Çурри — сана, çурри — мана,
Ку вăйă маншăн питĕ паллă...
Пĕрпĕтĕм çеç вутри чуна
Лăплантармалăх вăй-хаваллă.
Турам кăна хурса умма
Ыттисене çунтар каç-ирĕн,
Мана хавхалану тупма
Пĕрпĕтĕм тулăх туйăм кирлĕ.
Çурри вăл йăпанма кăна,
Тĕпренчĕк — вĕлтĕр саланмашкăн...
Çурри — лешне, çурри — ăна,
Чăпай вара никамшăн.