Сар саппунлă, сарă тутăрлă,
Çут куççуллĕ кĕркунне
Ылтăн туй тăвать те хурлăхлăн
Майĕпен хывать тумне.
Сарă питлĕх янăрать-и ку? —
Пат! ӳкет те панулми,
Кунсерен те талăк-талăкăн
Тем каять ним таврăнми.
Кайăк хур кас-кассăн иртрĕ те,
Сассинче мĕн? Илтрĕр-и? —
Те малашлăхăн кĕвви ĕнтĕ,
Те асаилӳ юрри?
Сар саппунлă, сарă тутăрлă,
Çут куççуллĕ кĕркунне,
Тунсăхпа килен те тунсăхлăн
Хăваратăн чĕрене.