Кунсем мĕн чухлĕ вăрăм тăсăлаççĕ —
Ман тунсăх чирĕ ӳснĕ çавăн пек.
Санпа ирттернĕ чи кĕске çу каçĕ
Çухалчĕ метеор васкавĕпе.
Эп хĕвеле çав ир тухма чарасшăн
тархаслама та хатĕрччĕ ăшра.
Шутланă пуль, айван, тĕнче те маншăн,
хĕвел те, каç та — пурте тыткăнра.
Чăнах, упрарĕ çав çĕре ман асăм,
тек каçсене кĕтместĕп тилмĕрсе:
«Текех ан кил, сана эп саваймарăм», —
чи кĕске каç чи вăрăм сăмахсем...