Çурхи сад ларать шап-шурă,
Тин çураçнă хĕр майлах,
Сивĕ çеç ан ятăр Турă,
Тăм ан ӳктĕр аяла.
Пĕр ирпе пӳртрех илтетĕп
Хӳхĕм шăпчăк юррине.
Чăнахах садрах-ши тетĕп,
Яр уçап чӳречене.
Шăпчăках иккен, чăнах та
Шăратать — сирень енче,
Хушăнса ларать çунатăм
Чун-чĕремçĕм çумĕнче.
Пĕчĕк садăм, ешĕл садăм,
Эс илемлĕ, эс паха.
Шăпчăк ĕмĕрех юрлатăр,
Сиртĕр манăн тунсăха.