлекенсене тĕрĕс тӳлесси унран килет.
Шухăш тыткăнĕнчен Тиляра куçа мĕн курăнни уйăрчĕ. Умра, аякрах та мар, ката çумĕпе хывнă сукмак хĕрринчи тунката çинче пĕри ларать. Пуçĕнче унăн лентăллă сăмсасăр карттус. Эппин, вăл — моряк. Ури вĕçĕнче — чăматан.
Хĕр пĕрчи тăпах чарăнчĕ. Мĕнле иртмелле ку çын умĕнчен? Каялла тапмалла-и?
— Ан хăра! — кăшкăрчĕ тунката çинче ларакан этем. — Эпĕ усал çын мар, тивместĕп сана.
— Хăраса мар-ха, — текелерĕ Тиляр, çывхарнă май сывлăх сунчĕ ăна.
Моряк та çынна сума сăваканскер пулас. Хĕр пикене ăшшăн саламларĕ. Хăйĕн хура куçĕ ахах чулĕ пек йăлтăртатать. Куç харши — хура хăю. Икĕ енчен тăсăлса сăмса кăкĕнче çинçелсе çыхăннă. Питĕнче хура çинçе хăю татах пур. Вăл çӳлти çӳхе тута хĕррине çыпăçнă.
Моряк ура çине тăчĕ. Яш пӳллĕскер. Çурăм хыçĕнче кĕпин йăрăм-йăрăмлă сарлака çухи çилпе вĕлкĕшсе илчĕ. Карттусне хывса чăматанĕ çине хучĕ те тура кăларса çӳçне якатрĕ. Çӳçĕ хура та кăтра, шыв хумĕ евĕр хумлă-хумлă.
Тиляр ун умĕн иртме пикенчĕ.
— Чим-ха, — чарчĕ ăна моряк.
Хĕр пĕрчи шикленчĕ. Тен, вăл усал шухăшлă этем?
— Эпĕ васкатăп-ха, — терĕ Тиляр.
— Мĕншĕн пĕччен çӳретĕн-ке ката çумĕпе?
— Манпа пĕрле ялтан никам та вĕренмест, çавăнпа район центрне хăраххăнах кайса килме тивет. Эпĕ бухгалтер курсĕнче вĕренетĕп те, — утма тытăнчĕ хĕр.
— Ан васка-ха çав териех. Хăвпа пĕрле утма хирĕçлемĕн-и?
— Тархасшăн, — терĕ Тиляр. Хăй хăранипе чĕтренех ерчĕ.
— Эсĕ хăш ял хĕрĕ-ке?
Тиляр каларĕ.
— Ĕненместĕп. Суян пулĕ? Пирĕн ялта санашкал хĕр çук. Яту мĕнле санăн?
Ăнлантарма, ятне калама тиврĕ хĕрĕн.
— Эсĕ — Илтимĕр. Йăнăшмарăм-и?
— Ăçтан пĕлен-ке ман ята? Эпĕ чăнах та — Илтимĕр.
— Эпир, хĕрсем, пĕр-пĕрин савнисене асра тытатпăр.
— Халĕ йăнăшрăн. Манăн савни çук.
— Суян! Вăл чиперкке сана чунтан кĕтет.
— Ха-ха-ха! — каçса кайсах ахăлтатрĕ моряк. Хăйĕн шăлĕсем пĕр тикĕс те шап-шурă. Кулнă май хура куçĕсем хĕсĕнчĕç. Лăплансан каларĕ: — Тиляр, вăйăра паллаштарăн-и мана хамăн савнипе? Ятне те халех пĕлсен аванччĕ.
— Мăшкăллан пулĕ, йĕкĕт, — йăл-йăл кулкаларĕ Тиляр. — Кам патне çаплах çыру çырса тăтăн?
— Пĕр хĕр патне те çыру çырман.
— Мĕн-ма пытаран? Ульти кашни çĕнĕ кун санран çыру илнĕ. Маттур каччă. Хăй пикине манман. Вăл сана кĕтет.
— Ав епле иккен, — тĕлĕнчĕ моряк.
— Каçарăр, тен, ытлашши пакăлтатрăм. Эпĕ каям-ха эппин.
— Мана пăрахса хăвармастăн пулĕ? Пĕрле утма килĕшнĕччĕ. Çапла-и?
— Тархасшăн.
Илтимĕр чăматанне йăтса хĕрпе юнашар утрĕ. Хăй тăтăшах куç хӳрипе ун çине пăхрĕ ытарайми. «Япшар пике. Сăн-пичĕ — çырла. Татса илес килет. Пĕвĕ-сийĕ — хăва хулли. Тумĕ те ятуллă. Паянхи модăпа çĕленĕ — кĕске. Пурçăн çук ун çийĕнче. Çӳçе сарă та вăрăм, çурăм тăрăх ярт уснă. Чĕлхи те çепĕç, сăмах урапине кустарма ăста. Ара, самант Ультипе йĕкĕлтесе илчĕ. Пустуях шыв юхтарать. Çыру çӳретмен. Савни мар-çке-ха вăл, апла пулсан мĕншĕн пушă параппан çапмалла-ке? Ытла кăсăклă, мĕншĕн Ульти çумне хушрĕ? Нихăçан та вăл хĕр унăн тӳрри пулман. Тĕрĕссипе илсен ку тарана çитсе те пĕр хĕр умĕнче чуна уçса паман. Авланас пирки юмахлама та именнĕ. Анчах çав самант çитетех, ĕмĕр хусах пурăнаймăн. Ютра хĕрсем мăйран уртăнман мар. Нихăшне те киле илсе килме чун туртман. Тен, тăван ялăмрах тупăнĕ юрăхли. Тăван енче чул та ĕнчĕ теççĕ-ха. Чим, мĕнрен кая-ха юнашар утакан чиперук? Куçа илĕртет. Кăмăлĕ те аванах пулас. Калаçтарас май килнĕ чух. Тĕпчес. Пур-ши унăн варли? Чупатех-тĕр ăçтиçук лиска йытă. Эппин, хăратас та хăвалас, хĕр кăмăлне хам майлă çавăрас».
Çакнашкал ĕмĕт-шухăш пуç тавра çаврăнчĕ Илтимĕрĕн. Вăл чăматанне çĕре лартрĕ те хĕр аллине ярса тытрĕ, вара ыйтрĕ куçран пăхса:
— Тиляр, кала-ха, пур-и-ке сан савнă каччă?
— Хĕр чух хĕрĕх тус теççĕ те-ха...
— Ат-та-та! Мичман?! Таврă-на-а-тăн-и?
Кăна сулахай енчи сукмакран тухакан арçын кăшкăрса ячĕ. Хĕрĕнкĕскер, енчен енне тайкаланать хăй. Сывлăх сунма манмарĕ, алă тытрĕ. Анчах Илтимĕр аллине хăйĕн ывăçĕнчен кăларнă чухне лешĕ куçне чарса пăхрĕ те тытăнчĕ пакăлтатма:
— Эх, ачамккă, сан пӳрнӳсем кĕсье вăррисенни пек питĕ вăрăм-çке. Таçта çав ĕçпе çыхăнман-и эсĕ?
— Якур, мĕн кирлĕ мара лапăртататăн эсĕ? — кăтăрса кайрĕ Илтимĕр. — Эпĕ тĕрмерен мар, салтак хĕсметĕнчен — флотран таврăнатăп.
Ĕмĕт татăлчĕ морякăн. Пикепе путлĕн юмахлаймарĕ çак ăçтиçук этеме пула. Чăрмантарчĕ, кăмăла пăсрĕ хăямат çынни. Мĕн тăвăн? Ых-х, çав чăкрăш самант, кирек хаш кĕтесре те çапла ура хурать. Ытла кулянма кирлех-ши? Ку тĕнче вĕçленнине пĕлтермест. Малта — каçхи вăйă.
Илтимĕр шутсăр тарăхать ку путсĕре, ара, чиперккепе пуплеме май памасть тем те пĕр авăрса пынипе. Çитменнине, яла çитрĕç.
Укăлча хапхинчен кĕрсен Тиляр никама систермесĕр йăпăрт хăйсен урамĕ еннелле пăрăнчĕ.
* * *
Сунă сĕте ала витĕр юхтарса нӳхрепе антарса лартнă хыççăн Тиляр кантăк умне пырса тăчĕ. Урам пуш-пушах. Халăх яра кун уйра ĕçленĕ хыççăн кил-çурта тирпейлет, каçхи апат пĕçерсе сĕтел хушшине пуçтарăнать, вара канма выртать. Пуçра чăтăмлăх калинкки уçăлчĕ яриех. Тытăнчĕç вара куç умĕнче пулса иртнисем каркаланма. Çавăраççĕ вĕсем Тиляр кăмăл турамне каллĕ-маллĕ лăкама. Чи малтан вăл Ультие ăмсанчĕ. Юраттăр-ха сана çавнашкал хӳхĕм йĕкĕт. Ним те калаймăн — телейлĕ хĕр. Тиляра ку тарана çитсе те унашкал япшар каччă куç хывман. Самант асне типĕ тикенек пĕрчи хирĕнсе кĕчĕ те шĕвĕр вĕçĕпе тирчĕ: «Ха-а, Праски Çеменĕ саврĕ-çке!» Хĕр ку ни хура, ни шурă шухăш темелле марскере сирчĕ те курчĕ: «Ĕмĕт турачĕ çине мерчен куçлă сарă кайăк пырса ларчĕ. Шăрантарать вăл хаваслă юрă — каччă савни çеç çителĕксĕр, хĕрĕн хăйĕн юратмалла».
— Хăш çулпа утмалла-ши юратнă çынпа тĕл пулас тесен? — ыйтать Тиляр. Камран пĕлесшĕн вăл, хăй те чухламасть. — Çӳрет-тĕр таçта, манран аякра-аякра, тен, тинĕс леш енче. Хăш тинĕс? Паллă мар. Тем тесен те, вăл хăй те мана, савнă пикине, шырать? Тĕл пулайăпăр-ши?
Илтнĕ вăл аслă пикесенчен: пĕр-пĕрне савмалли хĕрпе каччă тĕл пулмасăрах ĕмĕрĕсене ирттереççĕ тет. Енчен эпĕ çавсен йышĕнче пулсан? Мĕншĕн вĕсен йышĕнче пулам? Эпĕ çамрăк-ха. Кĕтем. Шăпам акă çавăтĕ те килĕ ăна.
— Йăмăкăм! Тиляр! — чĕнет ăна аппăшĕ çенĕкре. Пӳрт алăкĕ уçăлса хупăнчĕ. Аппăшĕ Элевер кĕчĕ.
— Эсĕ кунта-çке, — чĕвĕлтетет Элевер тĕпел кукри-нелле иртнĕ май. — Хатĕр-и утара кайма?
— Паллах. Кĕтетĕп эсĕ чĕнессе.
Аппăшĕ часах чăлантан пушă бидон илсе тухса йăмăкне тыттарчĕ. Пыл юхтарать ĕнтĕ кунта аппăшĕн упăшки. Хăй, Элевер, çăкăр, кулач, кукăль татах тем те пĕр чикнĕ пысăк кушеле çурăм хыçне çакрĕ.
Картишĕнче пĕчĕк урапа ларать. Ун çине тиерĕç япалисене. Тухса кайрĕç вара килтен. Васкаса утрĕç.
— Элевер, паян çул çинче пĕр моряка тĕл пултăм. Эх-х, чиперскер! Чăн-чăн кавалер. Маначчĕ çавнашкалли, — терĕ Тиляр.
— Аппаях! Кам, ара, вăл? — тĕлĕнчĕ аппăшĕ. — Паллашмарăн-и?
— Сирĕн ял каччи. Ячĕ унăн — Илтимĕр. Çартан таврăнать, флотран.
— Э-э-э, пĕлетĕп. Вăл Минепи Ивановна ывăлĕ, — терĕ Элевер. — Мĕн калаçатъ?
— Чăрмантаракан тупăнчĕ. Ним кĕтмен çĕртен Павар енчи сукмакран Тякка Якурĕ пырса тухрĕ те морякран шăл йĕрме тытăнчĕ.
— Якурăн çынран тăрăхласа пултăр.
— Вирлех лекетчĕ-ха ăна. Юрать, хăйне мĕн кĕтнине вăхăтра тавçăрчĕ.
— Ахалех ăса кĕртмен ăна, емелккене. Ытлашши çăварне карать.
Кăшт чĕнмесĕр утрĕç. Умра — тарăн вар. Анса хăпарчĕç.
— Аппа, — терĕ те чарăнса тăчĕ Тиляр. Ăна тĕпчев ыйтăвĕсем иментерсе, çăварне хуптарса тутине тăп тыттарчĕç. Тунсăхăн вăйĕ пысăк. Вăл çумрах. Ирĕк пар кăна, çавăнтах тăлланан. Сĕлкĕше юрă кăна юрласа ячĕ.
Тиляр аппăшĕ илтмелле кăна юрласа ячĕ.
Çунат хушассăм килет,
Шăпчăк пулассăм килет.
Аппăшĕ те хутшăнчĕ:
Садран сада çӳре-çӳре
Юрă юрлассăм килет...
Пысăк, сатур вăй пур çак юрăра. Пăсăк кăмăлăн хылчăкне йăлт шăлса ывăтать. Чăтаймарĕ Тиляр сăмах тапратмасăр каллех моряк пирки.
— Мĕнле йĕкĕт вăл — Илтимĕр?
— Япăххине илтмен. Амăшĕ — Минепи Ивановна — ялти чи йĕркеллĕ хĕрарăмсенчен пĕри. Шăллĕ Мĕтри пирки те çынсем ырă калаçаççĕ.
— Илтимĕр чăнахах та Ультие юратать-и?
— Çамрăксене ăçтан пĕлсе çитерĕн? Вĕсене пĕр-пĕрне юратни килĕшет те. Ялта каланă пек, кушак ачху тусан та хавха кăлараççĕ. Э-э-э, астурăм. Ульти: «Эпĕ салтакăн пулас арăмĕ», — тесе каласа çӳрет тетчĕç-няк. Кам пирки çуйхашнă? Тупата, кăсăкланман.
Пуçăннă калаçăва тек тăсасшăн пулмарĕ Тиляр. Паçăрхи, çул çинче Илтимĕрпе пуплени, пĕвене татнă шыв юххилле пуçа çĕмĕрсе кĕчĕ. Ăнланма хĕн ку çамрăксене. Вăл Ультие ни ырламасть, ни хурламасть. Çыру çӳретнине йышăнмарĕ.
Утара çитнĕ çĕрелле тĕттĕмленчĕ. Кунта тĕлĕнтермĕш пĕчĕк хула. «Урамĕсенче» речĕ-речĕпе хитре шурă çуртсем — вĕллесем. Сывлăшĕ — хăй сим пыл.
Вĕсене хаваслăн кĕтсе илекенĕ — Мишша — Элевер упăшки тата унăн юлташĕ. Чи хаклă сăн — тулли карас. Çирĕç вара умран юличчен. Тăрансан пыл та йӳçĕ теççĕ. Тĕрĕсех.
Аппăшĕпе йăмăкĕ кунтах çĕр каçрĕç. Вĕсен ĕçĕ — утар пӳртне, кĕлетне çуса тасатасси тата аслатнă картишне чечек акасси. Хурт-хăмăр аякка вĕçсе вăйне усăсăр ан çухаттăр, çывăхрах чечек тупса сĕткен пухтăр.
Тепĕр кунне илĕм-тилĕмпех пуçланнă ĕç яра куна тăсăлчĕ. Тилярпа Элевер яла хĕвел ансан тин çитрĕç.
* * *
Урам енчи кантăк чĕтренсе тăнкăртатать. Такам тăкăртаттарать чĕрнипе. Çывăрма пуçтарăннă Тиляр чупса пырса чӳречене уçрĕ.
— Кам унта? — пуçне тулалла кăларсах унталла-кунталла пăхрĕ вăл. Курчĕ: чие йывăççи айĕнче Ульти ларать «ивуклатса». Хăтăрчĕ вара ăна: — Мĕн хăратса çӳрен?
— Тух часрах урама! — çывхарчĕ чӳрече патне Ульти. — Кĕçĕр аслă вăйă пухăнать.
— И-и-и! Эпĕ кун пирки пачах маннă. Халех! Тиляр чӳречене хупрĕ.
Ял вăййинче ял хĕрĕ пек тумланмалла.
Тăрать вăййа тухма тумланнă хĕр тĕкĕр умĕнче тăпăртатса. Çийĕнче чечеклĕ çитсăран нумай та пулмасть хăй çĕленĕ икĕ аркаллă кĕпе. Вăл чух çеç, ни вăрăм мар, ни — кĕске. Пилĕке сарă çыхрĕ. Ку — кукамăшĕн парни. Темиçе теçетке çул çӳпçе тĕпĕнче выртнăскер, анчах пăхса ытармалла марскер. Ăна тĕрлĕ тĕслĕ пурçăн çипсемпе чăваш тĕррипе тĕрленĕ тата вĕтĕ-вĕтĕ çутă шăрçасемпе эрешленĕ, çӳçинче — хурткуççисем. Пуçра — вĕр çĕнĕ тухья. Каситине тĕкĕнмерĕ, йывăр пуласран шикленчĕ, ара виçĕ рет шултра тенкĕ-çке ун çумĕнче. Мăй çыххипе çырлахрĕ. Качча кайнă чух шурă пĕркенчĕк айĕнче çак тума тăхăнса икĕ (тăван тата аппăшĕпе йыснăшĕ пурăнакан) ял урамĕсем тăрăх тăрантас е машина çинче тăрса хӳхлесшĕн вăл. Ĕмĕтĕн вĕçĕ-хĕрри çук теççĕ.
Хапхаран тухма çеç ĕлкĕрчĕ Тиляр, ăна Ульти ыталаса та илчĕ.
— Атя кайса ларар, — пуплет Ульти. — Пире илме часах купăсçăсем килĕç. — Шăппăн юрласа ячĕ:
Эс те чечек, эп те чекек,
Ма ик чечек уйрăм-ши?
Эс те пĕччен, эп те пĕччен,
Ма ик чĕре уйрăм-ши?
«Хаваслă ку хĕр. Эппин, вăл Мичманĕпе курнăçнă», — шухăшларĕ Тиляр. Анчах хăй вăл виçĕм кун унăн каччипе çул çинче тĕл пулни, унпа калаçни, яла пĕрле çитни пирки шарламарĕ. Малтан морякĕ пирки Ульти мĕн калаçнине илтесшĕн вăл.
Иккĕшĕ те яланхи пĕрене çине вырнаçрĕç. Тиляр шăши пек шăп. Вăл Ульти савнă каччи çинчен сăмах пуçласса кĕтет. Лешĕ пур, мăшкăлланăнах, шăлне çыртатъ. Мĕне пĕлтерет? Юрĕ-çке. Пурпĕрех вăрах тӳсеймĕ, салтăнĕ чĕлхи.
Хăямат темерĕн. Ĕлкĕреймерĕ Ульти сăмах тапратма. Ара, ума Праски Çеменĕ хура мĕлке евĕр яш! тухса тăчĕ. Ытла чее этем вăл, çул леш енчи пура хыçĕнче пытанса хĕрсем урама тухасса паçăртанпах вăрттăн сыхларĕ. Тутине ейсе пăрахнă. Пылак ĕмĕтсемпе тулнă хăй тĕнчинче рехетленет мар-и? Кунĕпе пĕр ĕмĕтпе айланчĕ. Авланма шут тытрĕ-çке-ха вăл. Ăнах, çак иртнĕ кунсенче çыхăннă хĕр пĕрчинех, качча илесшĕн. Тиляра нихăшĕ те çитеймест. Ытла хитре-çке-ха вăл. Чунне кĕртрĕ те укаран йăва çавăрчĕ ун валли. «Куштантарах, танлăрах ĕнтĕ хĕрĕ. Тепĕр тесен, хĕр упраçа çапла пулни кирлĕ те ахăр. Тĕкĕннĕ-тĕкĕнмен парăнаканнинĕ хĕр тесе те хаклас килмест. Каччăсен аллинче сарăхнă хĕре кам пит хăпсăнтăр?»
Тилярăн тата пуринчен ытла пахи, хакли пур. Чухăнлăх унран аякра тăрать. Вăл часах колхоз бухгалтерĕн пуканĕ çине лармалли çын. Колхоз бухгалтерĕ яланах укçаллă, тыр-пуллă. Ку чи кирлисенчен пĕри — хĕрĕн чаплăран та чаплă парнийĕ.
Пĕччен, амăшĕсĕр, Çеменĕн тĕллевĕ пурнăçланаймĕ. Çавăнпа та ăна йăлт тăхçаласа пачĕ.
— Э-э-э, пĕлетĕп сана, каскăна, — алне сулчĕ лешĕ. — Куçу хитрине, туту пылаккине хапсăнать. Çăва тухнăранпа миçемĕш хут панă сакас ĕнтĕ ку санăн?
— Тавлашма пăрах. Çуса тасат тенĕ сана кĕлет урайне. Вырăн майла. Шурă простынь сарма ан ман.
— Ăна сарăп-ха. Хама та кăсăклă: пулас арăму таса е...
— Пĕл çав. Вăл тăрă шыв пек тап-таса.
— Эппин, мĕн ма йĕркеллĕ качча тухмасть? Малтан хăтана каяр. Калаçса килĕшмелле: туй кунне палăртас. Вара унччен эрех юхтарăпăр, сăра тăвăпăр.
— Кая юлнă çын эсĕ, анне, — мăкăртатать Çемен. — Халĕ çамрăксем ĕлĕкхи пек шараçланмаççĕ. Мĕн-ма туйсем туса тăкакланмалла?
— Хĕрĕн ятне-шывне пĕлтер иçмасса.
— Утар Михали арăмĕн йăмăкĕ — Тиляр. Кĕçĕр вăйăран çавăтса киле илсе кĕретĕп те ăна, ме сана — кин!
Халĕ хĕрсем умне пырса тухнă Праски Çеменĕ ытахальтен ал парса тухрĕ вĕсене. Пуçĕнче хăватлă шухăшсем шыв сиккилле сикеççĕ: васкасах палăртнă ĕçе тытăнмалла. Ниепле те ырана хăварма юрамасть, ара, кая юлсан каю шăтать тесе ахальтен каламан чăваш. Чунĕ лăпкă мар унăн. Ялта çăхан куçлисем самант тупăнаççĕ.
— Пирĕн хушша ларсам, Çемен, — сĕнчĕ Ульти.
— Тепĕртак ӳсем-ха, — тутине пăркаларĕ каччă, — лутра тесе ан тиркеччĕр хĕрсем.
— Пирĕн хушăра унашкаллисем çук, — пат! татса хучĕ Ульти.
Вĕсен калаçăвне пачах хутшăнмарĕ Тиляр. Вăл хăйĕн тĕнчинче.
— Паян ларса шăм-шак хытрĕ. Кун каçа та машинăран тухман, — тытăнчĕ вĕçкĕнленме Праски Çеменĕ.
— Катаччи чупрăн-и? — шахвăртать Ульти.
— Каккуй унта катаччи ярăнма, ĕç хăвалать. Унтан-кунтан укçа пухмалли нумайччĕ.
— У-у-у, эппин, эсĕ пуйрăн, — ихĕлтетсе илчĕ Ульти. Чимĕр-ха, пуян пулма çыннăн енчĕкĕнче миçе тенкĕ упранмалла? — терĕ Праски Çеменĕ. Вăл васкасах хĕртен ыйтрĕ: — Тиляр, эсĕ мĕн тейĕн?
— Пĕлместĕп.
— Ман шутпа, сахалтан та çур миллион, — хастарланчĕ Ульти.
— Ха-ха-ха, — ахăлтатса илчĕ Праски Çеменĕ. — Эх, эсĕ те çав, Ульти. Кĕсйинче çур миллион тытакан çын халĕ — чухăн çын.
— Эсĕ, эппин, Çемен, «Манăн темиçе миллион укçа, эпĕ — кулак» тесшĕн-и?
— Тус юлташăм, Ульти, хальхи вăхăтра кулаксем çук, — Праски Çеменĕ тăрса ывăнчĕ ахăр, вăл Тиляр çумне пырса ларчĕ. — Ĕлĕк те пулман, вĕсене, ĕçченсене, йăнăшпа тĕп тунă. Туртса илнĕ тупăшĕсене паян тавăрса параççĕ. Ман мучин чаплă çуртне район центрне куçарса кайнă пулнă. Кăçал уншăн темиçе миллион тавăрса пачĕç.
— Сана-и? — кăсăкланчĕ Ульти çийĕнчех.
— Паллах. Йăхра эпĕ çеç тăрса юлнă. Пĕтĕм кити-митти мана лекрĕ. Туятăр, ăçталла çаврăнать пурнăç?
— Каласам, çамрăк çыннăм, ăçталла çаврăнать-ке пурăнăç? Пĕлтерсем, тархасшăн, — терĕ çав вăхăтра çул урлă каçса вĕсен умĕнче чарăнса тăнă çын. Пурте чăр-р пăхрĕç ун çине. Çийĕнче унăн моряк тумĕ.
— Чĕпĕтĕр мана-а! Эпĕ тĕлĕк куратăп! Вăратăр ыйхăран! — кăшкăрса ячĕ Ульти.
— Ай-уй! Илтимĕр, эсĕ тем ку? — тĕлĕннипе куçне чарсах пăрахрĕ Праски Çеменĕ. — Хăçан таврăнтăн?
— Тин кăна, — хăй суйнинчен йăл-йăл кулкаласа илчĕ моряк.
— Аякри урамра мĕн туса çӳрен?
— Ку енче чипер хĕр пур терĕç. Паллашма килтĕм. Юрамаç-и-ке?
— Йăнăшнă эсĕ, Мичман. Вĕçтер урăх çĕрелле.
— Унсăрăн мана сăпса йышĕ тапăнĕ-и? — кулкаларĕ моряк каллех.
— Çемен, тĕк лар! Ку манăн савни! Савни çеç те мар, пулас упăшкам! — сиксе тăчĕ те Ульти аллисене сарса Илтимĕр патне ыткăнчĕ, вара чĕвенленсе ăна ыталарĕ, чуптурĕ.
Тиляр чĕрине вĕри кăвар савукĕпех ваш-ш сапăнчĕ. Мĕншĕн? Вăрман кати çумĕнчи сукмак çинче тĕл пулсан нимех те юмахламан-çке унпа. Ара, мĕншĕн? Хăй те чухлаймасть çакна çамрăк хĕр. Путех, ăмсану хускалчĕ. Ăна мар-çке, теприне саваççĕ.
— Каçарăр. Эпĕ ăна-кăна чухламан, — тет тараватлăн Праски Çеменĕ. — Варлисем тăк, тархасшăн, нимле сăмах та, чару та çук.
— Пастай-ха, Ульти, лăпкăрах пул, — йăвашшăн пуплет моряк. — Ытлашши ан хăлаçлан. Çынсем тем шухăшлĕç таçта. — Хăй тухьяллă хĕре шăтарасла пăхрĕ палласшăн. Вăл Тиляра курасшăн килчĕ-çке-ха кунта. Уйра тĕл пулнă пике пачах урăхларахчĕ. Унччен те пулмасть моряк Ульти ытамĕнчен хăтăлчĕ те мĕн пулать те, мĕн килет тенĕн ыттисем кĕтмен çĕртен Праски Çеменĕпе Тиляр хушшине кĕчĕ те ларчĕ. Ульти хыпăнса ӳкрĕ.
— Илтимĕр, килсем хăв таврăнасса çу пуçламăшĕнче шăпчăк юрласса кĕтнĕ пек тунсăхланă пикӳ патне, — тилмĕрчĕ Ульти.
Праски Çеменĕн самант кăмăлĕ улшăнчĕ. Урчĕ тейĕн.
— Мичман! Ку мĕне пĕлтерет? — сиксе тăчĕ. Чышкисем чăмăртанчĕç. — Кăна мĕнле ăнланма хушан?
— Мĕн-ма тулашан-ке? Сан çумăнта мăкăнь чечекĕ чĕлтĕртетсе ларнине куртăм. Эпĕ тинĕссем тăрăх ишсе çӳренĕ тапхăрта шăтса ӳснĕ-няк. Паллашам терĕм ку чиперукпа. Юрамасть-и-ке?
— Илтимĕр, ку хĕрĕн ячĕ — Тиляр. Вăл хĕр пирĕн ялта ӳсмен. Нумаях та пулмасть ăна, тăлăха тăрса юлнăскере, аппăшĕ, Утар Мишши арăмĕ, хăй патне пурăнма куçарса килиĕ, — ăнлантарчĕ Ульти. — Пĕлтерем çакна та: ку мăкăнь чечекĕн хуçи пур. Ăна пĕр йĕкĕт куç хывнă ĕнте. Ун пек-кун пек шухăшна ан амалантар.
— Чăн! Тилярăн савни пур, — чĕнмесĕр тӳсеймерĕ Праски Çеменĕ.
— Кам вăл? — сассине хăпартрĕ Илтимĕр, Тиляра палласа илнĕскер. — Эпĕ кĕрешĕве чĕнетĕп ăна.
— Эпĕ унăн савнийĕ, — кăкăрне каçăртрĕ Праски Çеменĕ. — Мичман, эсĕ кая юлнă.
— Сывлăх сунатăп, Тиляр! — моряк хĕр аллине хыттăн чăмăртарĕ. Ку ĕнтĕ иккĕшĕ тĕл пулнă саманта манман-нине пĕлтерчĕ. Хĕр саламне йышăннă хыççăн ыйтрĕ: — Эпĕ чăнах та кая юлтăм-и-ке?
— Суяççĕ! — тарăхнипе кăшкăрсах ячĕ Тиляр. — Эпĕ никамăн савнийĕ те мар! Эпĕ ирĕклĕ хĕрача! Никама та юратма ĕлкĕреймерĕм-ха.
Унччен те пулмасть, вĕсем патне виçĕ йĕкĕт çитсе тăчĕ, купăспах. Кусем аслă вăййа илсе каякансем.
Купăс нăйлатни, çамрăксен шăв-шавĕ Илтимĕрĕн хĕр умĕнче юхтармалли сăмахне йăлт хупларĕç. Пурччĕ-çке-ха унăн юмахламалли. Флотран киле таврăннă чух ял çывăхĕнче тĕл пулнă пике темшĕн асран тухмасть. Кăмăл-туйăм хĕлхемĕсене вăштăр çил евĕр тĕкĕнет те тĕкĕнет. Ниепле те тытса чараймасть çуната вĕçтернине. Ăçта çитсе ăçта пăрахĕ-ши? Кĕртсе хăваринччĕ çăтмах пахчине. Тен, кĕрĕслетсе ӳкме тивĕ çĕр шăтăкне, тапаçланса тухмалла мар тарăнскертен.
* * *
— Ывăлăм, кӳлепӳ килте, хăв таçта çӳрен. Савнă хĕр упраçу тăрса юлчĕ-и-мĕн аякра, — кăсăкланчĕ амăшĕ. — Мĕн-ма хăвпа илсе килмерĕн? Пирĕнтен хăрарăн-и?
— Анне, аякри аякрах юлтăр. Мана кунти пике тыткăнларĕ, — тавăрчĕ Илтимĕр.
— Ăçта курма ĕлкĕртĕн ун пекех хăватлăскерне?
— Киле таврăннă чух, ял çывăхĕнчи сукмак çинче. Тиляр ятлă вăл.
— Э-э-э, эппин. Ун пирки хӳхĕм хĕр тенине илтнĕ, — терĕ амăшĕ. — Тытар та кин тăвар.
— Тем пекехчĕ, — йăл кулса илчĕ ывăлĕ. — Кам урапи çинче ларать-ши вăл? Пĕлместĕп-çке.
— Пулсам улăп, ăмăрт кайăк.
— Тавтапуç, анне. Тăрăшăп ăна хам çунат çине куçарма.
* * *
Ĕмĕт çуралчĕ Илтимĕрĕн. Пурте вăййа кайма пуçтарăнчĕç. Урамсем тăрăх утнă май ушкăн çĕнĕрен те çĕнĕ çамрăксемпе йышланчĕ.
Ял варринчи виркĕс — аслă вăйă вырăнĕ. Яш-кĕрĕм кунта пухăнчĕ. Хĕр упраç пĕр тикĕс кăшăла тăрса тухрĕ. Часах кăшăл тытăнчĕ хĕвел май ерипен-ерипен карусель евĕр çаврăнма. Çак вăхăтра юрă пуçларĕ тахши. Ăна самант ярса илчĕç пурте.
Сар хĕвел анса ларсассăн
Пирĕн аслă урамра
Йĕс шăнкăрав пек янкăс сасă
Лăлкăн-лăпкăн янăрать...
Ĕнтĕ юрă хыççăн юрă шăранчĕ. Ахăртнех, виçине çитрĕ тем. Купăсçă акă вăйă карти варринчи тунката çине пырса ларчĕ. Пĕр çаврăм ташă кĕвви тăпăртатса илчĕ те чарăнчĕ. Вăйăç кĕтет ташă пуçлакана. Кам-ши тухĕ ун умне? Пур-мĕн тивĕçли. Вăл — паттăр. Вăл — хăна. Вăл хăватлă карап çинче тинĕссем тăрăх ишсе Тăван çĕршыва сых-ланă. Ав ячĕ те тухрĕ:
— Мичман! Мичман!
Туртăнса тăмарĕ Илтимĕр. Тухрĕ, пуçне тайрĕ яш-кĕрĕме тав туса.
Япшар каччă нихăçан та пĕччен ташламан. Моряк чăлах-и-мĕн. Каялла чакрĕ вăл. Вара çавăтса кăларчĕ вăйă картинчен тухьяллă пикене. Пĕтĕм çамрăк умĕнче пырать пăхса ытармалла мар хитре мăшăр. Куç ан ӳктĕрех. Кĕвĕç чунлисем пур тĕнчере.
Нумайăшĕ чухламасть тухьяллине.
— Кам вăл телейлĕскер? — пăшăлтатаççĕ. Тӳсеймерĕ тарăхнă Ульти. Ара, Илтимĕр ăна чĕнмерĕ-çке-ха хăйпе ташлама. Кăмăлсăррăн пĕлтерчĕ:
— Хĕрачин ячĕ — Тиляр! Вăл Утар Мишши арăмĕн йăмăкĕ. Пирĕн ял хĕрĕ мар. Вăтанасчĕ, иçмалин. Урпа хылчăкĕ.
Çук, унăн хутне никам та кĕмерĕ, морякпа ташлама тухакан пикене нихăшĕ те ятламарĕ. Ультин тути тăсăлчĕ. Кӳренмесĕр ăçтан тӳсĕн, чăнах. Тем мăкăртатрĕ, анчах сăмахĕсем нихăшин хăлхине те кĕмерĕç. Чĕрине çĕçĕ вĕçĕ яш! пырса перĕнчĕ. Чунĕ тӳсмелле мар ыратать.
Кăвак хуппи уçăласса кĕтнĕн вăйă шăп! шăпланчĕ. Лĕп çил евĕр вăйă карти тăрăх чупрĕ пăшăлтату. Шăл хушшинче — ташша тухнă мăшăр.
Купăсçăн пӳрнисем вылянчĕç, кайрĕ ташă кĕвви янраса, кашнин чунне çĕклентерсе. Шарт-шарт! алă çупăнать.
Ташă пуçланчĕ. Тухьяллă хĕр чăн-чăн акăш. Калăн, яранать вăл тинĕс хумĕ çийĕн. Пир ăси мар-ши морякĕ?! Е тĕкĕлтура? Епле хитрен кумать, вĕçет роза чечекĕ тавра. Ура хуçса йăлт-ялт сиккелени, лăпчăна-лăпчăна чупкалани, аллисене ылмаштарса ĕнсине лектере-лектере илни ытла килĕшӳллĕ.
Илемлĕ мăшăрăн янкăс ташши пурне те илĕртрĕ, кашнин кăмăлне ыррăн хускатрĕ. Анчах икĕ çын урăхла шутлать — япăх имĕш. Вĕсенчен пĕри — Праски Çеменĕ, тепри — Ульти. Кашни çын урапи çине лараймăн.
Ĕнтĕ ташă пуçлакансем вăйăçа тав туса пуç тайрĕç. Моряк Тиляра вăйă картине ăсатрĕ. Юнашар тăмаллаччĕ ун. Шел. Ăна ял çамрăкĕсем, уйрăмах çара кайма хатĕрленекенсем, çавăрса илчĕç. Ыйтса пĕлмеллисем пур мар-и.
Тиляр кӳршĕ хĕрĕ çумне пырса тăмарĕ. Вăл никама систермесĕр тарчĕ. Чупать такăнса ӳкесле, урисем ăçта пуснине туймасть. Чунĕнче — асамат кĕперĕ. Миçе тĕс ялтăртатать! Кашни тĕсĕ хăй пĕр асамлă çул! Пулас пурнăçăн çулĕ. Вăрттăнлăх. Хăш çулĕпе утмалла-ши, хăшĕ телей парнелĕ-ши? Йăнăшма та пулать-çке. Юханшыва та шăнкăртатса малалла ыткăнмалли çулне чул куписем картлаççĕ. Сисет-ха Тиляр, вăл морякпа ташлани хăш-пĕрин пырне шăмă лартрĕ.
Урамран урама каçса Тиляр килне çитрĕ хашкаса. Хыçалалла çаврăнса пăхрĕ. Курăнмарĕ хăйне хăвалакан. Кăмăлĕ вир пĕрчи пысăкăш хурланчĕ. «Ахалех вара. Путех, эпĕ никама та кирлĕ мар», — хĕр пĕрчи пуçне çакнашкал шухăшсем кĕрсе тухрĕç. Хăй хыçĕнчен калинккене хупса кĕле ячĕ. Кашта çинче ларакан автан хĕре тутлă ыйхă сунса путех хыттăн авăтрĕ.
* * *
Таçта аякра кĕр кĕрлерĕ. Пурте сисрĕç, ку — аслати. Вĕресе тăракан вăйă, алăран елпеке чашăк тухса ӳкнĕн, самант саланчĕ. Ял варринчи виркес вырăн шăпăрпа шăлса тасатнăн çаралса юлчĕ, тĕлĕнтермĕш мар-и, пĕр никам юлмарĕ тăрса.
— Пушар тухман-çке кунашкалах хыпăнса ӳкме, — мăкăртатрĕ Ульти ун-кун пăхкаласа.
Тин çеç тăратчĕ çывăхрах Илтимĕр çамрăксемпе калаçса. Праски Çеменĕ те карталаннă хĕр упраç умĕн утатчĕ.
Пĕчченех таврăнчĕ килне Ульти. Тиляр çав-çавах курăнмарĕ. Кăмăлĕ пăсăлчĕ унăн. Аптранă енне хапха патĕнчи сак çине ларчĕ. Ыйхă çук. Пуçра тĕрлĕрен шухăш ташлать. Пĕри ав Илтимĕр патне кайса килме хушать. Тен кирлĕ хыпар унта? Систермесĕрех çутă тĕнче хăй ĕçне тăвать иккен: шуçăм кăвакарать. Çывăхри янках тытăнчĕ курăнма. Ав такам утать. Палласа илчĕ ăна Ульти. Çывхарсах сăмах вĕçтерчĕ:
— Çемен, мĕн-ма елехей çӳрен? Утă капанĕ тăрринчен ӳкмерĕн пулĕ те?
— Ăçтан пĕлтĕн?
— Ара, çӳçӳ çинче улăм пĕрчисем нумай.
— Пустуй ан пакăлтат-ха, — Праски Çеменĕ чăннине каламарĕ. Вăл Тиляра сыхланă. Вĕсен пахчинчи кивĕ утă купи çинче выртрĕ пĕр кана. Тул яриех çутăличчен пахчаран тарса тухрĕ.
Пĕччен юлсан Ульти алне сулчĕ те анас пуснине тӳсеймесĕр килне кĕчĕ.
* * *
Алкумĕнче, пахча енчи чăланта, Илтимĕр çывăрать. Чӳречине хупман вăл. Пӳлĕмре тĕрлĕ чечексен тутлă шăрши. Уçă сывлăш вăл канлĕ ыйхă.
Тӳпере, анăçран, трюмне шыв тултарнă кăн-кăвак «баржа» шăвать. Хушăран урлă-пирлĕ, йăл-ял! çуталса илет хĕççи. Тупата, сассинчен хăрамалла: кĕр-кĕр! Карăнчĕ çеç вăл ял çийĕн, уçса ячĕ ала лартнă кавăсне. Пуçланчĕ çумăр — чăш-чăш-чăш! Кĕвви чуна çывăх. Хушăран кантăк тăнкăртатать, çумăр параппан çапать мар-и.
Çил ачисен хăйсен вăййи, вĕсен ашкăнса пултăр, тупата, ытла шухă. Ав тытăнчĕç çумăр шереписене татса унталла та кунталла сирпĕтме. Пĕр пĕрчи чăлт! ӳкрĕ çывăракан Илтимĕр пит çăмарти çине. Ун хыççăн — тепри. Моряк куçне яриех уçрĕ. Тул çутăлнă-мĕн. Чӳрече умĕнче çумăр килĕре сӳс тĕвет. Качча тепĕр аякĕ çине çаврăнса выртрĕ. Анчах тутлă ыйхă вĕçрĕ, ăна пĕр вĕçсен тытма май çук çав. Куç хупанкисене курăнман алăсем тĕревлерĕç. Çын вăранчĕ пулин те тăрса тумланмарĕ-ха. Çурхи шыв хумĕсем пăр катрамĕсене пĕве умне хăваласа пынăн шухăшсем капланчĕç пуçра.
Ытарлă самантсем куç умĕн иртеççĕ.
...Пахча карти çумне йăвантарнă пĕрене çинче Ульти, Праски Çеменĕ тата шыранă хĕр пĕрчи лараççĕ. Тухьялли — Тиляр. Самантлăха пулин те юнашар вырнаçса саламланă май алне чăмăртарĕ. Пӳрнисем — хур мамăкĕ. Часах купăсçăсем килчĕç. Вĕсемпе пĕрле Илтимĕр те хĕрсемпе çавтăнса утрĕ. Вăл вăйăра хăй юратса пăрахнă хĕрпе ташă пуçласа пачĕ. Вара Тиляр пач çухалчĕ. Кĕтмен çĕртен аслати авăтрĕ, çумăрпа йĕпенесрен хăраса пурте тарчĕç. Илтимĕр малтанах ним тума аптрарĕ. Чарăнса тăчĕ шухăшне пуçтарма. Ăçта çухалчĕ Тиляр? Тĕлĕнтермĕш! Тем тесен те ăна пĕр-пĕр йĕкĕт çавăтса кайнă. Йĕкечĕ кам эппин? Ăна Праски Çеменĕ куç хывнă терĕ Ульти. Вăл мĕн вăйă саланичченех хĕр упраç умĕнче саркаланчĕ. Кам пулма пултарать Тилярăн савнийĕ? Вăлах çавăтса кайнă-тĕр. Шыраса тупмаллах.
Кăсăк ĕмĕт ăна хăйĕн урапи çине лартрĕ. Кăлтăртатрĕ вара тӳрремĕн. Вăштах çитсе тухрĕ кирлĕ урама. Пуçĕнче шухăш явăнать: «Каччи халех киле кĕртес çук-ха. Тăраççĕ-тĕр йăмра айĕнче ыталанса. Пырса тăрам вĕсен умне. Паллам, мĕнлескер этем вăл: имшерккескер е пăхаттир? Пĕлет вара камран хĕр тытса илмеллине», — çаплах ӳкерчĕксем сиккелерĕç пуçĕнче.
Никама та асăрхамарĕ-ха Илтимĕр. Пытанса тĕпленнĕ-ши пĕр-пĕр хӳтлĕхе? Апла тесен хĕр упраç ихĕлтетсе илмесĕр тӳсейместех, сас-чӳ илтĕнмеллех.
Тилярсен чӳречи умĕн иртнĕ чух Илтимĕре кап! пырса перĕнчĕ пĕри.
— Ух! — кулса ячĕ моряк. — Шуç чуманпа утлантарса ячĕç-и пире?
— Итле-ха, Мичман, мĕн тума кирлĕ сана ыттисем килĕштернĕ хĕр? — терĕ çиллес сассипе Праски Çеменĕ. — Çилĕ пур тесе çил вĕçтерсе ан çӳре-ха. Çитменнине тата, сана юратакан хĕр пур. Начар çын мар вăл.
— Кам пирки сăмах ваклан-ке эсĕ?
— Пĕлмĕше ан хыв. Сана Ульти юратать.
— Тавтапуç ăна.
— Эпĕ Тиляра килĕштеретĕп.
— Эсĕ, Çемен, вăл чиперккене килĕштеретĕн кăна, эпĕ вара ăна чунтан юратрăм. Ăнлантăн-и-ке?
— Ых-х! Вилнĕ йытă! Ан çиллентер мана, вăкăра, хĕрлĕ тутăр кăтартса вăрçтарнăн. Эсĕ Мичман пулнине пăхса тăмăп. Кĕçĕр те вăйăра манран ирĕк ыйтмасăр Тиляра ташлама илсе тухрăн. Ку юлашки хут пултăр. Атту, пĕлетĕн-и?
— Мĕн тăван-ке? — ахăлтатса кулса ячĕ Илтимĕр.
— Янах шăмми хуçăлĕ.
Праски Çеменĕ хăй те сисмерĕ ахăр, Илтимĕре кăкăрĕнчен ярса тытрĕ.
— Эх, шĕпĕн! — нимĕн чухлĕ те тарăхмарĕ Илтимĕр.
* * *
Чĕ-ри-ик! чĕриклетрĕ чăлан алăкĕ. Куçне уçрĕ Илтимĕр. Самант сӳнчĕç шухăш тĕркин ӳкерчĕкĕсем.
— Анне! — саламларĕ Илтимĕр. — Сывлăх сунатăп!
— Пуриншĕн те Турра шĕкĕр. Сывлăхлă çӳретĕп-ха, — ывăлĕ çывăракан кравать хĕррине пырса ларчĕ амăшĕ. — Çĕркаç мĕнле çӳрерĕн?
— Аванах. Мĕншĕн ыйтан-ке?
— Вăйăран кама ăсатса ятăн? — тĕпчет ватти ывăлĕ шарламаннине кура. Çапла хушса хучĕ: — Ултие-и?
— Кама?
— Чиперех илтрĕн.
— Анне, ан кулăшлан-ха.
— Вăл сана юратать-çке. Сан пиркиех мана нумай пулăшрĕ вăл. Акă яла газ çитрĕ. Пурте васкатаççĕ. Черет час çитменнипе хăшкăлчĕç çынсем. Ман килте вара газ чи малтан çунма тытăнчĕ темелле. Газпа тĕрĕс усă курас пулать. Кам вĕрентсе тăчĕ пулĕ тен? Ульти. Хĕрĕ вăл усалскер мар. Эсĕ ăна кĕтме хушнă имĕш.
— Кам туртса кăларнă-ке çав мыскарана? — кӳреннĕн вĕçĕрĕнчĕ Илтимĕрĕн сăмахĕ.
— Хăв салтака кайнă чух, ара, килĕшӳ пулнă. Эсĕ хушнă, Ульти — сăмах панă. Кĕтнĕ. Качча кайман. Халĕ ĕнтĕ кутăн чакни аван мар. Каларăм-çке — хĕрĕ вăл япăх мар терĕм. Чиперлĕхĕ те пур.
— Эпĕ хурламастăп. Анчах...
— Мĕн, «анчах»?
— Урăххине юратрăм.
— Кама терĕн-ха?
— Утар Мишши арăмĕн йăмăкне.
— Ара, вăл ытла çамрăк пулас?
— Хытса типнĕ шурут курăкĕпе мĕн тăвас-ке?
— Çамрăкки юратĕ-и-ха хăвна?
— Пăчăр чун тухиччен ĕмĕтленет теççĕ ваттисем.
— Чиперкки мĕн ятлă терĕн-ха? — шав тĕпчет ватти.
— Тиляр! Тĕнчере пĕртен-пĕр ят.
— Ятне пĕлни çеç сахал. Эсĕ пахчара мăкăнь чечекĕ чĕлтĕртетнине карта хушăкĕ витĕр курнă та каçăхсах кайнă. Иçмасса, курса калаçасчĕ сан хĕрпе.
— Эпĕ Тилярпа икĕ хутчен тĕл пулнă. Пĕрре юнашар утнă, иккĕмĕш хутĕнче пĕтĕм ял çамрăкĕсем умĕнче, аслă вăйăра, ташланă.
— Çитрĕ те-и?
— Паян вара Тилярпа тĕл пулма каятăп. Шанăç пур. Пире ынатлăх ыталĕ.
— Телей сунатăп. Анчах ăна пула теприне, хăвна юратаканнине, çухатмалла ан пултăр.
5
Газ плити çинче кăнтăр апачĕ пиçет. Шурă кастрюле Минепи Ивановна сысна ашĕ, пултран, çĕрулми тураса янă. Тул çăнăхĕпе çăмарта хутăштарса çăрнă чустана кункрара унарĕ, кайран çĕçĕпе вакласа ăна кастрюле чăмтарчĕ. Вĕреме кĕчĕ çеç яшка, çиеле хăпарчĕ те çăмах. Ĕнтĕ газне сӳнтерме те юрать.
Минепи Ивановна ывăлĕсем Илтимĕрпе Мĕтри ĕне вити пуралаççĕ. Амăшĕ вĕсене апата чĕнет.
Çемье сĕтел хушшине ларчĕ. Кашнин умĕнче тирĕкпе çăмах яшки тата уйран тултарнă стакан.
— Ай-яй тутлă, — мухтать Илтимĕр, çăмахне уйран сыпса чăмласа çăтаканскер, — тахçанах тутанманччĕ-ха кун пек çăмахлă симĕс яшка.
— Тинĕсĕн тăварлă шыв яшки питĕ техĕмлĕ тесе çыраттăнччĕ-çке, — йĕплесе илчĕ шăллĕ Мĕтри. Ăна пиччĕшĕ çамкаран кашăкпа хытах лектеретчĕ. Анчах çав вăхăтра алăк уçăлчĕ те пӳрте Ульти кĕрсе тăчĕ. Аллинче хăйĕн пысăк чăматан.
— Ман киле-ес. Ырă-сывă пурăнаççĕ-и?
— И-и-ий Ульти! Салам! — терĕ Минепи Ивановна сĕтел хушшинчен тухса. — Апат тĕлне лекрĕн, пăянаму юратаканни пулать.
— Кун пирки пĕрре те иккĕленместĕп. Нихăçан та сивĕ куçпа пăхман, ялан хавас кăмăлпа кĕтсе илекенччĕ.
Кил хуçи хĕрарăмĕ ку сăмах-юмаха ăнланмăша хыврĕ. Ывăлĕсем калаçăва хутшăнмаççĕ, яшка айлантараççĕ.
— Ульти, эсĕ ăçта та пулин кайма çула тухнă-и-мĕн чăматанпах? — кăсăкланчĕ Минепи Ивановна. — Унччен ларсам апата. — Сĕтел çине хăйма юрнă çăмах яшки лартрĕ турилккепе. — Апатран аслă пулма хушман.
— Тухса тăтăр манпа юнашар Илтимĕр. Эсĕ, амăшĕ, пире пил пар, телейлĕ пурăнма ырă сун. Эпĕ кĕтрĕм-кĕтрĕм Илтимĕре, вăл пымарĕ. Акă ĕнтĕ хам килтĕм унăн арăмĕ пулма. Сирĕн ăшă кăмăлăра шанатăп.
Сĕтел хушшинче ларакан Илтимĕр чыхăнчĕ, пырне çăмах капланчĕ мар-и. Мĕтри тхик! кулчĕ. Уншăн пулсан икĕ айкки те — тăвайкки.
Кил хуçисем сывлăшсăр антăхнăн самант шăпланчĕç.
— Хăраса ӳкмерĕр пулĕ те? — шăтарасла пăхрĕ Ульти виççĕшĕ çине те.
— Чим-ха, Ульти, манăн вунă ывăл мар, мĕнпурĕ те иккĕ çеç. Аслине епле-ха çапла упи-супи авлантарам? Этемле, йĕркеллĕ пултăрччĕ вăл, ĕç тени. Илтимĕр салтакран килнĕ хыççăн пăртак кантăр-ха. Вара хăтана пырăпăр хĕр çураçма. Унтах хут тутарас куна палăртăпăр. Туй — хаваслă самант. Унсăрăн качча кайни те, авланни те мар. Çук-çук, капла тĕпĕр-тĕпĕр килĕшместĕпех.
— Эх, мĕнле шел, — тет Мĕтри шăл йĕрсе, — пуса каччи пулса ташласшăнччĕ.
— Тĕк лар-ха, кĕçĕнни, — терĕ амăшĕ. — Санăн та хăвăн вăхăту çитĕ.
— Анне, мана авлантар çара кайиччен. Илсе пар акă Ультинех. Эпĕ тиркемĕп вăл кĕрченине.
— Ульти, ан итле ăна, камите. Халĕ эсĕ киле кай. — Минепи ăна çавăтса алăк патнелле уттарчĕ. Çавăнтах каялла çаврăнса кăчăк туртрĕ ывăлне: — Илтимĕр, ăсатса ярсам пикене.
Вăштăр-ваштăр сиксе тухрĕ ывăлĕ сĕтел хушшинчен.
— Эпĕ хатĕр! — терĕ хайхискер Ульти çумне пырса тăнăçем. Вара вăл хĕр туприне çĕклерĕ. Пӳртрен тухрĕç. Калинккене уçсан Илтимĕр малтан Ультие кăларчĕ тв ун умне чăматанне лартрĕ.
— Сывă пул, Ульти! Чипер çит! — калинккине шал енчен шăлтăр-шалтăр хупрĕ Илтимĕр. Пӳрте чупсах кĕчĕ. — Тур çырлахтăр, тем те кĕтĕн ку чухнехи хĕр упраçран. Йĕкĕте пусмăрласах качча тухасшăн.
— Шантармалла пулман.
— Анне, эсĕ чăнласах çак хĕре илсе парасшăн-и-ке?
— Эпĕ тиркеместĕп.
Мĕтри ахăлтатса кулса ячĕ:
— Ха-ха-ха! Ух-х-и! Ку кăтай кĕпе çумне кĕрен кĕштек çĕлесе çыпăçтарнипе пĕрех пулĕччĕ.
— Кулакана ăçта мĕн çыпăçнă теççĕ-ха? Асту! — пӳрнипе юнарĕ амăшĕ кĕçĕн ывăлне.
— Анне, халĕ эпĕ юратнă хĕр шырама каятăп. Илтимĕр тумланнă хыççăн килтен тухса кайрĕ.
* * *
Аллине пуртă тытса ĕçлерĕ-и, амăшĕпе е шăллĕпе калаçрĕ-и, анчах пĕр шухăш пуçран тухма пĕлмерĕ Илтимĕрĕн. Тĕлĕкре те канăç çук, çавăнпах супать. Хăшкăлсах çитрĕ çын. Мĕн амакĕ? «Юрату-и-ке? Юрату ку! — хăйне хăй ĕнентерет йĕкĕт. — Юрату — чир теççĕ. Тĕрĕсех пулас. Пĕрре курсах саврăм. Каччă шăрши кĕрсенех тытăннă эпĕ ăна шырама. Тĕл пултăм халĕ ним кĕтмен çĕртен. Флотран киле таврăннă чух, ката çумĕпе тăсăлакан сукмак хĕрринчи тунката çинче канса ларнă самантра пырса ыталарĕ çав юрату. Халиччен курман пике пăхса ытармалла мар чиперскер. Мĕнпе, кампа танлаштармалла ăна? Никампа та, нимпе те. Вăл чăн-чăн пирĕшти. Вăйăра ташланă хыççăн çухалчĕ. Тупăнсам! Юрататăп сана».
Илтимĕр каллех уя тухрĕ. Утакан сукмакĕ çавах. «Ăраскал тени яланах такăнтаракан марччĕ-ха. Хăш чух ăнăçу та парнелет», — мăкăртатать вăл. Акă хайхи тунката. Ларчĕ те чĕртсе ячĕ пирус. Шурă тĕтĕм çиппи, çăвартан вăркăнса тухаканскер, тӳпенелле хăпарать авкаланса. Аллинчи сехечĕ çине пăхрĕ. Кĕске йĕппи «5» тĕлĕнче, вăрăмми — палăрмаллах шăвать малалла. Куç шав район центрĕнчен тăсăлакан авкаланчăк çула сыхлать.
Иртнĕ кун колхоз председателĕ кĕрсе тухрĕ. Ĕçе чĕнет ăна. Авланма вăхăт çитнĕ. Çемье валли пӳрт-çурт çавăрма укçа-тенкĕ çителĕклĕ. Ара, вăл çар хĕсмечĕ вĕçленсен флота татах юлчĕ-çке-ха укçаллă службăна. Мăшăр пулмалли хĕре курчĕ. Пике хăйне сивлеменнине туйрĕ, анчах чи кирли — вăл хĕре чунне уçса пама ĕлкĕрейменни. Ун валли майлă самант тупăнман.
Сасартăк курчĕ Илтимĕр: аякра, çул çинче, пĕри мĕкĕлтетет. Пукане евĕрлех.
— Тупата, ку — Тиляр! — хăйне хăй ĕнентерчĕ каччă.
Хирĕç пулчĕç йĕкĕтпе хĕр.
— Тиля-ар! — хăлаçланчĕ Илтимĕр хĕр умĕнче тăп чарăнса.
— Ай-уй! — тĕлĕнчĕ хĕр. — Ăçта вĕçтерен?
— Сана хăтарма васкатăп.
— Ăнланмарăм. Эпĕ тыткăнра мар-çке. Камран, мĕнрен хăтарасшăн? — йĕри-тавра пăхса илнĕ пек турĕ Тиляр ихĕлтетсе.
— Ан шан! Ура вĕçĕнчи çĕр лаш-ш! çурăлса кайĕ те сиксе тухĕ усал-тĕсел, хаяр тăшман.
— Апла тăк ытла хăрушă-çке, — шӳтлесе йĕрем пек турĕ хĕр, вара пуçне каччă кăкăрĕ çумне тытрĕ.
Моряк ыталарĕ хĕр пĕрчие, лăпкарĕ, пуçĕнчен темиçе хут чăп-чăп чуптуса илчĕ. Çупкă çитермерĕ ăна чиперкке, хăй çумĕнчен те тĕксе ямарĕ.
— Паян мĕнле ырă кун!
— Килĕшетĕп санпа. Паян икĕ «пиллĕк» паллă илнĕ, — мухтанчĕ Тиляр — Чим-ха, нумайччен тăрăпăр-и капла?
— Эсĕ хирĕç мар пулсан мĕн ватăличчен.
— Ан мăшкăлла-ха, — ихĕлтетрĕ хĕр. — Эсĕ таçталла çул тытнăччĕ.
— Сансăр ăçта кайăп-ке? Ман çул — санпа.
— Эпĕ киле каятăп.
— Эпĕ те санпа.
— Тархасшăн. Мана иккĕн хаваслăрах пулĕ.
Илтимĕр чиперккене çавăтрĕ те, утрĕç ял еннелле.
Йĕкĕтĕн чĕлхи салтăнчĕ. Калаçрĕ, калаçрĕ вăл. Аслă вăйăра ташланă хыççăн ăна çухатни, шырани çинчен асăнчĕ. Утар Мишшин хапхайĕнче Праски Çеменĕпе тĕл пулни, унпа тытăçни пирки те сиктерсе хăвармарĕ.
— Мĕнле сăлтава пула?
— Ара, иксĕмĕр те сана шырарăмăр-çке. Вăл санăн савни имĕш.
— Эпĕ ăна килĕштерместĕп, унне ман тĕсне курас килмест, — терĕ Тиляр.
— Чăнах-и-ке? Ай, мана хĕпĕртеттертĕн.
— Мĕншĕн? — тĕлĕненçи турĕ хĕр.
— Эпĕ чунтан юрататăп сана, Тиляр.
— Ан суй! — йăл-йăл кулчĕ хĕр. — Кала-ха, моряк, юрату мĕн тĕслĕ вăл?
— Нумай тĕслĕ: хĕрлĕ, кĕрен, чакăр, кăвак, сенкер, симĕс, сарă, шурă... Пур тата куçа курăнман тĕс. Эсĕ хăшне кăмăллан? Суйла. Çав тĕсе е петĕм тĕсе парнелеме хатĕр, енчен те эсĕ мана качча тухсан.
Хĕрпе юнашар утакан йĕкĕт кап! ун умне тухса тăчĕ.
— Ну, кала! — хистет каччă хĕр пĕрчие.
— Сасартăк ăçтан тĕллесе кăтартма пултарăп?
— «Юрататăп сана, Илтимĕр. Качча ил мана», — те те — ĕçĕ те пĕтет. Пĕтĕм тĕс санăн пулать.
— Ай-ай, чее эсĕ. Вара хĕр ĕмĕрĕ вĕçленет-çке, — пуçне суллать Тиляр.
— Чунăм, кулянма кирлĕ мар, — тет Илтимĕр. — Ылтăн çĕрĕ хывăнса ӳксе çухалсан та пӳрне юлатех.
Малалла утрĕç. Кирлĕ мар чух вăрăм çул мĕншĕн кĕске-ши ытла та. Яла çитрĕç те ав. Халь-халь тăкăрлăкпа утса тухаççĕ. Кĕтесрен пăрăн çеç — уйрăлу.
— Тиляр, чи кирлине пĕлтермерĕн эсĕ, — чарса тăратрĕ ăна Илтимĕр. — Килĕшетĕн-и-ке?
— Килĕшетĕп. Юрататăп сана.
Илтимĕр савăннипе Тиляра ярса тытрĕ те пилĕкĕнчен çавăрчĕ хăй тавра пăлтăр-пăлтăр.
— Паян аннепе хăтана пыратпăр. Йышăнăр-и?
— Мĕншĕн çав териех хыпаланас? Васкакан арăмĕнчен савăнман теççĕ, — чăр-р пăхрĕ Тиляр йĕкĕт куçĕнчен.
— Сан тавра çунаттисене сарса хурчка-çăхансем вĕçеççĕ. Вичкĕн чĕрнисемпе чăрмакласа каясран пăшăрханатăп.
Тиляр ахăлтатса кулса ячĕ те каларĕ:
— Эпĕ чĕпĕ мар — эпĕ кăйкăр. Мана ирĕксĕр парăнтаракан çуралман. Хăтана пырăр высарни кун. Кĕтетпĕр.
— Ах, унччен виçĕ кун та, виçĕ çĕр. Мĕнле ирттерес вăхăта сансăр?!
— Пирĕн юнашар утмалли çулăн вĕçĕ çук.
Илтимĕр ăнланчĕ йăлтах.
* * *
Утар Мишшин килĕнче ытарлă калаçу сĕтел хушшинче, апатланнă чух, пуçланчĕ.
— Мишша, сисместĕн-и эсĕ, пирĕн пӳрт умĕнчи клумбăри гладиолус чечеке татасшăн аллине тăсакансем тупăнчĕç, — тет йăл-йăл кулкаласа Элевер.
— Ах, арăмăм, пĕлместĕн-и-мĕн, илеме кам хапсăнмĕ? Пирĕн тĕллев — ăна упрасси.
Тиляр ăнланчĕ: аппăшĕпе йыснăшĕ ун пирки сăмах-юмах тапратрĕç. Вăл ăнланмăша хыврĕ.
Сăмах çинех пӳрте Ями кинемей, ял купăсĕ, кĕрсе тăчĕ.
— Сисетне? — пăшăлтатрĕ Элевер.
— Туятăп, — шăппăн кулкаларĕ упăшки.
— Ылтăнтан та паха сывлăх, тăнăçлăх сунатăп! Хăна йышăнма хапăл-и? — сăхсăхма тытăнчĕ Ями. — Пурте килте-няк? Кусса тăран урапи.
— И-и-и, Ями вăртах, килсемĕр. Атя тӳрех çиме! — чĕнчĕ ăна Элевер.
— Хаваспах. Апатран аслă пулма хушман ваттисем, — пуплет карчами.
— Темех çук пулсан та, çăкăр пур. Сик, сик, — сĕнчĕ ăна кĕрекери кил хуçи — Мишша та.
Ями вашаватлăн сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Унăн умне самант çу куçĕ хывнă вир пăтти тултарнă чашăк шутарчĕç, вĕтӳ хучĕç. Кăп-кап хыпкалать карчăк, çав вăхăтрах евĕклĕ пуплеме тытăнчĕ. Вăл тына пăрушĕ шырать имĕш. Унăн халапне пурте часах тавçăрчĕç. Ку хĕрарăм — евчĕ. Камшăн параппанне тӳнклеттерет-ха вăл? Виççĕшĕ те хăлхисене кӳлчĕç. Чее кушак айван шăшие куçĕнчен вĕçертмен евĕр, сăмахне аякран сăптăрать.
— ...Çапла. Сирĕн çитĕннĕ хĕр пур, хăшĕсен — йĕкĕт. Пирĕн, ваттисен, чечек çыххи тумалла çураçтарса. Каччи шутсăр ăслă, сăпай, ĕçчен, тĕнчере çук — чипер. Ку самантра чи кирли — укçа! Унăн çав япала миххипех. Пĕр сăмахпа каласан — çĕрме пуян. Çăмăл машини сарайĕнче çуталса ларать. Амăшĕпе çеç пурăнать. Килĕ-çурчĕ — чаплă, чăх вĕçсе каçаймасть. Çурт-йĕр çавăрасси — асап. Ямăтти пурри — пысăк телей.
Ахаль каламан çав: евчĕ качака такине те авлантарать тесе.
— Питĕ килĕшӳллĕ çамрăк çын, — шахвăртать Эле-вер, — Ăна хĕр памасăр мĕнле тытăнса тăрăн? Питне уçса кăтартма вăхăт. Тархасшăн.
— Ух! Кусса тăран урапи, хамăр çын эсĕ, Элевер тăхлачă. Сирĕн пулас кĕрĕвĕр — Праски Çеменĕ.
— И-и, ара, шутсăр чаплă каччă. Анчах пире пăхас йĕкĕт мар пулĕ вăл?
— Мана шанăр, — савăнса ӳкрĕ Ями. — Йăлт майлаштаратăп. Кусса тăран урапи.
— Кун хыççăн пĕрер черкке ӳпĕнтерсен те юрать пулĕ.
— Тĕрĕс! — хавасланчĕ Ями. — Эпĕ хирĕç мар иккĕшне ӳпĕнтерме те.
— Тиляр, эсĕ нӳхрепрен сăра ăсса тух, эсĕ, йыснăшĕ, лаççа чуп. Эпĕ чăлана тухам. Хуплу-кукăль таврашĕ унта.
Виççешĕ те пӳртрен тухса кайрĕç.
Пĕччен юлнă Ями хăйпе хăй юмахлать: «Пултаруллă евчĕ эпĕ. Ĕç кăлартăм. Эсĕ, Праски Çеменĕ, хытса тăраймăн. Пурçăн кĕпе туянса пама тиветех».
Элевер кĕчĕ.
— Тăхлачă, туйне хăçан лартасшăн? Эх, кусса тăран урапи, — тутине саппун аркипе шăлкаласа илчĕ евчĕ.
— Ах, Ями тăхлачă, туй тени çав тери илĕртет, — терĕ Элевер сăмах ваклама тытăннă май пуçне усса. — Кайран-малтан ӳпкелешмелле ан пултăр. Халех пĕлтерем: пирĕн хĕр вăл — чăн-чăн арçури. Тиляр эпĕ çуратнă хĕр мар, вăл — йăмăк. Анне ăна ĕçлеме пачах вĕрентмен, шутсăр юлхав. Чĕлхи-и! Чĕлхи шăп та шай вичкĕн хĕç! Ним мар касать, татать, хăртать. Тата унăн алли çӳлте. Сиссе те юлаймастăн, пуçран пат! пырса çапать тукмакпа. Вара питрен-куçран хĕлхем сирпĕнет.
— Аппай, çаплах-и? — хыпăнса ӳкрĕ евчĕ. — Эй, кусса тăран урапи. Праски Çеменĕ ку хĕре ăна-кăна чухламасăр тĕсенĕ. Анра йĕкĕтсем çапла йăнăшаççĕ. Чиперкке пĕрре йăл кулса кăтарттăр çеç, вĕсем унăн умне ӳкме хатĕр. Сире чунтан ĕненетĕп. Йăмăкăр пирки тĕрĕссине пĕлтерсе ырă тăватăр.
— Эх, Ями аппа, — халь-халь йĕрсе ярасла тавăрчĕ Элевер, — пилеше ăçтан хурăн çырли тесе сутăн. Кайран хамăрăнах эрĕм чăмлама тивет.
— Ия, ия, санпа килĕшетĕп, — ура çине тăчĕ карчăк тухса каясшăн.
— Тилмĕретĕп, Ями тăхлач. Пирĕн хĕр пирки усал хыпар аласа çӳреместĕн пулĕ тесе шанатăп ĕнтĕ сана.
— Шарламăп. Тен, кăштах кити-митти параймăн-и? — Ырра кĕтсе Ями тутине чĕлхипе çуласа илчĕ. — Кусса тăран урапи. Çапах та сирĕн тинкеленсе тунă укçа мар, утар хуçисем пуян.
— Тем пекех парăттăмччĕ. Анчах та Мишша кашни пуса шутра тытать. Укçа салатнине самант сисет, вара иксĕмĕре те кăларса ывăтать. Ах, çиллес çын. Сывă пул! Ятласа ан кай.
Пӳрте Тиляр кĕчĕ. Ун çине евчĕ мĕл-л пăхрĕ шурă куçĕпе. Ями, паллах, тăртланчĕ. Вăл тек сăмах сĕвсе тăмарĕ. Илтнĕ хыпара хăвăртрах хуçи патне çитермелле-çке. Тухса кайрĕ сывпуллашма мансах.
— Тупата, эпĕ Праски Çеменне хĕрхенетĕп, — йăх-йăх кулкаларĕ Элевер йăмăкĕпе иккĕшех юлсан.
— Йăнăшан, аппаçăм. Çанталăк сивĕтсен хĕвелпе пиçнĕ ӳт самант шупкаланать.
* * *
Праски Çеменĕ тăкăрлăк кĕтесĕнче хурăн вулли çумне тайăннă та тăрать вут çинчи пек. Шутсăр пăшăрханать. Ара, Утар Мишши килне Тиляра качча илес ĕмĕтпе евчĕ кĕртсе ячĕ-çке. Мĕнле ĕç кăларĕ вăл. Мухтаççĕ-ха ăна ялта, пултаруллă имĕш, чĕлхи кăнттам мар, вичкĕн çĕçĕ: сахал мар йĕкĕте хĕр тупса парса авлантарнă вăл. Ăш вăрканă самантра пуçра чăпар шухăшсем çаврăнаççĕ. Пуç тăрринче, йывăç тураттисем хушшинче, ав тем каласа чĕвĕлтетет çерçи чĕппи. Тен, саламлать? Кăна ĕненме хавас Праски Çеменĕ. Мур шăтăкне ӳксе тĕп пулччăр пурнăçланман тĕллевсем! Çутă ĕмĕтсем кăчăк туртаççĕ. Тилярпа пĕрлешсен вăл хулана пурăнма куçасшăн. «Халĕ чаплă хваттер сутакансем йышлă. Ялта мĕншĕн хура çĕрпе асапланмалла? Хулара пурăнма шутсăр канлĕ. Ĕçрен таврăн та — кан. Çу кунĕсенче — ырлăх. Килен Атăлта шыва кĕрсе. Ĕç тупаймасăр нушаланакансен йышне лекессинчен хăрамалла мар. Пирĕн специальноçсем таçта та кирлĕ. Тиляр — бухгалтер, эпĕ — строитель». Çапла туйăмсем вылянаççĕ Праски Çеменĕн.
Куç каймарĕ унăн уçăлас хапха çинчен. Кĕтнĕ чух вăхăт мĕн-ма тимĕр шапа пек аран-аран шăвать-ши? Чим, Ями тухрĕ. Çавă! Туйипе шаклаттарса утать. Ăна хирĕç яртлаттарчĕ Праски Çеменĕ. Пырса тытрĕ ăна. Карчăк кăмăлсăррине асăрхарĕ те чутах сывлăшĕ питĕрĕнетчĕ.
— Ĕç тухмарĕ-и? — ыйтрĕ вăл.
— Тав ту мана, — терĕ евчĕ.
— Мана качча тухма хирĕç мар-и?
— Айван, кусса тăран урапи, çураçманшăн васкасах кĕпе тăхăнтарт мана. Асту, ан ман, пурçăннине туянма пултăн.
— Хĕр илме хăçан пыма хушрĕç? Мĕнле калаçса татăлтăр? — тĕпчет тӳсĕмсĕрленнĕ каччă.
— Тĕпчесе ан хăшкăлтар-ха мана, — Ями тутине, сăмсине алă тупанĕпе шăлкаласа илчĕ, — вăл хĕр сан валли мар.
— Мĕнле хăятăн эсĕ, тухатмăш, çапла калама?! — хăтăрчĕ карчăка Праски Çеменĕ. — Никама те памастăп ăна! Вăл манăн арăм пуласси!
Ями евчĕ ахăлтатса кулса ячĕ.
— Авлан ара, енчен те аннӳпе иксĕрĕн патак çисе пурăнас килсен. Катăк хĕр тет вăл. Аппăшĕ, Элевер, йăмăкĕн путсĕрлĕхĕ çинчен йĕре-йĕре тăхçаласа пачĕ. Путсĕрскер аппăшне хĕнесе пурăнать, йыснăшне те хирĕç тăрать. Тата тӳсмелле мар кахал. Мĕн тума кирлĕ сана юлхав арăм? Чиперлĕх вăл, ачам, пасара кайма çеç юрăхлă. Суртăм та тухрăм, кусса тăран урапи.
— Эх, айван карчами. Сана аппăшĕ суйнă, чике таран лартса ăсатнă. Тиляртан паха та чипер хĕр таврара урăх çук! — шутсăр кăмăлсăрланчĕ Праски Çеменĕ. — Евчĕпе хам пыманшăн кӳреннĕ вăл. Аннепе иккĕн тан каятпăр хăтана. Тулĕккĕш тăхăрса юлас марччĕ.
— Хурăн хуппинчен кĕпер хыватăн, кусса тăран урапи, — карчăкăн сасси çиллессĕн тухрĕ, — Çемен, укçуна халех кăларса панă пул! Кĕпе туянма каятăп.
Тарăхнипе тулхăрнă Праски Çеменĕ карчăка хăйĕн çирĕп аллипе рак хаччи пек ярса тытрĕ. Чышкипе юнарĕ. Вара ăна хăй çумĕнчен вирлĕн тĕксе ячĕ. Ями месерле кайса ӳкрĕ. Те ыратнипе, те кӳреннипе вăл хурахлатса кăшкăрчĕ, унтан тытăнчĕ ӳлесе йĕме. Хĕрхенекенсем çук-и-мĕн? Пуçне пăрса иртрĕç-ши вара?
Тем самантран Ями аран-аран тăрса ларчĕ. Курчĕ: туйи çумĕнчех. Ярса тытрĕ ăна, çапасшăнччĕ хăйне кӳрентерекене. Анчах авланма хыпăнакан этем курăнмарĕ çывăхра.
Праски Çеменĕ çавăнтах манчĕ ватă Ямие. Тек евчĕ кирлĕ мар ăна. Çул çине тухрĕ те каялла çаврăнса пăхмасăр ĕрĕхтерчĕ килнелле. Унăн хыçĕнче тусан мăкăрланса тăсăлать, тупата, калăн, вăрăм хӳре.
Алкум картлашкипе хăпарнăçемĕн амăшне кăшкăрчĕ. Хирĕç сасă илтĕнмерĕ. Килте мар-ши? Пăшăрханнăскер пӳрте чупсах кĕчĕ. Шăп çак вăхăтра уçă тĕпсакай анинче амăшĕн пуçне курах кайрĕ. Унăн шурă тутăрĕ çумне эрешмен картисем урлă-пирлĕ çыпăçнă.
— Ме-ха, тыт витрене, — хушрĕ амăшĕ ывăлне.
— Мĕн хăтланан эсĕ тĕпсакайĕнче? — тĕлĕнчĕ Çемен амăшĕ аллинчи çӳп-çаплă, тислĕклĕ йывăр витрене тытса. Ăна урайне лартрĕ.
— Тĕпсакайне тасатрăм. Çĕрнĕ паранкă усал шăршă сарса выртать. Часах çĕннине хума вăхăт çитет.
— Пăрах-ха эсĕ кирлĕ-кирлĕ мар ĕçпе аппаланма. Часрах хăтана каяс пулать.
— Мĕн пит апла васкаварлă? Космоса вĕçтерсе яраççĕ-и-мĕн?
— Хе, хăçан вĕреннĕ эсĕ янкăс сăмахсемпе перкелешме? Космос тет. Унта вĕçме хапсăнакансем пур.
— Хĕрĕ ытла селĕм-и? — тĕпчет амăшĕ тĕпсакайĕнчен тухнă май.
— Чăн-чăн чĕкеç.
— Ашшĕ-амăшĕ кам?
Ывăлĕ вара Тиляр пирки ăнлантарса пачĕ. Амăшĕ хирĕç мар.
— Чи кирли, чĕкеçĕ хăвна юраттăр.
— Хăвăртрах авланмалла. Кайранхине куç курĕ.
Çеменпе амăшĕ сĕтел хушшине вырнаçсах ĕç-пуçа мĕнле канваласа тĕрлемелли пирки сӳтсе явнă хыççăн пĕр тĕле пырса тухрĕç. Вырсарни — канлĕх кунĕ, çемье килте. Хăтана пырса кĕме шăпах меллĕ.
* * *
Утар Мишшин килĕнче хаваслă самант хуçаланать. Чăн-чăн уяв кунта. Пӳрт-çурт çап-çутă. Сĕтел тулли тутлă çимĕç. Чĕресре — кăрчама.
Тиляр — шурă юс, çӳрет йăпăртатса. Юрату, ĕмĕтленни ума çитсен хĕр упраçа çапла çунатлантарать.
Кĕтнĕ вырсарни кун çитрĕ. Эппин, Илтимĕр амăшĕпе хăтана килет.
Иртнĕ кунсенчен пĕринче вăтаннипе куçран пăхма хăяймасăр сăмах хускатрĕ Тиляр çемье умĕнче. Тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарчĕ: вĕсем Илтимĕрпе мăшăрланма килĕшнĕ. Хăçан хĕр çураçма килес куна та палăртнă.
Аппăшĕ Элевер та, йыснăшĕ Мишша та хирĕçле пуплемерĕç.
— Хăтана килни аван-ха, хĕр чапне ӳстерет, — терĕ аппăшĕ.
— Илтимĕре хĕр пама килĕшетĕп, — йăл-йăл кулкаларĕ йыснăшĕ. — Вăл пиçсе çитнĕ лайăх йĕкĕт. Салтакра пулнă.
— Пăянаму пулмалли хĕрарăм ытла кăмăллăскер. Киншĕн ку — телей, — мухтать Элевер пулас кĕрĕвĕн амăшне.
— Илтимĕр амăшĕ Минепи Ивановна ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрса тăрать, — тет Мишша. — Вăл упăшкасăр юлнăранпа çулсем самай иртрĕç, анчах ывăлĕсене пĕччен йĕркеллĕ пăхса ӳстерчĕ. Часах кĕçĕннине çара ăсатать. Ун çумĕнче пурăнса ху та ăс пухан.
Сăмах татрĕç: Тиляра çураçма килекенсене ырă кăмăлпа йышăнса хăналас.
Хĕвеллĕ уяр кун. Кăмакаран кукăль-пӳремеч пиçсе тухрĕ.
— Ай-уй, мĕнле хитре, — тет Тиляр, — пурте хĕрлĕ çырла. Çу сĕрем-ха кукăль пичĕсене.
— Ку сире телейлĕ пурăнăç кĕтнине пĕлтерет, — йăл-йăл кулкалать Элевер.
Сехет вуник хут çапрĕ. Шăп çак вăхăтра хапха умне çăмăл машина, сенкер тĕслĕскер, çитсе чарăнчĕ. Кăшкăртрĕ. Кил хуçисем чӳрече умне чупса пычĕç. Анланчĕç тӳрех: Илтимĕр çитрĕ.
Элевер упăшки унăн машинине пуçласа курать, сăмахне пĕлтĕрех илтнĕччĕ. Илтимĕр машина туянма укçа ярса панă тетчĕç. Вăл киле таврăннă чух машини ăна сарайĕнче кĕтнĕ. Тăрăшаканĕ амăшĕн шăллĕ пулнă.
Машинăран виççĕн тан тухрĕç: Илтимĕр — морякла тумланнă, амăшĕ сурпан сырнă. Уринче хăмăр тĕслĕ пушмак. Илтимĕр шăллĕ Мĕтри çийĕнче хура сукна костюм. Хайхискерсем хăюсăртараххăн калинкке уçса картишне кĕчĕç. Унччен те пулмарĕ, теме пĕлтерсе сасартăк чăх-чĕпсем хушшинче çӳрекен хĕрлĕ киккириклĕ автан ху-рахлатнă пек авăтса ячĕ: ки-ки-рук-ку-у-у-к!
— Пирĕн килес-с, — терĕ Минепи Ивановна пуç тайса.
— Килĕр, килĕр! Атьăр, атьăр пӳрте, — текелесе Элевер хăнасене алă парса чĕнчĕ.
Вĕсене йышăнма Тиляр йыснăшĕ Мишша та алкум вĕçне тухрĕ. Ăна килнисем алă тытса сывлăх сунчĕç, хăйсене ăшă кăмăлпа йышăннине туйрĕç. Пӳрте кĕрсен Минепи Ивановна сĕтел çине хуплу кăларса хучĕ. Илтимĕр — эрех кĕленчи, Мĕтри сăра тултарнă кăкшăм лартрĕ.
Элевер те ахаль пăхса тăрĕ-и, вăл та сĕтел çине сăй туртрĕ.
— Тиляр, сана кĕтетпĕр, — чĕнчĕ ăна аппăшĕ. Чăлан алăкĕ уçăлчĕ. Унтан хĕвел пек çуталса хĕр тухрĕ. Вăл пурне те сывлăх сунчĕ.
Илтимĕр хăйĕн савнă пикине курсан нар пек хĕрелчĕ. Унăн часрах Тиляра пырса ыталас килчĕ. Чуптăвĕччĕ тăраниччен. Анчах юрамасть, йăла-йĕркене пăхăнмалла.
Ĕнтĕ пурте апат-çимĕçлĕ сĕтел хушшине вырнаçрĕç.
Кăрчама тултарнă стакан кашнин умĕнче. Пĕри те алла тытман-ха ăна. Кашнинех ăнланма хĕн темĕскер тыткăнлать. Мĕтри вара уйрăмах пăшăрхануллă. Чунĕ ытла çамрăк-çке-ха унăн. Вăл пиччĕшĕ валли хĕр çураçма килнĕ. Пулас инке чăннипех те — чечек. Пур-мĕн тĕнчере çав тери хитре хĕр. Халех илсе каяс килет ăна. Темшĕн халь-халь кĕмсĕртетсе аслати авăтассăн, витререн тăкнăн çумăр çăвассăн, тăвайккисенчен шыв капланса анассăн, çирĕп пĕве татăлассăн туйăнать.
— Тытар мар-и стаканне? Йĕпетер мар-и çăвара? Юхтăр ăшă калаçу хушăмăрта, — сĕнчĕ хăнасене кил хуçи Утар Мишши.
Илтимĕр амăшĕ ура çине тăчĕ. Унăн сылтăм аллинче — кăрчама тултарнă стакан.
— Каçарăр, юмарт чĕлхем çук манăн. Калаçăва çавракалатса илемлетеймĕп, — пуçларĕ вăл сăмахне. — Хамăр килнĕ сăлтава хӳтĕлеме ирĕк парсамăр.
Минепи Ивановнăна итлекенсем унăн сăмахĕпе килĕшнине пĕлтерсе пуçĕсене сĕлте-сĕлте илчĕç.
— Стаканри тур юнне тута патне илсе пырасси сирĕнпе пирĕн тĕллев, килĕшӳ çырлахнинчен килет. Эпĕ ывăлăмсемпе хĕр пăхма килнĕ. Манăн асли авланасшăн. Вăл сирĕн йăмăкăра Тиляра куç хывнă. Тĕрĕс-и, Илтимĕр?
— Сăмах паратăп сирĕн умăрта: эпĕ Тиляршăн лайăх упăшка пулма тăрăшăп.
— Хĕр мĕн тейĕ? — Минепи Ивановнăн куçĕ Тиляр çине куçрĕ.
— Питĕ шел. Çак сĕтел хушшинче аттепе анне пулмаллаччĕ, вĕсен пире пил памаллаччĕ. Анчах вĕсене çак куна çитиччен пурăнма пӳрмен.
— Каçарччĕр ĕнтĕ, — сăмах хушрĕ йыснăшĕ. — Вĕсен вырăнĕнче — эпир.
— Илтимĕр арăмĕ пулма килĕшетĕп, — вăтаннипе пуçне пĕкрĕ Тиляр. — Эпĕ юрататăп ăна.
Качча каяс, авланас йăла халь тин тухман, ĕмĕртен пыракан йĕрке.
Элевер, сĕтел хушшинче лараканскер, хаш та хаш сывлать. Кулянать мар-и? Ара, йăмăкĕ çамрăк-çке-ха, тепрер çул тăхтасан та юрамалла. Мĕн тăвăн, хĕрĕн хăйĕн ирĕкĕ. Аппăшĕпе йыснăшĕн хăват çитеймест ăна чарма. Илтимĕре шанаççĕ пурнăç йĕркеллĕ пуласса. Вăл çапах та тин вунçиччĕ тултарман, пиçĕхсе çитнĕ хусах. Килĕштерсе пурăнма, ача-пăчаллă пулма пил пачĕç вара. Мăшăрлă пурăнăçра телей амаланма сунчĕç.
Ĕнтĕ тултарнă стакансене тинех шаккаса пушатрĕç. Илтимĕрĕн те черет çитрĕ хăйĕн кучченеçĕпе кил хуçисене сăйлама. Черккесене эрех тултарчĕ. Анчах тута патне илсе пымарĕç-ха. Унччен чи кирлине палăртмалла. Ку ыйту чылай вăхăт сӳтсе явăнчĕ. Тепĕр уйăх кĕтмелле. Унччен Тилярăн бухгалтер курсĕнчен вĕренсе тухса ĕçе вырнаçмалла.
Çурла уйăхĕн малтанхи кунĕнче туй пуçланать.
* * *
Утар Мишши килĕнче чылайччен пычĕ сăй. Вăхăт иртрĕ. Хăнасем каяççĕ, вĕсене ăсатаççĕ кил хуçисем. Кăшт хĕрĕнкĕ пурте. Калаçу хаваслă пырать. Акă урама тухрĕç.
Илтимĕрпе Тиляр айккинерех пăрăнчĕç. Çураçнă хĕрĕн пурах-тăр пулас упăшкипе чунтан тухакан сăмах каламалли. Илтимĕр тата ăçтан тӳстĕр чуптумасăр уйрăлма? Ыталанчĕç. Тутасем пĕрлешрĕç.
— Чарăн-ă-ăр! — аслати пек кĕрлесе кайрĕ сасă. — Ти-ля-ар! Тута ан пар ăна, йĕксĕке. Пăх-халĕ, çын савнине хапсăнать. Мур илесшĕ!
Кам хурахлатать? Сас илтĕннĕ еннелле пурте пуçĕсене карах пăрчĕç. Курчĕç вара: çулпа Праски Çеменĕ тĕрлеттерсе çывхарать. Унăн аллинче пысăк коробка — торт тата витĕр курăнакан кукăр-макăр савăтра хĕрлĕ шĕвек, путех пылак шыв е улма-çырла сĕткенĕ. Вăл паян илĕм-тилĕмпех хулана тухса вĕçтерчĕ пысăк сăлтавпа: хĕр çураçнă çĕре хуплу йăтса кайни ытла айванла, кивĕлле; хĕр килĕнчи сĕтел çине торт хурсан ăна культурăллă çын вырăнне йышăнĕç. Туянчĕ вара мĕн ĕмĕтленнине.
— Эх, ывăлăм, кая юлтăмăр-няк! — кăшкăрать Çемен амăшĕ, ывăлĕ хыççăн йăпăртатса пыраканскер. — Çӳрен хула тăрăх сĕтĕрĕнсе.
Праски Çеменĕ çиçĕмле хăвăртлăхпа ĕрĕхсе çитрĕ Илтимĕрпе хĕр умне.
— Тиляр! Ан чупту теп ăна, — тилмĕрет Праски Çеменĕ. — Сана эпĕ качча илетĕп.
— Ха-ха-ха! — кулса ячĕ моряк. — Чуп, килте кĕт пулас арăмна, ăна халех машинăпа лартса пыратăп.
— Эсĕ, ăçтиçук, ман савнине вăрласшăн! — Праски Çеменĕ тортпа шĕвек тултарнă савăта амăшне тыттарчĕ те Тиляра аллинчен ярса тытрĕ. Сĕтĕрет кăна. Куншăн лекрĕ вара хăйне. Илтимĕр самант çĕклесе çапрĕ çĕре. Аран тăчĕ лешĕ. Çывăхра амăшĕсĕр пуçне никам та çук. Вара Праски Çеменĕ чышкипе юнаса пĕтĕм тĕнче илтĕнмелле кăшкăрчĕ: — Сĕренсĕр этемсем! Ку мăшкăла тӳсместĕп, тавăру пулатех! Асту, Илтимĕр, çурăму тирне сӳсе параппан тăватăп!
— Ывăлăм, ватă асаттесемпе ылхан, — ăс парать Çемен амăшĕ. — «Ман савнине илекен сарра кайтăр сакăр çул», — те, «Тăрайми вырттăр тăхăр çул!» — те. Чĕркуçленсе çĕре пуççап.
Алне сулчĕ те Çемен ута пачĕ çулпа. Ун хыçĕнче амăшĕ тĕпĕлтеттерет торт ӳкесрен сыхланса.
6
Пурнăç ырă та лăпкă чух çемьере кам ытларах савăнать-ши? Путех, ашшĕ-амăшĕ.
Минепи Ивановна аслă ывăлне авлантарнăранпа вăхăт самай иртрĕ. Унăн килне Тиляр кин хĕвел илсе пычĕ тейĕн. «Анне! Анне! Анне!» — виççĕн тан çапла чĕнеççĕ-ха ăна. Пĕтĕм кил-çурт кĕмĕл тенкĕ пек чăнкăртатса тăратчĕ. Пурте хаваслă, пăхса ытармалла мар хитре, чупса ĕçлесе çӳретчĕç.
Илтимĕрпе Тиляр хăйсем валли йăва çавăрчĕç. Урам илемĕ — вĕсен чул çурчĕ. Ял-йыш пулăшрĕ тăрăшса. Тупата, нимене пыман çын юлмарĕ-тĕр. Мĕншĕн? Çамрăк мăшăра хисеплесе паллах. Çурт тăрланса çитсен çĕнĕ пукан-сĕтел туянса вырнаçтарчĕç. Урай та витĕнчĕ тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ӳкерчĕклĕ паласпа. Кавирсем тăсăлчĕç стенасем çумĕпе. Шкапра хăйсен вырăнне йышăнчĕ чашăк-тирĕк.
Пысăк пӳлĕмре чӳречене шурă чĕнтĕрпе карнă чух пилĕк тытрĕ. Хăраса ӳкрĕ Тиляр, йĕрсе ячĕ. Айван, ма шикленмелле? Пур хĕрарăм та çакнашкал ыратнине тӳсет. Турă хушнă-тăр çапла. Юратса йăпатакан, ачашлакан упăшка çумĕнче нимрен те хăрама кирлĕ мар-тăр. Вăл акă машинипе вăштах ăсатрĕ больницăна. Эрне иртсен киле таврăнчĕ те Тиляр пепкепе.
Çемьере телей тени хĕрринчен тăкăнса тăрать. Пурте ăмсанчĕç Илтимĕрпе Тиляра. Пурăнмаллаччĕ савăнса çеç. Çапла пурăнчĕç те-ха. «Эпĕ сана юрататăп! Эпĕ те сана юрататăп!» Çак сăмахсене Минепи Ивановна кун каçа ывăлĕпе кинĕнчен çĕр хут та илтнĕ пулĕ. Чăп-чăп чуптуса тăратчĕç пĕр-пĕрне. Телевизорпа ют çĕршыв сериалĕсене пăхса хăйсем те çавсене хăнăхаççĕ-тĕр.
«Эпир ытла та айванла пурăнса ирттернĕ», — хашлатсах кулянать вара Илтимĕр амăшĕ. Ăна упăшки пĕр хут та «Эпĕ сана юрататăп», — тесе каламан. Пĕрлешиччен çар хĕсметĕнче пулнă чух сайра хутра çыру çыркаланă. Çав чуна савăнтаракан, вăтантаракан сăмаха нихăçан та асăнман. «Мĕнле пурăнан? Эпĕ лайăх пурăнатăп. Сана та çавнах сунатăп». Çырури пĕтĕм уççи-хуппи çак çеç. Салтакран таврăнсан улахран, вăйăран ăсатса янă самантсенче, Турă сыхлатăр, çавтăнса утас йăла пулман.
Качча кайсан та Минепи Ивановна «Юрататăп!» сăмах илтмесĕрех икĕ ывăл çуратнă. Упăшки ăна нихăçан та сивĕ куçпа пăхман. Ку ĕнтĕ, путех, «Сана юрататăп» тени пулнă-тăр.
Минепи Ивановнăн упăшки ир çĕре кĕнĕ. Вăл чутах çурхи шыва путман. Çакăн хыççăн хĕне кайнипе сывалайман. Хĕрарăмăн икĕ ывăлне пĕччен ӳстерме тивнĕ. Амăшĕн вĕсене пула ку таранччен усал ят илтмен, пит-куçа хĕретмен. Мĕн пулчĕ аслине?
Хăйсем çурт лартса уйăрăлса тухнăранпа вăхăт нумаях та иртмен-ха. Илтимĕр амăшĕ патне килчĕ те пурăнать те пурăнать. Виçĕ çĕр выртрĕ. Килне кайма шухăшламасть те. Хăй хуйхăллăн, ассăн-ассăн сывлать. Пурте пĕрле пурăннă чух Илтимĕрпе арăмĕ нихăçан та ятлаçман, ытла туслăччĕ.
«Лăпкă кӳлле те шуйттан иленет теççĕ», — аса илчĕ амăшĕ ваттисен сăмахне. Усал ерсен çынсене сăлтавсăрах уртарать, ухмаха ертет имĕш. Ахальтенех сĕлкĕш мар-тăр Илтимĕр.
Тӳсеймерĕ Минепи Ивановна ывăлне тĕпчемесĕр:
— Эсĕ ытла та кăмăлсăр. Пĕрре те ĕлĕкхи пек хаваслă мар. Кинпе хирĕçмерĕр пулĕ те?
— Чиперех-çке. Мĕн-ма унашкал шутлан-ке? Тиляр аппăшĕ патне пĕчĕккине кăтартмалла хăнана кайрĕ. Çĕнĕ çуртра пĕччен пурăнас килмерĕ те сирĕн пата килтĕм.
— Апла-и? Мана япăх шухăшсем пăшăрхантараççĕ. Аванах пулсан каçар, — килĕшрĕ амăшĕ. — Сирĕн пепкĕр хăвăр пекех чипер, пăхса ытармалла мар. Кăмăлĕ амăшĕнни пек ăшă пултăрччĕ. Тиляр кин вăл — чăн-чăн хĕвел, йăл кулать те сан çине ăшă сирпĕнет, хăвăнтан та вара çутă хĕлхем пĕрхĕнет тавраналла. Килĕштеретĕп ăна. Пĕрле чылай пурăнтăмăр, унран сивĕ сăмах илтмен, анне, анне! тесе çеç çӳретчĕ. Ачине курас килекен пулчĕ. Хăçан таврăнать?
— Часах таврăнаççĕ, — лăплантарать Илтимĕр амăшне.
Илтимĕр тĕрĕсне каламарĕ. Хăйĕн ăшĕнче шĕл кăвар амаланать, хыпса çунать. Ара, вăл Тиляр ачапа аппăшĕ патĕнчен таврăнас умĕн килĕнчен тухса тарчĕ-çке-ха. Ульти тыттарса хăварчĕ ăна Праски Çеменĕ Тиляр патне яна çырăва. Вуларĕ те мĕнле хăрушла хыпар пĕлчĕ. Вĕсен тин çуралнă Энтюк унăн ывăлĕ мар иккен, ача ашшĕ — Праски Çемене. Ырă мар шухăшсем юр кĕрчĕ евĕр купаланаççĕ Илтимĕр пуçĕнче. Унăн куçĕ умне каллех çав йĕплĕ çыру шуса тухрĕ: «...Тиляр, эсĕ ача çуратнă — ывăл. Унăн ашшĕ эпĕ. Савăнатăп. Урра!»
— Ых, явăл! — шăлне качăртаттарса илчĕ Илтимĕр. Акă ăна, вăрман хыçĕнчен шуса хăпарнă тăхлан пĕлĕт евĕр, иккĕлентерекен самантсем килсе хупларĕç. Вара хăйпе хăй калаçрĕ: — Пĕрлешиччен пĕр эрне пек маларах Тиляр ларакан колхоз бухгалтерĕ пӳлĕмĕнчен Праски Çеменĕ нар пек хĕрелнĕ пит-куçпа тухнине курнăччĕ. Мĕн пулса иртнĕ вĕсем хушшинче? Чим, Энтюк пĕр эрне маларах çуралчĕ мар-и? Çапла, пĕр эрне маларах çуралчĕ. Тупата, ку шăла качăртаттаракан пулăм. Тӳрех хыпăнса ӳкем мар-ха. Хĕрарăмсене кам пĕлсе çитерĕ? Тен, çурт лартнă чух Тиляра йывăр çĕклени юраман? Çакна пула ача иртерех тапранма та пултарнă. Пăрахса кайсан, пĕлсех тăр, Праски Çеменĕ ман арăма хăй патне илсе каять. Çук! Ирĕк памастăп! Эпĕ Тиляра хам юрататăп. Вăл ман арăм. Халĕ киле каятăп та айванла хут татки çырса хăварнăшăн каçару ыйтатăп».
Хаваслă туйăм çавăрса илчĕ Илтимĕре. Пит-куçĕ хĕвел пек ялкăшать. Пахча енчи чӳрече патне пырса тăчĕ. Амăшĕ ав çĕрулми йăранĕсем хушшинче тем мĕшĕлтетет. Ăна флотран таврăннăранпа пĕрремĕш хут курнăн тинкерсе пăхрĕ. «Эпĕ киле каятăп», — теесшĕнччĕ.
Сасартăк чун шуйханчĕ. Мĕн амакĕ? Уçă кантăкран усал-тĕсел вĕçсе кĕчĕ-ши? Чăннипех тытамак тытăнчĕ кисретме. Ăшра темле сасă йĕкĕлтесе калаçма пуçларĕ. «Ха-ха-ха, — ахăлтатса кулать хайхискер, — арăму патне каятăн-и? Айванланни ку. Ани уçă тĕпсакайне ӳкнипе пĕрех. Унта, нӳрлĕ тăпра çинче, хура çĕлен авкаланса выртать. Сăннине кăларать сăхма. Ача ашшĕ хăвах-и? Ĕненетне?»
Илтимĕр чăлантан пушă чăматанне илсе кĕчĕ те унта хăйне кирлĕ япалисене хучĕ. Вара ăна йăтса амăшĕ килĕнчен тухса кайрĕ.
Çухалчĕ çын. Уйăх иртсен шăллĕ Мĕтри ячĕпе çыру килчĕ. Илтимĕр çырать. Вăл иккен Владивосток хулине çитнĕ. Пĕр карап çинче ĕçлет — матрос. Хăйĕн адресне никама та, амăшне те, калама хушмасть. Анчах килти, хăйĕн çемйи пирки вăрттăн пĕлтерсе тăма ыйтать.
* * *
Чăнлăха тĕпчесе сумне пĕлесшĕн вăй хумарĕ Илтимĕр. Çăмăл çулпа чупрĕ. Ульти вĕсен пурнăçне пăсрĕ хăйне качча илменшĕн. Ара, Тиляра та кӳреннĕ унăн савнине тытса илнĕшĕн.
Туй хыççăн Ульти тĕл пулчĕ Тиляра. Хытах ятлаçрĕ.
— Пĕвере пысăк карас тытрăм терĕн-и? Намăссăр эсĕ, Тиляр. Мĕнле хăйрăн çын савнине качча тухма?
— Илтимĕр сана мар, мана юратнă.
— Савăнма иртерех. Сармантейĕн сарă чăххи ылтăн çăмарта туман-ха.
Кĕрченĕскер усал шухăш тытнă. Çамрăк мăшăра тавăрасшăн хĕмленет. Мĕнле майпа? Вăл хаяр меслет шухăшласа тупнă.
Тилярпа Илтимĕре курайманни тата тепĕр çын пур-çке-ха. Вăл — Праски Çеменĕ. Унăн юратнă хĕр упраçне Илтимĕр тытса илчĕ тесе шутлать. Юлашки вăхăтра Праски Çеменĕ ялти çамрăксемпе Мускав хулине ерсе кайнă. Юлташĕсемпе стройкăра ĕçлет. Пĕр уйăх ĕçлеççĕ те вара киле таврăнса пĕр-икĕ эрне пурăнаççĕ.
Тиляр ача çуратнă вăхăтра Праски Çеменĕ шăпах килтеччĕ. Пĕр канлĕ кун вĕсем патне Ульти пырса кĕчĕ. Вăл сывлăх-мĕн сунмарĕ, тӳрех хăй мĕнле сăлтавпа килнине пĕлтерчĕ:
— Илтимĕрпе Тиляра тавăрас самант çитрĕ.
— Мĕнле майпа? — тĕлĕнчĕ кил хуçи.
— Иккĕшин хушшине элек çăмхине кустарса кĕртетпĕр, — Ульти хăй шухăшне тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе сăрласа пачĕ. — Тиляр ачин ашшĕ — эсĕ.
— Хи-хик! — ахăрчĕ Çемен. — Эпĕ ăна тĕкĕнмен-иç. Вăл мана ухмах вырăнне хурĕ.
— Хурин, пире мĕн ĕç. Ку çырупа эпир Илтимĕре уртаратпăр. Вăл санăн Тиляр патне янă çырăва вулать те — иккĕшин хушшинче пуçланать вăрçă, харкашу. Тен, вăл арăмне пăрахса килĕнчен тухса каять.
— Ха-ха-ха, — йĕкĕлтет Праски Çеменĕ хăй умĕнче тăракан Ультие. — Илтимĕр пăтраштарса çарăка суханпа улăштарасса шанатăн-и?
— Вăхăта сая ан яр. Тытăн çырма, — хушрĕ Ульти.
Праски Çеменĕ шурă хут листи, ручка илсе сĕтел хушшине ларчĕ. Ульти мĕн çырмалли сăмахсене каласа тăрать. Сехет те иртмерĕ, çыру тĕрленчĕ те. Акă ĕнтĕ çамрăк мăшăр хушшинче вут-хĕм кăларакан элек конверт ăшне кĕрсе выртрĕ. Çирĕп тытать ăна аллинче Ульти. Тухса чупрĕ вăл. Часах çитрĕ кирлĕ çĕре. Турра шĕкĕр, алăка Илтимĕр уçрĕ.
* * *
Ульти лара-тăра пĕлмест. Вăл çав тери çунать Илтимĕрпе тĕл пуласшăн. Пырса кĕчĕ акă Минепи Ивановна патне.
— Анне, газ аванах çунать-и? — терĕ хайхискер.
— Тавтапуç, сӳнсе тарăхтармарĕ, — явапларĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Унтан кăшт тĕлĕнсе тăчĕ те каларĕ: — Чим-ха, Ульти, мĕн йĕркепе санăн аннӳ пултăм эпĕ?
— Сана эпĕ «анне», эсĕ мана «кин» тесе чĕнмелли хĕр упраç эпĕ. Пĕлен-çкĕ, Илтимĕр ывăлу салтака кайнă чух эпĕ ăна «сана кĕтетĕп» тесе сăмах патăм. Качча каймарăм. Вăл таврăнчĕ. Эсĕ ăна Тиляра качча илсе патăн. Турă Микуш пичче мар, час курмасть. Халь мĕн пулса тухрĕ? Ип курмарĕ унпа Илтимĕр. Арăмĕ ют арçынпа ача çуратрĕ. Юре, эпĕ каçарăп. Ăраскала пĕлме çук. Пурăнăç темле те çаврăнса килĕ, тем те парнелĕ. Илтимĕр арăмĕ патĕнчен тухса кайнă, вăл каялла çемйи патне таврăнмастех. Пĕр сивĕннĕ йăвана кайăк та çĕнĕрен иленмест. Шанчăкăм вут-кăварла ялкăшать, вăл мана кăчăк туртать, — савăнăçлăн хихиклетет Улвти. — Эпĕ ывăлупа пурăнма юлатăп. Акă сана — кин. Тен, халĕ пирĕн унпа иксĕмĕрĕн çĕнĕ кун пуçламалла? Пире юнашар тăратса пил пар. Ăçта-ха вăл халь?
— Чĕлхӳ çине çăпан тухасшĕ! Тьфу! — Минепи Ивановна кăмака умĕнчен турчка илсе тухрĕ те унпа Ультне хăмсарчĕ. Ятла-ятла ăна алăк патнелле тĕкрĕ: — Эсĕ-и-ха вăл пирĕн çинчен элек сараканĕ?! Э-э-э, мăнукăм Энтюк ашшĕ Илтимĕр мар эппин? Манăн вунă ывăл пулсан та сана, сĕренсĕр этеме, пĕрне те качча илсе парас çук. Халех тухса кайнă пул, унсăрăн пуçна çапса çуратăп!
Ульти вĕлт çеç тухса шурĕ. Карчамине хăй майлă çавăрайманшăн кулянать.
Пӳрте Мĕтри кĕчĕ.
— Анне, кампа ятлаçатăн эсĕ? — терĕ ывăлĕ. Вăл амăшĕпе кӳлешекен çынна курасла пуçне ун-кун пăркаласа илчĕ.
— Халь çеç Ультие пăсăрлантарса кăларса ятăм, — мăкăртатрĕ амăшĕ. — Илтимĕре качча тухма килнĕ. Ăçта пиччӳ? Пĕлместĕн-и?
— Тин çеç чугун çул станцинчен ăна ăсатса килтĕм. Энтюк ашшĕ вăл мар имĕш. Намăса тӳсеймесĕр пăрахса каятăп терĕ.
— Кирлĕ мара ан лăпăртат-ха.
— Тĕрĕсне калатăп, анне. Каллех иксĕмĕр тăрса юлтăмăр.
— Ăçта кайрĕ вăл?
— Таçта. Пуйăспа ларса кайрĕ. Ывăлĕн ашшĕ чăнах та урăххи имĕш. Тиляра çыру янă лешĕ.
— Эх, ытла айван-çке Илтимĕр. Элеке ĕненсе тĕнче тăрăх çапкаланса çӳрет-и ĕнтĕ? Хăйсем пурăннине кĕвĕçекен тăшмансем тем те туртса кăларĕç. Ачи каснă лартнă хăй. Йăлт ашшĕнне туртнă. Унăн та хамăр йăха пĕлтерекен тур палли пур. Пĕркун вĕсем патне кайсан ачан çав тур паллине хам куçпа хам куртăм.
— Манăн пур-и унашкал япала? — тĕпчет амăшне Мĕтри.
— Пулмасăр. Илтимĕрен те, аçун та пурччĕ. Тавăрса хăпарт-ха сылтăм урари шăлавар пĕççине. Çӳле, çӳлерех çĕкле.
Амăшĕ хушнине Мĕтри тăвать. Чăнах та курчĕ вăл: чĕркуççинчен çӳлерех пĕçĕ çинче ясмăк пĕрчи пысăкăш хăмăр пăнчă пур.
— Çакă тур палли-и? — пӳрнипе тĕллерĕ вăл.
— И-ия, — çирĕплетет амăшĕ.
— Халиччен нихăçан та асăрхаман эпĕ ăна.
— Пĕчĕк Энтюкăн та тур палли шăп çав вырăнта. Эппин, вăл ют ача мар, хамăрăн. Манпа, амăшĕпе, калаçмалла пулнă Илтимĕрĕн. Тен, аякках каймĕ-ха. Хăй йăнăшне ăнланĕ те Канаш станцинчех анса юлĕ. Киле таврăнатех.
7
Пĕр уйăх пурăнчĕ Тиляр ачипе çеç. Çак хушăра унăн пуçне çурхи шыв пек шухăшсем юхса кĕрсе чуна пăлхатрĕç. Илтимĕр пач çухалчĕ. Мĕтри шăллĕсĕр пуçне урăх никам та пĕлмест вăл ăçтине, лешĕ пытарса пурăнать унăн адресне те. Çапла хушнă ăна пиччĕшĕ.
Хаваслă пурнăçа пăснă икĕ çыру вара (вĕсене тĕплĕн пытарса хунă пулин те) Тилярăн асĕнчен самантлăха та тухмасть, куçĕ умĕнчен сирĕлмест. Праски Çеменĕн элеклĕ çырăвĕпе Илтимĕр хăй шухăшне пилĕк ыйту паллиллĕ хут татки Тĕмпек шырланкинчи Киремет йывăççин туратти çине тирсе хăварнă ылхан пек туйăнать.
Вăхăт тени, тупата, асамçă. Вăл ытла та чее. Кун иртет, каç пулать; хыçа юлать — талăк. Ĕнерхи кун тек нихăçан та сан пата таврăнмасть, ара, вăл пурăнас çула кĕскетсе сăн-пуç хитрелĕхне катертет. Çу кунне сар çупа танлаштараççĕ. Тĕрĕсех. Вăхăт-вăхăтпа çумăр çăвать, ун хыççăн хĕвел çĕр питне лăпкать. Йывăç-курăк ӳсет ем-ешĕл, сывлăш — сим пыл. Çутçанталăкпа пĕрле этем те улшăнать. Ăна иртни, пуласлăх хумхантарать.
Тиляр пуç мими хутлăхĕнче çырăннă роман страницисене уçать.
...Çапла. Тĕнчене хĕр пулса çуралнă вăл. Çĕр çинче мамăк пек çăмăллăн вĕçсе çӳренĕ. Хыпса çунмалли самантсем пулман мар пурнăçра. Путех, çавсем-тĕр çамрăк чуна пиçĕхтернĕ. Çитĕннĕ, кĕнĕ хĕр шутне. Качча кайнă юратнă çынна, ача та çуратнă. Хаваслăччĕ, ара, çумра юратнă, вăйлă çын пур — упăшка. Вăл нихăçан та памĕ ураран ӳкме. Шел. Сасартăк умра çĕр шар-р çурăлчĕ. Тиляр ӳкрĕ çĕр шăтăкне. Алă памарĕ çумри вăйлă çын. Вăл хупăрланă шăналăка сирсе çемьене хӳтлĕхе тăратмарĕ. Унăн кăкăрĕнче — чăх чĕри. Çитменнине, çухалчĕ. Мăшкăл! Ӳпкев пысăк. Кӳренӳ тени вăл чăн-чăн хĕскĕч, Унран çăлăнма питĕ хĕн. Вăл тинĕсри тăвăл хумĕ çине пăрахать те каллĕ-маллĕ лăкать, вара чуллă çырана кăларса çапать, выртан типпе тăрса юлнă пулă евĕр çатăлтатса. «Турăçăм, каçарсамччĕ, — пăшăлтатать Тиляр, — эпĕ таса чунлă хĕрарăм. Усал сунакана куçран калам-и; пуçна пултăр! Энтюка парăсăнччĕ чипер ӳссе çитĕнме ырлăх-сывлăх».
Пепке çуралсан пуçланнă Тилярăн çĕнĕ пурнăçĕ хăйĕн чаршавне уçрĕ. Кассăн-кассăн çил вĕрчĕ, умри тĕтрене сирчĕ. Ĕнтĕ малти чиперех курăнать. Ырă пурнăçшăн кĕрешĕве тухма Тиляр хатĕр. Юрий Гагарин космонавт пек, хăйне каларĕ вăл: «Кайрăмăр!» Уçăлчĕ йĕс хăлăплă хапха.
Тилярăн чи малтанхи каçалăкĕ вăл — ĕç. Панă-ха хĕрарăма канлĕ вăхăт пепкене уралантарма. Мĕн тăвăн? Паян çав ырлăхпа киленме пӳрмен ăна, тепĕр хутлăхра усă курĕ.
Ĕмĕтĕн пĕрремĕш пусăмĕ ăна ялти пĕччене тăрса юлнă ватă хĕрарăм Укахви инке патне илсе çитерчĕ. Нумайччен пуплерĕç. Вăл ырă кăмăллă асанне иккен. Пĕр чĕлхе тупăнчĕ вĕсен. Вара Укахви кинемей Тиляр патне пурăнма куçрĕ. Часах ăна ача хăнăхрĕ. Иккĕшне çеç хăварма та юрать. Çапла турĕ те.
Колхоз председателĕ питĕ савăнчĕ Тиляр ĕçе тухнăшăн, ара, бухгалтерсăр ĕç япăх пырать. Вăхăт-вăхăтпа килне ачине ĕмĕртме кайса килме чармаççĕ ăна.
Тăрăшса, чунне парса ĕçлет Тиляр. Ăна çĕнĕ ĕмĕтсем тыткăнланă. Вăл хăй валли ывăлĕпе пурăнма çĕнĕ çурт лартасшăн. Илтимĕр пурна киле таçтан пĕр-пĕр майра ертсе таврăнĕ. Ку тĕп сăлтав. Тата вăл пурне те Илтимĕрсĕр те тулли пурнăçпа пурăнма пултарнине кăтартса парасшăн. Тиляр пачах йынша хур чĕппи мар, вăл — улăп, паттăр. Кирпĕч çурт лартма унăн укçа çителĕклĕ. Амăшĕ çĕре кĕрсен унăн туприне аппăшĕпе иккĕшĕ çурмалла валеçнĕ. Халĕ ăна кил вырăнĕ — паçма кирлĕ. Ăна ял çыннисем пухура татса парĕç. Тата унăн тепĕр питĕ хивре ĕç пур — Праски Çеменне тавăрасси. Унран судпа алимент шыраса илесси. Суд хĕрарăм майлă пуласси куçкĕрет, ара, Праски Çеменĕ «ача ашшĕ — эпĕ» тесе çыру çырнă Тиляр патне. Ку вăл — документ.
«Куççуль тăкаççĕ ĕнтĕ, — ăшĕнче кулать Тиляр, — выртса йĕрĕç укçи-тенкине хĕрхеннипе. Çав кирлĕ вĕсене. Кашни çын хăй пакăç ĕç тунишĕн явап тытмалла».
Тăрăшса ĕçлет Тиляр. Унашкал ĕçчене халăх час курать, пуçлăхсем те ун йышши çынна çул уçса параççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ бухгалтер хисеплĕ çынсен ретне тăма пултарчĕ. Ферма, уй-хир ĕçченĕсем, ял хуçалăх инженер-техникĕсем юлашки уйăхсемшĕн ĕç укçи илчĕç. Çакăншăн бухгалтера тав тăваççĕ. Юнашар ялсенчи артельсенче ĕçлекенсене уйхи-уйхипе ĕçшĕн тӳлеймеççĕ.
Пĕррехинче ял-йышăн черетлĕ пухăвĕнче Тилярăн ыйтăвне те пăхса тухрĕç. Çурт-йĕр çавăрма ăна участок парас тесе йышăнчĕç.
Ĕççи пуçланиччен кирпĕч тиесе килчĕ вăл, ниме туса кăшкарне хăпарттарса лартрĕ. Тăрăшакан çынна Турри те пулăшать тесе ахаль каламан-тăр.
Ĕç юхса пырать Тилярăн. Хальхи вăхăтра çын пурнăçĕнче чи кирли — укçа. Ăна пулăшакансем самант тупăнчĕç, пӳрт ăш-чиккине майлаççĕ. Нумай та вăхăт иртмĕ, хуçи çĕнĕ çурта пурăнма куçĕ.
Кил-çурт выльăх-чĕрлĕхсĕр çара. Тиляр ĕне туянма ĕмĕтленет. Сысни, сурăхĕ те вите-картана тултарĕç. Вĕсене çитерме апат кирлĕ. Уя акнă чĕкĕнтĕре пăхса ӳстерме колхоз ял çыннисене валеçсе парать. Тиляр та çынсенчен юлмарĕ, тăватă йăран йышăнчĕ. Ĕçĕ сахал мар, пилĕке авмалăх пур. Кĕркунне кăларсан колхоз виçĕ пайран пĕрне пăхса ӳстерекене парать.
Утă çулас вăхăт çитсен Тиляр та улăха çава йăтса тухнă. Чашлаттарнă ешĕл сĕткенлĕ курăка, айккинче тăсăлса юлнă сарлака паккус.
Анчах бухгалтера шут ĕçĕ пусмăрласах сĕтел хушшине лартать. Уйра тăрмашакансене ĕç укçи памалла.
Ирхи кӳлĕм. Тиляр шут шăрçисене каллĕ-маллĕ шакăртаттарать кăна. Алăка шаккаççĕ.
— Кĕрĕр! — ирĕк пачĕ Тиляр.
Пӳлĕме яш каччă кĕрсе тăчĕ. Сывлăх сунчĕ.
— Бухгалтер эсир пулĕ? — терĕ хайхискер.
— Тем кирлĕччĕ?
— Эпĕ геолог. Пирĕн йыш сирĕн колхоз çĕрĕ çинче нефть шырать, — ăнлантарать хайхискер. — Колхоз какай, çĕрулми уйăрса панă пире. Мĕн чухлĕ тӳлемеллине бухгалтер шутласа парать терĕç. Тав турра, аранах тĕл пултăм. Вырăнта яра кунах лармастăр ахăр.
— Урăх ĕçсем те тыткăнлаççĕ. Халех шутлăпăр мĕн чухлĕ тӳлемеллине, — терĕ Тиляр геолог çине куç хĕррипе пăхса. Сасартăк ăна палласа илчĕ. Тăван ял шкулĕнче пĕр класра вĕреннĕ, вара Хусан хулине пĕрле вĕренме кайнă — çаксем самант асне килчĕç. Çинçешке арçын ачаран сарлака çан-çурăмлă йĕкĕт пулса тăнă. Хĕвелпе пиçсе хуралнă хăй. Куçĕсем çеç улшăнман — кăн-кăвак. Вĕсем ĕлĕкхи пекех ăшшăн пăхаççĕ.
— Салам, Янук Тайнаров! — терĕ Тиляр. — Паллаймастăн та-и?
— Чим-ха, — хăйса шăтарасла пăхрĕ хайхискер. Пал-ларĕ те кăшкăрсах ячĕ: — Ай-уй! Тиляр, эсĕ-иç ку! Сана кунта тĕл пуласси асра та çук.
— Кĕркуннехи куян пек шупкаланнă ахăр. Ватăлнă, — текелерĕ Тиляр йăпăштин кулкаласа.
— Апла мар-ха. Унчченхинчен ытла чечекленнĕ ху. Пăхса ытармалла мар — хитре.
— Хĕрарăм хăçан чиперленет? Юратакан пур пулсан.
— Ăнлантăм.
— Йăнăшан. Эсĕ ман пурăнăç пирки ним те пĕлместĕн.
— Илтнĕччĕ-ха, аннӳ çĕре кĕнине пула медфака вĕренме таврăнайманнине, аппу патне куçса кайнине, çемьеленнине...
— Упăшка манран тарчĕ. Хусаххăн пурăнатăп.
— Шахвăртса калаçан-тăр.
— Эпĕ нăйăлти хĕрарăм мар. Сана çĕнĕ çурт ĕçкине чĕнетĕп.
— Хăçан?
— Нефть тупасси çăмăл мар. Сирĕн ĕç паян-ыран пĕтмест. Вăхăт çитсен пĕлĕн. Кӳр документусене.
* * *
Çĕр каçах тĕв тытнă шухăш Тиляра ир-ирех вăратрĕ. Пӳлĕме тул çути кĕнĕ. Васкасах чӳрече патне пычĕ вăл. Пăхрĕ кантăкран. Ăна çутçанталăк тĕлĕнтерчĕ. Тӳпен тап-таса та шуранкарах çеçен хирĕнче пĕртен-пĕр япала куçа илĕртет. Вăл — çап-çутă кĕмĕл çурла уйăх. Ун вĕçĕнчех — çăлтăр. Калăн уйăх алка çакнă. Тиляр куçĕ çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ çĕрелле куçрĕ. Унта хăмач тăрăхĕ карăннă, хĕрлĕн ялкăшать. Урам урлă пахчари йывăçсем пĕлĕтелле кармашнă, путех, хĕвел тухасса кĕтеççĕ. Пилеш хăйĕн илемĕпе илĕртет. Çупкам-çупкам çырли саррăн-хĕрлĕн курăнать ешĕл çулçăсем хушшинче. Шурă шупăрлă хурăнсем сарă тутăрпа пĕркенне. Çил ачисем тин çеç вăранна ахăр, йывăç тураттисемпе юлхавлăн выляççĕ.
— Анне, (юлашки вăхăтра кил хуçи çапла чĕнет ăна), — вăратрĕ хĕрарăма Тиляр.
Кинеми самант тăрса ларчĕ. Каçхи калаçăва аса илчĕ те темле пăшăрхануллă сасăпа каларĕ:
— Праски Çеменне суда парасах тетĕн-и? Çынна култармăн-ши?
— Унне, тăмананне, ыйхине уçмалла. Тупăннă анра. Систĕр ача ашшĕ мĕн тути каланине. Çын пурнăçĕпе выляма юрамасть. Ача пукане мар.
— Хăвăн ирĕкӳ, эппин. Чей вĕретме лартам, — кухньăна кĕрсе кайрĕ Укахви.
Тиляр васкасах тумланчĕ. Вăл хура вельвет шăлавар, сарă хăмăр сăран пальто тăхăнчĕ. Уринче утма çăмăл пултăр тесе аял кĕлеллĕ пушмак. Вăрăм сарă çӳçне çивĕтлемерĕ, тураса якатрĕ те çурăм хыçнелле ячĕ, пуçне шурă берет тăхăнчĕ. Укахви кинемей апат сахал çинĕшĕн мăкăртатса илчĕ. Хăй пăхса ытараймасть, мухтамасăр та тӳсеймерĕ:
— Тупата, эсĕ, Тиляр, каснă лартнă супăнь хучĕ çинчи майра.
— Ытлашши ырлан. Юратнă çыннăн кăлтăкĕ курăнмасть. — Тиляр хыпаланса килтен тухса вĕçтерчĕ.
Илтимĕр амăшĕ Минепи Ивановна кинĕ патне килмен кун иртмест. Мăнукне Энтюка чунтан юратать мар-и. Пушă алăпа çӳремест вăл нихăçан. Кучченеçĕ унăн: ĕне юр-варĕ. Пĕчĕк этеме сĕт, тăпăрч кирлине пĕлет асламăшĕ, унсăрăн ача-пăча вăй илмест.
Ку хутенче килте мăнукĕпе няни кăна.
— Кин ĕçре-тĕр? — текелесе сĕт тултарнă чĕресе хăех кухньăна кĕрсе сĕтел çине лартрĕ. Вара ăшă сĕте стакан çине ярса каялла тухрĕ. Ача пĕлет ăна асламăшĕ сĕтпе сăйлассине. Выляканскере Минепи Ивановна аллине тытрĕ.
— Ух, мĕнле ӳснĕ эсĕ, пепкем!
Ачин мĕнпур сăмахĕ те ăх-х! ăх-х! Ку: «Асанне, эпĕ сана питĕ-питĕ юрататăп...» — тени пуле ахăр. Ача асламăш аллинчи сĕт тултарнă стакана ярса тытать, асламăшĕ пулăшнипе тути патне илсе пырать, сыпать. Лăнкăрт-лăнкăрт çăтать.
— Ĕç-ĕç, — хĕтĕртет ватти. — Тӳттӳ тутлă. Сĕт ĕçсен вичкĕн каттиллĕ ӳсĕн. Катăк шăллă каччăна хĕрсем тиркеççĕ.
Укахви, хăна умĕнче сăмах пуçласшăн тăпăртатса тăраканскер, аранах çăварне уçрĕ:
— Тăхлачă, пĕлетĕн-и-ха эсĕ? Тиляр паян Праски Çеменне суда пама кайрĕ. Унран алимент шыраса илесшĕн вăл.
— Ах, çав кине, мĕн-ма айванланать-ши? Ара, пĕлет-иç, ача — хамăрăн. Клеме пур! — асламăшĕ арки çинчи ачан уринчи чăлхине антарчĕ те хайхи тур паллине кăтартрĕ: — Пăх, Укахви. Çак япала — пирĕн йăх палли. Илтимĕрĕн те, Мĕтрин те, вĕсен ашшĕн те пур, шăп çав вырăнта. Мĕншĕн çыхланмалла çав çум çаккипе? |
— Тиляр хăй ачи пирки иккĕленет тетĕн-и-мĕн? — кулкаласа илчĕ Укахви. — Паллах çук. Ачи Илтимĕрĕн-ха. Икĕ хут иккĕ тăваттă пулнипе пĕрех. Вăл Праски Çеменне, карма çăвара, тавăрасшăн, выртса макăрттарасшăн. Алиментне тӳлемеллех тусан Çеменпе амăшĕ укçине хĕрхенсе, тупата, хытăскерсем, çакăнса та вилĕç.
— Ним калама та пĕлместĕп, — тет ассăн сывласа Минепи Ивановна.
— Ĕç тухсан пĕç çапса кулăпăр, — каллех ахăлтатрĕ Укахви.
— Кин ытла лара-тăра пĕлмест. Мĕншĕн хăйĕн çурт лартмалла пулчĕ-ха ун?
— Куншăн ăна ырламалла çеç. Ку упăшкин çурт-йĕрне салатни мар, хăй йăва çавăрать. Хакла хăвăн кинне.
— Укахви, санпа килĕшетĕп эпĕ, шухăшу тĕрĕс сан, — куçне мăчлаттаркаласа илчĕ Минепи Ивановна кĕсйинчен пĕчĕк шурă тутăр кăларса тута хĕррисене сăтăркала-са. — Мур илмен Илтимĕре, пĕчĕккĕ чухнехи пек, купарча урлă чĕн пиçиххипе çулса илĕттĕм. Ăçта пурăнать-ши? Адресне пĕлсен кайса çавăтсах киле илсе таврăнăттăм.
— И-и-и, Минепи Ивановна, çамрăксем пире итлĕç-и?! — кулянанçи тăвать Укахви. — Ăс кĕрсен хăех таврăнать. Тилярпа иккĕшĕ чиперех пурăнма тытăнĕç. Чупан лаша та такăнать теççĕ.
— Тавтапуç сана, Укахви, — терĕ Минепи Ивановна. — Ырă сăмах лайăх кун пекех.
Энтюк, асламăшĕ арки çинче лараканскер, икĕ карчăка йĕрмĕшсе чăрмантармарĕ. Вăл ĕçлĕ. Печени кăшлать, теттипе вылять. Вăхăт самаях иртрĕ. Ача куçĕ çине тăмана чĕппи пырса йăпшăнать пулас. Ăна тутлă ыйхă çупăрлать. Пуçне пĕкет те пĕкет вăл. Вара асламăшĕ пĕчĕк йĕкĕте кравать çине вырттарать. Ăна лăпкаса шăппăн юр-лать: ачине, паппине...
— Пахăр чунĕ, çывăрса та кайрĕ. Ытла та кунăçлă, — мухтать Укахви ачана. — Амăшне пăхнă мар-и. Тиляр ылтăн кăмăллă хĕрарăм. Унашкал çынна кăнтăрла çурта çутса шырасан та тупаймăн. Шăпах — пăрчкан.
— Илтимĕр ывăлăм та ылтăн. Тилярпа иккĕшĕ чăн-чăн ачăлташпа-мачăлташ. Пĕри теприне илем кӳрсе тăратчĕç. Кун каçа вĕсем пĕр-пĕрне: «Эпĕ сана юрататăп», — тенине çĕр хут та илтеттĕм. Мĕн тăвăн, Турри çапла уйăрăлса каймалла çырнă пулĕ.
— Тăхлачă, хыпса çунар мар-ха. Мирлешĕç.
— Çапла пултăрччĕ. Эпĕ каям-ха.
— Чим-ха, — терĕ Укахви. Вăл сĕтел çинчи кăкшăмран стакана сăра ячĕ те Минепи Ивановнăна тыттарчĕ, — çул курки.
Лешĕ хирĕçлемерĕ. Пăшăрхануллă калаçупа ăш хыпнăччĕ самаях. Тĕппипех ĕçрĕ. Вара сывпуллашса тухса кайрĕ.
Укахви кил хуçине, Тиляра ĕнтĕ, вĕри апатпа кĕтсе илесшĕн апат пĕçерме лартрĕ.
* * *
Праски Çеменĕн амăшĕ хăйсен урамĕнче пĕр-пĕччен каллĕ-маллĕ утса çӳрет. Çанталăк кĕр енне сулăннă. Кассăн-кассăн кăкăра касакан хытă çил вĕрет. Ватă çынсене питĕрех тумтир тăхăнма хистет. Праски инке çийĕнче те ăшă тумтир: тулĕ — пархăт, ăшнĕ — ватин хурса çĕленĕ пиншак. Вăрăм вăл, чĕркуççине те хуплать. Уринче — калушлă кăçат. Аллинче мăн туя. Унпа Праски инке умĕнчи çĕр çинче выртакан чул катăкĕсене, тăпра муклашкисене тĕккелесе вырăнтан хускаткаласа илет. Кăмăлĕ çĕкленӳллĕ. Кашнинех хăйĕн савăнăçĕ çинчен каласа парасшăн сăмах пуçлать. Ĕнтĕ кампа кăна пакăл-татмарĕ-ши? Аякранах асăрхарĕ: акă çулпа татах тепĕр хĕрарăм килет. Çывхарсан палларĕ: Крахук, халăх судĕнче ĕçлет. Лешĕ çывхарнă-çывхарман сăмахне вĕçертрĕ:
— Таçталла тапать?
— Сирĕн пата çитсе курас терĕм. Çемен ывăлу килтех-тĕр?
— Килте пулман тăк çапла урамра çӳрĕп-и?
— Хăваласа кăларса ячĕ-и-мĕн?
— Калан та кирлĕ мара, чĕлхӳ çине çăпан шăтасшĕ. Халĕ килте туй умĕнхи уяв пырать. Çемен авланма шухăш тытрĕ. Çитет асса çӳресе.
— Ывăлу сан, чăнах та, ытла йăкăс. Чапла хĕр тупрĕ пулĕ-ха, — тĕпчет Крахук.
— Тупата, хаваслăскер: качака путекки пек тăрс-тăрс! сиккелет, тиха пек кĕçенет, ихĕлтетет, качча кайман-ха, Çемене ыталать, чуптăвать.
— Хитре те пулĕ?
— Чечек пекех. Пăхăр çӳçлĕ, вĕçлеке янахлă, карăш мăйлă.
— Хамăр ял хĕрĕ-и?
— Çу-ук! Ман пулас кин йышши пăрчăкан пек хĕр ӳстерес тĕк ял хĕрарăмĕсен хăйсен тепĕр хут çуралмалла. Вăл учительница. Ют çĕршыв хĕрĕ. Ячĕ — Арук.
— Хальхи çамрăксем ятсене кĕскетсе те хуçкаласа аппаланаççĕ. Пирĕн кантурта Матĕрне ятлă хĕр пур. Хăйне вăл Рона тесе чĕнтерет. Санăн пулас кинӳн ячĕ тем тесен те — Марук. Акă сана — ют çĕршыв хĕрĕ. Вăл тем тесен те — чăваш.
— Ан кӳрентер мана. Ывăлăма ют çĕршыв хĕрĕсем тиркеççĕ тесшĕн-и эсĕ? Вăл манăн пуса чечекĕ мар, чăн-чăн пыршăл. Пулас арăмĕ ăна çапла ачашлать: эсĕ чултан вартнă статуй! тет. Эпĕ унпа килĕшетĕп.
— Праски инке, аслăк çинче авăн çапаймăн. Ывăлу кирлĕ-ха. Кĕрем ун патне.
— Каларăм-çке сана, Крахук. Вĕсен унта уяв, ан чăрмантар çамрăксене, — тет Праски инке.
— Эпĕ патшалăх ĕçĕпе çӳретĕп. Санăн ывăлна суда чĕнеççĕ, — терĕ те Крахук вĕлт çеç хапхаран кĕрсе çухалчĕ.
Пӳртре акăш-макăш шав. Вун-вуник çамрăк. Хăйсем йăслаççĕ. Пĕри, вăрăм çӳçлĕскер, урай варрине тăнă та сулахай урине çемĕ май тапа-тапа гитара калать. Юрла-канĕ юрлать, ташлаканĕ ташлать.
Кил хуçи — Праски Çеменĕ диван çинче ларать сарăлса. Ун арки çинче — чиперкки, шăпах арăмĕ пулма шутлаканскер ахăр, унсăрăн Çемене мăйĕнчен вăрăм аллисемпе çĕленле явса илмĕччĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр чуптăваççĕ.
Чăлан çумне тĕртсе лартнă сĕтел çинче ĕçме-çиме лăках.
— Çемен, — чĕнчĕ Крахук ун умне пырса тăнă май.
— Мĕн кирлĕ сана? Мĕнле хăйрăн, сĕмсĕркке, пирĕн пата шăп çак вăхăтра кĕме? — хирĕçет Çемен.
— Патшалăх ĕçĕпе çӳретĕп. — Крахук аллинчи кĕнекене уçрĕ те пӳрнипе тĕллесе каларĕ: — Çакăнта суда чĕнекен хута илтĕм тесе алă пус.
— Суда-а? Мĕншĕн чĕнеççĕ? — кăсăкланчĕç пурте Çемен умне капăрах пуçтарăнса.
— Алимент шыраса илесшĕн унран, — терĕ Крахук хĕр ытамĕнче ларакан Çемен унпа тӳрккес пулнăран.
— Алимент?! — çак сăмах пурин çăварĕнчен те пĕр харăссăн пуля пек вĕçсе тухрĕ.
Çемен шартах сикрĕ. Вăл ура çине сиксе тăчĕ. Яш-кĕрĕм ахăлтатать.
— Кам хăять манран алимент шырама? — ӳхĕрсе ячĕ Праски Çеменĕ. — Мăшкăлласшăн-и?
— Кампа çылăха кĕтĕн, çав ĕнтĕ, — ахăлтатать пĕри.
— Эсĕ, йĕксĕк, авланнăскер иккен. Суйрăн мана хусах тесе, — тытăнчĕ качча тухма хатĕрленнĕ хĕр Праски Çеменне çупкăлама. Алли ыратиччен кӳпкерĕ вăл. Вара урай варрине ярт каçăрăлса тăчĕ те кăшкăрчĕ: — Тус тантăшсем! Атьăр тухса каяр ку калпай килĕнчен.
— Арук, ан ĕнен ку суя хыпара, — йĕрет ӳлесех Праски Çеменĕ. Юратнă хĕр упраçне пырса ыталарĕ. Анчах лешĕ тĕксе ячĕ, çийĕнчен тапрĕ вирлех. Çемен авăнса ӳкрĕ. Яш-кĕрĕм ахăлтатса та йĕкĕлтесе тухса кайрĕ.
Кăшт вăхăт иртсен амăшĕ кĕчĕ пӳрте.
— Хăнасем кайрĕç те-и? Сахал сăйланчĕç-çке? Арукĕ те юлмарĕ-и? — ун-кун пăхкаларĕ Праски инке ывăлĕ чĕнменнине кура. Сасартăк курах кайрĕ: лешĕ ахлатса вырта парать урайĕнче.
— Мĕн чухли-мухли пулчĕ? — хыпаланса ӳкрĕ хайхискер. — Хĕнесе хăварчĕç-и-мĕн?
— Арук тапрĕ те антăхнипе кайса ӳкрĕм.
— Ых-х, хура шăна! Вăл çавнашкал хĕр пулчĕ-и? Эпĕ тек ăна урата урлă урине ярса пустармастăп. Тупата, чăн-чăн йытă ами.
— Анне, ытла ан ятла-ха. Вăл Крахукран усал хыпар илтрĕ те чăтаймарĕ ĕнтĕ кӳренмесĕр.
— Крахук, çăхан этемми, мĕн пакăлтатрĕ вара? Курам кăна урамра, пуçне çапса çурам унне.
— Ун пекех ан вăрç-ха ăна. Вăл та айăплă мар.
— Ним те тĕшмĕртместĕп сана, ывăлăм.
— Илтимĕр арăмĕ Тиляр манран алимент шыраса илме суда панă. Крахук повестка килсе тыттарчĕ пĕтĕм çамрăксем умĕнче. Ăнлантăн-и ĕнтĕ? — кашкăр пек уласа йĕме тытăнчĕ Çемен.
— И-и-и! Ара, эсĕ, эппин, кĕрт йытти. Намăссăр! Тĕрĕс тапнă сана Арук кирлĕ çĕртен.
— Хуп çăварна! Кăвар сирпĕтен! Пушар мĕнрен тухнине пĕлместĕн ху! — ятласа тăкрĕ Çемен амăшне хăртнипе чун ыратни чарăнас пек. Вара урайĕнче выртаканскер тăчĕ те сĕтел умне пырса çур стакан эрех тултарса ĕçрĕ. Кун хыççăн амăшне те черкке тыттарчĕ. Лешĕ ĕçрĕ янках. Эрехшĕн чунне пама хатĕр-çке мĕскĕн. Сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ вăл. Тутине çĕленĕнех сас кăлармарĕ. Кĕтет ывăлĕ сăмах пуçласса.
Сехетĕн вăрăм йĕппи ăна-кăна чухламасть, шăвать те шăвать хăй майĕн. Вунă минут иртрĕ ав.
— Авланасси çырма леш енче купăс каласа иртсе кайрĕ, аннем, — терĕ Çемен.
— И-и-и, ара, ватăлса кăмака çине хăпарса выртас вăхăт çитмен-ха. Авланăн.
— Алиментщике кам качча тухĕ? Суд тӳлемеллех йышăнсан тĕнче тăрăх хутаç çакса çӳреме лекет. Шутла-ха эсĕ, вунсакăр çул, кашни уйăхра манран укçа ирĕксĕр тытса юлаççĕ-çке-ха. Пĕтетпĕр.
— Мĕншĕн ăна-кăна виçсе пăхман-ши эсĕ унпа çылăха кĕриччен? Эсир, йытă çимен арçынсем, ĕçне туса пултăр. Кайран унта çĕр çăттăр. Халĕ чавса çывăх та, çыртаймăн.
— Эпĕ йăнăшнă. Тиляр ачине çуралсанах ман ача тесе йышăнтăм. Хăтăлаймастăп ĕнтĕ.
— Итле, ăс парам, — терĕ амăшĕ кĕленчерен черккене эрех ярса ĕçсен: — Ачи хăвăн-и, хăвăн мар-и, ĕçе суда çитерсе намăс, шырлăх курассинчен хăтăлар.
— Мĕнле маипа?
— Качча ил Тиляра. Унашкал хитре, ăслă, пултаруллă, пуян хĕрарăм таврара çук. Вăл тата санран кĕçĕн. Тупата, ĕмĕр иртнине сисмĕн. Илтнĕччĕ-ха, вăл халь-халь хăй лартнă çуртне пурăнма куçать. Акă саншăн — рай. Çăкăрне пĕçернĕ хунă. Маччана сурса çеç вырт.
Праски инке чее хĕрарăм. Ывăлне хăварса карташне тухрĕ. Шухăшлатăр, чăрмантарма юрамасть ăна халь. Пахчине кĕчĕ. Кунта ĕнтĕ çуллахи илем çук. Улмуççисем самаях çаралнă. Тĕлĕнтермĕш! Варринчи ретре улмуççин çӳлти туратра пĕринче хĕп-хĕрлĕ панулми ӳкмесĕр юлнă. Вуллине силлерĕ хуçа. Çук, ӳкмерĕ. Сивĕрен те, вăйлă çилсенчен те хăрамасть. Паттăрскер. Кирек мĕн курсан та пахча хуçин пуçĕнче — ывăлĕ. «Нӳрлентермен чуста-ха вăл. Шав унаса тăмалла». Акă вăл тарасаран пĕр витре шыв ăсса пӳрте кĕчĕ.
— Хывăн пилĕк таран. Çăвăн! — хушрĕ вăл ывăлне. Лешĕ хурулашмарĕ. Амăшĕ унăн алли çине шыв ярса тăчĕ. Унччен те пулмасть, куркари сивĕ шыва çурăмĕ тăрăх чаш-ш! сапрĕ. Кăшкăрса ячĕ Çемен. Калăн, амăшĕ ăна чĕрĕ хулăпа çунтарса илчĕ.
Сивĕ шыв вăл çамрăк йĕкĕтшĕн — эмел. Ыратни, йĕни, кӳренни, кăмăл хуçăлни — йăлтах сĕвĕрĕлчĕ. Вăй кĕнине чиперех сисрĕ Çемен.
Халь ăна амăшĕ чи чаплă тум тăхăнма ăс пачĕ. Çийĕнчех шифоньер уçрĕ. Çемен çекĕлтен вĕçертрĕ кирлĕ çи-пуç. Пĕтĕм дивана йышăнчĕ вăл. Калăн, лавкка сакки çине сутма сарса хунă тавар. Ав костюм, салат тĕслĕ, Çĕрпӳ ярмăрккинче туянни, шурă кĕпе. Путех, мăйне бабочка çыхать, ав вăл, хĕрлĕ бархăтран хатĕрленĕскер, кĕпи çинче выртать. Пушмакĕ вара çӳллĕ кĕлеллĕ (яштакарах курăнас ĕмĕтпе туяннăскер ĕнтĕ), хуп-хура, тĕттĕм пӳртрех йăлтăртатать, ара, вăл лаклă-çке-ха. Тумланчĕ. Çӳçне якатрĕ. Пуç тăрне шлепке лартрĕ.
— Тиркеме май çук сана, — мухтать Çемене амăшĕ. — Ăçтан тупайĕ Тиляр, ачаллăскер, санашкал илемлĕ йĕкĕт? Санашкаллисем, патька, çĕрте выртса çӳремеççĕ.
— Çитĕ, ытлашши ан мухта.
— Мĕн, тĕрĕс мар-и? Хамăн та пырас мар-и санпа? Тем тесен те иккĕн иккĕнех.
— Ухмахна кăтартса çӳреме-и? Лар килте кутна хĕссе.
Праски Çеменĕ алăк патĕнчи йăрхахран хура плащне вĕçертсе илчĕ те тăхăнчĕ. Вара сăхсăхсах тухса кайрĕ.
Утатчĕ-ха Праски Çеменĕ, ырă шухăш-ĕмĕтсемпе авăрланнăскер, урампа. Юри мăшкăлланăн кĕркуннехи куштан çил пахча картисем хушшинчен вăш-вăштăр, ши-ши! шăхăрса вĕрчĕ. Тупата, вăл ашкăнчăк çил. Ара, Çемен пуçĕнчи хура шлепкене вăр-вар хывса илчĕ те айккинел-ле вăш-ш! ывăтрĕ. Ку çитмерĕ-ха, çил ачисем хайхи шлепкене йăпăр-япăр ярса илчĕç те, мечĕк пек, пĕр-пĕрне перкелешсе вылярĕç кăна. Вара кăлтăрмач пек кустарса çумăрпа ислетнĕ пылчăклă çул хĕррине лач! пăрахрĕç.
Урам урлă каçнă йĕкехӳрене хăваланăн шлепке хыççăн чупрĕ, унталла-кунталла пăхмасăр. Хуса çитрĕ Праски Çеменĕ хăйĕн хура шлепкине. Ăна илес шухăшпа пĕшкĕнсе аллине тăсрĕ. Мĕн амакĕ? Шăп çак самантра шлепке çунатти хĕрри çинчен атăллă ура çĕкленсе айккинелле пăрăнчĕ, анчах кăмăла хуçакан йĕр юлнă. Вăл — пылчăклă уçăмсăр ӳкерчĕк.
— Хи-хи-ик! Çемен, мĕншĕн тарать санран сомбреро? Аран тытса чартăмăр. Ха-ха-ха!
Пуçне каçăртса пăхрĕ те Праски Çеменĕ курах кайрĕ: ахăлтатса кулаканни — Тиляр иккен. Ăна хулĕнчен çавтăнни — хайхи геолог. Çулла вăйăсенче те куркаланăччĕ ку çынна. Çамрăксем ăна Янук Тайнаров геолог тесе чĕнетчĕç. Праски Çеменĕн хăлхине пĕрре мар кĕнĕ: Тиляр хыççăн чупать. Халĕ ку сăмах-юмах тĕрĕс пулнине ĕненчĕ. Ăшне мĕнле ан хыптăр ара: хăй куçĕпе хăй курчĕ. Çук унăн телейĕ. Каллех кая юлчĕ. Хаяр шăпа татах хĕçне çĕклет. Иртсе кайрĕç. Каламаллаччĕ-и тен ăшри сăмаха? Чĕлхе çыхланчĕ, такам тутана çăпата пек пысăк çăрапа питĕрчĕ.
Мăшăр утрĕ те утрĕ малалла, хушă вăрăмланнăçемĕн вăрăмланчĕ. Кăшкăрсан та халĕ ĕнтĕ илтес çук Тиляр. Праски Çеменĕ шлепкине çĕртен илсе пуçĕ çине лартрĕ. Темшĕн куçĕ хуралса килчĕ, пуçĕ те çаврăннă пек туять. «Эпĕ тĕлĕкре аташса çӳретĕп, — шухăшларĕ Праски Çеменĕ. — Чăн-чăн пурнăçра кунашкал йӳтеме кирлĕ мар».
* * *
Ульти тахçантанпах шăл хăйраса çӳрет Тиляра. Тĕл пулсан ăна хăртма мĕн-мĕн каламаллине хăйĕн асне çырс-çыра хучĕ. Çав самант çиттĕр çеç, алтăртан кăмакара типĕтнĕ хытă пăрçа тăкнăн сирпĕтĕ чĕрине касса татакан усал сăмахсем. «Йĕрсе ярĕ, — ихик! кулса илчĕ Ульти. — Юхтартăр вĕри куççульне. Çав кирлĕ. Анчах ăçта çӳрет-ха вăл? Е йĕтеме, е хире, е фермăна, е шкула кайнă теççĕ. Калăн, бухгалтер мар, колхоз пуçлăхĕ».
Урамăн кашни кĕтесĕнчех Тиляра сыхлама тытăнчĕ Ульти. Икĕ яра кун иртрĕ. Виççĕмĕш кунĕнче тăп-тăр кăнтăрла ăнсăртран тенĕн, ним кĕтмен çĕртен, клуб умĕпе иртнĕ чух Тиляра, унтан тухаканскере, курах кайрĕ. Ун çийĕнче хӳхĕм тум: вăрăм хура пальто, пуçĕнче шерепеллĕ тутăр. Уринче çӳллĕ кĕлеллĕ атă. Çăлтăр пек ялкăшакан куçне Ульти çине ывăтрĕ.
— Тусăм, салам! — терĕ ăшшăн Тиляр.
Ульти хăйне темле ăшă хум лăпканăнах туйрĕ. Юлташĕн ырă кăмăлĕ ăна тыткăнларĕ, хăй те сисмерĕ — хĕве чикнĕ «чул муклашкисем» шăкăрах тухса ӳкрĕç. Анчах Тиляр чиперлĕхĕ ăна çийĕнчех шăртлантарчĕ — сар çу пек ирĕлме юрамасть. Тиляр — тăшман, савнине туртса илнĕ, хăйне чăртмах кăтартмалла.
— Сана сывлăх сунмастăп, — кăнттаммăн каласа хучĕ Ульти. — Эсĕ ахаль те çăмарта пек çап-çаврака.
— Тĕрĕс. Эпĕ çăмарта хăпартни. Эсĕ ав — пулă хуппи. Никам та ăмсанмасть сана.
Юлашки вăхăтра Тилярăн та чĕлхи хăйранă çĕçĕ пек вичкĕнленчĕ. Пурнăçĕ çапла пулма хушрĕ пулас, ара, унсăрăн шăши те хӳрипе çапса хăварать. Тупăнсах тăчĕç мар-и хаяр çынсем.
— Тиляр, эсир Илтимĕрпе уйăрăлса пĕтрĕр-и çак?
— Мĕн аташатăн эсĕ? Эпĕ Илтимĕрпе уйрăлма шухăшламан. Эпир пĕрле пыл та çу пурăнатпăр.
— Ан вĕçкĕнлен! Упăшку тухса тарни никамшăн та çĕнĕ хыпар мар.
— Таврăнать. Йытă та хăйĕн килĕ тĕлне пĕлет.
— Ют ачана пăхса ӳстерме-и?
— Мĕнле ют ача пирки сăмах ваклан эсĕ?
— Пăшатана михĕре пытарса усраймăн. Ачу ашшĕ Илтимĕр мар, Праски Çеменĕ. Ырăранах унран алимент шыраса илмĕн.
— Ха-ха-ха, — кулса ячĕ Тиляр. — Ара, Праски Çеменĕ пирĕн Илтимĕрпе иксĕмĕрĕн ачана юратать. Кун пирки хăй çыру çырса янă ман пата. Укçа кутран тапмасть теççĕ.
— Ых-х, юхха! Икĕ упăшкапа пурăнасшăн!
— Манăн икĕ упăшка, санăн пĕрре те çук.
— Хуть тăватă упăшкапа пурăн, йытă ами. Анчах мана Турă çырнине тавăрса пар.
— Мĕн каларăн эсĕ мана? Сана суда памаллаччĕ. Эпĕ урăхла тавăратăп сана, — Тиляр унталла-кунталла пăхрĕ, çын курăнмасть. Вара чăмăрĕпе пĕтĕм вăйран хырăмĕнчен хăп! чышрĕ. Лешĕ хурах кăшкăрса авăнчĕ. — Хуп çăварна, — терĕ Тиляр, — унсăрăн санран нимĕр тăватăп. Эсĕ манран пĕр упăшкине пама ыйтатăн. Тархасшăн. Чармастăп Праски Çеменне илме.
— Ан йĕкĕлте! Мана вăл мар, — нăшăклатать Ульти. Халĕ вăл ыратнипе мар, чунĕ хурланнипе йĕрмешет, — Илтимĕр кирлĕ. Качча каймасăр ăна флотран таврăнасса кĕтрĕм. Эсĕ туртса илтĕн. Пар тавăрса ăна.
— Ха, вăл манăн кĕсьере лармасть. Шыраса туп. Пурăнăр, чармастăп.
— Çыру çырса пар, — тилмĕрет Ульти.
— Мĕн тесе?
— «Сана, Илтимĕр, пачах юратмастăп. Ультие качча ил», — тесе.
— Ах, епле чее эсĕ, — кулса ячĕ Тиляр. — Манран евчĕ тăвасшăн! Тасал куç умĕнчен.
Тиляр палт! çаврăнчĕ те тăкăрлăкалла пăрăнса туххăмрах куçран çухалчĕ.
— Кайрĕ, — алне сулкаларĕ Ульти. — Тав тăватăп сана, Тиляр, шанчăк парнеленĕшĕн. Чун туять, Илтимĕр авланатех. Эпĕ унăн арăмĕ. Çак самантра вĕçсе çитĕттĕм, анчах çунат çукки касать.
Хăйне Ульти халĕ çĕнĕрен çуралнăн, валакра лĕп шывра чăпăл тунăн, амăшĕ ăна шурă юркапа чĕркенĕн туйрĕ. Вăл паянах вăрăм çула тухасшăн. Илтимĕр Владивосток хулинче пурăннине илтнĕ вăл. Адресĕ çук ĕнтĕ. Кашни киле кĕрсе тĕпчесе тухасшăн. Ырă ĕмĕтпе йăпанса хур аçи пек пĕр вырăнта тапăртатса илчĕ.
Тилярпа калаçнă хыççăн тепĕр икĕ кунтан ял çыннисем Ультие Канаш чугун çул станцийĕнче курнă, тухăçалла пуйăспа ларса кайрĕ терĕç.
* * *
Повестка. Ав выртать вăл Праски Çеменĕн килĕнче, сĕтел çинче. Хут татăкĕ кăна вăл, анчах каткари пыл çине пĕр кашăк тикĕт янăн пĕтĕм пурнăçа пăсать, чун-чĕрене чарăнусăр ыраттарать.
Суд... Никама та сиксе ташлама хĕтĕртмест çак сăмах тĕшши. Ăна, Праски Çеменне, каччă шутĕнчен тухманскере, суда чĕнеççĕ, Тиляр унран алимент шырать. Тĕнче мăшкăлĕ-çке ку! Ара, вăл унпа пачах çывăхланман. Эппин, мĕншĕн судлашмалла? Ят каять-иç. «Чим-ха, — чарчĕ Праски Çеменĕ шуйланнă шухăшне çырма тĕпĕнчи вак чулсем çийĕн шăнкăртатакан шыв юххине тăпра сапса пӳлнĕн, — эпĕ мар-и вара шурă пир тăрăх лапăртаннă атăпа утса тухаканĕ? Таçтан Ульти тупăнчĕ хура ĕç тума, çав ĕслетрĕ Тиляр патне çыру çырса унăн пепкине хамăн ача тесе йышăнма. Тĕл пулсан, тупата, хăлха чикки тыттарма тиветех ăна. Йăнăшнă эпĕ. Тепĕр тесен, пуриншĕн те юрату айăплă. Çавă ыррине те, усаллине те тутараканĕ. Тиляр мана юратмарĕ, Илтимĕре качча тухрĕ. Мĕншĕн? Эпĕ унран япăх-и? Мана та Тур папай ăс-хакăлтан, сăн-сăпатран, пӳ-сирен катăк туман. Пурте пур. Специальность тесен — строителъ. Илтимĕр кам? Килчĕ флотран, çӳрерĕ карттус çумне çыпăçтарнă йăрăм-йăрăм лентине вĕçтерсе. Моряк! Тупăнчĕ хĕрсен чунне тыткăнлакан. Çăмăлчак! Юратса пурăннă-çке-ха ăна Ульти. Çу-ук, унпа килĕшмерĕ. Лекрĕ унăн капкăнне çамрăк айван хĕр — Тиляр. Пурăнăç вăл хай евĕрлĕ: юратупа юнашарах хаяр тавăру чуптарать. Кам хĕрхенчĕ мана кăвар çине пăрахнă ăман пек авкаланнă чух? Никам та. Мĕн тумаллаччĕ манăн? Ирĕксĕрех мăшкăла, чун ыратăвне вĕсене те тутантарас килчĕ».
Çырчĕ вара Тиляр патне элеклĕ çыру, ăна мар, тĕрĕссипе каласан, унăн упăшки Илтимĕре вулама. Çак таса мар ĕçпе Тиляра хăй майлă çавăратăп терĕ-ши?
Пурте тăрăхласа шăл йĕреççĕ халĕ Праски Çеменĕнчен.
— Эй, алиментщик!
— Ӳлĕм асра тыт: ют арăм алăк умĕнче — капкăн.
— Тĕкĕнмен эпĕ Илтимĕр арăмне, — хирĕçлесе çитереймест мĕскĕн йĕкĕлтекенсене.
Хĕрсем ăна хăйсен çывăхне ямаççĕ.
— Ан çулăх, ман ята варлан! — тет пĕри.
— Кăтарт-ха ачуна, куçĕ санăнни пек-и? — тет тепĕр чиперукĕ.
— Курман, — урăх самах та тупаймасть çын. Юлашки вăхăтра ыйхă вĕçрĕ Праски Çеменĕн. Аптранă енне турăш умĕнче кĕлтурĕ: «Эй, Пӳлĕхçĕм, мана алиментран хăтар, лăпкă ыйхă пар».
Утиял айне чăмрĕ хайхискер. Кĕтет канлĕ ыйхă çупăрласса. Чăнах та, тахăш вăхăтра куç хупанкисем усăнчĕç. Тытăнчĕ чиперех хуп турттарма. Тĕлĕк, кино пуçланчĕ. Тĕп геройĕ — хăй. Юнашар ялти фермер патĕнче ĕçлеççĕ пек. Тырă упрамалли кĕлет туса пĕтерчĕç. Хуçа ĕçшĕн укçа тӳлерĕ. Чи нумай укçа илекенĕ вăл — Праски Çеменĕ. Хĕпĕртет çын, ихĕлтетсе кулать, ытарайми пăхать укçа тăрмакласа тытнă ывăçне. Унччен те пулмасть, пăтĕрĕнчĕк мăйăхлă хура тете унăн укçаллă аллине кап! ярса тытрĕ.
— Халех ирĕклĕн панă пул! — хăмсарать хурах. — Ку йăлт алимент укçи!
— Кунта манăн тăватă пин тенкĕ! — ăнлантарасшăн Çемен, сасси тухманнипе хăшкăлать. — Ку шутран мĕнпурĕ те пин çеç тӳлемелле.
Хăлăхсăр этем ниме те уямасть, тăпăлтарать кăна.
— Ху-ра-а-ах! — кăшкăрса ячĕ Праски Çеменĕ. Ку хутĕнче сасси янăравлах тухрĕ ун.
Амăшĕ ывăлĕ кăшкăрнипе вăранса кайрĕ.
— Ай турах! — вырăнĕ çинчен сиксе тăчĕ. — Вăрăсем кĕнĕ! — çари-и çухăрса ячĕ, ывăлĕ çывăракан пӳлĕме тĕлкĕштерсе пырса кĕчĕ. Ун-кун пăхкалать, анчах никам та курăнмасть. Ывăлĕ вырăнĕ çинчех. Вăл хăрушла хăрăлтаттарать темшĕн. — Вĕлерчĕç-и-мĕн? — ӳлесе йĕрсе ячĕ хайхискер. — Çемен?! Сывлатăн-и эсĕ?
— Анне! Эсĕ-и ку? — куçне-пуçне чарса пăрахрĕ. — Лешĕ, пĕтĕрĕнчĕк мăйăхлă хура çын, ăçта?
— Нимле çын та курмарăм. Тухса тарчĕ ахăр. Мĕн хĕстерчĕ-ши? — çутă çутрĕ Праски. — Тăр, ывăлăм, пăхкала, мĕн çук.
— Ан пăшăрхан, анне, — терĕ ывăлĕ, — тĕлĕк курнă эпĕ. Ĕçшĕн тӳленĕ укçана пĕтĕмпех алимент тесе тытса илесшĕн тăрмашрĕ.
— Эх, ухмах этем, — куляннипе ахлатрĕ амăшĕ. — Ямăт укçана тытса илме пурте ухута.
Лайăххăн çывăрасси пулмарĕ çав каç.
Майĕпен тул çутăлчĕ. Ку — суд пулмалли кун. Амăшĕ какайпа çĕрулми ăшаласан канăçсăр çывăракан ывăлне ыйхăран вăратрĕ.
— Тăрсам, Çемен. Суд таврашĕ кая юлнине каçармасть. Штраф тӳлеттерсе тинкелентерĕç, — мăкăртатать Праски. — Ах, пуриншĕн те укçа, укçа пар. Хĕрарăмĕпе те ирĕклĕн выляма памаççĕ. Япала пулать-и çак?
Апатлансан Çемен чи хитре тум тăхăнчĕ: шурă кĕпе, чăпар галстук, çырма хăйăрĕ тĕслĕ костюм, хура плащ, шлепке. Унăн тĕсĕ те — хура.
Тухрĕ Çемен çула. Утать. Ял хыçа юлнăçем юлать.
Çул тăршшĕпех Праски Çеменĕ хыçалалла-малалла пăхрĕ тинкерсе. Кăлăхах. Тиляра курмарĕ, Шел, тĕл пуласса шаннăччĕ. Ăçта вăл? Тен, суда пымасть? Енчен те... нинай. Путех, район центрне ĕнерех вĕçтернĕ, çĕр выртрĕ-тĕр унта.
Акă çитсе тăчĕ Праски Çеменĕ кирлĕ çурт умне. Паянччен ку тĕлтен тротуар тăрăх вĕлт! çеç иртсе кайнă. Нихăçан та чарăнса тăман, тинкермен çурт çумĕнчи вывескăра мĕн çырнине, çапах та куç хĕррипе пĕр сăмахне курнах, вуланах — суд. Нихăçан та çак çурт алăкне уçса шалалла кĕме тивессе пуçа шухăш пырса кĕмен. Хаваслă пурнăçпа киленнĕ самантра кам шырлăх пирки пуçа ватать? Суд тытăмĕ уншăн мар, урăххисемшĕн, палламан путсĕр этемсемшĕн, кирлĕ тенĕ. Халĕ ĕнтĕ Праски Çеменĕ хăй те çав ăçтиçук çынсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кăмăлĕ хуçăлчĕ шутсăрах. Куçĕсем кӳлле путрĕç. Вăштăр çил сĕртĕнсе иртрĕ темшĕн. Эрешлĕ юр пĕрчи куç хăрпăкĕсене чăрăш йĕпписем терĕ-шим, ларчĕ пырса. Куççуль тумламĕ, хăйĕн вĕри чунĕпе мăнаçланчĕ-шим, ăна самант ирĕлтерчĕ, вара пит çăмарти тăрăх çийĕнсе юлнă шырланкăри шыв пек йăр-р! йăрлатрĕ.
Çурăмĕ хыçĕнче ура сасси илтĕнчĕ. Картлашка тăрăх пĕри хăпарать. Праски Çеменĕ çаврăнса пăхма вăтанчĕ. Хăй йĕнине çынна кăтартасшăн мар. Вăл ывăç тупанĕпе питне шăлма тытăнчĕ. Çак самантра ун çумне сĕртĕнсех иртнĕ хайхи çын — хĕрарăм. Вăл йăпăрт алăка уçрĕ те куç хупса иличчен шалалла кĕрсе çухалчĕ.
— Чим, — ыйхăран вăраннăн туйрĕ хайхи Çемен, — ара, ку Тиляр пулчĕ-иç! Мĕнле вара пĕр сăмах та хушмарĕ? Хам та тăм камит евĕр хытса юлтăм.
Плащăн сулахай çанни вĕçне хăпартрĕ вăл, пăхрĕ алă тунине çыхнă сехете. Палăртнă вăхăт çывхарать. Эппин кĕмелле. Вара ун хыçĕнчен алăк шатлатса хупăнчĕ. Пӳлĕм алăкĕсем çумне çырса çапнă тăрăх тупрĕ суд пулмалли пӳлĕме.
Малалла ĕç-пуç тĕлĕкри пек тĕр-тĕр пулса иртрĕ.
Чи малтан судья Тилярăн заявленине, унтан Праски Çеменĕн çырăвне, лешне, Тиляр ачин ашшĕ эпĕ тесе пĕлтернине, ара, вуларĕ.
— Хирĕçӳ таврашĕ çук пулĕ тетĕп? Пурте паллă, — терĕ судья.
— Йă-нă-ша-тăр! — кăшкăрчĕ Праски Çеменĕ. Сасси ăша кайнипе судьясем ăнланмарĕç пулас ăна. Вĕсем, судья тата икĕ заседатель, тăчĕç те хыçри пӳлĕме кĕрсе кайрĕç. Куç хулса иличчен каялла тухрĕç те. Судья хучĕ çине пăхса вуларĕ. Праски Çеменĕн çак самантран пуçласа Тиляр ачине пăхса ӳстерме, урăхла каласан, вунсакăр çула çитиччен, кашни уйăхра алимент тӳлесе тăмалла. Сывлăшĕ пӳлĕнчĕ унăн. Ара, çăлăнаймарĕ, типшар курчĕ. Чăнах та, вăйăран вăкăр тухрĕ.
Суд çыннисем, ĕçне вĕçленĕскерсем, çийĕнчех урăх пӳлĕме кĕрсе çухалчĕç. Зал та пушанса юлчĕ. Урама тухрĕ алиментщик. Ăçталла каймаллине чухлаймасăр ытахальтен пăхкаларĕ йĕри-тавралла. Тротуар çине ярса пусрĕ. Шăп çак вăхăтра ун çумĕнченех Тиляр, пĕр яш-кĕрĕмпе çавтăннăскер, иртсе кайрĕ. «Йĕкĕчĕ кам? Илтимĕр таврăннă-и-мĕн?» — шăтарасла тинкерчĕ Праски Çеменĕ. Палларĕ: геолог иккен.
— Ых, сыпăксăр кĕпçе, — мăкăртатса юлчĕ Çемен. — Пĕринчен алимент илет, тепринпе ыталанса çӳрет!
* * *
Минепи Ивановна, хăйĕн мăнукне Энтюка чунтан юратаканскер, кашни кунах кĕрсе тухать кинĕн çĕнĕ тăпăл-тăпăл кил-çуртне. Тиляр тĕлĕнтерчĕ ял халăхне паттăрлăхĕпе. Маттур хĕрарăм теççĕ ăна. Тĕрĕсех, унăн пӳртне кĕрсен тухас килмест, ара, ытла хăтлă. Пурнăç вĕресе тăнине туйтарать. Мĕн кирли пурте пур. Йăлтах е туяннă, е хăй аллипе тытса тунă. Упăшкин çуртĕнчен ним те, улăм пĕрчи те, илсе килмен.
Амăшĕ Илтимĕр ывăлĕн кирпĕч çуртне пăхкаласах тăрать. Кĕрсе тухмасăр чунĕ тӳсмест, анчах кашнинчех куççуль шăпăртатать унăн. Пĕрле пĕтĕм пӳрт ăш-чикки ӳлет пек. Вара йĕри-тавра пăхкалать васкавлăн. Пурте хăй вырăнĕнче. Часах алăк хупăнать шалтлатса.
Мăнукĕ Минепи Ивановнăн чиперех ӳсет. Ĕнтĕ утакан та пулчĕ. Асламăшне юратать, арки çине хăпарса ларать йăпăр-япăр.
Мăнукĕ патне Минепи Ивановна кăнтăрла пырать, ятарласа кинĕ апата пынă вăхăтра. Хальхинче те шăп çапла пулчĕ. Мăнукне чăкăтпа сăйлама тытăннăччĕ кăна, Тиляр таврăнчĕ те. Сывлăх сунчĕç пĕр-пĕрне. Вăл алă çукаланă вăхăтра Укахви кинемей сĕтел çине кăмакара пиçнĕ купăста яшки антарса лартрĕ. Яшка хыççăн сăйламалли Укахвин тутли пур — какайпа пĕçернĕ шаркку.
Апатра та сăмах-юмах шăпланмарĕ.
— Паян хыçалти урамри Матви Михали патне кайса килтĕм, — терĕ Тиляр. — Вĕсем ĕнине сутаççĕ. Туянас шухăшăм пур. Тата икĕ уйăхран пăрулать иккен.
— Вĕсен ĕнин сĕчĕ çăра. Çу лайăх ӳкет тесе пуплетчĕ арăмĕ. Туянма юрать, анчах икĕ киле пĕр ĕне çитмĕ-ши?
— Анне (Тиляр Минепи Ивановнăна «анне» теме пăрахман. Ку пăянамăшне чунтан савăнтарать), халĕ те хăвăр çиес юр-вара пирĕн пата çĕклетĕр. Эпĕ çамрăк, мана ĕне пăхма çав териех йывăр пулмĕ.
Кинĕпе пăянамăшĕн калаçу татăлчĕ. Алăка шаккарĕç. Почтальон кĕчĕ пӳрте.
— Укçа илсе килтĕм, — терĕ хайхискер.
— Мĕнле укçа? — кăсăкланчĕ Тиляр.
— Тахши санăн ятупа куçарнă. Мейĕр, — хут тыттарчĕ почтальон Тиляра. — Вулăр та алă пусăр.
— Э-э-э, ара, алимент, — терĕ Тиляр тыттарнă хута вуласан. — Укçи ытлашши сахал.
— Миçе тенкĕ? — тĕпчет Укахви кинемей йăл-йăл кулкаласа.
— Виççĕр тенкĕ çеç.
— Çитет, — хутшăнчĕ калаçăва Минепи Ивановна. — Ку çын кĕсйине алă чиксе вăрланипе пĕрех.
Почтальон калаçăва хутшăнмарĕ. Манăн ĕç мар тепĕ ĕнтĕ. Вăл часах тухса кайрĕ.
Хăйсем çеç юлсан сăмах-юмах çĕнĕрен чĕрĕлчĕ.
— Виç çĕр тенкĕ ытла сахал. Алимент темелĕх те çук, — пуçне сулкаларĕ Тиляр.
— Эх, кинĕм, нивушлĕ сан çак кĕлмĕç укçине илсе тăрас килет? — тет Минепи Ивановна кăмăлсăррăн. — Луччĕ хам парса тăратăп ытах начар пурăнатăр пулсан. Халĕ эпĕ пуян. Хăмла сутрăм хаклă хакпа. Праски Çеменĕнчен алимент илсе çылăха çеç кĕрен. Ачи унăн мар. Энтюк пирĕн. Пăхăр клейми çине, — асламăшĕ арки çинче ларакан мăнукĕн сылтăм уринчи тур паллине кăтартать каллех.
— Энтюк ăçтан Праски Çеменĕн ывăлĕ пултăр? Эпĕ унпа çывăрман. Ман чунăм таса. Анчах вăл хăйĕн ирсĕр ĕçĕшĕн асап тӳсет. Мана варлама тытăнса патак икĕ вĕçлĕ пулнине маннă. Ирсĕр ĕçшĕн явап тытмаллах.
— Праски Çеменĕ хыт кукар, амăшĕ пекех, — калаçăва хутшăнмасăр тӳсеймерĕ Укахви кинемей. — Вăл укçине хĕрхеннипе кунĕн-çĕрĕн йĕрет имĕш. Чире кайнă, вырăнпах выртать. Тиляра ылханаççĕ тет.
— Ман еннелле кăларса янă ылхан йĕпписем хăйсен чĕрисенех каялла пырса тăрăннине сисĕç-ха.
— Укçипе мĕн тăватăн? — кăсăкланчĕ пăянамăшĕ. — Нивушлĕ ача валли мĕн те пулин туянан?
— Пĕр пусне те тĕкĕнмен, тĕкĕнместĕп те. Тăлăх ачасен çуртне кайса паратăп.
— Сур ун укçи çине. Пар хăйне тавăрса. Малашне алимент илме чарăн. Халĕ çынсем пурте Энтюк унăн ачи тесе шутлаççĕ. Капла çын умне тухма намăс.
— Кам чăрмантарать Праски Çеменне, туптăр алимент тӳлеттермелле мар сăлтав, — кулкаласа илчĕ Тиляр.
* * *
Минепи Ивановнăн ăшĕ çунать, ара, Илтимĕрĕ пачах сас-хура памасть-çке-ха. Вилмен-ши? Чĕрĕ пулсан çыру çырмасăр мĕнле тӳстĕр?
— Мĕтри, килсе лар-ха ман çума, — чĕнчĕ вăл кĕçĕн ывăлне.
— Санпа ларма вăхăт çук. Клуба каятăп.
— Нумай тытмастăп. Пĕр сăмах çеç ыйтса пĕлетĕп.
— Мĕн-ха? — амăшĕ çумне тĕршĕнчĕ Мĕтри.
— Кала-ха тĕрĕсне: пиччун адресне пĕлместĕн-и?
— Çу-у-ук, — суйрĕ ăна ывăлĕ. Тилярпа Праски Çемене, Ульти çинчен йăлт çырса тăрать хăй. Илтимĕртен те икĕ хутчен çыру илчĕ. Кун пирки никам та пĕлмест, ара, çырăвне кил адресĕпе мар, район центрĕнчи почтăна «До востребования» тесе ярать. Пиччĕшĕн шухăшне Мĕтри çеç пĕлет. Тиляр алимент илнине пĕлсен питĕ кулянчĕ. Ят кайрĕ-çке-ха. Праски Çеменне те ятлать. Ачи унăн маррине судра кăтартса парайман. Мемме вăл. Халăх Тиляр ачи чăнахах та Праски Çеменĕн тесе йышăнчĕ ĕнте. Халĕ ĕнтĕ арăмĕ патне таврăнма хăюлăх çитмест. Пите кĕççе çĕлесе яла пырса кĕреймĕн. Намăс. Тата çĕнĕ хыпар чĕрине шăрпăк пек тăрăнчĕ. Мĕнле геолог çӳрет Тиляр патне? Сасартăк ăна качча тухсан? Йĕп çинчи пек пурăнать Илтимĕр.
— Ульти пиччӳ патне тухса кайнă теççĕ. Кутемĕн çитрĕ-тĕр.
— Ненай. Вăл Илтимĕр адресне пĕлмест-иç.
— Тен, вĕсем çыхăну тытнă. Тухса каять тенине илтсен мĕн-ма курса калаçмарăм-ши? Илтимĕр патне чиперех çитсен ман пата çыру яр вара темеллеччĕ. Адресĕ пулсан киле килме илĕртсе çыру çырăттăм. Таврăнатчех.
Ирхи апат хыççăн, чашăк-тирĕк çунă чух, сасартăк кăвак хуппи уçăлнăнах туйрĕ Минепи Ивановна. Хап! хыпса илчĕ ăна çĕнĕ шухăш хĕлхемĕ. Ялкăшать вăл, кăчăк туртса илĕртет. Пĕр тăхтаса тăмасăр çитмелле. Тумтир тăхăнса тухрĕ вăл килĕнчен. Çĕркаç тăман асрĕ. Çул çине ав епле кĕрт хывса хăварнă тĕл-тĕл. Тĕллев çавăтнă васкакан çынна çул такăр марри нимĕн чухлĕ те тарăхтармасть. Кăчăртаттăрах, нăтăртаттăрах ура айĕнче юр. Тен, вăл пуплет? Юр пĕрчисем ĕçпе утакан асаннене ăнăçу сунаççĕ. Хирĕç тулли лав килет. Фермăна ĕнесем валли апат турттараççĕ ĕнтĕ. Лавçи сывлăх сунчĕ тилхепине карт-карт турткаланă май. Çул çинче çуна çинчен тăкăнса юлнă тăлăмсем хура алса тулĕ евер курăнаççĕ. Çерçисемпе чакаксемшĕн — ырлăх. Чакаланаççĕ кăна. Апат шыраса тупаççĕ мар-и утă-улăм пĕрчисем çинче.
Акă курăнчĕ Минепи Ивановна кĕрес кил-çурт. Хапхи патне çитмелли сукмака юр хӳсе кайнă. Ăна хырса ĕлкĕреймен. Ашма тиврĕ. Кăçат кунчинчен юр кĕнине те уямарĕ вăл. Унччен те пулмасть, алăка уçса кĕрсе тăчĕ пӳрте.
— Салам, Çемен! — сывлăх сунчĕ Минепи Ивановна. — Пĕчченех тем? Аннӳ — Праски тăхлачă килте çук-и-мĕн?
— Ĕнер Çĕнкасри хĕреснанне патне кайнăччĕ. Тăманран хăрарĕ пулас, таврăнаймарĕ. Хам йăшнă-ха. Ним те ыратмасть, анчах ăш çунать, ĕç патне алă пачах пымасть.
— Эппин, санăн чуну хавшанă.
— Ăçтан тӳсес? Санăн йĕлмевĕс кинӳ пустаях алимент тӳлеттерет.
— И-и-и, ан та кала. Çăм çакки! Ытлашши куляннипе шуралăн та. Кăвакарсан хĕрсем те юратма пăрахĕç.
— Тахçанах пăрахнă. Пĕри те тепри алиментщик тесе çывăха ямаççĕ. Тӳсмелле мар йĕкĕлтеççĕ, — Праски Çеменĕ ӳлесех йĕрсе ячĕ.
— Ăнланатăп сана, ывăлăм. Тепле пулсан та санăн çав алиментран хăтăлмаллах. Куççуль тăкнинчен мĕн усси, тăрăшмалла.
— Тытăнатпăр. Анне Тиляра пăсса парас тесе кайнă-ха хĕреснанне патне. Вĕсемпе юнашар темле тухатмăш карчăк пурăнать тет, — Çемен ахлаткаласа аякĕ çине çаврăнса выртрĕ.
— Эсрелсемпе çыхăнни сире нимле усă та парас çук. Ку ĕçе саккунпа тумалла. Тăнла, сана хаклă ăс парам: суд хушнипе Тиляр ачин юнне тĕрĕслеттермелле.
— Мĕнле апла? Ăнланмарăм.
— Тухтăрсем юна тĕрĕслесе ачан ашшĕ эсĕ маррине пĕлеççĕ.
8
Аякри-аякри, çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ çĕрти, аэродромран çĕкленнĕ самолет ишет сывлăш океанĕнче. Малтан мала каять-ши вăл? Салонра ларакан питĕ васкакан Илтимĕршĕн самолет пĕр вырăнта тăнăнах туйăнать. Вăл вĕçме пикенсе çеç моторсене çавăрса кĕрлеттерет пуль-и?
Мĕн-ма мĕшĕлтетет? Хыпалансамччĕ! Тӳсĕмсĕрленнĕ Илтимĕр мăйне иллюминатор еннелле пăрчĕ. Самолет тулашĕнче шурă мамăк сарнă уй-хир сарăлса выртать, анчах унта ешĕл çулçăсемлĕ йывăçсем çук. Ав мамăк капан шĕвĕр тăррине сенкер тӳпенелле кăнтарнă. Чим, ишĕлет тем. Унăн пайăркисене çил таçталла хăвалать. Куç хупса иличчен пăх та тăр: çӳллĕ-çӳллĕ тусем, шурă сараппан тăхăннăскерсем, лараççĕ шăкăрин умлă-хыçлă. Çавăнтах хăйсен кӳлеписене пир тăрăхĕ евĕр ярт! тăсрĕç. Таçтан-муртан камит тухать. Вăл кукша пуçлă папай, шурă сухалĕ вăрăм-вăрăм — пĕр чалăш.
Илтимĕре йăлăхтарчĕ самолет чӳречинчен тулалла пăхма. Ларчĕ юсанса. Куçне хупрĕ çеç, каллех сырăнчĕç тĕрлĕрен шухăшсем, ывтăнчĕ вара ашкăрса ӳсекен сухăр вĕлтрен çине. Ах, чĕпĕтет! Иртнĕ кунсен алăкĕ яриех уçăлчĕ.
...Тинĕсри шыв çулĕ тăрăх ишсе килнĕ карап кирлĕ порта çитсе вырнаçрĕ. Ĕçне вĕçлесе тухрĕ карапран Илтимĕр. Тӳрех чупрĕ почтăна. Ăна кунта шăллĕ янă çыру кĕтет. Алла илнĕ конвертран туртса кăларчĕ хут листи. Сарчĕ. Вара урайне тăкăннă хытă пăрçана пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнăнах çăтрĕ хыпар хыççăн хыпар.
«...Пичче, тимлĕн вула!
Суд Праски Çеменĕнчен (унăн çырăвне ĕненсе) Тиляр валли алимент шыраса илмелле тунă. Ахальтенех укçа тытса илнине тӳсеймен енне лешĕ вилесле чирленĕ.
Ăна хĕрхенекенсем тупăннă та ăс панă: эсĕ чăнахах та ача ашшĕ мар пулсан унăн юнне тĕрĕслеттер. Суд унăн ыйтăвне йышăннă.
Тухтăрсем чăнах та Энтюк ашшĕ Праски Çеменĕ маррине кăтартса панă.
Анне Энтюка питĕ юратать. Хамăрăн ача вăл тет. Унăн уринче клеме — тур палли пур. Вăл пирĕн йăх палли. Çав тур палли манăн та, анне каланă тăрăх, санăн та пур. Кур!»
* * *
Илтимĕр почтăран тухсан айккинерех пăрăнчĕ те шăлаварне тавăрса куçĕ ури тăрăх хăпарчĕ. Курчĕ вара хăйĕн тур паллине, ясмăк пысăкăш хăмăрскере. «Ача ашшĕ паллах — эпĕ!» — çирĕплетрĕ хăй шухăшне. Çырăва малалла вулама тытăнчĕ.
* * *
«Энтюк чиперех ӳсет. Тиляр вăл çулталăк тултарнине паллă турĕ. Уявĕнче пирĕн анне те сăйланнă. Çынсем чылай пухăннă, пурте парнепе. Тилярăн тусĕсем сахал мар. Вăл колхозăн тĕп бухгалтерĕ-çке-ха. Хусанта вĕренекен (ун çинчен çырнăччĕ, эсĕ паллан та пулас ăна) лешĕ геолог та пулнă. Ячĕ ун Янук Тайнаров. Хăйсен ялĕ, унпа вăтам шкултан пĕрле вĕренсе тухнă имĕш. Илемлĕ йĕкĕт. Çулла çаплах пирĕн ял тавра нефть шырарĕç. Час-часах ăна Тилярпа çӳренине кураттăмăр. Ял-йыш хушшинче хавха çӳрет: çав геолог Тиляра качча илесшĕн. Татах инкек-синкек пуличчен киле таврăн».
* * *
Мĕтри шăллĕ çырнă йĕркесем Илтимĕре вĕрилентерсе пăрахрĕç.
«Хамăн арăма никама та памастăп! Юрататăп ăна. Çитет, пĕри çыпăçса шар кăтартрĕ. Пастай-ха, сасартăк Тиляр мана йышăнмасан?»
Çак шухăш Илтимĕре шĕл кăвар çине пăрахрĕ. Çунать, ăшталанать. Тахçанах шăллĕ çырни асне килчĕ. Вăл килтен тухса кайнă кун Тиляр çапларах каланă пулать: «Илтимĕр паянах киле таврăнмасан тек вăл ман упăшка мар». Чăнах та вăл мана йышăнмасан? Ăçти шăтăка сикĕп вара? Мĕншĕн тухса кайрăм-ха? Пирĕн телейлĕ пурнăçа йĕксĕк пырса кĕнишĕн арăм айăплă терĕм-ши? Мăшăр вырăнне хурса хисеплет, юратать пулсан Тиляр мана шыраса анне патне пырса киле таврăнма ӳкĕтлеме чупса пырĕ терĕм-ши? Айван эпĕ. Тиляра чунтан юрататăп, вăл та мана юратнине туйнă, киленнĕ. Урăхла пулнă тăк мана качча тухас çукчĕ, ывăл çуратса парнелемĕччĕ. Эпĕ, айванскер, юратупа ӳсĕрĕлнĕскер, ним те хаклама ăс çитереймен. Кун пирки иккĕленмен. Кутăнлану — ман инкек. Çав килтен çавăтса тухрĕ. Тиляр халĕ йышăнмасан та пултарать мана. Ара, пурнăçра тавăрусăр çырлахмасть. Тивĕçлипе асапланатăп. Тилмĕретĕп, шăпам, Тиляр кӳренĕвне сир, тавăрса пар мана юратнă арăмпа ачама.
Çаплах вĕçет-ха сывлăшра тăпăл-тăпăл «тимĕр кайăк». Унăн ăшĕнче лараканнисенчен пĕри питĕ васкать. Вăхăтра ĕлкĕрмесен ĕмĕтне усал йăх-ях тăмпа шăлса хытарасран пăшăрханать.
Хирĕçле çиле çĕнтерсе вăркăнать тӳпере лайнер...