Эпир иккĕн çума-çумăн
Килнине курнă пекех
Çул çинчи хуралçă хурăн
Пурçăнлă пуçне пĕкет.
Те кĕтсе чунĕ вăрканă,
Те илесшĕн хăтăрса,
Те пĕрле курма ăмсаннă,
Те ярасшăн уйăрса.
Тĕлпулу пĕриншĕн хурлă,
Тепĕрне телей кăна,
Сахал мар-тăр хурăн курнă
Килекен каякана.
Пĕрле чух пире те курчĕ,
Те ятлать вăл, те пиллет.
Тем калас сăмахĕ пурччĕ —
Пурçăнлă пуçне силлет.