«Ăçта васкатăн ир-ирех, Наçтук кума?
«Праски патне каятăп.»
«Мĕн тума?»
«Килте пĕр чĕлĕ çук — ыйтма.»
«Тĕлĕнтеретĕн эс, кума,
Кĕлетунте шур çăнăх лăк тулли
Ан пул-ха çын кулли.»
«Ах-х...»
«Ан хуйхăр кăлăхах,
Пĕçер-ха çăкăрнă хăвах.»
«Çĕпре пĕр чĕптĕм çук.»
«Ил лавккаран.»
«Мĕнпе илес укçийĕ пулмасан.»
«Татах тĕлĕнтерен, Наçтук.
Мĕнле-ха çук?
Ĕнер çеç сутрăн çĕрулми пĕр лав.»
«Тав Çӳлтине, пит пысăк тав,
Анчах укçийĕ çук.»
«Ăçта вара?»
«Банкра.
Унта куçарчĕ ман упăшкам — Ваççук.»
«Тĕлĕнтерен, кума, çаплах тĕлĕнтерен:
Ил укçуна çынна култариччен.»
«Илесчĕ те ăна — хуçи вĕт эпĕ мар...»
«Ах, Турăçăм. Наçтук...
Ну, юрĕ, пыр, уттар.»
Çак çутă тĕнчере эпир пурнатпăр:
Мул-пурлăх пур çинчех кӳрше ыйтма каятпăр.