Çамрăклăх — кăвар чĕре.
Çамрăклăх — хăй ĕмĕт.
Çамрăклăх — вунçиччĕре, —
Шурă-шурă çĕмĕрт.
Вĕресе тăран инçет
Кăчăк çеç туртсассăн,
Чун таçта мана чĕнет
Тунсăхлăн та сассăр.
Симĕсех тӳремлĕхсем.
Кур: тăван уй-хирĕм…
Чун-чĕре хĕлĕхĕсем —
Çакă манăн ирĕм.
Тăван ял, тăван анне,
Тăван кил вучахĕ.
Сăввăма кĕрет атте
Тата тыр пучахĕ.
Ав, ачалăхри туссем…
Сăнĕсем çиçеççĕ,
Тĕл пулаймĕç чул тусем,
Кăмăлсем — кĕтеççĕ.
Çамрăклăх — кăвар чĕре.
Çамрăклăх — хăй ĕмĕт.
Çамрăклăх — вунçиччĕре, —
Шурă-шурă çĕмĕрт.