Те кунĕпех утнăран, те çĕр вĕри пулнăран пĕçереççĕ-ши ура тупанĕсем? Пăчă. Шыв ĕçесчĕ те çав... Аннем килте кăпăклă сĕт ĕçтернине аса илсен сурчăка çеç çăтатăп. Умра – çăл, çул çӳревçе шăрăхра вăй паракан çăл. Тĕлĕнмелле, епле типмен-ха вăл?
Миçе эрне çумарĕ-ши ку çумăр,
çăвар тулли тусанĕ, хăямат.
Пуçне усса ларан ӳсен-тăранĕ
тăранĕ-ши ĕçсе чун каниччен?
Çĕр антăхнă, çĕр харсăрланнă, кушнă,
йĕпетĕччĕ хăть типĕ тутине.
Çав самантра, тĕлĕнмелле, эп илтрĕм хавшанă çĕрĕн ăшă сассине:
– Ывăлăм, ывăнтăн пулĕ, ăшу хыпрĕ пулĕ. Ĕç-ха шывне, ывăлăм.
– Тавтапуç, аннеçĕм.
Хураçырма. 1973, çĕртме.