Пĕрле вĕреннĕ, пĕр йышра çӳренĕ,
Анчах темме капла асăрхаман.
Выляс-кулас пулсан, калаçнăçемĕн,
Ыттисемпе сăмах-юмахчĕ ман.
Каç-каç сана ăсатакан пулсассăн
Эп марччĕ юнашар утаканни.
Ют каччăпа институтран тухаттăн,
Кӳрентерместчĕ такампа кайни.
Санпа пĕрле пулма та шутламанччĕ,
Куçран пăхса та пĕртте калаçман,
Анчах мана такам асăрхаттарчĕ:
— Вăл вĕçĕмсĕр сăнать сана, ан ман!
Пĕрле вĕреннĕ, пĕр йышра çӳренĕ,
Анчах темме хальччен асăрхаман...
Иксĕмĕре, хăй кĕвĕçсе кӳреннĕн,
Пĕр мăшăр терĕ чăнласах такам.