Ял çумĕн сукмака куçлаймăп,
Кураймăп тӳпемри çурта,
Ачаш асамлă улăх-айлăм
Илсе тухаймĕ тек унта.
Çырла татма çӳренĕ вăхăт
Асра çеç юлĕ асăнма.
Шухăшăмра чечек те пухăп,
Хамра шырайăп сан сăнна.
Ятарласа майланă çыхă
Пулмасăрах сан алăра —
Тахçанхиллех, эрленнĕ хыççăн —
Ӳксе çухалĕ авăра.
Пуçа пĕксе калла уттарăп,
Хурланăп çамрăк хăртнăра...
Ан пултăрччĕ çеç эрлĕ тарăх
Хушша инçе çул выртнăран.