Суран ӳт илнĕ хыççăн юлĕ çĕвĕ,
чĕре çунни иртсессĕн те, пĕрех
таçта шалтă асаилӳ пĕр тĕвĕ
малашлăхшăн çыхса хăваратех.
Мĕн чухпĕ эпĕ саншăн асапланнă,
эс çавăн чухлĕ сивĕннĕ манран.
Çап-çутă сукмака халь пурте маннă,
пĕр эпĕ çеç ăна хальччен манман.
Сăнна самантлăха анчах курасшăн
çав сукмакпа çӳреттĕмччĕ ирччен.
Хĕвел çути те, ним те çукчĕ маншăн:
пĕр эсĕ çеç, пĕр эсĕ — пĕр тĕнче.
Шанчăкăмпа чечексене шăвартăм
куççулĕмпе эп сывлăм вырăнне.
Шутлаттăмччĕ: хама çука хăвартăм,
пĕлмесĕр чун пуянлăх пухнине.
Эх, мĕскĕнлĕх, вунçиччĕри айванлăх,
сăнна Турамăш евĕр пуççапни,
çĕр кашласа, выртса ĕсĕклени —
çак пурте таврăнсассăн пĕр самантлăх,
тата та çутă пулĕччĕ раскалăм,
хĕрӳллĕрех те танĕччĕ чĕре.
Эп пуррине манса эс пурăн канлĕ,
ман асăмра çавах манпа çӳре.