Ал айĕнче пулман-ши ĕç лаши —
Сухапуçне кӳлеççĕ вăкăра.
Кĕтмен çĕртен чылай вăхăт хушши
Асар-писер шавларĕç пахчара.
Малтанлăха ĕç пычĕ сапăрах.
Йăран çумне тепре хутăшăнсан
Тем тытамакĕ тытрĕ вăкăра:
Ана урлах вăл шăйăрчĕ йăран.
Нушаланса тепрер хут çаврăнсан
Мăйракипе çаклатрĕ çатана.
Çапсан та, кăшкăрсан та вырăнтан
Тапратасси пулмарĕ-çке ăна.
Çилленнипе тăварчĕç те — кайран
Хăваласа кăларчĕç пахчаран.
Каларĕç: пултăр хăй вырăнĕнче —
Ял ĕнисем çывăхĕнче.