Тăван сăмах — ахах-мерчен,
Çемçе, ĕлккен тата чечен.
Таса çăл шывĕ пек сипетлĕ,
Ĕçсе тăранайми пехетлĕ.
Тăван сăмах — уяр çу кунĕ,
Йăлтăртатан хĕвел тĕрри.
Унра пурнать чăвашăн чунĕ
Пĕр ывăнмасăр, çав тери.
Пин саслă, çутă тĕнчере
Чăваш сăмахĕн ялтăравĕ.
Çунса тăратăн ĕнчĕлле,
Сана тивмен кун-çул пăтравĕ.
Чăваш юрри-сăвви, тĕрри…
Илтет, пĕлет тĕнче хĕрри.
Иккĕленместĕп: тăван халăх
Мăнаçлă, аслă, чыслă, халлă.
Эс — çутă ĕмĕрсемпе тан,
Сипет илетĕн Атăлтан.
Чи авалхи чĕлхен ят-сумĕ
Нихçан та, ĕмĕрне те хухмĕ.