Эп юратрăм сар хĕре,
Саррине пулах тиркерĕм:
Кăкăрта вăркать чĕре —
Хурине тупасчĕ терĕм.
Хурлăхан çӳçлĕ хĕре
Вăйăран килне ăсатрăм,
Паян каç курсан тепре
Айккине утма васкарăм.
Çитрĕм ĕнтĕ вăтăра,
Хусахра çаплах çӳретĕп,
Хĕрсенчен хăра-хăра
Мĕншĕн-ши çӳренĕ, тетĕп.
Юрату хăвачĕ сӳнчĕ,
Кашни кун анне вăрçать.
Ман çулхи хĕрсем те пурччĕ,
Халĕ ĕнте чун хăрать.