Ырри ырать-и пурнăçра
Кăри чапланнă вăхăтра?
Чунли чулланнă тапхăра
Эп асилеп, хăра-хăра.
Чул ту çинче — калас сăмах
Палли пытаннă курăнса.
Çав вăхăт манăн асăма
Йĕрлет хулен, тем, чунланса.
Тăван пек, тус пек Салават…
Çил çунатне чĕнет мала.
Сахал-и çинĕ саламат:
«Чуралăха йăлт ватмалла!».
Чунли çĕкленнĕ пăлхава
Умри телейлĕ çĕнĕ куншăн.
Чухăнлăха çĕнет хавал…
Истори чăнлăхне тав уншăн.
Чăвашсене те пĕрлештернĕ
Çут кĕрешӳ юрри ун чух.
Пуласлăхшăн пуль кĕрештернĕ,
Чул хушшинче шăраннă чун.
…Эп палăк çумĕнче тăратăп.
Иптеш, сана аслăласа…
Хир чечекне хурса хăвартăм
Паттăрлăхна сума суса.