Эп юмахри пек пурăнатăп
Чăнпа асамлăх хушшинче:
Пĕр пӳрт, пĕр ватă хурама та
Пĕр сарă уйăх пуç çинче.
Каç пулттипе çутмастăп çутă,
Хутса яратăп кăмака,
Ташла-ташла çунать те вутă,
Сирет кăштах сĕм шăплăха.
Вара юсанкалать пек кăмăл,
Хаваслăх çуралать чунра:
Иртни ума тухать çăп-çăмăл,
Пулассисем те çăмăлрах.
Суятăп. Шутласа кăлартăм
Мĕлке ташланине кура:
Мана çынпа та çăмăл мар та,
Пĕччен тата йывăртарах.
Те юмахри пек пурăнатăп,
Те мĕскĕн эп çак çĕр çинче.
Пĕр пӳрт, пĕр ватă хурама та
Пĕр сарă уйăх пуç çинче.