Çул выртать сукмакпа,
Ĕмĕтре — эп санпа.
Сывлăш уçă, таса —
Киленеп сывласа.
Эп пулман-çке кунта
Пĕр çулталăк шăпах.
Улшăнман ку ката:
Мĕнле пулнă çаплах.
Кайăксем юррине
Шăратаççĕ хитрен.
Сар хĕвел ăшшине
Саламлать пирĕн ен.
Ешереç çеçпĕлсем,
Çурхи кун евчисем,
Кăн-кăвак куçлисем —
Илĕртеççĕ вĕсем.
Кăн-кăвак çеçпĕлсем,
Тусăм, сан куçусем.
Çук, тухмаççĕ вĕсем
Асăмран, эс пĕлсем...