Сир, анне, чӳрече каррине,
Кармашать кун çути тӳпене.
Ах, аннеçĕм-анне, кĕçĕр йăмăк çукран
Чĕлкĕм куç çĕрĕпе эп хупман.
Ах, пулманччĕ капла нихăçан, —
Йăмăк халь те килмен вăйăран.
Уç, анне, кантăка ик енне,
Çĕмĕрт кăчăк туртать хăй патне.
Ах, аннеçĕм-анне, мăшăрпа вăйăран
Йăмăк килчĕ киле — суя мар.
Ах, кĕмерĕ киле хапхаран,
Сывлăм çийĕн ик йĕр юнашар.
Тух, аннеçĕм, тух алăк умне,
Именет пуль çĕн мăшăр кĕме.
Ах, аннеçĕм-анне, йăмăка ан ятла,
Ыр сунса ыр кун-çул халалла...
Çил ачи сиксе шăпăр калать,
Шур сиренĕм туй çумĕ суйлать.