Çаранлăх, çыранлăх, çаруран ачалăх,
Хурал çурчĕ, хурăн, йĕтемпе мунча...
Ялти ĕçчен халăх курса савăнмалăх
Хĕвĕшет ир-каçăн йышлă ачапча.
Çурла, авăн уйăх — тырă пухнă вăхăт,
Çаранлăх йĕтемĕ пасар пек шавлать.
Молотилка янă, кӳлнĕ лаша-вăкăр —
Кив-Улхаш хресченĕ хура тар тăкать.
Хул-пилĕкĕ сурнă ватă çын йăваннă,
Айлăмра тулеккĕн тулхăрать лаша.
Тарасаллă пусă тӳпене кармашнă,
Вăй карти çĕклерĕ çамрăк чăваша.
Çурла уйăх шăппăн хурăн тăрне ларчĕ,
Алтăр Çăлтăр тайрĕ çутă куркине.
Яш-кĕрĕм хавассăн ташшине çаптарчĕ,
Кĕмĕл юрă юхрĕ каçхи ял çине.
Çаранлăх, çыранлăх, çаруран ачалăх,
Колхоз çурчĕ, пусă, кĕлетсем, мунча...
Иртсе кайнă кун пек, юлчĕç асăнмалăх,
Паянхи ял сăнĕ урăхла пачах.