Çӳл пĕлĕтпе ман хушăра çăхан,
хура çăхан вĕçет, чӳхенкелет,
эп пĕтессе вăл тахçанах чухлать,
текех пулаймасса аван пĕлет.
Çак пурнăçпа ман вилĕмĕн хушши
çинçе çип пек, пăчлантăм эп унта.
Курмарăм çын ăшши те чун ăшши,
тек куртăм сивĕ кăмăл та ултав.
Тек куртăм мăшкăл çывăх туссенчен.
Пĕри те ыр сунмарĕ иçмасса.
Ун пек чухне, йăшса пуç усиччен,
тĕв ту чунна нихçан та уçмасса.
Чуна уçмасăр йывăр пурăнма,
уçсан пушшех те йывăр, май та çук.
Каçарччĕ, пурнăç, кĕтĕм парăма.
Пулмарăн, пурнăç, ырă, пыл та çу.
Эс иртрĕн... Ав хура çăхан вĕçет
масарпала ман хушăра ирех.
Эс иртрĕн-ши вара веçех-веçех?
Иртех, мана çак халĕ пурпĕрех.
Ăнлантăм эпĕ пурăнăç мĕнне,
вăл темех мар, суеçĕ, савнă тус.
Ăнлантăм эпĕ пурăнăç хакне,
вăл хаклах мар, ун хакĕ виçĕ пус.
Пупсем Турра хушаççĕ юратма.
Хăй юратать-ши? Тем тăвас капла?
Те ман пуçлас халь кĕлĕ янратма?
Те чĕнес мар шăпланнă шăпчăкла?
Çул пĕлĕтпе ман хушăра çăхан
кăранклатать тĕнче çаврăннă май.
Хура элчелĕм, çитрĕн эс хăçан?
Сиссе те юлаймарăм-çке, ай-вай...