Пурте тĕл-йĕрсĕр çухалать.
Пĕтет-мĕн юрату. Сӳнет-мĕн
чĕре кăварĕ, çук пулать.
Чараймăн ним туса, çĕнеймĕн.
Ан кай, тăрсам тата кăштах.
Мана эс сывлăш пек халь кирлĕ.
Куçу сан халь те çап-çутах.
Чуна савăнтарма эс килнĕ.
Ан кай, йăпат та авăнтар
пĕр кун, ик кун, эрне е уйăх.
Ман ирĕкрен ан тух, ан тар,
тарсан — пĕтен, тĕп тăвĕ хуйăх.
Эс йышăн, килĕш çакăнпа.
Йӳтетмĕш мар эп, ăнлансамччĕ.
Ан кай, пул ĕмĕр çеç манпа,
эп виличчен анчах пулсамччĕ.
Çунсан-çунсан чун йăмăхать.
Кăвар сӳнсен асап тамалĕ.
Ан кай, юлсам яланлăха!
Ан кай... тытмасть сана тек алă.