— Коля, паян пирĕн пата виçĕ шакла пуçлă çын килчĕç. Ылтăн шăлсемпе. Куçĕсем сиввĕн тата шăнтса ямалла пăхаççĕ. Пĕр сехете яхăн сана кĕтсе ларчĕç, — ятлаçма пуçларĕ Валя, упăшки алăк урлă каçсанах. — Мĕнле çынсемпе эсĕ çыхлантăн-ши?
— Мĕнле шакла çынсем, мĕнле ылтăн шăлсем? — тĕлĕнсе тата хăраса ыйтрĕ Николай, милици капитанĕ. — Кӳрентермерĕç-и?
— Çук. Уншăн шикленме кирлĕ мар. Нимле япăх сăмах та калама пултараймастăп. Питĕ йĕркеллĕ калаçрĕç.Тата вазăри чечексене куратăн-и? Кашни чечекĕ çирĕм пилĕк тенкĕрен кая тăмасть. Пĕтĕмĕшле вун çичĕ чечек. Кун пек чечексене эсĕ мана вун икĕ çул пĕрле пурăнатпăр пулин те, парнелемен. Эпĕ илесшĕн марччĕ, пĕри, хăйне Паххан ятлă текенни, Николай Сергеевич пире лайăх пĕлет терĕ. Ăна тата унăн çемйине хисеплесе парнелетпĕр терĕ.
— Миçе чечек терĕн? Вун çиччĕ?! Розăсем? — тарăннăн шухăшласа ыйтрĕ Микулай.
— Вун çиччĕ, вун çиччĕ. Розăсем, розăсем, — хуравларĕ Валентина.
Микулай аттисене хывнă хыççăн, васкамасăр китĕлне вешăлка çине çакрĕ, çӳçне турарĕ, ваннăна кайса пит-куçне, аллине çурĕ. Мăшăрĕ патне питĕ çывăххăн пырса 20-30 çеккунт пăхса тăчĕ те йăл кулса ыталаса илчĕ.
— Юратнă мăшăрăм! Вуçех те хăрама кирлĕ мар. Вĕсем мана тав тума килнĕ.
— Тĕрмере ларнă çынсемпе мĕнле ĕçсем пулма пултараççĕ. Хăçантанпа милици капитанĕ çакăн пек çынсемпе туслашма пуçланă? — хăй тĕлĕннине пытармасăр ыйтрĕ Валя.
— Валя, кăштах малтан апатланар-и? Ун хыççăн ку çынсен историне каласа парăп. Юрать-и? — тата çемçерех хуравларĕ Микулай. — Ăçта пирĕн профессорсем?
Тепĕр пӳлĕмĕнчен унăн икĕ ывăлĕ тухрĕç. Ваççа, тăххăрмĕш класра вĕренекенни, пит-сăнĕпе тăп-тăр ашшĕ, анчах та ашшĕ ĕçне чăтма пултараймасть. Кĕркури, кĕçĕнни, çиччĕмĕш класра вĕренекенни, ашшĕнчен шĕвĕр сăмси кăна, ыттисем пурте амăшĕн, милицин пĕтĕм ĕçне чунран кăмăллаканни.
— Атте, айтăр апат çийер те каласа паран. Юрать-и? — ыйтрĕ Кĕркури.
Микулай çемйи темшĕн ашшĕсĕр каçхи апата ларма хăнăхман. Уншăн вăл ятласа та пăхрĕ, йĕркеллĕ калаçса та. Çук, çемйе милици капитанĕпе килĕшмерĕ. Ашшĕ çĕрле кăна таврăнсан вара сĕтел хушшине лармасăрах çывăрма выртаççĕ. Мĕн тăвас тен, милици çемйи.
Каçхи апат калаçусăр иртрĕ. Пĕр сăмахсăр чашăк-кашăксене те çурĕç.
Шăппăн зала пухăнса ларчĕç.
— Вот, Валя, эсĕ каларăн, вун çичĕ чечек тесе, — ăшшăн пăхрĕ Микулай хăйĕн арăмĕ çине. — Истори çак числоран пуçланать те. Ака уйăхĕн вун çиччĕмĕшĕнче, икĕ çул каялла, çак виçĕ килнĕ çынсем Улатăр хулине хăнана кайма тухнă. Вĕсен тăхăр сехет каçхине юлташĕсем патне çитмелле пулнă. Çук, вĕсем çул правилисемпе хирĕçмен, нимле уголовнăй преступлени те туман. Скороçне те ӳстермен. Красноармейски еннелле каякан çул патне çитес умĕн вĕсен çулĕ çине пĕр ӳсĕр çын тухнă. Шоферĕ, сана эпĕ Паххан текенни, çак ӳсĕр çынна таптаса каять. Пахханĕ, аварине лекнĕ çынна пулăшас,тет. Анчах та ытти лараканнисем, ăна санăн айăп çук тесе, ку ĕçе тутармаççĕ, Улатăр еннелле васкатаççĕ. Тата таптанине никам та курман теççĕ. Пахханĕ вĕсен ĕнентерĕвĕсемпе килĕшет. Аманнă çынна пулăшусăр хăвараççĕ.
Тепĕр çур сехетрен вилме пуçланă çынна Красноармейскинчи çул-йĕр хăрушăсăрлăх пайĕнче ĕçлекенсем тупаççĕ. Аварине лекнĕ çын, тăнне çухатас умĕн, номерĕн юлашки числине калама ĕлкĕрет тата машинă тĕсне пĕлтерет. Шутлăр, авари вун тăхăр сехет те хĕрĕх минутра пулнă, çирĕм сехет те вăтăр пилĕк минутра мана пĕлтереççĕ. Эпĕ вăл вăхăтра ĕçре пулнă. Манăн компьютер çинче Республикăри пĕтĕм машинăн номĕрĕсем, тĕсĕсемпе.
Эпĕ, паллах, юлашки тăххăрмĕш номерлĕ машинăсене пăхрăм. Ун пеккисем вун çиччĕ пулчĕç. Каллех вун çиччĕ. Шурă машинăсем улттă. Тӳрех постсене пĕлтертĕмĕр. Улатăра çитес умĕн, пĕр çирĕм километрта, çак машинăна тупрăмăр.
— Çавăншăн сана тав тумалла-ши вара? — ыйтрĕ аслă ывăлĕ.
— Тĕрĕс, пĕр енчен тав тумалла мар пек. Анчах та ĕмĕрĕпе чĕрере çакăн пек йывăр чул йăтса çӳресси тата та йывăртарах пулмалла. Чăннипех, аманнă çынна пăрахса хăварнăшăн вĕсем статьясем илчĕç. Суд пулнă хыççăн пĕри ман çине кашкăр çине пăхнă пек пăхрĕ. Икĕ çул иртрĕ. Апла пулсан вĕсем тĕрмерен тухнă. Чечексемпе килчĕç пулсан, вĕсем манăн ĕçе хакланине пĕлтерет. Тав туни мана савăнтарать, эппин, эпĕ те кирлĕ çын иккен. Тĕрĕс-и?
— Аманнă çынни вилсе кайнă-ши вара? — татах ыйтрĕ Ваççа.
— Тавах турра, вилмен. Виçĕ уйăх пульницăра выртрĕ. Халĕ çулталăк ытла заводра ĕçлет.
— Эпĕ эсĕ рецидивистсемпе çыхланса кайнă тесе. Чăннипех çавăн пек пулсан, юрĕ ĕнтĕ, — терĕ Валя ассăн та çăмăллăн сывласа.
Урăх ашшĕн ĕçĕ пирки калаçу пулмарĕ. Çемьере милици ĕçĕ пирки калаçма юратмаççĕ пулин те, çакăн пек аса илӳсем пулкалаççĕ.
Микулайăн çак çĕрле çывăрасси пулмарĕ. Виçĕ сехетре пилĕк минутлă готовностьпе ĕçе чĕнсе илчĕç.
— Капитан юлташ! Çĕрпӳ трактĕнче КАМАЗ машина Москвичпа çапăннă. Москвичре ларакансем, пĕтĕмĕшле виççĕн, пурте вилнĕ. КАМАЗне тупма май килмерĕ. Свидетельсем çук. Командир сире çак операцине ертсе пыма каларĕ, — пĕлтерчĕ ГИ БДД дежурнăйĕ Абрамова, милици капитанне, шырас енĕпе аслă инспектора.
— Кайрăмăр проишестви вырăнне, — хăвăрт каларĕ Микулай хăйĕнпе пĕрле ĕçлекен милиционерсене.
Çĕрпӳ тракчĕнче çулĕ аван, Шупашкартан пуçласа Чĕмпĕре çитичченех пĕр çĕмĕрĕлнĕ çул лаптăкĕ те çук. «Преступника тупма пултарăп-ши, капитан?» — хăйне хăй ыйту пачĕ Микулай. «Куракан çын пулнă пулсан аванччĕ»
Проишестви вырăнне тепĕр çур сехетрен çитрĕç. Çĕрпӳ милици инспекторĕсем мĕнле авари пулнине каласа пачĕç, вырăнне кăтартрĕç, кам айăплине пĕлтерчĕç. КАМАЗ машинăн йĕрĕ çухалнине те калама манмарĕç. Проишествине никам та курманнипе вĕçлерĕç.
— Николай Сергеевич, — ун патне пычĕ Çĕрпӳ коллеги Анатолий Иванович, — кунта пĕр интереслĕ япала пур. КАМАЗăн сылтăм урапин резини ытлах çĕнех мар. Тата пĕр вырăнта пиллĕк пуслă укçа пек шăтăк пур. Авари хыççăн вĕсем йĕр çухатас тĕллевпе, паллах ăçта та пулин халĕ ремонт тăвасси çинчен шухăшлаççĕ.
— Тавтапуç Анатолий, — терĕ те Микулай, тӳрех ГГСпа пĕтĕм милици уйрăмĕсене хăйĕн шырав шухăшĕсене пĕлтерчĕ. Çул çумĕнче ларакан машинăсене ремонт тăвакан будкăсене тĕрĕслемелле. Яла мĕнле ют КАМАЗ пынисем пулсан, ял хуçисен участковăй милиционера пĕлтермелле.
— Капитан юлташ, — устав формипе пычĕ милици сержанчĕ Абрамов патне, — каçарăр та ман шухăшпа пĕр çĕре те шăнкăравламалла мар. Преступлени тăвакан машина аякках кайман пек туйăнать. Нимле КПМра та ăна палăртман. Апла пулсан вăл машина çак çывăхри ялсенченех. Эпĕ мĕн сĕнесшĕн? Çывăхри 5-6 километр периметрта кашни яла ,кашни тĕмĕне тĕрĕслемелле.
— Маттур, сержант, ку версипе килĕшетĕп, — терĕ те капитан, камăн мĕнле квадрата тĕрĕслемелли çинчен приказ пачĕ. Чăннипех, тепĕр хĕрĕх минутран, вăрман хĕрринче преступлени тунă машинăна шыраса тупрĕç. Шоферĕ питĕ ӳсĕр иккен.
— Мĕн чул çын ӳсĕр çын аллинче руль пулнипе вилет. Миçе ачана çакăн пек ухмахсем тăлăха хăвараççĕ, — терĕ хăйĕн ăшĕнче тарăхса Николай Сергеевич.
Преступника тупни çинчен аслă начальника пĕлтерчĕ, малтан панă командăсене отбой пачĕ. Çичĕ сехетре Шупашкарта хăйĕн кабинетне кĕчĕ. «Киле кайса апат çимеллех пулĕ, тата хырăнсан та аптрамасть» — тесе машинăпа килелле ухтарчĕ.
Килте пĕтĕм çемйи ĕçе, шкула каяс умĕн йĕп çинче ларнă пек ашшĕне кĕтни курăнчĕ. Ашшĕ сыввине курсан ачисем те, мăшăрĕ те уççăн хаш! сывласа ячĕç. Паллах, çĕрле мĕн пулни çинчен калама вăхăчĕ пулмарĕ. Кил пушанса юлчĕ. Микулай васкамасăр çăвăнчĕ, хырăнчĕ, апат çирĕ. Шалаварне утюгпа якатрĕ, çĕнĕ кĕпе тăхăнчĕ те каялла ĕçе васкарĕ.
Тăхăр сехетре командир патне планеркăна çитрĕ.
— Халĕ милици капитанĕ Абрамов паян мĕнле преступника тупни çинчен каласа парĕ, — сăмах пачĕ милици полковникĕ Андреев. — Тӳрех калатăп, пур проишествине те уçма пултараймастпăр-ха. Кун пирки Николай Сергеевичăн положенийĕ лайăхрах.
Микулай, пилĕк минут çĕрлехи преступлени çинчен каланă хыççăн:»Милици полковникĕ юлташ, паянхи преступленине уçнă çĕрте манăн пултарулăх çук теме те юрать. Эпĕ милици сержантне Иванова тав тума сĕнесшĕн. Унăн версийĕпе хăвăрт преступника тупма пултартăмăр. Иванов Çĕрпӳ отделенинче ĕçлет.»
— Илтрĕр-и, мĕн калать Николай Сергеевич, çĕрĕпе преступника шырать, тупать, тав сăмахне сержанта калама ыйтать. Тавтапуçах сана Николай Сергеевич, — терĕ те командир, хăйĕн аллинчи сехетне хывса, — ку сехете эпĕ Иванова парнелесшĕн, планерка хыççăн Çĕрпӳ хулине каятăп. Маттурсем пирĕн çамрăк шыравçăсем, преступниксене пирĕн хыççăн та çăмăлах пулмĕ, — терĕ. Полковник задачăсем лартрĕ, проблемăллă ыйтусем хускатрĕ, çĕнĕ приказсемпе паллаштарчĕ.
Николай Сергеевич планерка хыççăн хăйĕн ушкăнне пухрĕ. Мĕн тăвас тетĕн, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çакă пĕр-икĕ сехетрех унăн енĕпе тата тепĕр проишестви. Пĕр вунă — вун пилĕк минут задачăсем лартнă хыççăн, унăн ушкăнĕ каллех çул çине преступниксене шырама тухса кайрĕ.
Алăкран шаккарĕç. «Уçă, кĕрĕр,» — терĕ милици капитанĕ.
Пӳлĕме виçĕ кун каялла аварине лекнĕ çын кĕчĕ. Кĕнĕ çынна курсан, Микулай прошестви мĕнле пулнине аса илчĕ.
— Сывă-и! Мĕнле пурнăçсем?
— Сывах-ха. Иртсе ларăр Иван Петрович, — саламларĕ Николай Сергеевич тăрса, аллипе пукан çине кăтартса. — Мĕнле ыйтупаччĕ-ха эсир?
— Эпĕ çав ыйтупах, мана тĕкекен çынсем пирки. Вĕсем айăплă мар. Вĕсене тархасшăн пăравасăр ан хăварăр, тĕрме патне ан çитерĕр. Вĕсен вĕт çемйисем пур, кашнин виçшер ача, вĕсен урăх професси те çук , мĕнле вĕсем пурăнĕç, — хĕрхенсе, ăшшăн, пĕтĕм чунпа каларĕ Иван Петрович.
Çак сăмахсене илтнĕ хыççăн капитанăн çурăм пĕрре ăшăнса, тепре сивĕнсе кайрĕ. Пĕр предложенинчех чуна çитермелле хăватлă сăмахсем калама пулать иккен. «Маттур,» — хисеплесе ăшра шухăшларĕ Николай Сергеевич.
— Эсĕ, Иван, калатăн, санăн машинăна аркатаканнисен айăпĕ çук, — тимлĕн куçран пăхрĕ Микулай аварине лекнĕ шофер çине. — Апла пулсан эсĕ ху айăплă. Çул çинче пур шофер та правилăсене пăхăнса пырсан нимĕнле авари те пулмалла мар. Пурнăç вăл пурнăç, кам та пулин мĕнле те пулин йăнăш тăватех. Санăн ситуацинче эсĕ аваринче чăтаканни. Эсĕ айăплă мар. Анчах та хăв тĕрĕс мар ăнланнипе эсĕ преступниксене пытаратăн. Эсĕ çырнă хут тăрăх айăпли никам та çук. Проишествийĕ пур, аманнă çынни те пур. Апла пулсан уголовнăй преступлени те пур. Эсĕ вĕсен айăпне хăвăн çине илтĕн пулсан, закон умĕнче ответ тытмалла. Юрĕ, проишестви мĕнле пулни çинчен хамах каласа парам. Эсĕ машинăпа çула тухнă. Пĕлместĕп, тем айăппа, санăн машину чарăнать. Паллах, машина вăл тимĕр купи. Чарăнмалли те пулать. Эсĕ ăна чĕртесшĕн. Вăл санăн чĕрĕлмест. Çав самантра сана хыçран темле машина пырса тĕкет. Çапла-и?
— Çапла, — хуравларĕ Иван.
— Паллах, сана мĕншĕн тĕкнине эсĕ ăнланмастăн. Айăплисем, вĕсем профессионалсем, кураççĕ, санăн айăп вуçех çук, вĕсем урăх тактика илеççĕ. Каçару ыйтаççĕ, машинине туса паратпăр, теççĕ. Хĕрхенессе шанаççĕ. Эсĕ вĕсен хутне кĕтĕн. Вара малалла тепĕр ыйту. Тархасшăн кала милицине эпĕр пысăк хăвăртлăхпа пыманнине. Эсĕ килĕшетĕн. Унтан хушаççĕ , хирĕç хăвăрттăн пĕр иномарка пынипе сана тĕкрĕмĕр, теççĕ.Мĕн пулать. Айăпли никам та çук. Иномаркăллă машинăна тупма май çук. Мĕншĕн тесен вăл япала пулман. Кам айăплă? ГАИ. Тĕрĕс-и? Тата калатăп, иккĕшĕ те сана пĕр деталь те илсе памаççĕ. Машинă тăвас кăмăллă çынсем, урăхла каласан, таса çынсем малтан милици патне пыраççĕ, официаллă хут çыраççĕ сана пулăшас пирки .
Пăх-ха, эсĕ мĕн çыратăн. Сана тĕкекенни вăтăр километр хăвăртлăхпа пычĕ, иккĕмĕш хăваласа иртсе каяканни — хĕрĕхрен ирттермен. Тăванăм, эпĕ хамăн ĕçе хисеплетĕп. Канаш хулинчен пĕр пилĕк километр иртсен Ульяновска каякан машина вăтăр-хĕрĕх километрпа каять иккен. Кулăшла, тĕрĕс-и? Пĕтĕмĕшлетсе калатăп, эсĕ тепĕр хут тĕрĕс ăнлантару хутне çырмасан, çак проишествинче ху айăплă пулма пултаратăн. Ăнлантăн-и?
Иван шухăша кайрĕ. Милици капитанĕ калани питĕ тĕрĕс. Чăннипех нимле иномарка та пулман, хăвăртлăхĕ те 80ран иртнĕ, айăпли хыçран тĕкекеннисем. Вĕсем макăрни, вĕсене ĕçрен кăларса яма пултарни, хăйсемех ремонт тума килĕшни, темскер тумалла?
— Объяснительнăйне тепĕр хут çырмастăп, — терĕ Иван милици капитанĕ çине пăхса.
— Хăвăн ирĕкӳ, — хуравларĕ капитан.
Милици капитанĕ Абрамов проишестви докуменчĕсене тепĕр хут пăхса тухрĕ, ун хыççăн темиçе хут листи чарăнмасăр пĕр сехет патне темскер çырчĕ.
Чăннипех, авари тӳсекенĕ Иван, хăй ытлашши ĕненнипе судра чăтакан вырăнне свидетель пулса тăчĕ. Тен ăна айăплатчĕç пулĕ, Абрамов çырнă хутсем пулăшрĕç.Паллах, капитан каланă пекех, никам та Иван машинине ремонт туса памарĕ.
— Николай Сергеевич, санпа темле Микушкин тĕл пуласшăн, вăл каланă тăрăх, эсĕ ăна пĕлетĕн, — шăнкăравларĕ дежурнăй милици капитанне.
— Юрать, мĕнле ман пата кĕмеллине каласа пар, — килĕшрĕ вăл.
Тепĕр темиçе минутран çамрăках та мар, пĕр хĕрĕх патнелле çитнĕ кăтра çӳçлĕ, хытканрах тата пĕр икĕ метăра яхăн çӳллĕшĕллĕ арçын кĕчĕ.
— Капитан юлташ, санăн мана валли пĕр 15-20 минут пур-и? — ыйтрĕ тӳрех кĕнĕ çын.
— Тархасшăн, ларăр. Сире мĕнле чĕнеççĕ-ха? — ыйтрĕ Микулай килнĕ çын çине пăхса.
Чĕнмен хăна ларчĕ, «Тавтапуç» сăмахне калама манса каймарĕ, вара ун хыççăн: « Мана Павел Васильевич тесе чĕнеççĕ,» — терĕ.
— Итлетĕп сире, — хирĕç ларса ыйтрĕ милици капитанĕ.
— Эпĕ сире водительсен пысăк вăрттăнлăхне каласа парасшăн. Каланăшăн укçа ыйтмастăп, — пуçларĕ Павел Васильевич текенни. — Сирĕн служба кашни кунах çулсем çинче. Машинăсем кирлĕ мар вырăнсенче скороçсене ӳстерсен, эсир вĕсене чаратăр та штрафсем паратăр. Тĕрĕс-и? Тĕрĕс, — хăех хуравларĕ калаçу пуçлаканни. — Мĕн чул сире улталаççĕ! Эсир участокра пурри çинчен 5-6 километртанах пур те пĕлеççĕ. Шоферсем сирĕн патран иртсе кайсанах хирĕç пыракан шоферсене тĕрлĕ меслетсемпе пĕлтереççĕ. Пĕрремĕшĕ: фарăсене çутатса, иккĕмĕшĕ: хулпуççи çине пӳрнесемпе пагонсем пур тесе кăтартса, виççĕмĕшĕ: хирĕç пыракан машинăна кача пурни кăтартса.
— Капитан юлташ, эсир мĕншĕн çырмастăр, — калама чарăнса ыйтрĕ вăртăнлăхсене калама килнĕ çын.
— Каçарăр та тархасшăн, сирĕн урăх ыйтусем çуккă-и? — хуравламасăр ыйту пачĕ милици капитанĕ, «мĕнле ку çынна кӳрнетермесĕр кăларса ямалла тесе» ăшра шухăшласа.
— Ку вăрттăнлăхсем вара сахал-и? Ман шухăшпа ик-виç километртан тепĕр пост лартмалла. Вара кам мĕнле сигнал панине куратăр, вĕсене те чаратăр та штраф памалли сăлтавне тупатăр. Мĕн чул тупăш тума пултаратăр. Эпĕ шутланă тăрăх 10-15 хут ытларах! Милицин пĕр посчĕ кунĕпе 10-15 пин тенкĕ укçа тума пултарать, — сиввĕн куçĕсене ялтăртаттарчĕ калаканни.
— Эсир мĕншĕн çынсене кураймастăр, — пӳлсех каларĕ Микулай.
Малалла калама тытăннă çынăн сывлăшĕ çитмен пек аллисене çапкаларĕ, калаçу чĕлхи ăнланмалла мар пулса кайрĕ. «Эпĕ, эпĕ... сире... пулăшасшăн.. ччĕ... — теме вăй çитерчĕ те, хăвăрттăн тăрса сыв пуллашмасăр пӳлĕмрен тухса шăвăнчĕ.
— Фу, — çăмăллăн сывласа ячĕ Николай Сергеевич.Вăл ку çыншăн вуçех те кулянмарĕ. Пулăшма килмен ку çын, ку — çын инкекĕсемпе савăнаканни. Хăш-пĕр çынсен пур çавăн пек кĕвĕçес йăла. Мĕн тăвас тетĕн, тĕнче лайăх çынсенчен кăна тăмасть, урăхлараххисене те çуратать. «Юрĕ, тен хăçан та пулин вăл та ăнланĕ,» — шухăшларĕ Микулай.
Телефонпа шăнкăравларĕç. «Трактор тăвакан урамра икĕ çынна машина вăрланă вăхăтра чартăмăр,» — пĕлтерчĕ пĕр ушкăн ертӳçи милици лейтенанчĕ Степанов. «Маттурсем,» — савăнăçлă хуравларĕ Абрамов, малалла мĕн тумаллине каласа. Мĕн тăвас тен, калама та кирлĕ мар ĕнтĕ çак лейтенанта, анчах та ним тумасăр капитан пӳлĕмре ларма хăнăхман.
— Охо, мĕнле вăхăт хăвăрт иртет, 11 сехет, — манăн вĕт çĕнĕ водительсен умĕнче калаçмалла, — терĕ те капитан, кирлĕ хутсене илсе хăвăрт хăйĕн пӳлĕмĕнчен тухрĕ.
Управленинче пĕр йăла пур, такам ăна кĕртнĕ, анчах та çĕнĕ водительсем пăравасем илсен, Абрамовăн вĕсен умĕнче темĕн пулсан та калаçмалла. Çавăнпа пулĕ проишествине каяс умĕн командир ăна тепĕр хут аса илтерчĕ. Командир сăмахĕ — саккун. Ниçта та кайса кĕреймĕн. Абрамовăн управленинче юлма тиврĕ.
Милици капитанĕ зала кĕчĕ. Ăна тăрса сывлăх сунчĕç. Абрамов права илнисене саламларĕ те тӳрех ĕç çинчен калама пуçларĕ. Çул-йĕр çинчи проишествисем çинчен, правилăсене пăхăнасси çинчен, Тĕслĕхсем, тĕслĕхсем... Калаçу ăшшăн та кăмăллăн иртрĕ.
— Ыйтусем пур-и? — ыйтрĕ калаçу пĕтес умĕн Микулай.
— Пур. Халĕ çул-йĕр правилисене пăснă çынсенчен мĕнле такса? — тăрса ыйтрĕ пĕр çирĕм пиллĕксенчен иртнĕ çамрăк арçын.
— Ăнланмарăм, сире мĕнле нарушенишĕн мĕн чул штраф тӳлемелли çинчен список паман-и вара? — ыйтрĕ юнашар ларакан ĕçри юлташĕнчен, милици инструкторĕнчен .
— Капитан юлташ, списокĕ пур. Эпĕ ун пирки мар. — малалла тăсрĕ çамрăк çын. — Ăнлантаратăп. Тĕслĕхрен, эпĕ кирлĕ скороçпе пымарăм, мана пост ГИБДД чарчĕ. Манăн штраф тӳлес килмест. Водитель удостоверени ăшне миçе тенкĕ хумалла? — куçран пăхрĕ хăюллăн ыйтакан арçын.
Милици капитанĕ хыттăн пӳлсе каласшăнччĕ. Анчах та пĕр жалобăна аса илчĕ. Ку çур çул каялла пулнăччĕ. Пĕр милици сержанчĕ кашни нарушенишĕн вăтăр тенкĕ илет тесе. Тĕрĕслерĕç те чăннипех милици ушкăнĕнче çакăн пек çын пулнă иккен.Халĕ вăл органра ĕçлемест.
— Мĕн каламалла сире ун пирки, — шăл ыратакан çын каланă пек пуçларĕ милици капитанĕ. — Ун пирки мана пĕр ваттисен сăмахĕ питĕ килĕшет. Мĕнле калаççĕ « Пĕр йӳçĕ çăмах, пĕтĕм яшкана йӳçĕтет». Ун пек çынсене куратăр пулсан, тӳрех пĕлтерĕр. Милицинче ун пек çынсем пулмалла мар. Паянхи кун манăн подразделенинче япăх çынсем çук. Тата ыйтусем пур-и?
— Пур, — аллине çĕклесе тăчĕ пĕр çамрăк хĕр. — Мана атте хăйĕн кивĕ Москвичне парнелерĕ. Паянхи кун машини лайăх, ним калама та пултараймастăп. Тĕслĕхрен манăн бампера вăрласан е çухалсан, çĕннине тумаççĕ, манăн çак машинăпах çӳреме юрать-и?
— Завод ун пек детальсене кăлармасть пулин те тĕрлĕ çĕрте заказпа тăвакан фирмăсем пур. Вĕсен урлă çĕнĕ бампер тумалла. Çав сехетрех тăваймасан, уншăн сана штрафламĕç. Паллах урăх правилăсене пăсмасан. Манăн ответ килĕшрĕ-и?
— Тавтапуç! Килĕшрĕ, — хуравларĕ хĕр темшĕн хĕрелсе.
«Мăнтарăнăн, паянхи кунах бамперĕ çук,» — шухăшларĕ милици капитанĕ.
Кăнтăр апачĕ темле кичем иртрĕ. Николай Сергеевичăн апат вăхăтĕнче те пирус туртнă вăхăтра та пĕр шухăш пуçран тухмарĕ. Мĕншĕн милици капитанĕн ĕмĕрĕпех талăкĕ- талăкĕпех ĕçре пулмалла? Кам ăна айăпланă? Е, унсăр пуçне урăх çын çук çак ĕçре? 13 çул пĕр ĕçре йытă пек ĕçлемелле-и? Урăх вырăн çук-ши капитан валли? Пăх-ха, виçĕ уйăх хушшинче пĕр канмалли кун та çук . Тĕрĕс калать мăшăр, упăшка пур чухне упăшкасăр пурăнатăп тесе. Тен, чăннипех ку ĕçе пăрахмалла?
Юрист дипломĕ пур, юлташсем пĕр-пĕр фирмăна адвокат пулма вырнаçтарĕç. Саккăр валли ĕçе кайăп, пиллĕкре килте пулăп. Ывăлсемпе кашни кун ларма вăхăт пулать, арăма килти ĕçсемпе пулăшăп. Нимĕнле кулянмалли сăлтавсем те çук.. Тен штабра хутсемпе ĕçлемелле? Вĕсемпе вăрçмалли те çук, нервăсем çирĕпленĕç. Çук, ку ĕç мана валли мар, эпĕ хутсемпе ларма юратмастăп.
— Николай Сергеевич, — шухăшсене татрĕ унпа пĕрле ĕçлекен юлташĕ Куприянов, — санăн сăн-питӳ шуралса кайнă, мĕн пулчĕ?
Микулай хăйне тĕкĕр çинче курчĕ те тĕлĕнсе кайрĕ, пурнăç çинчен шухăшланă чухне çын ватăлать иккен: «Пурнăç çинчен шухăшларăм,» — терĕ хăйне алла илсе . Çак самантрах капитан улшăнчĕ, çеккунтри меммелĕхе ăшран кăларса печĕ, халĕ вăл темле ĕç те тума хатĕр!
Кашни çынăн çакăн пек вăхăтсем пулкалаççĕ, милици капитанĕн те.
— Микулай, — тепĕр хут унпа калаçу пуçларĕ Макçăм.-Эпĕ эрне каяллахи преступлени патне тепĕр хут таврăнасшăн.
Милици капитанĕ Куприянов портфельтен васкамасăр преступлени папкине кăларчĕ, кирлĕ вырăнти хут листине Микулай умне хучĕ. — Пăх-ха, «Элара» фирма умĕнчен ют çĕршыв машинине мĕнле хăваласа кайни çинчен никам та пĕлмест, никам та курман. Кăнтăрла. Эрне хушшинче эпир преступленине уçас пирки пĕр листа та малалла кайман. Курнă çын çук, вещ.док çук, тен чăннипех преступниксен профессионаллă ушкăнĕ пур . Эрне хушшинче вăрланă «Ауди» ниçта та хăйне кăтартман.
— Тен Шупашкартах мĕнле те пулин тех. станцинче халĕ тĕсне улăштараççĕ, тен улăштарнă та. Тен пирĕн «Ауди» халĕ Çĕпĕрте ярăнса çӳрет.
— Максим Петрович, мĕн пулчĕ сана? Эсĕ урăх терминсемпе калаçма пуçларăн. Тен. Тен. Пуçна çĕкле. Преступниксене тупатпăр, машини те ниçта та кайса кĕмен. Пар-ха документсене....
Икĕ юлташ, икĕ милици капитанĕ тĕрлĕ версисем хăйсен умне лартрĕç. кашнине тĕрĕслемелле. Микулай хăйĕн пĕтĕм ушкăнне пухрĕ. Пурте пĕрле тепĕр хут преступлени йĕрĕпе тимлĕн тинкерчĕç.
Кăнтăрла иртсен икĕ сехетре, 14 сехетре, «Ауди» машина хуçи приборсем тăвакан завод умне тӳлемелле мар вырăнта машинăна лартать те Элара фирма çуртне кĕрет. Саккăрмĕш хута хăпарать. Тепĕр сехетрен каялла машина патне таврăнать. Машини çук. Вун пилĕк сехет те çирĕм минутра милицине пĕлтерет. Вун пилĕк сехет те вăтăр минутра çул-йĕр хăрушсăрлăх милиционерĕсем çак вăрланă машина ĕçĕпе ĕçлеме пуçлаççĕ. Прибор тăвакан заводра ĕçлекен дежурнăй каланă тăрăх, чăннипех « Ауди» машина пулнă, чăннипех, виççĕ иртсен машина стоянкăран тухса кайнă. Паллах, машинăра кам ларнине курман.
Милици пĕтĕм постсене машина вăрлани çинчен пĕлтерет. «Ауди» маркăллă машинăсене чарма хушать. Эрне иртнĕ, машина Шупашкартан тухман. Е машина хулара, е — мĕнле те пулин постсене пĕлтермелле мар хуларан, тен республикăран та вăрласа кайнă. Чĕмпĕр еннелле кайман пулмалла, мĕншĕн тесен вăл трассăран тухма çăмăлах мар: Çĕрпӳ, Канаш, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă, Тутарстанри постсем. Пур преступник та çак çулпа кайма вăй çитереймеççĕ. Хăраççĕ курăнать. Юрĕ, ку çулпа машинăна илсе тухман тейĕпĕр. Чул хула трассине илер. Етĕрне енчен машина мар шăна та тухма пултараймасть. Кунти милиционерсенчен пурте хăраççĕ, ку еннелле каякансем штраф илменнисем те сахал теме пулать. Тутарстан çулĕпе, кунта постсем сахал пулин те ... — тен çак çулпа?
Машинăна Шупашкартан илсе тухман пулсан? Машинăна шыракан ушкăн çак версипе килĕшрĕ. Мĕнрен пуçламалла? Хула пысăк. Пинĕ пинĕпе гаражсем. Çĕре яхăн техобслуживани станцийĕсем, тата çавăн чухлĕ уйрăм çынсем никама пĕлтермесĕр çĕмĕрĕлнĕ машинăсене юсаççĕ. Паллах, урăх меслетсем пулмасан, кашни гаража тĕрĕслеме тивет. Çук, ăçта та пулин преступлени çиппи пулмаллах. Анчах ăçта?
Милици капитанĕ Абрамов ку меслетпе сайра-хутра кăна усă куркалать. Ушкăнри кашни милиционерне ĕç парсан, Микулай тепĕр хут шухăша кайрĕ: Усă курмалла-ши « Крестный отецпа -кум ашшĕпе», тен унсăрах тупма май килет?
« Юрĕ, кайса килем-ха Мормон патне», — терĕ те хăй ăшĕнче Микулай, хăвăрттăн пӳлĕмрен тухрĕ.
Мормон, милици капитанне темшĕн хаваспах кĕтсе илчĕ. Те нумаях пулмасть пысăк укçа кăсьене лекнĕрен, те икĕ эрне хушшинче никам та милицине «пысăк» ĕçсемпе лекменрен.
— Ырă кун, начальник, — аллине пачĕ Микулая Мормон. — Темскер пулчĕ ĕнтĕ милици начальникне. Тахçанах ман патра эсĕ пулманччĕ. Каласа пар, мĕнле ыйтупа.
Пӳлĕме шакла пуçлă çын кĕчĕ. «Мăр-мăр, илсе кил-ха мĕн те пулин капитанпа пĕрле ларма, — терĕ Мормон кĕнĕ çынна.
— Итлетĕп, куммаçи, — тесе хăвăрт тухрĕ Мăр-мăр текенни. Чăннипех, тепĕр минут — минут çуртан çухалнă çын подноспа кĕчĕ. « Дисциплина çарти пекех,» — шухăшларĕ Микулай.
— Мĕнле ыйтупаччĕ çак? — тепĕр хут ыйтрĕ Мормон пĕрер черкке коньяк ĕçнĕ хыççăн, алăкран Мăр-мăр çухалсан.
— Ăнланмарăн-и халĕ те? — ыйту çине ыйту пачĕ Микулай.
— Чăннипех пĕлместĕп. Сан службăпа айăпа кĕмен пек туйăнать.
— Юрать. Апла пулсан итле. Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче « Ауди» машина тăп-тăр кăнтăрлах çухалчĕ. Машини паянхи кун Шупашкартах. Паллах, мĕнле йывăр пулсан та шыраса тупатăп. Анчах та хăвăртрах тупас килет. Эсĕ пулăшасса шанатăп.
— Вара ГИ БДД мансăрăн тупма пултараймасть-и? — тĕксе те тăрăхласа каларĕ Мормон.
— ГИ БДД санран пулăшу ыйтать, — тăрăхланине илтмен пек пулса тепĕр хут каларĕ Абрамов.
Мормон пĕр-икĕ минут «LM» сигарета шарламасăр туртса ларчĕ. Ун хыççăн виçĕ — тăватă минут тăрса пӳлĕмре унталла-кунталла уткаларĕ.
— Тупсан мĕнле статья çакатăн, начальник, — ыйтрĕ куçран пăхса Мормон.
Микулай ку ыйту çине хуравлама хатĕр пулнă пирки, тӳрех:»Машини çĕмĕрĕлмен пулсан, нимĕнле аварине те лекмен пулсан, тĕрме патне çитерместĕп,»-терĕ.
— Тупнăшăн мана мĕнле парне кĕтет?
— Мормон, эсĕ «хула королĕ» пулин те милици капитанĕ санпа суту-илӳ тумасть, ăнлантăн-и?
Мормон вĕçекен шăнана аллипе хăвăрт сулса тытрĕ те: « Тепĕр пĕр-икĕ талăкран хуравлăп,» — терĕ.
— Мана хурав интереслентермест, машина кăна, — хыттăн каларĕ Микулай.
— Юрĕ. Ман çынсем вăрланă пулсан, вăл машина 21 сехетре пĕр-пĕр урамра ларĕ. Пĕр услови. Никама та статья çакмастăн. Маннисем мар пулсан — эпĕ пĕлместĕп.
— Килĕшетĕп.
Милици капитанĕ Абрамов хула королĕпе ăнсăртран тăватă çул каялла паллашрĕ. Çуркунне, каç енне сулăнсан, унăн машинине Мормон хыçран тĕкрĕ. Те вăл вăхăтра кăмăл-туйăм лайăх пулнăран, те ĕç хыççăн хытă ывăннăран Микулай Мормона штрафлама мар, докуменчĕсене те ыйтмарĕ. Мормонĕ Микулая пĕр пин доллар сĕнчĕ, анчах та Микулай нимĕн те илмерĕ. «Милиционерсенчен те таса çынсем пулаççĕ иккен» — тасан шухăшларĕ вăл вăхăтра Мормон. Ун хыççăн хăйне ăнланмалла мар ĕç туса хучĕ. — Начальник, эсĕ мана питĕ кăмăла кайрăн. Çавăнпа сана кирлĕ вăхăтра эпĕ пулăшăп,» — терĕ. Абрамов вăл вăхăтра кампа çыхланнине ăнланмарĕ. Кайран, икĕ-виçĕ хут пулăшсан кăна вăл « хула кролĕ» пулнине пĕлчĕ.
Милици капитанĕ кайсан Мормон хăвăрт хăйĕн ушкăнне пухрĕ. Пурте пухăнсан, Болток ятлă çын çине тинкерчĕ . «Мĕнле машинăна эсĕ эрне каялла хăваланă? Мĕншĕн эпĕ пĕлместĕп?» — ыйтрĕ машинă вăрлас енĕпе ăстаçăран. — Машина вăрлас тĕллевпе мар «Аудине» хăваларăм, Тăрна ыйтнипе, — хăвăрттăн хуравларĕ Болток.
Мормон хăйĕн ĕмĕрĕнче тăхăр хут тĕрмере ларнă, пĕтĕмĕшле 19 çул тĕрме стажĕ. Ватăлас умĕн урăх ларас кăмăлĕ çукран хăй» йĕпе» ĕçсенче хутшăнмасть, преступниксен проценчĕсемпе пурăнать, дисциплинăна çирĕп тытать. Хирĕç калакансене урăх çын аллисемпе леш тĕнчене ăсатать. Мĕн калас тен, преступниксен тĕнчи. Вăл çак хула тĕнчин ертӳçи.
Мормонăн куçĕсем Тăрна çине куçрĕç. Тăрна текенни, куç вăйĕсене чăтаймасăр тăчĕ.
— Болток чăннине калать, — кăштах калаçура Тăрнан сасă чĕтрени туйăнчĕ. — Пĕр бизнесмен эпĕ пурăннă ялтан виçĕ машина КАМАЗ колхозран çĕр улми туяннă. Пĕр килоне сакăр вунă пуспа. Ытти çĕрте тенкĕ те çирĕм пуспа туянаççĕ. Çак бизнесмен Саратов облаçне кайса килоне ултă тенкĕ çурпа сутать. Эпĕ ун патне пытăм та кăштах пайне ыйтрăм. Вăл килĕшесшĕн мар пулчĕ. Вара Болток пулăшрĕ. Бизнесменĕ мана çуррине пачĕ. Виçĕ кун каялла эпĕ сана аллă кусок патăм вĕт-ха. Кашни килошăн хĕрĕх пус йӳнĕрех илнĕшĕн колхоз председательне тепĕр çирĕм тăватă кусок патăм. Уншăн хăть вĕлер, эпĕ айăплă. Председателĕпе пĕр партă хушшинче сакăр çул вĕренсе.
Мормон пӳлĕм чĕтремелле кулса ячĕ. Унăн куллине кура пурте ахăрма пуçларĕç. Тăраниччен кулнă хыççăн Мормон:» Преступниксем чăнлăха юратмаççĕ, теççĕ, тĕрĕс мар. Тăрна чăннипех паттăр. Сана орден памалла. Революционер. Пăх-ха, халăхшăн тăрăшать. Ай, маттур!- çурри шӳтлесе, çурри ытти укçи хăйне лекменшĕн тарăхса .
-Эсĕ машинипе халĕ мĕн тăвасшăн? — тепĕр хут Мормонăн куçĕсем çутатрĕç Болток çине.
— Чĕмпĕр еннелле хăваласшăнччĕ, ĕлкĕреймерĕм, — хуравларĕ пуçне хыçса Болток. — халĕ пĕр ик-виçĕ уйăх гаражра тытма тивет. Унччен тĕсне улăштарма шухăшлатăп, двигательне.
— Эсĕ миçе çул тĕрмере пулса, — ыйтрĕ Мормон сăмах калакантан.
— Çиччĕ, — хуравларĕ Болток.
— Санăн татах унта каяс килет-и? — хыттăн кăшкăрчĕ Мормон. — Манăн каяс килмест. Çитет. Апла пулсан эпĕ сана тĕрмерен хăтарасшăн. Ыран машинăна 21 сехет тĕлне никам курмалла мар Алькеш поселокĕнчи урамра лартан. Ăнлантăн-и? Сана тĕрмерен хăтарнăшăн мана пилĕк кусок памалла.
— Тавах Мормон, — савăнăçлăн хуравларĕ Болток. — Эсĕ каланă пек пулĕ.
Чăннипех, 21 сехет те 10 минутра милици капитанне «Ауди» машинăна Алькеш поселокĕнче тупни çинчен пĕлтерчĕç.
Абрамов Мормон патĕнчен тухсан вăхăт çине пăхрĕ. «Тăваттă иртни çирĕм минут»-ăшра каларĕ Микулай.
Çирĕм минутсăр пиллĕкре вăл хăйĕн пӳлĕмĕнче.
— Микулай, эсĕ ăçта çухалтăн, сана пĕр сехете яхăн командир шырарĕ, — пĕлтерчĕ Макçăм, юлташне курсан. — Вара сан вырăна ман каймалла пулчĕ.
— Мĕн çĕннине каларĕ командир? — пĕрремĕш ыйту çине хуравламасăр ыйтрĕ Абрамов.
— Пĕлместĕп, мĕнле тĕллевпе, анчах та санăн çирĕм сехетре мăшăрпа «Россия» ятлă ресторанта пулмалла. Милици тумĕпе мар. Эпĕ пĕлтернĕ.
Сана командир çав вăхăтра чăрмантармалла мар терĕ. Пур ыйтусене манăн татмалла, терĕ. — йăл кулса каларĕ Макçăм.
— Мĕн шăл йĕретĕн,ресторанта эрех ĕçме сана чĕнменшĕн-и? Е урăх сăлтав? — Макçăм каласа пĕтерменнине туйрĕ Микулай.
— Мана калама хушман, — тата шăл йĕрме пăрахмасăр тăсрĕ Макçăм.
— Юрать, кирлĕ мар, — кӳреннĕ пек турĕ Микулай. — Манăн киле васкамалла, Валентинăна пĕлтермелле. Эпĕ кайрăм. Мăшăрна Лидăна салам кала. Ыранччен. Ăнăçу сунатăп. Йывăр преступлени пулсан, пĕлтерме меслетсем тупма шанатăп.
Микулай хăйне мĕншĕн командир мăшăрĕпе ресторана чĕннине ăнланмарĕ. « Темскерле сюрприз хатĕрлеççĕ» — шухăшларĕ ăшра милици капитанĕ. — Япăххиех мар пулĕ-ха ресторана чĕнеççĕ пулсан».
Микулай киле ултă сехет çитичченех çитрĕ. Ку вăхăтра юлашки виçĕ уйăхра пĕрре те пулманччĕ-ха. Валентина мăшăрне курсан тĕлĕнсе кайрĕ.
— Хăçантанпа милици капитанĕсем ĕç пĕтиччен киле таврăнма пуçларĕç, — шӳтлесе кĕтсе илчĕ Валентина.
— Малтан Макçăмран салам, — пуçларĕ Микулай. — Валя, эпĕ паян кунĕпе сан çинчен шухăшларăм та пĕр сюрприз хатĕрлес терĕм. Чи илемлĕ кĕпӳсене тăхăн та санпа ресторана каятпăр.
— Мĕн таçтан ӳкрĕн им, — тĕлĕнсе ыйтрĕ Валя. — Е çĕртме уйăхĕшĕн ĕç укçи илтĕн? Илтĕн пулсан холодильник малтан тултармалла. Юпа уйăхĕнче çак уйăхшăн ĕç укçи илме тивĕç тесе шутлатăп.
Микулай ресторана укçапа каймалли çинчен мансах кайнă. Вăл вара кулакан тутисене улăштарса:» Валя, юрĕ, «нз» укçипе кайса килĕпĕр, — терĕ.
Абрамов çемйинче пĕр-пĕрне хирĕç калама хăнăхман. Валя çавна шута илсе-и, е ресторана каяс килнипе пĕр сăмах каламасăр килĕшрĕ.
Урама тухсан тин Микулай мăшăрне командир ресторана чĕннине каласа пачĕ.
Вĕсем çитнĕ çĕре уйрăм сĕтел хушшинче командирпа мăшăрĕ ларнине курчĕç тата вĕсемпе юнашар темле палламан полковник ларать. Милици капитанĕ вĕсенчен каярах çитнĕшĕн каçару ыйтрĕ.
— Николай Сергеевич, Валентина! Сирĕн каçару ыйтмалла мар, эсир кая юлман. Эпир малтан ятарласа çак паттăра чыслас тесе çитрĕмĕр, — терĕ командир Микулай çине савăнăçлăн пăхса.
Хĕрарăмсем юнашар ларчĕç. Пурте ларсан, командир черккесене «Господа офицеры» ятлă эрехпе тултарчĕ, ун хыççăн тăрса сăмах илчĕ.
— Паян Василий Миронович Мускавран ырă хыпар илсе килчĕ, — пуçларĕ Сергей Прокопьевич хăна çине пăхса. — Президент указĕпе Николай Сергеевича çул-йĕр хăрушăсăрлăх пайĕнче паттăр ĕçсем тунăшăн орден пама тивĕçлĕ пулни çинчен каланă. Орден указне те орденне совещанинче Василий Миронович вуласа парса наградăлать. Çавна шута илсе çак пысăк уява палăртас терĕмĕр. Эпĕ вара хамăн приказпа çак конверта парас терĕм, — командир Микулая пĕр конверт тыттарать. — Ку конверта килте кăна уçмалла. Сĕтелти апат-çимĕçшĕн тӳленĕ. Микулай, Валентина! Питĕ пысăк тав сире! Тост паттăр Микулайшăн.
Милици капитанĕ мĕне-мĕне, хăйне орден парассине кĕтмен. Вăл пĕрре хĕрелсе, тепре шуралса кайрĕ. Темскер каласшăн пулчĕ. Вара ним калама аптранипе мăшăрĕ çине йăл кулса пăхрĕ те тăрса тĕппипе эрехе ярăнтарчĕ. Валентина та çакăн пек савăнăçа тĕппипе ĕçсе палăртрĕ. Хăйĕн вăтăр виçĕ çулти ĕмĕрĕнче пĕрремĕш симĕс эреке тĕппипе ĕçни пулчĕ.
Микулай иккĕмĕш черкке ĕçнĕ хыççăн хăй сисмесĕрех шухăша кайрĕ. Ордена нимсĕр-мĕнсĕр памаççĕ. Милици капитанĕ пĕр кăшкăруллă преступлни çинчен аса илчĕ. Пысăк патшалăх парнине те çак сăлтавпа панине вăл пĕлет. Куç умне сакăр уйăх каяллахи преступленине мĕнле уçни тухрĕ.
Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче Рафаель ятлă çын тăванĕсем патне пуçтарăнать. Инçете каймалла. Юнашар республикăна, Тутарстана, Аксу районне. Арăмĕпе, Рамиляпа, сыв пуллашнă хыççăн гаражран хăйĕн «Жигулине» хăваласа тухать. Тепĕр хут «Новоюжнăй» районне хăваттерне таврăнать. Паспорта киле хăварнă иккен. Тепĕр хут савнă мăшăрĕпе сыв пуллашать те çула тухать.
Тепĕр эрнерен Фахрутдинова Рамиля гражданка милицине упăшки машинăпа пĕр эрне каялла çухални çинчен пĕлтерет.
Икĕ уйăх хушши патшалăх çул-йĕр хăрушăсăрлăх ĕçченĕсем нимĕнле çĕнĕ утăмсем те тума пултараймаççĕ. Пĕр йĕр те çук.
Икĕ çамрăк милици сержанчĕ ĕç хыççăн çĕрлехи бара кĕреççĕ. Паллах кăштах ĕçкеленĕ. Вĕсем патне пĕр çамрăк арçын çыпçăнать. Виçĕ çамрăк каччă татах ĕçеççĕ. Çыпăçнă арçын вăл кун следственый изолятортан тухнă иккен. Хытă ĕçнĕ хыççăн çак çын икĕ милиционера шăппăн: «Куратăп эсир ментсем мар, сире пĕр тĕлĕнмелле истори каласа паратăп,» — тет. — Никама та каламалла мар.
Милици сержанчĕсем те, ӳсĕрскерсем, пĕр-пĕрне ылталаса ним çинчен шутламасăр итлесе лараççĕ.
Изоляторта ларнă чухне ун патне тепĕр çын ыйтупа пырать. Икĕ уйăх каялла çак çын машинăна вăрласа хăй гаражне лартнă иккен. Халĕ ларакан çын машинăна сутасшăн. Сутасшăн та мар, парнелесшĕн. Ахалĕн милици унăн йĕрĕ çине тухма пултарать. Изоляторта ларнă чухне тупсан, тепĕр статья хушма пултараççĕ. Çавна шута илсе унăн машинăна хăвăрттăн детальсем çине пайласа сутмалла. Мĕн сутнă укçи унăн пулать. « Телей пурах çав манăн. Мĕнле милицине пĕлтермелле мар сутмалла-ши» — пĕтерчĕ калаканни. « Мĕнле те пулин сутан»,-хуравлаççĕ итлекеннисем.
Ӳсĕр çын каланине ĕненме юрать-и? Ăçта мĕн каланă çавăнтах юлнă.
Тем тĕрлĕ пулман япаласем çинчен калакансем сахал-и? Çĕрĕпе «каннă» хыççăн виçĕ çамрăк килĕсене саланаççĕ.
Тепĕр кун ирхине икĕ милици сержанчĕ çак калаçăва аса илеççĕ. Калаканни мĕн ятлине те, ăçта гаражĕ ларнине те ас тумаççĕ. Çамрăк çын гаражĕ «Новоюжнăй» районĕнче пулнине кăна пĕлеççĕ. Темиçе минут шухăшланă хыççăн , милиционерсем хăйсен начальникне мĕнле пулсан та пĕлтерме килĕшрĕç.
Çак информацие илтнĕ хыççăн милици капитанĕ Абрамов хăйĕн ушкăнĕпе икĕ уйăха яхăн засадăра гаражсем умĕнче тăчĕ, пĕр канмасăр, черетпе, пĕр минут та куç хупмасăр. Мĕнле чăтăмлăх çитрĕ!?
Ака уйăхĕ пĕтмĕшĕсенче пĕр сакăр сехетсенче бар залĕнче пулнă çын мар, хуçи, гараж çывăхĕнче курăнать. Пĕччен мар, иккĕн. Мĕн тумалла? Милици капитанĕ Абрамов оперативнăй группăна чĕнсе илет. Çав самантра машина вăрласа хăвалакан çын мĕн тунине куç илмесĕр пăхаççĕ. Преступлени тăваканни гаража уçать. Ăшĕнче машинине чĕртет те урама илсе тухать. Васкамасăр юлташĕпе машинипе аппаланаççĕ. Оперативлă ушкăн çитсен, çак çынсене тытма тăраççĕ. «Хуçине» тытма пултараççĕ, юлташĕ тарма ĕлкĕрет.
Машина «хуçине» тытнă хыççăн, паллах, допрос тумалла. Камăн машини? Хăш вăхăтра вăрласа хăваланă, машинăн чăн хуçи ăçта? Тата ыттисем те. Вăрлаканни пĕлмĕше перет, машинине çырма хĕрринче тупни çинчен калать, урăх нимĕн те пĕлместĕп, тет. Мĕн тумалла? Машинине тупни сахал. Ăçта чăн хуçи?
Пĕр милици сотрудникĕ суйнине чăтаймасăр çак преступника юпа çумне çыхса хурать. Ун тавралла бензин сапать те шăрпăк чĕртсе бензинлă вырăна çунакан шăрпăка пăрахать. Çунакан ăшши преступник патне çитме пуçлать. Курать милици çыннисем саккунпа ĕçлемеççĕ, çунтарса яма та пултараççĕ вĕт-ха. Преступник кăшкăрма пуçлать, мĕнле машинăна чăн вăрланине калама сăмах парать, хуçине тепĕр юлташĕпе пĕрле пăвса вĕлерни çинчен каласа парать, вилли ăçта выртнине кăтартма килĕшет.
Чăннипех çак «çунма» пуçланă преступник çулăмран тухсан гаражран пĕр хĕрĕх метрта пĕр метра яхăн çĕр чавса вилнĕ машинă хуçине туртса кăларать. Ун хыççăн преступник хăваттерне каяççĕ. Кĕнĕ кĕменех вилнĕ çынăн вешăлкăра çакăнса тăракан пальтоне кураççĕ. Апла пулсан преступник изоляторта пулнă чухне арăмне темле майпа вилле пытарас пирки калама пултарнă . Арăмĕ милицине систермесĕр пытарма пултарнă. Кун пекки пулма пултарать, милиционерсем ар çына сыхланă вĕт-ха, хĕр арăма мар.
— Микулай, Микулай, — аллинчен кăштах чĕпĕтсе шухăшран вăратрĕ Валентина хăйĕн упăшкине. — Сана вун пиллĕк минута яхăн тост каласса кĕтетпĕр.
Николай Сергеевич хăйне анчах ыйăхран вăраннă пек туйрĕ. Чăннипех хăйĕн шухăшĕсемпе нумай кĕттернĕ иккен. Вăл лараканнисенчен каçару ыйтрĕ те: «Манăн пĕр пĕчĕк тост кăна. Манăн милиционерсене ĕçсĕр тăратса хăварас килет».
Тоста пурте ăнланчĕç. Чăннипех çĕр шывра преступниксем вуçех пулмасан мĕнле лайăх пулнă пулĕччĕ.
Киле таврăннă чух, командир капитана мăшăрĕпе хăйĕн служба машинипе ăсатрĕ, Валентина никамран вăтанмасăр мăшăрне хыттăн чуп турĕ. Киле çитсен, çемйе сĕтел хушшине ларчĕ.
Çав самантра телефон сас пачĕ. Пурте шăпланса пластмас купи çине тарăхса пăхрĕç. «Пĕрле савăнма памаççĕ», — шухăшларĕ Валентина. Микулай васкамасăр телефон кĕпçине çĕклерĕ те:”Итлетĕп”, — терĕ.
— Микулай, каçар кансĕрленĕшĕн. Саламламасăр чăтаймарăм. Манăн ушкăн сана пысăк наградăпа саламлать. Валентинăран çак вăхăтра шăнкăравланăшăн каçару ыйтатăп, — илтрĕ Микулай Макçăм сассине.
— Тавта пуç, Макçăм, — илтрĕç мăшăрĕпе ачисем Микулай кампа калаçнине. Чунĕсем лăпланчĕç мăнтарăнсен. — Йывăрлăхсем çук-и? — чăтаймарĕ ыйтмасăр милици капитанĕ.
— Милици капитанĕ, юлташ! Çирĕм икĕ сехетре Кадыков урамĕнче пĕр çамрăк çынна машинă çаратма тытăннă вăхăтра чартăмăр. Шельмăна аптечкăпа автомагнитола кирлĕ пулнă, — Микулая ăнланса пĕтĕм устав формипе пĕлтерчĕ унăн юлташĕ, милици капитанĕ Куприянов Максим Петрович.
Абрамов тепĕр хут тав туса трубкине вырăна хучĕ те сĕтел хушшине ларчĕ. Çемйен кăмăлĕ вуçех те пăсăлмарĕ.
— Коля, эсĕ ху камне пĕлетĕн-и? — çепĕççĕн ыйтрĕ мăшăрĕнчен ачисем умĕнче Валентина.
— Кам-ши эпĕ? — тинкерчĕ арăмĕ çине Микулай.
— Çул хуçи! Урăх нимĕн те каламастăп, — куçран пăхса каларĕ Валя.
— Çул хуçи?! Ха-ха-ха! Мана ку сăмахсем питĕ кăмăла кайрĕç. Тавта- пуçах сана çак сăмахсемшĕн, — питĕ кăмăллăн кулса ячĕ упăшки ăна ыталаса.
Ачисем ашшĕпе амăшĕ выляса калаçнине курса нимех те ăнланмарĕç. Амăшĕ пысăк событие тӳрех ачисене пĕлтермннине аса илсе савăнăçлăн кăшкăрса тенĕ пекех:» Аçуна орденпа наградăланă. Вăл пирĕн паттăр,» — терĕ.
Икĕ ывăлĕ те ашшĕне ыталаса илчĕç.