Çын вăл каç сăнĕ пекех, – вăрттăнлăх. Унăн чунне чухлама пĕлмелле, унăн ĕмĕтне ĕненме пĕлмелле. Каç сăнне вара сăнаймастпăр çав тепĕр чух.
Каçхи сăна сăнанă-и эсир,
Тăнланă-и çав тăнăç шăплăха?
Пуç тăрринчех пулсассăн та тӳпе,
Ĕлкер пек пĕчĕк çăлтăра тупайăр-ши?
Çумри çынна сăнанă-и эсир,
ăнланнă-и пур чух та ун чунне?
Чи çывăххи пулсассăн та çав çын,
Ун хаклă ĕмĕтне ĕненĕр-ши?
Куратăр-и, тӳпере мĕн чухлĕ çăлтăр, мĕн чухлĕ шăпа! Этем пекех иккен вĕсем, сӳнеççĕ, çуталаççĕ...
Пин çăлтăр та ним мар вăл пирĕншĕн,
Хĕвел пур чух шăнмассăн туйăнать.
Çумри çынсем çĕтсессĕн пурнăçран,
шăнатпăр ав шăп-шăрăх кунсенчех.
Çапла. Çут çăлтăрсем çынсем пекех. Ӳкеççĕ, çуталаççĕ. Анчах вĕсем – çынсен ĕмĕлкисем, ĕмĕлкесем вара ĕмĕтленме пĕлмеççĕ, чĕресене чĕртмеççĕ.
Тен, сăнаман эсир каçхи сăна,
çынсем çинчен вара –
самантлăх та ан манăр.
Йĕпреç. 1973, çĕртме.