Хĕвел кăвар пек.
Шăрăх, пăчă.
Сад çийĕн вĕçсĕр хĕвĕшсе,
Вылять çеç пăнчă хыççăн пăнчă,
Кам тырă сăвăрать хĕрсе?
Кил картишне чупса кĕретĕп
Ача-пăча ушкăнĕнчен.
Атте ăшталанса çӳрет тек,
Хурт уйăрать.
Ав мĕн иккен.
Тарса ан кайтăрччĕ,
Тытасчĕ!
Атте хуллен шăпăрпалан
Шыв сирпĕтет.
Хуртсем туяççĕ:
Ăш çумăр килнĕ пек çапла.
Хуртсем, хуртсем...
Эх! явăнаççĕ
Вĕç-хĕрсĕр ирĕк сывлăшра,
Каяс килмест тăван çуртран,
Мĕн тăвăн —
Вăхăт! —
Уйрăлаççĕ,
Йăмра çине пуçтарăнаççĕ,
Турачĕ усăнсах пырать.
Атте мана пурак тыттарчĕ,
Типтерлĕ сетка пуçăмра.
Атте кĕç турата силлет те —
Хуртсем ӳкеççĕ пурака.
Эп — шĕпĕн — чĕтресе илетĕп:
Самай вăл маншăн йывăр-ха...
Хурт пуракне пырса итлетĕп —
Тăнлатăп «тĕттĕм путвала».
Тин сунă сĕт сĕрĕлтетет пек,
Йӳçет пек кăрчама çапла.
Каç пуличчен, хуртсем,
Шăп ларăр!
Тӳлеккĕн пытăр калаçу.
Çĕн вĕллене вара яратпăр
Çурт хатĕр,
Хатĕр çĕнĕ çурт!