Матви, чип-чипер, тăрмашсах хыр тураттисене иртекенскер, пурттине чанк! тăрăнтарчĕ, яшт тӳрленчĕ, алă лаппине йĕкĕрлесе чарт сурчĕ, сăтăрчĕ, пĕççи çумне шарт! çапрĕ, йăлт-ялт! сиккелесе илчĕ те кирза аттипе тăрăс! тăрăс! тăрăслаттарса ташша ячĕ.
— Э-эх-ха-ха! Уп-па-па! Уп! Ух! У-ух! Хоп!
Упаленсех турпас пуçтаракан карчăкĕ пуçне çĕкленипех шак хытрĕ.
— Уй туру-у... Хваспатиех!..
Ывăлĕ те — асли — Çемен, каска çине сывлăш çавăрса ямалла ларнăскер, пĕр самант аптраса тăнă пек пулчĕ, унтан тин çеç хыпнă пирусне сурса вăркăнтарчĕ.
— Охо! — ура çине сиксе тăчĕ вăл. — Вăт тăк мыскара...
Алă çупса ахăрашма пикенчĕ:
— Давай, давай, атте! Хоп! Хоп! У-у-ух!..
— Упля! Уп! Эх-ха! Э-э-эхх! Уп-па-па! Уп! — хуçкаланчĕ Матви. Пĕр вĕçсе каяслах саркаланса сиккелерĕ, пĕр лапчăнса ларассăн кукленсе пăркаланчĕ. — Ух! Ух! Эх-хаха! Э-эх! Упля! Упля! Упа-па!..
Пахчаран, çăвăннă çĕртен, кĕске йĕм вĕççĕнех тепĕр ывăлĕ — Аркадий — сиксе тухрĕ. Çеменпе пĕрле алă çупма пуçларĕ.
Атя, атте, яра пар,
Ярапине хама пар!..
Матви карттусне хывса вăркăнтарчĕ, ачисене, шуххăн вылянса, куç хĕсрĕ те тата та çĕкленерех, каркаланарах сиккелеме тытăнчĕ:
— Хоп! И-ий-йах! Упля! Уп!
Ăннарать, кăннарать,
Майра улма кăларать,
Пуçне чикнĕ, ...... тратнă,
Шарт! кăна .......
Çеменпе Аркадий хыттăн ахăрашса ячĕç:
— Ха-ха-ха! Кун пеккине те чухлатăн-çке эсĕ, атте!..
— Кай, кай, кай... Сӳтĕлсех кайрĕ иккен. Çын курсан тем калĕ. Кăнтăр кунĕнче — камит. Тьфу! — Тин уçăлса çитрĕ пулас чĕлхи карчăкĕн.
— А мĕн?! Çурт лартса та савнас мар-и? — Ялт! ялт! сикрĕ Матви. — Лартса пăхчăр-ха кунашкал çурт. Курăпăр, хăшĕ хăшĕнчен кулать. Хоп! И-ийй-ах!..
Авкаланса-хуçкаланса тăпăртатса илчĕ, унтан карчăкĕ патне йăкăш-йăкăш шуса пычĕ те тăрăс! тăрăс! тапрĕ.
— Ну-ка, карчăк, яра пар! Çитереймесен хам хушса парап! Хоп! Хоп!
— Атя, атя, анне! Сӳсе пар-ха пĕрре! — амăшне хупăрларĕç ывăлĕсем.
— Кай, кай... — аллипе сулкалашрĕ амăшĕ. — Ĕретрен тухса ӳкнĕ йăлт. Именесчĕ хăть, намăса уясчĕ. Тьфу! Тăрри шăтăк майлах хуçкаланан. Ват пуçупа ухмахланса ан тăр. Чарăн! — Карчăкĕ çатанне йăтрĕ те пӳрте кĕрсе кайрĕ.
— А мĕн?!.. Уяв тăк хавасланма та пĕлес пулать ăна! Çакнашкал çурт лартса савăнмасан-и? Еплерех тетте те! Шыраса пăх-ха кун пекки, тупаятни таврара? — кăшкăрчĕ Матви. Вара тата та хытăрах тăпăртатма ты-тăнчĕ.
— Э-э-эхх! Упля-па! У-уп! Ух-ха-ха! У-хх!
Тăррăн-тăррăн тăмашкăн
Тăри чĕппи мар эпĕр.
Шăппăн-шăппăн лармашкăн
Шăпчăк чĕппи мар эпĕр.
Тăрăс-тăрăс тапмашкăн
Кирза атă урара.
Пилĕк тытса ташлама
Çут пиçиххи пилĕкре.
Пуçа ухса ташлама...
— Йĕм пĕç тулли савăнăç! — Матви такмакĕн кĕвви май хушса хучĕ Аркадий. Вара Çеменпе иккĕшĕ хыттăн кулса ячĕç.
— Мĕнле, мĕнле терĕн? — кăшкăрса ыйтрĕ Матви. — «Йĕм пĕç тулли савăнăç» тетни? Ха-ха-ха!.. Ух! Ух! Упля-па!..
— Улю-лю-лю!.. — кинора кăтартакан индеецсем майлах çухăрашса вĕçтерсе çитрĕ çырмана çӳп-çап тăкма кайнă кĕçен ывăлĕ — Валентин. — Мĕн ахăрашаççĕ-ха теп. Хур аçи ташлать иккен. Мĕн ятпа?
— Мĕнле мĕн ятпа? Савăнăç! — йăлт-ялт сикрĕ Матви.
— А-а-а... Эппин, хытăрах! Хытăрах, атте! Çĕр чĕтресе тăтăр! Хоп! Хоп! Ăшши пар! Ăшши! Тăхта, хам хушап!
Тăратайккине тĕксе ячĕ те пахчаналла вĕçтерчĕ. Кĕçех мунча çенĕкĕнчен урăм-сурăм çухăракан магнитофон йăтса тухрĕ, ăна Аркадие тыттарчĕ те эрес-мерес хуçкалана-хуçкалана ашшĕ тавра çаврăнма пуçларĕ.
Чиперех саккăр çаптаракан Матвийĕн ташшипе пĕр килмерĕ, ахăртнех, ку ахăрашуллă кĕвĕ, урине çыхлантарма пикенчĕ. Кăштахран хăтланавĕсем те кăнттаммăн туха пуçларĕç, Матви алă сулса пăрахса кайма та тăчĕ.
— Эс манашкал ташла, атте. Манашкал! — авкаланчĕ Валентин.
— Мĕн вара?.. Пултараймасть тетĕн-им? — тепĕр хут хыпса илчĕ ашшĕ. Тăр-рăс! тапрĕ кирза аттипе. — Эх-ха!
Валентин манер хуçкаланма хăтланчĕ.
Аркадипе Çемен тата та хыттăнрах ахăра пуçларĕç:
— Атя, атя, атте! Чиперех пулать! Чиперех! Шик-модерн!
Чӳречере амăшĕ курăнчĕ, темĕн каласа пĕр-икĕ хутчен сурчĕ те çухалчĕ.
Матви каллех малтанхилле ташлама пăхрĕ, хăйне хавхалантармалла алă лаппине йĕкĕрлесе сурса пĕççи çумне те шарт! çапрĕ, ури çапах та итлесшĕнех пулмарĕ, вара вăл алă сулчĕ те çĕклесе çапнă карттусне илсе, хĕремесленнĕ тарлă питне шăлнă май, кăшт тайкаланарах крыльца енне кăштăртатрĕ.
Карчăкĕ чӳрече ани çинчи турпаса пуçтаратчĕ. Матви, йĕм пĕç тулли савăнăçне пула çаплах лăпланса çитейменскер, ăшĕнче кăмăл туллин çиçкелесе, хыçалтан чĕрне вĕççĕн çемçен пускаласа пычĕ те пилĕкĕнчен капах ярса тытрĕ. Шартах сикрĕ лешĕ, вăртах çаврăнчĕ те сулăнса кайрĕ. Старикĕ аллине хытарман пулсан лапах ӳкетчĕ те-и. Кунашкал мыскарах сиксе тухасса шутламан Матви хăй те шикленсе ӳкнĕ пек пулчĕ.
— Юрĕ ĕнтĕ, юрĕ... Эп, мĕн, шӳтлекелесе кăна-иç. Чăх чĕриех çав... Ăт, апăрша, — теме çеç пултарчĕ вăл.
Тем каласшăнччĕ, ахăртнех, карчăкĕ — чĕлхи çаврăнаймарĕ курăнатъ, куçĕпе кăна тарăхуллăн мăчлаттарчĕ.
— Ара, савăнăç вĕт-ха, савăнăç... Пĕрре-пĕрре чуна ирĕке ярсан та юрать ĕнтĕ. Çакнашкал çуртпа та пурăнса кураятпăр та иккен, еппе хĕпертемĕн-ха? Ну, çитĕ, çитĕ. Анрасах кайăн тата... — карчăкне çурăмĕнчен кăмăллăн, ачашшăн, асăрханса шаккарĕ Матви.
— Кай, кай... — сулкалашрĕ карчăкĕ, айккинерех пăрăнчĕ. — Ху эс йăлт анраса кайнă. Мĕн, тăрри шăтмаллипех шăтрĕ-им ĕнтĕ? Çурт лартнă тесе вара... Тухса кай тата ял тăрăх кăшкăрашса çӳре. Мĕн, эс кăна лартатним çурт? Пăх-ха...
— Э-э, карчăк, ан кала, — пӳлчĕ Матви — Кунашкал картинка пекки лартма пурте çитерĕс-ши хевте? Ăна-кăна чухлатпăр-ха пăртак. Çавăнпа савăнатпăр та. Ну, ăçта пур кун манер? Камăн пур? Э? Тоттă! — шĕвĕр пӳрнине кăнтарчĕ Матви. Унтан васкамасăр, чунтан киленсе çĕнĕ пӳрт ăш-чиккине тĕсесе çаврăнчĕ, малти пӳрте иртрĕ, хăй тĕллĕн мăкăртатнă майăн çутă, таса, хĕвел питтинче самаях ăшă сапнă пĕренесене сăтăркаларĕ, ачашласа лăпкарĕ.
— Ай, чиперккесем, ай, маттурккасем... Куç тулли илем вĕт. Епле савăнмăн, ара, çапла-и? Селĕм те пулчĕ çав çурчĕ те. Тетте пек вĕт. Чисти картинка!
Каялла тухрĕ, явăнчăк пусмапа, карлăкран тытса, çӳлти хута хăпарчĕ. Кӳ-ӳ! çапрĕ сухăр шăрши. Кăкăр туллин тарăннăн сывласа илчĕ Матви. Çăвара темĕн çирĕп япала хыпнăнах туйăнса кайрĕ. Пыр тĕпне пырса капланнă çăра, уçă сывлăша чăмласа тенĕ пек çăтса ячĕ. Ахаль те кăмăлĕ çемçелсе çитнĕскере ирĕлтерсех ячĕ вăл — Матви рехетленсе куçне хупрĕ.
— Апай турах... — текех сăмах та тупаймарĕ курăнать чунĕнче тапса тухассăн ейĕлсе капланнă туйăмĕсене палăртма — пуçне çеç кăмăллăн сулкаларĕ.
Акă мĕнлескер иккен вăл дача пек тени. Ăнран кăларатчĕç вĕт ачисем: «Дача пек тăватпăр та дача пек тăватпăр». Ха, апăрша Матвийĕ, ахалех пăшăрханнă-мĕн. Мачча вырăнне тепĕр пӳрт акă. Хăмаран çеç пулсан та, тепрех ĕнтĕ. Кунта диван пекки лартсан, унта сĕтел-пуканне. Мĕнрен тепĕр пӳрт мар? Миçемĕш хут хăпарать ĕнтĕ кунта Матви — пăхса ытараймасть, киленсе тăранаймасть. Питĕ килĕшсе кайрĕ ăна ку дача пек тенĕ пӳлĕм. Самаях аслă, çутă, сухăр шăрши антăхтарса ярать.
— Карчăк, карчăк, мĕн тетчĕç-ха ку çӳлти хутрине? — явăнчăк пусма тĕлне пырса кăшкăрса ыйтрĕ Матви.
— Эп ăçтан чухлам ĕнтĕ сирĕнне? — çаплах сĕвĕрĕлсе пĕтеймен пулас-ха лешĕн тарăхăвĕ: сасси кăмăлсăртараххăн илтĕнчĕ.
— Эй, санпа, карчамаспа... — мăкăртатса илчĕ Матви. Балкон çине тухрĕ, карлăк урлă уртăнса ачисене пăхкаларĕ. Çеменĕ каска çинче пирус туртса ларать, Аркадийĕ пахчара çăвăнать. Валентинĕ курăнмарĕ.
— Çемен, мĕн тетчĕç-ха кăна?
— Балкон.
— Ăна тĕсетĕп-ха. Кăна, — шалалла кăтартрĕ.
— Мансарда теççĕ, атте, ман-сар-да.
— Ара-иç-çке, ареччĕ çав. Массарда! — Сăмах янăравне тăнларĕ. Килĕшрĕ пулас та, тепĕр хут каларĕ. — Ячĕ те пирĕнни манер мар та, хăйне те ĕмĕрне те ăслаяс çук. Шутласа кăларнă вĕт-ха. Хĕлле валлиех юраймĕ те, çулла ырлĕх ĕнтĕ, ырлăх. Чӳрече-рен çăлтăр шутласа кăна вырт.
Матви таврари уйсене, çырма тепĕр енĕпе тăсăлакан хурăн катине, шыв кукăрĕнче чăмпăлтатакан хур-кăвакалсене пăхса киленчĕ. Мĕнпур тĕнче алă лаппи çинчи пек курăнчĕ. Айлăмран мĕшĕлтеткелесе хăпаракан Уртем Миккульне асăрхарĕ те, юриех курнăçланма тухса тăнă теесрен, мансардăна кĕрсе кайрĕ. Турпас пуçтара пуçларĕ.
— Аван, аван... — Миккуль сасси пулчĕ ку. — Шăнкăрчă вĕлли пекех...
«Шăнкăрч вĕлли... — кăмăлсăррăн мăртăхса илчĕ Матви. — Хăпарса кур эс малтан кунта. Сан пӳртӳнтен аслăрах. Танлаштарма пăхать тата...»
— Пĕр тунă-тунă тăвасах терĕмĕр ĕнтĕ. — Çемен сасси. — Аванĕ-мĕнĕ... аптрамасть пек. Çĕнĕллерех туса пăхас терĕмĕр тата.
— Кăмăллă, кăмăллă. Куç валли те, чун валли те. Шалта тепĕр пӳлĕм пекки те пулĕ-ха. Лайăх ĕнтĕ...
«Тотă! — ăшĕнче виртлешсе илчĕ Матви. — Атту тупнă шăнкăрчă вĕлли...»
— Кĕрĕве илсе килсе кăтартмалла-тăр-ха. Çурт çавăрма тапранасшăнччĕ шăпах. Курса кайтăр. Кăмăлне килмеллех. Килмесĕр тата — хитре-çке, хитре.
— Атя, кĕрсе курмастни? — чĕнчĕ Çемен.
— Килĕпĕр-ха, килĕпĕр. Ятарласах пĕрре. Кĕрĕве кăтартса пăхасах. Вĕренсе кайтăр теп-ха.
Турпас пуçтарса пĕтерчĕ те Матви мансардăна тепĕр хут пăхса çаврăнчĕ. Яп-яка саваланă хăмасене ачашланăн юратса сăтăркаларĕ, кашни чӳрече патĕнче чарăнсах, алă тупанĕ çинчи пек курăнакан тавралăха тĕсесе киленчĕ. Ял енне тухаканни кăна кăмăлне кăштах çырлахтармасть-ха, темле вăрттăн сăнанăнах туйăнса тăрать. Тен, пĕр хăнăхса кайсан аплах мар пулĕ те-и? Кирлех пулсан карса лартма та пулать. Матви сухăрлă çăра сывлăша тепĕр хут çăвар туллин çăтса илчĕ те аялти хута кăштăртатса анчĕ.
— Карчăк, а, карчăк, ирттертĕмĕр пулать çапах та Сильвестр Васильчăран? А? Ирттертĕмĕр вĕт? — яш каччăлла шуххăн вылянса сăн-питне йăлкăштарчĕ Матви.
Карчăкĕ пуçне çĕклерĕ.
— Хей, каппайчă-ă-ăк... Картран тухсах кайрăн иккен паян эс. Чăнласах та. Тем тума кирлĕ тĕр ăна пирĕнни манер клуб пек çурт. Майрипе иккĕшне кăна ĕнтĕ ку та ытлашшипех.
Сильвестр Васильевич — колхоз председателĕ. Иртнĕ çул вăл та çĕнĕ çурт хăпартса лартнăччĕ. Ярт шурă кирпĕчрен. Умне хĕрли ярса эрешлеттерчĕ. Хитре, илемлĕ çурт. Капмаррине те самай капмар. Ыттисем хушшинче те ытлаванах сумлă курăнса, каçăрăлса ларать. Ялта та, çывăх таврара та ăна çитекенни çукрахчĕ-ха.
Матви, çĕнĕ çурт пирки тĕв тусан, пĕрре мар пăхса киленнĕччĕ ăна. Çав тери кайнăччĕ кăмăлне. Çавнашкалли çинченех шут тунăччĕ хăй те.
— Санпа тупăшса çурт лартас пулсан-и вăл? Виççĕ лартĕ пирĕнни пекки. Тупрĕ кампа танлашма! — ятарласа вăрçтарас тенĕнех чĕрре кĕнĕ евĕр пулчĕ карчăкĕ.
— Пĕрех ирттертĕмĕр, ирттертĕмĕр. Ку — факт! — çине тăчĕ Матви. Унтан те карчăкĕ тĕртерех калани çĕтĕлтерсе ячĕ, хыпса илчĕ. — Ун пек пуçлăхра ĕçлесен эс те ху тĕллĕнех, хăраххăнах, хĕрарăм пуçупах унашкалли лартаян. Ху аллупа лартса кур эс, тара тытмасăр, ху вăюпа! Уйрăмлăхне кăштах сĕмленетни? Тата çурчĕ пирки-и сăмахĕ? Хăвăн ачусен пархатарне, ырлăхне курма пӳрни хаклă. Акă мĕн савăнтарать!
Ачисем çинчен шухăшласа илнĕрен кăмăлĕ çемçелчĕ.
— Карчăк, а, карчăк, çапах та маттур çав эсĕ манăн. Мĕнле кăна пултарнă пуçна çавăрма? Ай-яй каçăрччĕ те сан сăмсу хĕр чухне. Патне ан пыр. Хам та ĕнтĕ ытла шăп çеммиех пулман-ха та... — карчăкне çупăрлама хăтланчĕ.
— Хей, шăл çемми пулман... Хыçалтан кĕлмĕçленсе чупнине мантăн та-и-мĕн? — пĕрремĕш хут-и, тен, паян куллине кăтартрĕ карчăкĕ. Старикĕнчен ăшă сăмах илтнĕрен-ши е ачисем çинчен шухăшласа илнĕрен кăмăлĕ çаврăнчĕ пулас, çапах та çупăрлама памарĕ хăйне.
— Меммех пулас тăк пилĕк ывăл таран çураттараяттăм-и? Çапах та ылтăн вĕт пирĕн ачасем, карчăк, э? Эс Сильвестр Васильчă тетĕн. Ăçта ун ачисем? Килсе пулăшрĕç-и ашшĕне çурт тума? Пирĕн вăн Çеруш ăçтан аякран, Çĕпĕртен, килсе ĕçлесе кайрĕ. Ятарласа отпускă илсе. Ученăй вĕт вăл, унăн, мĕн, вăхăт ирĕклех тетним? Санькки те килетчĕ те-ха — ĕнтĕ вĕсен, çар çыннисен, йĕрки урăх. Итту, шутла, ку массарда тенине ун укçипех туса лартрăмăр тесен те юрать. Ылтăн пирĕн атьсем, ылтăн. Çавăнпа юратап та ĕнтĕ сана, карчăк, çавăнпах юратап, — каллех çупăрлама тăчĕ.
—Хваспатиех... Ара мĕн кушак пек çулланса, мăрлатса çӳретĕн эс паян? «Карчăк та карчăк...» Сӳтĕлсех кайрăн-мĕн, юратусем пиркиех капаçма пуçларăн. Яш чухне мĕн туманнине ĕнтĕ... Кусикленсе тăран ват пуçупа... — карчăкĕ тулли çатанне йăтса тухса кайрĕ.
— Ун чухне те юратнă. Тата мĕнле юратнă. Пилĕк ывăл таран ыт ахальтен çуралман пуль-ха. Хей, карчамас, мĕн чухлатăн-ши эс? — алне сулчĕ Матви. Вара каллех пӳрт ăш-чиккине пăхса киленме пикенчĕ.
Çемен пырса кĕнĕ чухне те çаплах пĕренесене ачашласа сăтăркалатчĕ. Ывăлĕ кĕнине туймарĕ те.
— Ну, атте, çуртне туса пĕтертĕмĕр пулас. Вак-тĕвек ĕç кăна юлчĕ. Начарах мар пулчĕ пек, ман шутпа. Ыр курса, киленсе пурăнмалăх пур. Мĕнле, атте, халĕ ĕнтĕ ирĕклĕ-и эпĕ? Пушантăм-и? Кайма пултаратăп-и?
— Кайма? Ăста? Эп темĕскер ăнкарсах илеймерĕм курăнать-ха сана, Çемен. Мĕншĕн аплах ыйтатăн?
— Ну, хулана кайма ирĕк паратăн-и тетĕп?
— Ав мĕн пирки-çке эс. Ара мĕн сăмахламалли унта? Паллах, паллах. Кайса килех. Çула май юшкă пăхса килсессĕн лайăхчĕ. Аннӳ таврари лавккасене пурне майлах çитсе килчĕ те-ха — тĕл пулаймасть. Хулара пит кирлех япала мар-тăр, пăхса кил, пур та пулĕ унта. Кĕре кĕрсе кайиччен кăмакине туса пăрахсан кăмăллăччĕ. Чăрмавĕ сахалрах кайран.
— Ăна пăхма пăхăп-ха та... Эс мана, ахăртнех, ăнлансах пĕтереймерĕн пулас, атте. Хулине яланлăхах каяс пирки калатăп-ха эпĕ.
— Мĕнле яланлăхах? Ара эс уйрăлсах килтĕм теменччĕ-и? Хут уйăрттарсах тенĕччĕ пуль? — аптраса ӳкрĕ курăнать ашшĕ.
— Уйăрттарасса уйăрттарнăччĕ те-ха хутне... Каялла тутарма та пулать ăна. Тепĕр хут çырăнатпăр. Ачасемсĕр пултараймастăп, атте. Питĕ йывăр. Чуна тăвăр. — Куçне тартрĕ Çемен.
— Вăл çаплах тăр-ха та ĕнтĕ... Пĕр хуçăлнă турата сыпма çăмăлах пулĕ-ши тетĕп-çке. Çулталăк ытла пĕрле пурăнмастăр та. Йышăнĕç-и каялла? Чунна ахалех хускатни пулмĕ-ши, пĕр лăпланса пурăнма пуçланăскер?
— Хăй чĕнет-çке, мĕн-ма ан йышăнччăр. Çуркуннех тапратнăччĕ сăмахне, çурт тăвас пирки кăна кăштах тăхтас терĕмĕр. Ак вуласа пăхма пултаран, темле вăрттăнлăхсемех çук, — пиншакĕн шалти кĕсйинчен темиçе çыру кăларчĕ Çемен.
Ашшĕ çырусене илмерĕ.
— Пĕлместĕп ĕнтĕ, тем каламалла кун пек чух, — çамкине сăтăркаларĕ Матви. — Анратсах ятăн-ха капла. Тен, тĕрĕсех те шут тунă эсĕр? Пурнăçăн пăрнăçĕ çĕр тĕрлĕ, тахăшĕ тĕрĕс, тахăшĕ тĕрĕс мар — пĕлсе пĕтереймĕн тӳрех. Çавна кăна канашлама пултаратăп: пуç тавра лайăх çавăрттарса пăхни кирлĕ кун пек чух. Ӳкĕнмелле ан пултăр. Теплерен... — «кин каллех амăш сăмахĕнчен иртеймесен...» теесшĕнччĕ те — шарламарĕ, алне çеç сулчĕ. — Хăвăрăнне хăвăр чухлатăр ĕнтĕ.. Урăр çине ĕне пуснă текех. Эп, ара... Манран чару çук. Пурăнмалли хăвăрăн. Хăех чĕнет тĕк, шухăшламан мар-тăр-ха, эппин, ăнăçлах йĕркеленсе кайĕ-и. Çаплах пултăр. Вăл-ку-мĕн сиксе тухас пулсан, çурт аслă. Эпир вара, аннӳпе иксĕмĕр, ăт, апăршасем, кĕр мăнтăрĕпе туй пекки кĕрлеттерме тĕв тăваттăмăр. Кин пулма пултарассине те куç хывса хунăччĕ, — йăл кулса илчĕ Матви.
— Зина пулĕ-ха ĕнтĕ? — çемçен кулса ячĕ Çемен те.
— Мĕн вара? Начар хĕрарăм-им? — хĕрсе кайрĕ ашшĕ, чутах персе яратчĕ: «Кин кăна мар ĕнтĕ». Темшĕн ниепле те çывăхланса çитеймерĕç вĕсем кинĕпе иккĕш. Пуçласа курсанах кăмăлне килсех каймарĕ те. Майра пулнăшăн та мар, ытла та çемçешкерех туйăнчĕ. Çаплах пулчĕ, шăплăрах чĕлхеллĕ амăшĕн арки айĕнчен тухаймарĕ. Чиперех пурăнатчĕç пулĕ те-ха ĕнтĕ Çеменпе иккĕшĕ кăна. Çеменĕ те мĕн çав териех килĕштермен ваттипе — шарласах каймасть. Çын куçĕнчен пăхсах каясшăн мар çав, çавна пулах-тăр-и? — Мĕн вара, Çина пĕртте пăсăк çын мар. Ĕçĕпе те пултаруллă, чунĕпе те хурламалли çук. Пурнăçĕ кăшт айăплăрах килсе тухрĕ те ĕнтĕ, тепĕр тесен, камăнах тӳп-тӳрĕ-ши вăл? — Шăпах сан валличчĕ те... лайăх мăшăрах пулаттăр, тен. Шутласа пăх.
— Çук-ха, атте, Зинăна хурлас шухăш пĕртте çук-ха ман. Ачасемпе, хамăн тĕпренчĕксемпе, пĕрле пулас килет. Хăвах ăнланмалла.
— Паллах, паллах, Çемен. Эс мана каçар, ват супнăна, эпĕ темĕскер ытлашширех калаçса кайрăм пулас-ха. Хăвăрăнне хăвăр лайăхрах пĕлетĕр ĕнтĕ. Чипер, йĕркеллĕ кăна пултăр тетĕп. Хăçан каяс тетĕн-ха вара?
— Ыран мунча хутсан виçмине ирпе тапранас шухăш пур. Вĕтĕр-шакăр ĕçĕсене Аркадипе Валентин хăйсемех майлаштаркалĕç. Темĕн тумаллиех çук. Çурчĕ вара аванах пулчĕ вĕт, атте? Тиркемеллех мар пек, э?
— Мĕн калаçмалли... Çакнашкал çуртпа пурăнса кураятпăр та иккен. Тавах ĕнтĕ, ачамсем, тавах сире.
Çапла каларĕ те хăй сисмесĕрех сасартăк чунĕ хурланса килнĕ пек пулчĕ, вара вăл ывăлĕнчен пăрăнса малти пӳрте иртрĕ.
Каçхи апата ларчĕç. Ытти кунсенче лаçрах апатланатчĕç, паян сĕтеле Матви çĕнĕ пӳрте илсе кĕрттерчĕ.
Карчăкĕн, хăй тĕллĕн кăмăлсăррăн мăртăхкаларĕ пулин те, çивиттине те çĕннине сарма тиврĕ, юр-варне те пысăк ĕçкĕри майлах кăларса лартмалла пулчĕ. Вăл вара шăрттанне те, тăварлă çуне те çĕнĕ пӳрт ячĕпе хăна-вĕрле пуçтариччен тĕкĕнесех теменччĕ.
Кунпа кăна та çырлахмарĕ Матви. Аркадине ури кăшт айăплăрах чăхха пустарчĕ. «Ара, мĕн хăтланан-ха эс, чиперех çăмарта тăвать-иç вăл» теме пăхнă карчăкне харах кăшкăрса пăрахрĕ: «Уяв тăк уяв пултăр, çитет хĕссе-пĕссе савăнкаланă пек пурăнма, çурт лартса та чун валли уяв тумасан тата... Уксах чăх шел ăна... Хăй, мĕкĕçлене-мĕкĕçлене тĕп сакайне анса, çутă пуçлисене иккĕ таранах хĕстерсе тухрĕ.
Черккесене тултарчĕ. Тăчĕ. Пӳрт ăш-чиккине куç ывăтса çаврăнчĕ.
— Аван, аван... Никĕсĕ çирĕп пултăр ĕнтĕ, çавăншăн ĕçĕпĕр те. Çакна асра тытăр, ачамсем, ăша хывăр: чи кирли — çирĕп никĕс. Хăть мĕнре те. Пурнăçра та çавах. Уйрăмах ак çакăнта, — кăкăрне шаккаса илчĕ, — ун чух пурте йĕркеллех пулать. Ытти калас тени пĕр сăмаха вырнаçтăр — тав сире. — Пуçне пĕкрĕ. Унтан тĕппипех ĕçрĕ.
Самантлăха шăпланнă кĕреке чĕрĕлчĕ. Хальхинче паçăрхинчен çĕкленӳллĕрех, шавлăрах. Уйрăмах сăнне пăчăр-пăчăр хĕрлĕ тапса туха та пуçланă, ытти чух та шӳтлеме, шапăлтаткалама юратакан Валентинăн уçă, янăравлă сасси илтĕнерех тăчĕ.
— Атте, атте теп, тĕлĕнтертĕн те паян эс. Мĕнлерех çаптартăн паçăр — ансамбль песни и танца! Шутламан та сана ташлама çапла ăста тесе. Еплерех талант пĕтнĕ-мĕн. Артиста кăна каймалла пулнă. Хамăрăн чăваш Махмуд Эсембаевĕ пулаттăн. А мĕн, халĕ те кая юлман. Концертсене хутшăнмалла сан. Мария Ивановна ертсе пырать вĕт клубра фольклор ансамблĕ. Вăн, карчăксем мĕнлерех шăрантараççĕ унта. Телевизорпа юрлама та чĕннĕ пулас. Хутшăн çавăнта. Калас-и Мария Ивановнăна?
— Аташса ан ларăр-ха ĕнтĕ. Паян камит кăтартни те çитет, — хутшăнчĕ амăшĕ.
— Валентин, Валентин, кино ӳкерсе илмеллеччĕ сан! Ну, вăйлă кино пулатчĕ те, — шавласа кайрĕ Аркадий те. — Атту шав хĕрсене ӳкерсе çӳрен. Эх, шел, маларах шутласа илеймерĕмĕр.
— Пленки пĕтнĕ çав. Лайăх кадр пулатчĕ. Пленка тупсан тепре ташлатна, атте? Кино ӳкеретпĕр — «Пирĕн атте çурт лартать». А мĕн, чăнласах калап. Питĕ лайăх тема. Телевизорпа та кăтартма пултараççĕ кайран.
— Сан ленту хура-шурă тĕслĕ çеç-иç, эп вара цветной валли кăна ташлама пултарап.
Пӳрт хаваслă кулăпа тулчĕ.
— Эсир, шĕшлĕсем, кулатăр-ха та манран, а эпĕ яш чух ирттермен хамран. Никама та! Чăн калап. Ак аннĕр суйма памасть. Çапла-и, карчăк? Çăпата хуçса ĕлкĕрейместĕм вĕт, эрнене çитместчĕ.
— Çапла пуль, çапла пуль... Тупрăн ĕнтĕ халь каппайланмалли, — çапла каларĕ те карчăкĕ упăшки енне çапах та хальхинче самаях кăмăллăраххăн пăхса илчĕ.
— Юрĕ-ха, ара, юрĕ... — Матви тепĕр хут çĕкленчĕ. — Ну, атьсемри, шӳтлесе илтĕмĕр. Лайăх ку. Вăл та кирлĕ. Халĕ ĕнтĕ чаплă, мĕнле калаç-ха çав, торжественнăй самант пуçланать. — Пырне тасатмалла ӳсĕрсе илчĕ. — Çулсем иртеççĕ, ватăлатпăр. Эпĕ те ак çитмĕлелле çывхарса пыратăп. Кам пĕлет ăна, тен, ытла нумаях та юлман-тăр. Сывлăхĕ вăл пирĕн паян аптрамасть пек те, анчах ыранхине пĕлеес çук. Вăл çаплах, Çавăнпа та шутларăм-шутларăм та пăрахас терĕм хамăн полномочине паянтан. Официальнă пĕлтеретĕп, отставкăна тухатăп.
— Ăçта тухатăп тет вăл, ăçта каятăп тет?— Аркадий енне тайăлчĕ амăшĕ.
— Политикăра шăхăрманнисем валли, ăнланмалла пултăр тесе, хамăрла калатăп: паянтан кил хуçи пулма пăрахатăп.
— Пирĕн атте паян, ахăртнех, кăштах в ударе чувств пулас? — пит-куçне йăлкăштарчĕ каллех Валентин.
— Эй, туру-у... Кай, кай, кай... Артистах тухса кайрĕ иккен ку юлашкинчен. Хваспатиех...
Карчăкĕн сăмахне илтмĕш пулчĕ Матви.
— Çĕнĕ çуртра кил хуçи те çĕнни пултăр. Халиччен эпĕр чиперех пурăнтăмăр. Шăкăл-шăкăлах. Хам енчен хăш-пĕрне кӳрентересси пулнă пулсан тепĕр чух, — карчăкĕ енне пăхса илчĕ, — каçарма ыйтатăп. Пĕр тесен, ытлашшиех ӳпкелешмелли çукрах та пек. Малашне те çаплах пултăр. Халĕ ĕнтĕ уяв кĕрекине ертсе пыма çĕнĕ хуçана хушăпăр. Тархасшăн.
Валентинпа Аркадий шӳтлекелесе алă çупам пекки турĕç.
Матви эрех кĕленчине Аркадий енне тăсрĕ. Аркадий, вĕри япала çине лак ларнăнах ăшталанса ӳкрĕ, хăй сисмесĕрех аллине картах туртса илчĕ те сĕтел айне пытарчĕ.
— Ч-ч-ч... чим-ха, атте... т-т-тăхта-ха...
— Мĕн тата? Эс, мĕн, хуçа пуласшăн мар-им? — аптраса ӳкнĕ пек пулчĕ ашшĕ те.
— Эп... мĕн... чыс тунăшăн тавах-ха, атте, çапах та... эп... мĕн... каçар та тӳррĕн каланăшăн, эс, тем... Хитрех мар пулĕ ун пек... Çемен урлă... Çемене сиктерсе?.. — хĕрелсе кайрĕ.
— Çемен лайăх кил хуçи пулатчĕ — сăмах та çук, анчах та вăл кайма шут тытнă.
— Каять? Ăçта каять? — пурте Çемене тинкерчĕç. Хыпăнса ӳкрĕç. Уйрăмах амăшĕ.
— Каять тетни? Мĕнле каять? Ăçта каять?
— Ăçта, ăçта? Шупашкара.
— Мĕнле Шупашкара? — ниепле те лăпланаймарĕ амăшĕ.
— Шупашкар, мĕн, виççĕ-им? — тарăха пуçларĕ Матви.
— Каçар, анне, пĕлтерсе ĕлкĕреймерĕм. Киле таврăнатăп эпĕ. Ачасем патне. Арăм патне. Кĕтеççĕ мана. Çуркуннех каймаллаччĕ, çурт пирки тăхтарăмăр. — Çемен пуçне усрĕ.
— Ак ĕнтĕ... Мĕнле-ха капла?..
— Эс ан пăлхан, анне. Пурте йĕркеллех пулать. Чиперех. Эпир пурин пирки те сăмах татнă. Килĕшнĕ.
— Çук-ха, пăлханмастăп-ха, пăлханмастăп. Ытла кĕтмен çĕртен пулнăран кăна... — Те савăнмалла ĕнтĕ куншăн амăшĕн, тем тумалла. Çаплах тăна кĕрсе çитеймерĕ курăнать вăл.
— Эпĕ те... манăн та çитес вăхăтрах каймалла пулать, — шăппăнраххăн пусăрăнчăк сасăпа каласа хучĕ Аркадий.
Картах туртăнчĕ ашшĕ.
— Мĕнле «каймалла»? Ăçта каймалла пулать тата санăн?
— Владивостока.
— Ăçта каян? Владивостока? Мĕн шăршласа каятăн тата унта çити?
— Мана кĕтеççĕ.
— Кам кĕтет? Чим-ха салтакра чухне çемье çавăрса хăвармарăн пулĕ те эсĕ, ачам, унта?
— Мана тральщик çинче кĕтеççĕ. Командăна та кĕртнĕ пулас. Документсем тахçанах унта выртаççĕ ĕнтĕ.
— Тăхта-ха, тăхта... Мĕнле документсем? Мĕнле тральщик? Мĕнле команда? Чипер ăнлантарса пама пултараятни эс? — тарăха пуçларĕ Матви. — Йĕркипе каласа пар.
— Службăра пĕрле пулнă ачасем чĕнеççĕ. Хăйсем патне. Тральщик çинче ĕçлеççĕ вĕсем. Пулă тытаççĕ. Тинĕсре. Ман пирки те калаçса татăлнă. Салтакранах юласшăнччĕ эп унта, Валентин вĕренме каяс пирки кăна таврăнтăм. Сире пĕччен хăварасран. Вăл яла юлсан пуçтарăннăччĕ — ĕçрен ямарĕç, вĕреннине ĕçлесе татмалла терĕç. Кайран Валентин каллех вĕренме каясла сăмах пуçарчĕ. Çемен таврăнсан каятăпах тенĕччĕ — çурт пирки тапрантăмăр. Халь вара... халĕ... Тен, юлашки шанс ку манăн? — Чунĕ кӳтсе килчĕ-тĕр Аркадийĕн — сасси чĕтревлĕ тухрĕ.
— Ăнланмалла... Ялтан тарас терĕн апла? Кирлĕ мар текех эппин сана ял? Сурса хурас терĕн?
— Ял, ял... Манăн та çын пек пурăнас килмест-им, атте? Мĕнле айăпа кĕнĕ эпĕ ĕмĕр тăршшĕпе тусан ăшĕнче чакаланса пурăнма? Мĕн, ыттисенчен катăк-им? Мĕншĕн вĕсем хулара ырлăхра пурăнмалла, манăн?.. Кĕрпе çур ураран атă хывса кураймастăп вĕт. Çутă пушмакпа, шур кĕпепе çӳрес килмест-и манăн та? Çамрăк вĕт-ха эпĕ, атте, çамрăк! Çирĕм саккăрта кăна! Манăн та илемлĕ, хитре пурнăçпа пурăнас килет!
— Унта, паллах, илемлĕ, хитре пурнăç ĕнтĕ, — йӳççĕнрех кулса илчĕ ашшĕ. — Моряк тумĕпе кăна çӳрен. Хĕрсем... Укçине те кĕсье тулли параççĕ пулĕ?
— Укçинче-им ĕçĕ, атте? Хам юратнă, килĕштернĕ ĕçре пулатăп хăть.
— Ăçтан тата юратнă ĕç пултăр вăл саншăн пулă тытасси? Эс, мĕн, унта ĕçлесе курнă-и? — хыпса илчĕ ашшĕ.
— Тинĕсре ĕçлес килет манăн. Тинĕсре. Хăвах ăнланма тивĕç вĕт-ха, атте. Эс ху моряк пулнă, тинĕсре вăрçă вăрçнă. Астăватни, мĕн чухлĕ каласа кăтартаттăн ача чухне? Тен, шăпах манăн шăпа вăл, мана пӳрни? Салтакĕнче те ав тинĕсрех пулма тӳр килчĕ. Халь каймасан тата хăçан лекейĕп эп унта? Нихăçан та, тен. Манăн, мĕн, ĕмĕр ӳкĕнсе пурăнаси кайран?
Аркадий шăпланчĕ. Ашшĕ те шарламарĕ, пĕр авăк пуçне пĕксе ларчĕ. Ыттисем те йăшăл тума та аптрарĕç. Кăштахран Матви пуçне çĕклерĕ те Валентина тинкерчĕ.
— Санăн ăçта каймалла тата? Ăçта кĕтеççĕ сана? — Сасси вăйсăррăн та хăрăлтатарах тухрĕ.
— Хăвах пĕлетĕн-çке, атте, — йăшăлтатса илчĕ лешĕ.
— «Пĕлетĕн»... Мĕн пĕлетĕп эпĕ? Ăçтан пĕлсе пĕтерем сирĕнне? — ялтах хыпса илчĕ Матви. — Ав, пĕлтеретĕр кунта. Питĕ лайăх. Нихçан картманнине.
Валентин район хаçатĕнче ĕçлет. Сăн ӳкерекен. Вăл тунă ӳкерчĕксĕр хаçатăн пĕр номерĕ те тухмасть ахăртнех. Пысăк вырăнсенче тухакан хаçатсенче те тăтăшах çапăнаççĕ. Тĕрлĕ конкурсра та çĕнтеркелесе курнă. Халь ӳкерекен пысăк аппарачĕ те Мусавран парне панăскерех. Нумаях пулмасть Валентина Шупашкара тĕп хаçата ĕçлеме чĕнчĕç.
Матви тарăннăн мăшлатса илчĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ, чĕмсĕррĕн алăкăн-тĕпелĕн утма пикенчĕ. Хушăран хушă кăна сăмахсем пăрахкаларĕ:
— Савăнтарчĕç... Юлашкинчен... Шăнкăрч вĕлли... Ылтăн атьсем... Мĕн, калаçса татăлтăр-им?.. «Дача пек тăватпăр та дача пек тăватпăр»...
Нихăшĕ те шарламарĕ. Йăшăл тума та шикленчĕç. Çемен пуçне пĕксе ларчĕ, Аркадий тапса тухнă куççульне ыттисенчен пытарса чӳрече енне çаврăннă, Валентинĕ çеç сăмах хушасшăн пулса чăтăмсăррăн йăшăлтаткаларĕ те амăшĕ витĕр пăха-пăха илнĕрен шăпланчĕ.
Нăтăрт-мăтăрт! турĕç хĕстерсех çитермен урай хăмисем — кумрĕ те кумрĕ Матви. Унтан урай варринче тăруках чарăнчĕ те сĕтел енне куç ывăтрĕ.
— Мĕн шуйттанне тумаллаччĕ эппин кунашкал сарай пек çурт? Мĕн-ма асапланмаллаччĕ? Тăкакланмаллаччĕ? Пирĕн ĕмĕре кивви те çитетчĕ. Юлатчĕ те пиртен.
— Ху тапратрăн-çке çĕнни пирки, — чăтаймарĕ Валентин.
— «Ху тапратрăн...» Кам валли? Аннĕрпе иксĕмĕршĕн-и? Тахçанах хатĕр ĕнтĕ пирĕн. Ав, лупас айĕнчех выртаççĕ. Çĕрĕшме те пикенмерĕç пулсан. Саваласах хунă. Виç-тăватă пăта çеç çапмалла. — Карчăкĕ енне чалт! çаврăнчĕ. — Е вутта кăна татса çунтарăпăр-и ĕнтĕ халь? Мĕн тума кирлĕ вĕсем пире текех? Халех вилме юрамасть пирĕн, ахальтен-им туса лартрăмăр кăна? Мĕнлерех тата! Сарайран аслă — саркаланса кăна пурăн! Мĕн, ыт ахаль çĕрĕшсе лартăр-и? Е пĕр-пĕр Уртем Микулайĕ килсе рехетленсе пурăнтăр-и пирĕн вырăна? Ма чĕнместĕн? Мĕн, шăлу хушшине хĕсĕнсе ларчĕ-им чĕлхӳ? — Унтан васкавлăн карчăкĕ патне таплаттарса пычĕ. — Е санăн та каймалли пур-и?
— Ара, манăн... Ара... — сасартăк пулнăран аптраса ӳкрĕ курăнать карчăкĕ, çухалсах кайрĕ.
— Мĕн арелетен тата? Пур пулсан, кала! Тӳрех кала! Ан шиклен! Атя, яра пар! Эп паян пурне те итлеме хатĕр!
— Вăхăтлăха кăна-иç... Садике яриччен çеç. Çуллаччен майлаштаратăп терĕ вĕт Çеруш...
— Кай! Ыранах! Пуçĕпех кайма пултаран! Пурте кайăр! Эпир пĕччен те пĕтместпĕр! Пурăнатпăр! Ял ĕмĕрне тăсатпăр! Ятарласа! Шик! шăхăрса! Чарт! сурса! — Сĕтел урпă кармашса Çемен умĕнчи сăра тултарнă стакана ярса тытрĕ, сăрине урайне чашлаттарчĕ, çурри ытла эрех тултарчĕ.
— Ну, Матви! Ху килӳнте ху хуçа! Патши те, Турри те хăвах! Сан сывлăхушăн! Яра пар! Эх-ха! Уп-па! Хоп!
Шалтах, тумлам юлмиччен ӳпĕнтерчĕ. Унтан яшт! тӳрленчĕ, алă лаппине йĕкĕрлесе чăрт! сурчĕ, сăтăрчĕ, пĕççи çумне шарт! çапрĕ, урай варрине иртрĕ, йăпт-ялт! сиксе илчĕ те хыттăн тăр-рăс! тапрĕ.
— И-ий-йах! Упля! Упля! Уп-па-па! Уп!