Хур кайăксем карталанса
Тăван енех вĕçеççĕ.
Кикак! Кикак! кикаклатса
Ял çийĕпе иртеççĕ.
Малти, кур, ывăнчĕ пулас
Çил юхăмне сирмешкĕн.
«Йышрах, эппин тĕрев тупас
Çитес çĕре çитмешкĕн».
Тепри вăр! тухрĕ картинчен:
Кăллин! Каллин! Сас пачĕ.
Çав эрлĕк сасă темĕнччен
Ман чĕремрех-çке юлчĕ.
Çурхи куна саламласа
Хăварнă çакă сасă,
Чиперленсе, сăнарланса
Пуянланайрĕ асăм.