Кавир тĕртесшĕн эп чечексенчен,
Сарса ăна хурасшăн сан умна.
Пин туйăм вылĕ унăн айĕнче,
Çĕр кĕвĕ илемлетĕ ыр кунна.
Хĕрли, шурри, тӳпе пек кăвакки...
Илемсĕр тĕс кĕртместĕп эп унта.
Кун-çулăн питĕ сарлака сакки —
Ăраскалу ан кайтăр çумăнтан.
Шутланă пек пулайĕ-ши эреш?
Савсах тĕртетĕп хаклă кавире.
Юратупа каварлăх — йĕкĕреш:
Кам калĕ-ши?
Мĕскер кĕтет пире?!