Кашнин пур хăйĕн вăхăчĕ:
Çанталăкăн, этемĕн.
Кĕç çулçăсем йăлт тăкăнĕç:
Каять тавра илемĕ.
Тин çеç кунта çу кунĕччĕ,
Сип-симĕсчĕ вăрманĕ,
Чечексемпе пин куçлăччĕ
Çиçсе выртан çаранĕ.
Хаваслă кайăк-кешĕкĕн
Юррийĕсем саламлăн
Пĕрмай янратчĕç кĕвĕллĕн
Ирпе-каçпа асамлăн.
Ах, хамăр та пит шухăччĕ,
Лара-тăра пĕлмен çав.
Пуçра пин тĕрлĕ шухăшчĕ,
Ăçта кăна çитмен-ши?
Тем те тăвас пек ĕмĕтлĕн
Çӳреттĕмĕр. Вăй-халлă.
Сисмен те — çамрăк ĕмĕрĕн
Çут кунĕсем çухалнă.
Сив çил çеç халь ав чăрсăррăн
Кумса çӳрет хураххăн.
Ларать сип-симĕс чăрăш та
Уçланкăра хăраххăн...
Кашнин пур хăйĕн вăхăчĕ
Çанталăкăн, этемĕн.
Кĕç çулçăсем йăлт тăкăнĕç,
Каять тавра илемĕ...